Çумăрпа хупланнă чĕмсĕр кĕркуннен
кăкăра пусать-и йывăр кун килсе,
эп туятăп санăн çамрăк чĕрӳне —
аллуна эс сирмĕн ман çинчен илсе.
Çил-тăман хуплать-и кĕртсемпе çула,
сивĕ çил вĕрет-и питĕме касса —
эс пуртан, туятăп, чĕрере — çулла,
эп илтетĕп хаклă, манăçми сасса.
Эсĕ — шурă шуçăм, ман таса тивлет,
юрăпа сана эп савăнса кĕтем.
Çамрăк кун илемĕ санпала килет,
эсĕ ман çунатлă ĕмĕтри этем.