Сарă упапа Уйăх


Пурăннă тет пĕр сарă упа. Вăл питĕ вĕçме юратнă. Унăн виçĕ çура пулнă. Вĕсене вăл кашни кун вĕçме, пулă тытма, апат пĕçерме вĕрентнĕ. Мана вĕсем патĕнче хăнара питĕ килĕшрĕ. Пĕррехинче упа мана хăйĕн пысăк çунаттисем çине лартса Уйăх çине экскурсине илсе кайрĕ. Эпир пынă чухне Уйăх килте çукчĕ. Вăл киличчен эпир çăлтăрсем çине пăхрăмăр. Çăлтăрсем куçа çиекен тĕрлĕ тĕссемпе йăлтăртатаççĕ: сарă, шурă, кăвак, хĕрлĕ, симĕс. Пĕчĕкрех çăлтăрсемпе эпир тытмалла вылярăмăр. Кĕтмен çĕртен тĕттĕм пулса ларчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, пĕр пайăрка çутă курăнса кайрĕ.

Уйăх таврăнчĕ. Лайăхрах сăнаса пăхрăмăр та, пирĕн Уйăх сыр татăкне аса илтерет. Сыр пекех сарă, çаврака, шăтăклă-шăтăклă. Тутанса пăхма шутларăмăр. Сисмен çĕртен çур уйăха çисе те ятăмăр. Тутлă сырпа хăналанăшăн Уйăха тав турăмăр та килелле вĕçсе кайрăмăр. Уйăхпа туслашнишĕн питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Час-часах Уйăх çине хăнана çӳреме пуçларăмăр. Упа çӳрисем вĕçме вĕренсессĕн вĕсене те пĕрле илсе çӳрерĕмĕр. Сыр татăкĕ пурне те питĕ килăшрĕ. Çавăншăн пирĕн Уйăх хăш чухне тулли-çаврака, хăш чухне-çурри анчах, тепĕр чухне пачах та çук.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-22 23:08:01):

2-мĕш класа çӳрекен ачашăн питĕ лайăх.

«Çавăншăн пирĕн Уйăх хăш чухне тулли-çаврака, хăш чухне-çурри анчах, тепĕр чухне пачах та çук» — мĕншĕн каталнине ăнлантарса панă, тулни пирки вара пĕр сăмах та çук.

Содержани енчен кăштах сапаланчăк.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Vyacheslavna (2008-11-27 19:21:41):

Ку ĕçе вуласан ача хăй тĕллĕн ĕçлени палăрать.Тепри вара кĕçĕн класра вĕренет,хăй аслă класри ачасемпе тан çырать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: