Шупашкартан таврăнакан Карачăма арăмĕ картишне тухсах кĕтсе илчĕ.
— Ну. каласа пар, мĕнле кайса килтĕн? — ыйтрĕ упăшки пӳрте кĕнĕ-кĕмен.
— Йĕркеллех... Чиперех...
— Йĕркеллĕ пулсан ма çав териех — юлашки чăххуна пăсара пăвса пăрахнăн — тĕксĕм эс, йӳçек?
— Ан çыпăç-ха. Крахьян, вăрăм çул хыççăн сывлăш çавăрма пар.
— Кур-ха эс ăна, «ан çыпăç». Мĕнле шăна çыртнă сана? Ăнсăртран унта, хулара, пĕр-пĕр шакла пуçлă майра тупса ямарăн пуль-çке? — çаплах хăпмарĕ Крахьян.
— Çапла, тупрăм. Сирĕн, хĕрарăмсен, ялан пĕр юрă. Луччăк кала-ха: виçĕм кун килтен тухнă чух. такăнманччĕ-и эп? Апла тăк ма ăнмарĕ-ха ман, еккăр-маккăр? Çук-ха, çитессе аванах çитрĕм шурă Шупашкарне. Хама кирлĕ урама шыраса анаталла уттартăм.
Пăхатăп, сарă сухаллă, çилхе çӳçлĕ арçын çамрăк хĕрарăма тăлпалать. Ха-лăх — циркри пек! Çаварĕсене карса пăрахнă та...
— Эс, карманни, чупса пытăн пуль-ха? — йĕплерĕ Крахьян.
— Пымасăр вара! Манăн та юпа пек хытса тăмаллаччĕ-им? «Ма хĕнетĕн?!» — тетĕп çилхеллĕ арçынна. «Сан мĕн ĕç пур, çăпата? Хам арăмпа хам хуçа!» - çапла хаяррăн мĕкĕрсе илчĕ те яра пачĕ мана чышкипе. Вара каллех лешне, арамĕ текеннине, лăскама тытăнчĕ. «Кирлĕ чух, юри тенĕ пекех, хĕрлĕ пакунлисем те çук», — ун-кун пăхкаларĕç пуçтарăнса тăнă арçынсем. Самăртнă ăйăр пекех тĕреклĕ хăйсем. Кашни пĕрер çапсан, виçĕ хĕл каçнă вăкăр та лаштăрах тĕшĕрĕлмелле. Эх, тарăхса кайрăм та ача! Тӳсеймерĕм, хайхи хулиган патне талпăнса пытăм.
Ĕнсинчен çатăрласа чĕркуççипе пĕр-икĕ хутчен кутĕнчен лайăххăн лаклаттарнăччĕ кăна — таçтан-муртан пĕр йăрă милиционер чупса çитрĕ, виçсĕмĕре те хăйсен уйрăмне илсе кайрĕ. «Мĕншĕн кӳрентертĕн çак этеме?» — ыйтаççĕ манран. «Этем мар вăл, милици юлташсем, кашкăр! — тетĕп. — Ислетмеллеччĕ те çав вăй çитнĕ таран...»
«Вăт-вăт, хăй те тунмасть, — çатăлтатрĕ тăрри шăтăк хĕрарăм. — Упăшкапа ашканласа тăраттăмăрччĕ те — чупса пычĕ те...» «Ийя, арăм тĕрĕсне калать. Кăштах вылякаласа илнĕччĕ çеç — çак çăпата, темле ялтан аташса килнĕскер, куç хупма ĕлкĕриччен мана тапса-çапса пĕтерчĕ. Ы-ы, тайга упи! Псих ненормальнăй!» «Вçо яснă, — тет аслăраххи, лейтенант. — Пирĕн патăрта пĕр вун-вун пилĕк талăк урам шăлса пурăнма тиветех сан гражданин». «Ыран ман утарçăсен канашлăвĕнче тухса калаçмалла. Çавăнпа та тархасласах ыйтатăп: кăларса ярăр мана кунтан, ватлăхра намăса ан кĕртĕр...» — тетĕп.
Кĕçех дежурнăй текенни хурт-хăмăр кантурĕпе çыхăнчĕ: «Алло! Милици уйрăмĕнчен чăрмантаратпăр-ха. Ыран канашлу ирттерме палăртнă-и эсир?» «Çапла, ирттеретпĕр», — тавăраççĕ лерен. «Сидоров хушаматлă хурт-хăмăрçа пĕлетĕр-и?» «Пĕлмесĕр вара! Ăна район кăна мар, пĕтем республика пĕлет: чаплă хурт-хăмăр ăсти вăл пирĕн...»
— Çаплах каларĕ-и? — кăмăллăн пăхкаларĕ Крахьян аппа — Мĕнле хăтăлкаласа тухрăн вара?
— Аванах. Çывăх туссем пек алă тытсах уйрăлтăмăр. Анчах ĕç-пуç çакăнпах вĕçленмерĕ-ха. Каçпа, апатланнă хыççăн, ларатăп хайхи хăна çуртĕнче телевизор пăхса. Сасартак: «Сидоров! Телефон патне...» Пытăм, «Сидоров итлет», — тетĕп. «Герасим Петрович-и? — илтĕнет трубкăра. Каçарăр та, милици уйрăмĕн пуçлăхĕ Пахомов-ха ку. Акă мĕн, Петрович... Сирĕнпе пĕрле илсе пынă арçынпа хĕрарăма пирĕн сотрудниксем эсир тухса кайсанах тĕрĕсленĕ. Ниçта та ĕçлемеççĕ, наркомансем. Пасарта вăрланă япаласемпе сут тăваççĕ иккен... Хăвăрпа кӳренмеллерех пулса тухнăшăн каçарăр, Герасим Петрович...» Вăт мĕнлерех пăтăрмаха çакланма тӳр килчĕ, савнă мăшăрăм. — хашлатрĕ Карачăм.