«Тĕпче шыра!» — тесе мана лăпканă
кĕнекесем те аслă юлташсем.
Кунçул пайтах ман ăрăва лăсканă —
пулман эпир тӳр пилĕклĕ яшсем.
Вара çуралнă пирĕнте шыравçă
пĕлӳлĕх ахахне тупса утма.
Класра ялан йĕтем çинчи пек шавччĕ...
Тепри çакна, тен, маннă, астумасть?
«Айван!» — тесе, ун пеккине шеллетĕп,
пăталанса вăл ларнă пуканпа.
Вăл тĕл пулсан та каçăр пăхĕ тетĕп,
калаçмĕ шăкăл-шăкăл сăмахпа.
Шырать вăл ĕмĕр тăршшĕпех пукан,
чĕлхе пĕлсен, леш ыйтĕччĕ: «Ку кам?»