Иртен вара паян тулта
Çумăр çăвать ут куçленсе.
Ларатпăр пĕчĕк вокзалта
Автобус килессе кĕтсе.
Урисемпе хиркелешсе
Кутăнлашать чĕчĕ ачи.
Кинемее хулран тĕксе:
"Варук мар-и эс?" — тет мучи.
"Варук".
"Çемен эп".
Пĕр-пĕрне
Ал пачĕç кăмăллăн кулса.
Саспах калаçрĕç. Вĕсене
Ан чăрмантар сăмах хушса.
Мучи хуллен пӳрнисемпе
Якатрĕ шурă сухалне.
"Самолетпа ыраи ирпе
Каятăп, — тет, — мăнук туйне".
"Эп, — терĕ кинемей ăна,
Турткаласа тутăр вĕçне, —
Каятăп пысăк хулана
Ача пăхма мăнук патне..."
Вĕсем хĕрсе калаçнине
Итлес килетчĕ ман ларса.
Вĕсеи хитре калаçăвне
Автобус татрĕ кăшкăртса.