/пĕлĕшĕм каласа панă тăрăх çырнă сăвă/
"Ан кил" тенĕн чăр пăхса,
Çапрăн куçупах пуçран.
Çук, тăмарăм чăркăшса -
Эс тухмарăн ман куçран.
"Ан кил..." Ассăн сывласа
Юлтăн эсĕ килӳнте.
Çитĕп-ши эп сывалса,
Чирлĕп эп, тен, ӳлĕм те?
Манăн чирĕм - эс пĕлни,
Урăх пĕр çын та пĕлмест.
Татрăн шанăç çеçпĕлне,
Ĕнтĕ вăл тек-тек ӳсмест.
Эп - хирти пĕччен юпа -
Киленеп юратупа.
Пит савать мана сив çил:
Вăл ыйтать: "Ăçта сан кил?"
Килĕм хамăн ăшăмрах,
Эп унтан тухмастăп халь.
Сивĕ, шăрăх - ман çумрах,
Вĕсенчен хăпмастăп-ха.
Эп - хирти пĕччен юпа -
Киленĕп юратупа.
Ман тавра чечек, чечек -
Пит хитре, пурте чечен.
Çу иртет те кĕр çитет,
Кĕр иртет те хĕл çитет:
Эп тӳсĕп çил-тăмана -
Улшăнчĕ-çке самана.
Тĕрлĕ çумăр çĕртнипе,
Вăхăчĕ те çитнипе,
Вăйсăр çилĕ вĕрнипех
Тӳнĕп, пулмăп эп текех.
Çунă ăшă çумăрпа
Усĕ ман çине кăмпа.
Тăвас мар, тӳннĕ маяк,
Чечеке çеç хам ая.
Манăн чирĕм - эс пĕлни,
Урăх пĕр çын та пĕлмест.
Татрăн шанăç çеçпĕлне,
Ĕнтĕ вăл тек-тек ӳсмест.
"Ан кил" тенĕн чăр пăхса,
Çук, тăмарăм чăркăшса.