— Тйевога! — шартах вăранать хĕрача.
Вут пек пĕçерет кĕлетки.
— Лăплан-ха, — тет амăш, — ку тĕлĕк анчах,
Юмах аташтарнă пекки.
— Анне, хăвăртрах аяла, путвала!
Илтместĕн-им, бомба ӳкет!
— Ачам, пĕчĕкскерĕм, ан çуйăх ытла,
Çук бомба кунта, шеремет.
— Ăçта пирĕн Вовка? Нинук ма тăман?
— Эй-яй, пĕчĕк çеç айванкка,
Халь тек кирлĕ мар вĕсене вăратма,
Вĕсем кайрĕç пит аякка.
Вĕсем халь çӳреççĕ çӳлти пĕлĕтре,
Хитре сад пахчи хӳттинче.
— Мĕнле сад пахчи вăл? Курасчĕ пĕрре...
— Пĕлместĕн çав: аслă тĕнче.
— Унта çăкăр пур-и? Кала-ха тата:
Унта сивĕ мар-и, анне?
— Унта çын выçмасть. Хĕл те çуккă унта.
Пит лайăх унта çынсене.
— Аннеçĕм, атя-ха эпир те каяр!
Паян пулмасан та... ыран.
— Тен, кайăпăр та-и... Анчах халех мар —
Аçу таврăнсан вăрçăран.
— Тулта тем юрлать, тем юрлать çил-тăман,
Темскер калаçать тĕнчепе.
Ача çак çула пĕр нушасăр тухман,
Çыврат, çил-тăман, çак чĕппе.
Çыврах, Ленинград хĕрачи, паппа ту.
Ĕнен: чăваш килĕн ăшши
Сунать сана тăнăçлăхпа юрату,
Сунать сана хăтлă çĕр-шыв.