Çурçĕр хыççăнхи шăнкăрав :: Иккĕмĕш пайĕ


Валя хăйне хăçан та пулсан çакнашкал йывăр пулнине астумасть. Юлашки кунсенче тĕлĕкрен вăранса çитеймен пекех çӳрерĕ. Хăйне Валера качча тухма ыйтнине те, вăйлă туй кĕрлеттерсе ирттернине те сĕрĕм витĕр тенĕ пек çеç астăвать. Туй хыççăн тин вăранчĕ вăл...

Пĕлме пултарайман асаплă кунсем пуçланчĕç. Валя хырăмпа качча тухнине Валера пит хăвăрт ăнланчĕ. Ачи хăйĕн маррине те часах шутласа кăларчĕ. Çакăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ вĕсен чашăк-тирĕк шакăртатасси. Çын çинче çеç йăл-йăл кулса калаçрĕç, шăкăл-шăкăлччĕ вĕсем. Иккĕш кăна юлсан вара Вальăшăн чĕр тамăк пуçланатчĕ. Валера чи малтанах ача ашшĕ кам пулнине пĕлесшĕнччĕ. Çук, ал çĕклесе курман Валя çине упăшки. Анчах нумай чух сив сăмах чи шĕвĕр патакран та хытăрах пырса тивет-çке. Кĕлеткене мар, чуна сусăрлать.

Çапла иртрĕç Вальăн кунĕсем. Качча тухнăранпа хăйне пĕр самант та пулин лăпкăн та телейлĕн туйнине астумасть вăл, Ача çуралсан (Вальăн чăр-чăр куçлă та мăнтăркка пирĕшти — ăна урăхла нименле калаймăн — çуралчĕ) Валера арăмне ачана больницăран илсе тухтар-марĕ. Тус-тăванĕсем хушшинче ача сыв мар çуралнă пирки вилнĕ тесе хыпар сарчĕ. Юлашки вăхăтра пĕтĕмпех вăйсăрланса кайнăран мĕскĕн Валя упăшкине хирĕç каяймарĕ. Вăл каланă тенĕ пек турĕ те ачине пĕрре кăкăр ĕмĕртсе курмасăрах пăрахрĕ...

Мĕнешкел пысăк йăнăш — çук, преступлени тунине Валя çулсем иртсен çеç ăнланчĕ. Турри те ăна тек ача памарĕ. Валера айăпĕ пулчĕ-ши кунта е Вальăн хăйĕн? Кăна вăл пĕлеймерĕ. Тата темиçе çултан вара çемйи те арканчĕ. Арçын ачашлăхĕпе çемье ăшшине пĕлмесĕрех уйрăлчĕ вăл упăшкинчен. Текех качча тухма шутламарĕ.

 

 

5

Йывăç-курăк сĕткенленсе папкаланать, симĕсленет, кайран вара сарăхса çаралать. Çулран-çул — çапла. Диана ялан çӳрекен çул айккипе ятарласа лартнă çăкасемпе тĕмсем хăйсен тумне çапла улăштарса тăнине пĕрремĕш çул кăна мар курать. Çакă ăна кăшт тĕлĕнтерет пулин те, пачах та асамлă пек туйăнмасть. Мĕнех, пурнăç йĕрки çапла. Диана вара ытларах вăхăт мĕнле хăвăрт, çиçĕм евĕр хăвăрт вĕçсе иртнинчен тĕлĕнет. Тин çеç ачаччĕ вăл, тахăш самантра хĕр шутне кĕчĕ. Ĕнер кăна вун çиччĕ-реччĕ, паян вара чĕрĕк ĕмĕр тултарать.

Чĕрĕк ĕмĕр... Чарăнми вăхăт юхăмĕшĕн çак тапхăр пĕр самант чухлĕ кăна. Анчах этем ĕмĕрĕшĕн вăл пурнăçăн пысăк сыпăкĕ. Хыçалта мĕн юлнине, малта мĕн кĕтнине тишкермелли вăхăт. Йывăç лартса ӳстерсен, çурт лартсан тата ывăл çитĕнтерсен пурнăçри тивĕçне пурнăçланă теме юрать теççĕ арçын пирки. Хĕрарăмшăн вара? Унăн çак пурнăçра тивĕçĕ мĕнре? Арăм пулса арçын кăмăлне тивĕçтерсе пурăнасси е чылай пысăкрах? Çакăн çинчен Диана тахçантанпах шухăшлать. Паян кăна мар вăл пĕрремĕш хут çак сукмакпа утать. Паян кăна мар хăйĕн тивĕçĕ пир-ки шухăша каять...

Темшĕн-çке эпир яланах хамăр инкексемшĕн такама урăххине айăплатпăр. Такама, теме — анчах хамăра мар. Çак тĕлĕшрен Диана та ыттисенчен уйрăлса тăмасть, Ара, капла пурăнма чылай çăмăлрах-çке. Этем вара яланах çăмăл çул шырать. Хăй умĕнчи йывăрлăхсене курмасăр, тĕрĕсрех, асăрхаман пек пулса ытларах нăйкăшма юратать.

— Акă! Çакланчĕ те чиперкке ман ытама, — кап ыталаса илчĕ шухăша кайнăран никама та, ниме те асăрхамасăр утакан Дианăна каччă. — Салам! — чăпăрт чуптуса илчĕ вăл хĕре питрен.

— Салам, — хăйне Роберт ыталаса илнине курса лăпкăн саламларĕ Диана. Вăл каччă ытамĕнчен хăтăлма пăхрĕ. Кăлăхах. Лешĕ ăна ытла та вăйлă ярса тытнă, вĕçертес кăмăлĕ çук. — Ах, каплах ан сĕмсĕрлен-ха. Тăп-тăр кăнтăрла, халăх умĕнче, — каччăран эрех, пирус тата хаклă йышши одеколонăн хутăш шăрши кĕнине туйса сехĕрлене пуçларĕ Диана. Усĕр яшсенчен тем те кĕтме пулать.

— Сĕмсĕрленместĕп-çке, — хăй хăюлăхĕнчен хăй кăшт вăтанса тинех хĕре вĕçертрĕ Роберт. — Ăçталла çул тытатăн?

— Çуретĕп уçăлса, — ерипен малалла утса кайрĕ Диана.

— Мана та хăвпа пĕрле ил-ха, — хĕртен юлмарĕ каччă.

— Пырах. Кансĕрлеместĕн.

Малалла хĕрпе каччă юнашар утса кайрĕç. Анчах вĕсен хушшинчи калаçу час-часах татăлчĕ. Çавăнпа ытларах сăмах чĕнмесĕр пычĕç. Мĕншĕн çыхăнмарĕ-ха вĕсен сăмахĕ? Роберт хăй енчен шӳтлеме те, кулмасăр калаçма та пăхрĕ. Диана вара унăн кашни сăмахне шăртланса йышăнчĕ. Çапла хăтланса вăл каччăна аптратсах çитерчĕ. Ентĕ Роберт ним калама та, ним тума та пĕлмерĕ.

— Диана, мĕншĕн эсĕ çапла? — тарăха пуçласа ыйтрĕ каччă.

— Мĕнле?

— Мĕншĕн кутăнлашатăн? Е эпĕ сана мĕнпе те пулин кӳрентертĕм-и?

Диана хирĕç чĕнмерĕ. Тĕрĕссипе, мĕншĕн хăйне çапла тыткаланине вăл хăй те ăнланмарĕ.

— Эсĕ мана килĕшетĕн, — хĕр чĕнменнине кура малалла сăмахларĕ Роберт, — Манăн санпа пĕрле пулас килет.

Диана çаплах чĕнмерĕ.

— Ахальтен мар чĕрене хушаймăн теççĕ. Эсĕ мана тиркетĕн пулсан эпĕ чунранах сĕкĕнмĕп. Чипер çӳре хăв çулупа. Анчах ĕмĕт пĕлĕтĕнче ярăнса телей умĕнчен иртсе ан кай.

Текех каччă пĕр сăмах та каламарĕ. Вăрт çаврăнчĕ те васкамасăр утса кайрĕ. Диана вара мĕнле тăнă çаплипех тăчĕ.

Кӳренчĕ... Паллах, кӳренчĕ. Мĕнле-ха урăхла. Ним маршăнах шăртланчĕ те-ха хĕр. Ним маршăнах.

Роберт паçăрхи пекех васкамасăр утрĕ. Анчах кашни ярса пусмассерен каччăпа Диана хушши пысăкланса пычĕ. Çакна пăхса тăракан хĕр тăруках хăйĕн чĕри яш чиксе илнине туйрĕ. Пуçĕнче тӳрех пин тĕрлĕ шухăш пĕр харăс явăна пуçларĕ.

Каять... Часах пач курăнми пулĕ. Диана! Мĕн туса тăратăн? Чуп, чуп! Хуса çит. Ирĕк пар ăна хăвна ăнланма. Хăвăнпа çывăхрах пулма...

Хыçран чупма? Нихăçан никам хыçĕнчен чупманнине паян ярса пусатăн-и? Вăл кайĕ те — тепри килĕ.

Хăçанччен? Хăçанччен çапла тăрăн? Пĕчченлĕх хăв чĕрӳне пĕтĕмпех шăнтса хытарасса кĕтетĕн-и? Чуп! Хăваласа çит!

Шутлă вăхăтра пин шухăш вĕçсе иртрĕ Диана пуçĕнче. Вăл хăйĕн пĕтĕм кĕлетки, чунĕ вăйсăрланса кайнине туйрĕ. Темшĕн куçĕ шывланчĕ.

Çук, Диана текех чăтаймарĕ. Çак вăйсăрлăха, çак ыратăва чăтаймарĕ. Пĕрремĕш утăма иккĕленсе, иккĕмĕшне çирĕппĕн ярса пусса Роберт еннелле утрĕ. Тем самантран чупсах кайрĕ. Каччă çаврăнса та пăхмарĕ, чарăнса та тăмарĕ. Акă Диана ăна хуса çитрĕ. Иккĕленсе те хăраса (каччă тĕксе ярасран хăраса) Роберт аллине тытрĕ. Каччă сăмах чĕнмерĕ. Хĕр еннелле пăхса ăшшăн йăл кулчĕ те хăй аллинчи алла хытăрах чăмăртарĕ...

Çăра лартнă çăкасемпе тĕмсем хушшипе выртакан сукмакпа иккĕн утрĕç. Ним çинчен те сăмахламарĕç вĕсем, Пĕр-пĕрин аллине хытăран та хытăрах чăмăртарĕç.

Иккĕн утрĕç. Вĕсене пĕчченлĕх йĕрлемерĕ.

 

6

Хăй пурăнакан çурт тĕлне пырса чарăниччен самаях шикленнĕ Стас чылай вăхăт хушши ним тĕллевсĕр хула урамĕсем тăрăх ярăнса çӳрерĕ. «Хӳре çине» ларнă хура «Лада» çухалса юлнине курсан çеç килĕ еннелле çул тытрĕ. Çапах васкамарĕ. Сых ятне тепĕр хутчен хăй чăннипех те тарса ӳкнине тĕрĕслерĕ. Турра шĕкĕр, «Лада» курăнмарĕ. Хальлĕхе Стас хăтăлчĕ. Анчах нумайлăха-ши? Лида пиччĕшĕсем (Валентинпа Игорь пачах хĕр пиччĕшĕсем пулманнине Стас халĕ те, каярах та пĕлмерĕ) хăйне алран вĕçертес çуккине арçын лайăх ăнланать. Улт çĕр пин тенкĕ ура айĕнче йăваланса выртмасть. Кунашкал тупăша вара вĕсем ахаль вĕçертмĕç.

Вăтăр çула çывхарса пыракан Стас аслă пĕлӳ — инженер специальноçне алла илнĕ. Анчах хăй ĕçĕпе вăл нумаях ĕçлемерĕ. Уйăхĕ-уйăхĕпе ĕç укçи илеймесĕр тарăхса çитнĕрен бизнеспа аппалана пуçларĕ. Пĕр пысăках мар фирмăна куçрĕ. Паян укçа-тенкĕллĕ пулас тесен йăрă та çивĕч пулмалла. Пурнăç çапла ыйтать. Яланах таçта чупмалла, таçта васкамалла. Стасăн çĕнĕ ĕçĕ те командировкăсемпе çыхăннă. Эрнере пĕр кун килте, ултă кун таçта çул çинче вăл. Çакă ăна килĕшет. Паллах, арăмĕ малтан мăкăртаткаларĕ-ха ĕнтĕ. Анчах вăл та, яланхи укçасăрлăхран йăлăхнăскер, çакăнпа часах килĕшрĕ, ӳпкелешме пăрахрĕ.

Час-часах командировкăсене çӳренĕрен Стасăн таçта та çитме, такампа та паллашма тиврĕ. Пĕрре çапла ун машинине вун çич-вун сакăр çулхи чиперкке чарчĕ. Вăл хулана кайма тухнă иккен. Хĕр хăйне лартса кайма ыйтрĕ. Хăйĕн çулĕ те хуланалла выртнăран Стас Лидăна (çул хĕрринче сасăласа тăракан хĕр Лида ятлă пулчĕ) машинăна лартрĕ. Ара, пĕччен сĕнксе пыриччен çакнашкал чиперккепе пуплесе пыма чылай кăмăллăрах-çке.

Арçынпа хĕр калаçса кайрĕç. Паллашрĕç. Хăй çамрăккине пăхмасăрах Лида ăслă хĕр пулчĕ. Пур ыйтупа та калаçу тытса пыма пултарчĕ. Ун пирки пуш чиперкке тесе калаймăн.

Кăмăллă калаçура вăхăт та хăвăрт иртрĕ, çул та чылай кĕскелчĕ. Хĕре Стас вокзал таврашĕнче антарса хăварчĕ. Лартса килнĕшĕн Лида укçа тӳлесшĕнччĕ, арçын килĕшмерĕ. Чиперкке умĕнче хăйне мĕскĕннĕн кăтартас килмерĕ унăн.

— Апла пулсан пысăк тав, — тикĕс те шултра шăлĕсене кăтартса йăл кулчĕ Лида. — Акă ман телефон. Тунсăх пуссан шăнкăравла.

Стас ним калама та ĕлкĕреймерĕ. Хĕр машина алăкне хăвăрт хупса халăх хушшинче çухалчĕ. Арçын малтанах çырса хатĕрленĕ телефон номерĕ çине куç хӳрипе пăхса илчĕ те аллинче лутăркарĕ — анчах пăрахмарĕ, кĕсйине чиксе хучĕ.

«Тунсăх пуссан шăнкăравла», — терĕ Лида. Çамрăк арçын тунсăхĕ вара хĕр куçран çухалсанах «йӳçе пуçларĕ». Çапах шăнкăравлама васкамарĕ вăл. Ĕнтĕ улттăмĕш çул çемьепе пурăнакан Стас çапла пĕр самантра пуçа çухатма юраманнине пурнăç опытĕнчен пĕлет. Кунашкал ĕçре пысăк асăрханулăх кирлĕ. Паллах, Лида пек чиперккесене арçын паян кăна мар куçлать. Ара, илем патне кам ан туртăнтăр? Чăваш классикĕ те ахальтен мар ĕнтĕ хирти сарă чечеке ăшă куçпа кам пăхмĕ тенĕ. Арăм кăна çакна ан систĕр. Ытти-хытти вара ним те мар.

Ăçта ӳкессе пĕлсен тӳшек сарнă пулăттăм теççĕ ваттисем. Инкеке лекессине сиснĕ пулсан пĕчĕк хут таткине Стас лӳчĕркесе кăна мар, вĕттĕн-вĕттĕн çурса çилпе вĕçтернĕ пулĕччĕ. Анчах мĕнрен мĕн пулса тухассине эпир ытларах чух курмастпăр çав. Инкек хăш енчен килсе çапассине пĕлместпĕр.

Стас та çакна пĕлмерĕ. Туйăм юхăмне пăхăнса вăл тем самантра асăрханулăхне çухатса суккăрланчĕ.

Чиперкке Лидăпа арçын хĕр хваттерĕнче тĕл пулчĕ. Хăй илсе килнĕ пылак эрех кĕленчине пушатнă хыççăн Стас хĕре ерипен янракан юрă кĕввипе ташша чĕнчĕ. Пĕр-пĕрин ытамне кĕрсе ӳкнĕ мăшăр часах кĕвĕ сассине те, таврара мĕн пулнине те илтми, курми пулчĕ. Эрех ĕçнĕрен, пĕр-пĕрин çывăхлăхне туйнăран вĕсен чĕрисем хăвăрт-хăвăрт тапрĕç, ӳчĕсем хĕрӳленсе хĕмленчĕç...

Малалла мĕн пулса иртнине Стас халĕ те çӳçенмесĕр аса илеймест. Тем самантра пӳлĕме ике патвар кĕлет-келлĕ çӳллĕ каччă кĕрсе тăчĕ. Вĕсем тӳрех вырăн çинче хĕрпе савăшса выртакан арçынна ярса тытрĕç. Ытлашши сăмах каламасăр, «паттăрсен» çăварĕнчен чарăнми сăрхăнакан усал сăмахсене шута илмесен, Стаса хĕнеме тапратрĕç. Пĕлсе, вăйлă ыраттармалла, анчах кăвак хăвармалла мар çапрĕç, тапрĕç, чышрĕç каччăсем. Стас хăй те имшеркке те вăйсăр арçын мар. Анчах кĕтмен çĕртен тата тӳрех иккĕн аллине лекнĕрен вăл хăйне нимĕнле те хӳтĕлеймерĕ.

Çакна пачах та кĕтмен арçынна ватса ывăнсан каччăсенчен аслăраххи лăпкăнрах калаçа пуçларĕ. Малтанах вăл Стаса Уголовнăй кодексăн çĕр вăтăр пĕрремĕш статйипе хăратрĕ. Кайран сăмаха укçа çине куçарчĕ. Кăмăл-сипет «тăкакĕшĕн» улт çĕр пин тенкĕ кăларса хурсан çак пӳлĕмре мĕн пулнине манса кайма пулчĕ. Тинех Стас хăй мĕнле капкăна лекнине ăнланса илчĕ. Вăйлă серепене çаклатрĕç иккен ăна. Анчах суйламалли çук-çке! Хăй мĕнле çирĕп алла лекнине арçын паçăрах кĕлетки çинче туйса илчĕ.

Мĕнпе вĕçленнĕ пулĕччĕ-ши хваттерти тĕркĕшӳ Стас вĕсене улталама май тупайман пулсан? Вăл тăна кĕрсе çитрĕ ĕнтĕ. Каччăсем кăшт тимсĕрленнипе Стас çав самантрах усă курма васкарĕ. Алăкранах тухса каяймарĕ-ха вăл, уçă кантăкран сикрĕ. Телее, çӳллĕ пулмарĕ, иккĕ-мĕш хут кăна. Машинине те подъезд умнех лартнăччĕ...

Çав ăнăçсăр каç хăйне серепене лектернĕ чиперккепе «паттăрсенчен» Стаса тарса ӳкме май килчĕ. Анчах нумайлăха-ши? Лешсем хăйне çапла çăмăллăн вĕçертес çук-кине вăл питĕ аван ăнланать. Хăçан та пулсай вĕсем ăна тупаççех. Алла пулсан унăн çухалмалла. Вăхăтлăха хуларан тухса каймалла.

Кама инкек, такама синкек тесе ахальтен каламан пуль çав. Телей тени вара Стаса пăрахмарĕ. Тепĕр куннех ăна виçĕ уйăхлăха инçе командировкăна ăсатрĕç. Хуларан тухса кайма сăлтав та тупăнчĕ, никама нимĕн ăнлантарас та çук. Уйрăмах арăма. Çакă пĕтĕмпех Стасшăн алă май пулчĕ. Кун пек ăнăçăва çухатма вăл пултараймарĕ.

Валентинпа Игорь, чăннипех те, Стаса çапла çăмăллăн вĕçертме шутламарĕç. Ара, ку вăл вĕсен «бизнесĕ-çке».! Вĕсене тăрантарса пурăнакан ĕç. Пурте ăнăçлă вĕçленсен Валентин кĕсйине виç çĕр, унăн тусĕнне ик çĕр, чиперкке Лида аллине вара çĕр пин кĕмелле. Кун пек укçаран (ним тумасăрах килекен укçаран) мĕнле ухмах пăрăнтăр?

Çавăнпа юлашки эрне хушшинче Валентинпа Игорĕн кĕрсе тухман «шăтăк» юлмарĕ. Пур çĕрте те ыйтрĕç, сăнарĕç, итлерĕç вĕсем. Шанăçа çухатмасăр, пурпĕрех тупасса пĕлсе шырарĕç. Тем вăхăтран чăннипех те тупрĕç. Çын йĕп мар çав — тĕлли-паллисĕр çухалаймасть. Паллах, хальлĕхе вĕсем Стаспа хăйĕнпе курнăçаймарĕç-ха, анчах ун хваттер тĕлне пĕлчĕç. Апла çур ĕçне тунă. Текех ĕнтĕ вăл ниçта та тараймĕ. Темле кайăк та хăй йăвине таврăнать. Кĕтме çеç пĕлмелле. Каччăсем кĕтрĕç. Кăнтăрла та, çĕрле те. Ку вĕсемшĕн хăнăхнă «сунар» ĕçĕ çеç пулчĕ. Ĕнтĕ Стас лекесси те вăхăт ыйтăвĕ кăна.

Анчах «сунарçăсен» чăтăмлăхĕпе нервисем çирĕпех пулмарĕç. Пĕр тĕттĕм çĕр вара вĕсем йăнăшрĕç. Хальхинче каччăсен хăйсен тарма тиврĕ. Ара, ĕç шăм-шак ватнипе çеç вĕçленмерĕ-çке...

 

7

Пиртен нумайăшĕ ялтан тухнă. Пурте çĕр ачисем. Анчах пурнăç çулĕ чылайăшне çуралнă кĕтесрен инçе илсе кайса çĕн çĕрте тымар яртарнă. Пулса çитнĕ вăрра кĕрхи çил вĕçтернĕ пекех тĕнче тăрăх сапаланă. Çакна пăхмасăрах эпир яланах — кам маларах, кам каярах — хамăр çуралнă кĕтесе çаврăнса çитетпĕр. Пире тăван анне пек кĕтсе илекен çĕршыва, хамăрăн пĕчĕк е пысăк яла таврăнатпăр.

Чăваш çĕрĕн çырма-çатраллă, вĕçĕ-хĕррисĕр вăрманлă кĕтесĕнче вырнаçнă çак пысăках мар ял та çакнашкал вырăнсенчен пĕри. Такама илĕртет, тахăшне аса илтерет, теприне тĕлĕкре курăнать вăл. Анчах кашнин асĕнче çутă... çутă та илемлĕ йĕр хăварать. Çакна вара эпир хамăр чĕрере ĕмĕр тăршшĕпех упраса утатпăр. Вĕçне çитиех.

Ĕнерхи куна таврăнма çул çук. Ĕнерхипе паянхине пĕртен-пĕр кĕпер — асаилӳ çыхăнтарать. Хăйĕн ачалăхĕ вĕçсе иртнĕ ялалла утакан Валентина Михайловна та шăпах çак кĕпер çине ярса пуçрĕ. Васкамасăр тӳпери çунтарса ярасла хĕртекен хĕвеле, таврари пĕр хусканăва туймасăр утрĕ хĕрарăм. Аса илмелли нумай. Çулĕ вара кĕске.

Мĕне шанса, мĕн кĕтсе таврăнать ĕнтĕ вăл миçемĕш çул ура ярса пусман яла? Кăна Валентина Михайловна хăй те пĕлмерĕ. Анчах хула варринчи ăнсăрт тĕлпулу хыççăн пĕтĕм чунĕ ăна çакăнта килме хистерĕ. Преступник яланах преступлени тунă вырăна таврăнать теççĕ. Тен, Валентина Михайловнăшăн та çакă хăй пĕрремĕш хут йăнăш çулĕ çине пуснă саманта таврăнниех?

Ялалла выртакан çул уншăн çăмăл пулмарĕ. Кашни ярса пусмассерен ури çумне пĕрер пăт çакланнăн туйăнчĕ. Е çук. Тĕрĕсрех, çак йывăр пăт чун çине тиенчĕ. Ял хĕрринчи пĕрремĕш çурт тăррисем курăна пуçлани вара Валентина Михайловнăна çаврăнса пăхмасăр çак кĕтесрен инçерех тарма хистерĕ. Анчах ăçта? Асаилӳрен тарма пулать-ши? Тата хăçанччен? Ахаль те унăн пĕтĕм пурнăçĕ темрен тарни, теме шырани мар-и-ха ĕнтĕ...

Валентина Михайловна çапла асапланса ял хапхинчен кĕрсе кайнă самантра ăна хирĕç тепĕр енчен тăваттăн утрĕç. Васкамасăр — таврари кашни сас-чĕве, тĕс-илеме асăр-хаса пычĕç вĕсем. Шӳтлерĕç те кулчĕç. Тӳпери хĕвеле, анлă уй-хире, ал тупанĕ çинчи пек курăнса ларакан яла курса киленчĕç çамрăксем.

■ Страницăсем: 1 2 3 4