Çавраҫил :: Саккăрмĕш сыпăк


Теччĕне тырă сутма

Кĕркунне. Виçĕм кун кăшт-кашт пĕрремĕш юр курăнкаларĕ. Ун хыççăн çĕр тимĕр пек кăнч шăнтса лартрĕ. Уяр сивĕ. Хресченсем тепĕр уйăхсăр хĕл ларманнине, çанталăк та ытлах усалланманнине аван пĕлеççĕ. Эппин, инçе çула тухса кайма та хăрушах мар.

Çĕнкас урамĕнче хĕрĕх-аллă лав черетленсе тăнă. Ураписем çинче—тулли михĕсем. Вĕсене шăналăк е кивĕ чаппан, е чăпта витсе, пăявсемпе урлă-пирлĕ каркаланă. Урапасем хыçне утă чышса тултарнă, кантăра кушелккесем хунă. Пушăт кушилсенче — çимеллисем: хура çăкăр, типĕтнĕ аш е çăмарта, шуратмасăр пĕçернĕ çĕрулми, шăрпăк курупкине тултарнă тăвар, урапа ӳречинчен мелке аврисем кăнтарăнса тăракан тикĕт лакăмĕсем çака-çака янă.

Çынсем ушкăншарăн пухăна-пухăна тăнă. Çийĕсенче пурин те тенĕ пекех чаппан, урисене тăла çинчен çĕнĕ çăпата сырнă. Аллисенче — сӳсрен явса вĕçне чĕн янă чăпăрккасем. Чылайăшĕ чĕлĕм е чикарккă мăкăрлантараççĕ. Пурте канăçсăрлансах такам килессе кĕтеççĕ.

Кĕçех Паласкасран тепĕр икĕ лав хăпарчĕ. Энтрейпе Панчук иккен-ха.

— Нумай çывăрса выртатăр. Кĕтсе ывăнтăмăр сире.

— Энтрей савнă арăмĕпе час уйрăлайман ĕнтĕ.

— Лаши картишĕнчен тухасшăн пулмарĕ пуль-ха, — шӳтлерĕç çынсем. Энтрей лавĕ çинчен анмарĕ.

— Çапла, çапла. Вăл та тĕрĕс, ку та тĕрĕс, — тесе, малалла уттарса кайрĕ.

— Мала Панчук лашине ярас. Сахар патĕнче чух вăл ку çулпа нумай çӳренĕ, — сĕнчĕ пĕри.

— Тĕрĕс!

— Панчук, мала кай! — кăшкăрчĕç çынсем.

Панчук килĕшрĕ. Вăл, пуринчен те иртсе, чи мала çитсе чарăнчĕ.

— Пурте килсе çитрĕç-и?! — кăшкăрчĕ вăл, лавĕ çине тăрса.

— Килнĕ!

— Кайма юрать!

— Тапран, Панчук! — илтĕнчĕç сасăсем хыçалтан. Панчук, чаппан çухавине хыçала ярса, лайăх майлашăнса ларчĕ, тилхепине карт! карт! туртса, «пошел!» терĕ. Хăла лаша тапранса та кайрĕ. Ун хыççăн — Энтрей лаши. Вăл çын хыççăн пĕр утăм та юлмасть, умĕнчи лав çине хăпарса каяс пек мăшлатса пырать. Часах пĕтĕм колонна хускалчĕ. Лашасен таканлатнă урисем шăннă çĕр пичĕ çине чак! чак! туса пусни таçта çитиех илтĕнет.

Чăваш Яшминчи вăтам хресченсем, патшалăх умĕнчи парăма парса татнă хыççăн, ытлашши тыррине сутма Атăл çинчи Теччĕ хулине тухса кайрĕç. Тухăçран, вĕсене хирĕç, кĕрхи хĕвел çĕкленсе тухрĕ, йăл кулса саламларĕ, çулĕ телейлĕ пултăр терĕ.

Ялта алăксем уçăлса хупăнни, пусă тарасисем чĕриклетни, автансем авăтни илтĕнсе тăчĕ.

 

Каллех Советра

Ытти хырçă-марçăна Сахар та халăхпа танах тӳлесе татнăччĕ-ха, тырăпа пыл çеç юлнăччĕ. Вĕсен патшалăха тăратмалли вăхăчĕ ирте пуçласан, ăна каллех ял Советне чĕнтерчĕç. Пуçлăхсене вăл ак çапларах ăнлантарма пăхрĕ:

— Хам та эпĕ хура халăх çынни. Унăн нушине пĕлместĕп мар. Шухăшласа пăхăр ĕнтĕ. Çак çĕкĕрте çулла хам çапса хам сутнă пулсан, ун чухнехи пĕр пăт хакĕпе халĕ, кĕркунне, виçĕ пăт илеттĕмччĕ. Çук çав, эпĕ апла тăвас темерĕм, йăлтах пушара пула инкек курнă халăха валеçсе патăм. Пылне те çавах. Кăçал сахал пулин те, ăна та çынсене чылай валеçсе патăм.

— Куна ăслă турăн-ха эсĕ, Захар Петрович, — пӳрнисемпе сĕтеле шăкăртаттарса илсе, лавккаçа пӳлчĕ Казаков. — Эпир Ленин патне кайса киличченех ĕлкĕртĕн. Кала-ха ним суймасăр, Владимир Ильич тутарсене пулăшассине пĕлнĕ вĕт эсĕ, шаннă. Çавăнпа валеçсе панă та. Тĕрĕс калатăп-и? — Сахар куçĕнчен чăрр! пăхрĕ ял Совет председателĕ.

— Ăна-кăна пĕлме эп турă мар-çке. Эпĕ Михаил Степановичпа Тевлеш Ленин патне каясси çинчен шухăшламан та. Чăн калатăп, тыррине тутарсенчен каялла илместĕп. Мана вĕсем епле те пулин ура çине тăни çеç кирлĕ. Хамăн ак патшалăха пама нимĕн те юлмарĕ. Хам вырса çапнă ик çĕр пăтне пĕтĕмпех патăм. Урăх çук. Çавăнпа та çунса кайса шар курнă çынсене пулăшнине патшалăха панă пек шута хума ыйтатăп.

— Э-э, çук çав, Захар Петрович. Вăл патшалăха памалли план шутне кĕмест. Пире, ял Советне, уйрăм план панă, пирĕн çав плана тултармалла. Виçĕ кун сана срок. Çитес виçĕ кун хушшинче тырăпа пыл памалли плана тултармасан, санпа урăхла калаçма тивет.

— Халĕ продразверстка вăхăчĕ мар-çке. Эсир кĕлетрен пĕр пĕрчĕ юлми шăлса тухма пултараймастăр. Манăн çемье, ачасем.

— Налогне тӳлесе тат та, ытти йăлтах санăн пулать. Юлашкине хăть те мĕн ту. Куратăн пулĕ, патшалăх умĕнчи парăмсене парса татнă чылай çемьесем, ытлашши тыррине сутса, хуçалăхра кирлĕ таварсем туянаççĕ. Сана кам чарать вĕсем пек пурăнма? — Унтан Казаков пĕр хушă шухăша кайнă пек пулчĕ, вара çапла хушса хучĕ. — Пыл пирки те ан ман.

Сахар самантлăха ним калама аптăраса тăчĕ. Унтан хаш! сывласа илчĕ те чунне хытарсах çапла каларĕ:

— Вăт, эсĕ, Матвей Александрович, пыл та пыл тетĕн-ха. Ара, ăна таçтан вăрласа килмен-çке эпĕ. Вĕлле хăмисене хам укçапа туяннă, вĕллисене Сергейпе иксĕмĕр лăш курмасăр ĕçлесе майлаштартăмăр, рамисене те хамăр тунă, карасне те çын укçипе илмен. Уйăрнă хурчĕсене упраса хăварассишĕн куç илми асăрхаса тăнă. Пĕр тумлам пыл та ахаль килмен. Эппин, мĕншĕн-ха ыттисем усрамаççĕ? Кам чарать вĕсене? Ĕçлеме ӳркенеççĕ, акă мĕскер. Тĕрĕссипе, манăн патшалăха пĕр кĕренкке пыл та укçасăр памалла мар.

— Апла тетĕн-ха эсĕ,-— сĕтел хушшинчен тухрĕ председатель. — Кала, кала, итлетĕп сана.

— Каласси-мĕнĕ... Шухăшласа пăх-ха ĕнтĕ, Матвей Александрович, хуласенчи капиталистсем, чăнах та, тупăша рабочисен вăйĕпе пухаççĕ. Манăн ун пек вăй çук. Манăн пурĕ те арăм та ачасем çеç. Манăн пилĕк-ултă çулхи ачасем те Паласран пахчана кашни кун çĕршер витре шыв çĕклеççĕ. Çынсен ачисем, авă, куратăп эпĕ, кунĕ-кунĕпе урам тăрăх йытă хăвалаççĕ те, çĕрле пулсан, ют пахчана вăрра каяççĕ. Улма йывăçĕсен турачĕсене хуçса, хăяр пахчисене таптаса пĕтереççĕ. Вĕсенчен нимĕнле налук та ыйтмаççĕ. Мĕншĕн манăн хам вăйпа ĕçлесе пухнине ним юлмиччен патшалăха ахаль памалла?

— Юрĕ, ăнлантăм. Кулак юрри ку! — хиврен пӳлчĕ Казаков. — Виçĕ кун срок сана. Парăмсемпе татăлмастăн—урăхла калаçатпăр. Кайран ан ӳпкеле. Пирĕн паян Михаил Степановичпа вулăса каймалла.

Сахар ял Советĕнчен сывпуллашмасăрах тухрĕ. Килне çитсен, чылайччен шухăша кайса ларчĕ, уткаласа çӳрерĕ, каллех ларчĕ, каллех тăчĕ...

 

Хурлăхлă пуху

Шкулта хурлăхлă пуху пырать. Тутарсем те каçнă. Халăх тулли. Çавăнпа икĕ класа уйăрса тăракан алăка та уçса хунă. Çынсем тепĕр класĕнче те туллиех. Мала хĕрлĕ хăмач витнĕ сĕтел лартнă. Сĕтел тĕлне, стена çумне, Ленинăн рама ăшне вырнаçтарнă сăнӳкерчĕкне çакнă. Рамине йĕри-таврах хура хăю тыттарнă. Айне çапла çырса çапнă:

 

22 21

18 - IV - 70 19 - I - 24

 

Сĕтел хушшинче Казаков, Степанов, Тевлеш бабай, ватă çынсем, Мария Федотовнăпа Хрестук лараççĕ.

Парттăсем хушшинче ларакансем те, ура çинче тăракансем те пурте пуçĕсене уснă. Чылайăшĕ куçĕсене шăлаççĕ.

Пухăва Казаков уçрĕ.

— Юлташсем, — пуçларĕ вăл пусăрăнчăк сасăпа, — паян пĕтĕм çĕр чăмăрĕ çинчи ĕç халăхĕн калама та çук пысăк хуйхă — тĕнчери пролетариатăн аслă çулпуçĕ Владимир Ильич Ленин вилсе кайнă. Пурсăра та, юлташсем, ура çине тăрса, Ленина хисеплесе асăнма ыйтатăп.

Пурте кăшăл! тăчĕç. Икĕ класс та шыв сыпнă пек шăп пулчĕ. Унтан çынсем ĕсĕклени илтĕнсе кайрĕ, куççуллĕ куçĕсене шăла-шăла илни курăнчĕ...

— Ларма ыйтатăп, юлташсем, — тесен, каллех хăйсен вырăнĕсене вырнаçса ларчĕç.

— Халĕ Владимир Ильич Ленин çинчен каласа пама Михаил Степанович Степанов сăмах илет, — терĕ те Казаков пукан çине ларчĕ.

Степанов хут çине пăхмасăр Ленин пурнăçĕпе революциллĕ ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калама пуçларĕ. Нумайччен хумханса калаçрĕ вăл.

— Ленин вилчĕ, анчах ĕçĕ нихçан та вилмĕ. Вăл яланах пирĕнпе пĕрле пулĕ, — вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Степанов.

— Кам тухса калаçас тет? — ыйтрĕ Казаков, шкулти халăх çине пăхса.

— Мана юрать-и? — шăппăн ыйтрĕ сĕтел хушшинче Мария Федотовна учительницăпа юнашар ларакан Хрестук.

— Сăмах Христиния Лаптева комсомолкăна паратăп, — пĕлтерчĕ председатель.

Хрестук шурă çамки çине пĕтĕрĕнсе тухнă кăтрине хăлхи хыçнелле ярса тутăрĕ айне пытарчĕ, тап-таса сенкер куçĕсемпе çынсем çинелле пăхрĕ. Унăн куçĕсем Сергей куçĕсемпе тĕл пулчĕç, анчах хĕр çухалса каймарĕ, тӳрленсе тăчĕ те калама пуçларĕ:

— Кунта Михаил Степанович Ленин çинчен питĕ ăнланмалла, лайăх каласа пачĕ. Эпĕ унăн пурнăçне пĕтĕмпех пĕлместĕп, анчах вăл хамăра пулăшнине нихçан та манас çук. Ленин чĕрĕ чухне пире пӳрт тума вăрман çырса пачĕç. Михаил Степанович каларĕ-ха кунта, Ленин пире пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, йывăр чухне пĕр-пĕрин хутне кĕме хушса. хăварнă терĕ. Апла пирĕн яланах Ленин хушнă пек пурăнмалла, çĕнĕ пурнăçа пĕрле тумалла. Ленин халалĕсене пурнăçа кĕртес пулсан, пирĕн, çамрăксен, вĕренсе çутталла туртăнас пулать. Вĕренмесĕр ăçтан пĕлме пулать. Çавăнпа ыйтатăп та: вĕрентĕр эсир пире. Пирĕн, çамрăксен, пурне те пĕлмелле. —Хрестук председатель çине пăхса. — Çитрĕ пулĕ? —терĕ те, хăй вырăнсăр ыйтнине чухласа, хĕрелсе кайрĕ.

— Тавтапуç, Лаптева юлташ. Аван каларăн, — мухтаса илчĕ ăна председатель. —Тата кам каласшăн?

Тепĕр класран ватă тутар тухрĕ. Хăй хура тӳпеттей тăхăннă, пичĕ пĕркеленчĕк.

— Манăн калама юрать-ши? — ыйтрĕ вăл.

— Юрать, бабай. Тархасшăн, — калама ирĕк пачĕ ăна Казаков.

— Хветут хĕрĕ çамрăк пулсан та аван каларĕ. Рехмет ăна, Ленина. Çунса кайсан, пĕтрĕмĕрех тенĕччĕ эпир. Ленин пулăшрĕ те—пĕтмерĕмĕр акă, пурăнатпăр. Шел, шел, çамрăкла вилнĕ.

Калаçакансем татах та пулчĕç. Чăвашсем те, тутарсем те хăйсен сирсе сирĕлми хурлăхĕ çинчен хуйхăрса пуплерĕç, малашне вăрçмасăр-çапăçмасăр, туслă пурăнасси çинчен те каларĕç.

Юлашкинчен Казаков Владимир Ильич Ленин вилнĕ хыççăн Партин Тĕп Комитечĕ халăха чĕнсе каланине вуласа пачĕ. Унтан çапла хушса хучĕ:

— Халĕ, юлташсем, — терĕ вăл, — Ленин вилнĕ хыççăн, большевиксен партийĕ чĕнсе каланипе, халăх ĕçне чун-чĕререн парăннă çĕршер те пиншер рабочипе хресчен хăйсене партие илме ыйтса заявлени параççĕ. Çамрăксем комсомола кĕреççĕ. Тутар Яшминче, акă, мĕн халичченех комсомолецсем те, комсомол организацийĕ те çук. Кун пирки те шухăшласа пăхмалла пирĕн. Ас тăватăр пулĕ, Мускавра тăватă çул каялла комсомолецсен виççĕмĕш съезчĕ пулса иртнĕччĕ. Унта Ленин тухса çамрăксемшĕн питĕ кирлĕ сăмах каланă. Ленин унта Российăри пур çамрăксене те комсомола пĕрлешме чĕннĕ, пурин те вĕренмелли çинчен пусăмласа каланă. Эпĕ çапла шутлатăп. Ваттисене урăх тытса тăрар мар. Ленина чыс туса сума суса килнĕшĕн тав тăвар та, килĕсене кайччăр эппин. Эсйр, çамрăксем, ан саланăр, — пĕлтерчĕ Казаков.

Çынсем хĕвĕшме пуçларĕç. Çамрăксем шкултан тухса килĕсене саланакан ваттисене çул пачĕç. Вăтам çулхи арçынсенчен те пĕр ушкăнĕ класрах юлчĕ. Герасим Долотов комсомолец та пур.

Матвей Казаков вĕсене çийĕнчех асăрхарĕ.

— Тем канашлатăр пулас, юлташсем? — ыйтрĕ вăл, ушкăн çывăхне пырса.

— Эсир каларăр-çке, Матвей Александрович, парти чĕннипе халь питĕ нумай рабочипе хресчен парти ретне илме ыйтса заявлени çыраççĕ терĕр. Эпир те, ак, шухăшласа пăхрăмăр та, пирĕн те большевиксен партине кĕмелле мар-ши тетпĕр, — пĕлтерчĕ Карачăм, юлташĕсем еннелле пăхса илсе.

— Куна вара тĕрĕс шухăшлатăр эсир, — кăмăллăн пăхса илчĕ вĕсем çине Казаков — Эппин, пирĕн йыш ӳсет. Эпĕр тата вăйлăрах пулатпăр. Тавайăр, ларăр та çырса парăр халех, — хавхалантарчĕ ушкăнри çынсене вăл.

Кĕçех вара Герасим Долотов, Павел Кузнецов, Степан Ненайцевпа Семен Баранов, парттăсем хушшине ларса, хăйсене парти ретне илме ыйтса заявленисем çырса пачĕç. Класс пӳлĕмĕнче вĕсенчен Долотов çеç юлчĕ, ыттисем килĕсене кайма тухрĕç.

Çав самантра Сергейĕн чĕри сиксе тухас пек талтлатса тапа пуçларĕ. Мĕн тумалла-ши халĕ? Унăн та ваттисемпе пĕрле килне каймалла-ши? Пĕр кайсан, Хрестука та кĕтсе илме пулмасть. Çанталăкĕ ав епле ахăрашать. Юлсан, пĕркунхи пек хальхинче те кăларса ямĕç-ши ăна? Намăса ăçта чикмелле пулĕ вара? Хрестукăнах пурнăç аван. Килĕнче ним çук пулин те, кунта вăл хуçа пекех, Ленин портречĕ айĕнче, хĕрлĕ хăмач витнĕ сĕтел хушшинче ларать, сăмах та калать. Вăл — комсомолка ĕнтĕ. Пурăнсан, партиец та пулĕ, ун чухне вара теприне, хăй пеккине юратса пăрахĕ те, ăна хăйшĕн вут пек çунакан йĕкĕте, алă сулса хăварма та манĕ.

Сергей вĕри çатма çинчи пăрçа пек ăшаланчĕ. Куна Хрестук ăнланать, аван туять, куçĕсемпе канăçсăррăн хăй юратнă йĕкĕте шырать. Анчах ăçта-ха вăл? Хрестук курмасть ăна, ниепле те тупаймасть. Акă, кĕтесе хĕсĕнсе тăнă иккен Сергей. Ун тавра йĕкĕтсем пуçтарăннă, ӳкĕтлесе калаçаççĕ. «Ан кай, Сергей, итлесе лар пирĕнпе. Киле те пĕрле кайăпăр. Кăларса яртармастпăр сана, эпир халĕ комсомолецсем ĕнтĕ», — теççĕ юлташĕсем.

Сергей, иккĕленсе тăчĕ пулин те, юлташĕсене итлерĕ. Вĕсемпе юнашар ларчĕ! Çавна курса, Хрестук кăмăл тулли йăл! кулса илчĕ. Йĕкĕт чĕри кăна çаплах-ха мăлатукпа шакканă пекех хыттăн сиксе тапать.

Пухăва малалла Степанов ертсе пычĕ. Вăл Сергее аванах курчĕ-ха, анчах шарламарĕ. «Лартăр, итлетĕр. Сиенĕ пулас çук, усси, тен, пулĕ те», — шутларĕ вăл ăшĕнче.

Çамрăксен калаçмалли сахал мар тупăнчĕ. Вĕренесси, тĕрлĕ кружоксем йĕркелесси, комсомол ячейкин йышне ӳстересси çинчен сăмахларĕç вĕсем тата Казаковпа Степанов сĕннипе Тутар Яшми çамрăкĕсем те темиçе çын комсомола илме ыйтса заявлени çырса пачĕç. Тĕрĕссипе, заявленийĕсене пурне те тенĕ пекех Мария Федотовна çырса пачĕ-ха, хăйсем хатĕр заявленисем çине перосене чакăртаттарса алă пусрĕç çеç. Секретарĕ пулма Тевлеш ывăлне Кирама суйларĕç.

Юлашкинчен хорпа драма кружокĕсем йĕркелеме йышăнчĕç. Хрестукпа темиçе çамрăк икĕ кружокне те хутшăнма кăмăл турĕç.

— Сергей Озерова та çырăр. Унăнни пек илемлĕ сасă пирĕн çук та, — йĕкĕтшĕн каласа хучĕ хĕр.

Кăтра Уçăп Хрестук çине чалăшшăн пăхса илчĕ.

— Мĕн, хăйĕн чĕлхи çук-им ун? —терĕ вăл çиллес сасăпа.

Хĕр ăна хирĕç нимĕн те шарламарĕ, Сергее кăна каларĕ:

— Кил, çырăн, Сергей. Ан именсе тăр, — терĕ хăюллăн Хрестук.

Йĕкĕт пĕр хушă иккĕленерех тăчĕ, унтан тин хăйне çамрăксен хорне çырма ыйтрĕ. Кăтра Уçăп хальхинче шăпăртах тăчĕ-ха, чĕри вара вут пек пĕçертрĕ. Хрестукпа Сергей пĕр-пĕрне юратни ăна ниçта кайса кĕрейми вĕчĕрхентерчĕ.

Урамра çаплах çил-тăман çавăрттарчĕ. Тутарсемпе чăваш çамрăкĕсем шкул патĕнчен пĕртăвансем пек шăкăл-шăкăл калаçса анчĕç. Кунта тутарсем — чăвашла, чăвашсем тутарла тăван чĕлхепе калаçнă пекех калаçаççĕ. Вĕсем халĕ çанталăк урнине те, çил-тăман ахăрашнине те туймарĕç тейĕн. Чун-чĕрере ырă туйăм пур чухне яланах вăл çапла.

 

Асаилу

Мăрьере тапхăр-тапхăр килекен çил шăхăрса ӳлет, чуна çӳçентерсе йĕрет. Уйсемпе улăхсенчен çаврăнса-пĕтĕрĕнсе вĕçтерекен кĕрпеклĕ юр урамсене ашса тухайми кĕртсемпе картла-картла хурать. Палас шывĕн сылтăм çыранĕпе тăсăлакан йăмрасем, пĕр авăнса те тӳрленсе, тем çухатнă пек эрленсе-хурланса, куççуль юхтараççĕ. Пĕтĕм çутçанталăкăн ăш-чикĕ кӳтсе çитнĕ тейĕн. Вăл такампа тулашса-ятлаçса, такампа ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă пек, хăйне-хăй татăлса макăрать.

Сахар суту сĕтелĕ хушшипе темиçе хут утса çаврăнчĕ те арăмне чĕнчĕ (калас сăмахне ачисем умĕнче калас темерĕ).

■ Страницăсем: 1 2