Пурнăçра, калас-тăк, сахал мар пурăннă ĕнтĕ эпĕ. Анчах унта манăçми, асран кайми кунсем питех те, питех те сахал. Çапах та хамăн ача чухнехи çулсен пĕр кунĕ ман асра ку таранчченех пурăнать.
Ун чухне çу пуçламăшĕччĕ. Пĕр хĕвеллĕ ир эпир, — урăхла каласан, ман хампа пĕртăван пичче Масгуд, унăн икĕ тантăшĕ: пирĕн аттепе пĕртăванĕн ывăлĕ Шамсутдин тата ватă учителĕн, Яхия бабайăн, ывăлĕ Шамил манпа пĕр çулхи тата икĕ ача — Урталыка кайрăмăр. Урталык вăл — илемлĕ те савăк Етебулак ятлă пĕчĕк çырма айлăмĕнчи утса тухайми çăра та çӳллĕ ӳсекен йăмралăх варринчи ейӳ çаранĕ. Пирĕн ялтан вăл пĕр çухрăм çурăра. Унта каймалли çул чăтлăх хăвасем витĕр иртет. Ку çул çинче çынсене çулталăкра икĕ хут çеç курма пулать: çулла — утă çулнă вăхăтра тата хĕлле — утă турттарнă чухне. Тепĕр утă çийĕччен вăл пушă выртать, пачах çухалса каять темелле — иртнĕ çулхи урапа йĕрĕсем тикĕсленеççĕ, вĕсене çăра курăк пусса илет, тĕмсемпе йывăçсен хунавĕсем шăтса тухаççĕ.
Çарана ашса çитсенех — сан умăнта кашличи, йӳçенкĕ уткăшкарĕ, хир суханĕ — рехетлен кăна! Курăк кунта тĕлĕнмелле çӳллĕ. Тыт та тăватуран упаленсе чуп, аякран сана никам та курас çук, курăксем енчен енне сирĕлнинчен çеç эсĕ ăçтине пĕлме пулать.
Урталык — хăйне пĕр илемлĕ тĕнче. Чечексен шучĕ-хисепĕ çук унта: пĕр тунаран ĕрчекен вут-хĕмлĕ сар чечек, шурă çеçкеллĕ салтак тӳми, çутă кĕрен тупалак тата сенкер куçпăван. Ыттисен ятне пĕр турă пĕлет. Питĕ те нумай вĕсем. Чечексем çинче тĕрлĕ тĕслĕ лĕпĕшсем, çăмламас та тĕксĕм тĕкĕлтурасем, хаяр сăпсасем, нихçан ывăна пĕлмен ĕçчен пыл хурчĕсем велкĕшеççĕ. Таврара пур çĕрте те кайăксем чĕвĕлтетсе, шăхăрса, чаклаттарса юрлаççĕ. Çырма хĕрринерех ансан темле вăрăм ураллă симĕс шапасем сикме тытăнаççĕ.
Вĕсем, çав кайăксем, тĕкĕлтурасем, шапасем, тен, халĕ те чĕрĕ пуль-ха...
Сывлăш епле тата Урталыкра! Вăл, тĕп-тĕрĕс калас-тăк, çав тери ырă, çемçе те тутлă шăршăсен симфонийĕ. Кашни чечек, кашни çулçă, тарăннăн сывласа, сывлăша хăйĕн пыллă шăршипе тултарать. Çӳлелле пăхатăн та — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн, сана çав куçа йăмăхтаракан ...лĕ ырă сенкер тӳпе айĕнче эсĕ ху ĕмĕр-ĕмĕр пурăннă пек, малашне те ĕмĕр-ĕмĕр пурăнас пек туйăнать.
Çапах та Урталыкăн чи илемлĕ те чаплă вырăнĕ вăл, паллах, шывсикки. Пур-ши вăл халь, çав кăпăкланса янравлăн кĕрлекен шывсикки? Унăн чăнкă çыранĕсем шыв çинипе йăтăна-йăтăна анман-ши? Унăн нимĕнле вăйпа та тытса чарайми юхакан шывĕ халĕ те, ĕлĕкхи пекех, тăрă та сивĕ-ши? Çаплах çилхеллĕ арăслан евĕр аялалла хаяррăн сикет-ши, унтан, кăпăкпа лапсăрккаланса, симĕс курăксем хушшипе хăвăрт та хăватлă юхать-ши унăн тăп-тăрă та тап-таса шывĕ? Тен, çав пирĕн ача чухнехи çулсенчи шывсикки тахçанах çук-тăр ĕнтĕ. Тен, вăл ман асра çеç ĕлĕкхи пекех, ĕлĕкхи сăнарĕпех пурăнать пуль. Ара çав, темĕн те пулма пултарнă. Вĕт унтанпа миçе çул иртнĕ ĕнтĕ! Ку вăхăт хушшинче йăрă та вирлĕ пĕчĕк çырма мар, пысăк юханшывсем те хăйсен çулне, хăйсен пурнăç сăнарне урăхлатаççĕ...
Курăкпа хупланса ларнă çулпа утса, çула май, пĕчĕк пекĕсемпе вăлта аври тума тӳрĕ те вăрăм хулă касрăмăр (пекĕсене эпир кивĕ, пăрахăçа тухнă çаваран, авăрĕсене вĕренерен тăваттăмăр). Шывсикки патне çитсен, вăлта çипписене вăлта аврисенчен çыхрăмăр, хупах çулçипе чăрканă хĕрлĕ ăмансене шăп чăнкă çыран хĕррине, курăк çине хуратпăр. Унтан мĕн? Ăмана вăлтана пĕрре тирмелĕх çурмаран тат, ăна ывăç тупанĕ çине хур, ан авкалантăр тесе, тепĕр алă тупанĕпе пĕр ике хут шаплаттарса ил, вара вăлтана тир. Тьфу, тьфу! тесе сур ун çине. Ну, кам малтан туртса кăларать?
Çитĕннисем пĕр шавламасăр хăйсен вăлтисене шыв лăпкăн юхакан чăнкă вырăна ывăтрĕç. Акă вĕсен хулккисем хыççăн ман шурă хулкка та шуса кайрĕ. Эпĕ ăна хам хăйăран пĕчĕк пулă евĕрлĕ турăм.
Шыв кунта самаях тарăн, çитĕннĕ çынсем çулелле çĕкленĕ аллисем те пытанма пултарĕччĕç. Çапах та, пĕлместĕп, кирлĕ пулнă-ши пире хулккасем, мĕншĕн тесен симĕсрех кăвак шыв тĕпĕнче пирĕн ăмансем мĕнле юхса кайни ахаль те витĕрех курăнать.
Шамиль абый вăлтине туртса кăларчĕ.
— Хулккана çӳлерех çĕклес пулать. Пысăк пулă вăл шыв тĕпĕнче çӳрет, — терĕ вăл.
Пĕр симĕсрех çурăмлă пысăках мар пулă ăмана шăршларĕ те, аяккисене йăлтăртаттарса илсе, пире мăшкăлланă тата йăлăнтарнă пек, хӳрине пăркаласа айнелле ишсе кайрĕ. Пысăкки, асăрханса, инçетрен пăрса иртрĕ.
— Вĕсем ирхи апат çинĕ ĕнтĕ, — терĕ Шамсутдин абый. — Эсĕ, мĕн, вĕсем ху пĕр чӳлмек турăха çулласа ярасса кĕтнĕ тетĕн-и?..
Çакна вăл пире пурне те каларĕ. Хăйне те, паллах.
Ăкă ман хулкка сасартăк чĕтренсе илчĕ, унтан йăлт ялт сиккелерĕ, хăвăрт-хăвăрт ункăсем ярса, унăн-кунăн çаврăнкаларĕ те шыв айне анса кайрĕ.
Ман ăшра мĕн пулса иртнине хам та ăнланмастăп. Пысăк событин çиппи ман алла лекнĕ пек, вăл, çав çип алла чĕтретнĕ, таçталла туртнă пек туйăнать... Эпĕ темле шиклĕн, çав вăхăтрах савăнăçлăн хумханса кайрăм.
— Туртса кăлар! Туртса кăлар хăвăртрах! — сылтăм енчен те, сулахайран та кăшкăраççĕ.
Эпĕ илтетĕп те вĕсене, илтместĕп те... Ăçтан тупăнчĕ-тĕр манăн çавнашкалах çирĕп чăтăмлăх? Çук, карт! туртмастăп. Çиппе хуллен, ним пăлханмасăр кăларатăп... Темле йывăр чĕрĕ япала çав тери хăватлăн каялла туртăнать, çапкаланать, е пĕр еннелле, е тепĕр еннелле сиксе ӳкет.
Акă темиçе самантран ман шурă хулкка хыçĕнчен шыв çийĕнче, хĕвелпе йăлтăртатса, пĕр чарăнми çапкаланса, пысăк пулă курăнса кайрĕ. Хĕпĕртенĕскер, эпĕ вăлта аврине пуç урлă сулмаклăн вăшлаттартăм, чĕрĕ кĕмĕл тап-таса тӳпене вĕçсе хăпарчĕ те çĕр çине патлатса ӳкрĕ. Хам ун патне ыткăнтăм. Пулă курăк çинче çапкаланать, çӳлле сикет — хăй кашни сикмессерен чăнкă çыран хĕрринелле, шыв патнелле çывхарать. Эпĕ ун çине выртрăм, алăпа пăчăртаса тытрăм, вăл, сивĕ те шуçлакаскер, чĕтрет, ман алăран вĕçерĕнесшĕн. Эпĕ ăна сухисенчен тытса çĕклерĕм. Пăхăр: акă вăл, пысăк та нăкă партас, хăй çăварĕпе çине-çине сывлăш çăтать.
Эпĕ пĕтĕмпех тĕлĕнмелле телей туйăмĕ аллинче. «Эпĕ те пулă тытма пултаратăп! Пултаратăп! Пултаратăп!..» — вĕрерĕ ман ăшра савăнăç. Çапах та эпĕ кăшкăрмарăм, чупкаламарăм, сиекелемерĕм...
Эпир каччă та пултăмăр ĕнтĕ, вăрçăра çапăçма та, аманма та ĕлкĕртĕмĕр. Пиртен хăшĕсем тахçанах çук ĕнтĕ, чĕрĕ юлнисем çĕршыв тăрăх саланса кайнă. Пурнăç — пирĕн хулпуççи çинче. Анчах çав ачалла айванлăх, çутă, пысăк туйăм маншăн халĕ те хаклă.
...Пулă тытасси йăлăхтарса çитерсен, эпир çӳлелле, юхăма хирĕç, кайрăмăр, ăмансене шыва парахрăмăр та анаталла ыткăнакан шывра çав хĕрлĕ чĕрĕ «çиçĕмсем» авкаланса, йăлтăртата-йăлтăртата илнине пăхса тăтăмăр. Пĕчĕкрех пулăсене кăвайт çинче «ăшаласа» тăварсăрах çирĕмĕр, унтан, тутасене çуласа илсе, хамăр та çыран чăнкăрах тĕлте шыва сикрĕмĕр.
Пирĕн ялăн анат вĕçĕнче, урăхла каласан эпир пурăнакан урамра, ишме пĕлмен пĕр ача та çукчĕ. Шыва чăмасси, шывра куçа уçасси, вара, алăсемпе урасемпе ишсе, унăн-кунăн куçса çӳресси, ху тавра мĕн пуррине пурне те курасси, çав вăхăтра хăвна пулă пек туясси питех те кăсăк-çке. Çапах та пуринчен те кăсăкраххи вăл — шыв айĕнче çыран хĕррипе шывсикки çывăхнех, тĕрĕсрех каласан, çӳлтен аяла йăтăнса ӳкекен тĕле пырасси. Вĕресе тăракан шыва хирĕç ишме, шыв айĕнчи тымар вĕçĕсенчен тыта-тыта малалла та малалла куçса пыма хăюллă та йӳрĕк, çивĕч пулни çеç сахал, çаплах шуйттан пек чăтăмлă, çирĕп пулни, нимĕнле йывăрлăха та парăнманни кирлĕ. Эсĕ шыв çисе кĕнĕ çыран хĕррипе çӳлтен ӳкекен шыв хушшинчи пушă вырăнта пуçна шывран кăларма тивĕçлĕ. Кăкăр тулли сывлăш çăтатăн та пăхатăн: пĕр енче — аран-аран витĕр курăнакан, тĕтре евĕрлĕ туйăнакан шутсăр вĕтĕ тумлам пĕрĕхсе сирпĕтекен шыв ӳкет, тепĕр енче — тĕксĕм, шуçлака та яка, сивĕ çĕр хытти, эсĕ çав вĕресе тăракан шывра тапаçланатăн, вăл сана çапать те çапать, пур енчен те тĕкет.
Тĕрĕсне калас пулать: кунта хăрушăрах. Кунта шуçлака çĕр тата нимĕнпе тытса чарайми шывăн пĕтем тĕнчене хупласа хунă кĕрлевĕ çеç. Тискеррĕн, хăрушшăн мĕкĕрекен çак шыв сана пĕтĕмпех хăй аллине тыткăна илет, эсĕ унпа нимĕи тума та пултараймастăн. Эсĕ ăна куçа хупла-хупла хуракан шыв тусанĕ май панă таран курма, ăна итлеме тата ăна пăхăнма çеç пултаратăн.
Çыран хĕрринчен кăшт çеç уйрăлса кайсанах, сана çавăнтах хăрушă вăй ураран çапса ӳкерет, лутăркаса хурать те шыв тĕпне антарса ярать. Кун пек чухне вара çутçанталăк стихийине — шыва хăйне шаннинчен лайăххи çук. Шыв, пĕтĕмĕшпе илсен, — ырă япала. Ан тив, вĕçĕмсĕр çаптăр, пĕтĕртĕр вăл сана — эсĕ ан чăркаш тата, ку чи пахи вара, ан сывла. Шыв хăех сана çӳле тертсе кăларать, вара эсĕ тăна кĕр те çӳлелле, пĕлĕте, унтан чăнкă çырана пăх...
Шыв çапах та сивĕ, унта вăрахрах пулсан, сиксе чĕтреме тытăнатăн. Аслисем, курăксенчен тыта-тыта, çыран хĕррине тухрĕç, пире алăран тытса сĕтĕрсе кăларчĕç.
Тĕлĕнмелле, шывсиккин шавĕ хăлхара вăрахчен шăпланса çухалмасть иккен. Юлташусем сана темĕн калаççĕ, эсĕ нимĕн те илтместĕн — хăлхара шывсикки кĕрлевĕ янăраса тăрать. Каярах çеç, çыран хĕрринчен чылай-кайсан тин, юлташсен сассине илтме пуçлатăн. Çăлкуç патĕнчи ватă йăмрасенчен иртнĕ чухне (кунта колхозăн сăвакан кĕсрисене тытса усраççĕ, кунтах хальхаççăн çеç хăмаран тунă пĕчĕк çурт ларать, унта карчăкпа старик — чи лайăх ăстаçсем — сиплĕ кумыс туса хатĕрлеççĕ) шухă тихасем кĕçеннине, таçта çывăхрах куккук авăтнине аванах уйăрса илетĕн. Тата кăштах вăхăт иртсен, йывăçсен кĕмĕллĕн йăлтăртатакан çулçисен лăпкă шавне, курăксем çавнашкалах лăпкăн чăштăртатнине лайăхах илтекен пулатăн. Вырт çĕр çине — пĕчĕкçĕ симĕс кăпшанкă хăйĕн çинçе урисемпе курăк туни тăрăх хăпарнине те илтессĕн туйăнать. Çак вăхăтра сана кунти мĕн-пур сасăсем, чăштăртатусем, чĕриклетӳсем ӳкекен шывăн кĕрлевĕнчен çуралнă пек; шывсиккин кĕрлевĕ, шутсăрах нумай сасăсемпе чăштăртатусене пайланса, хăйпăна-хăйпăна сирпĕннĕн, вара вĕсенче ирĕлсе пырса пачах пĕтсе ларнăн туйăнать... Тайма пуç сана, Урталык!
Салам сире, шывсикки кĕрлевĕпе янăраса тăракан Урталыка шыва кĕме çӳрекен ачасем!