Кăвак çĕмрен :: Усалпа çӳрекен — усал айне пулать


Укаслăва ватă Аванкай патне илсе çитерсе хăварчĕ те Кĕлсулттан тепĕр кунне килне таврăнчĕ. Çул çинче вăл питĕ ывăнчĕ. Çулĕ çывăх мар та-ха ĕнтĕ. Ватлăх та яшлăх мар çав. Çитменнине тата вăл ĕнер пăлханчĕ те вăрманти пӳртре. Ара, Укаслу леш палламан йĕкĕтсен умне пĕрремĕш хут курăнчĕ те-ха. Лешсем ăна патька-патша янă элчĕ тесе шухăшлаççĕ-çке. Пурте йĕркеллех пулса иртрĕ. Никам та хăй умĕнче патька-патша янă элчĕ мар, таçтан килсе тухнă хĕр тăнине тавçăрмарĕ. Укаслăва та, Кĕлсулттана та, ватă Аванкая та шăп та лăп çакă кирлĕччĕ те.

Аран-аран çитрĕ ĕнтĕ паян килне ватă карчамас Кĕлсулттан. Апат çикелем тесе, сĕтел хушшине ларчĕ. Аллине çăкăр тытса пĕр чăмлам çеç çыртма ĕлкĕрчĕ карчăк, сасартăк кантăкран шаккани илтĕнчĕ.

— Уç, Кĕлсулттан кинемей! Уç часрах! — кăшкăрчĕ такам. Карчăк кантăкран пăхрĕ те унта тăракана палласа илчĕ — Карлай.

«Эхе-хе, алăка питĕрмен-çке», — шухăшларĕ те карчăк хăна патне хăй тухма шут тытрĕ. Алăка уçрĕ. Çавăнтах пӳрте виççĕн вăркăнса кĕчĕç: Карлай, ун хыççăн — Савантер, юлашкинчен Савантерĕн хăрах алăллă тарçи.

— Çта Укаслу? Çта пытартăн ăна, пĕтме маннă карчамас? — кăшкăрса ячĕ тӳрех Карлай.

Савантер карчăк умне пырса тăчĕ.

— Кала, кинемей, ырăпа кала: çта Укаслу? Эпир пĕлетпĕр. Вăл сан патăнта пытанса пурăнать! — терĕ хайхискер. Сасси хăиĕн чĕтрет. Пичĕ шуранка, çилĕллĕ.

— Мĕнле Укаслу? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ карчăк. — Никам ту çук ман патăмра. Пĕчченех эпĕ.

— Çук, кинемей, ан ултала. Эпир пĕтĕмпех пĕлетпĕр! — кăшкăрса ячĕ Савантер. — Кала! Çын вĕлерен хĕр сан патăнта пурăнать! Кала — ырăпа ыйтнă чухне. Вăл манăн пĕртен-пĕр ывăлăма вĕлернине пĕлетĕн вĕт эсĕ. Уншăн явап тытас пулать çав çапкаланчăк хĕрĕн!

— Никам та çук. Пĕчченех эпĕ!

Калаçăва Карлай хутшăнчĕ:

— Мĕн итлесе тăран ăна — ват курака! Хамăр тупатпăр! Атьăр ман хысçăн! — терĕ.

Виçĕ арçын çавăнтах хуçа пек пур çĕре те тустарма тытăнчĕç...

Пӳртре çеç мар, картишĕнче те, анкартинче та çавăрса çапман вырăн хăвармарĕç çакскерсем. Анчах ниçта та Укаслу йĕрне те тупаймарĕç.

— Эхе-хе! Савантер эп сана каларăм-çке, никам та çук, терĕм. Пĕчченех, терĕм, — пуяна намăслантарма тытăнчĕ карчамас.

— Таçта кайса пытарнă эс ăна, ват кăркка ами! — тискеррĕн ятлаçма тытăнчĕ Карлай. — Таçта кайса пытарнă. Киремет çилли ӳктĕр сан çине!

Çакна илтсен, карчăкăн та çилли тулса тăкăнас патне çитрĕ курăнать.

— Эс, кĕрт ами ачи, мана, карчăка, хăратса тăратăн-и-ха! Асту, кам усалпа çӳрет, çавă усал айне пулать. Асту!

— Эс, юмăç карчăк, хуп çăварна! — кăшкăрса ячĕ те Карлай карчăка аллипе тĕкрĕ.

Кĕлсулттан кинемей çĕре лаплатса ӳкрĕ.

Юмăç карчăкпа çапăçса кайни ырăпа пĕтмессине туйнă пек, Савантер часрах картишĕнчен тухса утрĕ. Ун хыççăн тарçи те васкарĕ. Юлашкинчен, пĕччен юлам мар тенĕн, Карлай та вĕсем хыççăн чупрĕ.

Ку вăхăта ĕнте карчăк чĕркуççийĕ çине тăма ĕлкĕрнĕччĕ. Вăл пăрахса каякан Карлай енне çаврăнчĕ те аллисене тӳпенелле çĕклесе кăшкăра пуçларĕ:

— Тавăратăп сана, Карлай! Тавăратăп! Ман ылхан пурпĕрех çитет сана! Ĕмĕр-ĕмĕр çын чăтайми чирпе тертленсе пурăнăн! Асту ман сăмаха, асту!

Карлай, çак сăмахсене илтсен, карчăк енне çаврăнса пăхрĕ.

Лешĕ шăп та лăп çав хушăра аллипе пĕр ывăç тăпра çатăрласа тытрĕ те çăварне пĕтĕрсе чикрĕ, ăна чăмласа çисе ячĕ те, пур вăйне пухса, ют çын çине чир яракан асам сăмахĕсене кала пуçларĕ:

— Кахал каларăшпе, сасан пулă палăрăшпе, турă хушнипе çĕр çаврăнать — çаврăн. Кун таврăнать — таврăн. Хĕвел çаврăнать, — çаврăн. Уйăх çаврăнать — çаврăн. Чир-чĕр тени пурте çаврăнтăр!..

Карлай, халиччен нимрен те хăраман куштан, çак сăмахсене илтсен, хăраса кайрĕ те, пур вăйне пухса, карчăк пӳртĕнчен аяккалла тапса сикрĕ. Анчах асам сăмахĕсем таврара çаплипех янăрарĕç:

— Çитмĕл те çичĕ тинĕс уттинче хура вăрман, хура вăрманта хура пурт, хура пӳртре хура сакай, хура сакайĕнче хура йăва, хура йăвара хура çăмарта, хура çăмартара хура чир. Çав хура чир Карлай пуçĕ çине ӳктĕр. Тьфу. Тьфу. Тьфу...

Карчамас çак сăмахсене каларĕ те, ури çине çĕкленсе, виçĕ хутчен пĕр вырăнта сиксе илчĕ, унтан тарса пытанма тăрăшакан Карлай енне виçĕ хутчен сурчĕ...