Мана хăш чух пит йывăр.
Туйăнать:
эп вăхăтра курса
асăрхайманшăн
ӳсме пуçланă йывăç йăванать,
чĕрчун вилет —
эп ырă пулайманшăн.
Типет çăлкуçĕ,
кайăк юрлаймасть,
хĕвеллĕ кун çитмест
çырла-улмашăн
çĕре пăрахнă пĕрчĕ шăтаймасть, —
эп вăхăтра курса
асăрхайманшăн.
Ман айăпа пулах, тен,
тинĕсре
сасартăк пулăçсем çул çухатаççĕ,
çутмашкăн çăлтăр
çӳллĕ тӳпере
кашни каçах çынсем пултараймаççĕ.
Мана хăш чух пит йывăр.
Туйăнать:
эп вăхăтра курса
асăрхайманшăн
тус çулĕпе ман çулăм уйрăлать,
тĕнче асапланать —
эп ырă пулайманшăн.