Аххаяс-маххаяс :: 2. Пусăра пурăнман пулă


Шупашкар хула канашне депутата суйланнăранпа курманччĕ-ха эп ăна, Алексей Макаровича. Шăмат кун «Шупашкар» лавкка умĕпе иртсе пыраттăм. Кӳп! тутарчĕ такам çурăмран. Çаврăнса пăхрăм та, çакă пулах кайрĕ. Çав тери хаваслă хăй.

Эпир унпа пĕр вăхăтра институтра вĕреннĕ, Ленинград урамĕнчи обшежитире пĕрле пурăннă. Депутата суйланнă ятпа саламлам-ха тесе çăвар уçасшăнччĕ, ĕлкĕреймерĕм.

— Атя сăра ĕçер, — терĕ çакă. — Кăмăлу пулсан Кăватлăраххине те туянма пултаратăп...

Чухлатăп ĕнтĕ, ман умра кăштах курнăçланасшăн. Юрĕ, ара, депутата пурне те суйламаççĕ.

— Сăрапах çырлахар, — терĕм те, сăра барĕ умне, пысăк сас паллисемпе «Пепси» тесе çырнă шăналăк айне кайса лартăмăр. Çил вĕрсен тӳнсе каякан пластмасса пукансем çине, çавăн пекех пластмасса сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Алексей Макарович икшер кĕленче «Толстяк» çĕклесе килчĕ те иккĕшне ман ума, иккĕшне хăйĕн умне лартрĕ. Кĕленчесене шак тутартăмăр та çăварĕнченех ĕçме тытăнтăмăр.

— Юрать-и? — пырса тăчĕç çулланнă икĕ арçын, юрать тесе каласса кĕтмесĕрех пире хирĕç кĕрсе ларчĕç. Пĕри пĕç хушшине хĕстерсе эрех кĕленчи уçрĕ, тепри кĕсьерен икĕ хут стакан кăларчĕ те эрех кĕленчи тытса лараканни умнелле шутарса хучĕ. Лешĕ туллиех тултарчĕ.

— Ку хутĕнче манăн хăналамаллаччĕ-ха, — терĕ стакан кăларса лартнă арçын.

— Сăлтав пулĕ-ха, ĕлкĕрен, — сăмах хушрĕ тепри. — Ку кунсенче укçа тупăнсах пычĕ-ха. Аварие лекнĕ машинăсен кузовĕсене шаккаса тӳрлетсе паратăп. Мĕн чухлĕ ыйтап, çавăн чухлĕ шеллемеççĕ. Шăвăç тӳрлетме пурте пĕлмеççĕ. Хулара та темиçен кăна эпир...

Пĕр сăмахсăр янклаттарчĕç те тутисене ал тӳнтерĕшĕпе шăлса илчĕç. Эпир те пуррине мансах тытăнчĕç хыттăн калаçма.

Юнашар сĕтел хушшине пĕр ĕçкĕçĕ килсе ларчĕ. Эпир кĕленчесене пушатасса кĕтет ĕнтĕ. Вăл темшĕн пĕç хушшине хĕстерсе кĕленче уçнă çынна аса илтерчĕ. Сăнпа, кӳлепипе, анчах эрех уçаканни тулли питлĕ, лешĕ хытанка. Çийи-çими пурăнать пулас.

— Эс, Анани, пулăшма мана та чĕнкеле, пая кĕрем, — терĕ стакан кăларса лартни.

— Юрать, — çăвар туллин каларĕ тепри.

Анани тенĕ хыççăн юнашар сĕтел хушшинчи арçын пуçне ялт çĕклерĕ. Вăл та Анани ятлă иккен тесе тавçăртăм эпĕ.

— Пире калаçтармаççĕ кусем, куçса ларар-и пушă сĕтел хушшине? — терĕм.

Алексей Макарович алă сулчĕ кăна: сӳпĕлтетчĕрех...

Тепрер стакан ячĕç те ку арçынсем тата хыттăнрах калаçма пуçларĕç.

— Пĕлен-ха эс, — терĕ стакансем кăларса лартни.

— Милицире ĕçлесе пенсие тухнă эпĕ. Пенси начар мар. Килтисенчен хĕстеркелесе хăвармалăхах пур...

— Эп ĕнтĕ троллейбус деповĕсĕр пуçне урăх вырăн пĕлмен. Пĕр кайса кĕнĕ те вĕçне çитиех унта ĕçлетĕп.

— Ман çынсемпе çăрăлма тивнĕ. Тем те курнă ĕнтĕ. Нумайăшне маннă. Пĕр япала асран тухмасть те тухмасть. Паян ирхине каллех пуçа пырса кĕчĕ. Итлетне эс, Элешкин?

Леш, юнашар сĕтел хушшинче эпир кĕленчесене пушатасса кĕтсе лараканни, каллех пуçне кăлт çĕклерĕ. Ара, кун хушамачĕ каллех Элешкин мар-и-ха?

— Итлетĕп, итлетĕп, — терĕ Элешкинĕ.

— Канашра пулчĕ вăл. Ун чухне мана линейнăй милицийе куçарнăччĕ. Тем айăпшăн. Астумастăп халь. Пуçлăха юрайман ĕнтĕ... Пыратăп çапла рельссем хушшипе утса. Каç пулса килет. Çамрăк, вăйлă ун чухне. Хам васкатăп. Ман умра хĕрарăмпа арçын утса пыраççĕ. Ар-çынни ӳсĕр, сулăна-сулăна каять. Тем мăкăртатса калаçаççĕ хăйсем. Хушшăмăрсем ĕнтĕ пĕр вун-вун икĕ метр пек юлнăччĕ. Ку арçын хĕрарăма ярса тытрĕ те пуçларĕ кӳпкеме. Ним шеллемесĕр çапать, тапать. Чăтса тăраймарăм, чупса çитрĕм те арçынна хăйне кăкăртан ярса тытрăм.

— Мĕн хăтланатăн? — пыр тĕпĕпе кăшкăрса ятăм. — Ма хĕнетĕн?

— Сан ĕç çук, — терĕ те кускер мана хама çутăлтарса ячĕ.

— Ах, апла-и-ха эс?!

Çакна ик хул айĕнчен икĕ алăпа çатăрласа тытрăм та çĕклесе илтĕм. Мĕн тăвассине хам та пĕлместĕп-ха. Хирĕç çапма юраманнине кăна пĕлетĕп. Çывăхрах тавар вакунĕсем тăраççĕ. Пĕрин алăкĕ уçă. Тытрăм та çак арçынна пушă вакуна ывăтса ятăм. Ку сиксе анма хăтланать. Алăкне хупрăм та хутăм. Лăплантăр пăртак терĕм. Урисемпе вакун алăкне кĕрĕслеттерме пикенчĕ. Эпĕ хĕрарăм патне таврăнтăм та кам эсĕ, мĕншĕн кӳрентерет вăл сана тесе темиçе ыйту патăм. Хĕрарăм, çамрăкскер хăй, ним те калаçаймасть, чыхăна-чыхăна макăрать.

— Акт çырас-и? — тетĕп çакна. — Милици уйрăмне илсе каяс-и?

— Хăть мĕн тăвăр. Вăл мана пурпĕрех вĕлерет, — тет çакă.

Ку сăмах хăратсах ячĕ. Кам вăл, мĕнле çын тесе ыйтатăп.

— Упăшка пекки, — терĕ те хĕрарăм тата хытăрах макăрма пуçларĕ.

Ку калаçу мана пăлхатсах ячĕ. Хĕрарăма пулăшас килчĕ.

— Ма, — тетĕп, — милицие пĕлтерместĕн?

— Милицие кайсан тӳрех вĕлеретĕп тесе хăратать. Чăтатăп... Ачасемшĕн...

Лешĕ вакун алăкне кĕмсĕртеттерме чарăнчĕ. Лăпланчĕ пуль-ха, уçса кăларам тесе вакун патне çитрĕм кăна, кăлт-калт туртăнса илчĕ вакун, хăлт-халт, шалт-шалт сасă пулчĕ, вакун хускалчĕ те кайрĕ. Чупрăм ун хыççăн, алăка уçса çынна кăларса ĕлкĕреймерĕм. Пушă вакунсем пĕрин хыççăн тепри ирте-ирте кайрĕç. Юлашки вакуна хыçран пăхса тăрса юлтăм. Халĕ те хăраса шухăшлатăп. Раштав уйăхĕччĕ ун чухне. Мĕн пулчĕ-ши çав çынна тетĕп.

— Çав кирлĕ-ха ăна. Спаççип сана, — терĕ те хĕрарăм рельссем урлă каçса кайрĕ, куçран çухалчĕ.

Итленĕçемĕн Элешкин текеннин пуçĕ усăнса та усăнса пычĕ. Ўсĕрĕ пусни мар-ха ку, пайташăн калаçăвĕ шухăша ячĕ ăна. Эп ĕнтĕ кăсăкланса кайрăм та ку Элешкинĕ мĕн каласса кĕтме тытăнтăм. Пайтахчен пуçне чиксе ларчĕ çакă. Алексей Макарович пуш кĕленчесене юнашар сĕтел хушшинчи арçын умне кайса лартрĕ. Вăл та кăсăклансах итлеме пикенчĕ.

— Ман хĕрĕн, Зойăн, упăшки пулнă вăл. Те Сергачра, те Арзамасра терĕç. Тупнă шăнса хытнă ӳтне. Çумĕнче нимле документ та пулман. Вĕлернĕ паллă çук. Хăй ӳсĕрпе кĕрсе выртнă та шăнса вилнĕ тесе шутланă та çаплипех масара кайса пытарнă. Ăна Арманкасси çынни каласа панăччĕ. Петрун ятлăччĕ вăл. Путсĕртен путсĕрччĕ ĕнтĕ. Ниçта пĕр кун ыррăн ĕçлесе курман пуль вăл. Вырнаçать пĕр-пĕр ĕçе. Пĕрремĕш ĕç укçиччен. Ĕçсе каять те, ăна ĕç те, ĕç вырăнĕ те урăх кирлĕ млр. Пурăнмалла, кашни кун ĕçмелле. Каятчĕ те пасара мĕн килчĕ ăна йăкăртатчĕ. Зойăн япалисене туха-туха сутатчĕ. Те Зойăран илтсе пĕлнĕ, те такамран. Мана шыраса тупрĕ çакă. Миçе çул каялла-ха вăл? Кайран аса илĕп-ха. Паллаштарчĕ. Тавай хăнала кĕрĕвне тет. Киле илсе кĕресшĕн марччĕ. Хăпмасть те хăпмасть. Пĕр эрне шăвартăм. Кайма шутламасть те. Арăм тарăхса çитрĕ. Арăмăн хĕрĕ уйрăмах хытă тарăхрĕ. Вара эп ĕçе кайсан çаксем, икĕ хĕрарăм, кӳрше чĕнсе каçнă. Ислетеспе хăратса аран-аран кăларса янă. Ĕçе пычĕ ман пата. Вахтера чĕнме янă. Çук вăл кунта, командировкăна васкавлăн кăларса ячĕç тесе суйма каларăм. Унтанпа килсе çулăхмарĕ.

Арçынсен кĕленчи пушанманччĕ те, вĕсем ларса юлчĕç, эпир, Алексей Макаровичпа иксĕмĕр, тăрса кайрăмăр. Алексей Макарович, каллех ман умра курнăçланма ĕнтĕ, тепĕр Элешкинне, пушă кĕленче сыхласа лараканнине, вунă тенкĕлĕх парса хăварчĕ.

— Мĕскĕнсене шеллес килет, — терĕ, — вĕсем те çынсемех-çке.

 

* * *

Кашни ялăнах хăйĕн йăли те хăйĕн йĕрки пур. Арманкасси арçыннисем темшĕн пусă тасатас, пус пури хăпартас ĕçе хăйсен тесе шутламаççĕ. Тахçанхи-тахçанхи йăлапа Арманкасси пуссисене вăтаелсем юсаса-тасатса тăраççĕ. Ĕнтĕ вăрçă çулĕсенче те вĕсене пăхса тăракан пулман, вăрçă пĕтнĕренпе те мĕн вăхăт иртрĕ. Ял совет председателĕ ятарласа лару ирттерчĕ, сулăм укçи кăна çитмĕ, тавайăр килсерен пăртакшарăн пуçтарар терĕ. Килĕшрĕç çынсем унпа. Еçтăвком председателĕ Çӳппи, ĕçне кура Иван Романович тесе чĕнекенскер, кил-кил тăрăх хамах çӳрĕп терĕ. Утта тухиччен ялти çичĕ пусса тасаттарса пĕтерме, виççĕшĕн пурисене улăштарма калаçса татăлчĕç те тепĕр кунах Вăтаеле çын ячĕç.

Лешсем нумай кĕттермерĕç, улттăн-çиччĕн хускалса килчĕç.

Иван Романович иртен пуçласа каçчен килтен киле çӳрерĕ. Силисса патне те кĕрсе тухса кайрĕ.

— Пусса тасатса пĕтериччен ял вĕçĕнчи çăлтан шыв илсе тăмалла пулать, — терĕ ял совет çынни кашнинех.

— Юрĕ ĕнтĕ, тем вăхăтах ĕçлемĕç-ха вăтаелсем. Вĕсем ӳркенсе-туса тăракан марччĕ, — пĕр шухăшлăн калаçрĕç ял çыннисем.

Силиссасен кассинчи пусса ашшĕпе ывăлĕ йышăннă терĕç. Вĕсен, иккĕшĕн, ĕç хатĕрĕсем те урăхла. Темле шăлтăрмасем, виç ураллă кусла вырнаçтарса лартрĕç, пусă юшкăнне кăларма супнийĕ те курма хăнăхнă пекскер мар. Ывăлĕ пусă тĕпне анса кайрĕ, ашшĕ çӳлте юлчĕ. Малтан путнă çичĕ витре кăларчĕç, вĕсене пусă айккине çерем çине йĕркипе лартса тухрĕç. Çынсем хăйсен витрисене палласа иле-иле кайччăр терĕç пулас та, никама та кирлĕ пулмарĕç вĕсем. Пусса тасатсан та, пурисене çĕнетсен те, шыв тăрăлсан та ку витресене илес текен никам та пулмарĕ. Вара Муççей конюх лашасене сĕлĕ пама тесе çиччĕшне те лаша витине илсе кайрĕ.

Çав кунсенче касри çынсем Аркашпа Анани тенисĕр пуçне урăх ятсене аса та илмерĕç пулас. Пусă ĕçлесе пĕтеричченех Аркаш, Анани ашшĕ, упăшкине фронтран кĕтсе илеймен Елена Кирилловна учительница патне киле кĕчĕ. Вăтаелĕнче çемйи пулнă-и, пулман-и, пур-и, çук-и — ун çинчен никам та калаçмарĕ. Елена Кирилловна, ку таранччен пĕччен пурăннăскер, пĕчченлĕхе пĕтерме тӳр килнĕшĕн савăнмаллипех савăнчĕ. Кăмăлĕ пач урăхланчĕ. Кулса-çиçсе çӳрекен пулчĕ. Ăна ял çинче асăрхамасăр тăма çуках ĕнтĕ. Анани вара Арманкассине час та час килсе çӳрекен пулчĕ.

Силиссан ашшĕпе амăшĕ пурăннă чухне те Елена Кирилловнăпа хутшăнман, пĕр-пĕрин патне кайса-килсе çӳремен. Хура кĕркунне, хирти-пахчари ĕçсене тирпейленĕ хыççăн, каç пулттипе Елена Кирилловна килчĕ те кĕчĕ.

— Сан патна-ха эп, Силисса, сан патна. Сăмах тупăнчĕ, — терĕ алăкран кĕнĕ-кĕменех.

— Иртĕрех, ларăрах вырăн тупса, — тарават калаçма тăрăшрĕ Силисса та.

— Ларсах калаçар пулĕ çав, — терĕ те Елена Кирилловна сĕтел хушшинех вырнаçрĕ.

Малтан ячĕшĕн килти пурнăç-тĕрĕш пирки ыйтса пĕлчĕ. Уншăн, Силисса пĕччен пуçăн еплерех пурăннине пĕлесшĕн килменнине чухлама йывăр пулмарĕ. Унтан хăйĕн киле кĕртнĕ çĕнĕ упăшкине ырлама та чухтама пикенчĕ. Ман Аркаш та ман Аркаш тенĕ хыççăп Силисса чĕри тем сиссе илнĕ пек пулчĕ те, Елена Кирилловна шăпланчĕ. Ытла васкас мар терĕ пулас, каллех ялти хыпарсене аса илме тытăнчĕ. Шăп çав вăхăтра тата урампа Анани иртсе пыратчĕ. Ăна чи малтан Силисса курчĕ. Елена Кирилловнăн та чăн калаçăвне хускатма сăлтав тупăнчĕ.

— Хам ача пекех юрататăп, тупата, — тесе хучĕ вăл. — Кăмăллă, тарават. Алли ăста. Тем тытса тем ăсталаять.

Татах та татах мухтаса калаçрĕ те Анани сана валли питĕ лайăх мăшăр пулать тесе хучĕ. Ку ыт ахальтен персе янă сăмах пулманнине Силисса ăнланчĕ, камран канаш ыйтмаллине кăна пĕлеймерĕ. Тĕкĕннĕ выльăх тĕкне çинĕ тенĕ пек, Елена Кирилловна тухса кайсанах Раман матки патне кайма шутларĕ.

— Евчĕре çӳресе курман çав эп, — тесе хурайрĕ лешĕ, ни кай, ни ан кай тесе ним те шарламарĕ.

Вара пурнăç еплерех çаврăнса тухассине кĕтесси кăна юлчĕ.

Елена Кирилловна тепĕр икĕ-виçĕ хут та килсе ларчĕ. Силиссан кăмăл еккине пĕлесшĕн пулчĕ. Лешĕ ни савăннине, ни пăшăрханнине палăртмарĕ. Тепринче Елена Кирилловна Аркашпа пĕрле килсе кĕчĕ. Ку хутĕнче ытарласа та шахвăртса калаçмарĕç. Тӳрех туйне хăçан тата ăçта тăвăпăр тесе ыйтрĕç. Силисса çумĕнче ватти пулнă пулсан ку ыйтăва ун хуравламаллаччĕ, анчах çамрăк хĕрĕн хăйĕнех ватти те, качча каяканни те пулма тивнипе чĕлхи çĕтрĕ. Ним сăмах çавăрса калаймарĕ. Уншăн Елена Кирилловна калаçрĕ.

— Киле кĕрекен арçынна чăваш çынни хисепе хумасть. Киле кĕнĕ пек ан пултăр тесе туйне хамăр патăртах тăвăпăр. Ашшĕн килĕнче. Хĕве те унтах хупăпăр. Темиçе кун пирĕн патра пурăннă хыççăн куçăр та килĕр кунта. Халăх умĕнче, ял-йыш куçĕ умĕнче. Туй расхутне хамăр çине илетпĕр. Çĕн хăта-мĕн тăвасах тесен, хăвăрăн ирĕкĕр. Тăванусемпе калаçса пăхăн та...

Читлĕхри кайăк пек вĕткеленчĕ Силисса Елена Кирилловнăпа Аркаш тухса кайсан. Пӳрт тăрăх кумрĕ те кумрĕ лара-тăра пĕлми. Канаш тытма çывăх тăванĕ те çук ун. Ют çын — ют çын кăна. Уншăн пулсан сан кун-çулу çӳпĕ вырăнĕнче. Мĕн тăвам-ши? Мĕн тăвам-ши?

Силисса пăшăрханни ял халăхне хускатрĕ тейĕн. Чăваш ялĕ çавăнпа ĕмĕр арканми тĕреклĕ мар-и? Хыпар сарăлчĕ кăна ял çине, Силисса патне ун тантăшĕсем, кӳршĕсем пĕрин хыççăн тепри килме тытăнчĕç. Качча каяс хĕрсен, çĕнĕ çынсен пурин те пĕр хуйхă — Силиссана хăйĕн туйĕнче намăс курма памалла мар. Туй тумĕ тум майлă пултăр, пикерен те пикен курăнтăр вăл хăйĕн туйĕнче. Çĕлемеллине çĕлерĕç, тĕрлемеллине тĕрлерĕç. Силиссан хăйĕн унашкал шухăш та пулманччĕ, анчах тантăшĕсемпе çĕнĕ çынсем ӳкĕте кĕртрĕç-кĕртрĕçех.

— Ĕмĕрте пĕрре пулакан япала вăл, пĕркенчĕк айне лармаллах, лармаллах...

Килĕштерсе пурăнма тытăнчĕç Силиссапа Анани. Кирушпа Энри кайса çухалнă хыççăн арçын ĕçне те хĕрарăм аллипе тума тиветчĕ, халĕ ĕнтĕ пуртă-пăчкă, сава-мăлатук Анани аллине куçрĕ.

Юратупа телей çинчен калаçнă-и вĕсем, калаçман та-и, ăна Силисса темшĕн пĕрре те астумасть. Зоя çуралсан савăннине манаймасть. Анани те маччана çити сикнĕччĕ. Пĕчĕк пепки валли хуп сăпка та хăех ăста ларĕ. Малтан тахăш кӳршĕ патне кайса пăхса килчĕ. Хупне те кӳршĕсемех пачĕç. Вăрмана кайса çĕмĕрт пĕкече касрĕ. Пĕрремĕш ача канăçсăр пулать тени Силисса хăлхине кĕнĕччĕ, анчах ыйхă татма тивмерĕ. Каçăхса кайса макăрса кăтартмарĕ Зоя. Сăпки килĕшрĕ пулас. Сăпкари ача хускалнă-хускалман çĕмĕрт пĕкече хăех авăна-авăна илет те, ача тепĕр хут лăпланса выртать.

Зоя тăрса ларакан пулсан Анани ун валли пĕчĕк кравать ăсталарĕ. Ăна та тахăш кӳршĕ патне кайса ӳкерсе илчĕ. Ача персе ан анайтăр, теттисем куç умĕнчех çакăнса тăччăр тесе йĕри-тавра пĕчĕк карлăк тытса çаварчĕ, шăрпăк таврашĕ тăратăнса ан тăтăр тесе кашни хăмине, рейкине хăйăрлă чулпа якатрĕ. Пĕчĕкки савăнма пĕлеймест те, ун савăнăçне те Силисса хăйне илчĕ. Пушă вăхăт çук чухне те вăл пĕчĕк кравать патне пыма, пепкине юратса пăхса илме май тупсах тăчĕ. Кашнинчех пĕр шухăш кăна пулчĕ хăйĕн: «Çуралнă чун тесе чул хушшинче кăна ӳстерес марччĕ сана».

 

* * *

Пилĕк çул иртсе кайрĕ Энрипе Кируш кайса çухални. Ĕнтĕ Зоя та тăрса ларакан пулчĕ. Ĕнтĕ Анани те ют ял çынни пулма пăрахрĕ, Арманкасси çынни пулса кайрĕ. Арманкассисемпе пĕрле пĕр çĕре сухалать, пĕр уйра ĕçлет, пĕр ĕç тăвать. Тăрсан-тăрсан кăна мар, час-часах аса илекен пулчĕ шăллĕсене Силисса. Пĕр варта выртман та, пĕр çăкăра çисе ӳснĕ, пĕр сывлăша сывланă, пĕр çынсене атте те анне тенĕ. Камран мĕн ыйтса пĕлмеллине те, мĕн тумаллине те чухлаймасть. Çакă пушшех те чуна пусахлать. Темиçе пуслăх конвертне шеллеççĕ пулать-и-ха? Ма виç сăмах та пулин çырса ямалла мар?

Чун сисет, чун туять. Вĕсем иккĕшĕ те Силиссана аппăшĕ тесе шутламаççĕ. Пăхса ӳстернине шута хумаççĕ ĕнтĕ. Вĕсене аса илнĕçемĕн, вĕсен кун-çулĕ пирки шухăшланăçемĕн Силиссана хурлăх пусса илет. Çӳрет вара сĕнксе, ĕç патне алă пыми, çывăх çынпа та калаçас килми пулать.

Чуна шĕкĕ иленчĕ. Вăл авăртнă кĕрпе курăнмасть пулин те чун канăçлăх мĕнне манчĕ. Паян мар тăк, ыран, ыран мар тăк, тепĕр кун тем усал хыпар килсе çитессĕнех туйăна пуçларĕ. Паçа та çаплаччĕ: пĕр усал шухăш ерсен унран час хăпаймастчĕ. Те унран, те амăшĕнчен куçнă ĕнтĕ ку Силиссана. Асапланать те асапланать. Анание каласа парсан лешĕ асапланасран хăрать. Хамах чăтса ирттерем тесе шутлать те канăç паман шухăшне çын çине кăлармасть.

■ Страницăсем: 1 2 3 4