Кăвак çĕмрен :: Çул çинче


Çуллахи çанталăк шăрăх тăрать. Çил çук. Сывлăш пăчă. Уй-хир тăрăх ăрша куçать.

Çул хĕррипе ӳсекен çереме сарă сăн çапнă.

Кам та пулин иртсе кайсанах çул варринчен тусан çĕкленет те çул хĕррипе ӳсекен сарăхнă курăк çине пĕлĕт пек анать.

Тĕм-тĕм лутра йывăçсен çумĕнчен хуллен пилĕк юланут тухрĕç.

Вĕсен учĕсем те шăрăхпа аптăранă курăнать: юлхавланса çеç утаççĕ.

Юланутçăсем пурте çап-çамрăк, вĕсенчен пĕрне те çулланă çын тесе калама ниепле те çук. Уйрăмах малти юланутçи çамрăк пек курăнать. Мăйăхĕ те шăтма тытăнман-ха унăн. Тумланасса çакскерсем пĕр евĕрлĕрех тумланнă. Кашни çинче лап-лап шурă, лап-лап хĕрлĕ çухасăр пир кĕпе, хура пиртен çĕлетнĕ йĕм, кĕписене çиелтен янă, ярапаллă пиçиххипе çыхнă. Камсул тăхăннă. Тӳммисене пĕри те тӳммелемен хăйсем. Урисенче — юхтă атă. Пуçĕсенче — ялккас, чăвашсен ялан тăхăнса çӳрекен вăрăм çăмлă çĕлĕк.

Йĕнерĕсем çумĕнче пурин те ухă, тулли укçăвĕсем — хыçĕнче. Кашнийĕнех хĕç пур, ярапаллă пиçиххинчен вăрăм çĕçĕ — анкар — çакса янă.

Малти юланутçă — чăп-чăмăр питлĕ хĕрлĕрех сăнлă, хĕр пек чипер те каçăр сăмсаллă çамрăк — тимĕр-кăвак утне чарчĕ. Ыттисем те чарăнчĕç.

— Пăчă! — терĕ малти, ялккасне хывса. Унăн вирелле лайăх выртакан çӳçĕ тарпа йĕпеннĕ. Вăл, йăрăм-йăрăм курăнса, хĕвел çинче çу сĕрнĕ пек ялтăрарĕ.

Ку юланутçи çӳçне нумай пулмасть кăна каснă курăнать. Чӳлмек хĕрри йĕр хăварнă çӳç пĕрчисем те майлашăнсах çитмен.

Чăвашсем çапла, çӳç пĕр тикĕс юлтăр, çӳç илемĕ пултăр тесе пуç çине чӳлмек хурса çӳç касаççĕ, куна вĕсем чылай çул каялла вырăссенчен вĕреннĕ, тет.

— Пăчă çав, — харăссăн хуравларĕç ыттисем те. — Канса илме вăхăт мар-ши?

— Çук, яла çитер, унта канăпăр-ха, акă. Инçе юлмарĕ пек...

— Халех пĕр-пĕр йывăç айне, сулхăна ларса кансан та пăсмасть те, — терĕ йĕкĕтсенчен пĕри, мăнтăртараххи. — Паллах, капла çара аллăн мар, сăра курки тытса...

— Сăра курки ялта пулĕ, Ишмук, — кулса хуравларĕç ыттисем.

— Ну, кайăпăр апла, — утне хускатрĕ малти.

— Чим-ха, Ахмар, — терĕ тăрăхларах питлĕ, вырăс сăнлă чăн хыçалти юланутçă. Вăл малтипе юнашар пырса тăчĕ. — Тĕрĕс çулпалах каятпăр-ши эпир? Кайни-çӳрени так лушах, ахалех ан пултăрччĕ. Тем, ку таврара ним апла-капла хавха та илтĕнмерĕ-çке.

Малти кулса ячĕ. Хуравлас вырăнне хăй ыйтрĕ:

— Ята хăнăхрăн апла, Ишмук. Унсăрăн ялан элчĕ те элчĕ, тетĕн.

— Хăнăхрăм, — хуравларĕ лешĕ. Малти, Ахмар текенни, тепре кулса илчĕ.

— Эсир ан кулянăр, — терĕ. — Мана ĕненĕр те кăштах чăтăм туртине хытарăр. Часах эпир, акă, патька-патшан пысăках мар çарне шыраса тупатпăр. Алюн çарĕ кунта пулмалла. Алюн вăл ман çывăх юлташ. Вăл мана кĕтсе илмелле.

— Ĕненетпĕр сана, Ахмар, ĕненетпĕр, — шантарсах каларĕ Ишмук. — Сана ĕненмесен çак çула та тухас çук ĕнтĕ.

— Эпир пурте шанатпăр сана, — Ишмук сăмахне çирĕплетрĕ юнашар пыракан Аçтăрхан. Ахмар хыçалтисен енне çаврăнчĕ:

— Эсир мĕнле тата? Мĕн мĕчевĕрленсе1 пыратăр? Атлай, Эмир, çураçнă хĕр пек чĕнмесĕр пыратăр? Тен, эсир хĕрупраç таврашĕ мар-и чăнах та.

Лешсем кулса ячĕç.

Хĕрупраç, терĕн, — сăмахне тăсарах каларĕ хăнчăртарах куçлă юланутçи. — Эсĕ апла ан шӳтле ĕнтĕ. Урăхларах пупле. Калăпăр, танлаштар мана пĕр-пĕр паттăрпа. Юман паттăр, е Ламан паттăр, те.

— Хĕрсем кăна тупмалла пирĕн. Мĕнрен начар йĕкет эпĕ, — сăмах хушрĕ Ишмук текенни те!

— Хĕрне шырама сана ярас, — терĕ Аçтăрхан. — Пакăлтатма пĕлетĕн.

— Тĕрĕс! — савăнсах кайрĕ Ишмук. — Пĕлетĕр-и, мĕнле кăна хĕр курман пулĕ эпĕ. Аптранипе кун пирки вара манăн юрă та пур. Акă, итлĕр.

Ишмук тӳрех юрласа ячĕ:

 

Ах, тур çырлах,

Ах, тур çырлах, хĕр куртăм

Кĕл каткинчен тухнă-ши?

Тикĕт лакăмĕнчен тухнă-ши?

Ашшĕ-амăш çапла-ши?

Хĕрĕ хăй çавăн пек-ши?

 

Ах, тур çырлах,

Ах, тур çырлах, хĕр куртăм.

Сăмси тăрри шĕп-шĕвĕр,

Утти-кулли çын пек мар.

Ашшĕ-амăш çапла-ши?

Хĕрĕ хăй çавăн пек-ши?

 

Ах, тур çырлах,

Ах, тур çырлах, хĕр куртăм.

Пыл каткинчен тухнă-ши?

Çу чĕресĕнчен тухнă-ши?

Ашшĕ-амăш çапла-ши?

Хĕрĕ хăй çавăн пек-ши?

 

— Юрру вара хăв пекех лайăх, — терĕ Аçтăрхан сиввĕнрех. — Ним те ăнланмарăм. Эсĕ курнă хĕрсенчен хăшĕ ытларах кăмăлна каять? Кĕл каткинчен тухни-и? Е сăмси тăрри шĕп-шĕвĕрри-и?

Пурте ахăлтатса кулса ячĕç. Эмир те ыттисем пекех кулчĕ, пичĕ-куçĕ те унăн савăнăç палăртрĕ.

Хăйĕнчен тăрăхласа кулни Ишмука пĕрре те тарăхтармарĕ. Вăл та ыттисемпе танах ахăлтатрĕ.

— Хĕре ăна пичĕ-куçĕнчен пăхса суйламаççĕ, — терĕ Ишмук, кулсан-кулсан.

Пурте кулма чарăнчĕç.

— Мĕне пăхса суйлаççĕ вара? — ыйтрĕ Аçтăрхан.

— Куна ăнланас тесен, сирĕн ман хуçа мĕнле авланнине пĕлес пулать. Каласа парам-и? — ыйтрĕ Ишмук. Пурне те пăхса çаврăнчĕ. Çавăнтах хайхи хуравласса та кĕтсе тăмарĕ, мĕн пулса иртнине патăртаттарса каласа пама тытăнчĕ. — Вăл хăйне валли виçĕ çул ытла хĕр шыраса çӳрерĕ. Нумай ĕçлесе сахал çиекен арăм тупасшăнччĕ вăл. Хĕр пăхма кайсассăн ялан чи малтан мĕнле çинине курасшăн çунатчĕ. Çапла пĕрне вăл çинĕ чухне ăнсăртран икĕ салма харăс ăсса илнĕшĕн, теприне тахçан ача чухне пыл юратнăшăн пăрахăçларĕ.

— Виççĕмĕшне мĕншĕн тата? — кулса ыйтрĕ Ахмар.

— Виççĕмĕшĕ ăна хура çăкăр чĕллине ытла хулăм каснă пек туйăннă. Пыра-киле хайхи ман хуçа мĕнле арăм шыранине пĕр ват хĕр илтнĕ те ăна качча кайма шутланă. «Кунне эпĕ пурĕ те пĕрре çеç çиетĕп», — тенĕ вăл ăна.

— Хуçу вара çавна качча илнĕ-и?

— Çавна. Ват хĕр апла каланине илтсенех евчĕ ячĕ. Леш ват хĕр кайран, хуçа майри пулсан, унăн пĕтĕм пурлăхне тытса илчĕ, тăруках мăнтăрланма, иртен пуçласа каçчен çиме тытăнчĕ. Ман хуçа вара çакна кура чăтаймарĕ, ытла куляннипе çакăнса вилчĕ.

— Ара, эсĕ ăна çурчĕ-мĕнĕ çунтарса ятăм темерĕн-и-ха? — тĕлĕнсе, çав хушăрах улталанине тытас тесе ыйтрĕ Аçтăрхан.

— А-а, эпĕ ун чухне урăх хуçа çинчен каланăччĕ, — сăмахне тупрĕ Ишмук.

Çивчĕ чĕлхеллĕ йĕкĕт кунта та аптăраса ӳкменнине курса, пурте ахăлтатса кулма тытăнчĕç.

— Ну, куртăр-и ĕнтĕ, туссем, — терĕ кулса ывăнсан Ахмар. — Çул çинче ăна çапла шӳтлемелле. Вара вăхăт иртни те сисĕнмест. Акă пилĕксĕмĕр те патька-патша патне çитсенех хĕр тупса пар, авланасчĕ, теме тытăнăпăр. Э!?

— Тĕрĕс, тĕрĕс, Ахмар! Сана чăн малтан авлантаратпăр, — кулса хуравларĕ Ишмук та.

Утсем хуллен çула май уттарчĕç.

— Хăш ялта хăваласа çитĕпĕр-ши ĕнтĕ эпир патька-патшана хăйне? — сасартăк калаçа пуçларĕ Эмир текенни. — Хăйне курас килет-çке пирĕн. Мĕнлерех çын-ши вăл?

— Часах çитĕпĕр, акă, — терĕ Ахмар. — Чăтăм тени çеç пултăр. Чăтăм пулсан чăрманни сая каймасть, теççĕ халăхра. Чăтăмĕ пур-тăр пирĕн?

— Хамăра ырă сунса калатăп-ха: каяс çулăмăр такăр пултăрах, ларас вырăн типĕ пултăрах. Патька-патша пире кĕтсе тăмĕ, эпир ăна хăваласа çитиччен вăл Мускава та илме ĕлкĕрĕ.

— Çук, Мускава илме ĕлкĕреймест, — терĕ тем пĕлнĕ пек Аçтăрхан. — Мускава эпĕ унăн çарĕпе пĕрле чи малтан кĕрес тетĕп.

— Унăн çарĕпе пĕрле? — мăшкăлласа кулам пекки турĕ Эмир. — Çарне мар, лаша пăхма илсен те юрĕччĕ-ха пире.

— Юрĕ, юмлама пăрахăр-ха. Авă, малта ял курăна пуçларĕ мар-и, — чарчĕ вĕсене Атлай текенни. Вăл пуринчен те çӳллĕрех те инçерех курать-мĕн.

— Ăçта?

Пурте йĕнерсем çинчен çĕкленсе пăхрĕç.

Чăнах та, сăрт çине хăпарсанах çырма хĕррине вырнаçнă пысăк мар ял курăнса кайрĕ.

 
1 Мĕчевĕр — калаçма юратман, вăтанчăксене çапла калаççĕ.