Кăвак-кăвак тӳпере
Çӳллĕ-çӳллĕ пӳлĕмре
Пурăнаççĕ çăлтăрсем,
Уйăхсемпе хĕвелсем.
Сарă хĕвелпе пĕрле
Сарă хĕр пурнать хĕлле
Çав хĕре парать хĕвел
Сар кĕпе те çут мерчен.
Сарă хĕр çӳл тӳперен
Пăхкалать Шур пӳлĕмрен
Вăл курать унта ача
Макăрса ларать каçпа
Хĕр калать ăна çӳлтен:
— Ма макратăн эс пĕччен.
Анчах ача каламарĕ
Хĕвел хĕрне ăнланмарĕ.
Сарă хĕр Сар Хĕвелтен
Ыйтать пĕтĕм кăмăлтан:
-Мĕншĕн эп çӳл тӳперен
Анаймастăп çĕр çине.
Хĕвел калать: «Эсĕ мĕн
Сана япăх-и кунта,
Эп сана парап мерчен
Кĕпи, тухйи пăр купа
Санпа выляç кайăксем
Уйăхсемпе Çăлтăрсем
Çĕр çинче мĕн лайăххи
Унта шыв пур кăвакки
Çăтса ярать вăл сана
Вара пулăн тăмана»
Хĕрĕ калать Хĕвеле:
— Тăмана вĕçет тӳпере
Эпĕ ларап тĕрмере.
Килчĕç çитрĕç çав тĕле
Çил ачисем сиккипе:
— Эпир курнă, курнă тĕнчипе
Çынсем унта ирĕкре.
— Хĕрĕм, айта пирĕнпе
Чăваш хитре çĕр-шывне
Эс каймастăн çĕр çине
Эс каятăн тĕпеле.
Лар унта сар сак çинее
Тăхăн сарă кĕпӳне
Килĕç кунта хăтана
Качча тухăн патшана.
Çакна илтсен хĕр хăйне
Шыв сапать те хăй çине
Вĕçсе каять вăрмана
Сарă кайăк тăмана.