Кайăк тусĕ :: 34. Сунар хуçалăхĕнче


Санаторири савăнăçлă пурнăç та Тараева шухăшсен тыткăнĕнчен хăтармарĕ. Малтанах вăл ытти канакансемпе пĕрле экскурсипе тĕрлĕ походсене çӳрекелерĕ, концертсенче, киносенче пулчĕ, ташă каçĕсене те хутшăнчĕ. Анчах симĕс вăрманпа витĕннĕ чăнкă тусем те, уяр тӳпе тĕслĕ вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс тăрăх катерпа вĕçтерсе пыни те, пальмăсемпе, пин хут пысăклатнă тулли йĕкене аса илтерекен яштака кипариссемпе капăрланнă хулана курса çӳрени те, ĕçсĕр аптранипе юратуллă выляма хăнăхнă çăмăл хĕрарăмсем «тыткăна илме» тăрăшни те Виктора часах йăлăхтарчĕ. Хĕле кĕнĕренпе хупне сӳсе çаралнă эвкалипт йывăçĕсем çеç чăваш çĕршывĕнче йăмрана аса илтерекен çулçисемпе симĕсленсе ларни чуна уçать. Çав çатта-çарамас ларакан улăпла йывăçсене курсанах шухăшсемпе ĕмĕтсем тарăн юр айне пулнă чăваш çĕршывне, Улкаш вăрманне, пĕрле ĕçленĕ юлташсем патне вĕçсе каяççĕ. Сисĕнмесĕрех куç умне пулас пурнăç сăнланса тухать. Çавнашкал самантсенче вăл Чĕкеçе пĕрре çеç мар аса илнĕ. Тĕлĕнмелле хĕр! Тараев курнă чух унăн сăнĕ яланах салхуллă пулнă пулсан та питĕ илемлĕ, кĕлетки кĕрнеклĕ, маттур. Анчах ăшĕнче мĕн пулса иртнине, хăйне мĕнле ĕмĕт-шухăш хумхантарнине, чунĕпе ăçта туртăннине Виктора кăтартмарĕ. Куншăн ăна çеç айăплани тĕрĕсех пулмĕ, Тараев хăй те унпа çывăхрах паллашас тесе нимех те тумарĕ. Хĕрĕ тăшмансен ретĕнче пулман пулсан, кам пĕлет, тен, вĕсем тахçанах пĕр-пĕринпе туслашĕччĕç. Çитменнине, Ирена сăнарĕ те хĕлĕпех куç умĕнче тăчĕ. Виктор вара ун чух çав хула хĕрне чĕререн савнă, ăна хăйĕн пурнăçне ĕмĕр тăршшĕпех телейлĕ тума пултаракан тус та тăван вырăнне хунă. Çапла çав, эпир пурне те вăхăтра тĕрĕс хаклама пĕлместпĕр. Тӳпере хĕвел çуннă чух унран темиçе çĕр хут пысăкрах çăлтăрсем пуррине курмастпăр, мĕншĕн тесен çăлтăрсем хĕвелтен инçерех. Чĕкеç те чунĕпе Тараевран тем териех инçетре тăнă...

«Халĕ ман тӳпере Ирена çăлтăрĕ сӳнчĕ, тек вăл никам сăнарне те тĕксĕмлетеймĕ. Анчах Чĕкеçе çав-çавах сахал пĕлетĕп-ха. Мĕн туса пурăнать-ши вăл çак вăхăтра? Вăрттăн сунара çӳремест-ши? Шатра Михала таврашсене шанма çук. Хам Улкашра маррипе усă курса, тен, хĕрĕпе ашшĕ те ĕлĕкхи пекех иртĕнме пуçларĕç пулĕ», — шухăшларĕ Виктор.

Çак шухăшпа таврăнчĕ вăл Улкаша. Кунта ăна пурте тăван килти пекех туйăнать. Чунĕ савăннипе вăл сунар станцийĕнче ларма-тăма пĕлмесĕр пӳлĕмрен пӳлĕме утса çӳрерĕ, унтан питомника кĕрсе сунар йыттисемпе вылярĕ, кашнине тыта-тыта ачашларĕ. Унтан Улюн инкене Мускав кучченеçĕ тыттарчĕ те кăшт çырткаланă хыççăн урама тухрĕ. Питĕ клуба каяс килчĕ унăн. Чĕкеçе те тĕл пулма май килĕ. Анчах хăйне хăй вăл çапла чарчĕ: «Тăхта, тусăм. Малтан ĕç ту, савăнасси кайран та пулĕ. Тĕттĕмччен вăрмана кайса килес. Мĕнле пурăнаççĕ пирĕн çунатлă тата тăватă ураллă тусăмăрсем?» Вара вăл йĕлтĕр çине тăчĕ те уй урлах вăрмана вĕçтерчĕ.

Нарăс уйăхĕнче çанталăк шанчăксăр. Ир хĕвел ăшшăн пăхать, каçчен тăман тухать. Тараев вăрмана пырса кĕнĕ вăхăтра çил-тăман вĕçтерме тытăнчĕ. Виктор хĕвеле хупăрласа илнĕ пĕлĕт çине пăхрĕ те кăшт иккĕленме пуçларĕ. «Тен, вăрман курса çӳрессине ырана хăварни тĕрĕсрех пулмĕ-ши? — шухăшларĕ вăл. — Çук, паян тăвас ĕçе ырана ан хăвар, паян калас сăмаха ыран кала теççĕ. Тискер кайăксем мĕнле хĕл каçнине манăн халех курас пулать. Чĕкеçпе калаçассине вара ырана та хăварма пулĕ».

Ăшĕнче çапла хăйпе хăй тавлашса пырса кĕчĕ вăл сĕм вăрмана. Квартал чиккисемпе пĕр сехет кайнă хыççăн йĕлтĕрсем ăна хир сыснисене тăрантарнă вырăна илсе тухрĕç. Кунта сысна йĕрĕсем темĕн чухлех, вĕсем такăрлатнă сукмаксем унта та кунта курăнаççĕ. Хир качакисене тăрантарнă вырăнта та çаплах пулчĕ. Вăрман тăрăх хурса тухнă чуллă тăвар муклашкисене çулама çӳрекен пăши йĕрĕсем те питĕ нумай. «Чăваш вăрманĕсенче пур çĕрте те çапла пулсан мĕн чухлĕ кайăк ĕрченĕ пулĕччĕ!» — сасăпах каларĕ Виктор каялла таврăннă чухне.

Шăпах çак вăхăтра çемçе юр ăшне путнă йĕлтĕр темĕскер çине пырса тăрăннипе вăл кăшт çеç çĕре ӳкмерĕ. Малтанах пĕр-пĕр каскаран такăннă пулĕ тенĕччĕ, йĕлтĕрне туртса кăларнă чух сăрă тĕслĕ çăм курăннă пек туйăннипе вăл пĕшкĕнчĕ те хăйне чăрмантарнă япалана курчĕ. Ку çамрăк хир качакин вилли пулчĕ. Пĕр ури унăн лăштăрах хуçăлнă, чари çинчи тирне шултра картечь тăватă çĕртен шăтарнă. Çав тери йывăр аманнă хыççăн та вăл хăй тăшманĕнчен тарса ӳкме вăй çитернĕ. Анчах сываласси пулман унăн, юр çине тăсăлса ӳкнĕ те çавăнтах вилсе выртнă.

«Апла эппин, браконьерсем хăйсен киревсĕр ĕçне тума пăрахман, — шухăшларĕ Тараев качака виллине çурăм хыçне çавăрса хурса. — Кам ĕçĕ-ши ку? Шатра Михалан е унăн хĕрĕн? Эх, Чĕкеç, Чĕкеç! Манмаллипех мантăн-ши эсĕ вăрттăн сунар тăвас ĕçе пăрахатăп тесе панă сăмаха? Апла пулсан, иккĕн пĕрле пăтă пĕçересси пулмĕ пирĕн».

Тараев хĕрхӳн кулчĕ. Çутă ĕмĕтсем те тĕксĕмленчĕç. Лăпкă пурнăçпа йăпанса пурăнма вăхăт çитмен-ха, кĕрешӳ çаплах пырать, татăклă çапăçу пулатех.

Каçа хирĕç çанталăк тата ытларах пăсăлчĕ. Халĕ ĕнтĕ кутсăр-пуçсăр çил-тăман ахăрмаллипех ахăрать. Шăннă йывăçсем хытă пăркаланса туратсем çине купаланнă юра тăкса пĕтерчĕç. Вăрман кашлать, шатăртатать. Вăйлă çил пур шăтăк-çурăка та юр чыхса тултарать. Куçпа пăхма та йывăр, утма та хĕн. Тĕттĕмччен сунар станцине çитес çуккине сиссе Тараев лесник патĕнче çĕр каçма шухăшларĕ.

Вăрманта пĕччен пурăнса тунсăхланă Паланов ăна чĕннĕ хăнана кĕтсе илнĕ пекех хавасланса йышăнчĕ. Вара тапранса кайрĕ пĕр ĕç çинчен тепĕр ĕç çине çăмăллăн сиксе ӳкекен вĕçĕ-хĕррисĕр калаçу. Виктор Хура тинĕс хĕрринче мĕнле пурăнни çинчен, санаторире илтнĕ çĕнĕ анекдотсем каласа пачĕ. Павăл вырăнти хыпарсене пĕлтерчĕ. Çур çĕр иртсен тин вĕсем çывăрма выртрĕç.

— Эпĕ сан патна пушă алăпа мар, йывăр япала çĕклесе килтĕм вĕт, — терĕ Виктор. — Хир качаки вилли тупрăм. Çавна çĕклесе килтĕм. Пăшалпа персе вĕлернĕ. Кам ĕçĕ пулĕ тетĕн эсĕ çакна?

— Пĕр-пĕр сунарçă ĕçĕ пулĕ тетĕп, — шухăшлăн каларĕ Паланов.

Тараев кулса ячĕ.

— Эпĕ те çаплах шухăшланăччĕ. Анчах пăшал перекен сунарçă ятне пĕлме çук-ши тесшĕнччĕ.

— Юлашки вăхăтра Шатра Михала вăрман тăрăх выçă кашкăр пек янккаса çӳрекен пулчĕ. Аш çиес килсен çапла çӳрекенччĕ вăл. Халĕ те çавăнпа тухать ĕнтĕ вăрмана.

— Пăши тытма шухăшламасть-ши вăл? — ыйтрĕ Тараев. — Вăл сунара пĕччен çӳрет-и е хăйĕн яланхи тусĕсемпе?

— Пĕччен те, иккĕн те çӳрет. Мишере те икĕ хутчен тĕл пулнăччĕ. Ĕнер тата Урнашкина куртăм.

— Баранов хĕрĕ мĕнле?

— Ана вăрманта питех асăрхаман. Вăл тилĕ тытма темле ăста мел тупнă теççĕ. Тăрна Иванĕ каланине ĕненсен пирĕн таврара пĕр тилĕ те хăвармарĕ пулать. Кам пĕлет, çапла та-и, тен? Иртнĕ уйăхра вăл «Заготживсырье» складне вун икĕ тилĕ тирĕ пырса панинехам куçпах куртăм. «Тараевран лекет-ха сана», — терĕм те, вăл кулса ячĕ. «Виктор Николаевич тилĕсене браконьерсен шутне кĕртнĕ, çавăнпа вĕсене пĕтерме хăех хушрĕ», — терĕ те, ним калама пĕлмерĕм.

— Сунар хуçалăхĕнче ырă кайăксене ĕрчетнĕ çĕрте тилĕпе сăсар тата енотла йытă пысăк сăтăр тăваççĕ. Çавăнпа пире вĕсене сунар сезонĕ вăхăтĕнче пĕтерме ирĕк пачĕç. Апла Чĕкеç ашшĕне браконьерла ирсĕр ĕç тума питех пулăшмасть иккен?

— Пачах пулăшмасть темелле. Тепĕр тесен ăна пулăшма халĕ тата шанчăклăрах çын тупăннă. Нумаях пулмасть ун патне Хмельнов ятлă çын килнĕ терĕç. Çамрăк чухне Шатра Михала унăн ашшĕпе пĕрле лаша вăрлама çӳренĕ тет. Хмельнов текенни хăй те ашшĕ çулĕпех кайнă. Улмуççинчен улми аякка ӳкмест теççĕ-çке. Пилĕк çул ĕлĕкрех ăна Торбин хурахăн шайкинче тăнăшăн тытса кайнăччĕ. Халĕ килне кĕмесĕрех Баранов патне килнĕ теççĕ. Паллах, çăхансем сăлтавсăрах пĕр вырăна пухăнакан мар. Кама та пулин çаратма е вĕлерме хатĕрленеççĕ ĕнтĕ. Тен, вăрттăн сунара тухма çеç шухăшлаççĕ пулĕ, кам пĕлет вĕсене.

— Апла шăпах вăхăтра килсе çитрĕм кунта.

— Вăл çапла та-ха, çапах вăрман тăрăх пĕччен ытлах ан çӳре. Шатра Михала сана чунтанах кураймасть. Хмельновшăн çын вĕлересси пирĕншĕн шăна вĕлерессинчен те çăмăл. Тем курса ларăпăр.

— Э-э! Кашкăртан хăрасан вăрмана ан кай теççĕ. Санаторире сывалса пурăннă хыççăн ман ăшра вăй ĕлĕкхинчен те ытларах пек туйăнчĕ. Часах парăнтараймĕç. Шатра Михала пеккисем пирĕнтен хăйсем шикленеççĕ. Мĕншĕнне пĕлетĕн-и?

— Мĕншĕн?

— Эпир вăрманта совет влаçĕ хушнипе çӳретпĕр, саккун кăна мар, пĕтĕм халăх пирĕн майлă. Вĕсем, вăрăсем, саккуна хирĕç çынсем, халăха çаратса пуйма ĕмĕтленсе çӳреççĕ. Вăрттăн вăрман касакансем вуннăн пулсан та, пĕр леçникрен хăраса тăраççĕ, ăна ху та темиçе хут курнă. Браконьерсем те çаплах, — ăнлантарчĕ Тараев.

— Çапах та сыхланарах çӳремелле. Хмельновне эпĕ курнă, вăл сирĕн Патмаровран та патвартарах. Сăнĕнчен пăхсан чăн-чăн çынçиен тейĕн, упаран та тискер.

Çамрăк чух кирек кам та хăйне хăй ытларах шанать ĕнтĕ. Ку тĕлĕшпе Тараев ытти çынсенчен уйрăм пулман, çавăнпа Хмельновран сыхланмалла тенине вăл хăлхана та чикмен. Чăнах та, ăна бокс тата самбо вăййисене пĕлни ку таранччен час-часах пулăшкаланă. Çавна шаннипе кăна вăл Паланов асăрхаттарнине ним вырăнне те хумарĕ.

Ирхине çил-тăман тамалнине курса Тараев савăнмаллипех савăнчĕ. Пăсăк çанталăк çынсемшĕн çеç мар, ирĕкри чĕр чунсемшĕн те хăрушă. Çанталăк пăсăлсан этем пӳрт-çурта тарса пытанать, тискер кайăксен çавăн йышши шанчăклă хӳтлĕхсем çук-çке. Çитменнине, ун пек чухне ырă чĕр чунсен тăшманĕсем тата ытларах пуçсăрланаççĕ. Сĕм тĕттĕмпе тĕтреллĕ е тăвăллă çанталăк ирсĕр ĕç тăвакансене кăна савăнтарать пулсан, хĕвел çутипе лăпкă çанталăк ырă чунсене хаваслантараççĕ.

Тараев тул çутăлса çитичченех лесник пӳртĕнчен тухрĕ. Малтан вăл тӳрех сунар станцине таврăнасшăнччĕ, анчах çак вăхăтра кăнтăр енчен вĕрекен çил темиçе пăшал харăс персе кăларнă сасса илсе килчĕ. Кăшт тăрсан тата виçĕ хутчен кĕрслеттерчĕç. Ку ырра маррине туйса Виктор сасăсем илтĕннĕ еннелле васкаса утрĕ.

Вăрман пушанса юлнă темелле: ниçта пĕр йĕр курăнмасть. Çемçе юр çине йĕлтĕр путать. Утма та çăмăл мар, чупма тата йывăртарах. Çапах та Тараев хĕвел тухăçĕнчи тӳпе юнпа сапнă пек хĕрелсе çитнĕ вăхăтра Хыр çырми пуçне тухрĕ. «Çырма леш енчи ăвăслăха чуллă тăвар хурса панăччĕ, çавна çулама пынă пăшисене тытмарĕç-ши браконьерсем?» — шухăшларĕ вăл. Çав самантрах унăн куçĕ йĕлтĕр йĕррисем çинче чарăнчĕ. Ĕнерхи йĕрсем пулас çук кусем, вĕсене юр шăлса кайма кирлĕ. Çынсем паян иртсе кайнă ĕнтĕ. Тараев, йĕр тăрăх утса тăвар хунă пĕчĕк уçланкă патне çитрĕ те тăп! чарăнса тăчĕ. «Тăвар суланчи» тесе ят панă пысăк ăвăс вулли патĕнче икĕ çын пикенсе пăши тирне сĕвет. Хĕрсе ĕçленипе хăйсем алă утăма çывхарнă çынна та асăрхамарĕç. Пĕри Шатра Михала, тепри Виктор палламан патвар çын. Хмельнов ĕнтĕ. Йывăçсем тăррипе курăннă хĕвел çути шăпах вĕсем çине ӳкнĕ. Ку Тараева пăшие тирпейлекен çынсене фотографилеме вырăнлă пулни каламасăрах паллă, çавăнпа вăл браконьерсене темиçе хут ӳкерчĕ. Пĕр ӳкерчĕкне вăл Баранов тин çеç пăши хырăмĕнчен туртса кăларнă çурхахри пăрăва тытса тăнă чух турĕ.

«Ах, варварсем! — шухăшларĕ Тараев. — Эпир пăшисене хĕл каçма çăмăлрах пултăр тесе тăвар хурса паратпăр, вĕсем пур çав вырăна пырса инкек-синкек кĕтмен ырă чĕр чунсене пăшалпа персе вĕлереççĕ. Ну юрĕ-ха, тек апла хăтланаймăр».

Сылтăм енче йĕлтĕр шăвăнни илтĕнчĕ. Кĕçех ĕшне вĕçне Урнашкинпа Мишер тухса тăчĕç.

— Кунтан çур çухрăмра выртать, — хĕпĕртенине пытарса тăмасăр каларĕ Урнашкин. — Эх, пысăк-çке! Çирĕм пилĕк пăтран кая пулас çук. Мĕн тăвăпăр, малтан çакна тирпейлесе Сĕреткассине ăсатăпăр-и е иккĕшне те халех тирпейлес?

— Икĕ пăшие пĕр лавпа тиесе каяймăпăр, малтан çакна тирпейлес, — терĕ Баранов.

Çак вăхăтра Виктор браконьерсене тата икĕ хутчен ӳкерчĕ. Мишер объектив енне çурăмĕпе çаврăнса тăнă пирки Тараев ĕшне тепĕр енне куçса фотографилеме шухăшларĕ, анчах вунă утăм та тăваймарĕ, ун ури айĕнче темле патак хуçăлчĕ. Браконьерсем пĕр харăсах пуçĕсене çĕклесе сасă илтĕннĕ енне çаврăнчĕç.

— Тарса хăтăлăр! — сехĕрленсе çухăрчĕ Урнашкин. — Вăл пире фотографилеме пултарать.

Çак сăмахсемпе вăл Тараев енне çурăмĕпе çаврăнчĕ те вăрмана чăмрĕ. Ун хыççăн Мишер чупрĕ. Баранов та йĕлтĕрне тăхăнма пуçланăччĕ, ăна Хмельнов чарчĕ.

— Тăхта! Вăл пирĕн сăнсене ӳкерсе илме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, тарни усăсăр, — халтăртатрĕ вăл. Хăй çав вăхăтрах пăшалне ярса тытрĕ.

— Пăрах пăшална! — сиввĕн каларĕ Тараев. — Сирĕн пур пĕрех ответ тытма лекет. Саккунран ниçта та тарса пытанаймăр. Халех пăрах пăшална!

— Çапла пулмасăр, кĕтсех тăр! — чунтан тарăхса каларĕ Хмельнов. — Вăрман патши пулас терĕн пулĕ, хура тăхлан çăтса пăхас темерĕн-и? Акă сана вăтăр грамм, кӳп!

Пăшал сасси хăлхана янлаттарнă самантрах Тараев хăйне сулахай айăкран такам тукмакпа çапнă пек туйрĕ. Кăкăрĕ тӳсме çук хытă ыратнипе вăл малтан сулăнса кайрĕ, унтан каснă йывăç евĕр çĕре персе анчĕ.