Кăвак çĕмрен :: Çула туясăр ан тух


Укаслу Кĕлсулттан кинемей патне кайма тухрĕ.

Ырă çанталăк тăрать. Ăшă. Кăнтăртан лăпка çил кассăн-кассăн вĕркелет, хăйпе пĕрле кункаçа тем тĕрлĕ тăрмашса, тем тĕрлĕ ĕçлесе ывăннă çан-çурăма кантарма сулхăн илсе килет.

Хĕвел тин кăна анса ларнă, таврара çутă-ха.

Килтеш ялĕ варрипе пысăках мар çырма юхса выртать. Укаслу çав çырма хĕррипе шыв юхăмне хирĕç утать. Çырминче шывĕ сахал, ара, уйăх ытла таврара шăрăх тăнă та.

Çырма хĕррипе утнă май, Укаслу утă çулнă чухне хăй çак сукмакпа çӳренине аса илчĕ. Ун чухне Укаслу Килтешри ытти хĕрсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмастчĕ. Вăл хăй пурнăçне ватлăха çитиччен йĕркеллĕн, лăпкăн пурăнса ирттересси пирки çеç шухăшлатчĕ. Çав вăхăтра усал чунлă çынсем ăна тискер кайăк путеке йăтса кайнă пек вăрлама хатĕрленнĕ иккен... И-и, унтанпа пурте улшăнчĕç. Çуттĕнчере халĕ ĕнтĕ Карлай та, Шăхаль те çук. Самани те халĕ урăх. Укаслу та хăй вăйне лайăх пĕлет. Халĕ ĕнтĕ вăл унчченхи пек ватлăха çитиччен лăпкăн та хуйхăсăр пурăнса ирттересчĕ тесе шухăшламасть, çав лăпкăлăха килес кунри телей, ырлăх, ирĕклĕх ячĕпе никĕсĕ-мĕнĕпех ватать.

Кĕлсулттан кинемей çурчĕ пушă пекех. Никам та пурăнмасть кунта, тейĕн. Тĕтĕм тухни те курăнмасть. Ытти çынсенни пек вĕрлĕксем çинче чӳлмек таврашĕ те, çунă хыççăн типме çакнă çĕтĕк-çатăкĕ те çук.

Яланхи пекех пӳрт алăкĕ хупă. Анчах ăна питĕрмен иккен. Укаслу васкамасăр алăка уçрĕ те пӳрте кĕрсе тăчĕ.

— Кам унта? Килях! Килях! — илтĕнчĕ Кĕлсулттан сасси. Карчăк путмар çинче выртать.

Укаслу ун патне чупса пычĕ те ыталаса илсе макăрса ячĕ.

— Ну, ну, куççуль тăкатни тата, хĕрĕм. Ан йĕр, — сăмахла пуçларĕ карчăк кăмăлсăр. — Ĕлĕк куççуль тăкни те çитĕ. Акă, эпĕ ура çине тăрам-ха. Эхе-хе! Тем хама кансĕртерех туйрăм çав. Кăшт выртса ирттерес, терĕм. Тăрам-ха, тăрам.

Вара вăл Укаслу аллине айккинелле пăрчĕ те путмар çинчен çĕкленчĕ.

— Халсăрланни иртĕ-ха вăл, иртĕ. Эхе-хе! — калаçрĕ карчамас, хĕре лăплантарас тесе.

Укаслу ăна лайăх ăнланать, вăл мĕншĕн çапла калаçнине те пĕлет. Карчăк хăйне шеллеттерме юратмасть-çке. Мĕн пулса иртнине каласшăн мар.

— Кĕлсулттан кинемей, — терĕ хĕр, — мана çынсем йăлтах каласа пачĕç. Карлай çинчен те, Савантер çинчен те.

— Эхе-хе! Ара, халăх çăварĕ хапха çăварĕ теççĕ мар-и! — кăмăлсăр пулчĕ карчăк. — Ĕлкĕрнĕ те-çке. Чакаксем пек чăкăлтатрĕç пуль. Эпĕ вара, ватсупнă, сана нимĕн те систерес мар-ха, теттĕм.

Укаслу вăл калаçнине ним сассăр итлесе ларчĕ.

— Эпĕ сана Аванкай патне ăсатса таврăнтăм кăна, Карлайпа Савантер тата унăн хăрах алăллă тарçи вăркăнса кĕчĕç. «Эпир тарса çӳрекен Укаслăва шыратпăр! Ăçта персе чикрĕн ăна!» — теççĕ. Шырарĕç, шырарĕç, пĕтĕмпех çавăрттарса пĕтерчĕç, юлашкинчен тата Карлай хама тĕртсе сирпĕнтерсе хăварчĕ. Пĕтĕм шăм-шакăм ыратать. Эхе-хе! Ара, карчăка нумай кирлĕ-им? Ылхантăм вара çав путсĕр Карлая. Ылхантăм... Хайхискере вара усал чир çыпçăнчĕ.

— Валтиел çумĕнчи Эпрахиль юпи патне мĕншĕн пынă вăл? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Укаслу,

— Укапи карчăк ăна сиплет тенине илтнĕччĕ эпĕ. Укапи унта пуççапма кайма хушнă, тет. Эхе-хе! Унтан таврăнман терĕç-ха ăна. Ан тив,çуретĕр. Эпĕ янă чир нихăçан та иртмест. Ăна пурте пĕлеççĕ.

— Тĕрĕс, Кĕлсулттан кинемей... Карлай халь тин ĕнтĕ нихăçан та чирĕнчен сывалаймĕ. Йĕпе тăпра ун шăммине сыпăнма памĕ.

Укаслу Эпрахиль юпи патĕнче мĕн пулса иртнине ним пытармасăр каласа пачĕ.

— Усалĕ ертсе çӳренĕ ăна.

— Эхе-хе! Усал çын хăй вилĕмне шырать, теççĕ, — терĕ Кĕлсулттан кинемей. — Çĕр çинче пĕр усал сахалтарах пулчĕ. Эхе-хе, тăпри çăмăл пултăр ĕнтĕ апла. Леш тĕнчене кайнă çынна çилленсе пурнас мар.

Укаслу чĕнмерĕ. Йăла-йĕрке хушнине те пăхмарĕ, çĕре кĕнĕ тискер çынна вăл ырă сунма ниепле те хал çитереймерĕ.

Пĕр самантлăха иккĕшĕ те чĕнмесĕр ларчĕç.

Укаслу Савантер çинчен каласа пама тытăнчĕ. Хăйсем ăна хăваласа кайнине те, лешĕ, вăрмана кĕрсе, ним паллисĕр çухалнине те каласа кăтартрĕ.

— Учĕ пурччĕ, хăйне ниепле те тупаймарăмăр, — терĕ. Карчăк вара çапла ыйтрĕ:

— Иывăç тăррине пăхрăр-и?..

— Пăхрăмăр.

— Начар пăхрăр пуль çав. Эхе-хе. Çавăнтах ĕнтĕ, учĕнчен инçетре пулмалла мар вăл. Ут тени вăл хуçи хăваласан та инçетех каймасть.

— Тартăрах! Пурпĕр хăçан та пулин лекет. Халĕ пирĕн ирĕк çитрĕ. Хунчарсем хуçаланас çук...

Сĕм çĕрле кăна Укаслу, кинемейпе сывпуллашса, ашшĕ килне таврăнчĕ.

Хусахсемпе отрядри йĕкĕтсем пĕрерĕн-пĕрерĕн Килтешри çуртсене кĕрсе вырнаçнă. Ялта пурте йĕркеллĕ, шăп.

 

Çывăрма выртсассăн Укаслу хăрушă тĕлĕк курчĕ.

Вĕсем Алюновпа пĕрле, алла-аллăн тытăнса, симĕс çаран тăрăх утаççĕ. Иккĕшĕ те хаваслă, йăл-йăл кулаççĕ. Тӳперен çутă хĕвел вĕсем çине ялкăшса пăхать. Инçете-инçете ăрша куçать. Иĕри-тавра чечексем. Шурă, хĕрлĕ, кăвак, сарă чечексем... Сасартăк вĕсем хăйсен умĕнче пĕчĕк çырма асăрхарĕç. Алюновпа Укаслу пĕр-пĕрин аллине вĕçертмесĕрех иккĕш çырман икĕ енĕпе утрĕç. Çавăнтах кĕтмен çĕртен тĕттĕмленсе кайрĕ, тӳпене пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç. Çумăр çăва пуçларĕ. Укаслу хăраса кăшкăрса ячĕ. Анчах çумăрĕ нумая пымарĕ. Вăл чарăнсанах тав-рара çуталчĕ. Укаслу, Алюнова тупас тесе, ун еннелле пăхрĕ. Анчах хăранипе кăшкăрсах ячĕ. Унпа Алюнов хушшинче тем тарăнăш çырма.

— Алюн! — кăшкăрса ячĕ Укаслу. — Алюн! Кил-ха кунта! Анчах Укаслу сасси леш çырана çитеймест, таçта кайса çухалать. Вара Укаслу хăй Алюнов патне каçма шутларĕ. Çыран хĕрринех пырса тăчĕ те сасартăк аялта çынсем тăнине курчĕ. Карлай, Шăхаль тата Савантер. Вĕсем ăна аллипе юнаççĕ.

Укаслу хăранипе çыран хĕрринчен аяккалла чупса кайрĕ. Çырма урлă епле каçма пулĕ-ши тесе пăхкалама тытăнчĕ. Хăйне курайман çынсем çывăхра пулни ăна калама çук аптратса ӳкерчĕ. Вăл сасартăк хыçалалла çаврăнса пăхрĕ те каллех ахлатса ячĕ. Ун патнелле тем пысăкăш упа мĕкĕрсе чупа парать. Укаслу упаран тарма тытăнчĕ. Анчах упи те унран юлмасть. Акă ĕнтĕ, çитсех, çитсех пырать вăл.

— Алюн! Алюн! — кăшкăрать Укаслу.

Анчах Алюнов çырман тепĕр енче нимĕн пулман пекех лăпкăн кулкаласа тăрать. Вара Укаслу, тарса пулмасть тенĕн, тăпах чарăнчĕ. Аллинче унăн — анкар. Вăл ăна çирĕпрех чăмăртаса тытрĕ те упа еннелле ярса пусрĕ. Çав вăхăтра упа та чарăнса тăчĕ, кайри урисем çине ларчĕ те аслатилле сассипе кулса ячĕ:

— Аха-ха-ха-а! Таратăн-и? Хăвах манран таратăн-и? — терĕ. Укаслу куçĕ умĕнчех хайхи упа, тирне улăштарса, Савантер пулса тăчĕ...

Çав вăхăтра Укаслу вăранса кайрĕ.

— Эй, Хайпурен, — терĕ вăл чĕтрекен тутипе. — Пулăшсам! Ан кăтарт ӳлĕмрен çакăн пек тĕлĕксем!

Хĕвел ури чӳречерен пӳрте кĕнĕ. Çап-çутă. Урамра — çын сассисем.

— Тăр-р! — кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ чӳрече кутĕнчех. — Çитрĕмĕр! Тăр-р!

Укаслу хăвăрт ури çине сиксе тăчĕ: «Ара, Аванкай мучи сасси-çке ку!» — терĕ. Хĕр часрах чӳрече патне чупса пычĕ. Çавă. Аванкай мучи. Утне тăварать. Урапи çине хăй туп-туллиех тем тиенĕ, çиелтен шăналăкпа витнĕ.

Хăвăртрах çăвăнчĕ те Укаслу урам енне чупса тухрĕ. Аванкай мучи ăна хирĕç пыра парать. Вăл пӳрте кĕме те хатĕрленнĕ иккен. Куçĕ хăйĕн кулать.

— Халь мĕнле саламламалла ĕнтĕ сана? Хĕрĕм темелле-и? Ахмар темелле-и? Е патька-патша полковникĕ темелле-и? — терĕ.

— Хĕрĕм, тесе чĕн, мучи, — ăшшăн хуравларĕ Укаслу. — Халь тин ман нимĕнрен те хăрамалли çук. Патька-патша хăй мана çапла каларĕ. Пурте ман ятăма пĕлеççĕ.

— Ку та тĕрĕс, хĕрĕм, — килĕшрĕ унпа Аванкай. — Усалсем, ан тив, урăх ятпа çӳреччĕр. Пирĕн хамăр ятсемех лайăх.

— Эпир Килтеше килни çинчен эсĕ, мучи, епле пĕлме ĕлкĕртĕн?

Старик чеен кулса ячĕ:

— Тĕнче тăрăх хавха çӳрет, хĕрĕм, хавха çӳрет. Хавха вăл ут-урхамахран ирттерет. Ырă çын вырăнтан, калăпăр, хускалман-ха, вăл ăçта каясси çинчен пĕтĕм тĕнче пĕлет. Ĕнерех çула тухрăм. Сан патна килме. Утăм лайăх, маттур чупать. Астăватăн-и, сан укçупа илтĕмĕр-иç ăна та. Эсир патька-патша патне утланса кайнă леш пилĕк утпа пĕрле.

— Укçи вăл, мучи, манăн мар-çке. Ана мана патька-патша панăччĕ.

— Çапла та-ха, сана вăл хĕр тупри тумалăх тесе панăччĕ-çке.

— Ун вырăнне, ав, кирлĕ ĕçе юрăхлă пулчĕç.

— Тĕрĕс, — килĕшрĕ мучи. — Атя-ха, хĕрĕм, халĕ ĕнтĕ урапана кайса пăхар. Унта манăн сан валли парне пур.

Вĕсем урапа патне утрĕç.

Аванкай варт! тутарса урапа шăналăкне сирчĕ... И-и, урапи çинче ушкăн-ушкăн — кăрал: хĕç, анкар, çĕмрен, ухă.

— Акă ман парнем, Укаслу, — терĕ старик. — Пĕлетĕп сан патна нумай маттур йĕкĕт килĕ. Вĕсене пурне те кăрал кирлĕ. Пĕр хĕç те, пĕр анкар та хăй хуçине тупмасăр юлмĕ. Ватă Аванкай алли кăлăх ĕçлемен. Ун алли хăй вăхăтĕнче хĕç те тытма пĕлнĕ. Ун алли хăй вăхăтĕнче тискер тăшман пуçне касма та пĕлнĕ.

— Кун чухлĕ кăрала хăш вăхăтра тума ĕлкĕрнĕ эеĕ, мучи?! — тĕлĕнчĕ хĕр.

— Çула туясăр ан тух, — тенĕ ваттисем, — ăс вĕрентсе каларĕ старик. — Эсĕ, Укаслу, кăралсăр ан çуре. Сана валли эпĕ тата темĕн чухлĕ кăвак çĕмрен хатĕрлерĕм. Пĕркун панă кăвак çĕмрен пеккисене. Ав миçе укçу. Туллиех. Сан валли вĕсем, Укаслу, — аллипе урапин сылтăм кĕтессинелле тăсса кăтартрĕ Аванкай. — Пĕркун панисем юрарĕç-и сана, хĕрĕм?

— Юрасса юрарĕç-ха, мучи. Анчах хамăн куç тĕрĕсех пулмарĕ. Савантере персе ӳкерес тенĕ çĕмрен тискере лекмерĕ, — терĕ хĕр, ĕнер мĕн пулса иртнине пĕр пытармасăр каласа кăтартрĕ.

— Ан кулян, Укаслу, — йăпатрĕ ăна старик. — Пĕр кăвак çĕмрен усала вĕлереймерĕ пулсан, тепри лекĕ. Кăвак çĕмрен тĕл лекмеллех вăл...

 

Çинçе ураллă çиччĕсенчи хĕрача чупса пычĕ.

— Укаслу аппа! — терĕ вăл. Кĕлсулттан кинемей кунта аманнă йĕкĕт пур терĕ. Ăна хăй патне илсе пыма каларĕ вăл.

Сиплеме.

«Мĕн тери ырă чунлă карчăк!» — шухăшларĕ Укаслу. Ĕнер вăл юриех, чирлĕскере кансĕрлес мар тесе Асмантей пирки нимĕн те каламарĕ. Анчах карчăк ун çинчен хăех пĕлме ĕлкĕрнĕ иккен. Мĕнле сăмах каласа тав тумалла-ши ун пек ытарайми çынна!

Хĕр-полковник хăй патне Аçтăрхана чĕнчĕ:

— Асмантей сывлăхĕ мĕнле? — тĕпчеме тытăнчĕ вăл.

— Самайланать-ха. Анчах, тем, суранĕ ут илсех каяймарĕ.

— Кĕлсулттан кинемее астăватăн-и?

— Астумасăр! — кăшкăрса ячĕ Аçтăрхан. — Вăл маншăн пĕркун, вăрманта чухне Пихампар пулчĕ. Унран лайăх сиплевçĕ тĕнчипе те çук.

— Асмантее ун патне илсе кай-ха эппин.

— Вăл çак ялта пурăнать-и?

— Çак ялта. Ак, çак хĕрачана янă.

— Ну-у, апла халь Асмантей ура çине тăрасси куç умĕнчех! — савăнса каларĕ те Аçтăрхан аманнă юлташне турттарса каймашкăн тесе лаша кӳлме тухрĕ...