Ашшĕпе амǎшĕ ватлăх енне сулăнсан çут тĕнчене килчĕ Натали. Аслă ачисем тахçанах çитĕнсе çитсе тăван йăваран вĕçсе тухса кайса пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Маюк аппа, çие юлнине пĕлсен, малтанлăха аванмарланса çӳрерĕ. Больницăна кайма та шутланăччĕ хырăм пăрахма, упăшки, Ваççили пичче, чарчĕ: «Çурат. Тен, Турри хамăра ватлăхра пăхма парать пулĕ пепкене …» Вăхăт çитсен, мăшăрне юнашар ялти участок больницине лашапа леçрĕ. Тухтăрĕ вырăнта пулман пирки санитарка йышăнчĕ çăмăлланма хатĕрленекен хĕр арăма. Хăй вара темшĕн мăкăртата-мăкăртата вырăн хатĕрлет: «Тĕнче пĕтет пуль ара…Ваттисем аташа пуçларĕç, намăса та пĕлмеççĕ, ача çуратаççĕ…» Маюк аппа чăтрĕ-ха малтанах, каярахпа вара: «Апла ман каялла киле каяс-ши ĕнтĕ?»-терĕ шăппăн. «Вырт, килнĕ-тĕк,-» лаплаттарса хучĕ хыттăн санитарка, анчахран вара тек чĕнмерĕ…
Пĕчĕкçĕ сарă çӳçлĕ Натали çемьере пуринчен те ытларах юратакан ача пулчĕ: кĕçĕнни вĕт, пылакки. Ашшĕ маччаналла çĕклетчĕ те ăна: «Манăн тĕпренчĕкĕм, чиперккеçĕм»,- тетчĕ ачашшăн. Пиччĕш-аппăшсем те саватчĕç йăмăкне, хуларан ун валли парне илмесĕр килни пулман-тăр пĕрин те. Шăнкăрав пек уçă сассипе пӳрт тулса ларатчĕ, пусăк кăмăл та çĕкленетчĕ. Кăн-кăвак куçĕсем, каçăртарах пĕчĕк сăмси, тулли тутисем, чăнах та, ун сăнне илем кĕртетчĕç. Ахăлтатса кулнă вăхăтра сулахай пит çăмарти çинчи путăк татах та чипертерех кăтартатчĕç ăна…
Шкулта аван вĕренчĕ, тĕрлĕ концертсенче яланах юрласа-ташласа савăнтаратчĕ ял çыннисене. «Çав Ваççили хĕрĕ маттур та вара. Чиперкке çитĕнет», - тенине темиçе те илтнĕ ашшĕпе амăшĕ. Пĕчĕккĕнех хушма ят пулса тăчĕ çак сăмах Наталишĕн- «Чиперкке».
Хăй илемлине час туйса илчĕ хĕр ача, унпа усă курма та вĕренчĕ. Урок пĕлмен чухне утмăл турат тĕслĕ куçĕсемпе айăплăн пăхатчĕ те вĕрентекесем çине, вăрăм куç хăрпăхĕсене антарса: «Ăнланманччĕ эпĕ иртнĕ урокра çак темăна»,- тетчĕ çепĕç сасăпа. Учителĕн «иккĕ» паллă лартма алли çĕкленмесчĕ паллах…
Каччăсем час куç хыврĕç Чиперккене. Тин çеç пĕве кĕме пуçланă хĕр ачана хăйĕнчен чылай аслăрах йĕкĕтсем ăсататчĕç каçсерен килне. Аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра уншăн çунакан каччăсем йышланчĕç, юратуллă сăмахсемлĕ çырусем час-часах киле-киле выртатчĕç почта ещĕкне. Çамрăксем уншăн тӳпелешсе илкелени те пулкаларĕ пулмалла. Натали чĕринче çеç юрату çуралмарĕ, никама та савмарĕ вăл…
Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн- университет, экономика факультечĕ. Тетĕшсемпе аппăшсем хăйсем патне пурăнма чĕнетчĕç пулин те, студентка общежитине вырнаçрĕ. Тин çеç çунат сарма пуçланă хĕр ачан хăй пеккисемпе пĕрле пурăнса курас килчĕ пулмалла. Ялтипе танлаштарма çук кунти йăла-йĕркесене. Йĕри-тавра çамрăксем, общежити каçсерен вĕресе кăна тăрать. Театр-кино, дискотека, кафе-ресторан… Каччăсем çаврăнкалаççĕ çеç Натали çывăхĕнче. Тăваттăмĕш курса вĕренекен Алик ăна утăм утма памарĕ пĕччен: е кинона чĕнет, е ташă каçне, хушшинчен чечек çыххи те йăтса килет, е конфет-шоколад парнелет. Хăй тата сăмахлама питĕ ăста, унпа юнашар чухне тунсăх таçта тарса пытанать, кулянни-хуйхăрни те иртсе каять. Шӳт çине шӳт унăн, ăçтан тухать тĕр сăмахĕ. Аванах килĕштерсе ячĕç Аликпе Натали. Ăмсанса пăхатчĕç вĕсем çине ытти студентсем. Пĕррехинче, ресторанта тутлă эрех тутанса курнă хыççăн общежитине таврăнсан, каччă хĕре хăй пурăнакан пӳлĕме илсе кĕчĕ. Пуçласа чуп турĕç вĕсем тĕттĕмре. Каччă тути ачашшăн сĕртĕнни Чиперккен пуçне çавăрчĕ, таçта аякка-аякка техĕмлĕх авăрне чăмнă пек туйрĕ вăл хăйне. Хăлха çумĕнче çепĕççĕн «Юрататăп сана» тесе пăшăлтатни татах та асамлă тĕнчене илсе кайнă пек чуна çĕклерĕ. Вăйлă та çепĕç алăсем кĕпе айнелле кĕреççĕ, пĕлсе те хăвăрт тăваççĕ вĕсем хăйсен ĕçне. Хăш вăхăтра тумтирсĕр тăрса юлнине те сисмерĕ хĕр. Шалти сыхăлăх туйăмĕ вăйсăррăн «Çук » теме хистет, хĕрсе кайнă кĕлетке вара туртăнать юратнă çын ытамне…Хирĕçлеме пултараймарĕ хĕр, парăнчĕ…
Ирихине Натали именсе-вăтаннипе вырăн çинчен час тăмарĕ. «Намăс мана»-, пăшăлтатрĕ вăл . Темшĕн-çке пĕтĕм общежити унпа мĕн пулса иртнине пĕлнĕ пек туйăнать. Хайне чирленĕ пек тытрĕ вăл. лекцисене каймарĕ. Юлташĕсем тухса кайсан, тĕкĕр умне пырса пит-куçне тимлĕн тишкерчĕ: «çакăн» хыççăн унăн сăнĕ çине паллă туса пичет лартса янăнах туйăнать ăна. Нимĕнле улшăну та курăнмасть, çав Чиперккех куç кĕски умăнче.
Кăнтăрла иртсен Алик çĕмĕрттерсе çитрĕ. Савăнăçлă каччă, аллинче- чечек çыххи. Йĕрсе янă хĕрĕн куççулĕсене чуп туса типĕтрĕ, лăплантарчĕ, шантарчĕ ĕмĕрех юратма пулса Наталие…
Нумай каччă çыпăçрĕ Чиперкке çумне, çулăмлă юрату сăмахĕсем самаях илтрĕ вăл яшсенчен. Тĕл пулма чĕнетчĕç, çырусем çыратчĕç, тӳпери çăлтăрсене антарса пама та шантаратчĕç. Алике пăрахмарĕ хĕр, ăнах юратрĕ, уншăнах çунчĕ ун чĕри. Каçсерен ун патне çунатлă вĕçен кайăк пек тухсе вĕçетчĕ, уйрăлнă самантсене юратмастчĕ. Каччăпа сăмах пуçаракан кашни хĕр ун чунĕнче кĕвĕçӳ туйăмĕсем çурататчĕ. Ун пек чухне мăртлататчĕ вăл, Аликпе калаçман пек тăватчĕ, анчах та хăех нумаях чăтаймастчĕ: ун пӳлĕмĕн алăкне кайса шаккатчĕ…
Çавраçиллĕ студент пурнăçĕ питĕ хăвăрт шăвать иккен, сисмесĕрех пĕр çул иртрĕ, унтан- тепре. Каникулсем вăхăтĕнче те хĕр ялта питех тытăнса тăмасчĕ, ик-виçĕ кун иртсенех каялла хулана тухса каятчĕ юратнă каччи патне. Тепĕр чухне ăшĕнчи шухăшĕсем те канăç памасчĕç ăна: «Мĕнле-ха капла иксĕмĕр хушшинчи хутшăну? Юхха пулса тăмарăм-ши эпĕ? Качча илĕ-ши вăл мана?»…
Альберт Станиславович Сильвестров (Алик ĕнтĕ) алла диплом илчĕ. Пысăк заводах экономист пулса ĕçлеме вырнаçрĕ. Пĕлĕш-тăванĕсем Шупашкарта чылаях çӳллĕ вырăнсенче ĕçлеççĕ унăн. Хĕр патне час-часах пырса çӳрерĕ вăл малтанах. Кайран темшĕн çке сайрарах курăна пуçларĕ общежитинче. Сăлтавне вара ĕç нумаййи çине яратчĕ, вăхăт çитменни пирки те аса илтеретчĕ. Ĕçĕ сахалах пулман-тăр унăн, пысăк заводăн комсомол организацийĕн секретарьне суйласа лартрĕç ăна. Кам комсомол ĕçĕнче вăй хуни кăна ăнланать, чухлать секретарь пурнăçне. Çывăрма та вăхăт сахал юлать. Пуху-канашлу, тĕл пулусем, план, отчет, информаци, çамрăксемпе тĕл пуласси, тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссем, хаçат-журнал тата ытти те. Пурнăç вĕресе кăна тăрать. Пĕр çулталăк вăй хунă хыççăн обкома чĕнтерчĕç те Мускава вĕренме ярасси çинчен пĕлтерчĕç. Çакăн хыççăн Наталипе Алик хушшинчи çыхăну татăлчĕ.
Хĕр çакна питĕ йывăррăн чăтса ирттерчĕ. Шухăшĕсемпе яланах каччă патне туртăнатчĕ вăл. Çывăрса каяймасăр аптратчĕ, каçсерен минтер ун куççулĕпе йĕпенетчĕ. Апат çиме те пăрахрĕ, начарланса кайрĕ. Пĕре пурăнакан хĕр-юлташĕсем чухлатчĕç-ха çакăн сăлтавне, май килнĕ таран лăплантаратчĕç ăна. Хăй çине алă çĕклесрен шикленнипех пулĕ, пĕчен пăрахса хăварман Наталие пӳлĕмре. Вăхăт темле сурана та сиплет теççĕ те, тĕрĕсех те пулĕ. Икĕ-виçĕ уйăх иртсен Чиперкке тантăшĕсемпе пĕрле урама уçăлса çӳреме те тухкалакан пулчĕ, ташă каçĕсенче те кайкаларĕ. Вĕренме аван вĕренетчĕ-ха вăл, яланах стипенди илсе тăнă. Укçа-тенкĕ енчен аптрасах тăман, кĕçĕн йăмăкне аслисем май килнĕ таран пулăшатчĕç. Ялтан çĕр улми, пахча çимĕç, аш-какай çителĕклех парса ярса тăратчĕç ашшĕпе амăшĕ. Çыпăçуллă, хăйне килĕшекен кĕпе-тумтир илме пултаратчĕ хĕр. Кулакан-шӳтлекен пулчĕ. Урама тухсан каччăсем ун еннеле яланах çаврăнса пăхатчĕç, куçĕсемпе яштака та илемлĕ хĕр кĕлеткине пăталатчĕç. Паллашма, тĕл пулма чĕнекенсем нумайччĕ. Анчах та Натали халь тинех никама та çывăха ямарĕ, юрату çулăмĕпе ĕнсе курнăскер, чĕрине пушă тытрĕ. Халь уншăн пĕтĕм арçын –ултавçă та путсĕр çын. Курайми пулчĕ тесен, тĕресех те мар пулĕ,кăсăклантарма пăрахрĕç ăна вĕсем.
Çамрăк чĕре чылай вăхăт хушши пушă пулма пултараймасть пулĕ çав, çутçанталăк та хăйĕннех тăвать. Тăваттăмĕш курс вĕçленĕ вăхăтра , çуркунне, строительство факультетĕнче вĕренекен Петĕрпе паллашрĕ Натали. Паллашрĕ тени тĕрĕсех те мар пулĕ, паллаштарчĕç хĕр-тусĕн çуралнă кунĕнче унпа. Именчĕк каччă, вăтаннипе хĕрелесе каять тепĕр чухне. Хăнана пырать те общежитине, нимех калаçмасть . Натали ăна уçăлса çӳреме хăй сĕтĕрсе тенĕ пекех илсе тухатчĕ урама. Кино, концертсене те билет туянса хăй илсе каятчĕ пуçарса. «Мĕн тупрăн эсĕ çав çулламан пăру çумĕнче?»- тĕлĕнетчĕç пĕрле пурăнакансем.- Кашни сăмаха тракторпа сĕтĕрсе кăлармалла вĕт унран»… Темле каласан та, вăтанчăк каччă хĕр кăмалне кайрĕ курăнтать, час-часах тĕл пулма пуçларĕç вĕсем пĕр-пĕринпе. Петĕр те тăваттăмĕш курс пĕтерчĕ. Каникул вăхăтĕнче хăй шапаша каясса пĕлтерчĕ. «Укçа кирлĕ пулать мана чылай»- терĕ те тек нимĕн те каламарĕ…
Юлашки курсра Петĕр Наталине хăй ăна юратнине пĕлтерчĕ, качча тухма ыйтрĕ. Сăмахпа мар паллах, çырупа. Пӳлĕме пырсан, чылай вăхăт хушши чĕнмесĕр тăчĕ, тем каласшăн хăй- паллă мар. Çамки тарланă, куçĕсем выляççĕ. Юлашкинчен кĕсйинчен тăваткал хуçлатнă хут кăларса пачĕ те хĕре, тухса кайрĕ васкаса . Натали хумханса та юратса çырнă çырăва вуласа тухнă хыççăн нумайччен шухăша путса ларчĕ. Тем тумалла? Пуçне каллех Алик сăнарĕ килсе çапрĕ. Тарăхса кайрĕ хĕр. Вăл паллах, Мускавра, урăх савни тупса янă. Ман пирки аса та илмест. Ватта юличчен, качча кайни лайăхрах пулĕ. Тепĕр тесен, хĕр те мар ĕнтĕ вăл текех…
Раштав типпи иртсен кĕрлеттерсе туй турĕç студенсен столовăйĕнче. Çуллахи каникул вахăтĕнче Мускав çывăхĕнче дача хăпартнă çĕрте ĕçлесе тунă укçа Петĕршĕн чухах пулчĕ. Анатри чăвашсем, хĕр енчисем, тури чăвашсемпе (каччă тăванĕсем) хăта-тăхлачланчĕç. Ялтан килнĕ туй маткисем Мăшăрлану керменĕ умне сурпан çыхса, хушпу тăхăнса, тевет çакса пынă. Автобус çинчех кăштах хĕрнĕскерсем, урамрах юррра-ташша пуçларĕç, мĕн ирчченех тенĕ пек столовăй кĕрлесе кăна тăчĕ. Мишша пичче купăсçă тăрăшсах юрă-кĕвĕ шăратать , вăл ывăнсан, магнитофон кĕрле пуçлать. Савăнать ялти халăх. Пĕрле вĕренекен студентсем, урăх хуларан килнĕ тĕрлĕ халăх ывăлĕ-хĕрĕсем, малтанлаха чăваш хĕрарăмĕсем такмак каласа ташланине çăварĕсене карса пăхса тăчĕç. Ара, тĕлĕнмелли нумай вĕсен. Кĕпе айне сăра-лимонад кĕленчисен тимĕр пăккисене çĕлесе хунă та темиçе хивре хĕр арăм, тăпăр-тăпăр туса ташша сикеççĕ, кĕвве май кĕленче пăккисем чăнкăр-чăнкăр туса илемлĕ сасă кăлараççĕ. «Ну бабки, ну металлистки, молодцы!»-чунтанах тĕлĕнеççĕ студентсем. «Йӳçĕ, йӳçĕ!»- кăшкăраççĕ хорпа. Наталипе Петĕр, имене-именех ура çине тăраççĕ, пĕр-пĕрне куçран пăхма вăтанса чуп туса илеççĕ. «Пĕрре, иккĕ, виççĕ…»- шутлаççĕ хăнасем, «пиçмен пашалу, пиçмен пашалу…»
Петĕр туйра аванах хĕрчĕ. Шап-шурă кĕпепе, хура костюмне хывса пăрахнă. Натали çине куç илмесĕр, çисе ярасла пăхать. Хушшинчен хăлхинчен вăрттăн юратуллă сăмахсем калать. Ир енне туй халăхĕ çамрăксене ĕлĕкхи йăлапа хĕве хупма шутларĕ. Ăна-кăна чухлакан хĕр арăмсем вырăн хатĕрлерĕç, тӳшек айне таçтан-муртан сĕтĕрсе килнĕ вут сыпписем чике-чике хучĕç. Юрла-юрла, хăваласах тенĕ пекех,Петĕрпе Наталине пушă пӳлĕме кĕртсе ячĕç…
Çак каçа Натали нихăçан манса каяймĕ. Чĕмсĕр Петĕрĕн ӳсĕрĕлсен эсрелĕ вăранчĕ курăнать. Ярса илчĕ те Чиперккене тӳшек çине печĕ. Ăна-кăна уямасăр хĕрĕн туй кĕпине çатăрах çурса ячĕ. Аялти кĕпе-йĕм те çĕтĕк пулса кĕтесселле сирпĕнчĕç. тутисенчен çырта-çырта чуп тăвать вăл мăшăрне, кăнттаммăн тыткалать ун кĕлеткине. «Тахçанах кĕтнĕ эпĕ çак куна, эсĕ манăн пуласса…»- пăшăлтатать хăй. Чылайччен лăскарĕ, нушалантарчĕ сассăр йĕрекен çамрăк арăмне. Кайран, вăйран кайса юнашар йăванчĕ : «Эсĕ мĕн, хĕр мар иккен»…- терĕ те çывăрса кайрĕ. Наталин ыйхи килмерĕ. Тумтирне тирпее кĕртнĕ хыççăн сĕтел хушшине ларчĕ те ĕсĕклесех макăрса ячĕ. Шутламанччĕ вăл çапла пулса тухасса. Лăпкă кӳлĕре шуйттан пурăнать тенĕ çав ваттисем …
Тепĕр кунхине те, урăлсан, Петĕр каллех унчченхи пекех шăпăрт, нимĕн те пулман пек тыткаларĕ хăйне.Хушшинчен çеç Натали çине темĕн каласла шухăшлăн пăхса илет те, шарламасть. Туять –ха хĕр вăл мĕн каласса, ыйтасса…
Çапла çĕр çĕмĕрттерсе иртсе кайрĕ туй. Çамрăксем уйрăм пӳлĕме пурăнма куçрĕç,
студсоветпа профком пулăшрĕç тин çеç чăмăрттаннă çемьене. Петĕр ĕçе те вырнаçрĕ: каçсерен хурал тăрать ача сачĕнче. Тепĕр чух çурçĕр иртсен персе çитет çамрăк арăмĕ патне общежитине: ара, чуп-чуп уйăхĕ пырать вĕт-ха вĕсен. Ярса тытать те Наталине ним сăмах чĕнмесĕр-тумасăр вырăн çине сĕтĕрет. Çамрăк арăм хирĕçлеме хăяймасть ăна. Пĕрре çапла Чиперкке килĕшмерĕ те ун кăмăлĕпе… Петĕр питрен çупса янă пек сăмахсемпе çапла лаплаттарса хучĕ: «Мĕн, унчченхи каччуна кĕтсе выртатăн-им каçсерен эпĕ ĕçре чух? Ăна хирĕçлесестĕн пулĕ-ха эсĕ…» Нимĕн те калаймасть Натали, чăтать.
Шăнкăр-шăнкăр юхать çурхи шыв студентсен хули çывăхĕнчи паркра. Папка кăларнă вĕренесемпе тирексем пĕтĕм хавалĕпе кунран-кун ăшăрах пăхакан хĕвел еннелле туртăнаççĕ. Куç умĕнче тенĕ пекех ешĕл тум тăхăнса пырать вăрман. Кăкăр туллин сывласа илетĕн те уçă сывлăша хĕлле пуçтарăнса çитнĕ пĕтĕм тасамарлăха ăшран хăваласа кăларса яратăн. Çут çанталăкпа пĕрле шавлă студент çамрăкĕ те хĕллехи тума хывса печĕ. Кĕске юбка тăхăннă хĕрсем янăравлăрах та чĕнерех кулнăн туйăнать.
Çакăн пек пĕр илемлĕ кун Натали пĕчченех шухăша кайса ларатчĕ паркри тенкел çинче. Юнашар пырса ларнă арçын сăмах хушсан çеç ыйхăран вăраннă пек шартах сиксе илчĕ: «Сывă-и, манăн Чиперккеçĕм?». Куçĕсене çĕклерĕ те хĕр арăм, сăмах чĕнейми пулса ларчĕ: ун çумĕнче Алик ларать иккен .
-Сывах-ха, пурăнатпăр. Эсĕ мĕн çăмăлпа килсе лекрĕн тата кунта? Мускавра тенине илтнĕччĕ,- тĕлĕкри пек хуравларĕ Натали.
- Ĕненетĕн-и, е çук, ку санăн ирĕк,-пуçларĕ каччă сăмахне,- эсĕ çак вырăнтах ларнине чунпа туйрăм, урасем хăйсемех сан патна илсе килчĕç. Хамăрăн юратнă вырăн марччĕ-и ку? Сахал чуп тунă-и эпир кунта?
Ним калама та аптраса кайрĕ Натали. Самаях вăхăт иртнĕ хыççăн çеç:
- Иртнĕ кунăн çути çук,- терĕ шăппăн.- Эп халĕ каснă çăкăр чĕлли ĕнтĕ. Мăшăр та пур, качча тухнă...
- Мĕншĕн васкарăн вара питĕ? Мĕншĕн мана кĕтмерĕн?
- Сана кĕтмен мар эпĕ, чылаях ...Çухалтăн, пăрахрăн мана.
- Пăрахма шутламан та сана. Вăхăт çуккипе ерçеймерĕм курăнать. Каçар мана, ухмаха. Чĕркуççи çине тăрса çылăха каçарттарам-и?
- Эсĕ чиркӳре мар, эпĕ те пачăшкă мар. Çитет пулĕ санпа калаçса,- ура çине тăчĕ Натали.-Упăшка ĕçрен таврăнать, апат хатĕрлеме те вăхăт çитрĕ. Юрĕ, сывă пул.
- Тăр-ха кăштах Чиперккеçĕм. Калаçар-ха чуна уçса.
- Чуна тимĕр сăлăп ярсах питăрсе хутăм эпĕ сан хыççăн. Уççине Атăла кăларса петĕм.
- Юрĕ, ирĕксĕрлесе калаçтараймăн ĕнтĕ çынна. Çапах та, йывăр вăхăтра, ман енчен пулăшу кĕтсе илме пултаратăн,- терĕ те Алик Наталине визиткине тăсса пачĕ.- Ку пирĕн юлашки тĕл пулу тесе шутламастăп...
Çак кĕтмен тĕл пулу çамрăк хĕр арăмăн йĕркеленсе кайнă пек пулнă пурнăçне каллех пăтраштарса ячĕ. Кĕлленнĕ тесе шутланă юратăвĕ кунран кун чĕрĕлсе, вăйланса пычĕ унăн. Петĕр те, темĕн сиснĕн, унпа ытларах шăл витĕртерех калаçма пуçларĕ. Унта-кунта кайса килсен яланах тĕпчеме пуçлать: «Мĕншĕн час килмерĕн? Кампа пултăн? Мĕн турăн?». Тепĕр чухне тарăхсах каять Натали- сăлтавсăрах сăмах илтес килмест унăн.
Июль уйăхĕнче иккĕш те алла дипломсем илчĕç, çамрăк специалистсем пулса тăчĕç. Направлени те пур: Наталин электроаппарат заводне, Петĕрĕн- стройкăна. Петĕре ( каçарăр, Петр Петрович Ванюков мастера), нумай калаçса тăмасăрах «малосемейкăра» хваттер пачĕç. Питех те пысăк савăнăç пулчĕ çакă çамрăксемшĕн. Тăван йăвана иккĕшĕн хушшинчи сивĕлĕхе пăхмасăрах пĕрле тирпей-илем кĕртрĕç: сăрларĕç, сапларĕç, тӳрлетрĕç... Мăшăрĕн алли ылтăн иккен Наталин, тем те тума пĕлет. Эрне хушшинчех юхăнса кайнă пĕчĕк хваттер йăлтăртатса тăракан пулса тăчĕ. Тăван-юлташĕсене пуçтарсах çĕнĕ пӳрт ĕçки турĕç. Пурнăç каллех йĕркене кĕре пуçларĕ Петĕрпе Наталин. Хĕр арăмăн та чунра лăпланнă пек пулчĕ. « Мĕн тăвас тетĕн ĕнтĕ, шăпи çапла пулсан,- хăйпе хăй калаçрĕ хĕр арăм.- Турри телей валеçнĕ чухне мана манса кайнă пулĕ çав».
Пурнăçра пысăк улшăнусем пыраççĕ. Пăтранать халăх. ГКЧП, президента влаçран пăрчĕç, кайран- вырăна лартрĕç. Пĕрисем пĕр тĕрлĕ калаççĕ, теприсем- тепĕр тĕрлĕ... Такама ĕненмелле. Çĕршыв та арканса кайрĕ темиçе пая. Çĕнĕ сăмахсем вăй иле пуçларĕç: «суверенитет», «ваучер», Чубайс, «дефолт», «инфляци», тата ытти те.
Август уйăхĕнче ĕçе пуçăнчĕç çамрăк специалистсем. Ирпе-каçпа çеç кураççĕ пĕр-пĕрне. Натали пĕчĕккĕн хăнăхса пырать пĕрле вăй хуракансене. Тăрăшуллă хĕр арăмпа ертӳçĕсем те кăмăллă. Пĕр çулталăка яхăн иртсе кайни сисĕнмерĕ те.
Çапах та çĕршыври пăтăрмахсем завода та пырса çапрĕç. Туса кăларнă япаласене сутма çук, илекеннисем те укçан тӳлеймеççĕ. Ĕç укçи те вăхăтра парайми пулчĕç. Рабочисене хăйсем туса кăларнă япаласене илме сĕнеççĕ укçа вырăнне. Пултарайсан- сут, пултараймасан- кĕт. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех ĕçлекенсен шутне чакарма пуçларĕç заводра. Камран хăтăлаççĕ ĕнтĕ чăн малтан? Паллах, çамрăккисенчен. Çак инкек Наталирен те пăрăнса иртмерĕ. Куççулне шăла-шăла тухса утрĕ вăл хваттерне. Ăçта каймалла? Мĕн тумалла? Çийĕнчен тата кăмăл пăтранать, лĕклентерет. Гастроном умĕнчен иртсе кайнă чухне темшĕн тăварланă пулă илсе çиес килсе карйрĕ хĕр арăмăн. Кĕрсе илчĕ пĕр килограмм. Килне çитсен пĕр татăкне тутанса пăхрĕ те- тăранчĕ. «Ара, йывăр çын мар-ши эпĕ?»- пырса çапрĕ ун пуçне. Те савăнмалла, те макăрмалла. Тепĕр тесен, чунри шухăшсене уçса пама çывăх тусĕ те çук-çке унăн.
Вырсарни кун çуралнă яла, ашшĕ-амăшĕ патне тухса кайрĕ Натали. Чылайранпа пулманччĕ вăл унта. Ашшĕ чирлĕ выртать иккен больницăра. Началсанса-шурса кайнăскер, юратнă хĕрна курсан чунтан савăнчĕ. Натали, малтанах хăйĕн нуши пирки ăна каласа пама шутланăскер, кăмăлне улăштарчĕ. Сывлăхĕ капла та начар, тата мĕншĕн кулянтарас ăна. Килĕнче амăшĕ, куççулне шăла-шăла, Ваççили упăшки ракпа чирлине пĕлтерчĕ. Пурăнмалли кунсем те нумаях юлман иккен унăн...
Ашшĕне пытарнă хыççăн Натали пĕр уйăх ытла ялтах юлчĕ. Амăшне пĕччен пăрахса хăварас темерĕ, тепĕр тесен, хулана та чун туртмарĕ. Анчах Петĕр «хусахла» пурăнас темерĕ курăнать, килсе илсе кайрĕ ăна . Кунта та тепĕр нуша иккен, Петĕре те административлă отпуска янă, хăçан ĕçе тухасси те паллă мар. Çамрăк специалистсем чылайччен чупрĕç хула тăрăх, тĕрлĕ предприяти-учрежденисенче пулчĕç, анчах та пур çĕрте те пĕр хурав: вырăн çук. Петĕр Мускав тăрăхне «шапаша» тухса кайрĕ, унта пĕр «çĕнĕ пуян» патне дача тума вырнаçрĕ. Укçи-тенки сахалах мар пулас дача хуçин. Икĕ хутлă коттеджа турккăсем купаланă, халĕ шалтан «евростандартпа» туса пĕтермелле: ăшă урай-мачча, йăлтăртатса тăракан стенасем...Кашни кăлтăкшăн çыпçăнать бригадирĕ, штрафлать (ĕç укçинчен тытса юлассипе хăратать). Ĕçе ӳсĕр тухса пăх-ха: пĕр пус памасăр хăваласа кăларса яраççĕ...
Натали ,килте ларса йăлăхнăскер, хваттере йĕркене кĕртме шутларĕ. Тĕрлĕ вак-тĕвексем хушшинче Аликĕн визит карточки тухса ӳкрĕ. «Альберт Станиславович Сильвестров, АИК фирма директорĕ. Телефон...»- вуларĕ хĕр арăм.
«Шăнкăравласа пăхнипех темех пулмĕ...»- шутларĕ хĕр арăм, алли телефон еннелле туртăнчĕ. Трубкăра часах Алик сасси илтĕнчĕ: «Алло, итлетĕп. Кам пулчĕ-ши ку?» «Эпĕ-ха, Натали...» «Чиперккеçĕм, манăн хаклă чиперккеçĕм. Тахçантанпах кĕтсе пурăнатăп санăн çепĕç сассуна. Мĕнле пурăнатăн?» «Авнах темелле те... Манăн сирĕнпе калаçмалли пур, анчах та телефонпа мар. Сирĕн хăçан вăхăтăр пулать-ши?» «Ара, халь тесен халь. Гагарин урамĕнче вырнаçнă пирĕн фирма: «АИК» ятлă. Эпĕ каçченех кĕтетĕп сана. Тĕл пуличчен...»
Иккĕмĕш хутра вырнаçнă директор кабинечĕ . Тӳрех пырса кĕрейместĕн- çулне тулли кăкăрлă, вăрăм ураллă секретаршă пӳлчĕ. «Кам эсĕ, приема çырăннă-и?». Хуравне илнĕ хыççăн килĕшӳллĕн авкаланса директор кабинетне кĕрсе кайрĕ. Алик хăй васкасах тухса кĕтсе илчĕ Наталие. «Каçару ыйтатăп кĕттернĕшĕн». «Çук -çке»,- именчĕклĕн хуравларĕ хĕр арăм. «Вырнаçса лар, сывласа-канса яр кăштах. Кофе е чей? Сиплĕ шыв е лимонад?» Сĕтел çинче ларакан телефон аппарачĕ çинчи кнопкăна пусрĕ те секретаршине: «Марина, эпĕ паян никама та йышăнмастăп, ĕçре çук , командировкăра».
Çемçе диван çине юнашар пырса ларчĕ Алик. «Ну, каласа пар, мĕнле йывăрлăх илсе килчĕ сана ман пата?Тепĕр тесен, мĕн калаçатăп –ха эпĕ? Курма хавас хамăн юратнă Чиперккене яланах. Чунра, чĕремре эсĕ манăн...»
Наталин нушине пĕлнĕ хыççăн ыранах ĕçе тухма пултарнине пĕлтерчĕ. Секретарь-референтра вăй хумалла пулать иккен унăн. Мĕн тумалла ? Вăхăт хăех кăтартса парать мĕн тумаллине. Ахаль лартмаççĕ, ĕçĕ мăй таранах. Кадрсен пайĕнче ăнлантарса парĕç.
«Наташа, каçар мана, ухмаха. Хам мĕнле телей çухатнине халĕ çеç лайăх ăнлантăм эпĕ. Суккăр пулнă тăр, е тата çамрăклăхри çăмăлттайлăх ытларах пулнă-и, пĕлместĕп. Упăшку лайăх çын-и? Мĕнле пурăнатăр унпа?»
«Пурăнкалатпăр çапла, çынсем евĕрлех темелле».
«Пăрах эсĕ ăна. Ăнлан, эпĕ сана юрататăп, пурăнма йывăр мана сансăр».
«Вара çемйӳне ăçта хурăн?»
«Паллах, ăна ниçта та хураймастăп. Пĕчĕк ывăлăма та питĕ юрататăп. Анчах та хам юратакан хĕр арăма та урăххипе пайлас килмест».
«Санăн еркĕнӳ пулмалла иккен манăн, çапла мар-и?»- тӳррĕн ыйтрĕ Натали.- Ун пек пулсан, манăн тата сана мĕншĕн арăмупа пайламалла?»
Алик кăштах аванмарланнă пек пулчĕ. «Юрĕ, кун пирки текех калаçар мар пулĕ»...Юнашар ларакан хĕр арăма хыттăн ыталаса илчĕ, ачашшăн чуп туса хăлхинчен пăшăлтатрĕ: «Юрататăп сана, юрататăп...». Натали турткаланнă пек пулчĕ, ытамран вĕçерĕнесшĕнччĕ, анчах та хăй сисмесĕрех арçын ачашланине хирĕç хăй те хуравларĕ. «Юрамасть мана, йывăр çын эпĕ»- пăшăлтатрĕ вăл. Чылайранпа арçын курман кĕлетке ăс-тăн вĕрентнине, хирăçленине итлемерĕ, киленӳ авăрне чăмрĕ...
Пулса иртни кайран тĕрлĕ шухăш çуратрĕ Наталин пуçĕнче. Икĕ хĕр арăм тавлашать унта: пĕри-Натали, тепри – Чиперкке. Натали аскăнчăк пулнишĕн Чиперккене айăплать. Чиперккен хăйĕн те хуравĕ хивре- мĕн, эпĕ хĕр арăм мар-им? Мĕншĕн манăн упăшка пур чухнех тăлăх арăм евĕр пурăнмалла? Петĕр Мускав тăрăх чупса çӳренĕшĕн эпĕ айăплă-и? Пурнăç пĕрре çеç килет вĕт...
Тепĕр кунне Натали пĕрремĕш хут «АИК» фирмăна ĕçе тухрĕ. Вăрăмлатсан унĕн ячĕ « Аликпе унăн компанийĕ» тенине пĕлтерет иккен. Тĕпрен илсен, суту-илӳпе çыхăннă фирма ĕçĕ. Радивидеоаппаратура, магнитофонсем, компьютерсем тӳрремĕнех ют çĕршыв фирмисенчен туянаççĕ те курттăммăн е хăйсен магазинĕсем урлă сутаççĕ. Наталин ятарласа çирĕплетнĕ тивĕçĕсем çук тесен те юрать: директор е унăн заместителĕ мĕн хушаççĕ- çавна тумалла. Алик фирма пуçарса яракансенчен пĕри пулнă хăй вăхăтĕнче. Мускавра вĕреннĕ вăхăтра тĕрлĕ çыхăнусем, паллашусем нумай пулнă унăн. Вăхăтра банкран кредит илме пултарнă, комсомолта пĕрле вăй хунă тусĕсем пулăшнипе çак укçана «çавăрттарма» пуçланă. Час –часах ют çĕршывсене кая-кая килет вăл: Кăнтăр Корейăна, Японине, Турцине, Германине. Фирма тăкак тӳсмест. Наталин экономика тата бухгалтери службисен кăтартăвĕсене сăнасах тăмалла, ытти фирмăсем çав таварах мĕн хакпа сутнине пĕлсе тăмалла, çакăн çинчен кашни кун директор валли çырса инфрмаци тăратмалла. Енчен те хулари пĕр-пĕр лавккара тавар вĕсеннинчен йӳнĕрех тесе каланине илтсен клиентсенчен, хака çаксеннине таран чакарма пултараççĕ сутуçăсем хăйсемех. Мĕн тесен те конкуренци кашни тавар туянаканшăн кĕрешме хушать. Унччен социализм сивленĕ капитализм экономикин мелĕсемпе усă курма лекет, унăн саккунĕсем вăя кĕре пуçларĕç...
Наталин пурнăçĕ хăйне майлă шурĕ. Ĕç укçине вăхăтра та сахалах мар тӳлеççĕ. Аликпе тĕл пуласси декретлă отпуска кайичченех тăсăлчĕ. Сисмесĕрех ун çемйинче «юратуллă виç кĕтеслĕх» пулса тăчĕ. Петĕр ик-виçĕ уйăхра пĕрер эрнене килсе каять те киле- татах çухалать çĕршывăн тĕп хулинче. Укçа-тенкине аванах илсе килет хăй. Автомашина та туянса ячĕç акă: «Жигули»,«копейка». Çĕнех мар пулин те, чупать. Петĕр ĕмĕчĕ- çĕнĕ хваттер туянасси. Арăмĕпе иккĕшĕ тăрăшсах укçа пуçтараççĕ. Ĕçкелеме пуçларĕ юлашки вăхăтра. Ĕçки пĕлмест унăн,хирĕçет, ӳпкелет арăмне, кĕвĕçет. Чĕри туять пулĕ çав ырă мара. Натали ывăл çуратса парсан та уйăх килеймерĕ Мускавран, саламлă телеграммăпах çырлахрĕ. Тăванĕсем илсе тухрĕç пĕчĕе пепкепе унăн амăшне больницăран. Ялтан амăшĕ килсе çитрĕ мăнукне курма, аслă пиччĕш-аппăшсем те нушара пăрахмарĕç. Çапла çулталăк иртсе кайрĕ сисĕнмесĕрех. Пĕчĕк ывăлĕ, Андрей, утакан та пулчĕ, селĕппĕн калаçасшăн та. Сăнĕпе чалт ашшĕ пек. Çакна курнă хыççăн Петĕр кăштах лăпланнă пек пулчĕ. Çемьешĕн ытларах тăрăшать. Ывăлĕ валли Мускавран темле тĕрлĕ тетте те илсе килет.
Ачи çулталăк тултарсан, Натали ĕçе тухрĕ.Ача çуратни хĕр арăма татах та чиперлетсе ячĕ. Халĕ вăл татах та чăмăртарах, илĕртӳллĕрех, хитререх курăнать. Ватă амăшĕ мăнукне хăй пăхма килĕшрĕ. Кичем те тунсăх ăна пĕччен ялта. Секретарь-референта та фирмăра пысăк улшăнусем кĕтсе тăнă иккен. Унăн директорпа пăрле тĕрлĕ хуласене, ют çĕршыв таранах, тухса çӳремелле пулать малашне. Шалуне те икĕ хут ытларах тӳлеççĕ. Пĕрле ĕçлекенсем Аликпе Наталин вăрттăн хутшăнăвне тĕшмĕртеççĕ-ха, хăш-пĕри ăмсанать, тепри –сивлет. Малтанлăха хĕр арăм хавасланчĕ çĕнĕ улшунусемшĕн. Ара, кам ĕмĕтленмест пулĕ тĕрлĕ çĕр шывра пулса курма, унти пурнăçпа паллашма! Пысăк пуласлăх кĕтет ăна. Çак пуласлăх мĕнле хаклă та нĕрсĕр килсе тухасса пĕлнĕ пулсан, Натали паянах ĕçрен тухса кайнă пулĕччĕ те...
Тĕрлĕ çĕрте пулма тиврĕ хĕр арăмăн, тата... тĕрлĕ арçынпа...Секретарь-референтăн фирма ĕçĕсене кăнтăрла пурнăçланисĕр пуçне каçхине те «ĕçлемелле» иккен. Японинче акă, «Сони» фирмăн представителĕпе тупăшлă контракт тунă хыççăн, хăна çурчĕн номерĕнче хăналаннă тăваттăн: пĕчĕкçеççĕ хӳхĕм Япони хĕрĕ, фирма представителĕ тата Аликпе Натали. Аванах хĕрнĕ Алик японкăна ăсатма тесе тухса кайрĕ те, текех килмерĕ. Яппун арçынни вăйпа тенĕ пекех Наталине парăнтарчĕ. Ирхине йĕрсе ларакан хĕр арăма Алик пуç тăрăх пĕр витре пăрлă шыв янă пекех çакăн пек сăмахсемпе «лăплантарчĕ»: «Фирма ĕçĕ , усăллă килĕшӳ тăвасси нумай чухне хĕр арăмран килет. Вырăн çинче пĕр-пĕрин «хĕр юлташĕсемпе» ылмаштарса çывăрни вăл бизнесменсем хушшинче хăнăхнă йăла. Эпĕ шутласа кăларнă япала мар ку. Японец кăмăллă юлчĕ санпа, тавар хакне татах йӳнетрĕ»...
Çакăнтан пуçланса кайрĕ те ĕнтĕ Чиперккешĕн ахăр самана. Кампа, ăçта, миçе арçынпа çĕр каçнине шутласа та, аса илсе пĕтереймест вăл. Уйрăмах ăна Турцинче йывăр лекрĕ. Вĕри турккăсем виççĕн тан кăвак куçлă, сар çӳçлĕ «Наташăна» икĕ кун нушалантарчĕç. Темшĕн çак çĕршывра пĕтĕм вырăс хĕрне «Наташа» тесе чĕнеççĕ. Ясар куçлă арçынсем урампа иртсе пыма та памаççĕ: чĕнеççĕ хăйсемпе пĕрле, укçа сĕнеççĕ. Юнашар никам та пулмасан, вăрласа кайма та пултараççĕ.Аликшăн мĕн, уншăн бизнес, укçа пĕрремĕш вырăнта тăрать. Куççульпе йĕрсе, тархасласа ыйтать унран Натали çак нушаран хăтарма, лешĕ йĕкĕлтешсе кăна илет: «Эсĕ тĕрлĕ аçынпа реххетленни фирмăшăн та сиенлĕ мар. Юрĕ, ытларах ĕçленĕшĕн хушса тӳлĕп»...
Хĕр арăм куляннипе ĕçкелеме пуçларĕ. Тепĕр чухне ним пĕлми пуличчен ӳсĕрĕлет , ирпе нимĕн те ас тумасть хăйпе мĕн пулса иртнине. Çакă вара директора кăмăла каймарĕ курăнать, асăрхаттарчĕ ĕçрен хăтарассипе. Чиперкке савăнсах килĕшрĕ кунпа: çитет намăс тӳссе. «Каятăн пулсан, хăвăнпа пĕрле çаксене илсе кай, упăшкуна, аннӳне кăтарт»,- терĕ те хĕр арăм арçынпа çывăхланнă вăхăтри фотокарточкăсен купине вырăн çине пăрахса пачĕ. Ним тăвайманнипе Натали ӳлесе йĕрсе ячĕ. «Юрĕ, шелленĕ пек пулчĕ Алик»-Шупашкара таврăнсан, отпуск парăп, санаторинче канăн»...
Чăтăмсăррăн кĕтрĕ тăван çĕре таврăнасса Натали. Аэропортран Аликпе ларса каймарĕ, маршрутлă таксипе çул тытрĕ килне. Вырăн çине выртса ирчченех макăрчĕ. Кам пулса тăчĕ вăл?Чĕререн юратакан çын çапла тума пултарнă пулĕччĕ-ши? Çук , нихăçан та савман, юратман ăна Алик. Вăл уншăн усă курмалли япала пулнă яланах. Кивелнĕ япалапа мĕн тăваççĕ-ха? Кăларса пăрахаççĕ е кама та пулин параççĕ. Курайманлăх вăй иле пуçларĕ унăн чунĕнче. Мĕнле калаççĕ-ха ваттисем: «Юратуран курайманлăх аякрах мар». Ваннăра чылайччен чӳхенчĕ вăл, çапах та хăйĕн çинчи тасамарлăха çуса тасатса пĕтермен пек туйăнчĕ ăна. Чунĕ темĕске ырă мара сисрĕ уеăн. Тепĕр кунне вăл Ленин проспекчĕнче вырнаçнă 34-мĕш çурта çул тытрĕ. Кунта тĕрлĕ «юрату» чирĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслеттерме ху камне пĕлтермесĕрех юн пама пулать. «Тепĕр виçĕ кунтан килсе пĕлме пултаратăр результатне»,- терĕç унта венăран кирлĕ чухлĕ юн илнĕ хыççăн. Алик те хăй сăмахне тытрĕ, «Волжанка» санаторинче пĕр уйăх канмаллăх путевка тыттарчĕ. Натали тăван яла ывăлĕпе амăшне кайса курса килчĕ, ашшĕ вил тăприйĕ çинче пулчĕ. Андрейка чылаях ӳснĕ иккен, тĕрекленнĕ.Чĕкеç чĕлхиллĕ вăл, пĕр самант та калаçмасăр тăма пултараймасть. Яланах ыйту парать амăшне, хуравласа ĕлкĕриччен- татах ыйтать мĕн те пулин. Ачине пĕрле илсе каясшăнччĕ амăшĕ, кукамăшĕ пĕр-икĕ эрнене те пулин хăварма ыйтрĕ мăнукне.Килĕшрĕ Натали, санатори хыççăн килсе кайма шантарчĕ.
Волжанкăри врачсем сиплев пуçличчен медицина справки ыйтнипе Натали юн тĕрĕсленин результачĕсене илме кайрĕ. «Чим-ха, сана врач курасшăн, юн йĕкеллех мар пулас сирĕн»,- терĕ çамрăк медсестра.-Вăл иккĕмĕш хутра, кабинет номерĕ...» Чунĕ сӳ! туса кайрĕ хĕр арăмăн ырă мара сиссе.
«Эсĕ халиччен сар ӳкнипе чирлемен-и? Мĕн те пулин ыратмасть-и?»- ыйтрĕ ватă, самăртарах врач.
«Çук», - хураларĕ Натали.
«Тĕрĕссине калам-ха. Сан юнра ВИЧ-инфекцийĕ тупăннă, СПИД та теççĕ ăна: синдром приобретенного иммундефицита. Илтнĕ-и ку чир çинчен? Халĕ ĕнтĕ санăн хушаматна та, ятна та, ху ăçта ĕçленине те, çемйӳ çинчен те каласа памалла пулать. Саккун çапла хушать...»
Малалла тухтăр мĕн калани Наталин хăлхине кĕмерĕ тесен те юрать. Пуçран чукмарпа çапнă пекех пулчĕ уншăн çакă хăрушă хыпар. Темĕскер хуравларĕ вăл ыйтусем çине, тем каларĕ- пурте тĕлĕкри пек пулчĕ уншăн. Хваттерне мĕнле çитнтне те ас тумасть. Мĕншĕн-ха вăл? Мĕнпе айăпа кĕчĕ-ха вăл Турă умĕнче? Чылайччен шухăша путса ларчĕ кухньăра. Пĕтĕм пурнăçне аса илчĕ хăйĕнне. Куççулĕ те типрĕ нумай йĕнипе. Юлашкинчен çак шухăш пырса çапрĕ пуçне- ун пĕтĕм инкекĕ Аликра. Вăл пулман пулсан, ăнăçсăр юрату çуралман пулсан чĕрере, тен, телейĕ те урăхларах пулĕччĕ, пурнăç урапи те урăх çулпа чупĕччĕ. Çакăн хыççăн хăйĕн чи хитре кĕпине, Алик юратаканнине, тăхăнчĕ. Уринче- йăлтăртатса тăракан туфли. Куçĕсене виçеллĕ таран тушпа сăрланă, тутисене писев сĕрнĕ. Тĕкĕр умĕнче илемлĕрен те илемлĕ, куç курса савăнмаллăх чиперкке тăрать. Мĕнле арçын чăттăр ун çине ытарайми куçсемпе пăхмасăр?
Çирĕппĕн утса кĕчĕ вăл фирма директорĕн кабинетне.
«О-о-о! Эсĕ паян принцесса пекех илемлĕ»,- савăнса-тĕлĕнсе кĕтсе илчĕ Чиперккене Алик.-« Отпуск усса каять пулмалла сана».
«Тавтапуç санаторишĕн»,- яштака урисене пĕр пĕрин çине хурса хуравларĕ Натали.-«сансăр тунсăхласа çитрĕм эпĕ...»
Арçын чăтаймарĕ, çак куç тулли илеме хăйĕнчен вĕçертме те шутламарĕ. Юрату вăййи вăхăтĕнче Чиперкке Алике тутинчен юн тухмаллах çыртса илчĕ. «Мĕн эсĕ, халиччен арçын курман пек»,- мăкăртатрĕ директор. Хăр арăм ăна хăйĕнчен ямарĕ, татах та татах чуп турĕ. «Юрĕ, юлашки хут пулатăп санпа»,- пăшăлтарĕç Чиперкке тутисем...
«Ăçта кайса кĕрĕн эсĕ манран?»
«Эсĕ мана пĕрре çеç мар аса илĕн-ха малашне»,- калаçа-калаçа тумланчĕ Натали. – «Юрĕ, тамăкра тĕл пуличчен»...
«Мĕн эсĕ...» - ним калама аптраса ларса юлчĕ Алик...
Почтăра Натали пĕтĕм укçине яла, амăшĕ патне куçарса пачĕ, ун хыççăн чиркĕве кĕрсе Турă Амăшĕ турăш умне çурта лартса чылайччен шухăша кайса тăчĕ. Каçхи автобуспа санаторине пырса çитрĕ вăл. Çĕрĕпех ĕçлекен барта ирчченех ларчĕ пĕчченех, хăйĕн çумне çыпăнакан пĕр арсынпа та калаçмарĕ. Кăвак çутă палăрма пуçласан Атăл çыранĕ еннеле утрĕ. Канатлă çул çывĕнчи юман çумне тайăнса чылайччен вăранакан çут çанталăк илемĕпе киленсе тăчĕ. Август уйăхĕ пулин те каçсем ăшă тăраççĕ кăçал. Лăпкă шăплăхра Наталипе Чиперкке сасă хăпартсах калаçни илтĕнмест, мĕншĕн тесен ку тавлашуллă калаçу шалта,чунра,чĕрере иртет.
«Малтанах асăрхаттарнă эпĕ сана: туйăмсене мар, ăс тăна ытларах итлемелле»,- тет Натали.
«Мĕн, эпĕ хĕр арăм мар-им? Мĕнла хĕр арăм вăл туйăмсемсĕр, юратусăр пурăнсан?»- ыйтупа хуравлать Чиперкке.
«Юратусăр пурăнма йывăр пулĕ-ха, анчах та виçи пулмалла пек...Кăмăл-сипет пирки те манмалла мар».
«Пурнăç пĕрре çеç килет, çак çĕр çинче эпир хăнара кăна. Савăнса юлас кăштах терĕм-çке».
«Савăнтăн, юратрăн ытлашшипех. Юлашкинчен юхха пулса тăтăн вĕт. Халĕ акă пуриншĕн те тӳлеме лекет. Пĕчĕк ывăлна кам пăхса ӳстерĕ?»
«Унăн ашшĕ те пур...Тата эпĕ ун валли çителĕкех укçа-тенкĕ хăваратăп.»
« Кĕмĕлпе аннене улăштарма çук паллах. Ку чир вăл- çылăхусемшĕн çӳлтен янă айăплав.»
«Килĕшетĕп санпа...»
Çак калаçу вĕçленсен Натали-Чиперкке «Чăнкă сăрт» ятлă кану çурчĕ еннелле хывнă сукмакпа аялалла утрĕ...
Тӳпере юлашки çăлтăрсем сӳнсе пыраççĕ. Чĕвĕл! сас пачĕ ирхи кайăк. Пĕр çăлтăр çуттăн çунса Атăл шывне ӳкрĕ, чăшăл! туса сӳннĕн туйăнчĕ...
... Володя ( хушма ячĕ-Пупсик) -пулăç. Хыркассинче пурăнать пулин те çу каçичченех Сĕктер поселокĕ çывăхĕнчи пĕр утрав çинче кун кунлать те каç тăвать. Çĕр пӳрт те чавнă вăл унта, КАМАЗ автомобиль аккумуляторĕсемпе усă курса çутă кĕртнĕ хăйĕн çуртне, радио-магнитофон та итлеме пултарать. Ир-ирех тухать моторлă киммипе юхан шыв çине, лартнă тетелĕсене тĕрĕслет. Тытнă пуллине е бизнесменсене, е канакансене сутать. Пурăнмаллăх çитет. Кашни уйăхрах ун патне рыбнадзор инспекторĕ килсе каять, «хырçă пуçтарма» ĕнтĕ. Паян та пĕр тетелне сĕтĕрсе кăларчĕ те Пупсик пуллине суйласа хучĕ. Тепĕр тетелĕ темшĕн йывăррăн тухать. «Çтерлĕк мар-ши?»- хыпăнса ӳкрĕ пулăç. Вăйне пухса туртса кăларса пырать тетелне. Ара, ку мĕн тамаши тата? Тетелте... Шывра кӳпчесе кайнă хĕр арăм вилли...
Петĕр хусахра нумай çӳêремерĕ. Арăмне пытарнă хыççăн çулталăкран тепре авланчĕ. Алик, чăнах та, нумай асăнчĕ Чиперккене, хăй СПИДпа чирлине пĕлсе Мускаври пĕр чаплă больницăра чунĕ тухичченех...
Ашшĕпе амăшĕ ватлăх енне сулăнсан çут тĕнчене килчĕ Натали. Аслă ачисем тахçанах çитĕнсе çитсе тăван йăваран вĕçсе тухса кайса пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Маюк аппа, çие юлнине пĕлсен, малтанлăха аванмарланса çӳрерĕ. Больницăна кайма та шутланăччĕ хырăм пăрахма, упăшки, Ваççили пичче, чарчĕ: «Çурат. Тен, Турри хамăра ватлăхра пăхма парать пулĕ пепкене …» Вăхăт çитсен, мăшăрне юнашар ялти участок больницине лашапа леçрĕ. Тухтăрĕ вырăнта пулман пирки санитарка йышăнчĕ çăмăлланма хатĕрленекен хĕр арăма. Хăй вара темшĕн мăкăртата-мăкăртата вырăн хатĕрлет: «Тĕнче пĕтет пуль ара…Ваттисем аташа пуçларĕç, намăса та пĕлмеççĕ, ача çуратаççĕ…» Маюк аппа чăтрĕ-ха малтанах, каярахпа вара: «Апла ман каялла киле каяс-ши ĕнтĕ?»-терĕ шăппăн. «Вырт, килнĕ-тĕк,-» лаплаттарса хучĕ хыттăн санитарка, анчахран вара тек чĕнмерĕ…
Пĕчĕкçĕ сарă çӳçлĕ Натали çемьере пуринчен те ытларах юратакан ача пулчĕ: кĕçĕнни вĕт, пылакки. Ашшĕ маччаналла çĕклетчĕ те ăна: «Манăн тĕпренчĕкĕм, чиперккеçĕм»,- тетчĕ ачашшăн. Пиччĕш-аппăшсем те саватчĕç йăмăкне, хуларан ун валли парне илмесĕр килни пулман-тăр пĕрин те. Шăнкăрав пек уçă сассипе пӳрт тулса ларатчĕ, пусăк кăмăл та çĕкленетчĕ. Кăн-кăвак куçĕсем, каçăртарах пĕчĕк сăмси, тулли тутисем, чăнах та, ун сăнне илем кĕртетчĕç. Ахăлтатса кулнă вăхăтра сулахай пит çăмарти çинчи путăк татах та чипертерех кăтартатчĕç ăна…
Шкулта аван вĕренчĕ, тĕрлĕ концертсенче яланах юрласа-ташласа савăнтаратчĕ ял çыннисене. «Çав Ваççили хĕрĕ маттур та вара. Чиперкке çитĕнет», - тенине темиçе те илтнĕ ашшĕпе амăшĕ. Пĕчĕккĕнех хушма ят пулса тăчĕ çак сăмах Наталишĕн- «Чиперкке».
Хăй илемлине час туйса илчĕ хĕр ача, унпа усă курма та вĕренчĕ. Урок пĕлмен чухне утмăл турат тĕслĕ куçĕсемпе айăплăн пăхатчĕ те вĕрентекесем çине, вăрăм куç хăрпăхĕсене антарса: «Ăнланманччĕ эпĕ иртнĕ урокра çак темăна»,- тетчĕ çепĕç сасăпа. Учителĕн «иккĕ» паллă лартма алли çĕкленмесчĕ паллах…
Каччăсем час куç хыврĕç Чиперккене. Тин çеç пĕве кĕме пуçланă хĕр ачана хăйĕнчен чылай аслăрах йĕкĕтсем ăсататчĕç каçсерен килне. Аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра уншăн çунакан каччăсем йышланчĕç, юратуллă сăмахсемлĕ çырусем час-часах киле-киле выртатчĕç почта ещĕкне. Çамрăксем уншăн тӳпелешсе илкелени те пулкаларĕ пулмалла. Натали чĕринче çеç юрату çуралмарĕ, никама та савмарĕ вăл…
Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн- университет, экономика факультечĕ. Тетĕшсемпе аппăшсем хăйсем патне пурăнма чĕнетчĕç пулин те, студентка общежитине вырнаçрĕ. Тин çеç çунат сарма пуçланă хĕр ачан хăй пеккисемпе пĕрле пурăнса курас килчĕ пулмалла. Ялтипе танлаштарма çук кунти йăла-йĕркесене. Йĕри-тавра çамрăксем, общежити каçсерен вĕресе кăна тăрать. Театр-кино, дискотека, кафе-ресторан… Каччăсем çаврăнкалаççĕ çеç Натали çывăхĕнче. Тăваттăмĕш курса вĕренекен Алик ăна утăм утма памарĕ пĕччен: е кинона чĕнет, е ташă каçне, хушшинчен чечек çыххи те йăтса килет, е конфет-шоколад парнелет. Хăй тата сăмахлама питĕ ăста, унпа юнашар чухне тунсăх таçта тарса пытанать, кулянни-хуйхăрни те иртсе каять. Шӳт çине шӳт унăн, ăçтан тухать тĕр сăмахĕ. Аванах килĕштерсе ячĕç Аликпе Натали. Ăмсанса пăхатчĕç вĕсем çине ытти студентсем. Пĕррехинче, ресторанта тутлă эрех тутанса курнă хыççăн общежитине таврăнсан, каччă хĕре хăй пурăнакан пӳлĕме илсе кĕчĕ. Пуçласа чуп турĕç вĕсем тĕттĕмре. Каччă тути ачашшăн сĕртĕнни Чиперккен пуçне çавăрчĕ, таçта аякка-аякка техĕмлĕх авăрне чăмнă пек туйрĕ вăл хăйне. Хăлха çумĕнче çепĕççĕн «Юрататăп сана» тесе пăшăлтатни татах та асамлă тĕнчене илсе кайнă пек чуна çĕклерĕ. Вăйлă та çепĕç алăсем кĕпе айнелле кĕреççĕ, пĕлсе те хăвăрт тăваççĕ вĕсем хăйсен ĕçне. Хăш вăхăтра тумтирсĕр тăрса юлнине те сисмерĕ хĕр. Шалти сыхăлăх туйăмĕ вăйсăррăн «Çук » теме хистет, хĕрсе кайнă кĕлетке вара туртăнать юратнă çын ытамне…Хирĕçлеме пултараймарĕ хĕр, парăнчĕ…
Ирихине Натали именсе-вăтаннипе вырăн çинчен час тăмарĕ. «Намăс мана»-, пăшăлтатрĕ вăл . Темшĕн-çке пĕтĕм общежити унпа мĕн пулса иртнине пĕлнĕ пек туйăнать. Хайне чирленĕ пек тытрĕ вăл. лекцисене каймарĕ. Юлташĕсем тухса кайсан, тĕкĕр умне пырса пит-куçне тимлĕн тишкерчĕ: «çакăн» хыççăн унăн сăнĕ çине паллă туса пичет лартса янăнах туйăнать ăна. Нимĕнле улшăну та курăнмасть, çав Чиперккех куç кĕски умăнче.
Кăнтăрла иртсен Алик çĕмĕрттерсе çитрĕ. Савăнăçлă каччă, аллинче- чечек çыххи. Йĕрсе янă хĕрĕн куççулĕсене чуп туса типĕтрĕ, лăплантарчĕ, шантарчĕ ĕмĕрех юратма пулса Наталие…
Нумай каччă çыпăçрĕ Чиперкке çумне, çулăмлă юрату сăмахĕсем самаях илтрĕ вăл яшсенчен. Тĕл пулма чĕнетчĕç, çырусем çыратчĕç, тӳпери çăлтăрсене антарса пама та шантаратчĕç. Алике пăрахмарĕ хĕр, ăнах юратрĕ, уншăнах çунчĕ ун чĕри. Каçсерен ун патне çунатлă вĕçен кайăк пек тухсе вĕçетчĕ, уйрăлнă самантсене юратмастчĕ. Каччăпа сăмах пуçаракан кашни хĕр ун чунĕнче кĕвĕçӳ туйăмĕсем çурататчĕ. Ун пек чухне мăртлататчĕ вăл, Аликпе калаçман пек тăватчĕ, анчах та хăех нумаях чăтаймастчĕ: ун пӳлĕмĕн алăкне кайса шаккатчĕ…
Çавраçиллĕ студент пурнăçĕ питĕ хăвăрт шăвать иккен, сисмесĕрех пĕр çул иртрĕ, унтан- тепре. Каникулсем вăхăтĕнче те хĕр ялта питех тытăнса тăмасчĕ, ик-виçĕ кун иртсенех каялла хулана тухса каятчĕ юратнă каччи патне. Тепĕр чухне ăшĕнчи шухăшĕсем те канăç памасчĕç ăна: «Мĕнле-ха капла иксĕмĕр хушшинчи хутшăну? Юхха пулса тăмарăм-ши эпĕ? Качча илĕ-ши вăл мана?»…
Альберт Станиславович Сильвестров (Алик ĕнтĕ) алла диплом илчĕ. Пысăк заводах экономист пулса ĕçлеме вырнаçрĕ. Пĕлĕш-тăванĕсем Шупашкарта чылаях çӳллě вырăнсенче ĕçлеççĕ унăн. Хĕр патне час-часах пырса çӳрерĕ вăл малтанах. Кайран темшĕн çке сайрарах курăна пуçларĕ общежитинче. Сăлтавне вара ĕç нумаййи çине яратчĕ, вăхăт çитменни пирки те аса илтеретчĕ. Ĕçĕ сахалах пулман-тăр унăн, пысăк заводăн комсомол организацийĕн секретарьне суйласа лартрĕç ăна. Кам комсомол ĕçĕнче вăй хуни кăна ăнланать, чухлать секретарь пурнăçне. Çывăрма та вăхăт сахал юлать. Пуху-канашлу, тĕл пулусем, план, отчет, информаци, çамрăксемпе тĕл пуласси, тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссем, хаçат-журнал тата ытти те. Пурнăç вĕресе кăна тăрать. Пĕр çулталăк вăй хунă хыççăн обкома чĕнтерчĕç те Мускава вĕренме ярасси çинчен пĕлтерчĕç. Çакăн хыççăн Наталипе Алик хушшинчи çыхăну татăлчĕ.
Хĕр çакна питĕ йывăррăн чăтса ирттерчĕ. Шухăшĕсемпе яланах каччă патне туртăнатчĕ вăл. Çывăрса каяймасăр аптратчĕ, каçсерен минтер ун куççулĕпе йĕпенетчĕ. Апат çиме те пăрахрĕ, начарланса кайрĕ. Пĕре пурăнакан хĕр-юлташĕсем чухлатчĕç-ха çакăн сăлтавне, май килнĕ таран лăплантаратчĕç ăна. Хăй çине алă çĕклесрен шикленнипех пулĕ, пĕчен пăрахса хăварман Наталие пӳлĕмре. Вăхăт темле сурана та сиплет теççĕ те, тĕрĕсех те пулĕ. Икĕ-виçĕ уйăх иртсен Чиперкке тантăшĕсемпе пĕрле урама уçăлса çӳреме те тухкалакан пулчĕ, ташă каçĕсенче те кайкаларĕ. Вĕренме аван вĕренетчĕ-ха вăл, яланах стипенди илсе тăнă. Укçа-тенкĕ енчен аптрасах тăман, кĕçĕн йăмăкне аслисем май килнĕ таран пулăшатчĕç. Ялтан çĕр улми, пахча çимĕç, аш-какай çителĕклех парса ярса тăратчĕç ашшĕпе амăшĕ. Çыпăçуллă, хăйне килĕшекен кĕпе-тумтир илме пултаратчĕ хĕр. Кулакан-шӳтлекен пулчĕ. Урама тухсан каччăсем ун еннеле яланах çаврăнса пăхатчĕç, куçĕсемпе яштака та илемлĕ хĕр кĕлеткине пăталатчĕç. Паллашма, тĕл пулма чĕнекенсем нумайччĕ. Анчах та Натали халь тинех никама та çывăха ямарĕ, юрату çулăмĕпе ĕнсе курнăскер, чĕрине пушă тытрĕ. Халь уншăн пĕтĕм арçын –ултавçă та путсĕр çын. Курайми пулчĕ тесен, тĕресех те мар пулĕ,кăсăклантарма пăрахрěç ăна вěсем.
Çамрăк чĕре чылай вăхăт хушши пушă пулма пултараймасть пулĕ çав, çутçанталăк та хăйĕннех тăвать. Тăваттăмĕш курс вĕçленĕ вăхăтра , çуркунне, строительство факультетĕнче вĕренекен Петĕрпе паллашрĕ Натали. Паллашрĕ тени тĕрĕсех те мар пулĕ, паллаштарчĕç хĕр-тусĕн çуралнă кунĕнче унпа. Именчĕк каччă, вăтаннипе хĕрелесе каять тепĕр чухне. Хăнана пырать те общежитине, нимех калаçмасть . Натали ăна уçăлса çӳреме хăй сĕтĕрсе тенĕ пекех илсе тухатчĕ урама. Кино, концертсене те билет туянса хăй илсе каятчĕ пуçарса. «Мĕн тупрăн эсĕ çав çулламан пăру çумĕнче?»- тĕлĕнетчĕç пĕрле пурăнакансем.- Кашни сăмаха тракторпа сĕтĕрсе кăлармалла вĕт унран»… Темле каласан та, вăтанчăк каччă хĕр кăмалне кайрĕ курăнтать, час-часах тĕл пулма пуçларĕç вĕсем пĕр-пĕринпе. Петĕр те тăваттăмĕш курс пĕтерчĕ. Каникул вăхăтĕнче хăй шапаша каясса пĕлтерчĕ. «Укçа кирлĕ пулать мана чылай»- терĕ те тек нимĕн те каламарĕ…
Юлашки курсра Петĕр Наталине хăй ăна юратнине пĕлтерчĕ, качча тухма ыйтрĕ. Сăмахпа мар паллах, çырупа. Пӳлĕме пырсан, чылай вăхăт хушши чĕнмесĕр тăчĕ, тем каласшăн хăй- паллă мар. Çамки тарланă, куçĕсем выляççĕ. Юлашкинчен кĕсйинчен тăваткал хуçлатнă хут кăларса пачĕ те хĕре, тухса кайрĕ васкаса . Натали хумханса та юратса çырнă çырăва вуласа тухнă хыççăн нумайччен шухăша путса ларчĕ. Тем тумалла? Пуçне каллех Алик сăнарĕ килсе çапрĕ. Тарăхса кайрĕ хĕр. Вăл паллах, Мускавра, урăх савни тупса янă. Ман пирки аса та илмест. Ватта юличчен, качча кайни лайăхрах пулĕ. Тепĕр тесен, хĕр те мар ĕнтĕ вăл текех…
Раштав типпи иртсен кĕрлеттерсе туй турĕç студенсен столовăйĕнче. Çуллахи каникул вахăтěнче Мускав çывăхěнче дача хăпартнă çěрте ěçлесе тунă укçа Петěршěн чухах пулчě. Анатри чăвашсем, хĕр енчисем, тури чăвашсемпе (каччă тăванĕсем) хăта-тăхлачланчĕç. Ялтан килнĕ туй маткисем Мăшăрлану керменĕ умне сурпан çыхса, хушпу тăхăнса, тевет çакса пынă. Автобус çинчех кăштах хĕрнĕскерсем, урамрах юррра-ташша пуçларĕç, мĕн ирчченех тенĕ пек столовăй кĕрлесе кăна тăчĕ. Мишша пичче купăсçă тăрăшсах юрă-кĕвĕ шăратать , вăл ывăнсан, магнитофон кĕрле пуçлать. Савăнать ялти халăх. Пĕрле вĕренекен студентсем, урăх хуларан килнĕ тĕрлĕ халăх ывăлĕ-хĕрĕсем, малтанлаха чăваш хĕрарăмĕсем такмак каласа ташланине çăварĕсене карса пăхса тăчěç. Ара, тĕлĕнмелли нумай вĕсен. Кĕпе айне сăра-лимонад кĕленчисен тимĕр пăккисене çĕлесе хунă та темиçе хивре хĕр арăм, тăпăр-тăпăр туса ташша сикеççĕ, кĕвве май кĕленче пăккисем чăнкăр-чăнкăр туса илемлĕ сасă кăлараççĕ. «Ну бабки, ну металлистки, молодцы!»-чунтанах тĕлĕнеççě студентсем. «Йӳçě, йӳçě!»- кăшкăраççě хорпа. Наталипе Петěр, имене-именех ура çине тăраççě, пěр-пěрне куçран пăхма вăтанса чуп туса илеççě. «Пěрре, иккě, виççě…»- шутлаççě хăнасем, «пиçмен пашалу, пиçмен пашалу…»
Петĕр туйра аванах хĕрчĕ. Шап-шурă кĕпепе, хура костюмне хывса пăрахнă. Натали çине куç илмесĕр, çисе ярасла пăхать. Хушшинчен хăлхинчен вăрттăн юратуллă сăмахсем калать. Ир енне туй халăхĕ çамрăксене ĕлĕкхи йăлапа хĕве хупма шутларĕ. Ăна-кăна чухлакан хĕр арăмсем вырăн хатĕрлерĕç, тӳшек айне таçтан-муртан сĕтĕрсе килнĕ вут сыпписем чике-чике хучĕç. Юрла-юрла, хăваласах тенĕ пекех,Петĕрпе Наталине пушă пӳлĕме кĕртсе ячĕç…
Çак каçа Натали нихăçан манса каяймĕ. Чěмсěр Петĕрĕн ӳсĕрĕлсен эсрелě вăранчĕ курăнать. Ярса илчĕ те Чиперккене тӳшек çине печĕ. Ăна-кăна уямасăр хĕрĕн туй кĕпине çатăрах çурса ячĕ. Аялти кĕпе-йĕм те çĕтĕк пулса кĕтесселле сирпĕнчĕç. тутисенчен çырта-çырта чуп тăвать вăл мăшăрне, кăнттаммăн тыткалать ун кĕлеткине. «Тахçанах кĕтнĕ эпĕ çак куна, эсĕ манăн пуласса…»- пăшăлтатать хăй. Чылайччен лăскарĕ, нушалантарчĕ сассăр йĕрекен çамрăк арăмне. Кайран, вăйран кайса юнашар йăванчĕ : «Эсĕ мĕн, хĕр мар иккен»…- терĕ те çывăрса кайрĕ. Наталин ыйхи килмерĕ. Тумтирне тирпее кĕртнĕ хыççăн сĕтел хушшине ларчĕ те ĕсĕклесех макăрса ячĕ. Шутламанччĕ вăл çапла пулса тухасса. Лăпкă кӳлĕре шуйттан пурăнать тенĕ çав ваттисем …
Тепěр кунхине те, урăлсан, Петěр каллех унчченхи пекех шăпăрт, нимěн те пулман пек тыткаларě хăйне.Хушшинчен çеç Натали çине темěн каласла шухăшлăн пăхса илет те, шарламасть. Туять –ха хěр вăл мěн каласса, ыйтасса…
Çапла çěр çěмěрттерсе иртсе кайрě туй. Çамрăксем уйрăм пӳлěме пурăнма куçрĕç,
студсоветпа профком пулăшрěç тин çеç чăмăрттаннă çемьене. Петěр ěçе те вырнаçрě: каçсерен хурал тăрать ача сачěнче. Тепěр чух çурçĕр иртсен персе çитет çамрăк арăмĕ патне общежитине: ара, чуп-чуп уйăхĕ пырать вĕт-ха вĕсен. Ярса тытать те Наталине ним сăмах чĕнмесĕр-тумасăр вырăн çине сĕтĕрет. Çамрăк арăм хирĕçлеме хăяймасть ăна. Пĕрре çапла Чиперкке килĕшмерĕ те ун кăмăлĕпе… Петĕр питрен çупса янă пек сăмахсемпе çапла лаплаттарса хучĕ: «Мĕн, унчченхи каччуна кĕтсе выртатăн-им каçсерен эпĕ ĕçре чух? Ăна хирĕçлесестĕн пулĕ-ха эсĕ…» Нимěн те калаймасть Натали, чăтать.
Шăнкăр-шăнкăр юхать çурхи шыв студентсен хули çывăхĕнчи паркра. Папка кăларнă вĕренесемпе тирексем пĕтĕм хавалĕпе кунран-кун ăшăрах пăхакан хĕвел еннелле туртăнаççĕ. Куç умĕнче тенĕ пекех ешĕл тум тăхăнса пырать вăрман. Кăкăр туллин сывласа илетĕн те уçă сывлăша хĕлле пуçтарăнса çитнĕ пĕтĕм тасамарлăха ăшран хăваласа кăларса яратăн. Çут çанталăкпа пĕрле шавлă студент çамрăкĕ те хĕллехи тума хывса печĕ. Кĕске юбка тăхăннă хĕрсем янăравлăрах та чĕнерех кулнăн туйăнать.
Çакăн пек пĕр илемлĕ кун Натали пĕчченех шухăша кайса ларатчĕ паркри тенкел çинче. Юнашар пырса ларнă арçын сăмах хушсан çеç ыйхăран вăраннă пек шартах сиксе илчĕ: «Сывă-и, манăн Чиперккеçĕм?». Куçĕсене çĕклерĕ те хĕр арăм, сăмах чĕнейми пулса ларчĕ: ун çумĕнче Алик ларать иккен .
-Сывах-ха, пурăнатпăр. Эсĕ мĕн çăмăлпа килсе лекрĕн тата кунта? Мускавра тенине илтнĕччĕ,- тĕлĕкри пек хуравларĕ Натали.
- Ĕненетĕн-и, е çук, ку санăн ирĕк,-пуçларĕ каччă сăмахне,- эсĕ çак вырăнтах ларнине чунпа туйрăм, урасем хăйсемех сан патна илсе килчĕç. Хамăрăн юратнă вырăн марччĕ-и ку? Сахал чуп тунă-и эпир кунта?
Ним калама та аптраса кайрĕ Натали. Самаях вăхăт иртнĕ хыççăн çеç:
- Иртнĕ кунăн çути çук,- терĕ шăппăн.- Эп халĕ каснă çăкăр чĕлли ĕнтĕ. Мăшăр та пур, качча тухнă...
- Мĕншĕн васкарăн вара питĕ? Мĕншĕн мана кĕтмерĕн?
- Сана кĕтмен мар эпĕ, чылаях ...Çухалтăн, пăрахрăн мана.
- Пăрахма шутламан та сана. Вăхăт çуккипе ерçеймерĕм курăнать. Каçар мана, ухмаха. Чĕркуççи çине тăрса çылăха каçарттарам-и?
- Эсĕ чиркӳре мар, эпĕ те пачăшкă мар. Çитет пулĕ санпа калаçса,- ура çине тăчĕ Натали.-Упăшка ĕçрен таврăнать, апат хатĕрлеме те вăхăт çитрĕ. Юрĕ, сывă пул.
- Тăр-ха кăштах Чиперккеçĕм. Калаçар-ха чуна уçса.
- Чуна тимĕр сăлăп ярсах питăрсе хутăм эпĕ сан хыççăн. Уççине Атăла кăларса петĕм.
- Юрĕ, ирĕксĕрлесе калаçтараймăн ĕнтĕ çынна. Çапах та, йывăр вăхăтра, ман енчен пулăшу кĕтсе илме пултаратăн,- терĕ те Алик Наталине визиткине тăсса пачĕ.- Ку пирĕн юлашки тĕл пулу тесе шутламастăп...
Çак кĕтмен тĕл пулу çамрăк хĕр арăмăн йĕркеленсе кайнă пек пулнă пурнăçне каллех пăтраштарса ячĕ. Кĕлленнĕ тесе шутланă юратăвĕ кунран кун чĕрĕлсе, вăйланса пычĕ унăн. Петĕр те, темĕн сиснĕн, унпа ытларах шăл витĕртерех калаçма пуçларĕ. Унта-кунта кайса килсен яланах тĕпчеме пуçлать: «Мĕншĕн час килмерĕн? Кампа пултăн? Мĕн турăн?». Тепĕр чухне тарăхсах каять Натали- сăлтавсăрах сăмах илтес килмест унăн.
Июль уйăхĕнче иккĕш те алла дипломсем илчĕç, çамрăк специалистсем пулса тăчĕç. Направлени те пур: Наталин электроаппарат заводне, Петĕрĕн- стройкăна. Петĕре ( каçарăр, Петр Петрович Ванюков мастера), нумай калаçса тăмасăрах «малосемейкăра» хваттер пачĕç. Питех те пысăк савăнăç пулчĕ çакă çамрăксемшĕн. Тăван йăвана иккĕшĕн хушшинчи сивĕлĕхе пăхмасăрах пĕрле тирпей-илем кĕртрĕç: сăрларĕç, сапларĕç, тӳрлетрĕç... Мăшăрĕн алли ылтăн иккен Наталин, тем те тума пĕлет. Эрне хушшинчех юхăнса кайнă пĕчĕк хваттер йăлтăртатса тăракан пулса тăчĕ. Тăван-юлташĕсене пуçтарсах çĕнĕ пӳрт ĕçки турĕç. Пурнăç каллех йĕркене кĕре пуçларĕ Петĕрпе Наталин. Хĕр арăмăн та чунра лăпланнă пек пулчĕ. « Мĕн тăвас тетĕн ĕнтĕ, шăпи çапла пулсан,- хăйпе хăй калаçрĕ хĕр арăм.- Турри телей валеçнĕ чухне мана манса кайнă пулĕ çав».
Пурнăçра пысăк улшăнусем пыраççĕ. Пăтранать халăх. ГКЧП, президента влаçран пăрчĕç, кайран- вырăна лартрĕç. Пĕрисем пĕр тĕрлĕ калаççĕ, теприсем- тепĕр тĕрлĕ... Такама ĕненмелле. Çĕршыв та арканса кайрĕ темиçе пая. Çĕнĕ сăмахсем вăй иле пуçларĕç: «суверенитет», «ваучер», Чубайс, «дефолт», «инфляци», тата ытти те.
Август уйăхĕнче ĕçе пуçăнчĕç çамрăк специалистсем. Ирпе-каçпа çеç кураççĕ пĕр-пĕрне. Натали пĕчĕккĕн хăнăхса пырать пĕрле вăй хуракансене. Тăрăшуллă хĕр арăмпа ертӳçĕсем те кăмăллă. Пĕр çулталăка яхăн иртсе кайни сисĕнмерĕ те.
Çапах та çĕршыври пăтăрмахсем завода та пырса çапрĕç. Туса кăларнă япаласене сутма çук, илекеннисем те укçан тӳлеймеççĕ. Ĕç укçи те вăхăтра парайми пулчĕç. Рабочисене хăйсем туса кăларнă япаласене илме сĕнеççĕ укçа вырăнне. Пултарайсан- сут, пултараймасан- кĕт. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех ĕçлекенсен шутне чакарма пуçларĕç заводра. Камран хăтăлаççĕ ĕнтĕ чăн малтан? Паллах, çамрăккисенчен. Çак инкек Наталирен те пăрăнса иртмерĕ. Куççулне шăла-шăла тухса утрĕ вăл хваттерне. Ăçта каймалла? Мĕн тумалла? Çийĕнчен тата кăмăл пăтранать, лĕклентерет. Гастроном умĕнчен иртсе кайнă чухне темшĕн тăварланă пулă илсе çиес килсе карйрĕ хĕр арăмăн. Кĕрсе илчĕ пĕр килограмм. Килне çитсен пĕр татăкне тутанса пăхрĕ те- тăранчĕ. «Ара, йывăр çын мар-ши эпĕ?»- пырса çапрĕ ун пуçне. Те савăнмалла, те макăрмалла. Тепĕр тесен, чунри шухăшсене уçса пама çывăх тусĕ те çук-çке унăн.
Вырсарни кун çуралнă яла, ашшĕ-амăшĕ патне тухса кайрĕ Натали. Чылайранпа пулманччĕ вăл унта. Ашшĕ чирлĕ выртать иккен больницăра. Началсанса-шурса кайнăскер, юратнă хĕрна курсан чунтан савăнчĕ. Натали, малтанах хăйĕн нуши пирки ăна каласа пама шутланăскер, кăмăлне улăштарчĕ. Сывлăхĕ капла та начар, тата мĕншĕн кулянтарас ăна. Килĕнче амăшĕ, куççулне шăла-шăла, Ваççили упăшки ракпа чирлине пĕлтерчĕ. Пурăнмалли кунсем те нумаях юлман иккен унăн...
Ашшĕне пытарнă хыççăн Натали пĕр уйăх ытла ялтах юлчĕ. Амăшне пĕччен пăрахса хăварас темерĕ, тепĕр тесен, хулана та чун туртмарĕ. Анчах Петĕр «хусахла» пурăнас темерĕ курăнать, килсе илсе кайрĕ ăна . Кунта та тепĕр нуша иккен, Петĕре те административлă отпуска янă, хăçан ĕçе тухасси те паллă мар. Çамрăк специалистсем чылайччен чупрĕç хула тăрăх, тĕрлĕ предприяти-учрежденисенче пулчĕç, анчах та пур çĕрте те пĕр хурав: вырăн çук. Петĕр Мускав тăрăхне «шапаша» тухса кайрĕ, унта пĕр «çĕнĕ пуян» патне дача тума вырнаçрĕ. Укçи-тенки сахалах мар пулас дача хуçин. Икĕ хутлă коттеджа турккăсем купаланă, халĕ шалтан «евростандартпа» туса пĕтермелле: ăшă урай-мачча, йăлтăртатса тăракан стенасем...Кашни кăлтăкшăн çыпçăнать бригадирĕ, штрафлать (ĕç укçинчен тытса юлассипе хăратать). Ĕçе ӳсĕр тухса пăх-ха: пĕр пус памасăр хăваласа кăларса яраççĕ...
Натали ,килте ларса йăлăхнăскер, хваттере йĕркене кĕртме шутларĕ. Тĕрлĕ вак-тĕвексем хушшинче Аликĕн визит карточки тухса ӳкрĕ. «Альберт Станиславович Сильвестров, АИК фирма директорĕ. Телефон...»- вуларĕ хĕр арăм.
«Шăнкăравласа пăхнипех темех пулмĕ...»- шутларĕ хĕр арăм, алли телефон еннелле туртăнчĕ. Трубкăра часах Алик сасси илтĕнчĕ: «Алло, итлетĕп. Кам пулчĕ-ши ку?» «Эпĕ-ха, Натали...» «Чиперккеçĕм, манăн хаклă чиперккеçĕм. Тахçантанпах кĕтсе пурăнатăп санăн çепĕç сассуна. Мĕнле пурăнатăн?» «Авнах темелле те... Манăн сирĕнпе калаçмалли пур, анчах та телефонпа мар. Сирĕн хăçан вăхăтăр пулать-ши?» «Ара, халь тесен халь. Гагарин урамĕнче вырнаçнă пирĕн фирма: «АИК» ятлă. Эпĕ каçченех кĕтетĕп сана. Тĕл пуличчен...»
Иккĕмĕш хутра вырнаçнă директор кабинечĕ . Тӳрех пырса кĕрейместĕн- çулне тулли кăкăрлă, вăрăм ураллă секретаршă пӳлчĕ. «Кам эсĕ, приема çырăннă-и?». Хуравне илнĕ хыççăн килĕшӳллĕн авкаланса директор кабинетне кĕрсе кайрĕ. Алик хăй васкасах тухса кĕтсе илчĕ Наталие. «Каçару ыйтатăп кĕттернĕшĕн». «Çук -çке»,- именчĕклĕн хуравларĕ хĕр арăм. «Вырнаçса лар, сывласа-канса яр кăштах. Кофе е чей? Сиплĕ шыв е лимонад?» Сĕтел çинче ларакан телефон аппарачĕ çинчи кнопкăна пусрĕ те секретаршине: «Марина, эпĕ паян никама та йышăнмастăп, ĕçре çук , командировкăра».
Çемçе диван çине юнашар пырса ларчĕ Алик. «Ну, каласа пар, мĕнле йывăрлăх илсе килчĕ сана ман пата?Тепĕр тесен, мĕн калаçатăп –ха эпĕ? Курма хавас хамăн юратнă Чиперккене яланах. Чунра, чĕремре эсĕ манăн...»
Наталин нушине пĕлнĕ хыççăн ыранах ĕçе тухма пултарнине пĕлтерчĕ. Секретарь-референтра вăй хумалла пулать иккен унăн. Мĕн тумалла ? Вăхăт хăех кăтартса парать мĕн тумаллине. Ахаль лартмаççĕ, ĕçĕ мăй таранах. Кадрсен пайĕнче ăнлантарса парĕç.
«Наташа, каçар мана, ухмаха. Хам мĕнле телей çухатнине халĕ çеç лайăх ăнлантăм эпĕ. Суккăр пулнă тăр, е тата çамрăклăхри çăмăлттайлăх ытларах пулнă-и, пĕлместĕп. Упăшку лайăх çын-и? Мĕнле пурăнатăр унпа?»
«Пурăнкалатпăр çапла, çынсем евĕрлех темелле».
«Пăрах эсĕ ăна. Ăнлан, эпĕ сана юрататăп, пурăнма йывăр мана сансăр».
«Вара çемйӳне ăçта хурăн?»
«Паллах, ăна ниçта та хураймастăп. Пĕчĕк ывăлăма та питĕ юрататăп. Анчах та хам юратакан хĕр арăма та урăххипе пайлас килмест».
«Санăн еркĕнӳ пулмалла иккен манăн, çапла мар-и?»- тӳррĕн ыйтрĕ Натали.- Ун пек пулсан, манăн тата сана мĕншĕн арăмупа пайламалла?»
Алик кăштах аванмарланнă пек пулчĕ. «Юрĕ, кун пирки текех калаçар мар пулĕ»...Юнашар ларакан хĕр арăма хыттăн ыталаса илчĕ, ачашшăн чуп туса хăлхинчен пăшăлтатрĕ: «Юрататăп сана, юрататăп...». Натали турткаланнă пек пулчĕ, ытамран вĕçерĕнесшĕнччĕ, анчах та хăй сисмесĕрех арçын ачашланине хирĕç хăй те хуравларĕ. «Юрамасть мана, йывăр çын эпĕ»- пăшăлтатрĕ вăл. Чылайранпа арçын курман кĕлетке ăс-тăн вĕрентнине, хирăçленине итлемерĕ, киленӳ авăрне чăмрĕ...
Пулса иртни кайран тĕрлĕ шухăш çуратрĕ Наталин пуçĕнче. Икĕ хĕр арăм тавлашать унта: пĕри-Натали, тепри – Чиперкке. Натали аскăнчăк пулнишĕн Чиперккене айăплать. Чиперккен хăйĕн те хуравĕ хивре- мĕн, эпĕ хĕр арăм мар-им? Мĕншĕн манăн упăшка пур чухнех тăлăх арăм евĕр пурăнмалла? Петĕр Мускав тăрăх чупса çӳренĕшĕн эпĕ айăплă-и? Пурнăç пĕрре çеç килет вĕт...
Тепĕр кунне Натали пĕрремĕш хут «АИК» фирмăна ĕçе тухрĕ. Вăрăмлатсан унĕн ячĕ « Аликпе унăн компанийĕ» тенине пĕлтерет иккен. Тĕпрен илсен, суту-илӳпе çыхăннă фирма ĕçĕ. Радивидеоаппаратура, магнитофонсем, компьютерсем тӳрремĕнех ют çĕршыв фирмисенчен туянаççĕ те курттăммăн е хăйсен магазинĕсем урлă сутаççĕ. Наталин ятарласа çирĕплетнĕ тивĕçĕсем çук тесен те юрать: директор е унăн заместителĕ мĕн хушаççĕ- çавна тумалла. Алик фирма пуçарса яракансенчен пĕри пулнă хăй вăхăтĕнче. Мускавра вĕреннĕ вăхăтра тĕрлĕ çыхăнусем, паллашусем нумай пулнă унăн. Вăхăтра банкран кредит илме пултарнă, комсомолта пĕрле вăй хунă тусĕсем пулăшнипе çак укçана «çавăрттарма» пуçланă. Час –часах ют çĕршывсене кая-кая килет вăл: Кăнтăр Корейăна, Японине, Турцине, Германине. Фирма тăкак тӳсмест. Наталин экономика тата бухгалтери службисен кăтартăвĕсене сăнасах тăмалла, ытти фирмăсем çав таварах мĕн хакпа сутнине пĕлсе тăмалла, çакăн çинчен кашни кун директор валли çырса инфрмаци тăратмалла. Енчен те хулари пĕр-пĕр лавккара тавар вĕсеннинчен йӳнĕрех тесе каланине илтсен клиентсенчен, хака çаксеннине таран чакарма пултараççĕ сутуçăсем хăйсемех. Мĕн тесен те конкуренци кашни тавар туянаканшăн кĕрешме хушать. Унччен социализм сивленĕ капитализм экономикин мелĕсемпе усă курма лекет, унăн саккунĕсем вăя кĕре пуçларĕç...
Наталин пурнăçĕ хăйне майлă шурĕ. Ĕç укçине вăхăтра та сахалах мар тӳлеççĕ. Аликпе тĕл пуласси декретлă отпуска кайичченех тăсăлчĕ. Сисмесĕрех ун çемйинче «юратуллă виç кĕтеслĕх» пулса тăчĕ. Петĕр ик-виçĕ уйăхра пĕрер эрнене килсе каять те киле- татах çухалать çĕршывăн тĕп хулинче. Укçа-тенкине аванах илсе килет хăй. Автомашина та туянса ячĕç акă: «Жигули»,«копейка». Çĕнех мар пулин те, чупать. Петĕр ĕмĕчĕ- çĕнĕ хваттер туянасси. Арăмĕпе иккĕшĕ тăрăшсах укçа пуçтараççĕ. Ĕçкелеме пуçларĕ юлашки вăхăтра. Ĕçки пĕлмест унăн,хирĕçет, ӳпкелет арăмне, кĕвĕçет. Чĕри туять пулĕ çав ырă мара. Натали ывăл çуратса парсан та уйăх килеймерĕ Мускавран, саламлă телеграммăпах çырлахрĕ. Тăванĕсем илсе тухрĕç пĕчĕе пепкепе унăн амăшне больницăран. Ялтан амăшĕ килсе çитрĕ мăнукне курма, аслă пиччĕш-аппăшсем те нушара пăрахмарĕç. Çапла çулталăк иртсе кайрĕ сисĕнмесĕрех. Пĕчĕк ывăлĕ, Андрей, утакан та пулчĕ, селĕппĕн калаçасшăн та. Сăнĕпе чалт ашшĕ пек. Çакна курнă хыççăн Петĕр кăштах лăпланнă пек пулчĕ. Çемьешĕн ытларах тăрăшать. Ывăлĕ валли Мускавран темле тĕрлĕ тетте те илсе килет.
Ачи çулталăк тултарсан, Натали ĕçе тухрĕ. Ача çуратни хĕр арăма татах та чиперлетсе ячĕ. Халĕ вăл татах та чăмăртарах, илĕртӳллĕрех, хитререх курăнать. Ватă амăшĕ мăнукне хăй пăхма килĕшрĕ. Кичем те тунсăх ăна пĕччен ялта. Секретарь-референта та фирмăра пысăк улшăнусем кĕтсе тăнă иккен. Унăн директорпа пăрле тĕрлĕ хуласене, ют çĕршыв таранах, тухса çӳремелле пулать малашне. Шалуне те икĕ хут ытларах тӳлеççĕ. Пĕрле ĕçлекенсем Аликпе Наталин вăрттăн хутшăнăвне тĕшмĕртеççĕ-ха, хăш-пĕри ăмсанать, тепри –сивлет. Малтанлăха хĕр арăм хавасланчĕ çĕнĕ улшунусемшĕн. Ара, кам ĕмĕтленмест пулĕ тĕрлĕ çĕр шывра пулса курма, унти пурнăçпа паллашма! Пысăк пуласлăх кĕтет ăна. Çак пуласлăх мĕнле хаклă та нĕрсĕр килсе тухасса пĕлнĕ пулсан, Натали паянах ĕçрен тухса кайнă пулĕччĕ те...
Тĕрлĕ çĕрте пулма тиврĕ хĕр арăмăн, тата... тĕрлĕ арçынпа...Секретарь-референтăн фирма ĕçĕсене кăнтăрла пурнăçланисĕр пуçне каçхине те «ĕçлемелле» иккен. Японинче акă, «Сони» фирмăн представителĕпе тупăшлă контракт тунă хыççăн, хăна çурчĕн номерĕнче хăналаннă тăваттăн: пĕчĕкçеççĕ хӳхĕм Япони хĕрĕ, фирма представителĕ тата Аликпе Натали. Аванах хĕрнĕ Алик японкăна ăсатма тесе тухса кайрĕ те, текех килмерĕ. Яппун арçынни вăйпа тенĕ пекех Наталине парăнтарчĕ. Ирхине йĕрсе ларакан хĕр арăма Алик пуç тăрăх пĕр витре пăрлă шыв янă пекех çакăн пек сăмахсемпе «лăплантарчĕ»: «Фирма ĕçĕ , усăллă килĕшӳ тăвасси нумай чухне хĕр арăмран килет. Вырăн çинче пĕр-пĕрин «хĕр юлташĕсемпе» ылмаштарса çывăрни вăл бизнесменсем хушшинче хăнăхнă йăла. Эпĕ шутласа кăларнă япала мар ку. Японец кăмăллă юлчĕ санпа, тавар хакне татах йӳнетрĕ»...
Çакăнтан пуçланса кайрĕ те ĕнтĕ Чиперккешĕн ахăр самана. Кампа, ăçта, миçе арçынпа çĕр каçнине шутласа та, аса илсе пĕтереймест вăл. Уйрăмах ăна Турцинче йывăр лекрĕ. Вĕри турккăсем виççĕн тан кăвак куçлă, сар çӳçлĕ «Наташăна» икĕ кун нушалантарчĕç. Темшĕн çак çĕршывра пĕтĕм вырăс хĕрне «Наташа» тесе чĕнеççĕ. Ясар куçлă арçынсем урампа иртсе пыма та памаççĕ: чĕнеççĕ хăйсемпе пĕрле, укçа сĕнеççĕ. Юнашар никам та пулмасан, вăрласа кайма та пултараççĕ.Аликшăн мĕн, уншăн бизнес, укçа пĕрремĕш вырăнта тăрать. Куççульпе йĕрсе, тархасласа ыйтать унран Натали çак нушаран хăтарма, лешĕ йĕкĕлтешсе кăна илет: «Эсĕ тĕрлĕ аçынпа реххетленни фирмăшăн та сиенлĕ мар. Юрĕ, ытларах ĕçленĕшĕн хушса тӳлĕп»...
Хĕр арăм куляннипе ĕçкелеме пуçларĕ. Тепĕр чухне ним пĕлми пуличчен ӳсĕрĕлет , ирпе нимĕн те ас тумасть хăйпе мĕн пулса иртнине. Çакă вара директора кăмăла каймарĕ курăнать, асăрхаттарчĕ ĕçрен хăтарассипе. Чиперкке савăнсах килĕшрĕ кунпа: çитет намăс тӳссе. «Каятăн пулсан, хăвăнпа пĕрле çаксене илсе кай, упăшкуна, аннӳне кăтарт»,- терĕ те хĕр арăм арçынпа çывăхланнă вăхăтри фотокарточкăсен купине вырăн çине пăрахса пачĕ. Ним тăвайманнипе Натали ӳлесе йĕрсе ячĕ. «Юрĕ, шелленĕ пек пулчĕ Алик»-Шупашкара таврăнсан, отпуск парăп, санаторинче канăн»...
Чăтăмсăррăн кĕтрĕ тăван çĕре таврăнасса Натали. Аэропортран Аликпе ларса каймарĕ, маршрутлă таксипе çул тытрĕ килне. Вырăн çине выртса ирчченех макăрчĕ. Кам пулса тăчĕ вăл?Чĕререн юратакан çын çапла тума пултарнă пулĕччĕ-ши? Çук , нихăçан та савман, юратман ăна Алик. Вăл уншăн усă курмалли япала пулнă яланах. Кивелнĕ япалапа мĕн тăваççĕ-ха? Кăларса пăрахаççĕ е кама та пулин параççĕ. Курайманлăх вăй иле пуçларĕ унăн чунĕнче. Мĕнле калаççĕ-ха ваттисем: «Юратуран курайманлăх аякрах мар». Ваннăра чылайччен чӳхенчĕ вăл, çапах та хăйĕн çинчи тасамарлăха çуса тасатса пĕтермен пек туйăнчĕ ăна. Чунĕ темĕске ырă мара сисрĕ уеăн. Тепĕр кунне вăл Ленин проспекчĕнче вырнаçнă 34-мĕш çурта çул тытрĕ. Кунта тĕрлĕ «юрату» чирĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслеттерме ху камне пĕлтермесĕрех юн пама пулать. «Тепĕр виçĕ кунтан килсе пĕлме пултаратăр результатне»,- терĕç унта венăран кирлĕ чухлĕ юн илнĕ хыççăн. Алик те хăй сăмахне тытрĕ, «Волжанка» санаторинче пĕр уйăх канмаллăх путевка тыттарчĕ. Натали тăван яла ывăлĕпе амăшне кайса курса килчĕ, ашшĕ вил тăприйĕ çинче пулчĕ. Андрейка чылаях ӳснĕ иккен, тĕрекленнĕ.Чĕкеç чĕлхиллĕ вăл, пĕр самант та калаçмасăр тăма пултараймасть. Яланах ыйту парать амăшне, хуравласа ĕлкĕриччен- татах ыйтать мĕн те пулин. Ачине пĕрле илсе каясшăнччĕ амăшĕ, кукамăшĕ пĕр-икĕ эрнене те пулин хăварма ыйтрĕ мăнукне.Килĕшрĕ Натали, санатори хыççăн килсе кайма шантарчĕ.
Волжанкăри врачсем сиплев пуçличчен медицина справки ыйтнипе Натали юн тĕрĕсленин результачĕсене илме кайрĕ. «Чим-ха, сана врач курасшăн, юн йĕкеллех мар пулас сирĕн»,- терĕ çамрăк медсестра.-Вăл иккĕмĕш хутра, кабинет номерĕ...» Чунĕ сӳ! туса кайрĕ хĕр арăмăн ырă мара сиссе.
«Эсĕ халиччен сар ӳкнипе чирлемен-и? Мĕн те пулин ыратмасть-и?»- ыйтрĕ ватă, самăртарах врач.
«Çук».- хуравларĕ Натали.
«Тĕрĕссине калам-ха. Сан юнра ВИЧ-инфекцийĕ тупăннă, СПИД та теççĕ ăна: синдром приобретенного иммундефицита. Илтнĕ-и ку чир çинчен? Халĕ ĕнтĕ санăн хушаматна та, ятна та, ху ăçта ĕçленине те, çемйӳ çинчен те каласа памалла пулать. Саккун çапла хушать...»
Малалла тухтăр мĕн калани Наталин хăлхине кĕмерĕ тесен те юрать. Пуçран чукмарпа çапнă пекех пулчĕ уншăн çакă хăрушă хыпар. Темĕскер хуравларĕ вăл ыйтусем çине, тем каларĕ- пурте тĕлĕкри пек пулчĕ уншăн. Хваттерне мĕнле çитнтне те ас тумасть. Мĕншĕн-ха вăл? Мĕнпе айăпа кĕчĕ-ха вăл Турă умĕнче? Чылайччен шухăша путса ларчĕ кухньăра. Пĕтĕм пурнăçне аса илчĕ хăйĕнне. Куççулĕ те типрĕ нумай йĕнипе. Юлашкинчен çак шухăш пырса çапрĕ пуçне- ун пĕтĕм инкекĕ Аликра. Вăл пулман пулсан, ăнăçсăр юрату çуралман пулсан чĕрере, тен, телейĕ те урăхларах пулĕччĕ, пурнăç урапи те урăх çулпа чупĕччĕ. Çакăн хыççăн хăйĕн чи хитре кĕпине, Алик юратаканнине, тăхăнчĕ. Уринче- йăлтăртатса тăракан туфли. Куçĕсене виçеллĕ таран тушпа сăрланă, тутисене писев сĕрнĕ. Тĕкĕр умĕнче илемлĕрен те илемлĕ, куç курса савăнмаллăх чиперкке тăрать. Мĕнле арçын чăттăр ун çине ытарайми куçсемпе пăхмасăр?
Çирĕппĕн утса кĕчĕ вăл фирма директорĕн кабинетне.
«О-о-о! Эсĕ паян принцесса пекех илемлĕ»,- савăнса-тĕлĕнсе кĕтсе илчĕ Чиперккене Алик.-« Отпуск усса каять пулмалла сана».
«Тавтапуç санаторишĕн»,- яштака урисене пĕр пĕрин çине хурса хуравларĕ Натали.-«сансăр тунсăхласа çитрĕм эпĕ...»
Арçын чăтаймарĕ, çак куç тулли илеме хăйĕнчен вĕçертме те шутламарĕ. Юрату вăййи вăхăтĕнче Чиперкке Алике тутинчен юн тухмаллах çыртса илчĕ. «Мĕн эсĕ, халиччен арçын курман пек»,- мăкăртатрĕ директор. Хăр арăм ăна хăйĕнчен ямарĕ, татах та татах чуп турĕ. «Юрĕ, юлашки хут пулатăп санпа»,- пăшăлтарĕç Чиперкке тутисем...
«Ăçта кайса кĕрĕн эсĕ манран?»
«Эсĕ мана пĕрре çеç мар аса илĕн-ха малашне»,- калаçа-калаçа тумланчĕ Натали. – «Юрĕ, тамăкра тĕл пуличчен»...
«Мĕн эсĕ...»- ним калама аптраса ларса юлчĕ Алик...
Почтăра Натали пĕтĕм укçине яла, амăшĕ патне куçарса пачĕ, ун хыççăн чиркĕве кĕрсе Турă Амăшĕ турăш умне çурта лартса чылайччен шухăша кайса тăчĕ. Каçхи автобуспа санаторине пырса çитрĕ вăл. Çĕрĕпех ĕçлекен барта ирчченех ларчĕ пĕчченех, хăйĕн çумне çыпăнакан пĕр арсынпа та калаçмарĕ. Кăвак çутă палăрма пуçласан Атăл çыранĕ еннеле утрĕ. Канатлă çул çывĕнчи юман çумне тайăнса чылайччен вăранакан çут çанталăк илемĕпе киленсе тăчĕ. Август уйăхĕ пулин те каçсем ăшă тăраççĕ кăçал. Лăпкă шăплăхра Наталипе Чиперкке сасă хăпартсах калаçни илтĕнмест, мĕншĕн тесен ку тавлашуллă калаçу шалта,чунра,чĕрере иртет.
«Малтанах асăрхаттарнă эпĕ сана: туйăмсене мар, ăс тăна ытларах итлемелле»,- тет Натали.
«Мĕн, эпĕ хĕр арăм мар-им? Мĕнла хĕр арăм вăл туйăмсемсĕр, юратусăр пурăнсан?»- ыйтупа хуравлать Чиперкке.
«Юратусăр пурăнма йывăр пулĕ-ха, анчах та виçи пулмалла пек...Кăмăл-сипет пирки те манмалла мар».
«Пурнăç пĕрре çеç килет, çак çĕр çинче эпир хăнара кăна. Савăнса юлас кăштах терĕм-çке».
«Савăнтăн, юратрăн ытлашшипех. Юлашкинчен юхха пулса тăтăн вĕт. Халĕ акă пуриншĕн те тӳлеме лекет. Пĕчĕк ывăлна кам пăхса ӳстерĕ?»
«Унăн ашшĕ те пур...Тата эпĕ ун валли çителĕкех укçа-тенкĕ хăваратăп.»
« Кĕмĕлпе аннене улăштарма çук паллах. Ку чир вăл- çылăхусемшĕн çӳлтен янă айăплав.»
«Килĕшетĕп санпа...»
Çак калаçу вĕçленсен Натали-Чиперкке «Чăнкă сăрт» ятлă кану çурчĕ еннелле хывнă сукмакпа аялалла утрĕ...
Тӳпере юлашки çăлтăрсем сӳнсе пыраççĕ. Чĕвĕл! сас пачĕ ирхи кайăк. Пĕр çăлтăр çуттăн çунса Атăл шывне ӳкрĕ, чăшăл! туса сӳннĕн туйăнчĕ...
... Володя (хушма ячĕ-Пупсик) - пулăç. Хыркассинче пурăнать пулин те çу каçичченех Сĕктер поселокĕ çывăхĕнчи пĕр утрав çинче кун кунлать те каç тăвать. Çĕр пӳрт те чавнă вăл унта, КАМАЗ автомобиль аккумуляторĕсемпе усă курса çутă кĕртнĕ хăйĕн çуртне, радио-магнитофон та итлеме пултарать. Ир-ирех тухать моторлă киммипе юхан шыв çине, лартнă тетелĕсене тĕрĕслет. Тытнă пуллине е бизнесменсене, е канакансене сутать. Пурăнмаллăх çитет. Кашни уйăхрах ун патне рыбнадзор инспекторĕ килсе каять, «хырçă пуçтарма» ĕнтĕ. Паян та пĕр тетелне сĕтĕрсе кăларчĕ те Пупсик пуллине суйласа хучĕ. Тепĕр тетелĕ темшĕн йывăррăн тухать. «Çтерлĕк мар-ши?» - хыпăнса ӳкрĕ пулăç. Вăйне пухса туртса кăларса пырать тетелне. Ара, ку мĕн тамаши тата? Тетелте... Шывра кӳпчесе кайнă хĕр арăм вилли...
Петĕр хусахра нумай çӳремерĕ. Арăмне пытарнă хыççăн çулталăкран тепре авланчĕ. Алик, чăнах та, нумай асăнчĕ Чиперккене, хăй СПИДпа чирлине пĕлсе Мускаври пĕр чаплă больницăра чунĕ тухичченех...