Кайăк тусĕ :: 11. Шевле вылять
Çулла çанталăк уяра кайсан кунĕ-кунĕпех хĕвел хĕртет. Кăнтăрла тĕлĕнче сывлăш вĕриленсе каять те, шăрăх пуснипе йывăç çулçисем шанма тытăнаççĕ, хура кураксем çуначĕсене усса пашкаса лараççĕ, выльăх-чĕрлĕх шыв хĕррине пырса кăкарнă пек тапăрта кĕпĕрленсе тăрать. Пурте çумăр кĕтеççĕ. Çапла пĕр кун иртет, эрне çитет, анчах хĕвел çунтарма пăрахмасть. Юлашкинчен, çанталăк хăй тунă йăнăша туйса илет тейĕн: каçа хирĕç уяр тӳпене пĕлĕтсем тухса тулаççĕ. Çил çук-ха, пăчă. Çапах та çумăр çывхарса килнине туйма пулать. Таçта инçетре, пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ пек курăнакан çĕрте, йăлтăр-ялтăр туса шевле вылять. Ку ĕнтĕ çиçĕм çиçни. Унта аслатиллĕ шалкăм çумăр чашлаттарать. Питĕ инçе пирки çеç аслати авăтни илтĕнмест. Чăнах та, тепĕр икĕ кунтан, хăш чух çав каçах, пурне те пурнăç паракан çумăр çăва пуçлать. Çавăнпа ĕнтĕ шевле вылянине курсан чĕрере шанчăк çуралать.
Этем ĕмĕрĕнче те тепĕр чух çавăн евĕрлĕ пулса тухать. Пурăнаççĕ çынсем пĕр ушкăнра, ĕçлеççĕ, сăлтав тупса пĕр-пĕринпе калаçаççĕ, тавлашаççĕ, ятлаçса-вăрçса та, çапăçса та илеççĕ, унтан каллех çураçаççĕ те ним пулман пекех килĕштерсе пурăнаççĕ. Çапла кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет, вăхăт шуни сисĕнмест. Пăчă ун пек пурăнма. Чуна çĕклентерекен ĕçсем кĕтетĕн. Чăнах та, инçетре шевле выляма тытăнать, кĕçех çил çав енчен вĕрме пуçлать те пурнăç кĕрлесе каять...
Улкашри сунар хуçалăхĕнче те çапла пулса тухрĕ: Тараев килни унта ĕçлекен çынсен чĕринче шанчăк çуратрĕ. Çыннисем вара унта, ытти çĕрти пекех, пĕр евĕрлĕ пулман. Кашнин хăйне май кун-çул, кашнин хăйĕн кăмăл, шухăш, ĕмĕт пулнă. Улюн инкенех илер ак.
Юмахсемпе юрăсенче чăваш халăхĕ амаçури сăнарне питĕ витĕмлĕ сăнласа кăтартнă. Вăл — тухатмăш, вупăр карчăк, тăван мар хĕрне пĕр хĕрхенмесĕр пусмăрласа пурăнать. Амаçури хĕрĕ мĕн пĕчĕкрен хĕн-хур тӳссе ӳсет, савăнăç мĕн иккенне пĕлмест, вăйă-ташша хутшăнмасть, яланах йывăр ĕçре, выçăллă-тутăллă пурăнса асапланать: хаяр карчăк ăна улталаса е пусмăрласа вилме ярать. Чăн пурнăçра та çапла пулса тухатчĕ ĕлĕкрех. Ăна Улюн инке пурнăçĕнчен питĕ аван курма пулать.
Улюн инке аванах астăвать, амаçури вĕсен килне хăй вунă çулта чух пырса кĕчĕ. Çав кунтан пуçласа унăн ачалăхĕ пĕтрĕ. Тăван амăш вырăнне йышăннă хĕрарăм пĕччен мар, вун виçĕ çулхи ывăлĕпе килчĕ. Çак этем сăнлĕ икĕ тискер кайăк тӳрех пĕчĕк Улюнана «тăна кĕртме» тытăнчĕç. Тăлăх хĕр ачан апат-çимĕç вырăнне ытларах патак çиме лекрĕ. Ун чух çупкă-тапкă туяннине, çӳçрен тытса лăсканине, йывăр йăттарса шăм-шака мĕн чул хуçнине аса илсен халĕ те ун куçĕнчен куççуль юхать. Малтанах ашшĕ тăлăха хута кĕрсе йăпаткалатчĕ, анчах пурăна киле ăна та элеклесе е йăпăлтатса хĕрне курайми турĕç.
Ытла та чунĕ кӳтсе килнĕ чух, пĕрре, вун ултă çулта чух, Улюн амаçурирен çапла ыйтнăччĕ:
— Анне, мĕншĕн эсĕ мана çав териех кураймастăн? Эпĕ сана усал сăмах каласа та кӳрентермен-çке, ирсĕр ĕçпе те тарăхтарман. Мĕншĕн мана яланах асаплантаратăн?
Çак сăмахсене илтсен амаçури пичĕ кĕл пек кăвакарса кайрĕ, тути чĕтре пуçларĕ, куçĕ хыпса çăтас пек чарăлчĕ.
— Ах, намăссăр! Ах, кĕççе пит! — çухăрса ячĕ вăл. — Эпĕ пур, ăна этем тăвасшăн кунĕн-çĕрĕн çунатăп, вăл сана айăплама пăхать. Чăн-чăнах этем ачи мар эсĕ, мăйракаллă шуйттан çури пулĕ! Сана ăçтан юратан? Пĕлетĕп, витĕрех курса тăратăп: аçу вилсенех пире, ывăлпа иксĕмĕре, килтен хăваласа яма ĕмĕтленетĕн. Çапла çав, чун-чĕререн хисеплес вырăнне пире хутаç çактарса ярас тесе шутлатăн, çын пурлăхне хапсăнатăн.
— Анне, чипер калаç! Мана атте-анне пурлăхĕ те, сан пурлăху та кирлĕ мар. Ĕненместĕн пулсан эпĕ халех тăван килтен тухса кайма та хатĕр. Тĕнчере ыр çынсем пур, тăлăх-турата хăшĕ те пулин хĕрхенĕ...
Темшĕн çак йăваш сăмахсем амаçурине уртарсах ячĕç. Вăл пуçне чӳречерен кăларчĕ те пусма çыхнă сысна пек çухăрса ячĕ:
— Ашшĕ! Ашшĕ! — чĕнчĕ вăл. — Итле-ха, савнă хĕрӳ мĕн калать. Вăл пире виçсĕмĕре те çаратса каясшăн...
— Мĕн терĕн? — ăнланаймарĕ пӳрте васкаса кĕнĕ ашшĕ. — Кам кама çаратасшăн?
— Улюн сана çаратасшăн! Ĕнер çеç пулас кĕрӳрен Улюншăн хулăм укçи илсе тепĕр лаша туянма ĕмĕтленменччĕ-и? Манса кай ĕнтĕ çав тутлă ĕмĕте! Улюн санран ыйтмасăрах качча каясшăн. Çапла тав тăвас терĕ пулĕ вăл пире, кунне-çĕрне пĕлмесĕр хăйне çитĕнтересшĕн тертленнĕ ашшĕ-амăшне, — йытта вĕслетнĕ пек каларĕ амаçури.
— Улюн, — чĕнчĕ сиввĕн ашшĕ, — чăнах çапла-и?Ашшĕ ирсĕр элеке ĕненме хатĕрри çамрăк хĕр кăмăлне хуçмаллипех хуçрĕ. Чунĕ хурланнипе вăл алли-семпе питне хупăрларĕ те ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ.
— Чăн, атте, — терĕ вăл. — Килтен тухса тарасси çеç юлчĕ манăн. Эпĕ кунта никама та кирлĕ мар...
— Акă мĕнле хĕр иккен эсĕ! Аçу-аннӳ сăмахĕ сана çырма шывĕн тĕшне те тăмасть-мĕн! Юрĕ-çке! Сана хама хисеплеме кирлине кăтартăп, путсĕр хĕр!
Çапла каласа ашшĕ çекĕлтен çакăнса тăракан чĕн нухайккăна ярса тытрĕ те тапратрĕ хĕрне çунтарма...
Çавăн хыççăн телейсĕр Улюна çутă кун та тĕттĕм каçăн курăнакан пулчĕ. Пурнăç мар, чĕр тамăк тапранса кайрĕ. Ĕлĕкрех ăна иккĕн хĕненĕ пулсан халĕ виççĕн асаплантарма тытăнчĕç. Амаçурипе унăн ывăлĕ хĕненине тӳсме тахçанах хăнăхнăччĕ ĕнтĕ, тăван ашшĕ кӳпкенине нимпе те чăтаймарĕ, мĕншĕн тесен ашшĕ çапни ӳт-тире кăна мар, чуна та пырса тиветчĕ. Пĕрре хытă хĕненĕ хыççăн çамрăк Улюн анкарти витĕр кӳлĕ хĕрне чупса пычĕ те чăнкă çырантан тӳрех шыва сикрĕ. Анчах вилме те телей пулмарĕ: çывăхра пулă тытса ларнă Маркушки мучи текен старик шывран ăна вăхăтра туртса кăларчĕ...
Çапах та Улюн инкешĕн чи хăрушши малашне пулчĕ. Хулăм укçи илеймесĕр юлассинчен шикленнипе ашшĕ ăна хĕрĕх çултан иртнĕ Наян Петĕркки ятлă урçана ирĕксĕр качча пачĕ. Ку вара этем мар, икĕ ураллă тискер кайăк пулчĕ. Вăл, малтанхи икĕ арăмне масар çине ăсатнăскер, виççĕмĕш арăмне те шеллесе тăмарĕ: туй хыççăнах тапратрĕ туллама. Темле чĕрĕ юлчĕ мĕскĕн чунĕ, ăна никам та пĕлмест.
Упăшки вилсен асапланасси пĕтрĕ пулĕ тенĕччĕ Улюн инке. Апла пулмарĕ çав. Ватă чун илли вырăнне унăн çамрăк çури йышăнчĕ. Тĕрмерен таврăнсанах Валентин, мĕн пĕчĕкрен ашшĕ епле хăтланнине курса ӳснĕскер, амăшĕпе йăмăкне асаплантарма тытăнчĕ...
Ял çыннисем Улюн инкене хĕрхенессе хĕрхенетчĕç те питех хисеплесех каймастчĕç. «Хăех айăплă пулĕ, — тетчĕç вĕсем Улюн инке çинчен сăмах пуçласан. — Упăшкине юрама пĕлмерĕ, ывăлне аслисене хисеплеме вĕрентеймерĕ. Çавăнпа ватăлмалăхра та канăç тупаймарĕ ĕнтĕ». Хисепе тивĕçсĕр çынпа кам йĕркеллĕ калаçтăр? Улюн инкене те никам та йывăр килнĕ чух ырă сăмах каласа йăпатман.
Тен, ĕмĕр çаплах иртсе каятчĕ пулĕ, сунар хуçалăхне çĕнĕ пуçлăх килчĕ те, Улюн инке чĕринче шанчăк çуралчĕ. Вĕреннĕ çын, пысăк пуçлăх пулма çамрăклах тивĕçе кĕнĕскер, халиччен никам та этем вырăнне хуман Улюн инкерен егерьсем умĕнчех канаш ыйтса намăс курассинчен шикленсе тăмарĕ. Тĕттĕм хĕрарăм пуçĕнче те ăслă шухăш пуррине çавăн чух тин туйса илчĕç пулĕ темиçе çул пĕрле ĕçленĕ çынсем. Ку ĕнтĕ Улюн инкене чунранах савăнтарчĕ.
Тараев килни ыттисемшĕн те асăмлă пулчĕ. Ку шута Капитоновпа Ленăна та кĕртмелле.
Ытти çынсем пекех, Максим Максимч та малашне мĕнле пурăнасси пирки нумай шухăшланă. Унăн пуçĕнче иртнĕ кунсем, тахçан чуна хумхантарнă сăнсем, ăша çунтарнă сăмахсем, кăмăла хуçнă киревсĕр ĕçсем кĕпĕрленсе тăнă. Тараев килнĕренпе унăн чĕринче урăхла сисĕм-туйăмсем çуралчĕç, пуçа çĕнĕ шухăшсем пыра-пыра кĕчĕç, шевле вылянă пек çутă ĕмĕтсем йăлкăшма тытăнчĕç. Мĕнрен пуçланса кайрĕ-ха ку? Инçетри çĕршывсенчен илсе килсе янă тискер кайăксене шыраса тупни Капитонов кăмăлне епле çĕклени çинчен каланăччĕ эпир. Халĕ ĕнтĕ пĕр-ик сăмах вăл Лена пирки мĕн шухăшлани çинчен калăпăр.
Улюн инке хĕрĕ çинче тахçанах чарăнса тăратчĕç аслă егерь куçĕсем. Ĕçе кĕме те сунар хуçалăхне конюх кирлĕрен кăна мар, çав хĕр патне чун туртнăран пулăшнăччĕ вăл ăна. Анчах Максим Максимч ун çинчен шухăшласа тăман. Хăй ăшĕнче мĕн пулса иртнине вăл асăннă пуху хыççăн тин уçăмлăн сисрĕ. Лена каланă сăмахсем чи илемлĕ кĕвĕ пек янăрарĕç унăн хăлхинче. Епле хыпса тухрĕç ун чух хĕрĕн куçĕсем, епле хĕрелсе кайрĕ унăн пичĕ! Пухусенче тухса калама хăнăхманнипе вăтанса-ши е урăх сăлтав хытă хумхантарнипе-ши? Тен, арçынсем хушшинче саплăклă тумтир тăхăнса лармалла пулнăшăн именнипе кăна мар-ши? Çук пулĕ, вăтаннă çын пуçне чикекенччĕ. Лена апла тумарĕ, унăн куçĕ çил питтинче выртакан кăвар пек ялтăртатрĕ, енчен енне сиккелемесĕр, мăчлатмасăр, пĕр тĕле, таçти курăнман инçете тинкерсе тăчĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку?
Пуху хыççăн киле кайма тухнă чух тепре тĕлĕнтерчĕ Лена куçĕ: темле уйрăмах ăшшăн та кăмăллăн пăхрĕ вăл Капитонов çине. Кам пĕлет, тен, хĕр хăй те асăрхаман пулĕ ют çын çине çапла тинкерсе тăнине.
Хăйĕн хальхи пурнăçĕ çинчен шухăшлать Максим Максимч. Ун пек тĕллевсĕр пурăнакан çын ялта урăх çук та пулĕ. Килте пĕр-пĕччен. Хĕрарăм ĕçне те, арçын ĕçне те хăех туса пурăнать вăл. Пускилсемпе хутшăнмасть, ĕçкĕ-çикĕ таврашĕнче пулмасть, хăнана çӳремест. Уявсенче те, савăнăçран тарас тенĕ пек, пăшал çакать те вăрмана тухса каять. Вара унтан ураран ӳкес пек ывăнмасăр та киле таврăнмасть. Савăнăç уншăн мар, ытти çынсемшĕн кăна тейĕн. Сунар хуçалăхĕнчи ĕçсемпе ирĕкри чĕр чунсемсĕр пуçне урăх ним патне те чĕри выртмасть. Мĕншĕн тата хăçанччен çапла пурăнмалла унăн? Мĕншĕн пурнăçĕ çав тери тĕллевсĕр пулса тухрĕ-ши? Ĕлĕкрех ăна пĕтнĕ çын вырăнне хунă ĕнтĕ, анчах халĕ апла шухăшлакан пулас çук-çке, ĕмĕр те иртмен, вăхăт та çук мар, пурнăçа юсама кая мар-ха. Çынсем пурте авланаççĕ, ача-пăчаллă пулаççĕ. Вĕсемсĕр ĕмĕр ирттернĕ çын пушă пӳлĕмре çунакан çуртапа пĕрех. Çак шухăш пĕрремĕш хут Капитонов пуçне пырса кĕчĕ. Вара унăн хăй пурнăçĕпе урăх çын кун-çулне çутатас килчĕ. Кая мар-ши? Çук пулĕ. Вăл вăтăр тăватă çула çеç çитнĕ-ха, кăкăрта вăй-хал çителĕклĕ, ал-ура та ывăнман, ăс-тăн та йĕркеллех, пурнăçа çеç улăштармалла.
Татах та татах куç умне Лена сăнарĕ тухса тăрать. «Пылчăк çине ӳкнĕ ылтăн», — кулса ячĕ Капитонов. Вăтам шкулта вĕреннĕ чух вăл сăвăсем çыркаланăччĕ. Çавăнпа çак танлаштару, çĕнех мар пулин те, ун кăмăлне кайрĕ. Вĕсене, амăшĕпе иккĕшне, Валентин сĕлĕх пек ĕмсе пурăнать ĕнтĕ. Çав тăрлавсăр çынна пула Лена ялти ытти хĕр упраçран аякра тăрса юлчĕ, хăйĕн телейне тупаймарĕ. Анчах ярăма кĕмен шăрçа та шăрçах-çке, çутă пулсан йăлтăртатать, илемлĕ пулсан — кăмăла каять. Лена ытти хĕрсем пек капăр тумланса çӳремен пулсан та хĕр пахалăхне çухатман, кăмăлĕпе, ăс-тăнĕпе, сăнĕпе, ĕçе юратнипе вара тантăшĕсенчен те ирттерет. Начар тумтир витĕр çемçе кăмăллă чунне çеç курма пĕлес пулать. «Анчах эпĕ унран вунă çула яхăн аслăрах-çке», — хурланса пăшăлтатрĕ аслă егерь.
Лена чĕринче мĕн пулса иртет тетĕр-и? Лена та телей çинчен ĕмĕтленме Валентин кун кăтартман вăхăтра та пăрахман. Ытти хĕрсем пекех вăл телейне юратнă арçын ячĕпе çыхăнтарнă. Çав арçын хăй умне тухса тăрасса тем чул та кĕтнĕ. Малтанлăха пулас упăшка çамрăк каччă пулассăн туйăннă, каярахпа, çирĕм çултан иртсен, вăл каччă е урçа пуласси кăсăклантарми пулнă ăна, ыр кăмăллă, йĕркеллĕ, çемйине юратакан çын çеç пултăрччĕ тесе шухăшланă.
Паллакан çамрăк çынсем хăйне качча илме килĕшес çуккине тахçанах туйса илнĕ Лена. Камăн Валентин кĕрӳшĕ пулас килтĕр? Унпа пĕр варта выртнă хĕр кама телей кӳме пултартăр? Упăшки килне вăл çĕтĕк-çатăк тумтирсĕр пуçне урăх нимле тупра та илсе пыраяс çукки те паллă. Камăн унпа юнашар урам тăрăх утас килĕ? Çапла шухăшласа пайтах хуйхăрнă хĕр. Хутла ытларах вĕреннĕ пулсан качча кайма та çăмăлрах пулассăн туйăннă ăна, анчах, ирсĕр пиччĕшне пула, института кĕреймесĕрех юлчĕ вăл. Çапах та, пăчăр пырши тухсан та тепĕр турат çине вĕçсе ларасчĕ-ха тесе ĕмĕтленнĕ пек, Лена качча тухас ĕмĕте пăрахман. Юлашки вăхăтра, пуринчен ытла çĕнĕ пуçлăх килнĕренпе, ырă мăшăр тупăнассине пĕр иккĕленмесĕр кĕтекен пулчĕ вăл. Унăн куçĕ умне аслă егерь сăнарĕ час-часах тухса тăма тапратрĕ. Хăйне сунар хуçалăхне ĕçлеме илес шухăш малтан Капитонов пуçĕнче çуралнине пĕлсен Ленăн çав пуçа хăй кăкăрĕ çумне тытса пăчăртас килекен пулчĕ. Çавăнпа егерьсен пухăвĕнче Максим Максимч пулă ĕрчетесси çинчен сăмах пуçласан пĕтĕм чунтан ун майлă тухса каларĕ вăл. «Халăха усă кӳрекен кулленхи ĕçĕсемсĕр пуçне тата тепĕр ĕç тума хăй ирĕкĕпе килĕшекен çын хисепе тивĕçлĕ. Эпĕ ăна пĕтĕм чунтан-вартан кăмăлламалла», — пăшăлтатрĕ Лена пĕччен юлсан. «Кăмăлламалла» тес вырăнне «юратмалла» тесшĕнччĕ вăл, анчах хăяймарĕ. Унтан Капитонов арăмне аса илчĕ. Çăмăлттайрах, каппайчăкрах хĕрччĕ, ăсĕпе мар, капăр тумланнипе ытти çынсенчен уйрăмрах пулма юратакан çынччĕ. Вăрçă умĕн савнине салтака ăсатсанах вăл аскăнланма тытăнчĕ. Çапах та Максим Максимч офицер пулса отпуска таврăнсан ăна качча тухма намăсран хăраса тăмарĕ. Анчах упăшки фронта тухса кайсан çур çул та иртмерĕ, вăл тепре качча кайрĕ. Лена ун чух хĕр пулса çитейменччĕ çав. «Ах, мĕншĕн эпĕ маларах çуралман-ши? Мĕншĕн Ка-питонов арăмĕ вырăнĕнче хам пулман-ши? Эпĕ ăна нихçан та пăрахса каяс çукчĕ», — пайтах пăшăлтатнă Лена...
Пĕр ирхине аслă егерь сунар станцине Лена çинчен шухăшласа пырса кĕчĕ. Хапхана уçсанах вăл кил картинче çăл тавра шăнса купаланнă пăра лумпа катса тăракан конюха курчĕ.
— Сывă-и, Лена! Вăй патăр! — терĕ вăл.
— Сывах-ха, Максим Максимч! — йăл кулса хуравларĕ хĕр. — Сана та салам! Хăш лашине кӳлсе парас?
— Çук, лаша кирлĕ мар мана. Ку лум ытлашши йывăр мар-и? — сисĕнмеллех хĕрелсе ыйтрĕ арçын.
— Эпир унпа тахçантанпах туслă, пĕртте йывăр мар, — тарланă çамкине шăлса каларĕ хĕр. — Пăр шăнса ларнă та, çăл патне пыма кансĕр. Лаша шăвармалли валашка та курăнми пулнă.
— Пар-ха, эпĕ те катса пăхам.
Лена турткалашса тăмарĕ, шĕвĕр вĕçлĕ вăрăм тимĕре хĕпĕртесех арçынна тыттарчĕ. Ват асаттесенчен юлнă ĕç хатĕрĕ вăйлă алла лексен хăй мĕн тума пултарнине питĕ аван кăтартрĕ: кашни сулса тăрăнтармассерен çаврака çăкăр пысăкăш пăр катăкĕсем хăйпăнма тытăнчĕç. Лена вĕсене карта патне çĕклерĕ. Иккĕшĕ те сăмах хушмасăр ĕçлерĕç. Хутран-ситрен çеç вĕсем пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса илеççĕ те татах пикенсе ĕçлеççĕ. Вăхăт иртни сисĕнмест. Катман пăр сахаллансан Капитонов лумне ерипенрех тăрăнтарма тытăнчĕ. Ĕç пĕтсен мĕн сăлтав тупса хĕр çывăхĕнче юлассине пĕлменнипе çапла турĕ ĕнтĕ вăл. Ана Лена тавçăрса илчĕ те савăнăçлăн кулса ячĕ. Анчах хĕрупраçран тахçанах сивĕннĕ арçын çав кулă мĕне пĕлтернине тĕшмĕртеймерĕ. «Ывăннă тесе шутлать пулмалла, — терĕ вăл ăшра. — Çук, тусăм, йăнăшатăн. Кур-ха, мĕн чухлĕ вăй-хал ман кăкăрта!» Вара ун аллинчи лум юлашки пăр татăкне хăвăрт катса вакларĕ.
Шăпах çак вăхăтра пӳртрен Улюн инке тухрĕ.
— Хĕрĕм, — терĕ вăл, — ют çынна ĕçлеттерме намăс мар-и? Виктор Николаевич пĕлсен лекет-ха сана. Вăл кахалсене юратмасть.
— Улюн инке, хĕрне ан ятла, вăл айăплă мар. Эпĕ хам илтĕм ун аллинчи лума. Ку хушăра пӳртре нумай лармалла пулчĕ, алăсем ĕç ыйтаççĕ, — хĕр хутне кĕчĕ аслă егерь.
— Апла пулсан юрĕ-ха. Эпĕ сана Лена хăй чĕннĕ пулĕ тесеччĕ.
Çапла мăкăртатса карчăк кухньăна кĕрсе кайрĕ...
Çак кунран пуçласа Капитонов час-часах вите таврашĕнче явăнакан пулчĕ. Ленăпа пĕрле вăл лашасем шăварать, анкартинчен утă турттарать, тислĕк тăкать е тата ытти конюх ĕçĕсене тăвать. Иккĕшĕн те пĕрле пулас килет вĕсен. Максим Максимч кăштах хăюллăрах пулнă пулсан унăн Ленăна клуба чĕнмеллеччĕ ĕнтĕ, анчах хăйне хăй ытлашши ватă тесе шухăшлакан çын ерçӳллĕ вăхăта хĕрпе йăпанса ирттерме хăяймарĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...