Ялтан кайри ялта
Асаймăç пурăнать астарса,
Тылăпала çӳретт сиктерсе.
Пĕрре çавă асаймăç
Чавтарса пыратчĕ — ӳкрĕ лаçт!
Ку мĕншĕн ӳкнине пĕлместĕп.
Мĕн хытланнине куратăп:
Турпас татки илчĕ те,
Вун ик çурта илчĕ те
Кайрĕ лартрĕ пӳрт пуçне.
Хăй чупрĕ хыçса каçанне.
Ирхине çав пӳртĕре
Йĕрӳ-макăру анчах-çке.
Ăна никам та пĕлмест-ха,
Асаймăх та кулма пуçламан-ха.
Асаймăç кулать,
Хăйне хăй кăкăрĕнчен перет:
«Тăхăрвун тăхăр çын
Вĕлертĕм иккен», —
Тесе калать асаймăç.
Асаймăç вилĕм çывхарать,
Кĕрĕвĕшне чĕнсе илсе калать:
«Манăн вилĕм çитрĕ, кĕрĕвĕм.
Вилсен тара тытса яр, ачам», —
Терĕ çавă асаймăç.
Хăйĕнчен пурте кулаççĕ.
Асаймăç вилет,
Кĕрӳшĕ тара тытма каять.
Тытса килет —
Никам та кĕрĕшмест.
Хайхи пирĕн кĕрӳшшин
Килчĕ хуйхă пысăкскер;
Виçĕ лаша кӳлет.
Сиккипе пырать.
Вăрмăн варринче лашасем чарăнаççĕ, —
Темле çапсан та утмаççĕ.
Каç та пулать. Çурçĕр те çитет —
Асаймăç тупăкран сиксе тухать.
Кĕрĕвĕшĕ йывăç тăрне тапаçланса ухать.
Асаймăç тымартан чакалать,
Йывăçа та йăвантарать.
Кĕрӳшне Турă пулăшать —
Тепĕр йывăç çине çакланса юлать.
Асаймăç та тавлашать,
Кĕрӳшĕ те вилĕмне курах тăрать.
Автан авăтайрать —
Асаймăç йăванса каять.
Кĕрӳшĕ анать те
Йăтса пырать хунĕне,
Сисрĕ тин кĕрӳшĕ хайхине.
Çывхарать ял патне,
Чирке илсе кĕме тăраççĕ —
Ниепле те çĕклеймеççĕ.
Хайхине пачăшкă тулта кĕл тăвать;
Анчах масар çине каймасть.
Кĕрӳшĕ тара тытать.
Асаймăçпа лачăртаттарса пыраççĕ.
Шăтăкне чаврĕç,
Рычаксем хатĕрлерĕç.
Яраççĕ Асаймăçа ана сарлакăшĕнчен —
Çăтрĕ кайрĕ сиснĕ-сисмен
Çавă асаймăç тупăкне.
Хамăрăн çĕрĕмĕр-анне.
Çапла тет асаймăçсен
Питĕ усал клемĕçсен
Тăхăрвун тăхăр çын пĕтерсен тамăкран
Çĕр чун пĕтерсен — райран
Теççĕ Пирĕн чăваш хушшинче.