I
Кĕркунне. Хурăнлăх ялĕ тарăн ыйхăран вăранать. Уяр çанталăкри тӳпе çăлтăрсемпе тулнă. Уйăх кăна мĕнле-тĕр шурса кайнă, ун йĕри-тавра ункăсем карталаннă — çанталăк пăсăлать пулмалла. Сулхăн. Çил те самаях хытă вĕрет. Ялта йытăсем вĕркелеççĕ, автансем авăтаççĕ, алăксен уçăлса хупăннă сасси илтĕнет.
Марье аппа ыйхăран вăранчĕ. Ыйхăран вăранчĕ тени те тĕрĕсех мар, ара, çутăласпа анчах аран-аран çывăрса кайрĕ вăл. Ăçтан ыйхă килтĕр-ха çавăн пек чух — ывăлĕ салтакран таврăнмалла ыран. Тăрса ларсанах ăшă тутăрне çыхса ячĕ, урине çăм чăлха тăхăнчĕ, çутă çутрĕ. Улттăмĕш сехет кăтартаççĕ стена çинчи сехет йĕпписем.
Кӳршĕсем те çав вăхăтра çутă çутса ячĕç. Марье аппа васкаса пăлтăра тухрĕ, малтанах хатĕрлесе хунă вутă çĕклемĕ тата пĕр витре кăмрăк йăтса кĕчĕ. Каланккă юшкине уçрĕ, кĕл кăларчĕ. Часах чĕртсе янă каланккă кĕрлеме тытăнчĕ.
Марье аппа пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ, Михаля, вăрçăран таврăнаймарĕ. Ыран салтакран таврăнакан Иван ашшĕне астумасть, ытла пĕчĕк пулнă-ха вăл ашшĕ вăрçа тухса кайнă çул. Хуçалăхĕ Марье аппан пуян вара: шатрун çурт, тырă кĕлечĕсем, выльăх-чĕрлĕхĕ, кайăк-кĕшĕкĕ картиш туллиех. Вăл ялти пуян хĕрĕ пулнă, ашшĕ ăна качча кайсанах пурнăçра мĕн кирлипе тивĕçтернĕ. Тен, çемьере чи кĕçĕнни пулнипе ашшĕ-амăшĕ юратарах панă-тăр. Марье аппара ашшĕ юнĕ юхать теççĕ. Тĕрĕсех пуль ара: кăра çилĕллĕ, каппай, çăткăн чунлă хĕрарăм вăл, пуринчен ытла арçынсене, хăйĕнчен кĕçĕнреххисене пăхăнма юратмасть. Ĕçченне ĕçчен ĕнтĕ, çавăн пек пысăк хуçалăха хĕрарăм пуççăн тытса пырать, йывăрлăхсенчен те хăрамасть, тăва пĕлмен ĕçĕ те çук унăн.
Каланккă хĕрсе çитсен вăл пăлтăра тухрĕ, çăнăх таканине илсе кĕчĕ те аллама тытăнчĕ: апат-çимĕç пĕçермелле ывăлĕ таврăннă çĕре, хăнасем пуçтармалла.
Çапла аппаланса Марье аппа тул çутăлса çитнине те асăрхамарĕ. Пӳрт ăшăнса çитнĕ ĕнтĕ, плита çинче вĕресе ларакан яшка пĕтĕм пӳрте ырă шăршă сарчĕ. Вăл васкасах вырăнне пуçтарчĕ, апат тăвиччен выльăхĕсене, кайăк-кĕшĕкĕсене апатлантарас тесе картишне тухрĕ. Малтанах сыснисене апат пачĕ, сурăхсен умне утă пăрахрĕ, аллине витре, алшăлли, ăшă шыв янă курка тытса ĕне витине васкарĕ. Часах витрере сĕт ташланă сасă илтĕнсе кайрĕ.
Картишĕнчи ĕçсене майлаштарсан Марье аппа ирхи апат турĕ, чуста хурса лартрĕ, тумне улăштарса тăванĕсем патне йыхрава тухса утрĕ…
… Тепĕр кун, хĕвел тухас умĕн, Хурăнлăх еннелле аллине чăматан тытнă, моряк тумĕ тăхăннă çӳллĕ те патвар çамрăк чупнă пекех хăвăрт утса çывхарчĕ. Колхоз фермисем патне çитсен вăл чупмах тытăнчĕ, хăйсен килĕ еннелле пăрăнчĕ. Шыв ăсма тухнă Марье аппа ывăлне таçтанах палласа илчĕ, пус тĕпне çитернĕ витрине шыв тултармасăр вĕçертсе ячĕ, савăннипе вăйĕ пĕтнĕрен шăннă çĕр çине чĕркуçленсе ларчĕ:
— Иван, ывăлăм… — пăшăлтатрĕç кăвакарнă тутисем.
Иван та амăшне асăрхарĕ, чупса çитсе чăматанне айккинелле ывăтса ячĕ, амăшне çăп-çăмăллăн, пĕчĕк ачана йăтса илнĕ евĕр ура çине йăтса тăратрĕ, ыталаса илчĕ. Телейлĕ амăшĕпе ывăлĕ картишне кĕрсе çухалчĕç.
Тата пĕр-ик сехетрен Марье аппасен кил-йышĕ вĕлле пекех сĕрлеме тытăнчĕ: алăксем тăтăшах уçăлса хупăнаççĕ, ача-пăча сасси янăрать, савăнăçлă калаçу таçтанах илтĕнет. Авă хирĕççи Крахьян аппапа Иван куккăшĕн ывăлĕсем йĕрмĕшмех тытăннă: моряк карттусне пайлаççĕ иккен. Иван, нихăшне те кӳрентерес мар тесе, пĕрне карттусне тăхăнтарса ячĕ, теприне пилĕк çыххине парнелерĕ.
Виçĕ куна яхăн тăсăлчĕ уяв: Иван тăванĕсем патĕнче хăнара пулчĕ, хăйсен патĕнчен те хăна-вĕрле татăлмарĕ.
— Ывăлăм, — терĕ пĕррехинче Марье аппа ирхи апат туса ларнă вăхăтра. — Ватăлтăм ĕнтĕ, алă-урасем ыратаççĕ, пуç та çаврăнкалать. Мана кил-хуçалăхра пулăшакан хĕрарăм алли кирлĕ. Авланас пулать, чĕппĕм, — куççульне шăлсах калаçрĕ вăл.
— Анне, кăштах канам ĕнтĕ. Суйласа илнĕ хĕр те çук манăн, — терĕ Иван амăшĕн куçĕсенчен пăхса.
Чăнах та, Иванăн чун юратакан хĕрупраç пулман çак куна çитиччен. Çичĕ класс пĕтерсенех колхозра вăй хунă, кӳршĕ ялсене çӳремен, çĕрле урама та тухман темелле. Мĕн салтака кайичченех амăш ытамĕнче пурăннă, усалланса, çынна сивĕ сăмах каласа курман.
— Хĕрне ăна тупăпăр-ха. Ав кума иртнĕ эрнере кӳршĕ Сала ялне хăнана кайнă та сĕре хӳхĕм хĕре куç хывса килнĕ. Килнĕ-килмен ун çинчен каласа пачĕ, евчĕ пулма та килĕшрĕ…
… Тепĕр икĕ эрнерен Марье аппасен килĕнче туй кĕрлерĕ. Пĕтĕм ял пухăннă тейĕн туя, картишĕнче ура пусма вырăн çук. Чăнах та, питĕ илемлĕ хĕр тупса панă Ивана хреснамăш, Лисук ятлă вăл. Çамрăк мăшăр турăш кĕтессинче картина çинчи улпут ачисем пек лараççĕ, пĕринчен тепри илемлĕ. Иван шап-шурă кĕпепе, хура шăлаварпа, хулăн та кăштах пĕтĕрĕнсе ӳсекен сăмала тĕслĕ çӳçне çӳлелле тураса купаланă. Лисукăн алă туни хулăнăш сарă çӳç çивĕчĕсем кăкăрĕ çийĕн усăнса тăраççĕ, икĕ пит çăмарти те пач! путса кĕрсе ахаль те илемлĕ пит-куçа татах та илемлетеççĕ. Пĕрре курсах юратса пăрахрĕç çамрăксем пĕр-пĕрне, шанас та килмест. Çавăнпа туй кĕрекинче вĕсем мĕн ачаранах килĕштерсе ӳснĕ мăшăр пек тыткалаççĕ.
Туй икĕ эрнене тăсăлчĕ: хĕр енче, каччă енче, çĕнĕ хĕр, вырăн леçӳ тата ытти те. Иван колхозра бригадирта, Лисук та ытти хĕрарăмсемпе пĕрле пĕр ĕçрен юлмарĕ. Марье аппа килти ĕçсене туса тăчĕ. Аванах пурăнатчĕç Михайловсем…
Иван мăшăрне алă çинчех йăтса çӳрерĕ. Лисук та хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ. Юрату тени иккĕшне те тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Ик-виçĕ уйăх хушши Марье аппа çамрăксем çине пăхса тăранаймастчĕ. Çук вĕт, кĕвĕçӳ юнĕ хĕрарăм куçне хупласах хучĕ. Ара, туй пулнăранпа ывăлĕ унпа ăшшăн калаçса та курман вĕт-ха.
Иван ир-ирех ĕçе тухса каять, каçхине ĕçрен таврăнать те вăхăтне мăшăрĕпе ирттерет. Чирлесех ӳкрĕ Марье аппа, ывăлĕпе, кинĕпе пуршăн-çукшăн хирĕçме пуçларĕ, чире персе килти ĕçсене тума пăрахрĕ. Иван ыйтнипе Лисук колхоз ĕçне тухма пăрахрĕ, килте аппаланчĕ. Мĕнле тăрăшсан та Марье аппана юрама ай-яй! йывăр иккенне ăнланса илчĕ вăл. Çапах та чăтрĕ. Ивана нимĕн те каласа памарĕ.
Çур çултан:
— Иван, йывăр çын эпĕ, часах ача çуралать пирĕн, — тесе пĕлтерчĕ Лисук.
Иван ăна ачашшăн ыталарĕ, йывăр ĕçсенчен сыхланма ӳкĕтлерĕ.
Çуркунне çитрĕ. Çĕр типсе çуркаланчĕ. Çурхи ĕçсем пуçланчĕç. Килте те ĕç çителĕклĕ: ĕне пăруланă, сурăхсем пăранланă, хурсем чĕпĕ кăларнă, сысна çăвăрланă… Марье аппапа кинĕ хушшинче ăнланулăх пĕтсех пырать, йĕмен кун та иртмест Лисукăн.
Мăнкунта Иванпа Лисука, Марье аппана куккăшĕ хăнана илсе кайрĕ, кунĕпех унта пулчĕç вĕсем. Куккăшсем патĕнче Лисуксен ялĕнчен те хăнасем пурччĕ. Вĕсенчен пĕринпе, ватăрах хĕрарăмпа, Марье аппа мĕскер çинчен-тĕр сĕре хĕрсе кайса калаçрĕ. Калаçнă хушăра Лисук çине шăтарасла пăха-пăха илчĕ. Аван мара туйса, Лисук чĕри хытăран-хытă тапма тытăнчĕ, пуçĕ çаврăннă пек пулчĕ.
— Иван, атя киле каятпăр, эпĕ хама начар туйма пуçларăм, — терĕ вăл мăшăрне.
Вĕсем пуринпе те сывпуллашса килне тухса утрĕç. Марье аппа хăнарах юлчĕ-ха.
Каçхи ĕçсене пĕтерсен Иванпа Лисук вырăн сарса çывăрма выртрĕç, амăшĕ халĕ те таврăнманнипе пăшăрханчĕç. Лисук мăшăрне пăянамăшпе килĕштерейменнине каласа кăтартрĕ, малашне çакăн пек пурнăçпа пурăнма хал пĕтсе пынине пĕлтерчĕ.
— Ан хăра, Лисук. Эсĕ аннепе пурăнмастăн вĕт, манпа пурăнатăн. Вăл каланисене хăлхуна ан чик, — йăпатрĕ мăшăрне Иван.
Çапла калаçса выртса мăшăр çывăрса кайнине те, тул çутăлнине те сисмерĕ. Чӳречерен хытă шакканă сасăпа иккĕшĕ те пĕр харăс вăранса кайрĕç Иванпа Лисук.
— Ай, Турă, Иван, тул çутăлнă вĕт, кĕтӳрен юлнă эпир, — кăшкăрса ячĕ Лисук.
Хăвăрт кăна тумланса Иван алăка уçрĕ. Пӳрте çил-тăвăл евĕр, Марье аппа чупса кĕчĕ.
— Намăссăр! Хĕвел тухичченех упăшкуна ыталаса выртатăн! Эсĕ те ухмах, ывăлăм! Пĕтĕм тĕнчене манса кайрăн! — çĕлен пекех чашкăрать Марье аппа.
— Анне, лăплан-ха, ăнлантар, мĕнле шăна çыртрĕ сана? — пĕлесшĕн пулчĕ Иван.
— Ача çураласса кĕтсе пурăнатăн апла? Пĕлетĕн-и эпĕ ĕнер мĕнле хыпар илтнине? Çак аскăн хĕрарăмăн сана качча киличчен урăх арçын пулнине пĕлтерчĕç мана!
— Пăянам, мĕн калаçатăн эсĕ? Турăран хăра, тархасшăн, — терĕ те Лисук картишне чупса тухрĕ.
— Арăму хутне кĕретĕн апла, мана шанмастăн? Нимĕнле сан ачу та мар унăн хырăмĕнче. Вăл сана улталаса пурăнать. Качча кайиччен алхаснă-алхаснă та тӳрĕ килнĕ чух сана качча кайнă. Ыранах хăваласа янă пултăр ашшĕ-амăш килне! — ура тапса кăшкăрчĕ Марье аппа.
Иван, халиччен амăшне хирĕç сăмах чĕнсе курманскер, çăварне шыв сыпнă пекех тăчĕ. Апат тумасăрах, мăшăрне шыраса тупса калаçмасăрах ĕçе тухса утрĕ.
Лисук куççуль çăта-çăта выльăхсене кĕтĕве ăсатрĕ. Картишĕнчи ĕçсене туса пĕтерсен куккăшсем патне кайрĕ, мĕн пулса иртнине каласа пачĕ.
— Ан йĕр, кин, ан йĕр, — лăплантарчĕ ăна куккăшĕ. — Пĕлетĕп Марье кăмăлĕ çав тери начаррине. Эпир те атте килĕнчен вăл хĕтĕртнипех уйрăлса тухрăмăр. Эпĕ кĕçĕн ывăл пулсан та Марьерен иртеймерĕç аттепе анне. Мĕн, эпир инкӳпе çав сала хĕрарăмĕн сăмахне шантăмăр тетĕн-и? Мĕншĕн-тĕр кураймасть вăл сана, кин.
— Турă умĕнче калатăп сире, кукка, инке. Эпĕ Иван умĕнче нимĕнпе те айăплă мар. Хырăмра та Иван ачи çитĕнет. Сирĕн инçетри тăванăрăн ывăлĕ мана качча илесшĕнччĕ. Ĕçкĕпе иртĕхнĕ каччă вăл, виççĕмĕш хут авланать ĕнтĕ. Эпĕ килĕшмерĕм. Çавăнпа мана вĕсем халь тавăрма шут тытнă.
— Ĕненетĕп сана, ан та тăрăш ăнлантарма. Лăплан пăртак, килне таврăн. Эпĕ Иванпа тĕл пулма тăрăшăп. Марье йăмăкпа та тепĕр хут калаçса пăхăп…
Çук, çемьери пурнăç йĕркене кĕмерĕ Михайловсен. Марье аппа кинне çăвар уçма памарĕ. Шăллĕ ăна тăна кĕртеймерĕ. Иван та амăшне пĕр сăмах хирĕç калаймарĕ. Ача çуралма тата пĕр уйăх юлчĕ. Кĕрхи кунсем çитрĕç. Ял халăхĕ тыр-пул пуçтарать, хăшĕ-пĕрисем çĕр улми ани çине те тухнă. Иван кĕрхи ĕçсемпе çыхланса киле те çĕрле анчах таврăнать, çутăлнă-çутăлман каллех тухса каять. Лисукăн хырăмĕ пысăклансах çитнĕ ĕнтĕ, пĕшкĕнме те аран-аран пĕшкĕнкелет. Чĕркуçленсе ларса урай çукалать. Паян акă çĕр улми ани çине тухрĕ авăр çăлма. Пĕчченех ĕçлет вăл ахлата-ахлата. Пăянамăш хăртнине итлесе лариччен пахчана тухас терĕ вăл. Марье аппа тĕпсакай тасатма аннă.
Майĕпен чĕркуçленетчĕ-ха Лисук, сасартăк пуçĕ çаврăнса кайрĕ те — çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Кăштах выртнă хыççăн аран-аран упаленсе ура çине тăчĕ, пӳртелле утрĕ. «Çук, пултараймастăп урăх, пӳрте кĕрсех выртатăп, пăянам хуть те мĕн калатăр», — хăйпе хăй калаçса утрĕ вăл. Пăлтăр алăкне уçса пӳрте кĕчĕ çеç:
— А-а-а!.. — тенĕ чĕрене ыраттаракан сасă янăраса кайрĕ пӳртре…
Лисук больница палатинче тин тăна кĕчĕ. Мĕн пулса иртнине те астумарĕ вăл малтанласа:
— Ача! Ача ăçта ман?! — кăшкăрса ячĕ вăл пĕтĕм пӳлĕме.
Палатăна сестрасем чупса кĕчĕç, тухтăра чĕнтерчĕç. Укол тунă хыççăн Лисук çĕнĕрен çывăрса кайрĕ.
Ун çумĕнче куççуль юхтарса Иван ларать, юр тĕслĕ Лисук аллине çупăрлать. Тепĕр тăватă сехетрен Лисук каллех тăна кĕчĕ. Ивана палласа илчĕ.
— Иван, ăçта эпĕ? Ăçта пирĕн ача? — тилмĕрсе ыйтрĕ вăл.
— Лăплан, чунăм, — терĕ Иван. — Турра шĕкĕр, хăв чĕрĕ юлнă. Ачи пулĕ-ха вăл тата та… — терĕ те куçĕсене Лисук куçĕсенчен тартрĕ. Мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе мăшăрне каласа пачĕ…
Марье аппа ылханăвĕ тинех пурнăçланчĕ. Çук, пĕрре те хуйхăрмарĕ вăл кинĕ тĕпсакайне анса кайса ачине виле çуратнăшăн. Тен, савăнчĕ те пулĕ… Тен, кинĕ вилессе те ĕмĕтленнĕччĕ-тĕр…
Тепĕр икĕ эрнерен Лисук сывалса килне таврăнчĕ. Марье аппа ăна ăшшăн та, сиввĕн те чĕнмерĕ. Иван вăл вăхăтра килте çукчĕ, района кайнăччĕ. Лисук больницăран таврăннă тумне улăштарчĕ, пĕчĕк сумкăна хăш-пĕр япалисене чĕркесе чикрĕ. Турăш умне чĕркуçленсе ларса виçĕ хутчен сăхсăхрĕ те пӳртрен тухса кайрĕ.
Иван нумайччен кайса çӳрерĕ Лисук патне килне таврăнма тархасласа, каçару ыйтрĕ. Çук, таврăнмарĕ Лисук мăшăрĕ килне, никама ылханмарĕ те. Ивана та, амăшне пăрахса хăварса, уйрăлса тухма ӳкĕтлемерĕ. Пĕлет вăл унăн çемçешке кăмăлне, витĕр пĕлет.
II
Виçĕ çул авланмасăр пурăнчĕ Иван. Марье аппа кампа кăна калаçса пăхмарĕ-тĕр ун пирки, çук, шăннă чуна ăшăтаймарĕ вăл. Иван ял хуçалăх институтне заочно вĕренме кĕчĕ, пушă вăхăчĕ татах та хĕсĕнчĕ. Çулталăкне икĕ хутчен, хĕлле тата çуркунне, сессисенче пулса килет, кăштах чунне уçăлтарать. Лисук ялтан тухса кайнине те илтрĕ вăл çынсенчен. Шупашкара ĕçе вырнаçнă, качча кайнă тет.
Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чух Иван Хурăнлăхран вун пилĕк çухрăмра вырнаçнă Слакпуç хĕрĕпе паллашрĕ. Нина кăçал вĕренсе пĕтерет, вăл та агрономи уйрăмĕнче. Кинона çӳрерĕç çамрăксем, экзаменсене хатĕрленчĕç. Çимĕк праçникĕ тĕлнелле туй туса пĕрлешме килĕшсе татăлчĕç — унччен Нина диплом илме ĕлкĕрет.
Марье аппа савăнсах кайрĕ ывăлĕ авланма шухăш тытнине илтсен. Пулас кинĕ институт пĕтернĕ çын, агроном пулни унăн кăмăлне хавхалантарчĕ. «Малтанхинчен ăслăрах пулăп, туй хыççăнах хама пăхăнса тăма, сума сума вĕрентĕп», — шухăшларĕ вăл. Пĕлет Марье аппа ывăлĕ унăн сăмахĕнчен иртейменнине, ăна пăрахма пултарайманнине.
Кĕçех кĕтнĕ кун çитет. Нина патшалăх экзаменĕсене ăнăçлăн тытса диплом илет, туя хатĕрленме тытăнать. Ашшĕпе амăшĕ Хурăнлăхри Марье аппасен çемйинче пулса иртнĕ мыскарасем çинчен илтме ĕлкĕрнĕ иккен. Вĕсем ăна лайăхрах шухăшласа пăхнă хыççăн тин качча кайма канаш параççĕ. Анчах та Нина Ивана чĕререн юратнине, ăна ĕненнине çирĕплетет. Ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр хĕрне телей сунмалли çеç юлать.
Сĕре чаплăн хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ Çимĕк праçникне хурăнлăхсем: пысăк кăмакара апат-çимĕç пĕçерсе, сăра лартса, ятарласа сурăх пусса…
Марье аппа та Михайловсен ятне çĕртесшĕн пулмарĕ ахăр слакпуçсем умĕнче: пĕр ватă сурăх тата икĕ çулхи вăкăрне пустарчĕ туй ячĕпе, виçĕ чӳлмек сăра лартса юхтарчĕ, пĕтĕм ял тăранмалăх апат-çимĕç пĕçерчĕ. Пĕлччĕр ял-йыш тата слакпуçсем Марье аппа хăйĕн пĕртен-пĕр ачишĕн мулне шеллеменнине!
Хурăнлăхсем виçĕ машина çине тиенсе Слакпуçне хĕр илме кайрĕç. Туйне ĕлĕкхилле, чăваш йăли-йĕркипе тума килĕшсе татăлнă икĕ енчисем те. Хĕр енчисем те пуян пурăнаççĕ иккен — хапхи урлă чăхă вĕçсе каçаймасть. Нумайччен тарăхтарчĕç хĕр енчисем каччă енчисене хапха уçса кĕртмесĕр. Çĕнĕ кĕрӳ виçĕ килограмм кĕмĕл укçа ывăтса парсан кăна алăкне уçса янă тет лешсем.
Çурçĕр тĕлнелле туй халăхĕ Хурăнлăха таврăнчĕ: малтан — хĕр енчисем. Иван куккăшĕн вунă çулхи ывăлĕ (туй каччи) хĕр енчисемпех ларса килнĕ иккен, ăна курсан ахăлтатсах кулчĕç кĕтме тухнисем.
Машина çинчен чи малтан Иванпа Нинăна антарчĕç. Вĕсем çăкăр-тăварпа кĕтме тухнă Марье аппапа унăн тăванĕсене чĕркуçленсе ларса пуç çапрĕç, кайран çĕнĕ кĕрӳ мăшăрне алă çинче пӳрте йăтса кĕчĕ. Туй халăхĕ вĕсем хыççăн юрла-юрла пӳртелле çул тытрĕ.
Çамрăк мăшăра хĕве хупма вăхăт çитрĕ. Вĕсем имене-имене картишĕнчи пĕчĕк пӳрте тухса кайрĕç, кĕнĕ-кĕменех ваттисем тул енчен çăрапа питĕрсе илчĕç.
Пӳрчĕ пĕчĕк пулсан та ăшă, çутă, таса. Пĕрремĕш каç выртмалли вырăнне те сарсах хунă иккен.
— Иван, çутта сӳнтер, вăтанатăп эпĕ салтăнма, — аран-аран илтĕнекен сасăпа каларĕ Нина.
Çамрăк мăшăр салтăнса вырăн çине кĕрсе выртрĕ. Шăп. Нимĕнле сасă та илтĕнмест. Шăрчăк сасси кăна çĕрлехи шăплăха хускатать…
Хĕвел тухсан кăна вăратрĕç çамрăк мăшăра. Çĕнĕ кин йăла-йĕркипе салма пĕçерсе çитерчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле слакпуçсем Нина япалисене леçме килчĕç. Ĕçкĕ-çикĕ çĕнĕрен хускалса кайрĕ…
Икĕ çул çитет кăçал Иванпа Нина пĕрлешнĕренпе. Нина колхозра хăйĕн специальноçĕпе ĕç çуккипе ял хĕрарăмĕсемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçре ĕçлерĕ. Иван та вĕренсе пĕтерсе аллине диплом илчĕ. Марье аппана иртĕхсе кайма кăштах мăнукĕ чарса тăрать тейĕн, шавласах каймасть-ха, хуçаланма юратсан та. Пĕчĕк Натали пурне те хăйĕн аллинче «тытать», утать ĕнтĕ, калаçкалать.
Иван вĕренсе пĕтерсен те бригадиртах ĕçлерĕ. Ĕçне аван пĕлет, ял халăхĕ ăна хисеплет.
Килте ларас килмест Нинăн ачапа, халăхпа пĕрле пулас килет. Çуллахи вăхăтра пĕр-пĕччен чĕкĕнтĕр çумлать, кĕркунне — кăларать. Темĕн тума та хатĕр Нина, пăянамăш мăкăртатни кăна ан илтĕнтĕр. Ĕçрен таврăнсан Наталипе йăпанма пулать, каçхине Иван килне таврăнать.
Çуркунне Нина тепĕр ача, ывăл, çуратса пачĕ. Аслашшĕне сума суса ăна Мишша ят хучĕç, пичĕ-куçĕ те аслашшĕн имĕш, Марье аппа сăмахĕпе.
Сĕре йывăрпа çуратрĕ Нина ывăлне, аран-аран вилĕмрен çăлса хăварчĕç ăна тухтăрсем. Çакăн хыççăн Нина ĕçе çӳреймерĕ, больницăра темиçе хутчен выртса тухрĕ. Марье аппана ку тарăхтарсах çитерчĕ курăнать.
— Эсĕ мĕн, ачусене çуратрăн та, чирлесен те юрать тетĕн-им, — тесе хучĕ пĕррехинче апат тунă вăхăтра.
— Пăянам, мĕншĕн ун пек хытă калатăн-ха? Ачасем манăн кăна мар вĕт-ха. Иванăн та. Санăн мăнукусем вĕсем, — терĕ Нина сассине хăпартмасăр.
Çак калаçуран Марье аппа шăртланса çӳреме тытăнчĕ. Кашни пĕчĕк сăлтавшăнах кинне айăплама пăхрĕ.
Кăштах çăмăл пулсанах Нина хĕрарăмсемпе ĕçе çӳрерĕ: чĕкĕнтĕр çумларĕ, кăларчĕ, килти ĕçсене те туса тăма тăрăшрĕ. Пăянамăшпе иккĕшĕн хушшинчи калаçусене Ивана каласа памарĕ вăл пурпĕрех.
Уçăлмалла тенĕ пек куккăшсем патне кайса килчĕ, сĕт леçсе пачĕ вĕсене, çăмăлтарах ĕçсем тума пулăшрĕ. Вĕсенченех вăл Иванăн пĕрремĕш арăмĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлчĕ. Сисет хĕрарăм, чунĕпе сисет пурнăçра малашлăх çути курăнманнине. Наталипе Мишша кăна çепĕç чĕлхисемпе чĕвĕлтетсе чунне уçаççĕ самаях чирлĕ хĕрарăмăнне. Вĕсемшĕн çеç пурăнать Нина тата Ивана юратать. Юратса качча кайнă вĕт-ха вăл ăна.
Тата пилĕк çул иртет çапла майпа. Нина больницăран та тухаймасть темелле. Натали пĕрремĕш класа каять, Мишша ултта кайрĕ ĕнтĕ.
Пĕррехинче Нина больницăран таврăнчĕ.
— Эпир сана вилнĕ-тĕр ĕнтĕ тесе пурăнатпăр. Пăхăр-ха, каллех сĕтĕрĕнсе килчĕ. Икĕ ача пăхса чун тухни çитмест, тата сана пăхса пурăнмалла! — терĕ Марье аппа кинĕ алăкран пырса кĕнĕ-кĕменех.
Нина пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Вăйĕ те çук калаçма, больницăран та çуранах утса çитнĕ вăл. Натали шкулта пулмалла, Мишша амăшне паллами те пулнă.
— Ывăлăм, эпĕ вĕт ку, аннӳ. Кил ман пата, чĕппĕм, — аллисене тăсса чĕнчĕ амăшĕ.
Мишша хăвăрт кăна асламăш патне чупса кайрĕ те ун çумне тĕршĕнчĕ.
— Эсĕ манăн анне мар, аппа. Акă манăн анне, — аллипе тăсса кăтартрĕ ача асламăшĕ çине.
Çапла каланине илтсен Нина хăйĕн чĕри татăлса аннăнах туйрĕ. Пуçĕ çаврăнса кайрĕ те урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Çакăн хыççăн Нинăна каллех больницăна леçрĕç…
Кăçал Мишша пĕрремĕш класа кайрĕ, пысăк ĕнтĕ. Натали те хăйĕн «амăшне» самаях пулăшакан пулчĕ. Асламăшне вĕсем иккĕшĕ те анне тесе чĕнеççĕ. Иван çавăнтах ĕçлет. Тасаланса, мăнтăрланса кайрĕ. Кӳршĕ ялта вăхăт ирттерме хĕрарăм та тупнă теççĕ. Нина патне больницăна та сайра-хутра çӳрерĕ. Нина больницăран тухсан Хурăнлăха таврăнмарĕ.
Пĕррехинче хĕллехи сивĕ кун Хурăнлăх ялĕнчи шкула палламан хĕрарăм пырса кĕчĕ. Учительсен пӳлĕмне кĕрсен кăна палласа илчĕç ăна — Нина иккен ку. Вăл ватăлса, ырханланса-типсе кайнă, çӳçĕ юр пек шуралнă мĕскĕн хĕрарăмăн.
— Каçарăр мана, тархасшăн, эпĕ ачасене курса каясшăн юлашки хут, — терĕ вăл чĕтрекен тутисемпе.
Шкул директорĕ ăна салтăнтарчĕ, вĕри чей ĕçтерчĕ, кăштах кансан Наталипе Мишша вĕренекен классене кайса амăшĕ килнине пĕлтерчĕ. Лешсем амăшĕ килнине илтсен хăвăрттăн чупса тухрĕç шкул коридорне. Анчах, вĕсен умĕнче пачах палламан «ватă» хĕрарăм тăнине курсан, хăранипе каялла тарса кĕчĕç.
Нина çавăнтах урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ:
— Хĕрĕм, ывăлăм… — теме çеç пултарчĕ вăл, çавăнтах ăна тытамак чирĕ тытса хутлатрĕ.
Ивана чĕнтерсе илсе Нинăна больницăна ăсатрĕç. Урăх вăл Хурăнлăха килсе кураймарĕ çакăн хыççăн.
Иванăн — хăйĕн пурнăç, çĕнĕ хĕрарăм. Вăл эрни-эрнипе килне те таврăнмарĕ, амăшĕпе ачисене те манса кайрĕ тейĕн. Нина çинчен асăнмарĕ те.
Марье аппа Наталипе Мишшана пăхса пурăнчĕ, калăн, унăн пурнăçĕнче нимĕнле хуйхă-суйхă та пулман. Хуçалăхĕ те çавах, выльăх-чĕрлĕхĕ. Ара, мĕнле усрамăн-ха çавăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал тата чăхă-чĕпĕ? Мĕн кирлине Иван машинапах тиесе килет. Кĕлечĕ-кĕлечĕпе тырă-пулă, çăнăх, кĕрпе-çарма, вутă-шанкă. Çĕр улмине колхозниксем лартса, çумласа, кăларса параççĕ. Пĕтĕм ял пулăшса пурăнать Михайловсене. «Тава тивĕçлĕ» бригадирăн амăшĕпе ачисене пулăшма кам хирĕçлесе тăтăр? «Алла алă çăвать» теççĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Çул хыççăн çул улшăнчĕ. Натали кăçал саккăрмĕшне, Мишша улттăмĕшне куçрĕ. Çимĕк уявĕ кăçал кая юлса çитрĕ — çурхи ĕçсем вĕçленсен, çут çанталăк симĕс тĕс ăшне путсан.
Вун икĕ çул çитет паян Иванпа Нина пĕрлешнĕренпе, вун икĕ çул… Çак хушăра кам-тăр мĕн чухлĕ куççуль юхтарман пулĕ, кам-тăр мĕн чухлĕ мул пуçтарман. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн шăпи. Кам-тăр çухатать, тепри тупать…
Хурăнлăха паян ир-ирех хурлăхлă хыпар илсе çитерчĕ пурнăç хумĕ. Нина вилсе кайнă иккен. Слакпуçран телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ правление. Колхоз председателĕ Ивана чĕнтерсе илчĕ.
— Иван Михайлович, тархасшăн, каçарăр, эпĕ сире çав тери хурлăхлă хыпар пĕлтеретĕп: Нина вилнĕ… — терĕ.
Иван хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ, лаша çине ларса килне кайрĕ.
Çемье апатра иккен: тин çеç кăмакаран кăларнă аш кукăлĕ çисе лараççĕ. Иван пырса кĕрсенех аллине çурĕ, васкамасăр, пуçне чиксе сĕтел хушшине ларчĕ.
— Анне, — терĕ вăл. — Нина вилсе кайнă. Пытарнă çĕре каймалла.
Марье аппа пĕр сăмах чĕнмесĕр ура çине тăчĕ те турăш çине пăхса хĕрес хучĕ.
— Эй, çӳлти Турă, илтрĕн иккен эс манăн сăмахсене, хăтартăн пире çав хĕрарăмран, — терĕ.
— Анне, мĕн калаçатăн эсĕ? Турăран хăра, ачасенчен те аван мар, — хушса хучĕ Иван.
— Мĕн аван марри пултăр, ачасенчен мĕн пытармалли пур. Вĕсем пурпĕрех чăн-чăн амăшĕн ăшшине туйса курман, — мăкăртатрĕ Марье аппа.
— Мĕнле пулсан та Нина вĕсен амăшĕ, пытарнă çĕре пирĕн каймаллах, — татса хучĕ Иван.
— Ниçта та ямастăп ачасене, эсĕ те кайнă ан пултăр! Пытарĕç-ха. Пирĕнсĕр пуçне те…
Калаçу çакăнпа вĕçленчĕ. Иван тарăхса çитнипе пӳртрен тухса кйрĕ.
Пĕтĕм Слакпуç халăхĕ пухăннă масар çине. Виçĕ сехет хушши Хурăнлăхран пытарма килекенсене кĕтрĕç çынсем. Кĕтсе илеймерĕç…
III
Çын хуйхи — çын хуйхи ĕнтĕ вăл. Калаçаççĕ-калаçаççĕ те — манса каяççĕ. Тата темиçе çул улшăнчĕ. Иван çаплипех-ха, чăпар куккук пек, ăçта ăшă — çавăнта пурăнчĕ. Çук, хăйĕн тĕп кил-йышĕ, хуçалăхĕ çинчен манмарĕ вăл, ачисене те питĕ хытă юратрĕ, амăшне те пăрахмарĕ.
Варук, Иван пурнăçĕнчи виççĕмĕш хĕрарăм, Карачăм ялĕнче ферма заведующийĕ пулса ĕçлет. Мăшăрĕ вунă çул каяллах чирлесе вилнĕ унăн. Икĕ ача, ватă амăшĕ пур. Хуçалăхĕ те Варукăн Иванăннинчен пĕртте кая мар.
Пĕррехинче Иван Варука Хурăнлăха куçма ыйтрĕ:
— Çук, Иван, манăн хамăн пурнăç — санăн хăвăн. Пурăнар-ха, куç курĕ унта. Манăн тарçăра ĕçлесе пурăнма пĕрре те кăмăлăм çук. Ачасене ура çине тăратмалла. Пире капла та начар мар, пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕмĕр, юрататпăр та…
Çапла каланă хыççăн Иван Хурăнлăхра пĕрле пурăнасси пирки урăх калаçу тапратмарĕ. Варук çилленме пултарать. Çилленме пултарать тенĕрен, Варукран пĕтĕм Карачăм ялĕ хăраса тăрать. Ун чунĕнче хура çĕлен пурăнать тейĕн: юратма та пĕлет, пичĕ-куçĕпе ытла ĕлккен пулмасан та, тахăш арçынна та пĕрре пăхса анратма пултарать. Кăмăлĕпе — кĕрхи çанталăк: çавăнтах ыталаса илсе антăхиччен чуп тăвать, çавăнтах, кăмăлне юраймасан, сăтăрса яма та именмест… Варука ăнланма питĕ йывăр, çавăнпа Иван сĕре асăрхануллă пулса пурăнчĕ унпа.
Хуçалăхсенчи çурхи-кĕрхи ушкăнпа тумалли ĕçсене пĕрле турĕç: малтан Варуксенне, пĕтерсен — Ивансенне.
Иван кăмăлĕ улшăнса пыни сисĕнчĕ: амăшне хирĕç те калаçкаларĕ, кăштах мухмăрласан — намăссăр сăмахсемпе те хăртма пултарчĕ. Хĕрĕпе ывăлне кăна вăл пуринчен те ытларах юратрĕ, вĕсемшĕн пурăнчĕ. Варук пекех, çын çине кăларасшăн, ура çине тăратасшăн.
Марье аппа Варука темиçе хутчен те курнă ĕнтĕ, çĕр улми акма-кăларма килсен е тепĕр чухне. Унăн кăмăлне те ăнланса илчĕ. Халиччен хире-хирĕç калаçу пулман-ха, питĕ асăрхануллă тытать хăйне Марье аппа Варукпа курнăçнă вăхăтра. Хуçалăхра карчăка йывăр пулсан та Иван пĕр-пĕр кун Варука хăйсем патне пурăнма илсе пырасран чĕтресе пурăнчĕ Марье аппа.
Пĕлместпĕр çав ыранхи пурнăçа — темĕн пулать? Телей кĕтетпĕр пулас малашлăхран. Варук икĕ ачине те салтака ăсатрĕ, ватă амăшĕ чирлесе çĕре кĕчĕ. Килти хуçалăха та, колхоз фермине те тытса пыма питĕ йывăр ăна. Унăн кăмăлĕ хуçăлчех, Хурăнлăха куçса кайма килĕшрĕ.
Çук, нимĕнле туй та тумарĕç вĕсем, хăнасем те пуçтармарĕç. Килти япаласене, выльăх-чĕрлĕхĕпе кайăк-кĕшĕкне пурне те Ивансем патне куçарчĕç. Вырăнĕ нумай Хурăнлăхра, пĕтĕм кас выльăх-чĕрлĕхне вырнаçтарма пулать вĕсен картишĕнче. Иванпа Варук малти пӳртре, Наталипе Мишша вăтамминче, Марье аппа кайри пӳртре пурăнма тытăнчĕç. Апат-çимĕç картиш варринчи пӳртре пĕçереççĕ, выльăх-чĕрлĕх апачĕ те çавăнта пиçет. Варук валли ĕç тупăнчĕ Хурăнлăхра, сысна ферми заведующийĕ пулса ĕçлеме тытăнчĕ.
Наталипе Мишша лайăхах йышăнчĕç Варука хăйсен кил-йышне — аппа тесе чĕнеççĕ. Çĕнĕ çемье хăйĕн пурнăçĕпе пурăнма пуçларĕ.
Çуркунне, çĕр улми анисене сухаланă вăхăтра, пулса иртрĕ ку ĕç. Ял халăхĕ акана хатĕрленет: вăрлăх касать, удобрени сапать, кӳршĕ-аршăсем тин сухаланă анасен чиккисене палăртса тухнă. Варукпа кӳршĕ арăмĕ тăрăшсах йĕр туртаççĕ: пĕри ана леш пуçĕнче тăрать, тепри ун çинелле пăхса вĕтĕ-вĕтĕ утăмсемпе йĕр тăвать. Паллах, çип çапнă пек тӳп-тӳрĕ йĕр тăваймастăн ĕнтĕ, кукăрăлчăкĕсем те пулаççĕ-тĕр.
Кăнтăрлахи апата кĕрсен Варук чӳречерен пăхать те — курах каять. Пăянамăшĕ çĕр улми ани çинче темĕн аппаланать: чĕркуçленсе ларнă та саппун арки çине тăпра тултарать, тепĕр çĕре кайса тăкать, татах чĕркуçленсе ларать… Нимĕн те ăнланмарĕ-ха Варук, пăянамăшĕ пӳрте кĕрессе кĕтрĕ.
— Пăянам, мĕн чăхă пек чакаланатăн эсĕ ана çинче, ылтăн тупмарăн-тăр? — тесе ыйтрĕ лешĕ апата кĕрсен.
Марье аппа куçĕсене тавăрса пăрахрĕ.
— Сана нимĕн те кирлĕ мар, янтă çĕре пырса кĕтĕн те… Анасем хушшинчи чикĕ тӳрĕ мар пулнă вĕт, кукăрĕсем ытларах кӳршĕсен еннелле тухнă. Çавсене тӳрлетсе çӳрерĕм, тăприне хамăр ана çинелле куçартăм.
Варук чăтаймарĕ, ахăлтатса кулса ячĕ. Çак куна çитсе вĕсем кӳршĕсемпе çĕр уйăрса курман.
— Пăянам, çынна култарар мар-ха тăпрана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарса. Пурне те çитет çĕр, кайран, çĕр улми лартса пĕтернĕ хыççăн, икĕ ана хушшинче хăйпе хăй пулса юлать вăл чикĕ, — терĕ кинĕ Марье аппана.
— Санăн ĕç çук унта. Пирĕн хуçалăхра хуçа пулма иртерех-ха. Эсĕ пирĕншĕн никам та мар, — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ карчăк.
— Тархасшăн, эпĕ хуçа пулма шутламан та, шутламастăп та. Хăвна шеллесе çеç каларăм, çавă кăна. Кӳрентертĕм пулсан, каçар, тархасшăн, — терĕ кинĕ.
Калама каларĕ те Варук ку сăмахсене, çапах та, Марье аппа калани унăн чĕрине вырнаçмаллипех вырнаçрĕ, йĕппе чикнĕн туйăнчĕ.
Тепĕр кун, кăнтăрлахи апата таврăнсан, Варукпа Марье аппа хушшинче пĕрремĕш пысăк тавлашу пулса иртрĕ. Кинĕ хапха алăкне уçнă-уçманах:
— Эсĕ выльăх-чĕрлĕхсене шывсăр типĕтсе вĕлересшĕн-и? Килте пĕр тумлам шыв çук. Ĕçе кайиччен пушă савăт-сапана тултарса хăвар малашне, — терĕ вăл тулхăрса.
Ĕçри пăтăрмахсемпе кăмăлне пăсма ĕлкĕрнĕ Варук çапла каланине илтсен хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ, аллине икĕ витре тытрĕ те пӳрт умĕнчи пусăран шыв йăтма тытăнчĕ: картишĕнчи, пӳртри савăт-сапана шыв тултарчĕ. Апат çимелли чашăк-тирĕксем, стакансем, черккесем таранччен шывпа тулса ларчĕç. Юлашкинчен, Варук, икĕ витре сивĕ шыва Марье аппа тăрăх ячĕ. Витрисене ывăтса ячĕ те фермăна тухса кайрĕ. Марье аппа çăварне карса пăрахрĕ те чул палăк пекех хытса кайрĕ. Кăштах тăнă хыççăн:
— Кăравул! Пулăшăр!.. — теме çеç пĕлчĕ.
Çак мыскара хыççăн Марье аппапа Варук уйăх пĕр-пĕрне чĕнмесĕр пурăнчĕç. Иван вĕсен хушшине кĕмерĕ. Нимĕн пулман пекех, пурнăç малалла шурĕ.
Раштавра Иванпа Варука леш касра пурăнакан кумĕсем хăнана чĕнчĕç. Каяс терĕ мăшăр, мĕн тунсăхласа ларас килте. Хĕллехи каçсем ахаль те вăрăм, çывăра-çывăра ывăнма пулать. Пӳрт алăкĕсене тул енчен питĕрчĕç. Марье аппана, ачисене çĕр варринче вăратас мар терĕç. Самаях пулчĕç вĕсем хăнара, хĕрĕнкĕленчĕç те.
Кушак пек, пĕр сасăсăр кĕчĕç пӳрте, салтăнса вырăн çине выртрĕç. Эрех ĕçсе шĕвелнĕ юн выртнă-выртман çывăрттарса ямарĕ пулмалла мăшăра. Иванпа Варук вăрттăн лăх-лăх кула-кула пĕр-пĕрин çумне çыпçăнма тытăнчĕç, юрату вăййине пуçласа ячĕç…
— Намăссăрсем! Сире тăватă ача çитмест, тепĕр ача çуратасшăн! — илтĕнсе кайрĕ пӳртри шăплăха çурса кравать айĕнчен Марье аппа сасси.
Иванпа Варук хăранипе пĕр-пĕрин çумне çыпçăнсах ларчĕç, нимĕн тума пĕлмеççĕ. Мĕн пулса иртнине ăнкарса илчĕ те Иван, тумланмасăрах сиксе тăчĕ. Çутă çутмасăрах амăшне хăйсем çывăракан кравать айĕнчен сĕтĕрсе кăларчĕ, алă вĕççĕн йăтса кайса кайри пӳртри кравать çине çӳлтенех пăрахрĕ.
Наталипе Мишша та сасăпа ыйхăран вăранма ĕлкĕрнĕ:
— Атте, мĕн пулнă аннене, мĕншĕн кăшкăрать вăл çĕр варринче? — ыйтрĕ Натали ашшĕнчен.
— Нимĕнех те пулман, çывăрăр, усал тĕлĕк тĕлленнĕ курăнать, — терĕ те ачисене витсе, алăксене хупса мăшăрĕ çумне кĕрсе выртрĕ.
Варук, шăннă выçă йытă пек, чĕтресе выртать, пĕр сăмах та чĕнеймест, Иван ăна лăплантарма тăрăшрĕ, ачасем вăраннине систерчĕ. Çук, канлĕн çывăрасси пулмарĕ кĕçĕр Иванпа Варукăн.
Çутăлсан та калаçмасăрах кам ĕçе, кам шкула тухса утрĕ, ирхи апат çиесси те пулмарĕ. Марье аппа вырăн çинчен тăмарĕ, пурте тухса кайсан çеç тăрса тумланчĕ те картишне тухрĕ. «Кăтартăп эпĕ ăна манăн килте хуçаланма, кăтартăп! Çак мыскара хыççăн писетех вăл пирĕн çемьерен, тухса каятех каялла», — мăкăртатса çӳрерĕ вăл выльăх-чĕрлĕхсене пăхнă май.
Варук ĕçре те хăйне хăй лăплантараймарĕ. Мĕн çинчен кăна шухăшламарĕ-ши вăл: килне пăрахса Хурăнлăха куçса килнĕшĕн те ӳкĕнчĕ, ыранах каялла кайма та шухăш тытрĕ… Çук, уйрăлаймасть вăл Иванран, уйрăлаймасть. «Тен, Ивана уйрăлса тухма ӳкĕтлес?» — пырса кĕчĕ унăн пуçне пĕр шухăш.
Киле таврăнса каçхи апат пĕçерчĕ, ачасене апатлантарчĕ. Иван ĕçрен таврăнман-ха. Марье аппа çав кунран çемьепе пĕрле апата лармарĕ. Юри ывăлĕ таврăннă çĕре типĕ çăкăр çисе ларса та пăхрĕ, чирлем пекки те турĕ. Çук, калаçмарĕ унпа Иван.
— Иван, — терĕ Варук апат хыççăн. — Атя пирĕн пата таврăнатпăр. Эпĕ чăтса пурăнаймастăп урăх, мĕнле те пулин хăрушă ĕç туса хума пултаратăп, — йăлăнчĕ вăл йĕре-йĕре.
— Чăтмах тӳр килет, Варук. Çынсем мĕн калĕç? Натали кăçал вăтам шкул пĕтерет. Мишша та ӳссе çитнĕ ĕнтĕ, каччă пулнă темелле. Санăн ачусем те салтакра, тепĕр çултан асли таврăнмалла, — терĕ Иван Варука пуçĕнчен шăлса.
…Хĕл кăçал ытла сивĕ, типĕ килчĕ. Çавăнпа та çуркуннене аран-аран кĕтсе илчĕç ял çыннисем. Çут çанталăк вăранса симĕс тумне тăхăнчĕ, улма-çырла йывăççисем шурă пĕркенчĕк айне пулчĕç.
Ялта ĕç нихăçан та пĕтмест, тупăнсах пырать, уйрăмах çуркунне. «Çурхи кун çулталăк хушши тăрантарать» тенине ял çынни нихçан та манса каймасть, çывăрмасăр-канмасăр ĕçлеме хатĕр. Иванпа Варукăн та ĕç нумай: Карачăм ялĕнче те, Хурăнлăхра та… Киле вĕсем çĕр выртма анчах таврăнаççĕ ку вăхăтра, пур çĕре те çитмелле.
Марье аппана килте ирĕк, пĕр-пĕччен аппаланать хуçалăхра. Наталипе Мишшана шкула ăсатмалла, кĕтсе илмелле. Юратать вăл вĕсене, чунне пама хатĕр вĕсемшĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «анне» тесе чĕнеççĕ мăнукĕсем, вăл мĕн хушнине яланах пурнăçлама тăрăшаççĕ, юратаççĕ.
Çурхи ĕçсенчен кăштах пушансан, Варук кил-хуçалăхри ĕçсене пуçăнчĕ: нумаях пулмасть пӳрт ăш-чиккине çуса тасатрĕç вĕсем Наталипе, тум-тирсене, вырăнсене хĕвел çине кăларса типĕтрĕç. Наталипе вĕсем туслашма ĕлкĕрнĕ тесен тĕрĕсех те пулмасть пулĕ, анчах çак куна çитсе пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман.
Мишшапа та çаплалла, арçын ача ытларах ашшĕпе çеç калаçкалать, канашлать.
Урамра хĕртсе хĕвел пăхать, ăшă, лĕм çил те çук. Варук урамран типме çакнă япаласене пуçтарса кĕчĕ те кайри пӳртри сĕтел çинче утюгпа якатма тытăнчĕ. Иван — ĕçре, ачасем — шкулта. Марье аппа çереме хур чĕпписем сыхлама кайнă. Аванах якатрĕ вăл, купи-купипе пухăнса пычĕç япаласем. Иртенпе çимен хĕрарăмăн çиес килсе кайрĕ. Тытăннă ĕçе туса пĕтерес тесе юлашки япаласене якататчĕ Варук пăянамăшĕ пырса кĕнĕ çĕре.
— Кăнтăрла çитет, эсĕ халь те япала якататăн-им вара? Апат çинчен кам шухăшламалла? Майласа хунă апата та пĕçерме лартаймастăн. Электричестви мĕн чухлĕ пĕтет тата, ĕлĕк эпир йĕтĕрпех якатнă япаласене, — терĕ те вăл утюг шнурне розеткăран туртса кăларчĕ.
Варукăн куçĕсем хуралса кайрĕç, юнпа тулчĕç, пĕтĕм кӳлепипе чĕтреме тытăнчĕ вăл.
— Ах, ват супнă! — кăшкăрса ячĕ Варук. — Эсĕ хăçанччен ман юна ĕçетĕн-ха? Тухатмăш карчăк! Чăтма пултараймастăп ку мăшкăла урăх! Вилме маннă ват супнă! — терĕ те Варук вĕри утюгпа Марье аппана тăнлавĕнчен хытă кăна çапрĕ. Карчăк урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Варук пăянамăшне тата темиçе хутчен пуçĕнчен вĕри утюгпа чышрĕ, урисемпе таптарĕ, çӳçĕнчен лăскарĕ. Утюга урайне ывăтса ярса аллине пуртă ярса илчĕ те карчăк мăйĕ çине пĕтĕм вăйĕпе лартрĕ. Марье аппа пуçĕ айккинелле сирпĕнсе кайрĕ, пĕтĕм урай юнпа çăвăнчĕ. Варук тĕпсакай хăмисене уçрĕ те карчăк пуçĕпе кӳлепине аялалла сирпĕнтерчĕ. Тискер кайăка çаврăннă хĕрарăм нимĕн тума пĕлмен енне урайĕнче выртакан утюга ярса илчĕ те хăйне хăй пуçĕнчен çапма тытăнчĕ, урайĕнчи юн кӳлленчĕкĕ çине кайса ӳкрĕ.
Пĕр çулталăк иртрĕ ĕнтĕ Хурăнлăхри çак хăрушă ĕç пулса иртнĕренпе. Варука вун пилĕк çула тĕрмене хупрĕç. Натали вăтам шкул пĕтерсе медицина училищине вĕренме кĕчĕ, Мишша 9-мĕш класра вĕренет. Ял халăхĕ çаплах лăпланмасть-ха: пĕрисем Ивана айăплаççĕ, теприсем — Марье аппана. Варук хутне кĕрекенсем те, ăна айăплакансем те пур. Кил- хуçалăха тытса пыма, çуса тасатма, апат-çимĕç пĕçерме ачасем çитĕннĕ ĕнтĕ. Иванăн йăмăкĕ те вĕсем патĕнчен тухма пĕлмест, мĕн вăй çитнĕ таран тĕлĕкри пек пурăнать, кама шеллемеллине те пĕлмест. Юрать-ха, ачисем çитĕннĕ, вĕсемпе чунне пусарать, атту тахçанах хăй çине алă хумалли шухăшпа пурăнать.
Акă Натали те фельдшер дипломне илсе яла таврăнчĕ, ашшĕне качча каясси çинчен пĕлтерчĕ. Пулас мăшăрĕ район центрĕнче шофер пулса ĕçлет иккен. Мĕн калăн, пурнăç Варук тĕрмерипе, Марье аппа вилсе выртнипе чарăнса тăмасть. Хăй телейне тупайман пулсан та халĕ Иванăн ачасен телейĕшĕн пурăнмалла. Вĕсем йăмăкĕпе туя хатĕрленме тытăнчĕç.
Натали туйĕ чиперех иртрĕ, савăнăçлă. Çамрăксем ытларахчĕ туйра. Слакпуçран чăн-чăн амăшĕн, Нинăн, йăмăкĕсем те килнĕччĕ туя, чĕнмесĕрех. Сĕре пысăк парне пачĕç амăшĕн ячĕпе çĕнĕ мăшăра. Нина йăмăкĕ парне панă чух каланă пехил сăмахĕ пĕтĕм туй халăхне йĕртрĕ. Натали те амăшне асăнса нихăçан йĕменнине йĕчĕ, пытарма кайманшăн, шкулта амăшĕнчен тарса пытаннăшăн хăйне, асламăшне хăй ăшĕнче айăпларĕ.
Çамрăксем хулана ĕçе вырнаçрĕç, тĕп киле Мишша çеç тăрса юлчĕ. Унăн кăçал салтака каймалла. Çавăнпа вăл хулана тухса каяс темерĕ, ашшĕне пĕр-пĕччен пăрахса хăварма шел пулчĕ ăна, колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хучĕ.
Кĕрхи сивĕ кунсем пуçланчĕç, çанталăкĕ типĕ тăрать. Тепĕр эрнерен Мишшан салтака каймалла. Пысăк ĕçкĕ-çикех пуçтармарĕ Иван ывăлне ăсатнă ятпа, çамрăксем пухăннăччĕ, тăванĕсем пынăччĕ. Сĕре йывăрпа уйрăлчĕç ашшĕпе ывăлĕ: сасăпах йĕчĕç вĕсем уйрăлнă чухне…
Мишша Афганистана çакланнă иккен. Малтанах ултă уйăха яхăн çыру илеймерĕ Иван ывăлĕнчен, пăшăрханма тытăннăччĕ ĕнтĕ. Паян вăл унран пĕрремĕш çыру илчĕ. «Юратнă аттеçĕм, — çырать ывăлĕ, — маншăн ан пăшăрхан, икĕ çул сисĕнмесĕрех иртĕ. Хăвна ху упра, ан кулян, ан чирле», — вĕçлет хăйĕн çырăвне Мишша. Иван куçĕсем куççульпе хупланчĕç, пуçне минтер çине хурса, çырăва чĕри çумне пăчăртаса ĕсĕклесех йĕчĕ вăл пӳртре.
Наталипе кĕрӳшĕ кашни канмалли кунсенчех килеççĕ. Вĕсен часах ача çуралмалла, пурăнма пӳлĕм те уйăрса панă вĕсене завод. Иккĕшĕ те пĕр çĕрте ĕçлеççĕ. Юлашкинчен килнĕ чух Натали ашшĕпе сĕре йывăрпа уйрăлчĕ. Тепĕр уйăхран-уйăх çурăран ача çуралмалла, паллах, пăшăрханать вăл, хăрать.
— Хĕрĕм, пурте йĕркеллех пулать, ан хăра. Эпĕ саншăн Турра пуç çапса пурăнăп, пулăшу ыйтăп. Ача çуралсанах телеграмма парса пĕлтерĕр, — терĕ вăл ăсатнă чух.
Тепĕр уйăх иртсен Иван чăнах та телеграмма илчĕ. Савăннипе аллисем чĕтреççĕ хăйĕн. Вуласа тухрĕ.
— Турăçăм! Мĕншĕн çав териех çунтаратăн-ши ватăлас кунăмра? — тесе картишĕнчех чĕркуçленсе ларчĕ, шăннă çĕре пӳрнесемпе чакалама пуçларĕ.
Натали çуратнă чухне вилсе кайнă иккен, ачине те çăлса хăварайман тухтăрсем. Вĕсене иккĕшне те çума-çумăн ял масарне пытараççĕ.
Мишшаран та урăх çыру илеймерĕ Иван, пач çухалчĕ унăн ывăлĕ. Çуркунне киле таврăнмалла салтакăн, нумай юлман, çур çул кăна. Çĕнĕ çул умĕн Ивансем патне почтальонка килсе телеграмма парса хăварчĕ. Паллах, вуласа тухнă ĕнтĕ вăл унта мĕн çырнине. Нумай тăмарĕ хĕрарăм, Иван вулама тытăничченех пуçне усса пӳртрен тухса кайрĕ.
«Уважаемый Иван Михайлович! Ваш сын Михайлов Михаил Иванович геройски погиб при исполнении служебного долга…» — вуласа пĕтереймерĕ Иван телеграммăна, тăнне çухатса урайне кайса ӳкрĕ.
Эпилог
Хурăнлăх ялĕ варринче, тĕп урамра, пĕр çӳллĕ кăна çĕнех мар çурт ларать. Тахçанах, вунă-вун пилĕк çул каялла сăрланă сăрăсем те çулсем иртнипе, сивĕсемпе, çилсемпе, çумăрсемпе, хĕвелпе шуралса кайнă, хăпаланнă. Тахçан крепость пек ларакан хапха юписем те пĕр еннелле тайăлнă. Пӳрт умĕнче сип-симĕс курăк ӳсни те ку хуçалăхра нумай вăхăт хушши выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраманнине пĕлтерет. Хапха кĕтессинче вырнаçнă пĕчĕк кăна тайлăк пӳрт умĕнчи пусă тараси те хуçăлса аннă. Тахçтанпах шыв ăсманни паллă, пусă пури пăнтăхса-мăкланса кайнă, мăкăрăлса тухнă.
Пӳрт умĕнчи самаях çĕрме ĕлкĕрнĕ сак çинче старик ларать. Пуçне кивĕ шлепке тăхăннă, икĕ аллипе ал туйи çине тайăннă. Инçетелле тинкерет.
Иван Михайлович Михайлов ку, çак кил-çуртăн хуçи. Пĕр-пĕччен пурăнать вăл: арăмĕ те, ачисем те, мăнукĕсем те çук мĕскĕн старикĕн.
Пулнă вĕсем унăн пурнăçĕнче, пурте пулнă. Тен, амăш «пилĕпе» пурнăç мăшкăлĕ пулса юлнă вăл ватăлас кунĕсенче? Тен, ытла та пысăк, этемлĕх каçарма пултарайман çылăхĕсемшĕн çут тĕнчерех тамăкри пек çунать?
Çапма пĕлмен пушă хуçине пырса çапнă теççĕ чăвашсем. Çак сăмахсем унăн пурнăç шăпипе çыхăннă евĕрех туйăнаççĕ. Ахальтен мар ваттисем çынна усал сунма, уншăн шăтăк чавма хушман. Çав шăтăка хăвах кайăн тенĕ. Хаярлăх вăрлăхĕ хаярлăх çеç çуратать. Кун çумне мĕнех хушса калăн-ха? Пурнăç пире яланах ырă пулма вĕрентет. Шел, чылай чухне эпир çакна шута илме пĕлместпĕр.