Пушхирти кĕлчечексем ::


Ивановсем ялта сумлă çынсем. Иван Петрович колхозăн тĕп бухгалтерĕ. Мария Ивановна библиотекăра ĕçлет. Таня вĕсен пĕртен-пĕр ачи. Ивановсем ывăл ача çуратасшăн пулчĕç, анчах Турă çырман пулмалла, Мария Ивановна иккĕмĕш ачипе хырăм пăрахрĕ те — шăпа тени вĕсене пĕр ачапах çырлахтарчĕ.

Таня, çемьере пĕр ача çеç пулнăран та пулĕ, ваттисем каларăшле, «кутăн та юпсăр» хĕр пулса çитĕнчĕ. Хăш-пĕр чухне ашшĕ-амăшне хирĕçлеме те вĕренсе çитрĕ. Юлташĕсем хушшинче те вăл уйрăммăнах палăрса тăрать: çитĕнсе çитнĕ хĕр кӳлепиллĕ, кăкăрĕсем те ача çуратса курнă хĕрарăмăнни пек хăпарса тăраççĕ, савăшу туйăмĕ те ăна 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех сĕрĕмлетнĕ. Вĕренессе вара хăй питĕ лайăх вĕренет. Хĕр-тантăшĕсемпе те туслă, тавлашăва малтан пуçласа яракан çын мар. Анчах ăна кам-тăр ăнсăртран кӳрентерсен вара... Таня шăртне тăратма пултаратех. Хăйпе пĕрле вĕренекен арçын ачасене ним вырăнне те хумасть, йĕпе сăмсасемпе çеç танлаштарать. Тĕсĕ-пуçĕпе те ăна Турă кӳрентермен: кăн- кăвак куçлă, сап-сарă çӳçлĕ, чăкăт пек шап-шурă ӳтлĕ... Тĕрĕссипе — чăн- чăн юрпике. Таврара та Таня пек чипер хĕрупраç шыраса тупас çук. Ахальтен мар ĕнтĕ Лапракас ялĕн чи сатур каччи — Коля Сидоров салтака кайичченех ăна юратса пăрахнă. Анчах... вĕсен хушшинчи юрату пĕр енлĕ иккенне кăна никам та чухласа илеймест. Тĕрĕс, Коля хĕре чуптуса та курнă. Таня ăна хирĕçлемен. Каччă хĕсметре чухне вĕсем пĕр-пĕринпе çырусем çӳретнĕ. Çав вăхăтра хĕр урăх каччăсемпе çыхăну тытман. Анчах хĕр чунĕнче чăн-чăн юрату туйăмĕ вăранайман. Çак куна çитсе те Коля хăй савнийĕнчен «юрататăп» тенĕ сăмаха илтсе курман. Лешĕ калаçăва яланах урăх çулпа пăрса яма тăрăшнă, «юратмастăп» тесе каламан. Хĕрпе каччă ашшĕ-амăшĕсем, ял çыннисем Кольăпа Таня хушшинчи туслăха-юратăва чăн вырăнне хурсах сӳтсе явнă, туй пуласса кĕтсе пурăннă.