Эх, мăнтарăн этем пурнăçĕпе ĕмĕчĕ, ĕмĕр тулашакан, ĕмĕр темĕн шыракан тăранми кăмăл! Ăçта-ши унăн канăçлăхĕ, ăçти сĕм вăрманта çухалнă-ши, хăш йывăç хăвăлне кĕрсе пытаннă-ши унăн лăпкă йăви? Сайра-хутра кăна чĕре лăпкă урланкăна пырса тухать, хĕвел ăшшипе йăпанса илет. Анчах пĕр самант хушши кăна, пĕр кĕске самант чухлĕ çеç. Вара татах ăшри шĕкĕ вăранать, чĕрĕне кишĕклеме тытанать. Пурнăç! Мĕнле ăнланатпăр-ши эпир çак сăмаха? Мĕнле вăрттăнлăхсем тытса усрать-ши вăл хăй ăшĕнче? Яланах лайăххи, ырри çинчен, умра хаваслă малашлăх пултăр тесе ĕмĕтленетпĕр. Анчах ĕмĕтленетпĕр кăна çав. Чăн-чăн пурнăçра пурте хăв шухшланă пек пулса пымасть.
Мĕн-ши чи хакли этем ĕмĕрĕнче? Яш ĕмĕр… Унта вара таса юратупа çирĕп туслăх. Туйрĕ-ши, пулчĕ-ши Роза чунĕшĕн çак ырлăх? Пĕр-пĕрин хушшинчи тĕрĕслĕх чи кирли. Яланах çапла шухăшлать Роза.
Хитре пулин те шăпăртрах, çын куçĕ умне курăнма тăрăшманскерччĕ
вăл мĕн ачаран. Йĕркеллĕ çемьере ӳснинчен те килнĕ пулĕ ку. Ашшĕ-амăшĕ учитель пулнăран класра, шкулта, ялта ытти ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла-çке санăн, аçу-аннӳне намăс кăтартмалла мар. Пурте йĕркеллехчĕ-ха...
Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти патшалăх университетне вĕренме кайса кĕчĕ хĕрача. Нимĕнле йывăрлăхсăр тата! Йĕркеллех кусаччĕ-ха пурнăç урапи. Ах, анчах, аса илме те йывăр. Пĕррехинче "Çеçпĕл" кинотеатра кайсан, пĕр капăр каччăпа паллашрĕ хĕр. Алеша та вăл вĕренекен çĕртех, анчах медицина факультетĕнче ăс пухать иккен. Хула ачин япшарлăхĕ, чуна тыткăнлакан чĕлхи пăтратсах ячĕç хĕрĕн пуçне. Тахçан: "Вĕренсе пĕтермесĕр нимле каччă та кирлĕ мар", - тесе шухăшланисем таçта кайса çухалчĕç.
Пĕррехинче Алёша ăна: «Роза, çитет иксĕмĕре сăмса шывĕ типмен шкул ачисем пек çӳресе, паян манăн çуралнă кунăм, «Россия» ресторана хăнана чĕнетĕп». «Алеша, эпĕ ун пек çуртсенче пулса курман, тумĕ те ăна валли тупăнмĕ. Унта хама тыткалама та пĕлейрес çук».
Каччă хĕре çийĕнчех пӳлчĕ: «Ан та туртăнса тăр, юрататăн пулсан, хирĕçлеместĕн. Хатĕрлен, каçхине юлташсемпе сана илме килетпĕр».
Тепĕр икĕ сехетрен общежити умĕнчен Розăна лартнă шурă «Волга" юр вĕçтерсе иртсе кайрĕ. Ресторанта ытла та чаплă пулчĕ. Ĕçрĕç-çирĕç, ташларĕç, саванчĕç. Алёшăн юлташĕсем те кичемленмерĕç, хăйсем пекех капăр хĕрсем тупса ячĕç.
Вăхăт тĕлĕкри пек хăвăрт иртрĕ. Роза каллех «Волга» çинче. Хĕрпе каччă малта, Алешăн юлташесем виççĕшĕ те хыçалта вырнаçрĕç. Вĕçет пике чунĕ. Паллашни икĕ эрне те çитмен-ак. Мĕнле телей кĕтсе тăнă иккен ăна. Ĕçнĕрен пуç çаврăнать, каçхи хулан капăр çутисем нихăçанхинчен те çутăрах, илемлĕрех ялтăртатнăн туйăнаççĕ. Розăпа пĕрле тавралăх савăнать.
Общежитине мар, темле хваттере илсе кайрĕç хĕре. Хирĕçлеме те пĕлмерĕ телейлĕ чунĕ унăн. Алёша Розăна машинăран йăтсах кĕчĕ. Пушă хваттерте каччăсемпе хĕр кăна пулчĕç. Урăх аса та илес килмест мĕн пулса иртнине. Общежитине Алеша ăна пĕчченех пырса ячĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Каччă йĕп пек çухалчĕ. Сивĕ чул çакăнчĕ хĕрĕн пушаннă чунне, яланхинчен те шăпартрах çӳрерĕ вăл халĕ. Пĕррехинче, лекции хыççăн, кăмăлĕ пăтранса тăнне çухатнă Роза. Пĕрле вĕренекен тантăшĕсем «васкавлă пулăшу» машинне чĕнсе илсе больницăна леçне ăна.
Унта тăна кĕчĕ вăл. Йывăр чирех мар иккен ун, ача амăшĕ пулма хатĕрленет вăл, тăватă уйăхран та иртнĕ иккен пепки.
Кун хыççăн Алешăна тепре тĕл пулчĕ вăл. «Алеша, эп санран ача кĕтетĕп», - терĕ хĕр каччăна именчĕклĕн.
- Кам каларĕ? Такамăнне йăтса çӳретĕн-ха. Ман хыççăн утса, мана шыраса намăс ан кăтарт. Ахаль тата урăхларах - çут тĕнчене çуралнишĕн те ӳкĕнмелле пулĕ. Эп сана пĕлместĕп. Пире çыхăнтараканни нимĕн те çук. Тăван ашшĕпе амăшĕ те калаçасшăн пулмарĕç, яла пырса намăс кăтартма хушмарĕç.
Акă халь Роза ачапа ларать. Вĕренсе ĕлкĕреймен пирки ăна университетран кăларса ячĕç. Çитмĕлтен иртнĕ старик патĕнче пурăнать вăл. Шалкăм çапнă ватă вырăнтан та тапранаймасть, хăй вилсен хваттерне Розăпа ачине парса хăвармалла калаçса татăлнă.
...Çамрăк xĕрарăм балконта тăрать. Йывăр шухăшсем, пурнăç ыйтăвĕсем
Пуçа, чуна тапăлтартараççĕ. Паллах, халĕ вăл пĕччен мар, пĕчĕк Алеша шалти пӳлĕмре лăпкăн çывăрать.
- Таса çулпа малаллах утам. Пепкемшĕн, çитес телейшĕн ман пурăнмаллах!-терĕ хăй сисмесĕрех сасăпа Роза. Çамрăк хĕрарăм балконран çухалчĕ.