Ватăлса çитнĕ качакине сутса ярсан пирĕн ялти сатур Варук аппан качака путекки тăлăха юлчĕ. Аван ӳсрĕ çамрăк така, çитĕнсе çитрĕ, яланах кил хуçи хыççăн явăнса çӳрерĕ.
«Кĕрхи праçниксем çитнĕ çĕре пусмалла пулать çак такана»,– тесе ĕмĕтленетчĕ кил хуçи. Вара пусса паракана хăналама тесе эрех хатĕрлеме шутларĕ. Ара, пĕр «сăпаççипă» сăмахшăн кам чăрманса çӳретĕр хальхи саманара? Вĕсен умне эрех кăлармалла, çыртмаллине лартмалла, ыр кăмăллă пулмалла... Çапла шутларĕ те Варук аппа вĕтĕ тураса кăмакара пĕçернĕ сахăр чĕкĕнтĕрне йӳçме çенĕке кăларса лартрĕ. Качака таки çакна яр уçă алăкран тимлĕ сăнаса тăчĕ. Мĕн пăтти, кам валли хатĕрлет кил хуçи – йăлтах пĕлес килчĕ унăн.
Пĕррехинче, хĕвел анăçалла сулăнсан, Варук аппа калаçса ларма кӳршĕсем патне кайрĕ. Çак самантпа усă курса качака таки çенĕкре йӳçсе ларакан пăтта тĕрĕслесе пăхма шутларĕ те ĕçе пуçăнчĕ: мăйракисемпе хирсе çенĕк алăкне уçса ячĕ, йӳçекен савăтăн виткĕçне тĕксе ӳкерчĕ, унти пăтранчăка шăшласа пăхрĕ, пĕр çăвар сыпса илчĕ, хаяр пулнипе çӳçенсе кайрĕ, куçне мăч-мач хупкаларĕ – ним те ăнланмарĕ. Çак пăтранчăка тата ĕçсе пăхрĕ, çӳхе тутисене хĕп-хĕрлĕ чĕлхипе çуларĕ. Хăйĕн пĕчĕк пуçне пăркала-пăркала каяша татах ĕçрĕ, унтан тата, тата...
Качака такин урисем вăйсăрланма, пуçĕ усăнма, куçĕсем хупăнма пуçларĕç. Каяш савăтне витмесĕрех, çенĕк алăкне хупмасăрах вăл картишне тухрĕ, пĕтĕм вăйне пухрĕ, тайкалана-тайкалана витери чăх кашти айне, сулхăна кĕрсе выртрĕ, тул çутăличченех канлĕ çывăрчĕ.
Тепĕр кун ирех, чăх тислĕкĕпе варланса пĕтнĕскер, картише йăпшăнса тухрĕ, хур-кăвакалсем валли ярса хунă шыва ĕçрĕ-ĕçрĕ те кил хуçин куçĕ умне курăнас мар тесе урамалла тухса шăвăнчĕ.
Пирĕн ял халăхĕ хăй тĕллĕнех ялти урамсене тĕрлĕ-тĕрлĕ ят парса пĕтернĕ: Çĕнĕ кас, Тури кас, Анат кас, Хыçал кас, Чăхă касси, Чĕлĕм кукри, Урлă урам, Аслă урам...
Аслă урам – вăрăм, такăр, тикĕс, сарлака... Унта лавккасем, клуб, шкул, больница, ача сачĕ, почта, кантур вырнаçнă. Çак урамăн пĕр тăкăрлăкĕнче кивĕ пура пур.
Тухăçри гороскоп кăтартнă тăрăх, иртнĕ çул – Сысна çулĕ. Çак çулăн январь тата февраль уйăхĕсем ĕç пуçлама ăнăçлă. Августпа сентябрь уйăхĕсенче вара темех тума хушман. Çакна тĕпе хурса кăтра Пуркка, лутра Юркка, самăр Шуркка тăкăрлăкри пура патне пырса ларнă: вĕсем мухмăр-сухмăр кăна чĕртмен, виççĕшĕ те «кăрккаланма» пуçланă. Апла пулсан та вĕсемпе юнашар, çерем çинче, ял вĕçĕнче пĕр пĕччен пурăнакан çемçе кăмăллă Крахаран кивçен илнĕ «чӳпĕк пăкăлли» выртать.
Тус-тантăшсем сăмах-юмах çапса ларнă вăхăтра вĕсем патне çăмĕсем арпашнă, чăх тислĕкĕпе вараланнă, мĕскĕн, шывлă куçлă çамрăк качака таки пычĕ те:
– Ме-ке-кек, – терĕ йăвашшăн.
– Ме-кек,– хуравларĕ самăр Шуркка.
– Привет, шĕвĕр сухал,– терĕ те кăтра Пуркка качака такине ярса тытрĕ, пĕç хушшине хĕстерсе хурса: – Мĕнле пурăнатăн, ачамккă? Мухмăр мар-и?– тесе кăсăкланчĕ.
–Ме-ке-ке-кек, – сасă пачĕ качака таки.
– Ох-о-о!– пирĕн кăна мар, качакан та мухмăр!– терĕ те лутра Юркка çерем çинче выртакан эрех кĕленчине ярса тытрĕ, пăккине уçрĕ, пĕр черкке тултарчĕ те лăпкă ларакан качака такин çăварне пушатрĕ. Качака таки чыхăнса кайрĕ, чăх-чах тукаларĕ те лăпланчĕ, çăварĕнчен эрех яракана куçĕнчен ăшшăн пăхса илчĕ.
Краха кивçен парса янă «чӳпĕк пăкăлли» качака таки пулăшнипе часах пушанчĕ. Икĕ кĕленче эрех ĕçсе, пĕр пачка сигарет туртса пĕтернĕ хыççăн юлташсенчен пĕри карттус ăшĕнчен çĕр тенкĕлĕх укçа туртса кăларса:
– Гуляем, братцы!– терĕ те ура çине çĕкленчĕ. Ун хыççăн ыттисем тăрса пурте лавкка еннелле сулăнчĕç.
Качака таки те хăйĕн икĕ ураллă юлташĕсенчен утăм юлмасăр хупах еннелле лĕпсĕртетрĕ.