Шап-шурă лантăш.
Шурă çĕмĕрт.
Сирень чечекĕ кĕп-кĕрен.
Çурхи каçра çиçсессĕн ĕмĕт,
Ăçтан киле васкав кĕрен?
Вун çиччĕри çап-çамрăк хĕршĕн
Ытла асамлă çут тĕнче.
Утма тăрать —
пӳрте кĕресшĕн,
Чарнать шур çĕмĕрт умĕнче.
Пĕччен куккук таçта сас панăн
Кĕç туйăнать. Чăнах автать!
Хĕр чĕрине илем капланнă,
Тем кĕтнĕн вăл кăлт-кăлт тапать.
Утать те хĕр, аран хăйса пек
Сирень çине ӳкет алли.
Ӳсет чун тунсăхĕ, асапĕ...
Сирень турачĕ кам валли?!
Каччă хĕре: атя, çул май-и? —
Тесе тытас тăк аллинчен,
Ăна никам çăлса çăлаймĕ:
Хĕр чунĕ — пĕлĕт тӳпинче!