Кăвак çĕмрен :: Ват çын — тăват çын


Ялти ватта итлесен ялта сумра пулан.

Халăх каларăшĕ.

 

Укаслу чĕрĕ-сыввăн хăй патне таврăннишĕн Кĕлсулттан кинемей калама çук хавасланчĕ.

— Хĕрĕм, — терĕ вăл, — ĕненес-и, ĕненес мар-и эсĕ çапла чĕрĕ те сывă иккенне.

— Ĕнен, кинемей, ĕнен, — кăшт куларах калаçрĕ хĕр.

— Мĕн вара çапла тери чылай хушă таçта çӳрерĕн эсе? Хыçран йĕрлекенсенчен епле пытанма пултарайрăн?

— Патька-патша тапăрăнче пултăм эпĕ, кинемей, — терĕ те Укаслу эпир, вулаканăм, санпа иксĕмĕр мĕн пĕлнине карчăка каласа кăтартма тытăнчĕ.

Тĕлĕнсе, пуçне унталла та кунталла сулларĕ Кĕлсулттан кинемей, аллипе пĕççине çапрĕ те çапрĕ.

— Эхе-хе, тĕнче тăрăх хавха çӳрет, хĕрĕм, эпĕ вара, патька-патша çинчен илтнĕ пулсан та ĕненмесĕр пурăнтăм. Ватăскер ĕнтĕ эпĕ, çынсем куна шутласа кăларнă пулĕ, тенĕччĕ. Эхе-хе, çынсем чăннипех каланă иккен...

Унтан вара карчăк каллех, çăварне карсах, Укаслу каласа панине итле пуçларĕ. Хĕр хайхи патька-патша хăйне çĕклесе тăратнине, унтан ыттисен умĕнчех ура çинче тăма ирĕк панине илтсессĕн пушшех те тĕлĕнсе кайрĕ.

— Çаплах каларĕ-и вара? — темиçе хутчен те ыйтрĕ вăл. — Тăр, тăр, хĕрĕм. Кала, мĕн çăмăлпа? Кам кӳрентерчĕ сана, тет. Эхе-хе! Эпĕ эсĕ ыйтнине ахаль хăвармăп, тет.

— Çаплах каларĕ, — çирĕплетрĕ Укаслу, вара малалла каласа кăтартма тытăнчĕ, хăйĕн куçĕ çав самантра куççулĕпе йĕпенчĕ.

Тĕлĕнсе пăхать ун çине карчăк-карчамас. Укаслу хăйне патька-патша мĕншĕн çара илменнине каласа кăтарта пуçларĕ.

— Эсĕ вара чăнласах та патька-патша çарçынни пулас тенĕччĕ-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ карчăк.

— Кинемей, ара, эпир Пинерпе çавăн çинчен калаçса татăлнăччĕ те ĕнтĕ. Анчах ăна, ав,вĕлерчĕç. Эпĕ пĕчченех тăрса юлтăм. Патька-патша хайхи мана калать: «Çук, хĕрĕм. Хĕрсем пирĕн çара кирлĕ мар. Антив арçынсем çапăçчăр ĕнтĕ. Хĕрсен ĕçĕ...» Эпĕ вара унăн сăмахне те итлесе пĕтереймерĕм, ĕсĕклесе йĕрсе ятăм. Патька-патша мана лăплантарас тесе тата тем-тем сăмахсем те калать. Унпа пĕрле пулнă çынсем те мана лăплантараççĕ. Эпĕ çаплах йĕретĕп. Сасартăк куратăп хайхи, пĕри пĕчĕк хутаç илсе килет, патька-патшана тыттарать. Патька-патша çав хутаçне мана тыттарать: «Ку сана, хĕрем, манран, патшаран-императортан. Хĕр тупри тума пултăр!» — тет.

— Санăн вара каялла каймаллах пулчĕ-и! Эхе-хе!

— Каймаллах пулчĕ, кинемей. Унта, патька-патша çыннисен хушшинче, пĕр чăваш пурччĕ. Хусанкка. Вăл мана алкумне тухма хушрĕ. Ман хыççăнах Хусанкка хăй те тухрĕ: «Тӳрех Çавал тăрăхне, çав-çав яла кай. Унта ман анне пурăнать, — терĕ. — Ун патĕнче пурăн кăштах. Кайран, вăрçă чарăнсан, пурнăç майлашăнса кайĕ».

Эпĕ çапла ун умĕнче тăратăп та нимĕн калама та пĕлместĕп.

Хусанкка амăшĕ пурнакан ял ятне те çавăнтах манса кайрăм.

— Халĕ ĕнтĕ кай, — терĕ Хусанкка. — Телейлĕ çул сунатăп... Вăл шала кĕрсессĕнех тепĕр çын тухать. Яштака пӳллĕ, хĕç вĕçĕ пек çӳхе мăйăхлă каччă. Алюн. Çавă калать мана:

— Пулăшăп эпĕ сана, пикеçĕм. Санăн ĕмĕтӳ çитĕ. Анчах, атя-ха, кунтан кăшт аяккарах каяр. Вара мĕн тумаллине калăп.

Алкумĕнчен урама тухрăмăр. Çавă вара, Алюн текенни, мана калать: «Эсĕ, пикеçĕм, епле пулсан та каялла тапăра таврăнма тăрăш. Анчах эсĕ хĕр иккенне ун чухне никамăн та пĕлмелле мар, патька-патшан та».

— Ара, мĕн, арçынла тумланмалла-им вара? Эхе-хе! — тĕлĕнсе ыйтрĕ Кĕлсулттан кинемей.

— Çапла хушрĕ çав. Эсĕ, тет, пĕр-пĕр çĕре кай та, кăштах лăпланса пурăн, кан, вара арçынла тумланса каялла кил. Паллах, пĕр-пĕр ухă е хĕç таврашĕ тупса таврăнсан тата та лайăх пулмалла, тет...

Тата нумай каласа кăтартрĕ Укаслу. Алюн ăна çав тери каялла таврăнтарасшăн пулнă. Пысăках мар çарпа вăл хăй кăнтăрти чăваш ялĕсенелле тухса каяс тенине те пĕлтернĕ. «Эпĕ чи кăнтăрти чăваш ялĕсене те çитесшĕн. Ман çинчен хавха пулĕ унта. Çав хавха сан пата илсе çитерĕ», — тесе ăнлантарнă...

Хĕр калавне итленĕ хыççăн Кĕлсулттан кинемей чылай хушă ним чĕнмесĕр шухăша кайса ларчĕ. Юлашкинчен: «Эсĕ, Укаслу, ватă çынсем Илтилет ятлă хĕр-паттăр çинчен каланине илтнĕ-и?» — тесе ыйтрĕ.

— Илтнĕ, кинемей, илтнĕ, — сиксе ӳкрĕ Укаслу. — Мана ун çинчен асатте каласа панăччĕ. Хăй вилес умĕн. Эпĕ яланах ун çинчен шухăшлаттăм. Çавăнпа ĕнтĕ эпĕ Алюн каланипе килĕшрĕм те.

— Апла, арçынла тумланса каялла каясшăн иккен, э-э-э?

— Каясшăн, кинемей. Каясшăн. Пулăшсамччĕ, кинемей, мана. Эсĕ мана пулăшасса эпĕ ялан шанса тăнă, çавăнпа Килтеше таврăнтăм та ĕнтĕ. Хунчарсен аллине лекесрен те хăрамарăм.

Карчăк чылайччен чĕнмесĕр ларчĕ. Тем шухăшларĕ, вара çапла каларĕ:

— Пулăшăп, хĕрĕм! Пулăшăп! Эхе-хе! Хам ĕмĕрте эпĕ тем те курнă. Сана хам патăмран ярассăм килмест те çав, çапах та пулăшăп сана. Эпĕ, ара, ватă ĕнтĕ. Эпĕ пĕччен те юлăп. Пурăнăп-ха. Эхе-хе! Анчах çакна асту, Укаслу, арçынла тумлансан санăн хĕрупраç йăли-йĕркине йăлтах манмалла.

Укаслу карчăк çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Ара, вăл кун çинчен шухăшламан та-çке.

— Ун пирки шухăшламан апла эсĕ, — тӳрех хĕр шухăшне тавçăрса илчĕ карчăк. — Çапла çав, хĕрĕм. Ватă çынсăр ниçта та каяймăн. Эхе-хе! Ват çын — тăват çын. Вăл тĕнчере нумай пурăннă, нумай пĕлет. Эхе-хе! Акă, кăтартам-ха сана.

Çак сăмахсемпе карчăк Укаслăва çĕçĕ тата пуçламан çавра çăкăр тыттарчĕ.

— Акă, кас-ха çакна. Эпĕ сан çине пăхам.

Укаслу сылтăм аллипе çĕçĕ тытрĕ. Унтан вăл пуçламан çăкăрне сулахай аллипе илчĕ те кăкăрĕ çумне хĕстерсе пĕр чĕлĕ касса кăларчĕ.

— Эхе-хе! — кулам пекки турĕ Кĕлсулттан кинемей. — Патька-патша çарĕнчи пĕр-пĕр вăйпут таврашĕ пулсассăн та эсĕ çăкăра çаплах касăн-и?

— Мĕнле касмалла тата? — шалт аптраса ӳкрĕ Укаслу.

Ара, çăкăра кун пек каснине курсассăн сана никам та арçын теес çук, эсĕ хĕрупраç иккенне пĕлĕç пурте. Эхе-хе! Ан тĕлĕн, Укаслу. Эпĕ ватă ĕнтĕ, ăна-кăна чухлакалатăп. Арçын çăкăра апла касмасть.

Кĕлсулттан çăкăра сулахай аллипе тытрĕ. Вара ăна кăкăрĕ патне çывхартмасăр, алли çинче тытсах пĕр чĕлĕ касса илчĕ.

— Куртăн-и? Ак çапла. Арçын çăкăра кăкăрĕ çумне чăмăртамасть. Ăнлантăн-и, Укаслу?

Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Укаслу çакна курсан. Ара, кун пирки вăл ĕмĕрне те шухăшлас çук-çке. Юрать-ха, çак карчăк пулчĕ. И-и, тинкӳ кăна тухĕ çав.

Çав хушăра карчăк çаплах калаçрĕ:

— Укаслу-хĕрĕм, тем те пĕлмелле-ха санăн, тем те пĕлмелле. Çапах та эсĕ ан пăшăрхан. Кĕлсулттан карчăк санпа юнашар чухне эсĕ пĕрре те ан пăшăрхан. Пурте йĕркеллех пулĕ. Пурне те йĕркипе пĕлекен пулăн. Арçын йăлине те. Тумтирӳ те пулĕ санăн. Хĕçӳ те, ухху та пулĕ. Халь ун çинчен калаçса çитĕ. Атя-ха хире-хирĕç ларса пĕрле апат çиер. Эхе-хе! тем, хырăм выçнă пек пулчĕ манăн, ватсупнăн...