Мĕн пулать-ши хăш чух пирĕнпе –
Кĕвĕçӳ тупăнать пуç тĕлне,
Тытăнать кăшлама шĕкĕ пек
Йăкăртса пĕр-пĕрин чун мулне.
Кĕвĕçмен арăм çук тĕнчере
Тенĕ-ха ĕлĕкрен ваттисем.
Юратать вăл, эппин, чĕререн,
Çавăнпа çуйлă ун туйăмсем.
Ку çапла. Вăл чăнах юратать!
Шантарсах эп калатăп çавна.
Эх, анчах мĕншĕн пĕрчĕн ватать
Чулран çирĕп ман юратăва?
Айăп ним çукранах кĕвĕçни
Чĕрене вут пекех çунтарать.
Пĕлĕшпе йăл кулса калаçни
Кӳлешмелĕх сăлтав-шим вара?
Калаçмасăр пĕлен çынпала
Чун чăтмасть – татăлмасть вĕт чĕлхе.
Çут тĕнче илемне сăнлама
Витĕр-ха куçăмсем хальлĕхе.
Çавăнпа та эс, тусăм, ăнлан:
Кĕскетес темесен пурнăçа,
Чăннипех юрататăн пулсан
Кĕвĕçме ан хăйсам нихăçан!