Чăваш поэт пуличчен
Тăлăх-турат пулас-мĕн,
Çĕтĕк-çурăк тăхăнса,
Урам тăрăх тăсăлса,
Хура-мара хутаçпа
Ыйткаласа çӳрес-мĕн.
Чăваш поэт пуличчен
Хăрăк турат пулас-мĕн;
Тăвăл пала хуçăлса
Персе анас çĕр çине;
Çурхи шывпа юхăнса
Юхса тухас Атăла.
Атăл хумĕ, хумхатса,
Тĕнче хĕрне çитиччен
Илсе кайтăр юхтарса.
Чăваш поэт пуличчен
Пилеш туя пулас-мĕн:
Кĕрхи çĕрле, тĕттĕм чух,
Тухса каяс вăрмана,
Арçурипе шуйттана
Шăмми-шакки ваниччен
Хĕртсе çӳрес çĕрĕпе.
Чăваш поэт пуличчен
Ват сăвăслан пулас-мĕн:
Куштан çынсем çăвара,
Кара-кара вăрçнă чух
Куштансенĕн чĕлхине
Сăнă лартса хварас-мĕн.
Чăваш поэт пуличчен
Хура çĕлен пулас-мĕн:
Вĕчĕх-кĕвĕç чăвашсем
Харлаттарса ыйхăпа
Çварне карса выртнă чух;
Вĕсен вĕчĕх çăварне
Шуса кĕрес майĕпе,
Хапсăнчăкла пырпала
Ăш-чиккине анас та
Кĕвĕç чĕри çумĕнче
Йăва туса вырнаçас,
Ун пек вĕчĕх çынсене
Ирлĕ-каçлă чĕрине,
Кĕвĕлтерсе кĕвĕçпе,
Сăхса выртас йăваран.
Çакă юрра юрличчен
Алă-ура кантарма
Кӳршĕ-аршă выльăхне
Ал туййипе хваласа,
Кӳпке-кӳпке амантса,
Урам тăрăх чупас-мĕн.
Çыруç-поэт пуличчен
Хура çăхан пулас-мĕн:
Виçĕ кунтан малтанах
Вилĕм-çĕтĕм пуласса,
Виле шăрши туйăнсан,
Кăринклатса кантăкран,
Хура пупа систерсе
Савăнтарса калас-мĕн.
Сăвăсене ӳкерсе,
Çамка тирне хытарса
Асаланса лариччен
Чăх тăмани пулас-мĕн:
Ăна-куна хĕстерсе,
Пахисене утланса,
Хура çĕрле шикленсе,
Вăрттăн çӳрен çынсене
Ватă йăмра тăрринчен
Тĕввик-тĕввик шăхăрса,
Кукăр çула кăтартса,
Çĕр каçиччен ларас-мĕн.
Чăваш поэт пуличчен
Вĕре çĕлен пулас-мĕн:
Хĕвел анса ларсассăн,
Кив уйăхпа тĕттĕм çĕр
Хĕрлĕ хĕмлĕ хĕмленсе,
Вут-кăварлă ялкăшса
Çиçсе тухас пĕлĕте.
Вырăн çинче выртакан
Этемсенĕн чĕрине
Кăвар тăкса çунтарас.
Чăваш поэт-çыруçсем!
Пера вĕçне хуратса
Шурă хута варличчен
Çĕçĕ тытса хăйраса
Пушăт тума тытăнăр.
Çич пушăтпа тавăрса,
Шакка-шакка çăпата
Хуçа-хуçа хурăр та
Тухса сутăр Кавала:
Тварпа краççын илмелĕх
Пайта пулĕ çпатаран,
Хаклăраххи сутсассăн,
Услам тăвăр тапаклăх.
Чăваш халăх умĕнче
Аслă ятпа тăракан,
Пĕтĕм тĕнче пĕлекен
Чăваш поэт-çыруçсем!
Ватти-вĕтти, чĕпписем!
Юпа пулăр пурсăр та.
Уй хапхисен тăпсине
Ялтан яла ларăр та
Иртен-çӳрен хапхана
Уçа-уçа хупнă чух
Чăррик-чаррик! çухăрăр;
Кĕрен-тухан урапин
Тĕнĕл пуçне перĕнсе,
Ĕмĕр пурнăр савăнса.