Ӳкрĕ тайга çине шурă тĕтре:
Шурă тĕтре ăшăмра,
Ман ӳтре.
Кăтăш тавра.
Сас-чӳ çук,
Шăпăртах.
Шыв çеç — кушак,
Мăрлатать авăрта.
Ак катăркас тĕмисем хушшинче
Шăпчăк каçа шĕкĕлчерĕ темччен.
Шăпчăкăм-юрăç,
Юрла, кĕмĕл сас,
Сан сассуна яланах эп хавас.
Санăн сассу ас илтерчĕ мана
Эп хам çуралнă ялти çырмана.
Çав çырмари шапасен сассисем —
Сӳннĕ сив кĕл айĕнчи кăварсем.