Эх, ача-а, мана пĕррехинче автобусран кăларчĕç те печĕç. Эпĕ пĕр вăхăт ним пĕлми пулса выртнă иккен. Темле карчăк мăкăртатнипе тăна кĕтĕм.
— Эй, Турăçăм! — тет. — Халăх пăрçа пек тăкăнать! Ку арçын та эрех ĕçсе кăннă! Пĕтнĕ, мăнтарăн!
— Кам кăннă? Кам пĕтнĕ? — хăранипе кăшкăрса ятăм эпĕ куçа аран-аран уçса.
Кинемей карт! сикрĕ те самантрах умран таçта тарса çухалчĕ. Хура тумлăскер, вилĕм карчăккиех пулчĕ-тĕр ку.
Тăрса лартăм та йĕри-тавра пăхкаларăм: тарас килет, — анчах ăçта? Кӳтсе кайнă алăсене вĕрсе ăшăтрăм та пуçа хыпашласа пăхрăм. Ак тамаша! Çĕлĕк çук! Ялтан хулана асăрханмасăр утăм та тумалли çук-мĕн, аяккалла пăхса ил çеç — юлашки йĕмсĕр хăварĕç.
Çав хушăра тăрмаланнă пуçа шухăш килсе кĕчĕ. Автобусри халăх мана ветеринари станцине кайма хушнă пек. «Юрать!» — терем ăшра. Каланă — тунă.
Пуç айĕнчи минтер вырăнне пулнă кирпĕче алла илтĕм те ялт! сиксе тăтăм. Инçех мар хĕрлĕ кирпĕчрен тунă, кермен пек курăнакан ветеринари станцийĕ ларать иккен, чавтартăм çавăнталла.
Çара пуçăн, кирпĕч йăтнă арçын килсе кĕнине асăрхасан выльăх тухтăрĕ, хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе лараканскер, те тĕлĕннипе, те хăранипе, тăрук чыхăнса кайрĕ, сĕтел айне кĕчĕ ӳкрĕ. Тем вăхăтран кăна пуçне çĕклесе пăхрĕ.
Эпĕ кирпĕче сĕтел çине кĕмсĕрт! тутарса хутăм та — хут листисем, лĕпĕшсем пек, пӳлĕм тăрăх чăл-пар! саланчĕç. Выльăх тухтăрĕ каллех куçран çухалчĕ.
Пăхатăп: ветеринар сывлăшра вĕçекен шап-шурă хутсем хушшипе тăват уран алăк еннелле упаленет. Эпĕ ăна хăваласа çитсе сулахай уринчен ярса илме ĕлкĕртем, йăтса тăратрăм та сетел патне çавăтса кайрăм.
— Пĕлетĕн-и эсĕ çакă мĕн япала иккенне? — ыйтрăм кирпĕч çине кăтартса.
— Кирпĕч, — тĕлĕнсе тавăрчĕ выльăх тухтăрĕ.
— Эх, эсĕ те çав, çăпата кантри! Ку — Тунгус метеоричĕн чăн-чăн катăкĕ вĕт. Ахаль кирпĕч мар ав! Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вăл сирпĕнсе кайнă та, ун катăкĕ вара пирĕн çырма-çатраллă тăрăха килсе ӳкнĕ!
Выльăх тухтăрĕн куçĕсем чарăлсах кайрĕç.
— Ман шутпа, ку кирпĕчех.
— Унтанпа пĕр ĕмĕр иртнĕ вĕт-ха, — ăнлантарма тăрăшрăм эпĕ. — Хăвах шутласа пăх: çавăн чухлĕ вăхăт хушшинче метеорит катăкĕ кирпĕч пек мар, тăм муклашки пек пулса тăрĕ.
Выльăх тухтăрĕ чăннипех шухăша путрĕ.
— Килĕшетĕп. Анчах мĕншĕн вăл хĕп-хĕрлĕ?
— Ытлашши хĕрсе кайнипе ĕнтĕ! — кăшкăрса ятăм эпĕ. — Унта «Тунгус температури» çавнашкал хăпарса кайнă — вĕри çатма çинчи пек.
Выльăх тухтăре çутă куçĕсемпе ман çине тинкерсе пăхрĕ, пырса ап пачĕ те, пĕр сăмах чĕнмесĕр, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Манпа килĕшрĕ, эппин.
— Манăн тахçан пĕр йытă пурччĕ — Мопс хушаматлăскер. Питĕ ăслă выльăхчĕ! — терĕ ветеринар эпĕ пуррине манса кайнăн кĕтеселле пăхса.
Выльăх тухтăрĕ манăн шухăша аяккалла пăрасшăн пулнине ăнланса илтĕм. Ун сĕтелĕ çине хăпарса лартăм та итлеме хатĕрлентĕм.
— Тăнла-ха, юлташ, — терĕ вăл, — выльăх-чĕрлĕх çынран та ăслăраххине сана ĕнентермелле кăтартса парас-и?
— Юрать! — килĕшрĕм эпĕ.
— Тимлĕн пăх! — терĕ тухтăр мана сĕтел çинчен тĕксе ӳкерсе. — Шăна вĕçет, куратăн-и?
Эпĕ урайне тăсăлса выртрăм та пуçа алăпа тĕкĕлесе итлеме пуçларăм.
Халĕ эпĕ линейка илетĕп те тăнне çухатнă шăна ун çине пырса ларасса тата çĕр туртăмĕ ăна ӳкерессе кĕтме пуçлатăп. Вăт пулать тăк пулать мыскара! Сиксе тăтăм та выльăх тухтăрĕпе пĕрле шăна линейка çине ларасса кĕтме пуçларăм. Лешĕ вара, пӳтсĕр, шав вĕçет, шав нăйлать. Ну, ухмах мар-и?
— Тăмсай! — кăшкăртăм эпĕ.
— Чăнах! — вĕчĕхсе хушрĕ выльăх тухтăрĕ. Эпĕ çакна тĕрĕслесе пăхас терĕм. Чи малтан сĕтел çине сахăр сиропĕпе пыллатнă çăкăр çемçи хурса патăм, унтан таса сахăр песукĕ сапрăм, кайран...
— Итле-ха, тен, ку шăна питĕ ăслă. Çавăнпа лармасть пуль, э?
— Тĕрĕс те пулĕ.
Выльăх тухтăрĕ каллех эп пуррине манса кайса кĕтесрен кĕтесе чупса çаврăнчĕ, шăнана паттăр ĕç тума хавхалантарчĕ.
— Вĕç, вĕç, чунăмçăм, линейка еннелле — йăпат мана! Лар!
Выльăх тухтăрĕ пӳлĕм тавра виççĕ чупса çаврăнчĕ те шăна эрешмен картине çаклансан çеç, мана пĕрремĕш хут курнăн, шурă куçĕсемпе шăтарасла пăхрĕ те çухаран ярса ил чĕ:
— Кам эсĕ? Тен, вăрă-хурах?
— Ай-уй! Мĕнле вăрă! Эпĕ автобусра çĕлĕке çухатрăм. Халĕ кĕркунне, сивĕ!
— Вара?
— Кĕскен калатăп: çĕлĕкĕ йытă тирĕнченччĕ. Эпĕ ăна çирĕм сакăр çул тăхăнса çӳрерĕм — ылтăнран хаклă.
— Тепĕр хут калатăп, кунта ветеринари станцийĕ. Эсĕ çĕлĕк шырама çакăнта мĕн тума килнĕ?
— Ăнлантаратăп, — хамăннех петĕм эпĕ. — Автобусран мана халăх йытă тесе кăларса ывăтрĕ. Йытăсем вара — сирĕн клиентсем!
— ???
Пĕр пилĕк минут эпир пĕр-пĕрин çине шăппăн шăтарасла пăхса тăтăмăр.
Выльăх тухтăрĕ малтан шакла пуçне, кайран мана хулпуççинчен ал тупанĕпе çат çапрĕ те куçран пăхса çапла каларĕ:
— Тăмсай эс, ял çынни, — эпĕ кунта — хуралçă, выльăх тухтăрĕ мар, — терĕ те сĕтел çине шурă эрех кăларса лартрĕ.
Малалла мĕн пулнине астумастăп...