Кайăк тусĕ :: 2. Икĕ пуçлăх
Ывăлĕ пушно-меховăй институтран вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлеме яла каяс тенине пĕлсен Маргарита Ивановна упăшкине тискер кайăк пек тапăнчĕ.
— Эсĕ — полковник, маршал секретарĕ. Хăвăн пĕртен-пĕр ывăлу яла кайма хатĕрленет, эсĕ пур, хăнк та тумастăн. Виктор ача чух та ялта аслашшĕн сысна вити пек пӳртĕнче асапланса пурăнчĕ, халĕ татах хулари тулăх пурнăçран татăлмалла, — яланхинчен çинçерех сасăпа кăшкăрчĕ вăл.
— Уншăн эсĕ те, эпĕ те айăплă мар. Вăрçă вăхăтĕнче хамăр çарта пултăмăр, ăна ирĕксĕрех ялта усрамаллапулчĕ. Хам çар академийĕнче вĕреннĕ чух та ăна Мускава куçарма май килмерĕ. Вăтам шкул пĕтерсен тинвăл хулана таврăнчĕ. Паллах, ялта çитĕннĕскере ялах туртать ĕнтĕ, — тӳрре тухма пăхрĕ Николай Степанович.
— Ача пур çинче ачасăр юлатпăр. Ыр çынсем мĕн калĕç? Пĕлтĕр Прохоровсен аслă хĕрĕ сăрт-ту институтĕнчен вĕренсе тухсан Юрий Емельянович пĕтĕм Мускавĕпе чупрĕ. Халĕ унăн хĕрĕ ГУМра ĕçлет.
— Тупнă ырламалли! Кĕпе-йĕм сутакан инженер-геолог вăл пăтă ăшĕнчен тухакан тараканран ирсĕртерех, ăна курсанах ăш пăтранать, — салтак йăлипе тӳртен сăмах персе ячĕ полковник.
— Тавар сутать пулин те Мускавра пурăнать. Сан ывăлу вара яла каять. Вăл унта ĕмĕрлĕхех юлас тесенпирĕн ватăлмалăхра мĕн тумалла? Ху та унта каяс теместĕн пулĕ-çке?
— Виктор тек пĕчĕк ача мар, унăн пурăнмалăх хăйĕн ăс пур. Эпĕ ăна ӳкĕтлесе те пăхрăм, тепĕр чух, эс каланине итлесе, хăтăрса та илтĕм, — ним усси те пулмарĕ. Яла каясшăн çеç çунать. Ĕçлесе пăхтăр. Çамрăк-ха, çирĕм çултисен эрнере çирĕм шухăш тенĕ. Кам пĕлет, каярахран, тен, хăех ялтан тухса тарĕ. «Асаттесем пурăннă çĕршыва таврăнма мана хам чĕрере вĕресе тăракан юн хушать», — тет вăл. Юн хушнă çĕре кайсакуртăр, унти пурнăç тути-масине астивсе пăхтăр. Кайран курăнĕ-ха вăл мĕне юрăхли.
— Сана калама çăмăл. Унăн çамрăклах яла кайса пăчланмалли çинчен шухăшласан манăн чĕре çурăлмаллипех çурăлать. Ах, мĕн тăвам-ши? Мĕн тăвам-ши?..
Тарай Микулайĕ 1930 çулта Чулхулари бронетанковăй шкултан вĕренсе тухнă та Вăрнар районĕнчи тăван ялне таврăнса ĕлĕк хăйне вĕрентнĕ учитель хĕрне, медицина институтĕнче вĕренекен Маргарита ятлă студенткăна, качча илнĕ. Отпуск хыççăн унăн Инçет Хĕвел тухăçне тухса каймалла пулнă. Çамрăк арăмĕ, паллах, упăшкинчен юлман. Вара вĕсем çичĕ çул хушши Уссури тайгинче пурăннă. Çавăнтах вĕсен Виктор ятлă ывăлĕ çуралнă. Вăрçă тухас умĕн Тарай Микулайĕ çемйипех тăван ялĕнче каннă. Июнĕн 22-мĕшĕнче вăл, отпускри ытти çар çыннисем пекех, службăна васканă. Арăмĕ вăрçă вăхăтĕнче те унран юласшăн пулман. Çапла вара пĕчĕк Виктор кĕтмен çĕртенех яла тăрса юлнă.
Вăрçă хыççăн Тарай Микулайĕ çар академийĕнче вĕреннĕ. Ун чух та хваттер çук пирки ывăлне хăйсем патне куçараймарĕ. 1949 çулта тин вăтам шкултан вĕренсе тухнă Виктор ашшĕ-амăшĕ патне пурăнма куçрĕ те Мускаври пушно-меховой института охотоведсен факультетне вĕренме кĕчĕ. Вăл мĕншĕн ашшĕ çулĕпе кайманнине пĕлес тесен пирĕн кăшт каялла таврăнмалла.
Виктор пĕчĕклех аслашшĕ патне юлнă терĕмĕр. Унăн аслашшĕ, Тарай Çтаппанĕ, тĕлĕнмелле çын пулнă. Мĕн ачаранпах вăл тĕрлĕ чĕр чунсемпе аппаланма юратнă. Пурăна киле уншăн сунара çӳрессинчен пахи ним те юлман. Сунарта чух та вăл кайăк тытасшăн çеç ушăнса çӳремен, ăна тĕрлĕ чĕр чунсем мĕнле пурăннине сăнаса çӳресси тупăш туянассинчен нумай кăсăкрах пулнă. Çавăнпа та пулĕ ун килĕнче чĕрĕ кайăксем яланах нумайччĕ. Ялти çынсем ун çинчен «кайăк чĕлхи» пĕлет тесе те сăмах кăларнă. Чăнах та, ун хыççăн çитĕнсе çитнĕ тăрна утса çӳренине курсан ирĕксĕрех вăл ытти çынсенчен раснараххине ĕненекен пулăн. Çав тăрна хуçи хушнипех сывлăша çĕкленетчĕ те ял тĕлĕнче явăнса çӳлтен çӳле хăпарса пыратчĕ. Унтан Тарай Çтаппанĕ аллипе çеç сулатчĕ, çуначĕсене сарса ярăнакан пысăк кайăк çĕр çине вăшкăнса анатчĕ те хуçи патне вăрăм урисемпе танклаттарса пыратчĕ. Алла вĕрентнĕ кайăксем ун таврашĕнче кашни çулах пурăнатчĕç. Хутла пĕлнĕ пулсан, кам пĕлет, Тарай Çтаппанĕ Владимир Дуров пек тĕнчипе паллă дрессировщик пулса тăнă пулĕччĕ-и, тен. Анчах вăл ун пек-кун пек тăвассине нихçан та аса илмен, кайăксене те алла вĕрентес тесе ятарласа тытман. Ун патĕнче пурăнакан чĕр чунсем яланах çын пулăшасса кĕтекенсем пулнă. Вăл вĕсене е тăшмансенчен хăтарнă, е чирлесе-аманса вилес пек выртнă чух тупса сыватнă.
Сунар тĕлĕшпе Тарай Çтаппанне çитекенни таврара никам та пулман. Вăрнар вăрманĕнче ун ячĕ Кушлавăшран пуçласа Шалти Пăртаса çитиччен янăранă. Хусантан, Чĕмпĕртен ун патне упа тытма юратакан улпутсем пырса çӳренĕ. Пĕрре çеç мар вăл вĕсене вилĕмрен хăтарнă. Хăй ĕмĕрĕнче вăл алă упаран кая мар тытнă, кашкăрсене мĕн чул пĕтернине никам шутласа кăлараяс çук. Ывăлĕсене те вăл кайăка çӳрес ĕçе ачаранах вĕрентнĕччĕ, анчах аслă ывăлĕпе вăталăххи Граждан вăрçинче шуррисемпе çапăçса вилчĕç, кĕçĕнни вăрманта çӳрессине питех юратмарĕ вара. Ватă Çтаппан хăй вилсен йăхри мĕн авалтанпа пынă сунара çӳрес йăла пĕтет пулĕ тесе тем чул та пăшăрханнă. Пĕчĕк Виктор кайăк-кĕшĕке юратнине курсан вăл тем пекех савăннă. Вара ăна чăваш уй-хирĕпе вăрманĕсенче пурăнакан чĕр чунсемпе паллаштарма тытăннă. Пĕчĕк мăнукĕпе вăл ывăнма пĕлмесĕр çут çанталăк илемĕпе савăнса çӳренĕ. Ăна пулах Виктор ĕмĕрлĕхех тăван çут çанталăка пĕтĕм чунтан юратакан пулнă. Çавăнпа вăл вăтам шкул пĕтерсен ашшĕ каланă пек çар училищине каймарĕ, охотовед пулма шухăш тытрĕ.
— Унпа пĕрле вĕренсе тухнă çамрăксем тĕрлĕ майпа хулана юлма тăрăшаççĕ. Авă Виктор тусĕ Тертицкий аспирантурăна кĕнĕ теççĕ. Пирĕн ывăл çеç хулана юласси çинчен илтесшĕн те мар. Начар вĕреннĕ пулсан яла кайни юрĕччĕ ĕнтĕ. Институтра яланах отличник шутланнăскер, мĕншĕн малалла вĕренесшĕн пулмарĕ-ха вăл? Тем каласан та, аслашшĕ илĕртни хыççăн кайрĕ ку. Ахальтен мар пĕрмай çыру çырса тăчĕ ватсупнă, — вĕчĕрхенчĕ Маргарита Ивановна.
Сăмах сăмахпа, ĕç ĕçпе теççĕ. Тем чул ятлаçсан та ывăлне Хусан вокзалне ăсатмаллах пулчĕ. Çав кун кăнтăрла иртсенех Виктор патне хулари тусĕсем пухăнчĕç. Вĕсен хушшинче унăн савнă хĕрĕ Ирена та пурччĕ. Маргарита Ивановна ăна çывăрмалли пӳлĕме чĕнсе нумайччен пăшăлтатрĕ.
— Вик, — пурне те илтĕнмелле каларĕ Ирена сĕтел хушшине ларсан, — мана пĕччен хăварма хăрамастăн-и?
— Мĕнрен хăрас? Кунта упа-кашкăр çук, никам та тытса çимĕ. Санăн хăвăн мана çухатассинчен шикленмелле, мĕншĕн тесен упасем патне каятăп эпĕ, — кулкаласа тавăрчĕ каччă.
— Çамрăк хĕрсене упасем мар, каччăсем тытаканччĕ. Хулара, паллах, ун пек хăрушлăх сахал мар, — çурма шӳтлесе каларĕ хĕр.
— Уншăн пулсан эпĕ пачах пăшăрханмастăп. Ман Иренăна юрасси çăмăл мар, ун пуçне çавăрма пултаракан çын часах тупăнмĕ. Çитменнине, çăва тухсанах эпĕ ăна «хăрушă вырăнтан» хам патăма илсе кайма тăрăшăп. Вара вăл телейлĕ пурăнăç хулара кăна маррине хăй куçĕпе хăй курса ĕненĕ.
Ирена шарламарĕ, тути хĕррине çеç ыраттарса çыртрĕ тата кăвак куçĕсене харсăррăн ялтăртаттарчĕ.
Мускавран тухса кайиччен Виктор савнипе куçа-куçăн тăрса калаçасшăнччĕ. Те Ирена юриех хăнасенчен уйрăласшăн пулманран, те Викторăн тусĕсем ăна сĕмсĕр сăпсасем пек сырса илнĕрен пуйăс çине лариччен те унпа иккĕн юлма май килмерĕ. Купене кĕрсен тин вĕсене пĕр минутлăха пурте пăрахса кайрĕç.
— Ирена, савнă чунăм, сана курмасăр пурăнма вăй-хал çитеймесрен çеç хăратăп эпĕ. Çырусем çырса та пулин мана савăнтарма тăрăш. Хам та çырсах тăрăп. Çуллахи каникул пуçлансанах ман патăма пыр, — терĕ Виктор.
— Çăва тухсан курăнĕ-ха, — темле палламан çын пек ытарлă кулса каларĕ Ирена.
Çак сăмахсене илтсен Викторăн ыйхă вĕçрĕ. Вакун ăна сăпкари ачана сиктернĕ пек чӳхентерчĕ пулсан та вăл çĕрĕпех малалла мĕнле пурăнасси çинчен шухăшласа пычĕ.
Çамрăк чух, парта хушшинчен тухнă-тухманах, хисепе кĕме, халăх хушшинче палăрма, тепĕр чух чапа тухма та кам кăна ĕмĕтленмен пулĕ! Пурте ĕмĕтленнĕ темелле. Пĕрисем çав ĕмĕтсем çинчен сасăпах калаççĕ, теприсем вĕсене чĕри патĕнче пытарса усраççĕ.
Вунă çул маларах çуралнă пулсан Викторăн пурнăçри хăйĕн чăн вырăнне тупасси пирки шухăшласа пуçа çĕмĕрес хуйхă пулас çукчĕ. Анчах каярах çуралнă пирки вăрçă хирĕнче чап шырамалла пулмарĕ. Ĕçпе палăрасси тăшманпа хире-хирĕç тăрса тытăçассинчен нумай йывăртарах. Вăрçă вăхăтĕнче пĕр сехет хушшинчех паттăра тухма та, пуçа хума та пулать. Ĕçре ун пек мар, ывăнни çинчен манас пулать, талăкра çирĕм тăватă сехет çеç пулнишĕн кулянмалла. Çӳç кăвакара пуçласан тин тăрăшни харама кайманнине чухла пуçлатăн. Чăн ĕнтĕ, мирлĕ саманара та кĕске вăхăтрах чапа тухакансем пур, сăмахран, сăвă çыракансем. Анчах Виктор ун йышши çын мар. Ăшĕнче вăл поэзие «Савап сире, вăрман, уй-хир, йĕпе-сапа, хĕвеллĕ ир!» тесе çатăртатакан поэтсенчен ытларах юратнă пулсан та, нихçан пĕр йĕрке сăвă çырман. Пĕр сăмахпа каласан, унăн çăмăллăн чапа тухма мар, ĕмĕр-ĕмĕр ырми-канми ĕçлесе хисепе тивĕçлĕ пулма тăрăшмалла.
Юратма пултарĕ-ши çав йышши çынна Ирена? Тӳперен çăлтăр илсе парăп тесе çулăхакан çынсемпе каймĕ-ши вăл? Яла тухса вĕçтерес вырăнне хулара, ун çывăхĕнче ĕçе кĕмелле марччĕ-ши унăн?
Çук, Виктор çамрăк пулин те пурнăç мĕн иккенне лайăх пĕлет. Кашкăр тем чул тăрантарсан та вăрманах пăхать теççĕ. Пăрахса каяс текен хĕре те кĕпе аркинчен тытса тăнипе арăм тăваймăн. Енчен, хулара юлнă пулсан, кăмăла каякан ĕç пурĕпĕрех тупăнас çукчĕ.
Сунар станцине кĕрсе выртсан та Ирена сăнарĕ Виктор куçĕ умĕнчен часах çухалмарĕ. Çав хĕре юрасшăн мĕн кăна туман пулĕ вăл юлашки пилĕк çул хушшинче! Хăш-пĕр ĕçе аса илсен халĕ те унăн пичĕ пĕçерсе каять. Пĕрре вĕсем «Первая перчатка» ятлă кинофильм курнă хыççăн спорт çинчен калаçу пуçларĕç. Виктор хăй бокс вăййине спорт вырăнне хуманни çинчен пĕлтерчĕ. Ирена паллах унпа килĕшмерĕ. Вĕсем хĕремесленсе кайса тавлашрĕç. Юлашкинчен хĕр каччăна куçран шăтарас пек пăхрĕ те: «Ху боксер пулмасăр та ман куç умне ан курăн!» — тесе пăрахса кайрĕ. Икĕ эрне хушши Виктор ăна ӳкĕте кĕртме тăрăшрĕ: çыру та çырса пăхрĕ, телефонпа та нумай шăнкăртаттарчĕ, уроксем хыççăн та кĕтсе тăчĕ — усăсăр. Ирена унпа пĕр сăмах та калаçмарĕ. Тарăхнă каччăн çывăхри стадиона кайса боксерсен секцине çырăнма лекрĕ.
Тренировкăна çӳреме тытăнсан кĕтмен çĕртен Виктор бокс çине урăхла пăха пуçларĕ. Ĕлĕкрех вăл боксерсене урамри хулигансенчен секундантсем умĕнче çапăçнипе кăна уйрăлса тăраççĕ тенĕ пулсан, халĕ вĕсене чи хăюллă, паттăр çынсем тесе хисеплекен пулчĕ. Икĕ çул хушши мĕнпур ерçнĕ вăхăта тренировкăсенче ирттерсе пурăнчĕ Тараев. Çак вăхăтра Ирена хăй ăна бокс вăййине пăрахма ӳкĕтлекен пулчĕ, анчах спорт разрядне илмесĕр те Виктор тренер патне çӳреме пăрахмарĕ. Çапла кĕтмен çĕртенех вăл институтра лайăх вĕреннипе кăна мар, бокс вăййипе самбо текен кĕрешӳре çиеле тухса та ытти студентсем хушшинче аванах палăрчĕ.
Тепрехинче Ирена вăл тин çеç экран çине тухнă кинофильмри илемлĕ кĕвве шăхăрса пынине илтрĕ. «Вик! — терĕ вăл. — Эсĕ талант! Санăн халех музыкăна вĕренме тытăнмалла. Атя пĕр паллакан çын патне илсе каям, вăл сана аккордеон калама вĕрентĕ». Тараев кула-кулах музыка урокĕсене çӳреме тытăнчĕ те аккордеон калама вĕренчĕ. Чăнах та, унăн чаплă музыканта тухасси пулмарĕ, çапах та студентсен вечерĕсенче юлташĕсене чип-чиперех ташлаттаракан пулчĕ.
Студент чухне Ирена Виктора хытă алăра тытатчĕ.Ку тĕлĕшпе ăна тиран тесен те пысăк йăнăшах пулмĕ. Институтран вĕренсе тухнăранпа вăл çав тыткăнран ирĕкелле туртăна пуçларĕ. Ку тĕлĕшпе Иренăран ыйтмасăрах яла кайма килĕшнине чи малтан палăртмалла. Тута пăрмаллипех пăрчĕ-ши çакăншăн юнтармăш хĕрĕ? Çук, ăçта пурăнассипе мĕн ĕçлесси пирки Виктор çын хыççăн кайма пултараймасть. «Юратман ĕç ĕçлесе пурăнни юратман арăмпа пурăннипе пĕрех. Маншăн пулсан вара юратман арăмпа пурăнасси юратман ĕç туса пурăнассинчен чылай çăмăлрах пек туйăнать», — терĕ те Тараев Мускавран тухнăранпа пĕрремĕш хут ним туйми çывăрса кайрĕ...
Ăна темĕнле арçын сасси ăшă ыйхăран вăратрĕ. Ирĕксĕрех вăл çак çыннăн лӳчĕркеннĕ хута аса илтерекен пичĕ çине тарăхса пăхрĕ. Тахçанах кастарма вăхăт çитнĕ çӳçĕ тăрмаланса тăни те, тăхлан тĕслĕ куçĕ сисĕнмеллех йĕрĕнсе пăхни те, вăл юриех куланçи туни те Виктор кăмăлне каймарĕ.
— Лупашкин, Тарас Макарч, — кĕреçе пек сарлака аллине вырăн çинче выртакан çын енне тăсса каларĕвăл. — Ытла ир вăратнăшăн айăп ан тăвăр. Ялти пурнăç çавăн пек çав, хура курак тăриччен хуран çаксаямалла. Эсир сунар хуçалăх начальникĕн вырăнне йышăнма васкатăр ĕнтĕ, манăн çав вырăна хăвăртрах пушатас килет. Çапла, иксĕмĕре пĕр ĕмĕтлĕ çын темелле. Апла пулсан акт çырма çеç тытăнмалла пирĕн.
— Комисси членĕсем килчĕç-и? — ыйтрĕ Виктор.
— Алă пусма вăхăт çитсен вĕсене те чĕнĕпĕр. Халĕ пире ĕçлеме ан чăрмантарччăр.
— Комиссисĕр эпĕ сиртен пĕр япала та йышăнмастăп, Малтан комисси членĕсене пухăр, унтан сунархуçалăхĕнчи пурлăха юлашки инвентаризаци акчĕ кăтартнă йĕркепе хатĕрлесе хурăр. Эсир çавна туса ĕлкĕриччен эпĕ ĕçе тытăнма хатĕрленсе çитĕп.
— Сире çапла тума институтра вĕрентнĕ пулĕ ĕнтĕ. Эпĕ хам техникумран çӳлерех хăпараймарăм та унпек-кун пек туса кураймарăм, — сисĕнмеллех мăшкăлласа каларĕЛупашкин.
— Тарас Макарч, нумай вĕреннипе е вĕренменнипе мухтанни пире ним те парас çук. Эпĕ каланипе килĕшместĕр пулсан сунарçăсен совечĕн председателĕ патне телефонпа шăнкăртаттарăр, килĕшетĕр пулсан ĕçе тытăнăпăр.
— Ах, кайăкĕ чипер юрлать-çке, ăçта çитсе ларĕ-ши? — тесе тухса кайрĕ кивĕ пуçлăх.
Юнашар пӳлĕмре малтанах çын йывăррăн пусса утни, пукансене тапса вăркăнтарни, унтан: «Улюн инке, Капитоновпа Урнашкина чĕнсе кил. Хăвăрт!» — тени илтĕнчĕ.
«Пĕр пӳлĕмре хытă калаçни тепĕр пӳлĕмре аванах илтĕнет иккен. Куна яланах асра тытмалла», — шухăшларĕ Тараев. Унтан тăрса тумланчĕ, вырăнне пуçтарчĕ, пит-куçне пăрлă шывпа çурĕ те ирхи апата ларчĕ.
Çак вăхăтра юнашар пӳлĕмрен каллех Лупашкин сасси илтĕнчĕ:
— Виктор Николайч, кĕрĕр-ха ман патăма, кĕленче тĕпне кăшт юлнăччĕ пулас. Унсăрăн пурĕ пĕрех типапат анас çук!
— Тавтапуç! — терĕ Виктор. — Сыпмасăрах аван анать.
Анчах Лупашкин пек çынран хăтăласси çăмăл мар. Вăл хăех çур литр çĕклесе кĕчĕ. Ăна курсан Тараев çисе яма ĕлкĕреймен çăкăр чĕллипе ветчина турамне хут татăкĕпе чĕркесе хучĕ.
— Янклаттарса пар-ха пĕрне, — сĕтел çинчи стакана тултарма тăчĕ Лупашкин.
— Тарас Макарч, — ăна куçран пăхса каларĕ çĕнĕ пуçлăх, — эпир иксĕмĕр те ăслă-тăнлă çынсемех. Вырăнçинчен тăнă-тăман ĕçке ярăнтарнине курсан егерьсем мĕн калассине аван пĕлетпĕр. Унсăр пуçне эрех таврашне эпĕ сăлтавсăр ĕçместĕп. Çавăнпа ан та сĕнĕр, пĕр тумлам та сыпассăм çук.
— Егерьсенчен шикленнĕ — арăмĕнчен савăнман теççĕ, — ваттисем каланă сăмаха юри пăсса каларĕЛупашкин. — Хăракан çын çине утланса чупма çăмăл тенине те илтсеччĕ. Егерьсене хăвна пăхăнма вĕрентеспулать. Пуçлăха вĕсем куçпа çисе тăччăр, пуçлăхĕ вĕсене шăлпа çини килĕшӳллĕ. Пилĕк егерьтен пĕри те хам каланинчен иртнине астумастăп. Çавăн пек тума тăрăш! Ну, ĕçсе пар эппин.
— Ĕçместĕп терĕм. Пĕрре каланине манас-тунас йăла çук ман. Ан та сĕн.
— Тиркетĕр-и? Тиркекене тирĕк тĕпĕ теççĕ.
Çапла каласа Лупашкин тулли стакана пĕр сывлăшпа ĕçсе ячĕ. Унăн пичĕ малтан туртса пĕрнĕ пуш хутаç пек пĕркеленчĕ, унтан кирпĕч евĕр хĕрелсе кайрĕ. Вăл Виктор чĕркесе хунă çăкăрпа ветчина татăкне илчĕ те шăршласа пăхнă хыççăн кавлеме тытăнчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...