Поликлиникăра тухтăрсем йышăнакан пӳлĕмсем патĕнчен çын татăлмасть: пĕри кайсан ун вырăнне тепри килсех тăрать. Акă, Карачăм Мĕтрийĕ те хăйĕн ыратăвĕсемпе участок тухтăрĕн пӳлĕмĕ умне çитсе черет йышăнчĕ те пĕр пушă вырăна ларчĕ. Шалта ытла та хытă сăмахланипе чирлĕ çынна тухтăр мĕн калани коридорта та янках илтĕнет.
— Качча тухса ача çуратма ан та ĕмĕтлен, — юман юпана тутăхса тăн-тăнлăхне çухатнă пăтана çапса кĕртнĕ евĕр пăт татать сăмахсене сиплевçĕ. Пăти авăнать пулас, анчах тухтăр ăна тӳрлетсе пурпĕрех чирлин чун-чĕри патнех çапса кĕртесшĕн. — Санăн кукаму та, аннӳ те астма чирĕпе асапланаççĕ, чир ламран лама куçса пырать. Еткерлĕх (наследственность) чирĕ вăл. Çитменнине хăшĕсен чир амăшĕнчен пулас хĕр ачана кăна куçать, ывăлĕсене астма лекес хăрушлăх çук, ашшĕ енчен — ывăлĕсем чирлеççĕ, хĕрĕсем çав асапа тӳсмеççĕ. Ачусем çак йывăр чирпе ан асапланччăр тесен, качча тухас ĕмĕте пуçунтан яланлăхах кăларса ывăт! Шăпуна парăнса шăп-шăпăрт пурăн. Сирĕн пеккисем тухтăрсен сăмахĕсене итлемеççĕ. Пире хушма ĕç туса хураççĕ.
Çак сăмахсем хыççăн алăк яри уçăлчĕ те коридора вăтам пӳллĕ тăпăлкка кăна çамрăк хĕр тухса тăчĕ. Сăнĕ хăйĕн пĕр шуралать, пĕр хĕрелет. Малтанах ăна Мĕтри палласа та илеймерĕ, тĕсесерех пăхрĕ те — кӳршĕ Сантăрăн хĕрĕ Мариç иккен.
— Пăхăр-ха ăна, манăн юратма та, качча тухма та ирĕк çук-мĕн. Сурап эп тухтăр сăмахĕсем çине. Манра çав астма чирĕн пĕр палли те çук. Тухтăр маншăн çĕршыв конституцийĕ те мар, — терĕ те Мариç çӳллĕ кĕлеллĕ туфлийĕсемпе хыттăн шаклаттарса алăк патнелле утса кайрĕ. Часах вăл юрату сывлăшне пăтраштаракан çурхи урамра çухалчĕ.
Мĕтри пуçĕнче тухтăр сăмахĕсем çаврăнаççĕ. Сиплевçĕ эмелпе кăна мар, ăшă, евĕклĕ сăмахсемпе те çыннăн сывлăхне тĕреклетме, шанчăка çирĕплетме тивĕç. Ку вара сăмахсене пĕр уяса тăмасăр лаплаттарать. Темшĕн тухтăр патне кĕрес кăмăл сĕвĕрĕлсех кайрĕ ват çыннăн. Анчах эмелсем пĕтсе çитнĕ, рецепт çыртарма кĕмеллех.
Черет çитсен хăюсăррăн йышăну пӳлĕмне кĕрсе тăчĕ вăл, çухаларах сасăпа сывлăх сунчĕ. Тухтăр ун çине сивлеккĕнрех пăхса пуçне сĕлтрĕ, тенкел çине ларма сĕнчĕ. Вăл Мĕтрин юн пусăмне виçрĕ, чĕре мĕнле хăвăртлăхпа тапнине итлерĕ.
— Тем хăрушшиех çук, анчах эмелсене тăтăшах ĕçсе тăмалла. Чĕрĕр хăвăрттарах тапать, юн пусăмĕ те пысăкрах. Ытларах тулта уçăлса çӳреме тăрăшăр, çуллă апатпа та ан иртĕхĕр, улма-çырла çийĕр, тĕрлĕ соксем ĕçни те усăллă.
Тухтăр рецептсем çырчĕ те Мĕтри ыйтăвĕсене татрĕ, кайма ура çине тăрсан Мариç хутне кĕрсе пуçра çуралнă шухăшĕсене сиплевçе каламасăр чăтаймарĕ ват çын.
— Калăр-ха, сире чирлĕ çынсен шăпине хытă сăмахсемпе хуçса-авма кам ирĕк панă?
Ун ыйтăвне илтсен шур халатлă хĕрарăмăн куçĕсем чарăлсах кайрĕç.
— Кам вара эсир мана çакăн пек ыйтусем пама? Эпĕ аслă пĕлӳ илнĕ тухтăр, кама мĕн каламаллине тепри вĕрентмесĕрех лайăх чухлатăп.
— Эсир эпĕ кам иккеннипе кăсăкланатăр апла. Тивĕçлĕ канăва тухнă, хам ĕмĕрĕмре пайтах хурапа шурă курса пурнăç кăкне лайăх ăнланса çитнĕ çын. Эпĕ те аслă пĕлӳ илнĕ, малтан заводра электросварщикра ĕçлерĕм, куçăн мар майпа вĕренсе инженер-технолог профессине алла илсе хĕрĕх çула яхăн ĕçленĕ, халĕ те çав заводрах вăй хуратăп. Рабочисем мĕнле те пулин йăнăш тусан та эпĕ вĕсене хивре те хытă сăмахсемпе кӳрентермен. Сире, тухтăрсене, институтра вĕреннĕ чух çын сывлăхне сиен ан кӳрĕр тесе халалсем параççĕ. Мариç чунĕ хăва хулли пек, ăна çăмăллăнах авса хуçма, ĕмĕрлĕхе амантса хăварма пулать. Енчен те сирĕн сăмахăрсем хыççăн çут тĕнче çине кӳренсе, малашне пурнăçран ним ыррине те кĕтмелли çуккине ăшне хывса хăй çине алă хурас пулсан эсир вĕт хăвăрт суд тенкелĕ çине ларатăр. Эпĕ çав суда кунтеле пулса пырăп, Мариçе эсир каланă сăмахсене тӳре умĕнче ним улăштармасăр каласа парăп.
Çак сăмахсене илтсен тухтăр çийĕнчи халачĕ пекех шурса кайрĕ. Хăй йăнăшне ăнланса илчĕ пулас, ват çын çине айăпа кĕнĕ шухă шкул ачи пек пăхрĕ.
— Хăраса ан ӳкĕр, Мариç çирĕп чунлă ӳсет, вăл кăмăла хуçакан сăмахсене илтнипех пуçне усал шухăш илес çук. Анчах та сирĕн кăмăлăра çемçетмелле. Упăшкăрпа та çапла хивре пулсан, унсăр та тăрса юлăр.
— Çук ман упăшка…
— Вăт-вăт. Юратусăр çын кăмăлĕ çултан-çул пăсăлса пырать, шăрăх ĕнтсе илнĕ курăк евĕр кĕрчет. Пĕрне-пĕри юратакан арçынпа хĕрарăм çеç пурнăç йĕркине çăмăллăнах шайлаштарса пыраççĕ. Сире эпĕ пысăк юрату, тивĕçлĕ мăшăр тупма сунатăп. Хытă каларăм пулсан каçарăр. Халĕ ĕнтĕ сывă пулăр.
Урамра Мĕтри пуçне тепĕр шухăш çавăрса илчĕ. «Ман ывăл, Кирюха, Мариçпе ытла та çывăх-çке. Уроксене ялан пĕрле е пирĕн патра, е вĕсем патĕнче тăваççĕ. Час-часах эпĕ вĕсен енне вăрттăн-карттăн пăхкаласа илетĕп. Туяççĕ сисĕмлĕ чунсем эп пăхкаласа илнине. Пĕр-пĕринпе акăлчан чĕлхипе тем калаçса илеççĕ те, кăвакарчăнсем пекех, кăлтăр-кăлтăр кулаççĕ. Çук, ахаль туслăх кăна мар вĕсен хушшинче, чăн юрату тымар янă пулас чунĕсенче, — вĕлтлетет пуçра шухăш. — Поликлиникăра илтнĕ сăмахсене Кирюхана каламалла-ши?.. Ывăлĕ ман чипер ăс-тăнлă-ха, çамрăксемпе — çамрăкла, ватăсемпе — ватăлла. Çапах та, хамăн ывăл пулсан та, Кирюхан чунĕнче тĕттĕм кĕтессем пурах. Мариçе мĕнле чир кĕтнине илтсен вăл савнă хĕрĕнчен ютшăнма хăтланмĕ-ши?
Ун чухне Мариç пурнăçĕ çĕр çинчи тамăка çаврăнĕ, Кирюхана, çут тĕнчене ылханса-кӳренсе вăл чăннипех те хăй çине аллине хума пултарать. Мĕнрен кая пулăп-ха эпĕ тăрлавсăр, упăшкасăр пурăнса пĕтĕм тĕнче çине кӳреннĕ хĕрарăмран? Çук, пĕр сăмах та каламастăп Кирюхана, вĕсен хушшинчи юратăва çивĕч çава ешĕл курăка касса йăвантарнăн татмастăп. Вĕсен шăпи хăйсен аллинче. Тата тухтăр сăмахĕсем чăна килмессе те пултараççĕ. Юратчăр вĕсем пĕрне-пĕри Нарспипе Сетнер пек. Вĕсен юратăвĕпе телейне Михетер таптанă, эпĕ Михетер мар. Кусем пĕрлешчĕр — Кирюхапа Мариç — пире мăнуксем парнелеччĕр», — шухăшĕсене çакăн пек тĕвĕленĕ хыççăн хăй çинчен темле йывăр çăка илсе пăрахнăн çăмăлланса кайрĕ Мĕтри, çурчĕ еннелле хăвăртрах утрĕ. Тен, Мариçпе Кирюха вĕсем патĕнче уроксем тăваççĕ, çамрăксем кăлтăр-кăлтăр кулнине илтесси килсе кайрĕ.
* * *
Мариç васкать. Чунне капланса килнĕ кӳренĕве амăшне уçса вăл кăмăл пăлханăвне лăплантарасшăн. Çурхи ăшă çил кăтрарах çӳçне ачашшăн пăтраштарнине, питне ăшшăн сĕртĕнсе çупăрланине те туймасть хĕр. Тухтăр çапса лартнă тутăх пăта чуна чĕпĕтсе ыраттарать.
Килĕнче амăшĕ, Кулине инке, кухньăра апат пĕçерет. Мариç çӳхе плащне, туфлине хывмасăрах амăш патне ыткăнчĕ, ăна мăйĕнчен уртăнса пуçне кăкăрĕ çине хурса ĕсĕклесе макăрса ячĕ.
— Мĕн амакĕ пулчĕ, хĕрĕм, кам куççуль тăкмаллах кӳрентерчĕ?
Чунĕ ытла та кӳтсе кайнипе Мариç сăмах калаймасть. Амăшĕ ăна графинран сивĕ шыв парсан çеç хĕр кăштах лăпланчĕ. Унтан тухтăр сăмахĕсене тĕпĕ-йĕрĕпех амăшне каласа пачĕ. Итленĕçем Кулине инке хаш та хаш сывларĕ.
— Ах, аннеçĕм, ман юратăва, таса ĕмĕтсене çапла тискеррĕн таптаса хытарма хăтланни кăмăла хуçать, пурăнас ăнтăлăва татать. Сан шăпу çапларах тет тухтăр. Епле-ха манăн чун савнине, Кирюхана, чĕререн кăларса пăрахмалла? Эпĕ ун çинчен шутласанах вĕт манăн кайăк пек вĕçес, шăпчăк пек юрлас килет. Тухтăр каланисене Кирюхана каласан вăл манран сивĕнмĕ-ши? Çук, çапса пăрахсан та каламастăп. Каласан, Кирюха манран сивĕнсен манăн хам çине алă хумалли кăна юлать.
— Ах, Тур, хĕрĕм, чипер калаç-ха эсĕ. Ăсăнтан хăвала ун пек хăрушă шухăша. Пăх-ха кукамуна, аллă çула яхăн вăл çав чир тыткăнĕнче. Анчах курнă-и эсĕ вăл вырăнпа вăрах выртнине? Халăх сиплевçисен астмăпа кĕрешмелли сĕнĕвĕсене вуласа тĕрлĕ курăксем пухать, вĕсенчен им-çам шĕвекĕсем хатĕрлет. Тата халь сывлăх ăсчахĕсем те пайталлă эмелсем шутласа тупаççĕ. Пĕр сăмахпа, кукаму пурнăçшăн çине тăрса кĕрешет. Кĕçех çитмĕл тултарать ĕнтĕ вăл, пурпĕрех пурнăçшăн. Мĕншĕн тесен вăл сарăмсăр вилсе кайнă упăшкине, ман аттене, сан кукаçуна халĕ те юратать, ун ятне асăнмасăр пĕр кун та ирттермест, мана, Куля куккуна, санпа Толике чунтан-вартан юратать. Çав юрату ăна пурăнма вăйлă хăват парса тăрать. Тухтăрсен кашни сăмахне пуçа илме те кирлĕ мар. Кукамуна та вĕт пĕр тăрлавсăртарах тухтăр 50 çултан иртеймĕн эсĕ тенĕ. Вăл шăпана парăнмасăр сиплевçĕ каланинчен 20 çула яхăн ытларах пурăнать ав. Тата, кирек кам та хăй шăпине хăй тупать.
Кукамунтан çав чир манра та юлнă. Анчах мана тухтăр качча тухма, ачасем çуратма чарман. Пачах тепĕр май, вăл мана иртерех качча тухса астма аталанма тытăниччен ачасем çуратма ăс пачĕ. Епле савăнтăмăр эпир Сантăрпа Туля пиччӳ çуралсан. Çуртра иккĕмĕш хĕвел ялкăшнă пек туйăнчĕ. Мана та вĕт тухтăр кукаму чирĕ манра та юлма пултарнă пирки асăрхаттарнăччĕ. Çавăнпа ывăл çуралчĕ-ха тесе тем пекех савăнтăм. Урăх ача çуратас пирки шутламарăм. Вунă çул иртрĕ — манра чир палли те çук. Сантăртан эпĕ нимĕн те пытарман. Вунă çул иртсен вăл йăнкăртатма тытăнчĕ:
— Ăçта сан чир тени? Тен, çав астма санра аннӳнтен пачах юлман. Пĕр ача вăл — çур ача!
Вăтăр çулта çут тĕнчене эсĕ килтĕн. Ик хут савăнăç — тинех тулли çемье пулса тăтăмăр. Эпĕ вăтăр урлă каçсан хăрушă чир пуçласа хăй паллине кăтартрĕ: сывлăш пӳлĕнсе ларчĕ, ӳпкере купăс чĕлĕхĕ пек хăйăлтату. Вилсе каятăп пулĕ тесе хăранипе чутах сехре пăкки тапса тухатчĕ-тĕр. Васкавлă пулăшу машини вăхăтра çитрĕ, мана больницăна илсе кайрĕç. Икĕ кунранах ура çине тăмалăх сиплерĕç. Больницăран тухнă чухне тухтăр манпа пайтах вăхăт калаçрĕ.
— Сирĕн ӳпкери сывлăш çулĕсен астми. Вĕсем сасартăк пĕрĕнсе ларнин сăлтавне ăсчах тухтăрсем çĕр çул ытла тĕпчеççĕ ĕнтĕ, сывлăш çулĕсем мĕншĕн пĕр кĕтмен çĕртен пĕрĕнсе ларнине тупса палăртаймаççĕ. Хăшĕсен астма шăнса чирленĕ хыççăн тытăнать, теприсене чĕлĕм туртни пулăшать тата халь сывлăхшăн сиенлĕ производствăсем те ырă мар витĕм кӳреççĕ — вуншар завод труби сывлăша хура тĕтĕм йăсăрлантарать. Çавăнпа астмăпа асапланакансен шучĕ çулсерен ӳссе пырать. Чир амăшĕ енчен хĕрĕсене куçать, ашшĕ енчен — ывăлĕсене. Юлашки ăнсăртра тĕлĕнмеллисем татах та пур. Хăшĕсен пепкисем ача чухнех чирлеççĕ, теприсен çирĕм-вăтăр çула çитсен çеç астма тытăнать. Ку чир сирĕн ĕмĕрĕр çулташĕ, унтан сывалнă ăнсăртсем ытла та сайра. Анчах та пуçăра ан усăр, астмăпа асапланакансем 70—80 çул пурăнаççĕ. Астма пусмăрласа илсен унтан хăтăлма халь эмелсем йышлă шутласа кăларнă. Килĕрте яланах тĕрлĕ ингаляторсене запасра тытăр. Инçе çула кăна мар, лавккана кайнă чухне те хăвăрпа чиксе çӳреме ан ӳркенĕр, шăнасран сыхланăр. Ну, чир халтан ярсах çитерсен пĕр тăхтами пирĕн пата, больницăна. Пуçăра ан усăр, астмăпа та пурăнма пулать. Пĕр хăрушлăх кăна пур — чир хĕрĕрте те амаланма пултарать. Эсир ачăрсене сывă чух çуратма ĕлкĕрнине ырлатăп çеç. Ну, ырă пурнăç сире.
Çакăн пек канашсем парса ăсатрĕ мана тухтăр. Пуçра шухăш вĕçмесĕр тăмасть. Темшĕн чир санра амаланма тытăнасси хăрата пуçларĕ. Астма санра тытăнсан эсĕ ман çине мĕншĕн мана чирлĕ пуçпа çут тĕнчене çуратрăр тесе ылханасран шикленсе пурăнма пуçларăм.
— Аннеçĕм, мĕншĕн ман сана ылханас-ха? Ялкăшакан сар хĕвеле курма пӳрнĕшĕн-и, кăвак уйăх айĕнче уçăлса çӳреме тивнĕшĕн-и, хула хĕрринчи ешĕл вăрманта уçă сывлăшра чуна килентернĕшĕн-и? Манра хĕрлĕх пиçме тытăнсан чи ырă туйăм — юрату çуралчĕ. Санран, анне, эпĕ пытармастăп, кӳршĕсен Кирюхине чунри вут-хĕмĕн хĕрӳлĕхĕпе саватăп. Вăл та мана юратать, сар хĕвелпе, тĕрлĕ чечексемпе танлаштарать.
— Хĕрĕм, халĕ эсĕ 17 тултартăн, санăн шкул пĕтерсенех качча тухма тăрăшмалла, чир амаланма тытăниччен, сывлăху тĕрĕс-тĕкел чух ачасем çуратма тăрăшмалла. Шкултан вĕренсе тухасси тата уйăх çеç юлчĕ. Çавăнпа та сана пĕр сĕнӳ парасшăн. Çылăхлă вăл, анчах Турă сана çав хăтланушăн каçарĕ тетĕп. Чĕрӳ савакан каччу пур, санăн Кирюхапа ар çыхăнăвне кĕмелле, хăвăртрах йывăрланма тăрăшмалла. Унччен чăнах та чун савнине хăвна мĕнле чир кĕтнине каламасан та юрать. Пĕр сăмахпа, эпĕ çакна тума сана турăш умĕнче пехиллетĕп.
— Ах, аннеçĕм, таса юратупа юнашар суялăх килĕштерсе тăрĕç-и? Тата эпĕ халиччен Кирюхана чĕптĕм те суйса курман. Пирĕн пĕр-пĕринчен вăрттăнлăх та пулман. Пирĕн чунсем пĕр-пĕриншĕн яланах яр уçă.
— Эпĕ сана Кирюхана суйма хушмастăп-çке. Вăрттăнлăхна та çие юлнин паллисем иртсен савнине уçма пултаратăн. Сан варунта çĕнĕ чун ӳтленме тытăннине пĕлсен, сана мĕнле йывăр чир кĕтнине илтсен авланĕ-и вăл сан çине е çук. Чăнахах юратать пулсан сана хăйĕн мăшăрĕ тăвать, çук-тăк —ун чунĕ пурнăç йывăрлăхĕсенчен хăраса тăрать. Хăравçăпа ĕмĕр ирттересси те çăтмах мар. Ун чухне сан хăвăн хĕресне, вăл темле йывăр пулсан та, ĕмĕр тăршшĕпе пĕчченех йăтса тухма тӳр килет. Ачу кăна сана савăнăç кӳрĕ, пурăнас шанчăкна тĕреклетĕ.
— Ах, Тур, анне, эпĕ Кирюхан таса юратăвĕпе, вăл мана пĕр иккĕленми ĕненнипе, шанса тăнипе каварлăн усă курнă пекех пулса тухать-çке. Намăса епле чăтас?
— Эй, хĕрĕм, пăх-ха хальхи хĕрупраçсем çине, сăпайлисене, хĕр чыслăхне упраса пурăнаканнисене шутлама пĕр алăри пӳрнесем çитеççĕ. Хăй юратакан йĕкĕт тепĕр пикене савать пулсан, каччăна хăй май çавăрас тесе çав хĕр çинчен тискер элек сарать. Хăшĕсем тата шкулта вĕреннĕ чух хырăм йăтаççĕ. Пĕртен шкул ятне тикĕтпе сĕрнĕн варалаççĕ, тепĕртен ашшĕ-амăш ятне çĕртеççĕ. Сипетлĕх пур-и-ха вĕсен? Сан пачах та урăхла ăнсăрт, шкултан уйăхран вĕренсе тухатăн. Унччен сан хырăму нимĕн чухлĕ те ӳсмест-ха. Эсĕ никама та намăс кӳместĕн. Тен, Кирюха варунта ун ачи тĕвĕленнине пĕлсен сана малашне астма чирĕ кĕтнине те уяса тăмĕ, сана, пире намăса кĕртес темĕ, хăвăртрах авланма тăрăшĕ. Турă умĕнче те эсĕ мар, эпĕ çылăха кĕретĕп. Нихăш анне те качча тухичченех хăй хĕрне ар çыхăнăвне кĕме сĕнмест. Пысăк çылăх вăл. Сана эпĕ хам çак канаша паратăп, йывăр шăпана ан парăнтăр тетĕп, çут тĕнчене хăв несĕлне хăварма пиллетĕп. Шăпана парăнсан пурнăçу хурлăхпа мĕскĕнлĕхре иртĕ.
— Пурпĕрех, анне, эпĕ çав тери вăтанатăп. Епле сĕнес-ха ман Кирюхана хĕр чыслăхне татма?
— Эй, Мариç, кирек хăш арçын та, çав шутра йĕкĕт те, хĕрарăм е хĕрупраç унран мĕн кĕтнине самантрах сисет. Юрату çав çепĕç вăрттăнла ĕçе хăех йĕркелет, хăех майлаштарать. Тата, Кирюха йывăç тункати мар вĕт.
* * *
Амăшĕпе çапла ăшпиллĕн калаçнă хыççăн Мариçĕн чун-чĕри лăпланчĕ, ăшĕ вăркама пăрахрĕ. Ун сăнĕ малтанхи пекех йăлтăр кулăпа çиçрĕ. Кирюхапа тĕл пулсан вĕсем улах кĕтесре чуп тăвашрĕç. Мариç ĕлĕкхинчен те вăйлăрах каччă çумне пăчăртанма тăрăшнине Кирюха сисрĕ. «Ара, çуркунне вĕт. Вăл юратăва тата та вăйлатать. Хамăн та вĕт Мариç çумне хытăрах чăмăртанас килет», — вĕлтлетет йĕкĕт пуçĕнче шухăш.
Çуркунне вĕçленчĕ. Çăвăн пĕрремĕш кунĕсенченех экзаменсем пуçланчĕç. Пахчаçăсен те хĕрӳ тапхăр — 6 сотиллĕ çĕр лаптăкĕ çинче Сантăрпа Мĕтри кӳршĕсем мăшăрĕсемпе, экзамен тытма вăхăт çитмен ачисемпе эрне кун кайса вырсарни каç кăна таврăнаççĕ. Экзаменсене пула Мариçпе Кирюха килĕсенче тăр пĕччен тăрса юлаççĕ. Кирюха мĕн вĕреннисене тепĕр хут пăхкаласа ларатчĕ, сасартăк телефон шăнкăравĕ пӳлĕмре хыттăн янраса кайрĕ.
— Мĕн ĕçлетĕн, Кирюха чунăм, кичем мар-и пĕччен? — кăлтăртатать кĕпçере Мариç сасси.
— Кичем, хама упа пекех туятăп.
— Апла-тăк каç ман пата, халь кăна духовкăран кукăль пиçсе тухрĕ, пĕрле апат та лайăх анĕ.
— Эпĕ те каç апачĕ хатĕрлерĕм — эсĕ юратакан çĕр улми нимĕрĕпе гуляш. Сана хăнана чĕнес тесе телефонпа шăнкăравлас тесе тăраттăм, эсĕ маларах ĕлкĕртĕн. Атя çапла тăватпăр, халĕ эсĕ ман пата гуляш çиме хăнана каçатăн, унтан кукăль çиме — сан патна. Килĕшен пуль, савнă чунăм?
— У-у, гуляш тесен эпĕ тĕнче хĕрне те çитме хатĕр, халех пыратăп.
Минут та иртмерĕ пуль, алăк патĕнчи шăнкăрав янраса та кайрĕ. Кирюха Мариçе кĕртсенех ăна хăй ытамне илчĕ, хĕрӳллĕн вăрахчен чуп турĕ. Аран хăтăлчĕ хĕр ун ытамĕнчен.
— Пăх-ха епле чăтăмсăрлăх санра, хăнине апатпа сăйламасăрах тӳлев илесшĕн, — шӳтлерĕ Мариç. Кирюха пĕр утăм чакрĕ те савнийĕ çине тинкерчĕ. Ун çинче çав тери илемлĕ кофта, унăн умĕнчи касăкĕ анлăран аванах мăкăрăлса тăракан кăкăрĕсен пысăк пайĕ уçă. Кирюхан вĕсене çепĕççĕн ачашлас кăмăл çуралчĕ. Халиччен вĕсене пĕрре те тĕкĕнменнипе вăтанса тăчĕ. Мариçĕ те Кирюха шухăшĕсене вуланăн хĕрелсе кайрĕ.
— Ну, хăнала, манăн гуляш çиес килет, — татрĕ хĕр йĕкĕтĕн чăрсăр шухăшĕсене.
Шăкăл-шăкăл калаçса çирĕç вĕсем Кирюха хатĕрленĕ гуляша.
— У-у, кун пек упăшкапа пурăнма çăмăл пулать, ăста повартан та техĕмлĕрех хатĕрленĕ, — мухтарĕ Мариç савнийĕ пĕçернĕ апата. — Халь ĕнтĕ ман пата кукăльпе чей ĕçме каçăпăр.
Кукăльпе чей ĕçнĕ вăхăтра Кирюха Мариç кăкăрĕсем çине çав тери тĕмсĕлсе пăхрĕ. Хĕр çакна сиссе пĕр хĕрелчĕ, пĕр шуралчĕ. Хăй йĕкĕт çумнерех куçса ларчĕ.
— Çав териех тĕкĕнес килет-и сан вĕсене? — пăшăлтатрĕç хĕр тутисем. Хăй хăюлăхĕнчен те вăл тем пекех тĕлĕнчĕ.
Кирюха пĕр сăмахсăр Мариçе хăй чĕрçи çине йăтса лартрĕ, хĕрĕн куçĕнчен пĕр вăтанми пăхса кофтин тӳмисене васкавлăн вĕçерме тытăнчĕ. Пике те каччă куçĕсене тем кĕтнĕн пĕр вăтанми пăхрĕ. Кирюха аллисем хĕр кăкăрĕсене çепĕççĕн ачашлаççĕ. Хăй те сисмерĕ, унра çут çанталăк парнеленĕ ар туйăмĕ хăватлăн вăранчĕ, ун чăтăмĕ пĕтрĕ. Мариçе йăтса урисем çине тăчĕ те вирлĕн чуп тунă май Мариç пӳлĕмне кĕчĕ. Шап-шурă простынь сарнă вырăн юратакан çамрăк чунсене хапăлласах йышăнчĕ.
Малтанах хĕр ыратăва чăтрĕ-ха. Вăл лăпланса пынă май ăна çеккунтсерен хăватланса пыракан киленӳ тыткăнларĕ, унăн чунĕ çӳл тӳпене вĕçсе çĕкленнĕн туйăнчĕ. «Акă мĕн иккен вăл хĕрарăм телейĕ!» — кăшкăрас килчĕ унăн. Юратăвăн чи çӳлти шайĕнчи çав тери тутлă çимĕçне тутанса пăхма чарасшăн пулчĕ вĕт тухтăр.
Çĕр каçа Мариç чунĕ миçе хутчен çӳл тӳпене вĕçсе хăпармарĕ-ши. Киленӳпе ĕшенсе çитнĕ çамрăксем ир енне тарăн ыйха путрĕç. Çавах хĕр хăй ялан вăранакан вăхăтра куçĕсене уçрĕ, тутлăн çывăракан Кирюха çине ытарайми пăхрĕ. «Епле илемлĕ вăл, мĕн чухлĕ пархатар унра. Аттепе аннесĕр, пиччесĕр пуçне çĕр чăмăрĕ çинче маншăн урăх çывăх çын çук. Чăнлăх уçăлсан писмĕ-ши вăл манран? Эй, çӳлти Аттемĕр, пулăш мана телейĕме хам çумрах хăварма», — пăшăлтатрĕç хĕр тутисем.
Унтан вăл вырăн çинчен тăрса халатне тăхăнса кухньăна тухрĕ, газ плити çине чейник лартса шыв вĕретрĕ те кофе пĕçерчĕ, ывăс çине печени пачкине уçса хучĕ, кофе янă пĕчĕк куркисене лартса хăй пӳлĕмне кĕчĕ.
— Эй, Кирюха чунăм, эсĕ патша пек кăнтăрлачченех çывăрас тетĕн-и? Ан ман, ир тăракан кайăк çеç тутă пулать.
Кирюха вăштах тăрса ларчĕ, куçĕсене ал тупанĕсемпе сăтăркаларĕ. Хăй урисем çине лартнă ывăс çинчен печени, кофе куркине илчĕ.
— Эпĕ капла кнеç пекех, — терĕ те васкамасăр печенипе кофе ĕçрĕ. — Ирхи ирттерет теççĕ, тавтапуç сана, чунăм, ывăсна илсе ларт та кил ман пата, пĕр тăхтами киленӳ тинĕсне чăмар…
— Çук, савниçĕм, кашни пулăмăн хăй вăхăчĕ пур. Халĕ шкулта иртнĕ вĕреннисене аса илер, текстсене тепĕр хут пăхса тухса ăса лайăх хывмалла. Ан ман, эпир иксĕмĕр те ылтăн медальсемшĕн кĕрешетпĕр. Пĕр-пĕрне кансĕрлес мар тесен эсĕ, савниçĕм, хăв хваттерне шăвăн-ха. Тата часах куками килмелле. Вăхăт çитсен хамах шăнкăравлăп. Ват çын умĕнче иккĕн кăна курăнма аван мар.
Кирюха хирĕçлесе тăмарĕ, кукамăш килмеллине илтсенех хăвăрт тухса кайрĕ.
* * *
Мĕн экзаменсем вĕçленичченех вĕсем эрне кунпа шăмат каçĕсенче юратăвăн тыткăнĕнче пулчĕç. Çавах та вĕсене ăнăçлă пама пысăк юрату нимĕн чухлĕ те кансĕрлемерĕ. Вăтам шкула веçех «пиллĕк» паллăсемпе вĕçлесе ылтăн медаль илме тивĕçрĕç. Кăларăм каçĕ те çав тери савăнăçлă иртрĕ. Вĕренсе тухакансем шкулпа яланлăхах уйрăлма тивнипе хурланса та илчĕç. Юлташланса çитнĕскерсем тĕрлĕ çĕре саланаççĕ. Кирюхапа Мариç тахçанах Алапукари ют çĕршыв чĕлхисен институтĕнче куçăн мар вĕренме тĕвĕлесе хунă. Пурнăçăн аслă çулĕ çине тухакансем карталанса Хусан урамĕсемпе юрăсем шăрантарса утрĕç те кашнинпех ăшшăн сывпуллашса килĕсене саланчĕç.
Мариçĕн хĕрлĕ тĕс килмелли вăхăт тахçанах иртрĕ. Вăл çак йӳтĕмпе амăшĕпе калаçрĕ.
— Турăçăм! Тавтапуç сана, илтрĕнех иккен эп кĕл туса, пуç çапса ыйтнине.
Ман хĕрĕм йывăрланнă, халь унăн тухтăр патне кайса çие юлни пирки тĕрĕсленсе ман шухăша çирĕплетмелле çеç. Хĕрĕм, эсĕ тăхăр уйăхран анне пулатăн, сан чунунта тата тепĕр юрату çăлкуçĕ тапма тытăнĕ. Ыранах хĕрарăм тухтăрĕ патне çит, тĕрĕслен. Эпĕ шухăшлани чăна килсен пĕтĕм чăнлăха Кирюха савнине те уçма пултаратăн. Чăнлăха пĕлсен вăл сана ӳпкелешес çуккине те чĕремпе туйса тăратăп. Юратакан çын каçаратех. Анне чĕри теме те туять.
Мариç тепĕр куннех тухтăр патĕнче пулчĕ. Ах, Тур, йывăр иккен хĕрлех ар çыхăнăвне кĕнине ют çынна калама. Намăсланнипе унăн пичĕ пĕрлĕхен пек хĕрелчĕ. Уйăх хушши çитнĕ пулсан та хĕрлĕ тĕс килменнине илтсен тухтăр хĕре евĕклĕн лăплантарчĕ, тĕрлĕ тестсемпе тĕрĕслерĕ.
— Пат татсах çирĕплетейместĕп, анчах эсир чăнах та йывăрланнă пулас. Тĕплĕнрех пĕлме анализ памалла. Ан пăлханăр, халь сирĕн хăвăра тем пек лăпкă тытма тăрăшмалла. Пăлханни ача психикине пăсĕ тата.
Тепĕр кунне Мариç тухтăр мĕн хушнине пурнăçларĕ. Вăл хĕре кăштах çеç кĕтсе ларма хушрĕ, хăй лабораторине кĕчĕ. Çур сехетрен тухтăр Мариç йывăрланнине пĕлтерчĕ.
— Кĕç-вĕç эсĕ çие юлнин паллисене ху та туйса илĕн: кăмăлу пăтранĕ, хăсассу килĕ — ан пăлхан, халиччен çимен çимĕçсене çиес килĕ — вĕсене çи. Ар çыхăнăвне кĕрессине самаях чакарăр. Йытă ами, ав, пĕтĕленсен аçасене хăй çывăхне те ямасть. Çут çанталăк вĕсене çавăн пек инстинкт панă. Эпир çынсем, ытти чĕрчунсем шухăшлама пĕлмеççĕ. Тата ар çыхăнăвĕсене йывăрланнăранпа тăватă уйăх иртсен пачах пăрахăçламалла. Пулас пепкене сиен кӳме пулать. Эпĕ каланисене пăхăнсан, пăлханусенчен сыхлансан санăн сывă та тĕреклĕ ача çуралĕ. Тăватă уйăхран УЗИ аппарачĕпе пăхăнма кил. Ун чухне сан варунта ывăл е хĕр ача аталаннине пĕлме пулать.
— Аннеçĕм, эпĕ йывăрланнă хĕрарăм, — пĕлтерчĕ Мариç амăшне хваттерне кĕрсенех. — Тухтăр çирĕплетсех каларĕ.
— Эй, Çӳлти Аттемĕр, илтрĕнех иккен эпĕ кĕлтуса, пуççапса ыйтнине. Манăн хĕр эс парнеленĕ пурнăçра хĕрарăм тивĕçне харама ямасть, пирĕн несĕле эс пулăшнипе йыш хушать. Пурте йĕркеллĕ те чипер çеç пултăрччĕ, — сăхсăхса пуççапрĕ амăшĕ турăш умĕнче. — Халь ĕнтĕ Сантăр мăшăрăмпа калаçмалли çеç юлать. Ĕнтĕ савнă Кирюшана та веçех каласа пама юрать. Чăнлăха пĕлсе вăл санран писсен те ан пăлхан. Çынсем хĕрлех хырăм йăтнă тесе пӳрнепе тĕллесе кăтартакансем те пулĕç. Çын çăварне çăра çакаймастăн. Анчах ан намăслан, санăн ача пулать, эсĕ çут тĕнчене ахаль килмен. Савăнса çеç пурăн. Енчен те Кирюха сана пăрахсан, хамăр тĕпренчĕке хамăрах пăхса ӳстерĕпĕр, халăха юрăхлă çын тума пĕтĕм вăя, ăса шеллемĕпĕр.
— Кирюхапа калаçассинчен шикленсе тăратăп. Ăнланĕ-ши вăл мана? Халиччен ман шухăша, мĕн калассине çур сăмахранах ăнланаканччĕ...
— Ан шиклен, юратакансем нумай сăмах вакламаççĕ, вĕсен чунĕсем калаçаççĕ. Ашшĕ сапăр кăмăллă çын, ăна хывнă пулсан вăл сана пĕр хытă сăмах та каламĕ. Халех чунна ан вĕчĕрхентер, пурте йĕркеллех пулĕ акă. Тĕплĕн калаçассине вăраха ан тăс, халех ун патне шăнкăравла та тĕл пуласси пирки калаçса татăл.
* * *
Кирюхана Мариç унран ютшăннă пек туйăнчĕ. Ар çыхăнăвне уйăха яхăн кĕмен. Мариç урăх йĕкĕт тупман-ши тесе те шухăшларĕ вăл. Юлашки вăхăтра Мариç кăмăл пăтраннипе, пуçĕ ыратнипе асапланнине те Кирюха пĕлмесĕр юлчĕ. «Мĕн пулчĕ Мариçпе? Тен, эпĕ ăна арçынлăхпа тивĕçтерейместĕп? Нивушлĕ юратми пулчĕ вăл мана?..» — çунтарать чунне çакăн пек ыйтусемпе каччă. Епле пулсан та Мариçпе тĕл пулса калаçмалла. Çак вăхăтра телефон шăнкăртатрĕ. Çамрăк çын унăн кĕпçине хăпăл-хапăл алла илчĕ.
— Аван-и, савниçĕм. Каçар мана, кăштах чирлем пекки турăм. Халь сывалтăм та сана тем пекех курас, санпа ăшпиллĕн калаçас килсе кайрĕ. Атя халех Çĕнтерӳçĕсен скверне, ах, Тур, нумай манăн сана каламаллисем.
— Хаваспах килĕшетĕп, халех тухмалла-и?
— Халех.
Çамрăксем алăран алла тытса вăл-ку çинчен калаçса сквер еннелле утрĕç. Вăл инçех те мар. Вĕсем пекех çамрăк йывăçсем ешĕл тумра. Лăпкă çилпе кашни йывăç çулçисемпе Кирюхапа Мариçе саламланăн алă çупнă евĕр сасă кăларса шĕпĕлтетеççĕ.
— Ман сăмахсем, тен, сана пĕр хурлантарĕç, пĕр савăнтарĕç, пĕр тĕлĕнтерĕç. Сăмахсен вĕçне тухиччен эсĕ мана ан пӳл, пăлханса кайăп та шухăш йĕркисене вĕçне çитереймĕп.
— Пĕр сасă та кăлармăп, — сăмах пачĕ Кирюха.
— Май уйăхĕн çурринче мана темшĕн поликлиникăна йыхрав ярсах чĕнсе илчĕç. Пĕр чирлемен çĕртенех. Тухтăр кăштах калаçнă хыççăнах мана хăрушă, хаяр, чун-чĕрене ыраттаракан сĕнӳсем пама тытăнчĕ, унăн сасси сăмахсерен хытăланса пычĕ. Качча тухса ачасем çуратас ĕмĕте пуçран яланлăхах кăларса ывăтма хушрĕ.
— Анчах мĕншĕн, мĕнле сăлтавпа? — тарăхса кайрĕ Кирюха.
— Чунăм, сана ан пӳл терĕм-çке, — тархасларĕ Мариç пĕр пăлханми. Кирюха аванмарланса пуçне пĕкрĕ.
— Итле малалла. Сăлтавĕ акă мĕнре. Кукамай та, анне те астма чирĕпе асапланаççĕ. Аннене çав чир кукамай варĕнчех куçнă. Вăл малтан палăрман кăна. Мана çуратнă хыççăн вăтăр урлă каçсан çеç чир пĕрремĕш хут хăй паллине кăтартнă — анне больницăрах выртса тухнă. Çав чир манра та хускалма пултарнине пĕлтерме чĕннĕ те мана поликлиника. Еткерлĕх чирĕ вăл, амăшĕнчен хĕрĕсене, ашшĕ енчен ывăлĕсене куçать. Вăт тухтăр асăрхаттарчĕ те: манран çут тĕнчене килекен хĕрсем те çав чирпе çуралма пултараççĕ. Кирлĕ-и сана кĕç-вĕç йывăр чирпе асапланма тытăнакан арăм? Эпĕ сан савăнăçлă кун-çулна хурлăх кĕртекенни кăна пулăп, сана эпĕ чун-чĕререн юрататăп. Сана хам чирлессине каламасăр пĕрлешсен эсĕ мана ĕмĕр тăршшĕне суеç, ултавçă тесе ылханăн. Çавăнпа мана мĕнле шăпа кĕтнине халех каласа хурас терĕм.
— Мариç, нивушлĕ эсĕ мана пăр чунлă çын тесе шутлатăн, — хаш сывларĕ Кирюха. — Кукаму 70 çула çитсе пырать. Аптрамасть вĕт, тулли пурнăçпа пурăнать. Аннӳ те чирлĕ эпĕ тесе нăйкăшмасть. Вăл çутçанталăк ыйтнине, Турă хушнă тивĕçе яваплăха туйса пурнăçланă — Туля пиччӳне, сана пурнăç панă, Сантăр пичче, Кулине аппа йăхĕсене малалла тăснă. Ман шутпа, Турă кашни чĕр чуна ĕрчевлĕхшĕн пурнăç парнелет. Çав шутра арçынпа хĕрарăма та. Ĕрчевлĕх çук-тăк, çĕр чăмăрĕ пуш-пушă пулĕччĕ. Тата санра астма чирĕн пĕр палли те çук вĕт. Тен, вăл санран пăрăнса иртĕ. Эсĕ шăпана вăхăчĕ çитмесĕрех парăнса пĕчченлĕх кичемĕнче пурăнас тетĕн-им?
— Çук, эпĕ пĕччен пулмастăп, шăпана та парăнмастăп. Аннепе калаçнă хыççăн вăл мана чир хусканиччен, сывлăх чипер чух санпа ар çыхăнăвне качча тухичченех кĕме турăш умĕнче пехиллерĕ, шкултан вĕренсе тухичченех йывăрланма хушрĕ. Каçар мана, Кирюха, вăрттăнлăха эпĕ сана малтанах уçмарăм, чирлекен хĕрпе çывăхланма килĕшмĕн тесе хăрарăм. Санăн юратăвупа, мана ĕненнипе, шанса тăнипе усă курнă пек пулса тухрĕ, анчах сансăр пуçне эпĕ урăх никама та юратас çук...
Çак сăмахсене илтсен Кирюха пичĕ темле ыратнăн туртăнса илчĕ, вăл Мариç куçĕнчен шăтарасла пăхрĕ.
— Шутламанччĕ эпĕ эсĕ çавăн пек чее те каварлă чунлă тесе. Пысăк касăклă кофта тăхăнса хăвăн кăкăрусене ман умра çиçтерсе илĕртрĕн пулать, манпа ар çывăхне кĕтĕн, пĕччен мар аннӳпе каварлашса манран йывăрланма тĕвĕлерĕр апла? Малтанах хăвăрăр шухăшăра мана уçнă пулсан эпĕ ăнланман пулăттăмччĕ-им? Нивушлĕ çав тери пархатарсăр ăслă-пуçлă эпĕ, нивушлĕ çав тери нĕрсĕр те шанчăксăр çын? Çакăн пек хăтлану хыççăн сан юратăву чăн-чăн мар, темле суя пекрех туйăнать. Ман пирки çапла шутлани кăмăлăма хуçать. Пуç тавра лайăх шутласан, эсĕ мана шанмастăн. Капла майпа эпĕ те шанмастăп сан юратăвна. Чăн юрату нимĕнле суялăха та, вăрттăнлăха та, каварлăха та чăтма пултараймасть.
Мариç тем каласшăн пулчĕ, анчах Кирюха ăна çăвар та уçтармарĕ.
— Ан тапаçлан хăвна тӳрре кăларма. Аннӳпе калаçнă, мĕншĕн манпа та калаçмарăн? Эпĕ астма чирĕнчен хăраса ӳкесрен шиклентĕн-им? Эсĕ мана шанманни, ĕненменни чуна хуçать. Халĕ ĕнтĕ эпĕ те сана шанмастăп, сăмахусемпе эсĕ халь тӳрре тухма тăрăшăн. Çавăнпа та сывă пул яланлăхах, манпа тĕл пулма сăлтавсем ан шыра, — вашт тăчĕ ури çине Кирюха, Мариç çине шелленĕн пăхса илчĕ те йывăçсем хушшипе асфальт сарнă сукмакпа çирĕппĕн утса кайрĕ.
«Кирюха, савниçĕм», — пăшăлтатрĕç хĕр тутисем. Куçĕсенчен мерчен-шăрçасем чĕрçийĕ çине йăкăртатса шурĕç. Çав самантрах тухтăр сăмахĕсем, пăлханма хушманнисем ун асне кĕчĕç. Çамрăк хĕрарăм хăйне алла илчĕ, ал тутрипе куçĕсене шăлса типĕтрĕ. «Йывăр мана, пепкем, йывăр. Ман варăмра эсĕ аталанса пыни çеç мана савăнăç кӳрет. Кирюха аçуна та ăс кĕрĕ тесе шутлатăп. Кĕретех, чĕппĕм, кĕретех!»
Мариç вăрахчен ларчĕ Çĕнтерӳçĕсен скверĕнче, хăйĕн малашнехи пурнăçне тĕплĕн тĕрĕлерĕ.
* * *
Иртрĕç кунсем. Пурнăç малаллах шурĕ. Мариç Кирюхана тем пек манма тăрăшсан та вăл куç умĕнчен каймарĕ. Çапах та вăл шкулта вĕреннĕ чухнех аслă пĕлӳ илме çирĕп ăсланă ĕмĕте пурнăçлама тытăнчĕ. Амăшĕ хĕрĕн чунĕнче тем пулса иртнине тӳрех сисрĕ. Тем пек тилмĕрсен те Мариç амăшне Кирюха ăна пăрахнă пирки пĕр сăмах та каламарĕ. Кулине хăех тавçăрчĕ — вăрттăнлăха уçнă хыççăн Кирюха кăмăлĕ пăсăлнă, вăл Мариçе пăрахнă. Вара вăл Кирюха пирки пĕр сăмах та хускатмарĕ.
Мариç кирлĕ хучĕсене пуçтарса часах Елабугăна тухса кайрĕ. Вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнăран ăна экзаменсемсĕрех института илчĕç. Килте вĕренмелли ĕçсем пачĕç те вăл Хусана таврăнчĕ, ĕç шырама тытăнчĕ. Ашшĕ, Сантăр Васильччă, ăна хăй ĕçлекен заводах вырнаçма пулăшрĕ.
Самани халь урăм-сурăм, кадрсен пайĕн пуçлăхĕ кутăнлашма пăхрĕ: хĕрĕ йывăр çын мар пирки справка илсе килме хушрĕ.
— Качча кайман, тин çеç шкултан вĕренсе тухнă хĕр йывăрлă теме сирĕн епле сăмахлама хăю çитет?
— Çаплине, çапла-тăр та, инструкцирен эпĕ иртейместĕп.
Ĕçе епле майлаштармаллине Сантăр час шахвăртрĕ — лавккана кĕчĕ те чи хаклă коньяк туянчĕ. Килпетсĕр хăтлану-ха ку, взятка пани-çке. Анчах кун пек чухне пĕр кĕленче хаяр шĕвек е пысăк укçа темле пысăк ыйтăва та татать. Веçех иртĕхсе кайрĕç чиновниксем, пĕлтерĕшĕ пысăках мар сĕтел пуçлăхĕсем те укçа тĕкмесĕр çынна кирлĕ хута алă пусса памасăр вăрах вăхăт сĕтел сунтăхĕнче вырттараççĕ. Сантăр та ултав çулĕ çине тăрать-ха — хĕрĕ ун йывăрланнă-çке. Аван мар ун чунĕнче, ăна тем кăшлать. Чыслăх çапла асаплантарать ăна. Анчах пуçлăхсем чыслă-и-ха? Çук! Вĕсем пĕтĕм намăс-симĕсе çухатнă. Акă, кадрсен пайĕн пуçлăхĕ те хаклă йышши коньяк кĕленчине кăтартсанах Мариç ыйтăвне самантрах татрĕ. Вăл тепĕр куннех тимĕр-бетон заводĕнче табельщица пулса ĕçлеме тытăнчĕ.
Ĕнтĕ пурнăç веçех йĕркеллĕ пек, çапах та Мариçе тем çитмест. Унтан ăнкарса илет — Кирюхана куç хĕррипе те пулин курасшăн вăл. Ĕç хыççăн урамра та вăрах çӳрет, анчах Кирюхана çĕр çăтнă тейĕн — çук вăл. Çапла чĕрине çунтара-çунтарах тăватă уйăх иртрĕ. Мариçĕн УЗИ аппарачĕпе тĕрĕсленме хĕрарăм тухтăрĕ патне кайма вăхăт çитрĕ. Амăшĕ ăна пĕччен ямарĕ, иккĕш утрĕç Хусан урамĕпе. Тухтăр вĕсене евĕклĕн кĕтсе илчĕ, Мариçе УЗИ пӳлĕмне илсе кĕчĕ.
— Саламлатăп амăш, Мариç варĕнче йĕкĕрешсем! Иккĕшĕ те ывăл, — ырă та ăшă куçсемпе пăхрĕ Кулине çине тухтăр УЗИ пӳлĕмĕнчен тухсан.
— Телей тени хăех шăл çĕмĕрсе кĕрет теççĕ çав. Мухтав Турра! — сăхсăхрĕ Кулине. Часах УЗИ пӳлĕмĕнчен савăнăçлă сăнпа хĕрĕ те тухрĕ, тухтăр вĕсене кирлĕ канашсем пачĕ те вĕсем чаплă хыпара Сантăра пĕлтерме килне васкарĕç.
— Ну, Сантăр мăшăрăм, ташша яратăн-и е юрлатăн? Пирĕн Мариçĕн — йĕкĕрешсем!
— Тупата та, чăнласах калаçатăн-и эсĕ?
— Чăнах ĕнтĕ, чăнах!
— Ку событирен те событи. Халех сĕтел хатĕрлĕр, эпĕ лавккана çитсе килĕп — хĕрарăмсене тутлă хĕрлĕ эрех, пире — çуттине.
— Пире тенĕрен, пĕри эсĕ ĕнтĕ, ыттисем камсем вара?
— Карачăм Мĕтрипе унăн мăшăрĕ, Униçе.
— Ара, чĕн кӳршĕсене, чĕн, вĕсемпе сĕтел хушши тата та савăнăçлăрах пулĕ.
Мариçпе Кулине сĕтел çине тĕрлĕ çимĕçсем лартма пуçларĕç. Кĕтнĕ тенĕ пекех кăçал хăярпа помидор тухăçпа ăнчĕç. Хĕрелме пуçланă помидорсене татса килсе тĕттĕм вырăна хуни те меллĕ пулчĕ. Вĕсем пурте пиçсе çитнĕ, помидор-хăяр салачĕ наччасра ĕлкĕрчĕ.
— Эх, аçуна тĕтĕмлетнĕ кăлпасси, сыр туянма хушмаллаччĕ, пысăк савăнăçпа веçех маннă.
— Анне, пар укçуна, наччас кайса килетĕп. Эсир тутлă эрех, çуттине сыпăр, хама валли пылак шыв туянăп.
— Ытла ан васка, эсĕ халь пĕччен мар, эсир виççĕн, — тыттарчĕ укçа тата сумка Мариçе амăшĕ. Вăл часах хваттертен тухса кайрĕ.
Утать Мариç урампа васкамасăр. Пуçĕнче шухăшсен çăмхи сӳтĕлет: «Килĕ-ши Кирюха пирĕн пата ман савăнăçа паллă тума? Нивушлĕ килмĕ? Вĕт ман кăкăр айĕнчи ачасенче ун юнĕ те юхать. Нивушлĕ вăл мана ĕмĕрлĕхех пăрахрĕ? Эх, савниçĕм, савниçĕм, манра нимĕнле каварлăх та çук, анне сăмахне итлени çеç йăнăштарчĕ. Халь ĕнтĕ ним тума та çук…»
Часах Сантăрсен виç пӳлĕмлĕ хваттерĕнче пĕчĕк ĕçкĕ пуçланчĕ. Карачăм Мĕтрийĕ ниепле те тавçăрса илеймест: мĕн йӳтĕмпе çак ĕçкĕ. Кил хуçисенчен ыйтма меллĕ мар. Çавăнпа вăл шăпах ларчĕ сĕтел хушшинче. Мăшăрĕ Униçе чăтаймарĕ:
— Мĕн уявлатпăр? Камăн та пулсан çуралнă кунĕ-им? Парнесĕр пире сĕтел хушшине ларма та ырах мар…
— Никамăн та çуралнă кунĕ мар. Паян эпир Мариçпе УЗИ аппарачĕпе тĕрĕсленме кайрăмăр. Унăн варĕнче йĕкĕреш ачасем аталанаççĕ…
— Ай, пĕсмĕлле. Ан тĕлĕнтер, Кулине. Ашшĕ кам?
— Эсир кам тесе шутлатăр-ха?
— Кам, кам? Пирĕн Кирюха ĕнтĕ. Тата кам пултăр, — хутшăнчĕ калаçăва Мĕтри. — Апла пулас ачисенчен тарса кайрĕ вăл хăй ирĕкĕпе Çар ретне. Вăт йĕксĕк ача, яваплăхсăр чун. Анчах хăвăнтан ху ниçта та тарса хăтăлаймастăн.
— Кирюха салтакра-и? — туртăнчĕ пĕтĕм кĕлеткипе Мариç Мĕтри енне. Унăн сасси чĕтренсе ĕсĕкленĕн тухрĕ. — Çук, Кирюха йĕксĕк те мар, яваплăха та вăл аванах туять… — савнийĕн хутне кĕме пăхрĕ Мариç.
— Эс, ашшĕ, чăнах та чипертерех калаç-ха хамăр ывăл çинчен. Вăл нимĕнле усаллăхпа та палăрман халиччен…
— Сиксе тухнă пăтăрмахра веçех эпĕ айăплă, — ури çине тăчĕ Кулине. Сĕтел хушшине ларнисене пулса иртнĕ ĕç-пуçсене тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ. Пĕр пӳлми итлерĕç ăна.
— Эпĕ çеç çылăхлă Çӳлти Аттемĕр умĕнче, эпĕ пехиллерĕм турăш умĕнче хĕрĕме Кирюхапа ар çыхăнăвне кĕрсе йывăрланма. Мариç хирĕçлерĕ, эпĕ çине тăрса ӳкĕте кĕртрĕм. Ман çылăхăм Мариçе мĕнле чир кĕтнине Кирюхана калама хушманнинче. Таса туйăм юрату нимĕнле вăрттăнлăха та чăтма пултарайманнине халĕ эпĕ те ăнлантăм. Каçар мана, хĕрĕм, эсир те каçарăр мана…
— Ытла ан хуçăл-ха, Кулине тăхлачă, — хутшăнчĕ калаçăва Мĕтри. — Эпĕ Кирюха патне çыру çырăп, лару-тăрăва хам сăмахсемпе ăнлантарăп.
— Мĕтри пичче, тархасшăн, нимĕн те ан çырăр Кирюха патне. Эпĕ сирĕн пата пуç çапма пынă тесе шутлĕ тата вăл. Эсир ашшĕ пулсан та, юратура виççĕмĕш ытлашши теççĕ вĕт. Ан тив пытăр хăй еккипех. Тен, эпĕ кӳрентерсе ун чунĕнче шăнтнă пăр вăхăт иртнĕçем шăранĕ. Хăш чухне асли вĕрентни те вырăнлă мар …
Ĕçкĕ малаллах пычĕ. Хĕрсе çитнĕ мăшăрсем пулас ачасене ят суйлама пуçларĕç.
— Мĕн кунта пуçа ватмалли пур, — татрĕ шăпăл-шапăла Мĕтри. Сантăрăн ашшĕ — Ваççа. Ун ятне сума суса пĕр мăнук Ваçлей пултăр. Ман аттен ячĕ — Валери. Тепĕр мăнук Валерик пулĕ. Ваттисене асра тытнинчен мĕн ытларах сăваплă-ха?
Вăраха пычĕ ăшă калаçу. Хутран-ситрен юрă та шăранчĕ. Çак пĕчĕк ĕçкĕ Мариçĕн кӳтĕхнĕ чунне те çемçетрĕ, вăл та пурнăç çине тӳнтерле пăхми пулчĕ.
* * *
Çамрăк боецсен курсне иртнĕ хыççăн çар хĕсметне тăнă салтаксене присяга йышăнтарчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ çак чаплă куна ашшĕ-амăшĕсене, çывăх тăванĕсене чаçе килме йыхравларĕ. Кирюха та ашшĕпе амăшне чĕнес терĕ, анчах çак шухăша вăл пăрахăçларĕ. Ăçтан пĕлен, вĕсемпе пĕрле Мариç те ермешсе килме пултарĕ. Вăл ун çине çилленни сĕврĕлсе пырать, анчах кăмăл мăнлăхĕ ниепле те шăршăнмасть.
Присяга йышăннă хыççăн Кирюха Чечняна лекрĕ. Террористсене тĕп тăвас вăрçă малаллах пырать, аману, юн юхтару, çап-çамрăк йĕкĕтсем вилсе выртни чунри кăмăл-сипете хиврелетсе чăмăртать, чуна бетон пек хытарать. Кама кирлĕ-ши çак вăрçă?
Тытăçусем çук чухне Кирюха ашшĕпе амăш патне çырусем çырать. Куян хӳри пек кĕске вĕсем: сывлăх сунать, хăй сывви çинчен пĕлтерет, саламласа курнăçиччен тет те çыру вĕçленет. Мариç çинчен пĕр сăмахпа та асăнмасть. Çулталăк ытла ĕнтĕ вăл çар хĕсметĕнче. Ашшĕнчен килнĕ юлашки çыруран Кирюха Мариç йĕкĕреш çуратни çинчен пĕлчĕ. Вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме те хĕн имĕш. «Юрать-ха Турри хăй паллисене пĕрне сылтăм, теприне сулахай аллисем çине лартса янă. Мариç ачисене камран çуратнине никама та каламасть. Анчах ватă çерçие хывăхпа улталаймăн — иккĕшĕ те каснă лартнă эсĕ. Санăн та Тур паллисем иккĕ: пĕри сылтăм аллу çинче, тепри — сулахайĕнче», — тет ашшĕ хăй çырăвĕнче.
Кирюха йăпăр-япăр гимнастеркине хыврĕ те аллисене тишкерчĕ, чăнах та Тур паллисем иккĕ: пĕри сылтăм аллин чавса хутламĕнче, тепри — сулахай хул пуççинчен ал лаппи чухлĕ аяларах.
«Тен, Мариç патне çыру çырмалла, ывăлсем çуратнă ятпа саламламалла? — вĕлтлетет шухăш пуçра. — Тен, вăл ман умра нимĕн чухлĕ те айăплă мар? Епле ар çыхăнăвне кĕрес пирки 17 те тултарман хĕр сăмах пуçарма хăю çитертĕр-ха? Сăпайскер, именнĕ вăл манпа калаçма. Астма чирĕ аталанма тытăниччен ача çуратас тĕллевпе унăн хăй савман йĕкĕтпе ар çыхăнăвне кĕмеллеччĕ-им? Имĕш, манпа калаçман та вăл, мана шанмасть иккен. Тăм писмен эсĕ, Кирюха. Тĕплĕнрех, пуç тавра шутласан, вăл мана юратнă, шаннă. Эпĕ ун шанчăкне, юратăвне ĕненмесĕр куштанла юнтарнă, тутасене уснă, урасемпе пуснă та Çар ретне хам ирĕкпе тухса шăвăннă. Ман пирки Мариç эпĕ чăнах та ăна астма чирĕ лекессинчен хăраса тарнă тесе шутлама пултарать вĕт. Халех çыру çырас…»
Кирюха шухăшĕсене тревога татрĕ. Гимнастеркине хыпаланса тăхăнчĕ те автоматне, салтак кутамккине йăтса палаткинчен тухрĕ. Ун юлташĕсем строя тăма та ĕлкĕрнĕ.
— Пиртен пилĕк çухрăмра террористсен пысăк ушкăнĕ пирĕн хула çине тапăнма хатĕрленнине штабран пĕлтерчĕç. Взводăн задачи — асăрхануллăн, тăшмана систермесĕр бандитсене хупăрласа илесси, вĕсене хăйсен путмарĕнчех тĕп тăвасси. Кутамккăрсенчен, кĕсйĕрсенчен чăнкăртатса сас кăларакан япалăрсене палаткăрсенчех хăварăр. Виçĕ минутран икĕ пая пайланса çула тухатпăр.
Февраль вĕçленсе пырать кăна-ха, тăвалла тăсăлакан вăрман ешерме пуçланă. Кăнтăр кăнтăрах çав. Тӳпери хĕвел хĕрӳлĕхне шеллемесĕр, вăрçă пынине пăхмасăр, çĕр питне çупăрлать, чĕвĕлти кайăксем тĕнче хĕл ыйхинчен вăраннине сапăрласа хăйсен юррине шăрантараççĕ, пурнăç гимне юрлаççĕ. Шăши сунарне тухнă кушак евĕр йăпшăнса утаççĕ салтаксем. Тепĕр сехетрен вĕсене хаяр çапăçу кĕтет. Кашниех хăйсен ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, çывăх юлташĕсене, уйрăмах, савнийĕсене аса илет. Çук-çук та, Кирюха куçĕ умне Мариç сăнĕ тухса тăрать, унăн йăлтăркка кулли вăрçă хытарнă чунне çемçетет, аса кĕнĕ ăшă сăмахĕсем йывăр вăхăтра чуна вăй панă пек туйăнать. «Эх! Ма, хирĕçрĕм-ха Мариçпе? Мĕнле каварла хура ĕç тунă-ха вăл ман тĕлĕшпе? Нимĕн те! Тĕлĕнчĕ пуль-ха вăл ман кăмăл мăнтăрĕнчен. Çын тени мăннăн янрать. Апла-тăк ун кăмăлĕ те нăкă пулмалла. Урăхла пулсан кашни лепрешке умĕнче пилĕке авăн, йăпăлтатакансен шутне кĕрĕн. Кам вара ун пеккине ÇЫН вырăнне хурĕ, кам хисеплĕ, кам вăт ку ÇЫН-ТĂК ÇЫН тейĕ? Анчах савнă хĕр умĕнче кăмăл мăнăлăхне кăтартма кирлĕ-и-ха? Мĕн начаррине турĕ-ха Мариç ман тĕлĕшпе? Ăна вĕт астма чирĕпе асапланакан амăшĕ хĕрĕнче те çав чир хуçаланма тытăниччен манпа ар çыхăнăвне кĕме Турăш умĕнче пехилленĕ. Сывă, чипер чух ача çуратма ĕлкĕр тенĕ. Мариç юратăвăн çак вăрттăн пулăмне аскăнса туман вĕт. Çук, тăр ухмах эпĕ. Çак тытăçуран чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел тухас пулсан, тӳрех Мариç патне каçару ыйтса çыру çыратăп. Тĕрĕссипе, ăна юратнă пек эпĕ урăх никама та юратас çук. Эх! Чавса çывăх та, çыртма çук…»
Икке пайланнă взвод палăртнă вырăна пĕр вăхăталлах çитрĕ. Пысăках мар тусем хупăрласа илнĕ айлăмра хĕç-пăшаллă, сухал-мăйăх пусса илнĕ çынсем хĕвĕшеççĕ. Сисрĕç вĕт мур илесшĕсем хăйсем унка лекнине — пĕр йĕркесĕр гранатометсенчен, пулеметсенчен пеме тытăнчĕç. Салтаксем çине тăхлан çумăрĕ тăкăнма пуçларĕ — пуçа çĕклеме çук. Кирюха тавралăха сăнарĕ те хăйĕнчен инçех мар çур метр пек çĕр мăкăрăлса тăнине асăрхарĕ. Шултра калибрлă пулеметне сĕтĕрсе вăл часах çав мăкрăç патне шуса çитрĕ, пĕчĕк кĕреçипе шăтăк шăтарма тытăнчĕ. Çĕрĕ чуллă, чавма кансĕр. Çивĕч чулсем алă ӳтне чĕрсе-çурса пĕтерчĕç, юн сăрхăнма пуçларĕ. Кирюха юн кайнине те асăрхамарĕ, ыратнине те туймарĕ — чаврĕ те чаврĕ. Юрать-ха мăкрăç çур метр хулăнăш кăна. Аллисене çивĕч чулсемпе шăйăрттарса та пулин çĕре шăтарчĕ, лайăх курăнтăр тесе анлăлатрĕ. Юн сăрхăнакан вырăнсене кĕсье тутăрĕпе шăлчĕ те пулемет кĕпçине шăтăка чиксе тăшмансене ăшалама пуçларĕ. Пĕр бандичĕ вăл выртакан мăкрăç еннелле гранатомечĕпе тĕлленине асăрхарĕ те ăна печĕ. Террорист аманчĕ пулин те çĕре ӳкиччен курокĕ çине пусма ĕлкĕрчĕ. Аманни ăна тĕл пеме памарĕ пулас, мина мăкрăç урлă вĕçсе иртрĕ те Кирюха хыçĕнче пĕр виç метрта шартлатса çурăлчĕ. Çав самантрах Кирюхан сылтăм ури вут хыпнăн пĕçерсе кайрĕ. Вăл аманнине юлташĕ, Хусан ачи Сабир, самантрах асăрхарĕ, ăна çапăçу хирĕнчен хăрушă мар вырăна илсе тухрĕ. Мина ванчăкĕ Кирюхан сылтăм ури лаппине çуррине татса пăрахнă. Кирюхан ботинкине хывса илсе Сабир сурана юн ан кайтăр тесе вăйлă туртса чĕркерĕ те тата вăйлăрах туртса çыхрĕ. Ыратнипе тăнне çухатнă юлташне пĕчченех хăварса командир патне чупрĕ. Аманнисем татах та пур иккен. Командир вертолет чĕнсе илме те ĕлкĕрнĕ. Сабир Кирюха патне таврăнса татăлса ӳкнĕ ура лаппин çуррине пушмак пуçĕнчен кăларса илсе таса марлĕпе шăлса тасатрĕ, тепĕр татăкпа чĕркесе Кирюха кĕсйине чикрĕ.
Часах вертолет та çитрĕ. Сабир аманнисене илме килнĕ тухтăра ура лаппин татăкне Кирюха кĕсйине чикнине пĕлтерчĕ.
— Телевизорпа курнăччĕ утă çулакан машина пĕр çыннăн икĕ урине те касса татнине, çав татăксене ăста тухтăрсем каялла çыхăнтарнине. Тен, Кирюхан татăк лаппине те çыхăнтарма пулĕ,— терĕ вăл тухтăра.
— Кăна эсĕ çав тери тĕрĕс тунă. Пирĕн госпитальте ун пек ăстасемех çук, халех тĕп тухтăр патне шăкăравлатăп. Тен, Мускавран ăста нейрохирургсене чĕнсе илĕ е Кирьяна Мускава ăсатма хушĕç.
Мускав хирургĕсем çав кунах Ростов госпитальне çар самолечĕпе вĕçсе çитнĕ те пĕр тăхтами кăткăс операцие пуçăннă. Вăл ăнăçлă иртнĕ.
Ларать Кирюха госпиталь кравачĕ çинче. Чунĕнче йывăр, пуçĕнче тĕтреллĕ шухăшсем. «Çак инкек веçех Мариçе кӳрентернĕшĕн килсе лекрĕ мана. Ура лаппин çуррине каялла çыхăнтарнă хыççăн манăн суран та çук пек, ура пӳрнисем те хуллен хускалма пуçларĕç. Кирлех-ши эпĕ халь Мариçе? Хăйне кӳрентернине паян кун та чунĕнче тытать пулсан, вăл манпа калаçас та темĕ. Эх, ха-ха, ахальтен каламаççĕ пуль тĕнче кустăрма тесе. Вĕт çыру та çыраймарăм. Халь çырас-ши? Çук çырмастăп, хам мĕскĕнлĕхе пĕлтерместĕп. Аттепе анне патне çеç çыратăп», — çаврăнаççĕ Кирюха пуçĕнче хурлăхлă шухăшсем.
Çапла уйăх иртрĕ. Тухтăрсем те, сестрасем те, Кирюхаран та вăйлăрах аманнă салтаксем те çамрăкăн кăмăлне çĕклес тесе унпа тем тĕрлĕ евĕклĕ калаçрĕç. Çук, уçăлмасть чунри тĕтрелĕх. Госпиталĕн тĕп тухтăрĕ Хусан çар комиссариатне ятарласах çыру çырчĕ. Унта вăл Кирюхан ашшĕпе амăшне, юратнă хĕрĕ пулсан вĕсене пĕр тăхтами Ростов хулинчи госпитале çитме ыйтрĕ. Ăнланать тухтăр, Кирюхара малалла пурăнас ăнтăлăва чĕртме питĕ пысăк кĕтменлĕх кирлĕ. Енчен те ĕç-хĕле çаплах хăварсан каччă ăсран тайăлма пултарать. Савнă хĕрĕ килни çавăн пек кĕтменлĕх, пуринчен те пайталлă эмел пулĕччĕ. Чăннипе вĕт Кирюха ытти енчен веçех сывă, чунĕ çеç чирлĕ унăн.
* * *
Уйăх çурă ĕнтĕ Кирюхаран хыпар çук. Мĕтрин те чунĕ ыратать, анчах вăл кăмăлне хытарсах ахлатсах хашлатакан Униçене лăплантарать.
— Мăшăрăм, вăхăтсăрах Кирюхана вилнĕ тесе ан шутла-ха. Паллах, хыпар-хăнар яманни ырă мар. Ак ыранах Хусанти тĕп çар комиссариатне çитсе килетĕп, унта Кирюхапа мĕн пулса иртнине пĕлеççех пуль…
Сасартăк алăк патĕнчи шăнкăрав вăраххăн янрарĕ. Мĕтри чупнă евĕр алăк патне васкарĕ, ăна «кам унта?» — тесе ыйтмасăрах яри уçрĕ. Çар çыннине, кĕçĕн лейтенанта курсан чĕри йĕппе чикнĕ пек ыратса кайрĕ. Униçе те катан пир евĕр шурса кайрĕ.
— Лăпланăр, лăпланăр, — васкарĕ çар çынни вĕсен пăлханăвне пусарма. — Сывă сирĕн ывăлăр, сывă… Аманнă çеç вăл. Сылтăм ури лаппин çуррине мина осколокĕ татса пăрахнă. Ăна та Мускав тухтăрĕсем каялла çыхăнтарнă. Шок унăн, иртмест çав шеремет. Халĕ вăл Ростоври çар госпиталĕнче выртать. Госпиталĕн тĕп тухтăрĕнчен çыру илтĕмĕр. Вăл пур енчен те сывă, анчах аману йĕрсĕр иртмен — ывăлăрта пурнăç хĕлхемĕ сĕврĕлнĕ. Çулăмпа çунас вырăнне хура тĕтĕм çеç йăсăрланать ун чун-чĕринче. Хĕлхеме çĕнĕрен чĕртме питĕ те пысăк кĕтменлĕх кирлĕ тесе çырать тĕп тухтăр. Сире, савнийĕ пулсан ăна та Ростоври госпитале пĕр тăхтами çитме ыйтать. Акă, хăвăр вулăр ун çырăвне, савнă хĕрне те вулаттарăр. Вăраха ан тăсăр çула тухассине, ывăлăршăн кашни сехечĕ, кашни талăкĕ хаклă, — терĕ те кĕçĕн лейтенант хваттертен тухса кайрĕ.
Мĕтрипе Униçе çырăва тĕплĕн вуласа тухрĕç. Униçе макăрса та илчĕ.
— Ан макăр, сывă вĕт ывăл. Çула тухма пуçтарăн. Эпĕ Сантăрсем патне каçам-ха. Мариç пыма килĕшĕ-ши? Ачисем ытла пĕчĕк-çке. Пурпĕрех калаçмалла…
Мĕтри пырса кĕнĕ чухне Мариç Ваçлейпе Валерике çывăрма вырттаратчĕ. Мĕтри сывлăх сунчĕ те лейтенант илсе килнĕ çырăва Мариçе тыттарчĕ. Вуланăçемĕн ун сăнĕ шупкаланса пычĕ.
— Хăçан каятпăр, Мĕтри пичче?
— Ачусем епле вара…?
— Хамăрпа илетпĕр, вĕсем Кирюхашăн чи пысăк кĕтменлĕх пулĕç. Йывăртарах пулĕ çул, Униçе аппа пырать пуль вĕт? Эпĕ хамăн аннене те чĕнетĕп.
— Вăл çула пуçтарăнма тытăнчĕ те ĕнтĕ.
— Апла-тăк, виç хĕрарăмшăн икĕ пепке нимĕн чухлĕ йывăрлăх та кӳмĕ.
Мĕтри Мариçсем патĕнчен таврăнсанах телефонпа чукун çул вокзалне Ростов хулине мĕнле поездпа çитме май пуррине ыйтса пĕлчĕ. Хусан — Саратов поезчĕпе çитмелле унта, вара урăх эшелон çине куçса — Ростова. Хăйсенчен инçех те мар чукун çул кассин филиалĕ ĕçлет. Мĕтри паянах билет туянса хума унта тухса утрĕ.
Ах, анлă иккен Раççей. Саратова çитиччен кăна ик талăка яхăн иртрĕ. Ваçлейпе Валерик икĕ уйăх та тултарман пулсан та пит тарăхтармарĕç. Тата тепĕр талăкран вĕсем Ростова та çитрĕç. Çул ăнса пычĕ. Çар госпитальне те вĕсем хăвăрт тупрĕç. Пурте пăлхану тыткăнне лекрĕç — мĕнле иртĕ тĕл пулу? Хăйсем килессине вĕсем Кирюхана пĕлтермерĕç вĕт. Госпиталĕ капмар та илемлĕ çуртра вырнаçнă. Сестра вĕсене малтанах тĕп тухтăр патне илсе кайрĕ. Пиçĕ те яштака арçын инçе çултан килнисене сестрине пушă палатăна вырнаçтарма хушрĕ.
— Халĕ кăнтăрлахи апат хыççăн чирлисем канура. Эсир те çул çинчен кăштах канса илĕр. Тата эсир пĕчĕк ачасемпе. Вĕсене те вăрăм çул ĕшентернĕ пуль. Кам ачисем-ха вĕсем?
— Кирюхапа манăн, — тавăрчĕ Мариç хĕрелсе кайса.
— Вăт ку чăн-чăн пысăк кĕтменлĕх. Вĕсене курсан Кирюхан чунĕнче хура тĕтĕмпе йăсăрланакан пурнăç вучахĕ хĕрӳ хĕлхемпех çунма пуçлĕ, шăнса ларнă пăрĕ ирĕлĕ, малалла та ĕлĕкхи пекех пурăнас ĕмĕчĕ çунатланĕ. Ват çыннăн чунне те инвалид пулса тăни ыраттарать, çамрăка пушшех те. Çав шокран тухаймасть-ха Кирьян. Ачисене, арăмне, ашшĕ-амăшне курсан вăл çав тыткăнран тухатех.
Ваçлейпе Валерик кăкăр ĕмнĕ хыççăн самантрах çывăрса кайрĕç. Вĕсемпе юнашар выртнă Мариç те кăштах тĕлĕрсе илчĕ. Униçепе Кулине, Мĕтри ниепле те çывраймарĕç. Тăватă сехет иртсен сестра Кирюхана çак палатăнах илсе килме пулчĕ. Тем тесен те тĕл пулу куççульсĕр иртес çук. Ытти чирлисем умĕнче меллех мар. Çавăнпа Мĕтри ал сехечĕ çине час-час пăхкаласа илет. Вăрăм çул çинче те вăл вăхăт çапла мăраннăн шунине туймарĕ, кунта вăл тимĕр шапанах çаврăнчĕ. Пурпĕрех кĕтнĕ самант çитрĕ. Алăкĕ ерипен уçăлчĕ те палатăна сестрапа Кирюха кĕрсе тăчĕç. Хăй куçĕсене ĕненмесĕр пăхать çамрăк салтак кунти çынсем çине. Ай тĕнче! Ун умĕнче ашшĕ, амăшĕ, Кулине аппа тата чи савнă çын Мариç тăраççĕ. Сывлăх сунма та çухалса кайрĕ Кирюха. Кăшт тăрсан çеç ун чунне тем вăйлă пĕçертсе ячĕ:
— Атте, анне, Кулине аппа, Мариç! Эсирех-и ман умра, ĕненес те килмест! — кăшкăрнăнах тухрĕç ун çăварĕнчен пăлхануллă сăмахсем. — Ĕненес те килмест. Епле килме пĕлтĕр-ха? Эпĕ вĕт сирĕн пата икĕ уйăха яхăн çыру çырман, — васкарĕ кăштах уксахласа вăл чи малтан ашшĕ патне пычĕ, ăна ытакласа илсе чуп туса илчĕ. Унтан амăшне ытама илсе ăна та чуп турĕ, Кулине аппа та чуппасăр юлмарĕ. Черет Мариçе çитрĕ. Кирюха малтан ун куçĕсенчен пăхрĕ. Вĕсенче пĕр кӳренӳ те çуккине курсан ăна ачашшăн ытамларĕ, ун тутисем самантрах хĕрарăм тутисене перĕнчĕç. Ик çамрăк чуп тăвăмĕ вăрахарах тăсăлчĕ.
Унтан Кирюха пĕр утăм каялла чакрĕ те:
— Каçарăр мана, тăмсая, сире хам инкеке тӳрех пĕлтерменшĕн. Ухмахла шухăш — хама мĕскĕн пек кăтартас теменни тытса тăчĕ. Пуç çапма хатĕр сирĕн умăрта. Каçарăр мана, тархасшăн.
— Пуç çапмасăрах каçаратпăр. Эсĕ сывви пирĕншĕн Çӳлти Аттемĕр парни. Çав парнешĕн тав тума эпир саншăн... Мĕнле калаççĕ-ха? — хĕрарăмсем çине пăхса илчĕ Мĕтри.
— Сюрприз теççĕ, Мĕтри пичче, — пулăшрĕ кирлĕ сăмах тупма Мариç.
— Аха, аха, сюрприз.
— Тата мĕн тĕлĕнтермĕшĕ-ха вăл?
Ун патне Мариç пычĕ те ăна аллинчен тытса пĕр койка патне çавăтса кайрĕ. Ыттисем те вĕсенчен юлмарĕç.
Шур простынь çинче саркаланса икĕ пепке çывăрать. Ыйхинче амăш кăкăрне ĕмнĕ пек тутисемпе чăп-чăп тутарса илеççĕ.
Кирюха ачисене курсан йăл кулчĕ. Ашшĕпе амăшне, Кулине аппана, савнă хĕрарăма курсанах чунне шăнса ларнă пăр ирĕлме тытăннине туйрĕ-ха вăл. Ачисене курсан юлашки пăр та ирĕлсе кайрĕ пулас. Чунĕнче пурнăç хĕлхемĕ вăркăш çил вĕрнĕ пек хĕмленсе чĕрĕлсе пычĕ, кӳлепине ĕлĕкхи вăй таврăннине туйрĕ. Мариçе ытарайми пăхса çак сюрпризшăн сăмах каламасăр тав турĕ. Мариçĕ те ун çине тунсăхне татса ытарайми пăхрĕ.
* * *
Пĕр сюрпризпа кăна вĕçленмерĕ çак кун. Каçпа пилĕк сехет çитес умĕн палатăна госпиталĕн тĕп тухтăрĕпе Кирюха чаçĕн командирĕ килсе кĕчĕç.
— У-у, кунта хăнасем те йышлă-мĕн, — тĕлĕнчĕ командир. — Питĕ аван-ха ку, Герасимов Кирьяна тăванĕсем умĕнче Раççей Президенчĕ Хушăвĕпе тавçăрулăхшăн, хăюлăхшăн, çапăçури хастарлăхшăн медаль парса чыслама пӳрни çав тери пархатарлă. Паллаштар-ха, пире хăв тăванусемпе.
Кирюха тĕп тухтăрпа командира ашшĕ-амăшĕпе, Кулине аппапа паллаштарчĕ. Унтан Мариç патĕнче чарăнчĕ.
— Ку çамрăк хĕрарăм манăн пулас мăшăр. Эпир унпа вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах пĕрлешес тенĕччĕ. Анчах пысăк юратура та хирĕçес ăнсăртсем сиксе тухаççĕ. Мариç çине кӳренсе эпĕ хам ирĕкпе çар ретне тăтăм. Эпĕ Тăван çĕршыва хӳтеленĕ хушăра ман савни манранах йĕкĕреш çуратнă. Иккĕшĕ те ывăл, — кăтартрĕ вăл тутлăн çывăракан пепкесем çине.
— Эсĕ, Кирьян, çапăçу хирĕнче кăна мар, юратура та хастар иккен. Чĕререн сире икĕ хутчен саламлатăп.
— Хусана таврăнсанах туй кĕрлеттеретпĕр, сире те сума суса туя чĕнетпĕр. Кая юлчĕ-ха çав туй, анчах ырă та пархатарлă ĕç нихăçан та кая юлмасть.
— Тавтапуç пире хисеплесе туя чĕннĕшĕн. Вăхăт тупăнсан, тен, çитĕпĕр те.
Унтан командир Президент Хушăвне вуларĕ те Кирюхан кăкăрĕ çине аялти кĕпепе пулнине пăхмасăр медаль çакса ячĕ..
— Раççейшĕн служить тăватăп, — сăмахĕсене çирĕппĕн каларĕ Кирюха.
— Вăт чăваш ачи те ăна, еплерех чыса тивĕçрĕ пирĕн ывăлăмăр, — пăшăлтатрĕ Мĕтри хĕрарăмсемпе.
— Çар тухтăрĕ, мана хăçан госпитальтен кăларатăр? — тĕп тухтăр енне çаврăнчĕ çамрăк салтак.
— Хăть паянах. Часть командирĕ çакна пĕлтерчĕ — сана килне яраççĕ. Ыранах кирлĕ хутсене хатĕрлесе вĕсене госпитале кӳреççĕ. Хамăр енчен сана эпир 3-мĕш ушкăн инвалидне çулталăка кăларатпăр. Çав хутсем те ыран хатĕр пулаççĕ. Поезд Саратова каçпа пилĕк сехетре каять. Эсир паянах ырана валли билетсем туянма пултаратăр. Вокзалта 4-мĕш кассăра ман йăмăкăм ĕçлет, эпĕ ун патне халех шăнкăравлатăп. Сире плацкарт е купери вырăнсем кирлĕ?
— Икĕ купери вырăнсене те эпир йышăнасшăн, — хутшăнчĕ калаçăва Мĕтри.
— Апла васкăр вокзала.
Тĕп тухтăрпа часть командирĕ тухса кайсанах Карачăм Мĕтрийĕ вокзала кайма пуçтарăнчĕ.
— Эпир те санран юлмастпăр, — тăхăнма пуçларĕç Униçепе Кулине. — Шан-ха сана, сăн-сăпатăнтан каччă сăнарĕ çухалман, кунти майрасем наччас çулăхĕç.
— Калăттăмччĕ те сире пĕр вирлĕ сăмах, çамрăксем пурри чарать. Хăвăртрах пуçтарăнăр апла.
— Эпир хатĕр, командир юлташ, — кăлтăр-кăлтăр кулчĕç хĕрарăмсем.
Вĕсем тухса кайсанах Ваçлейпе Валерик ыйхăран вăранчĕç. Хырăмĕсем выçнă пулас, нăйкăшма тытăнчĕç. Мариç вĕсене алла илчĕ, Валерикне Кирюхана тыттарчĕ.
— Ваçлейĕ пĕр сехет маларах çуралчĕ. Те çавăнпа чăтăмсăртарах. Валерикĕ лăпкă, хăй черетне шăпăрт кĕтет. Эсĕ, Кирюха, тепĕр май çаврăнса лар-ха, вăтанатăп санран кăштах. Кирюхапа Валерик кутăн ларчĕç. Ваçлей чăпăрт-чăпăрт тутарса кăкăр ĕмни илтĕнсе тăчĕ. Малтанах Валерик Кирюха аллинче тутисене пăркаларĕ, ют çын терĕ пулас ашшĕне.
Кирюха ăшшăн кулса куç хĕссе илчĕ те ача урăх канăçсăрланмарĕ. Ашшĕ аллинче лăпкăн выртрĕ. Валерик апатланнă хыççăн пепкесене вырăн çине вырттарчĕç те Мариçпе Кирюха иртни, пуласси пирки ăшпиллĕн калаçрĕç. Пĕрне-пĕри тунсăхласа çитнĕскерсен калаçăвĕ пĕр-ик талăка та тăсăлатчĕ пуль. Ашшĕпе амăшĕ, Кулине аппа килсе кĕни калаçăва чарчĕ.
Тепĕр кунне пысăк çемье Ростов — Саратов поездпа килнелле вĕçтерчĕ. Кирюхапа Мариç, Ваçлейпе Валерик пĕр купере, Мĕтрипе Униçе, Кулине аппа — тепринче. Ваçлейпе Валерик каçхи апат тунă хыççăн вĕсене Униçепе Кулине кинемисем хăйсем патне илсе кайрĕç. «Сире калаçма ан чăрмантарччăр»,— терĕç чеен куларах.
Çав каç Мариç чунĕ киленӳ ытамĕнче вăрах вăхăт иртнĕ хыççăн татах çич тӳпе çӳллĕшне вĕçсе хăпарчĕ.
* * *
Кирюхасем Ростовран Хусана таврăнсан уйăх та иртмерĕ, шĕкĕр хулан пĕр урамĕнче вăйлă туй пулчĕ, вăл хваттерте мар, капмар çуртсен анлă картишĕнче кĕрлерĕ. Карачăм Мĕтрийĕ çуттине сыпса аванах хĕрнĕскер, хуткупăсне вылянтарчĕ те вылянтарчĕ. Çĕр çинче ура тапнă сасă ним чухлĕ те илтĕнменрен туй халăхĕ картишпе иртекен асфальт çулĕ çинче ташша сӳттерчĕ, пушмак-туфли тĕпĕсенчен вут-хĕм сирпĕнменни кăна. Кая юлса пулнă туй вăхăтра ирттерекеннисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмарĕ. Кирюха та ура хуçсах ташларĕ. Ура лаппин çуррине çыхăнтарни веçех тӳрленсе çитнĕ. Чăлт шурă кĕпе тăхăннă Мариç акăш евĕр вĕттĕн пускаласа Кирюха тавра çаврăнчĕ. Туй курма пухăннисен хушшинче вăрăм чĕлхеллисем те тупăнчĕç. «Вăл чĕптĕм те аманман. Урине амантнă çын çапла вирлĕ ташлаймасть. Çар хĕсметĕнчен хăвăртрах хăтăлма аманам пекки çеç тунă та килне таврăннă». Çак сăмахсем Кирюхапа Мариç хăлхине те кĕчĕç. Çамрăк арçын аллипе çеç сулчĕ: «Калаçчăрах, чĕлхен шăмми çук». Туй хыççăн уйăх иртсессĕн Кирюха Елабугăна çул тытрĕ, ăна ăсатма Мариç те пычĕ.
— Эх, савнă чунăм, Мариç. Пĕччен пĕртте каяс килмест. Тĕрĕсрех каласан, санран пĕр минута та уйрăлас килмест. Мĕн чухлĕ ырă вăхăта çухатнă. Ухмах мар-и ĕнтĕ эпĕ?
— Çук, ухмах мар. Пирĕн пурнăç пуçланса кăна пырать-ха. Пĕрне-пĕри ырлăх кăтартса пурăнма ĕмĕрсем çеç вăрăм пулччăр. Манăн та сана тем пекех ярас килмест, анчах аслă пĕлӳ илмеллех…
Кирюхана, вăтам шкула ылтăн медальпе вĕçленĕскере, Чечняра террористсемпе çапăçса инвалид пулнăскере, экзаменсем партармарĕç, акăлчан чĕлхипе калаçса илнипех çырлахрĕç.
— Эсĕ аслă пĕлӳ илмесĕрех паянах пĕр-пĕр шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентекен пулса ĕçлеме пултаратăн, — терĕç доцентсемпе профессорсем.
Килте тумалли ĕçсене илсенех, çав кунах вăл Хусана васкарĕ. Çу кунĕсем вăрăм, Кирюха хĕвел аничченех килне çитрĕ. Пуçланчĕç вара ырлăх кунĕсем. Пĕр ирхине телефон шăнкăравĕ янрарĕ.
— Сире Хусан Кремлĕнчен, Республика Президенчĕн Аппаратĕнчен чăрмантараççĕ. Паян вун пĕр сехетре Кремле акăлчансен делегацийĕ килсе çитет. Пирĕн тăлмач автоаварине лекнипе больницăрах выртать. Елабугăри ют чĕлхесен аслă шкулне шăнкăравларăмăр та унтисем сире сĕнчĕç. Ик-виç сехете тăлмачă пулма килĕшмĕр-и?
— Ай-хай, пултарайăп-ши эпĕ?
— Пултаратăр. Институтрисем пули-пулми çынна сĕнмеççĕ. Делегацин хăйсен тăлмачĕ те пур. Сирĕн пирĕн Президент пысăк хăнасен ыйтăвĕсене хуравланине вĕсен тăлмачĕ тĕрĕс куçарнине çеç тĕрĕслесе тăмалла. Тĕрĕс мар куçарать пулсан тӳрех тӳрлетмелле.
Килĕшрĕ Кирюха. Ăна илме вунă сехетре çăмăл машина килчĕ. Шаннă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçласа таврăнчĕ.
Икĕ хутчен акăлчансен тăлмачĕ республика ертӳçин сăмахĕсене тĕрĕс мартарах куçарчĕ. Калаçăва Кирюха пĕр хăрами хутшăнчĕ, йăнăштарнă вырăнсене тĕрĕс куçарса пачĕ, ют çĕршыв тăлмачĕ ун çине сивĕ куçĕсемпе пăхса илчĕ. Çакăн хыççăн Кирюхана Кремле час-часах чĕнтерчĕç, ĕç укçи те тӳлеме пуçларĕç.
Çак пилĕк çулта Мариç тата тепĕр ывăл çуратрĕ. Сашук ят пачĕç ăна. Вăл халь иккĕ тултарса пырать. Мариçĕн татах академи отпускне илме тӳр килчĕ. Кирюхаран маларах институтра вĕренме тытăннă пулсан та ăна упăшки хăваласа çитрĕ.
Качча тухма хушман тухтăр сăмахĕсем те тӳрре тухрĕç. Иртнĕ çул варринче ăна астма чирĕ çулăхрĕ çулăхрех. Вунă кун больницăрах сипленсе тухрĕ. Халĕ ун кĕсйинчен ингалятор татăлмасть. Мариç пуçне усмасть, кукамăшĕ пекех тĕрлĕ курăксем пухать, вĕсенчен им-çам шĕвекĕсем хатĕрлет. Пуçне усма ăна Кирюха та памасть, хавхалантарсах тăрать.
Паян вĕсен çемйи уçăлса çӳреме тухрĕ. Ваçлейпе Валерик подъезд алăкĕнчен тухсанах сиккелесе чупма пуçларĕç. Сашука ашшĕпе амăшĕ аллисенчен тытса ыррăн кулкаласа хуллен утрĕç. Подъезд умĕнчи сак çинче ларакан кинемисем вĕсене ăшшăн сывлăх сунчĕç. Вĕсенчен кăшт инçерех кайсанах Мариç хуллен çеç калаçма пуçларĕ.
— Пилĕк çул каярах кăна Ваçлейпе Валерика уçăлтарма илсе тухсан намăс-симĕсе уямасăр мана питлетчĕç, кăмăл-сипетĕме тикĕтпе сĕрнĕн варалатчĕç. Сăмахĕсем ман хăлхана кĕччĕр тесе юри хыттăн калаçатчĕç. Хăйсем те вĕт хĕрарăмсем, хăйсем те çамрăк пулнă, хăйсен те кун-çулĕ пĕр тикĕс пулман пуль. Нивушлĕ эпĕ те вĕсем пекех ватăлсан çынсене сӳтсе явăп, вĕсенче хура енсем шырăп?
— Çук, эсĕ ун пек кăмăллă мар. Илтнĕ-и эсĕ Сантăр хуньăм аннӳ çине хăр-хар кăшкăрнине?
— Илтмен.
— Эпĕ те ман атте анне çине сассине хăпартнине астумастăп. Эпĕ çапла шутлатăп: çынсем çинчен сăмахлакан хĕрарăмсем чăн-чăн юрату курманнипе ватăлса пынăçем вĕсен чунĕ йӳтенĕ, кăмăлĕсем йӳçĕхнĕ. Çав йӳçĕке кăлараççĕ те вĕсем вар-васакĕсенчен çынсене питлесе. Пирĕн çыхăну виçĕ чăнлăх çинче — ĔНЕНӲ, ШАНУ, ЮРАТУ çинче никĕсленсе тăрать. Апла-тăк пирĕн чунсем ватăлăха çитсен те йӳтемĕç, чунсем те çамрăк чухнехи пекех пулĕç.
— Çак çыхăнăва тата та вăйлăрах çирĕплетме атя, Кирюха чунăм, венчете тăрар.
— Килĕшетĕп, — тавăрать упăшки арăмĕ çине ăшшăн пăхса.
— Ах, епле телейлĕ эпĕ, — пăшăлтатаççĕ хĕрарăмăн тутисем. Мариç çынсем çӳренине пăхмасăр Кирюхана тутинченех чăпăрт чуп тăвать.