Кăвак çĕмрен :: Пĕрремĕш çапăçу — пĕрремĕш çухату


Пуринчен ытла паян вилесси питĕ йывăр. Ыранччен пурăнасчĕ, куç курĕччĕ унта мĕн тумаллине...

Халăх каларăшĕ.

 

Укаслу çарĕ, вăрмантан тухса, ял еннелле васкарĕ.

Темиçе юланутçăпа пуринчен те малта пыракан Тимофей-хусах сасартăк йĕнерĕ çине çĕкленчĕ те малалла тинкерсе пăха пуçларĕ.

— Пăшал переççĕ! — терĕ вăл хăй патне сиктерсе пынă Укаслăва.

— Ăçта?

— Ялта пулас.

Отряд тăпах чарăнса тăчĕ. Мал енче темиçе пăшал пĕр харăс пени илтĕнчĕ. Çавăнтах Валтиел тĕлĕнче тӳпене çунакан çĕмренсем ялтăраса вĕçсе хăпарчĕç.

Çунакан çĕмрен — инкек палли, пулăшу ыйтни.

— Темĕскер пулнă унта! — терĕ Укаслу.

— Халех пĕлĕпĕр ăна, — кăшкăрса каларĕ Тимофей-хусах, унтан хăй çыннисене пĕрле пыма паллă пачĕ те утне умĕнче çӳллĕ сăрт çинелле чуптарчĕ.

Сăрт леш енче — ял. Унта çуртсем явăна-явăна çунни, çынсем ниçта кайса кĕреймесĕр чупкалани курăнать, выльăх-чĕрлĕх мĕкĕрни илтĕнет.

— Чарăнăр! — хушрĕ Тимофей-хусах хăй çыннисене, унтан сиккипе килекен Укаслу енне çаврăнчĕ. — Ялта сапăçу пырать.

Салтаксемпе.

— Ăçтан тупăннă вара вĕсем!

— Ăна пĕлессишĕн тем те панă пулăттăм та çав...

 

Сăнама кайнă хусах часах таврăнчĕ. Вăл Валтиелĕнче чăвашсемпе салтаксем хушшинче хаяр çапăçу пынине, салтаксем пăшаллă иккенне, ял çыннисем, вĕсем хĕснине чăтаймасăр, вăрманалла чакнине каласа кăтартрĕ.

— Эпир пулăшмасан вĕсем пăшаллă салтаксене хирĕç чылайччен тăраймаççĕ, — терĕ Тимофей-хусах. — Çапăçу йĕркине çирĕп пĕлекен салтаксем вĕсене пурне те вĕлерсе пĕтереççĕ.

— Апла пулăшмалла вĕсене! — кăшкăрса ячĕ Укаслу.

— Эпĕ те çапла шутлатăп, — килĕшрĕ Тимофей-хусах. — Анчах çакна каласшăн: эс — полковник, эс — атаман, çапах та ку пирĕн пĕрремĕш çапăçу, çавăнпа паянлăха эпĕ мĕн хушнине итле.

Вара хĕр-полковник мĕн хуравласса та кĕтсе тăмарĕ, хыттăн кăшкăрса хушу пама тытăнчĕ:

— Çара икĕ пая уйăратпăр. Пĕрремĕш отряд яла малтан пырса кĕрет, анчах çапăçу пуçламасть, салтаксем пеме тытăнсанах чакса каять. Антив, салтаксем вĕсене хыçран хăвалаччăр. Çав хушăра салтаксене тылран иккĕмĕш отряд пырса çапать...

 

Пĕрремĕш отряда ертсе, Укаслу тӳрех ял еннелле вĕçтерчĕ. Унпа пĕрле Тимофей-хусах хăйĕн чи шанчăклă икĕ çыннине ячĕ.

Патька-патша йĕкĕчĕсем Валтиелĕн кукăр-макăр урамне хĕçĕсене çиçĕм пек йăлтăртаттарса пырса кĕчĕç. Вĕсене хирĕç кăшкăра-кăшкăра ача йăтнă хĕрарăмсем чупатчĕç. Хăшпĕрисем аманса пĕтнĕ, вĕсен тумтирĕсем — çĕтĕк-çурăк.

Укаслу хăй йĕкĕчĕсемпе салтаксенчен таракан çынсен хушшинчен сиктерсе иртрĕ те сарлака урама тухрĕ. Кунта хаяр çапăçу пырать. Валтиелсем, çурт-йĕр хыçне пытанса, тăшман енне ухăран переççĕ, анчах вĕсен çĕмренĕсем никамах та сиен тăваймаççĕ пулас, салтаксем тĕлне çитичченех çĕре ӳкеççĕ. Лешсем вара, çакăнпа усă курса, пăшалĕсемпе переççĕ те переççĕ, пăлхавçăсене пĕрин хыççăн теприне вĕлерсе пыраççĕ.

Салтаксене курсан, Укаслу çыннисем учĕсене тытса чарчĕç.

— Тапăнар! — хыттăн кăшкăрса ячĕ Укаслу.

— Тăхта! — маларах сиктерсе тухса хусахсенчен пĕри каларĕ. Ахăртнех мĕн тумаллине ăна Тимофей-хусах вĕрентсе янă.

Çав хушăра, хăйсен умне таçтан сиктерсе тухнă юланутçăсене курсассăн, вĕсене харăс перес тесе, салтаксем чупа-чупа пĕр йĕркене тăма тытăнчĕç.

— Халех тапăнмалла! Периччен! — хаяррăн кăшкăрса малти хусах патне сиктерсе тухрĕ Аçтăрхан. Кăраскере ăна тем кĕтсе тăни килĕшмерĕ ĕнтĕ.

— Çук! — сăмахĕпе касса татрĕ ăна хусах. — Тăхта! Итле ман сăмаха. — Вăл, уçăмлăрах пултăр тенĕн, хĕçĕпе янклаттарса сулса илчĕ. — Халь эпир вĕсем çине ыткăнатпăр. Анчах пеме тытăнсассăн вĕлт! кăна тăкăрлăка сиктерсе кĕретпĕр.

— Тарса каятпăр-и вара?

— Мĕн кирлине теприсем тăвĕç!

 

Укаслу хусах мĕн хушнине итлес терĕ. Тимофей-хусах тĕрĕс калать: ку унăн пĕрремĕш çапăçăвĕ. Вăрçă урокĕ. Экзамен. Хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев.

— Ман хыççăн! — хыттăн кăшкăрса ячĕ те хусах утне тăшман çинелле сиккипе ячĕ. Укаслу унран юлмарĕ.

Хĕр-полковник аллинче — çутă хĕç. Тăшман çине пырса кĕмессине пĕлсех, вăл хĕçĕпе урса кайса сулкаларĕ. Акă ĕнтĕ салтаксем — умрах.

Хусах кирлĕ саманта пĕлсе суйласа илчĕ:

— Ман хыççăн! Ман хыççăн! — тесе хыттăн кăшкăрса ячĕ те вăл утне тăкăрлăкалла пăрчĕ. — Ан юлăр! — Юланутçăсем пурте ун хыççăн сиктерчĕç, тĕкме хӳттинелле васкарĕç.

Пăшал сасси илтĕнсе кайрĕ. Анчах салтаксем кая юлчĕç. Юланутçăсем хӳтлĕхе кĕрсе пытанма ĕлкĕрчĕç.

Шăп та лăп çав вăхăтра вĕсем çине хыçалтан ним чĕнмесĕр-шарламасăр тепĕр ушкăн юланутçă тапăнчĕ. Вĕсене Тимофей-хусах ертсе пыратчĕ.

Салтаксем тăна кĕрсе те, пăшалĕсене авăрласа та ĕлкĕреймерĕç, вĕсен пуçĕсем çине çутă хĕç çумăрĕ тăкăнчĕ...

Тепĕр çур сехет пек вăхăт иртрĕ пулĕ. Салтаксемпе юланутçăсем ним чĕнмесĕр çапăçрĕç. Анчах салтаксем ним тума та пултараймарĕç, вĕсен шăпи — юланутçăсен аллинчеччĕ...

 

Хăйсем çĕнтернине патька-патша йĕкĕчĕсем шавлăн кăшкăрашса пĕлтерчĕç.

— Пирĕннисем пурте сывă-и? — вĕсен сассине хуплас тесе хыттăн кăшкăрчĕ Тимофей-хусах.

Çав хушăра вăл хăй патне виçĕ çынна йăтса пынине курчĕ.

Вĕсенчен пĕрне вăл тӳрех палласа илчĕ — хăрах куçлă Эмир, Укаслу полковникĕн чи шанчăклă çыннисенчен пĕри.

Тимофей-хусах учĕ çинчен сиксе анчĕ те ун патне чупса пычĕ.

— Вилетĕп! — хăрăлтатса сас пачĕ Эмир. Ун кăкăрне тăшман штыкĕ витĕрех шăтарнă иккен: икĕ енчен те юн сăрхăнать. — Калăр Укаслăва: эп паттăррăн çапăçрăм! Хăрамарăм... Манăн ăна курас килет...

 

Эмирăн хурлăхан пек хуп-хура пĕртен-пĕр куçĕ Укаслăва курса ĕлкĕреймерĕ, ĕмĕрлĕхех хупăнчĕ.

Укаслу аманнисем патне çитнĕ çĕре Эмир чĕри тапма чарăннăччĕ ĕнтĕ.

Тепĕр аманни те куçне хупса, тăна кĕреймесĕр выртатчĕ. Вăл пир пек шап-шурă, нумай юн çухатнă. Хăй çап-çамрăк, ача кăна темелле. Ун çумĕнче чапрас ураллă Ачакасси çынни чупкаласа çӳрет, тăванĕ пулас. «Эй, аслă Пӳлĕхçĕ, пулăш пире, вилме ан пар!» — вĕçĕмсĕр кĕлтурĕ вăл ун суранне сиплĕ курăк хурса çыхнă май.

 

Виççĕмĕш аманни — хăрах хăлхаллă çамрăк. Ăна тăшман хĕçĕ пуçĕнчен лекнĕ. Хăй патне çынсем пынине туйса, вăл куçне уçрĕ.

— Эп вилмен-и? — терĕ вăл юн карнă куçне мăчлаттарса.

— Вилмен, вилмен! Вилместĕн эсĕ! — çаксемшĕн пуриншĕн те чĕри хĕссе ыратнине чăтаймасăр кăшкăрсах ячĕ Укаслу. Эмир вилни ăна калама çук кулянтарчĕ. Çавăнпа вăл çак аманнисене те пулин чĕртесчĕ терĕ.

— Хĕçпе çапрĕç мана, — пăшăлтатрĕ аманни.

— Эс йывăр аманман. Сывалатăн акă. Сывалатăн! — суранне çыхнă пирне тӳрлетрĕ Укаслу.

— Ытла сахал пултăм вăрçăра, — каллех пăшăлтатрĕ аманни. — Патька патшашăн пĕр тăшман юлми çапăçасшăнччĕ.

— Çапăçатăн-ха, тăванăм. Ун пирки ан кулян. Тăшманĕ пире валли çитет, — ăшшăн каларĕ ăна Тимофей-хусах.

— Пĕррехинче çапла путсĕр салтаксем мана чĕрĕ вырăн хăварми хĕçпе касса пĕтерчĕç, — калаçăва хутшăнчĕ Ишмук. — Пуçа çеç мар, хул-çурăма тем тĕрлĕ суран кӳчĕç. Лештĕнчене кайрăм иккен, терĕм. Анчах, — Ишмук кулса илем пекки турĕ, — йышăнмарĕç унта, акă, халĕ те ырă-сывах сан умăнта тăратăп.

— Ман килте ывăл, Упа, юлчĕ. Тин кăна çуралнăччĕ, — каллех пăшăлтатрĕ аманни.

— Пĕлетĕп, Асмантей, — терĕ ăна Тимофей-хусах. — Ан кулян. Шăп вырт, ан хускал. Сывататпăр сана.

— Эп вилсен — патька-патшана калăр, — хушрĕ аманни.

— Вăл вара ман ачан аталăхĕ кăна мар, чăн-чăн ашшĕ те пултăр.

Унăн куçĕ йывăррăн хупăнчĕ. Ахăртнех, ывăнчĕ пулас вăл.

Аманнă йĕкĕтен юлашки сăмахĕсене илтсен, Укаслу вăл аташать пуль терĕ:

— Вĕриленчĕ пулас. Атьăр-ха, каяр, кантăр. Аташма пăрахĕ.

— Çук, аташмасть вăл, — ăнлантарса пачĕ Тимофей-хусах. — Пĕлсех калать.

— Ан тĕлентер-ха!

— Асмантей вăл. Атăл урлă каçнă кун патька-патша ун ывăлне ят хучĕ, чăвашсен йăлипе аталăх пулса тăчĕ.

— Çавă-и вăл! — тĕлĕнчĕ Укаслу. — Апла ăна епле пулсан та çăлмалла пирĕн. Вăл вилес-тĕк патька-патшана мĕн калăпăр!

— Пурте турă ирĕкĕнче.

Укаслу Ишмукпа Аçтăрхана чĕнсе илчĕ:

— Суранне ватăсене кăтартăр, — терĕ, — е пĕр-пĕр ăста сиплевçĕ тупăр. Курăк шывĕ туса ĕçтерĕр. Астăвăр, пăхсах тăрăр.

Аçтăрханпа Ишмук çавăнтах аманнă чăваша кăшт аяккинерех йăтса кайрĕç. Вĕсем патне тата темиçе çын пычĕç, вĕсем пурте пĕрле ун суранне çĕнĕрен пухса килнĕ курăк хурса çыхма тытăнчĕç.

— Эсир хăвăр ĕçĕре тăвăр-ха эппин, эпе вĕрӳ чĕлхи вулам, — ăшталанса йĕри-тавра чупкаларĕ Ишмук. — Тимĕрпе аманнă çынна эп вулани пулăшаканччĕ-ха...

Вăл аманнин пуçĕ тĕлне ларчĕ те ыттисем мĕн хăтланнине пăхмасăрах вĕрӳ чĕлхи пуçларĕ:

— Çитмĕл те çичĕ кăвакарса тухакан шурăмпуç. Çав шурăмпуçа хăçан та хăçан çивчĕ хĕçпе кассан юн тухĕ, çавăн чухне тин Асмантейĕн суранĕ уçăлĕ, унтан юн тухĕ. Пĕрре сурсах пăт та çăт юсантăр. Турăран ырлăх, Ишмук-вĕрӳçрен — сиплĕх.

Çитмĕл те çичĕ шуралса тухакан шурăмпуç çăлтăрĕ. Çав шурăмпуç çăлтăрне хăçан та хăçан çивчĕ хĕçпе кассан юн тухĕ, çавăн чухне тин Асмантейĕн суранĕ уçăлĕ, унтан юн тухĕ. Пĕрре сурсах пăт та çăт юсантăр.Турăран ырлăх, Ишмук-вĕрӳçрен — сиплĕхпе ырлăх.

Çитмĕл те çичĕ хĕресле тухакан хĕвел. Çав хĕвеле хăçан та хăçан çивчĕ хĕçпе кассан юн тухĕ, çавăн чухне тин Асмантейĕн суранĕ уçăлĕ, унтан юн тухĕ. Пĕрре сурсах пăт та çăт юсантăр. Турăран ырлăх, Ишмук-вĕрӳçĕрен — сиплĕх те, ырлăх та, вăй та...

 

— Тытнă! Тытнă! — çав хушăра илтĕнсе кайрĕ юнашарах. Юланутçăсем патне вăрăм рясă тăхăннă икĕ çынна сĕтĕрсе килеççĕ иккен.

— Пупсем мар-и кусем? — тĕлĕнчĕ Укаслу. — Анчах мĕншĕн пĕр ялтах икĕ пуп-ха вара?

Юланутçăсем патне тĕрлĕ çĕртен çынсем чупа-чупа тухрĕç. — Çакас вĕсене!

— Шалча çине лартас!

— Чĕрĕлле çĕре чикес! — кăшкăрашни илтĕнчĕ тĕрлĕ çĕртен.

 

Паянхи кун хăйшĕн юлашки пулĕ тесе, Иннокентий таса атте тĕлĕкре те шутламанччĕ ĕнтĕ. Халăх пĕр урса кайсан темле пĕвене те татакан çурхи шыв пек иккенне лăйăх пĕлетчĕ вăл, çавăнпа вăл-ку ан пултăр тесе, салтаксене тимлĕ пулма хушрĕ... Анчах ăçтан сиксе тухрĕç-ха мур юланутçисем?!.

Салтаксен отрячĕ ним хирĕç тăраймасăр утсен айĕнче пĕтни Иннокентие вилес пек тарăхтарса ӳкерчĕ. Вăл вара, епле пулсан та тарса хăтăлас тесе, пысăк хырăмне каçăртсах, мулкач пек, ял хĕрринелле тапса сикрĕ. Анчах инçе каяймарĕ, темиçен ăна хуса çитрĕç те çапçа ӳкерчĕç... Кайран, тăна кĕнĕ çĕре, ун аллисене хыçалалла çыхса та лартнăччĕ. Малтанласа вăл хăйне кăна тытрĕç, Ермолай тарса хăтăлнă пуль тесе шухăшларĕ. «Ăнать те çке пӳтсĕре!» — кĕвĕçсе чун-чĕрине ыраттарчĕ вăл. Кайран, хăйне лап еннелле сĕтĕрсе кайнă чухне, çерем çинче выртакан юнланса пĕтнĕ Валтиел пупне курчĕ те кĕвĕçни иртрĕ.

«Ырă пек пулса çӳрерĕн, — усаллăн шухăшларĕ вăл. — Кур ĕнтĕ халь, мĕнпе манран мала хучĕç вара сана валтиелсем! Манпа пĕрлех пуç хĕрлĕ çакса хураççĕ акă! Маларах вилсе ĕлкĕреймесен...»

Иннокентийĕн хăйĕн çав тери, çав тери вилес килместчĕ. Епле те пулин хăтăлма пулмĕ-ши тесе вăл çул тăрăх шухăшларĕ. Эх, çаксен аллинчен хăтăлассишĕн темĕн те тума хатĕр те çав вăл... Хăй туррине пăрахăçлама та... Чиркӳне ишме те... Вилесрен кăна юласчĕ...

Юлашкинчен хайхискер чăтаймарĕ, хăйпе юнашар пыракан пыльчăкланса пĕтнĕ ватă чăваш умне ӳкрĕ те, ун çăпаталлă урине ярса тытса, тытăнчăклăн тархаслама тытăнчĕ:

— Шеллĕр, тархасшăн! Ан велерĕр! Шеллĕр!..

Вăл унăн лапраллă çăпатине чуптурĕ. Унтан теприн патне хырăмĕпе шуса кайса юнланса пĕтнĕ çĕтĕк халат аркине чуптума тытăнчĕ:

— Пулăш, ырă çыннăм! Ĕмĕр-ĕмĕр тав туса пурăнăп! Сан чуру пулăп!

Анчах ăна итлекен пулмарĕ. Çĕтĕк халатли ăна питĕнчен урипе кĕрĕслеттерчĕ.

Иннокентий сăмси начăр-рт! турĕ. Сăмсин икĕ шăтăкĕнчен те юн шарласа анчĕ.

Анчах пуп ăна асăрхамарĕ те. Пыльчăкланнă аллипе сăмсине сăтăрса илчĕ те, юн юхтара-юхтара, тепĕр çын патне шума тытăнчĕ:

— Ан вĕлерĕр! Тархаслатăп! Кăшкăрчĕ. — Шеллĕр. Эпĕ сире нихăçан та усал туман!

Ăна шеллекен никам та пулмарĕ. Пурте урса кайса урисемпе тапрĕç, аллисемпе çапрĕç.

Ермолай пуп, чăркуççи çине тăрса, çакна пĕтĕмпех курчĕ.

«Уçăк хырăмлă кашкăр! — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ ун пуçĕнче. — Ним айăпсăр ачана пăвса вĕлернĕ, хускалайман çынна çĕре чавса чикнĕ чухне пит паттăрччĕ. Халĕ вара этем пек вилме те пултараймастăн!»

Вăл тайкалана-тайкалана ури çине тăчĕ.

Хулăм туталлă ырханкка чăваш ăна питĕнчен чăмăрĕпе кĕрĕслеттерчĕ:

— Эс мĕн, лешĕн пек, çĕрте йăваланмастăн! — кăшкăрса ячĕ. — Ӳк халăх умне! Каçару ыйт!

«Халь тин вĕсемшĕн эпир иксĕмĕр те пĕрех çав ĕнтĕ! — терĕ Ермолай хăйне хăй. — Вĕçĕ-хĕррисĕр юн тăкнă, ним айăпсăр çынсене пĕтернĕ путсĕр те, эпĕ те — вĕсем патне ырă кăмăлпа, турă сăмахĕпе килнĕ çын...»

Вăл урăх нимĕн шухăшлама та ĕлкĕреймерĕ. Çынсем тискеррĕн, выç кашкăрсем пек, кăшкăра-кăшкăра, вĕсене иккĕшне те пĕççи-каççинчен ярса тытрĕç те пĕр самантра татăкăн-татăкăн вакласа пĕтерчĕç...

 

Ялăн тепĕр енчен çĕтĕк çăпаталлă, çуркаланса пĕтнĕ тумтирлĕ темиçе чăваш виçĕ мăн хырăмлă çынна юланутçăсем патне сĕтĕрсе килчĕç.

Кусем Валтиел пуянĕсем пулчĕç. Леш хайхи çапăçу пуçлансанах салтаксен хӳттине тарса кайнисем.

«Патька-патша пуянсене, пусмăрçă-пупсене пĕтерме ирĕк панине ăçтан пĕлме ĕлкĕрнĕ-ха кусем?» — тĕлĕнсе шухăшларĕ Укаслу.

— Юнĕçенсем кусем! — кăшкăрса пĕлтерчĕç чăвашсем хăйсем кама сĕтĕрсе килнине.

Самантрах хайхискерсене çынсем хупăрласа илчĕç.

— Çакна, акă, çакна чи малтан вĕлерес! — урса кайрĕ пĕр ватăрах чăваш вăрăм мăйлă пуян çине кăтартса. — Чи тискер çын вăл, кашкăр вăл! Киремет ылханчăкĕ.

— Кĕреçе сухаллине! Сухаллине чĕрĕлле çĕре чикес! — ăна пӳлсех çухăрчĕ тепри.

— Тĕрĕс! Чĕрĕлле чикес! — ярса илчĕç ку сăмаха чылайăшĕ.

— Ĕмĕр курман тискер ĕç кăтартрĕ вăл кунти халăха. Ватă карчăка йытăпа туллатарса вĕлерчĕ! Ним çук çĕртенех! Ахалех! Иртĕхсе!..

— Пĕççи-каççинчен тытса çурса пăрахас, эсрел хăраххине! — кусен сăмахне çирĕплетнĕн каларĕç тата темиçен.

— Этьсемри! — кăшкăрса ячĕ Укаслу. — Этьсемри, хăвăр ирĕкĕр, хăвăр суд тăвăр. Патька-патша сире пурсăра та ирĕк парать. Вĕсем мĕнле вилĕмпе вилме тивĕç — çав вилĕмпе вилччĕр. Весен пурлăхне вара чухăнсемпе тăлăхсем хушшинче валеçĕр...