Кӳршĕ ялта Ваçук ятлă çын пурăннă. Пурте ухмах тесе шутланă. Вăл çӳллĕскер, сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă пулнă.
Акă пĕррехинче вăл вăрмана кайнă. Тулта ăшă пулнă, хĕвел пăхнă. Вăл вăрман тăрăх юрă юрласа çӳренĕ. Кайран вăл «симĕс чĕр чунсене» курах каять. Вĕсем çынсем пекрех пулнă. Вĕсен куçĕсем пысăк, пуçĕ тата пысăкрах, кĕлетки пĕчĕк те симĕс. Пăхрĕ те, хăраса кайрĕ Ваçук. Нумай шутласа тăмарĕ, ялалла вĕçтерчĕ.
Ял халăхне пуçтарчĕ те хăй курнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Ăна ĕненекен никам та пулмарĕ. Мĕнле кăна кулмарĕç пулĕ Ваçукран çынсем. Ахаль мар ку çынна ухмах тесе шутлаççĕ.