Салтак тумне тумланнă каччă
Тăратчĕ халăх умĕнче,
Тĕлĕнмелле салху юрлатчĕ
Кĕлленнĕ юрату çинчен.
Çанни пуш-пушăччĕ, кĕскеччĕ,
Алли çухалнă вăрçăра,
Сасси сар хĕрсене сĕнетчĕ
Телей тупмашкăн пурнăçра.
Салтак тумне тумланнă каччă
Юрланине итленĕçем
Вĕри куççуль тăкса
чыслатчĕç
Ăна курма пухăннисем.
Чун-чĕрене тиветчĕ юрă,
Кашни шутлатчĕ ăшĕнче:
Çут тĕнчене хăтартăр Турă
Ылханлă вăрçă вутĕнчен.
Салтак тумне тумланнă çамрăк
Ларать паян асфальт çинче,
Куçĕсенче — кăварсăр кăмрăк,
Кивелнĕ çĕлĕк — умĕнче.
Пĕри пырса хурать пĕр тенкĕ,
Тепри курмăш пулса иртет,
Тивмест иккен чăлах инкекĕ,
Е çынлăх пĕтнĕ-ши пирте?