Кăвак çĕмрен :: Тĕнче тăрăх хавха çӳрет
Ейĕк шывĕ ейӳ кайнă,
Атăл тухнă çырантан
Емельян-маттур Иванăч —
Пăкачав хумхатнăран.
Юрăран.
Аванкай хăй патне кĕртнĕ яшсене Чăвашстанра мĕншĕн тимĕрç лаççисем тытма ирĕк паманни тата тимĕр-тăмăрпала суту-илӳ тума чарни çинчен каласа панăранпа виçĕ кун иртрĕ. Аманнă каччăсем хăйсене лайăхрах туя пуçларĕç. Леш упа лутăркаса пĕтерни те самаях уткалакан пулчĕ.
Ватă Аванкай çак кунсенче иртен пуçласа каçчен хăйĕн тимĕрç лаççинче тем аппаланчĕ.
Паян, акă, старик, лаçĕнчен ир килчĕ.
Каччăсенчен иккĕшĕ, Аçтăрханпа Атлай, çĕрпӳртри пĕртен-пĕр пĕчĕк чӳрече патне ларнă та хуллен юрă юрлаççĕ.
Çӳл ту çинче хурăнлăх, хурăнлăх,
Çинчен милĕк çуйлар-и те,
Тĕпне хăйлăх тăвар-и?
Вăрман хĕрри юманлăх, юманлăх,
Çинчен икел суйлар-и те,
Тĕпне юпа тăвар-и?
Ишмук вĕсенчен аяккарах, тĕпеле ларнă та, пуçне ик аллипе ыталаса, тем çинчен шухăша путнă. Старик кĕнине вăл та асăрхамарĕ. Сасартăк хайхискер юрлакансем çине пăхса илчĕ те çинçе сассипеле янраттарса ячĕ:
Вĕт вăрманта шĕшкĕлĕх, шĕшкĕлĕх,
Çинчен мăйăр суйлар-и те,
Тĕпне тенкел тăвар-и?
«Эпĕ ку юрра юратнине ăçтан пĕлеççĕ-ха вĕсем? — тĕлĕнсе шухăшларĕ Аванкай мучи. — Мана савăнтарас тесе юрлаççĕ пулас. Е ăнсăртран аса килчĕ-ши вĕсене ку? Чăтаймарĕ, тытăнчăклă сассипе вĕсемпе пĕрлех юрласа ячĕ.
Ту питĕнче чиелĕх, чиелĕх.
Çинчен чие суйлар-и, те,
Тĕппе çатан авар-и?
Ун сассине илтсе, каччăсем виççĕшĕ те шарт! сикнĕ пек пулчĕç те, старике асăрхаса, юрлама чарăнчĕç.
— Юрлăр, юрлăр, ачамсем! — терĕ вĕсене хыттăн Аванкай мучи. — Çав тери лайăх юрă ку. Хамăр çуралса ӳснĕ тăван кĕтес çинчен.
Анчах малалла юрлас текенсем пулмарĕç. Вара старик юрра хăй пĕчченех вĕçлерĕ.
Парлак çинче çырлалăх, çырлалăх,
Çинчен çырла суйлар-и те,
Тĕпне утă тăвар-и?..
Çамрăксем вăл юрланине ним чĕнмесĕр итлесе ларчĕç.
— Юрататăп çак юрра, — терĕ старик юрласа пĕтерсен. Вăл çамрăксем патне ларчĕ. — Эх, юрласа яратчĕç çак юрра юнташăмсем-тусăмсем, пĕтĕм тавралăх янăраса кăна тăратчĕ. Чĕре, кăкăртан сиксе тухса, кайăк пек Çавал тăрăх вĕçсе хăпарас тенĕнех туйăнатчĕ... Эх, çĕре кĕчĕç вĕсем, çĕре кĕчĕç вăхăтсăрах...
Вара вăл, тем ытлашшине каланăн, йĕри-тавралла пăхса илчĕ те шăпланчĕ. Кăшт ларсан-ларсан, ывăннă куçĕпе кашнине тинкерчĕ:
— Эмир ăçта?
— Кăмака хыçĕнче, — хуравларĕ Аçтăрхан. — Темĕскер юлхавланчĕ-ши?
— Эй, мĕн пулчĕ сана, Эмир ачам! — кăмака хыçнелле пăхса кăшкăрчĕ Аванкай. — Эс мĕн ыттисенчен уйрăлтăн? Кил кунта!
— Выртнă та тĕлĕрсех кайнă, — кăмака хыçĕнчен тухса хуравларĕ Эмир.
Юлашки вăхăтра старик çак улăп хул-çурăмлă, хăрах куçлă çамрăка ытларах та ытларах кăмăллама пуçларĕ. Вăл лайăхланас енне кайре ĕнтĕ, чиперех çӳрет, анчах ӳсĕрме пăрахаймасть, çичĕ ют çĕмренпе амантнă кăкăрĕнче ӳпке сывланă чухне хăрлатсах тăрать.
«Кăштах пурăнса пăхтăр-ха, вăхăт иртнĕçемĕн ӳпки те йĕркене кĕрĕ, çĕнĕ ӳпке тăвĕ», — тенĕччĕ Кĕлсулттан, çакна шанать-ха Аванкай. Анчах Эмир хăй тем пит тĕксĕм питлĕ, ыттисенчен пăрăнарах çӳрет, сăмахланă чухне те такăнарах калаçать пек. Ахăртнех, чунĕ-чĕринче тем ыратакан йывăр суран пур пулас.
— Мĕншĕн юрламастăн! — терĕ ăна Аванкай.
— Ку юрра пĕлместĕп çав, — старик патне пырса ларчĕ Эмир.
— Епле пĕлместĕн?
— Вĕренсе çитеймерĕм. Чăваш юррисене чылай пĕлетĕп, анчах куна çук.
— Эс мĕн? — тĕлĕнчĕ Аванкай. — Ара, ку чăвашсен чи юратнă юрри-çке.
— Çапла терĕç-ха та. Анчах эпĕ... Калаçăва Аçтăрхан хутшăнчĕ:
— Эс чăваш мар-им? — тӳрех ыйтрĕ вăл.
— Çук. Мишер.
— Мишер? — тĕлĕнсе кăшкăрсах ячĕ Аçтăрхан. — Тутар апла!
— Çук. Мишер эпĕ, — терĕ Эмир.
Аçтăрхан, ун сăмахĕн пĕлтерĕшне ăнланаймасăр, Аванкай мучи мĕн калать тенĕн, старик куçĕнчен пăхрĕ.
— Мишер эпĕ, — хăй шухăшне çирĕплетес тенĕн тепре каларĕ Эмир. — Тутарсем пире мишар теççĕ. Хăшпĕр мишерсем вара хăйсене тутарсем теççĕ. Уйрăмах пуянсемпе мулласем тутар пулассишĕн питĕ тăрăшаççĕ, хăйсене Хусан ханĕсенчен тăван тесе мухтанса çӳреççĕ. Ман асатте вара ялан: «Эпир тутар мар, эпир — мишер», — тетчĕ.
— Ара эсир те сысна какайĕ çиместĕр-çке, аллаха пуç çапатăр! — хыттăн каларĕ Аçтăрхан.
— Ĕхĕ, — хуравларĕ Эмир. — Эпир — мăсăльмансем. Анчах асатте каланă тăрăх ĕлĕк пирĕн йăхсен пĕр турă мар, сирĕнни пекех нумай турă пулнă, вĕсенчен чи аслине Кăк, Кăк Тенкĕр е Танкăр тенĕ, ун чухне мишерсен чĕлхи те чăвашсеннипе пĕр евĕрлех пулнă тет.
— Кун пек каланине эпĕ те илтнĕ-ха ăна, — терĕ Аванкай.
— Тахçан ĕлĕк-авал сирĕн тата пирĕн аслаттейсен пĕр патша пулнă тет.
— Хан мар-и? — ыйтрĕ Аçтăрхан.
— Çук, патша. Асатте çапла калатчĕ.
— Яту та сан мăсăльмансенни пек мар, — терĕ Аванкай.
— Тĕрĕс калан, папай, — савăнсах çирĕплетрĕ çакна Эмир. — Ĕлĕк-авал, мишерсем аллаха ĕненмен чухне, пирĕн йăхра Эмир ятлă паттăр пулнă. Çавăн ятне панă мана. Анчах муллана ку ят килĕшмен, вăл мана Абдулла тесе чĕнме хушнă. Пурпĕрех асаттешĕн те, ытти тăвансемшĕн те эпĕ Эмирех пулса юлтăм.
— Мĕншĕн таркăн пулса тăтăн вара? — ыйтрĕ Аçтăрхан.
— Ара, таркăн пулмасан мĕн тумаллаччĕ-ха ман? Юлашки куçăма чиксе шăтарасса кĕтмеллеччĕ-и?
— Капла каланипе ăнлантăм тетĕн пуль ĕнтĕ.
— Эх, эс ман чун-чĕрене пĕрчĕн-пĕрчĕн туртса кăларас тетĕн пуль эппин, — тарăхнăн каларĕ Эмир. — Туртса кăлар. Калатăп. Вилесрен хăтăлас тесе тартăм. Атту пуçа çиетчĕç манне.
— Мĕншĕн? — çаплах çине тăчĕ Аçтăрхан. Атлай чăтаймарĕ, кăшкăрса ячĕ:
— Эс мĕн, Аçтăрхан, çынна терлентерен? «Мĕншĕн? Мĕншĕн?» Тен, унăн кун пирки калас та килмест пулĕ?
Хăнчăр куçлĕ, вăрăм пӳ-силлĕ Атлай Эмире ыттисенчен çывăхрах курать, çавăнпа ăна хӳтĕлес терĕ пулас ĕнтĕ.
— Юрĕ, юрĕ, йăлтах калăп, — тарăхман пекех пулчĕ Эмир. — Эпĕ чухăн çын, хама ыттисемпе тан этем тесе шутлама тытăннă. Çавăншăн мулласемпе пуянсенчен тармалла пулчĕ манăн. Ялта эпĕ пĕр хĕре юратса пăрахрăм. Мулла хĕрне. Вăл та мана таса чунран юрататчĕ. Эх, хам кам ачи иккенне мансах кайнă çав эпĕ. Хăтана ятăм. Мулла евче каялла патакпа хусах янă. Пĕтĕм ял манран кулма тытăнчĕ. Эпир вара, савнă тусăмпа, Келчечекпе, ялтан тухса тарас терĕмĕр. Чиперех калаçса татăлтăмăр... Çĕрле хайхи Келчечеке илме мулла пахчине пытăм. Тарса пулмарĕ. Мана мулла çыннисем ярса тытрĕç. Келчечеке мăшкăллама шутланă, ун хĕрлĕхне ăмсаннă тесе манăн хăрах куçа шăтарчĕç. Келчечеке вара ялти ватă пуяна качча пачĕç. Ман савни çапла тискер çыннăн тăваттăмĕш арăмĕ пулса тăчĕ.
— Эй, турăçăм, тăватă арăм пĕр çыннăн! — кăшкăрса ячĕ халиччен чĕнмесĕр тăнă Ишмук. — Вĕсене епле çырлахтарса ĕлкĕрет-ха вăл?
Ишмук ихĕлтетсе кулса ячĕ.
— Кунта ним кулмалли те çук, — сиввĕн кăшкăрса тăкрĕ ăна Атлай. — Макăрас пулать. Çыннăн хуйхă, эсĕ, ав, ихĕлтетес шутпа.
— Эп... Эп, ара, ним те мар, — аптраса ӳкрĕ Ишмук. — Эп ăна ман хуçа иккĕмĕш хут авлансан мĕн пулнине каласа кăтартасшăнччĕ.
— Чарăн-ха, халь ан калаç, — терĕ Атлай. — Эмир каласа пĕтертĕр.
Ишмук, килĕшнине пĕлтерсе, пуçне сулчĕ.
— Çав тери кулянипе чĕре кăмрăкланса хуралчĕ, — малалла кала пуçларĕ Эмир. — Хамшăн мар, хам хăрах куçлă пулнăшăн та мар, Келчечекшĕн кулянтăм. Ун упăшки епле тискер çын иккенне эпĕ лайăх пĕлетĕп. Пĕрре ун патĕнче тарçăра та ĕçленĕччĕ. Арăмĕсене çав тери тертлентеретчĕ вăл. Чăнах та, итлемест тесе вăл ман Кĕлчечеке каçа хирĕç сивĕ нӳхрепе хупса лартнă. Вăл вара, çав тискер хурлăхне чăтаймасăр, хăй çине алă хунă.
Эмирăн сывă юлнă куçĕнчен пĕртен-пĕр шултра куççулĕ юхса тухрĕ те пичĕ çине кусса анчĕ.
— Эпĕ вара чăтаймарăм, — куççульне сылтăм алли тупанĕпе шăлса, каларĕ вăл, — çакна илтсессĕнех пуян çуртне те, мулланне те вут тĕртрĕм те ялтан тухса тартăм, вăрмана çитсе, çĕрпӳрт туса, пурăнма тытăнтăм. Анчах мана такам асăрхама ĕлкĕрнĕ пуль çав. Пĕррехинче хайхи çынсем ман йĕрпе кăшкăрашса пынине илтрĕм. Юрать-ха, çĕрпӳртрен тухса тарса ĕлкĕртĕм. Çапах та, ав, мана çĕмренпе лектерчĕç вĕсем. Халь те йăлтах юсанса çитейместĕп-ха. Юлашки вăйăма пухса, чăтлăха шуса кĕтĕм, атту сирĕнпе калаçса та лараяс çукччĕ... Кайранхине пĕлетĕр ĕнтĕ, мана вилĕмрен Аванкай папай çăлчĕ.
Эмир калавне çамрăксем те, старик те нимĕн чĕнмесĕр хурлăхлăн итлесе пĕтерчĕç.
— Мĕн чухлĕ кăна юхман ĕнтĕ мĕскĕн халăх юнĕ, — терĕ хурлăхлăн Атлай. — Мĕншĕн çапла терт куратпăр-ха эпир? Хамăра ыттисемпе тан этем теме шутланăшăн-и? Эх, ним тума та çук çав...
— Эпĕ хальччен тутарсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ, пирĕн пек тертленмеççĕ, тесе шухăшланăччĕ, — чĕлхипе чаклаттарса илчĕ Аçтăрхан.
— Тутарсем мар, мишерсем, — асăрхаттарчĕ ăна Атлай.
— Пурпĕрех мар-и, — хирĕçлеме тăчĕ ăна Аçтăрхан, анчах Эмир çине пăхса илчĕ те хăйне хăй тӳрлетрĕ. — Юрĕ эппин, эсир каланă пек пултăр: мишерсем. Эпĕ вĕсем те, тутарсем те сыснакакай çименнипе, аллаха ĕненнипе пĕр халăхах пуль тесеттĕм.
— Терт, хуйхă-суйхă тени вăл, ачам, пирĕн пек чухăнсен пур çĕрте те яланах пулать çав, — хăй шухăшне каларĕ Аванкай та.
— Çапах та вĕсен вырăс вăйпучĕсем çук пуль.
— Мĕнле çук пултăр! — кăшкăрсах ячĕ Эмир. — Вĕсем пурте пирĕн пуянсемпе, мулласемпе пĕрле, пĕр çăварлă. Пирĕн пеккисен виçĕ хут тирне сĕвеççĕ.
— Эх, йывăр çав, йывăр халăх пурнăçĕ, — ассăн сывласа илчĕ Аванкай. — пур çĕрте те, чăвашсен те, мишерсен те, çармăссен те, ирçесемпе мăкшăсен те.
— Ун вырăнне вырăссем савăнса кăна пурăнаççĕ, пирĕн терт-хуйхă çинче хăйсен керменĕсене тытаççĕ! — кăшкăрса ячĕ Аçтăрхан.
— Эх, ачам, апла ан кала! — каллех ассăн сывласа илчĕ Аванкай. — Ĕлĕкрех эпĕ те, вĕсен пурнăçне хам куçпа куриччен, çапла шутлаттăм. Кайран вара, тарса çӳрекен вырăс çыннисене куртăм та... Эх, ачам, вырăс улпучĕсемпе вăйпучĕсем, пупĕсем хăйсен çыннисене те чурасем пек тытаççĕ, чĕлхесĕр выльăха тертлентернĕ пек асаплантараççĕ. Вĕсене çапкаланса çӳрекен йытта сутнă пек таçти-таçти çĕре çитиех сута-сута яраççĕ, хĕрĕсене тем тĕрлĕ мăшкăл кăтартаççĕ. Пĕр вырăс таркăнĕ каласа панине астăватăп-ха. Вĕсен улпучĕ качча кайма вăхăт çитнĕ кашни хĕре малтан хăй патĕнче усратчĕ, хĕрлĕхне илсе мăшкăл кăтартатчĕ, тертлентеретчĕ, кайран кăна, амантса-суранлатса пĕтернĕ хыççăн упăшки килне леçтеретчĕ, тет. Тепри тата хăйсен улпучĕ арăмне вĕлерни çинчен каласа кăтартрĕ. Мĕншĕн вĕлернĕ тетĕр-и? Арăмĕ ача çуратнă, улпут вара ун патне хăй йыттин çурине илсе пынă та ĕмĕртме хушнă.
Хĕрарăм, паллах, ачине пăрахса йытă çурине илесшĕн пулман ĕнтĕ, çапла çĕре кĕмелле пулнă ун.
— Вырăс улпучĕсен тискерлĕхĕ çинчен ун евĕрлĕ каланине эпĕ те илтнĕ, — сăмах хушаймасăр чăтаймарĕ Атлай.
— Эй, пĕсмелле, эй, аллах, мĕн тумалла-ха ĕнтĕ пирĕн! — кăшкăрсах ячĕ Эмир. — Ăçта кайса пуçа чикмелле? Хамăр хуйха епле пытармалла? Ăçта кайса çăлăнăç тупмалла?
Пурте ним хуравлайман пек чĕнмесĕр, пуçĕсене усса ларчĕç. Аванкай мучи пуçне пуринчен те малтан çĕклерĕ;
— Итлĕр-ха, этьсемри, — терĕ, — пĕркун пирĕн Чăвашстанра та йĕкĕтсем пĕтмен-ха, тесе хăшăр каларăр-ха?
— Эпĕ каларăм, мучи, — сăпайлăн сăмах хушрĕ те ури çине сиксе тăчĕ Аçтăрхан.
— Эпĕ вара, этьсемри, çакна ыйтасшăн: ăçта вĕсем, йĕкĕтсем! Ăçта вĕсем, чăнласах та пур пулсан?
— Мучи, ăçта пулччăр-ха ĕнтĕ, паллах сан умăнта! Таса, тӳрĕ кăмăллă, эпĕ шутланă пек, тахçан-тахçан хĕç йăтса тăшман пуçне сахал мар каснă çын умĕнче, — хуравларĕ Аçтăрхан майĕпенрех.
Ыттисем, çак сăмаха илтсен, ун сăмахне çирĕплетнĕн, харăссăн урисем çине çĕкленчĕç те калаçаканни çумне тăчĕç.
Çамрăксем хăйне çапла хисепленине курса, старик чутах йĕрсе те ямарĕ. Çапах хăйне хăй хытарчĕ, çав хушăрах тата шутласа та илчĕ: «Ку çивĕчĕ каччă ман вăрттăнлăха пĕлет мар пуль те. Ытла ăслă каларĕ-çке!» Мĕн сăмах калассине тупайман пек эхлеткелесе илнĕ хыççăн Аванкай çапла ыйтрĕ:
— Эсир мĕн шутлатăр, этьсемри? Малашне мĕнле пурăнас тетĕр? Тен, кашниех хăвăр ялăрсене каяс тетĕр пулĕ?
— Хамăр ялсене? — кăшкăрса ячĕ Атлай. — Çук, эпĕ хамăр яла кайма пултараймастăп. Мана унта тӳрех, тытса, шывра путарса вĕлереççĕ!
— Çук, — пиртен пĕри те каялла хăй ялне каясшăн мар, — пуриншĕн те хуравларĕ Аçтăрхан.
Тепри, Ишмук текенни, хурлăхлăн çапла хушса хучĕ:
— Пирĕн, мучи, халлĕхе вăрмантах пурăнмалла-ха. Кăштах самана йĕркеленсе кайсан куç курĕ вара. Пĕлетпĕр-ха ăна, атте-анне килĕ — ылтăн сăпка, атте-анне çĕрĕ — ылтăн тĕнче. Анчах пирĕн халь ним тума та çук...
Старик Ишмук енне çаврăнчĕ:
— Кашниех хăй пирки каласа кăтартрĕ. Ахăртнех, Ишмук санăн та пысăк хуйхă пулас çав.
— Хуйхă та, кулăш та, — хуравларĕ Ишмук, ик аллипе хырăмне сăтăркаласа.
— Мĕн-мĕн? — ăнлансах пĕтереймерĕ старик.
— Хырăм инкекĕ пĕтерчĕ мана, — кулса ячĕ Ишмук. — Ытлашши тутлă çиме юратни.
— Çиме юратни тетĕн-й? — пурте тĕлĕнсе Ишмук çине пăхрĕç. — Эс темĕскер ăнланмалларах кала-ха.
— Ахаль те ăнланмаллах калатăп-çке, — терĕ леш. — Пĕтĕм инкек — тутлă çиме юратнинче. Анчах тутлă çиме манăнни пек чухăн çемьере май çук çав.
— Ха-ха, кун пек сăлтав тупса чие тăршшĕ лартас текене пĕрремĕш хут куратăп, — сиввĕн кулам пекки турĕ Аçтăрхан.
— Тутлă çиес тениех ĕнтĕ мана çав путсĕр пуян патне çитерчĕ, — вăл кулнине асăрхаман пек малалла калаçрĕ Ишмук. — Тарçă пулса тăтăм. Анчах ман хуçа çав тери çăткăнчĕ. Пилĕк çул ĕçлесе пĕр хутчен те тăраниччен çитермерĕ.
— Пупсемпе пуянсем вĕсем пурте çапла, — сиввĕн асăрхаттарчĕ Аçтăрхан.
— Ман пушшех те çăткăнчĕ ĕнтĕ, — терĕ Ишмук. — Пĕр пуян патне хĕлле кӳрши юр ыйтма пыни çинчен илтнĕ пуль эсир?
— Илтнĕ, — хуравларĕ Атлай.
— Ну, ну, апла калăр-ха, кӳршине мĕн хуравланă пуян? — ыйтрĕ Ишмук.
— Хамăн та сахал, тенĕ.
— Тĕрĕс, — килĕшрĕ Ишмук. — Çапла калаканни шăп та лăп ман хуçа пулнăччĕ ĕнтĕ.
— Куна эс ӳстерсерех калан пулĕ-ха, — чăтаймасăр кулса ячĕ Аванкай. — Ара, ку халăх сăмах-иç, халлап.
— Кайран кăна халлап пулса тăнă вăл, — старикпе килĕшрĕ те, килĕшсех те пĕтмерĕ Ишмук.
— Çук ĕнтĕ, — хăйĕннех печĕ Аванкай та, — ку вăл пуянсенчен кулса калани.
— Ара, хуçа мĕн хуравланине эпĕ хам хăлхапа хам илтрĕм ун чухне, — çине тăчĕ Ишмук та.
— Кӳршин хăйĕн юр пулман-им вара? — кăсăкланса ыйтрĕ Атлай.
— Пулнă, паллах. Анчах вăл ман хуçа епле тери хыткукарне пĕлесшĕн пулнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...