Кунта тахçан шавланă ял,
Сас кайнă ян! вĕçрен вĕçе.
Хавас сăнпа çиçсе йăл-ял,
Ирпе васканă çын ĕçе.
Ача-пăча, урам тулса,
Вылянă туслăн е йĕрсе.
Çĕкленнĕ сăрăрах тусан
Каçпа яла кĕтӳ кĕрсен.
Халь кулă çук. Çук йĕнĕ сас.
Ларать вĕлтрен çеç кашласа.
Вĕрет пулсан та çил кас-кас
Тусан çук. Сывлăш тап-таса.
Тек ялкăшмасть ир-каç вучах.
Унта-кунта имшер чечек.
Пĕр кантăксăр чул сурт анчах
Ларать çав ял хĕресĕ пек.