Çавраҫил :: Иккӗмӗш сыпӑк


Каçма

Таçтан та таçта çити шавласа та кĕрлешсе-ахăрашса кайнă Палас шывĕ хăй çыранĕсене кĕрсе лăплансан, Сахар лавккин крыльци çине арçынсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем хушшинче кимĕпе каçнă тутарсем те пур. Тавар туянма мар, урăх ыйтупа килнĕ хальхинче вĕсем. Табак мăкăрлантараççĕ, пули-пулми япаласем çинчен сăмах ваклаççĕ. Сахар хăй тухса калаçасса кĕтеççĕ. Хуçа хăнк та тумасть-ха. Курать вăл: халăхĕ ăна кирлинчен икĕ хут нумайрах пухăннă. Эппин, хакне те икĕ хут йӳнĕрех килĕшме пулать.

Калаçаççĕ çынсем. Иӳçĕ тĕтĕм çăтса, чыхăна-чыхăна каяççĕ, лавкка алăкĕ çине пăхкаласа илеççĕ. Кӳршĕри Энтрейпе Нурулла килнине курсан, çынсене çавăнтах чун кĕрсе кайрĕ.

— Вăхăта усăсăр сая ярас мар, тăвансем. Энтрейпе калаçса пăхар та, ăна асли пулма ыйтас. Чĕлхи-çăварĕ çыпăçуллă пулаканччĕ-ха унăн, —терĕ пĕри.

— Ара, çав, майне-шайне пĕлет вăл, — çавăнтах çирĕплетрĕ тепри.

Энтрейпе Нурулла васкамасăр крыльца çине улăхрĕç, çынсене сывлăх сунчĕç, апла та капла сăмахласа кайрĕç.

— Килĕшес, ара, хама пĕр стакан ытларах парсан, мĕншĕн килĕшес мар? —ӳсĕркелесе илчĕ Энтрей. — Шухăшласа пăхар малтан: пурĕ миçе çын кирлĕ пулать?

— Пĕлтĕрсенче миçен ĕçленĕ? — шăнса пăсăлнă сасăпа ыйтрĕ тахăшĕ.

Крыльца варрине тăсланкă Нурулла тухса тăчĕ.

— Пĕлтĕр саккăрăн пултăмăр. Çапла çав, саккăрăн хыврăмăр, кĕркунне тăваттăн сӳтнĕччĕ, — кĕххĕмлеткелесе пĕлтерчĕ вăл.

— Апла, кăçал та çаплах пултăр.

— Паллах, саккăрăн çитет.

— Тавай, суйла эппин, Энтрей, — васкатрĕ Нурулла.

— Ĕлкĕрĕп-ха, малтан хакĕпе килĕшес пулать, —астутарчĕ Энтрей.

— Ку та тĕрĕс. Хакне килĕшмесĕр мĕнле-ха? — çирĕплетрĕç темиçен.

— Кĕрсе калаç-ха эппин, Энтрей. Сан чĕлхӳ çыпăçуллăрах пулакан...

Энтрей лавккана кĕчĕ, тавар сĕтелĕ патнерех иртсе, хуçана пуç тайса сывлăх сунчĕ.

— Мана кунта полномочи туса ячĕç-ха, Сахар Петровчă. Хакĕпе калаçса татăлма хушаççĕ. — Çӳлĕк хĕрринчи тулли четвĕрт кĕленчи çине сурчăкне çăтса пăхса илчĕ Энтрей.

— Мĕнле «полномочи» тата? — ăнланмăша печĕ хуçа.

— Ара, каçма пирки калаçма-çке. Хакне пĕлесшĕн.

— Мĕн унта хакĕ? Ĕçĕ те çук темелле. Сăвайĕсем те, хăмисем те хатĕрех. Сăвайне çап та, хăмине çеç йĕркипе хурса пыр. Çавă кăна. Юрĕ эппин. Пĕр четвĕртне лартăп. Мура каймĕ, — пĕчĕк мăйăхне шăлкаласа илчĕ Сахар.

— Апла ан кала-ха, Сахар Петровчă. Çак çанталăкра Палас урлă каçма хурасси вăл, ан çиллен те, ăшă лавккара тавар сутасси мар ĕнтĕ.

— Апла килĕшместĕн пулать-ха? — Сахар Энтрей çине пăхса илчĕ, унтан шухăша кайнă пек пулчĕ, çапла сĕнчĕ:— Эсĕ килĕштер вĕсене. Как-никак, кӳршĕ текелесе, сана пĕр пулăштухне хăвна уйрăм парăп.

— Э-э, каçар та-ха, Сахар Петровчă, мĕнле суям-ха эпĕ пĕрле ĕçлекенсене? Пĕр тесен, килте хамăн та ĕçĕ мăй таранах. Палас кайнине курма çеç тухнăччĕ. Çынсем ыйтнăран кăна кĕрсе калаçас терĕм, — текелесе, Энтрей лавккаран тухса кайма тăвам пек турĕ.

— Чим-ха, тăхта, Энтрей. Кала эппин çынсене: ĕçне паянах пĕтереççĕ пулсан, пĕр четвĕртне ахаль ĕçтерĕп, тепĕр четвĕртлĕх укçан парăп, — малтанхи шухăшне улăштарчĕ Сахар.

— Юрĕ, каласа пăхăп, — тесе, Энтрей крыльцана тухрĕ.

Çынсем ăна карах сырса илчĕç.

— Ну, мĕнле?

Энтрей пĕлтерчĕ.

— Аван, тытăнас апла пулсан, —тӳрех килĕшрĕ Нурулла. — Пĕлтĕр те çапла ĕçленĕччĕ.

— Чим-ха эс, вăрăмми, — пӳлчĕ тепри. — Ман шутпа, çапла та ыйтмалла мар-и?

— Мĕнле?

— Шăнса йĕпеннĕ хыççăн, ĕç пĕтнĕ тĕле, вăл пире валли мунчине хуттартăр. Тата ĕçнĕ чух, шăршламалăх та пулин, çăкăрпа селедка хурса патăр.

— Ку та тĕрĕс сăмах.

Энтрей каялла кĕчĕ, кĕçех тухрĕ те хуçа килĕшни çинчен пĕлтерчĕ.

— Тавай, суйла эппин, Энтрей, суйла, — хистерĕ Нурулла, çавăнтах ун умне пырса тăчĕ. Ыттисем те Энтрей тавра пуçтарăнчĕç: кашниннех каçма саракансен ушкăнне çакланас килет.

Энтрей малтан пурин çине те куçĕпе йĕрлесе çаврăнчĕ, унтан: эсĕ, эсĕ, эсĕ... тесе, хăй кăмăлне каякан çынсем çине пӳрнипе тĕллесе тухрĕ. Вĕсем крыльцан тепĕр енне кĕпĕрленсе тăчĕç.

— Энтрей тете, мана та ил, — мĕскĕннĕн пăхрĕ ун çине Мăçтук. — Мана эрехĕ кирлĕ мар, кăштах укçа пулсан та çитет.

— Эс, шăллăм, луччĕ аннӳ чĕччине ĕмме кай, — клӳрентерме тăчĕ ăна Нурулла. Хăш-пĕрисем лĕхĕлтетсе кулса ячĕç. Йĕкĕт нимле мар пулса кайрĕ. Çапах та Энтрей ăна кӳрентерме памарĕ.

— Юрать, Мăçтук. Сана та ĕç тупса парăпăр, — терĕ. Ыттисем каçма саракансен ушкăнне лекейменшĕн питех кулянмарĕç. Сахар кĕсйинчен укçа шăл çĕмĕрсе тухнине пĕлеççĕ вĕсем. Пĕрре ӳсĕрлесшĕнех çурхи шывра йĕпенсе хĕне кайса вилес мар-ха текелесе, килĕсене саланчĕç.

Крыльца çине Сахар хăй тухрĕ — пурте шăпăртах пулчĕç.

— Кăтартам-ха сире ăçтан хăш япала илмеллине, — терĕ те вăл крыльца çинчен анма пуçларĕ.

Ыттисем ун хыççăн кĕпĕрленсе утрĕç.

Сахар вĕсене лупас хыçне ертсе кайрĕ, унта тирпейлĕ купаласа вырнаçтарнă хăмасемпе юпасене кăтартрĕ, хăшĕ ăçта кайма юрăхлине ăнлантарса пачĕ.

Энтрей пăхать те тĕлĕнет. Хуçалăхра вăл хăй те тирпейсĕр çынах мар та, Сахар ун пек те мар тĕплĕ иккен. Сăвай юписемпе хăмисене çĕр çине мар, аяла пĕрене татăкĕсем хурса купаланă, икĕ çĕртен пралукпа çавăрттарса илсе, вите çумне шпиль пăтапа çапса çирĕплетсе хунă. Сахар малтанах кăçал çурхи шыв-шур çапла сарăлса каясса пĕлсе тăнă тейĕн. Çапла йĕркелесе купаласа хуман пулсан, çак япаласене шыв ним мар юхтарса кайма пултарнă.

— Ĕçре асăрхансарах хăтланăр эсир. Пĕтериччен ĕçни-мĕнĕ ан пултăр, — ас тутарса хучĕ хуçа юлашкинчен.

— Ачасем мар вит, Сахар абзы, — сăмаха кĕчĕ Нурулла, сăмсине нăш! туртса илсе. — Пĕри пур та-ха кунта, — пуçĕпе сулса кăтартрĕ вăл Мăçтук çинелле, — шыва кĕртместпĕр эпир ăна.

Сахар вилĕмрен çăлăнса юлнă йĕкĕт çине кăнн тинкерсе пăхрĕ — Мăçтук вăтаннипе пуçне усрĕ.

— Аптрамасть, хăнăхтăрах ĕçлеме. Пуçăнăр эппин. — Хуçа каялла çаврăнса утрĕ. Энтрей ахаль те йĕркине аван пĕлет.

— Пĕри ĕçленĕ чухне тепри çăвар карса тăрар мар, атьсем. Эсир, акă, иксĕр, сăвай юпине çĕклесе кайăр та тӳрех çапма тапратăр. Эсир те çаплах тăвăр, — тата тепĕр мăшăр уйăрчĕ Энтрей. —Мăçтук, эсĕ ак çак каçма карисене çĕклеме пуçла. Йывăрах мар вĕсем. Ыттисем малтан сăвайсене, унтан хăмисене йăтса килĕр.

Ĕç кал-кал пуçланчĕ. Малтанхи хутĕнче вĕсем Палас хĕррине хуркайăк карти пекех карталанса анчĕç. Лере вĕсене Сахар кĕтсе илчĕ, ăçта мĕнле тумаллине ăнлантарса пачĕ.

— Каçма çӳллĕшĕ шывран метр çурă çӳллĕшĕнчен лутра ан пултăр, Энтрей. Вăйлă çумăрсем вăхăтĕнче Палас мĕнле тулса хăпарнине ху та аван пĕлетĕн. Пĕтерсен килсе тĕрĕслетĕп, — терĕ та Захар Петрович лавкки еннелле утрĕ.

Кĕçех Палас урлă каçма хывнине курма çынсем пуçтарăнма пуçларĕç. Уйрăмах ача-пăча нумай. Палас тасалса çитеймен-ха. Ун çийĕн сĕлкĕш, тĕллĕн-тĕллĕн пăр татăкĕсем те юхаççĕ.

Çынсем чир кайтăр текелесе алă айне мĕн лекнĕ çавна пăр татăкĕсем çинелле иле-иле ывăтаççĕ.

Хăш-пĕр ачасем хăрăк туратсем пуçтарса килчĕç. Шултрараххисене, çĕр çине хурса, пĕр-пĕрин çумне çыхрĕç, çиеле çӳп-çап, çĕрĕк çăпатасем, типĕ тислĕк, унтан татах çавăн пек тĕрлĕ ăпăр-тапăр купаларĕç те ăна тивертсе ячĕç. Пĕр йĕкĕчĕ пысăк мар пăр татăкне пакурпа çаклатса çыран хĕррине туртса илчĕ. Ачасем, тĕтĕм йăсăрланакан купана йăтса пырса, çав пăр çине хучĕç, татах хăрăк туратсем пăрахрĕç. Унтан йĕкĕт ăна пакурĕпе малалла тĕртсе ячĕ. Пăр, çынсемпе сывпуллашнă пек, майĕпен хăй тавра çаврăнса илчĕ те шыва май юхма пуçларĕ. Вăл Палас кукăрĕнчен пăрăнса куçран çухалсан та, унăн çăра хура кăвак тĕтĕмĕ вăрахчен йăсăрланса курăнчĕ.

— Пăхăр-ха, ку тата мĕне пĕлтерет?! —çухăрса ячĕ пĕри, аллине шыв юхăмĕн тăварах еннелле кăтартса.

Пурте унталла çаврăнса пăхрĕç. Ак тамаша! Унта, урам вĕçĕнчен кăшт çӳлерехре, пĕр хăла лаша хӳрине çĕкленĕ те тутар Яшминчен Палас патнелле пĕчченех тĕпĕртеттерсе килет. Акă, вăл мĕнле ĕрĕхтерсе çитрĕ, çаплах шыва чавкăнса кĕрсе кайрĕ. Çырма урлă лаша сĕлкĕшсене кăкăрĕпе сирсе ку еннелле талпăнса ишрĕ. Часах вăл çыран хĕррине тухрĕ, самантлăха чарăнса тăчĕ, хыттăн тулхăрса илчĕ, силленсе-чĕтренсе хăй çинчи шывпа сĕлкĕше тĕрлĕ еннелле сирпĕнтерчĕ те каллех малалла тапса сикрĕ. Кĕçех Сахар кĕлечĕ умне çитсе чарăнчĕ, ун алăкне хăлăпĕнчен çыртса уçрĕ те тутине мĕкĕлтеттерсе, унти сĕлле кĕмпĕртеттерсе çиме пуçларĕ.

Сахар иртнĕ кĕркунне çав лашана Тутар Яшминчи Тевлеш ятлă тутара сутнăччĕ. Халĕ ак çынсем пурте çав янавар пирки калаçма, унăн чăрсăрлăхне мухтама тапратрĕç. Ку калаçăва каçма хывакансем те хутшăнчĕç.

Каçми пысăках мар-ха. Пурĕ те вунă мăшăр сăвай юпи те, тепĕр çавăн чухлĕ хăма çеç хумалла. Анчах çак каçма çуркунне пăр кайнинчен пуçласа хура кĕркуннепе пăр ларичченех икĕ яла çыхăнтарса тăрать. Çавăнпа вăл халăха калама çук кирлĕ. Çĕр аллă килтен тăракан Тутар Яшми çыннисем çак каçма урлă Сахар патне ыраш, сĕлĕ, урпа, пăрçа, ясмăк, çăмарта çĕклеççĕ. Вĕсен хăйсен ялĕнче лавкка таврашĕ çук та, юлашки пус укçи те çак каçма урлă каçать. Хĕрарăмсем тем хак парса, йĕрсе-макăрса тенĕ пек, уçмушка е çур кĕренкке, е кĕренкке сахăр, хăма чейĕ, иçĕм çырли туянаççĕ, чечеклĕ тутăрсемпе писевсем, хăлха çаккисемпе сулăсем туянма та манмаççĕ. Ним тумалли те çук, хуçалăх пурнăçĕнче пурте кирлĕ. Краççын пулмасан, чĕп куç çунмасть — пӳртре сĕм-тĕттĕм. Тикĕтпе сĕрмесен, урапи кусмасть — пурнăç вырăнтан тапранмасть. Тăварне ямасан, апатне тутă кĕмест, — хырăм выçă пулать. Хырăм выçă — пурăнма май çук. Ах, çав хырăм тени!

 

Вăйăран — вăкăр

Каçма хывакансем тĕлне, леш енне, тăн-тăн кĕлеткеллĕ, вăрăм пӳллĕ, ватă тутар пырса тăчĕ. Тевлеш-ха ку. Паçăр шыв урлă ишсе каçнă лаша хуçи.

— Тувансем, кимĕпе каçса илĕр-ха мана, тархасшăн, — терĕ вăл, пуçне тайса саламланă хыççăн.

— Вăхăчĕ çукрах-çке, Тевлеш. Акă, ĕç пĕтеретпĕр те каçаратпăр. Унччен тăхта кăшт, — пуриншĕн те тавăрчĕ Энтрей.

— Тархасшăн, аллах вырăнне пул, Энтрей. Лашам каçса тарчĕ-ха унта. Çухалса кайĕ те... Тарăхса пĕтрĕм ĕнтĕ унпа. Сирĕн ялта илекен тупăнсанах сутса ямалла та... Тăнласам, Энтрей, ахаль тумăп, — тилмĕрчĕ тутар.

■ Страницăсем: 1 2 3 4