Асилтерет мана çак кӳлĕ
Пĕр тахçанхи мыскарана;
Çул çухатса санпа иркӳлем
Çӳрерĕмĕр яра куна.
Пĕлмен сукмак ялан хăрушă.
Шавлать тискеррĕн ют вăрман.
Тем пулĕччĕ, пăлан пăрушĕ
Сасартăк сас паман пулсан.
Вăл хăрамарĕ, ютшăнмарĕ,
Тарас темерĕ-ха çынран.
Ăнланчĕ-ши пире, мăнтарăн,
Тус пек, пĕрре пăхсах куçран?
Му-у! Му-у! Вăрман янрарĕ,
Сас уççăн кайрĕ инçене.
Çине тăрса, пăру шырарĕ
Те ашшĕне, те амăшне.
Му-у! Му-у! Хăватлă, çирĕп
Хурав çĕклерĕ кăмăла.
Çул тухрĕ виçсĕмĕрĕн, пирĕн
Кӳл хĕрринчи хитре яла.
Паян эс çук. Чунра пуш-пушă.
Тӳпе çеç кӳлĕре сенкер.
ухсам каллех, пăлан пăрушĕ
Савни патне илсе çитер!