Юратуçăм! Пĕр сана шыратăп
Эс ăçта çӳретĕн çак таран?
Эп вилсен те пурпĕрех юратăп,
Сан патах-çке пырăп тупăкран
Григорий Илепер.
I
— Марина, эпĕ йăмăк патне кайса килес тетĕп-ха, — терĕм тантăшăма ĕç пĕтерсе радио çуртĕнчен тухсан.
— Мана пăрахса хăварасшăн-и вара? — куçне вылятрĕ тусăм.
— Пуçра та пулман унашкал шухăш. Пĕрлех каятпăр, — аллинчен тытрăм ăна.
Эпир троллейбуссем чарăнакан тĕле утрăмăр. Пире кирлĕ транспорт часах чарăнчĕ те, салона кĕтĕмĕр. Темшĕн пĕтĕмĕшĕ, ватти те вĕтти те, куçĕсемпе тӳрех манăн чĕркуççинчен чылай çӳлерехри юбка айĕнчен курăнакан çара урасем çине тăрăннăн туйăнса кайрĕ те, пите хĕрлĕ сăн çапнине сисрĕм. «Ах ку кĕске юбкăна! Мĕншĕн тăхăнатăп-ши ăна пĕрех хут?» — тарăхрăм хама-хам. Марина мана айăкран чавсипе çын сисмелле мар кăлт тĕкрĕ те:
— Люба, сана хыçалти кĕтесри каччăсем куçĕсемпе çисех яраççĕ, — терĕ.
— Атя малти ларкăч çине кайса ларатпăр, — текех тӳссе тăраймарăм эпĕ.
Хыпаланса унта пырса вырнаçрăмăр. Хамăра кирлĕ чарăнура çĕмрен пек тухса сирпĕнтĕм троллейбусран.
— Люба! Мĕскер эсĕ? Хыçран пушăпа хăвалаççĕ-им сана? Эпĕ пурри çинчен те пач мантăн пулас? — илтрĕм кăштахран мана хăваласа çитнĕ Маринăн сассине.
— Марина, тусăм, иçмасса эсĕ те пулин вăрçмастăн вĕт-ха мана çак кĕске юбкăна тăхăннăшăн... Халь хамран-хам тарас пек ыткăнса пыратăп ав. Троллейбусри куçсенчен именнипе çĕр тĕпне анса каяс вĕçне çитнĕччĕ, тупата, — çĕтĕлтĕм эпĕ тантăшăма айăпсăрах айăпласа.
Анчах Маринăн кӳренесси асра та пулмарĕ пулас.
— Люба, калаçатăн та кирлĕ мара. Санăнни пек урасемпе Мускаври чипер пикесен конкурсĕнче те намăс курас çук. Куç хитрине юратать тенине илтмен-им? Эсĕ вара çавăн пек хитрелĕхе вăрăм юбка айне пытарасшăн. Ăмсанса пăхаççĕ-çке санăн урусем çине, е çавна та сисместĕн-и? — хăвăрт-хăвăрт калаçрĕ вĕтĕрти чĕлхеллĕ тусăм.
— Юрĕ, юрĕ, Марина, санăнни пек пултăр. Эсĕ мана пурпĕр япăххине калас çук, — куларах пӳлтĕм эпĕ тантăшăма парăннă саспа.
Кĕçех палланă общежити умне çитсе тăтăмăр.
— Пире хăваласа кăларса ямаççĕ-и унтан? — те чăнласа, те шӳтлесе ыйтрĕ Марина.
— Ан аташ. Вĕренӳ вăхăтĕнче çеç иккĕмĕш тăван кил-им вара вăл пирĕншĕн? Халь эпир хăнана килнĕ-çке, — лăпкăн хуравларăм эпĕ.
Хуралта паллакан вахтерша Анук аппа ларать. Пуçне çĕклемесĕр нуски çыхать хăй.
— Сывă-и, Анук аппа? Ларатпăр-и? — сывлăх сунтăмăр çамрăках мар хĕрарăма.
— Сывах-ха, хĕрĕмсем, сывах. Эсир хăнана килтĕр-и? Иртĕрех, кĕрĕрех, маттурсем, — тараватлăн пуплеме пикенчĕ пирĕнпе Анук аппа.
Эпир ăна тав туса вахтăран иртрĕмĕр те тăваттăмăш хута хăпартăмăр.
Йăмăкăм, Лада, кăçал шкул пĕтернĕскер, халь университета кĕме хатĕрленет. Пĕр уйăха яхăн тăсăлакан хатĕрленӳ занятийĕсем пыраççĕ аслă шкулта. Вĕсем, пĕр пӳлĕмре пурăнакан виçĕ хĕр-тантăш, çавăнта çӳреççĕ.
— Салам, хĕрсем! Мĕнле пурăнатăр? Мĕнле сывлатăр, мĕн çиетĕр? — шӳтлĕ-мĕнлĕ саламласа тĕпелелле иртрĕмĕр эпир.
Пӳлĕм ăш-чиккийĕ студентсем пурăннă чухнехи пек хăтлă мар. Çиелтен утиялпа витсе хунă виçĕ кравать, çиттисĕр сĕтел, икĕ пукан, тумбочкăсем. Чӳрече карри вуçех те çук. Ун вырăнне хĕрсем кантăка яриех уçса хунă, июль уйăхĕн сар çу пек хĕвелĕ шарлантарать кăна, пӳлĕмри сывлăша пушшех те пăвлантарать.
— Ай-уй, пиçсе вилместĕр-и эсир, хĕрсем? Мĕншĕн сире карă тавраш паман вара? — çак сăмахсемпе тусăм пӳлĕмрисемпе паллашса-туса тăмасăрах чӳрече çывăхне пырса тăчĕ.
Йăмăкăм, эпир кĕтмен çĕртен пат персе аннишĕн хĕпĕртенĕскер, ним калама аптранăн тăрать.
— Ну мĕнлерех пырать вĕренӳ? — ыйтрăм эпĕ кашнийĕн ĕçĕпех кăсăкланакан саспа. — Марина, паллаш, ак ку — манăн йăмăк Лада.
Хĕрсем пĕри Галя, тепри Альбина ятлă пулчĕç. Именеççĕ иккĕшĕ те. Эпир Маринăпа виççĕмĕш курса куçнă студентсем, хальхаççăн радиора тăрмашакан журналист-практикантсем пулнине пĕлсен тинех чĕлхисем салтăнчĕç ĕнерхи шкул ачисен. Ара, хуть мĕн кала та — пулас студентсем-çке хăйсем те.
— Лада, пирĕн çиес килет. Чупса пыраканнине такăнтарса ӳкермелли мĕн те пулин пур-и сирĕн? — ыйтрăм эпĕ кăштах ун-кун çинчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн.
Йăмăк аванмарланнă пек пулчĕ те:
— Ой, Люба, шăп та лăп çăкăр та пĕтсе çитнĕ пирĕн. Лавккана тухас тесе пуçтарăнсаччĕ те... — терĕ.
— Хамах чуптарса килем-и эппин? — сĕнтĕм эпĕ.
Вара мĕн илмеллине ыйтса пĕлтĕм те нумай вакласа тăмасăрах пӳлĕмрен тухса чупрăм.
Çăкăр, сĕт-турăх туянса магазинтан каялла тухрăм кăна хĕвел каллех ним шелсĕр çунтарма пуçларĕ. Çурăм çине сапаласа янă пилĕк таран çӳçĕм тĕм хура пултăран-тăр, çатма çинчи пăрçа пекех туйрăм хама. «Шăрăх пуличчен сивĕ пултăр-и пĕрех хут», — тесе тарăхса пыраканскер, эпĕ хама хыçалтан вырăсла кăшкăрса чĕннипе шартах сикрĕм.
— Чиперккеçĕм, тăхтăр-ха!
Общежити алăкĕ патне пыракан картлашкасемпе чупсах хăпараттăмччĕ те çаврăнса пăхмарăм. «Каллех çак кĕске юбкăна пула! Çĕр çăттăрччĕ ăна! Кама кирлĕ пултăм-ши ĕнтĕ çав таранах?» — умлă-хыçлăн çиçĕмле хăвăртлăхпа вĕлтлетрĕç пуçăмра шухăшсем.
— Тархасшăн, тăхтăр-ха ĕнтĕ... — илтрĕм каллех çав сассах.
«Тен, кама та пулин чĕнсе пама ыйтасшăн?» — çиçрĕ шухăш. Вара уçă алăк патне çитсе тăнăскер чарăнтăм та ерипен пуçа пăртăм.
Картлашкапа икĕ яш-каччă васкаса хăпараççĕ-мĕн. «Абитуриентсем мар-тăр та?» — иккĕленсе илтĕм эпĕ, вара ыйтрăм:
— Сире кама та пулсан чĕнсе памалла-и?
Йĕкĕтсем ман умра чарăнчĕç те пĕр-пĕрин çине пăхса кăштах куланçи турĕç. Эпĕ вĕсене ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпи таранах куçлама ĕлкĕртĕм. Иккĕшĕ те сăмала евĕр хура çӳçлĕ, тĕксĕмрех пит-куçлă; пĕри çирĕм-çирĕм икĕ çулсенче-тĕр, тепри, унран тĕреклĕрех хул-çурăмли, кĕске мăйăхли, çулĕпе пĕр-ик çул аслăрах курăнать. Пичĕсем çинче иккĕшĕн те йăлтăр кулă вылять. Пĕр авăклăха вĕсем çаплах чĕнмесĕр, пĕр-пĕрин çине ытарлăн кулкаласа пăхса тăчĕç.
— Çук, пире никама та чĕнсе памалла мар, — сăмах хушрĕ тинех çамрăкраххи.
Мана вăл темшĕн — те куçĕнче именчĕк шевли ялтранăран — ĕнер çеç шкул пĕтернĕн те туйăнса кайрĕ.
— Эсир абитуриентсем пулас-ха, — кăшт кулса сăмах хушрăм та эпĕ фойене кĕтĕм.
Вĕсем та манран юлмарĕç. Çаплах пуçне çĕклемесĕр нуски çыхакан Анук аппа тĕлĕнче те чарăнмарĕç. Вахтерша ман çине йăпăрт куç ывăтса илчĕ, каччăсене асăрхамарĕ те пулас. Лешсем вара ытла васкавар вахта тĕлĕнчен иртрĕç те манпа пĕрлех тупăшса тенĕн картлаçпа хăпарма пикенчĕç. Тинех сисрĕм: йĕкĕтсем ку общежитирен мар.
— Çамрăк çыннăмсем, эсир кунтан мар вĕт? — ыйтрăм эпĕ çаврăнса пăхмасăрах.
— Юнашарринчен эпир.
Ку сасă патвар та çӳллĕрех кĕлеткеллĕ, хумлă-хумлă хура çӳçлĕ каччăн пулчĕ.
— Вăрттăнлăх мар тăк ăçталла çул тытатăр-ха эппин? — тăваттăмĕш хута çывхарнăçемĕн хамăн тĕпчев ĕçĕсене малалла тăсрăм эпĕ.
— Сирĕн пата, чиперккеçĕм, хăнана. Хирĕç мар пуль? — илтĕнчĕ хурав.
Юптараççĕ-и кусем, чăнласах калаçаççĕ-и тесе урăх ним шарламасăр хама кирлĕ çĕрелле пăрăнтăм. Вĕсем те çаплах манран юлмарĕç.
— Эсир шӳтлеместĕр-им, каччăсем? — ыйтрăм çаксенчен пӳлĕм умне çитеспе.
— Пĕртте шӳтлеместпĕр. Эсир, пикеçĕм, тутар хĕрĕ мар-и? — илтрĕм темле асамлăн янăракан паçăрхи çирĕп сассах.
Эпĕ вăл çапла ыйтнăран тĕлĕннипе çаврăнтăм та каччăна куçран тинкертĕм.
— Çук-çке. Чăваш хĕрĕ. Мĕн, тутар сăнĕ пур-им? — хулпуççине сиктеркелесе пӳлĕмĕн алăк хăлăпне ерипен туртрăм эпĕ.
Хайхи виççĕн кĕрсе тăтăмăр пӳлĕме. Васкавлăн хĕрсене тĕсесе илтĕм. Вĕсем çăварне шыв сыпнăн, кăшт хускалсанах шывĕ пĕрхĕнсе тухасран шикленнĕн пăхса тăраççĕ.
Йĕкĕтсем вырнаçса ларсан хаваслăнрах курăнма тăрăшса сăмах хушрăм:
— Ну, каччăсем, хăнана килнĕ пулсан паллаштарăр хăвăрпа. Атту çăвара шыв сыпса ларни килĕшӳсĕр. Мана, тĕслĕхрен, Люба тесе чĕнеççĕ. Ку — ман йăмăк Лада.
Хĕрсем те ячĕсене каласа тухрĕç.
— Питĕ хавас сирĕнпе паллашма. Мана Наиль тесе чĕнеççĕ, — терĕ шкул ачи евĕр курăнаканни.
— Марсель.
— Мĕнле? — лайăхах илтсе юлайманнипе юлашкинчен каланă ят хуçи еннелле пуçа вăштах пăрса ыйтрăм эпĕ.
— Мар-сель, — сыпăклатса каларĕ çирĕп саслă хура каччă.
Тинех асăрхарăм: те хура мăйăхлă пулнăран, вăл тахăш инди кинофильмĕнчи пĕр артистпа пĕрешкел сăнлăрах-мĕн.
— А-а... Эсир вара, мĕн, Тутарстантан-им? — ыйтрăм эпĕ тĕлĕннине пытармасăр. — Чăвашла пачах пĕлместĕр-и?
— Тĕрĕсех тавçăртăр эсир, Люба, эпир Тутарстантан, — йăлтăр çуталчĕ Марсель текенни.- Анчах чăвашла кăшт чухлатпăр.
Эпĕ, кравать çинче лараканскер, аллăма Маринăн сумккине тытнă та «çиçĕм» вăчăрине унталла та кунталла шуçтарса ларатăп. Унччен те пулмарĕ — тем амакĕ пулчĕ «çиçĕме», палт тухса кайрĕ хăйĕн хăрах йĕрĕ çинчен. Эпĕ ăна йĕркене кĕртес тесе апла та, капла та шутаркаларăм — усси пулмарĕ. Манăн синкере Марсель асăрхарĕ пулас. Эпĕ чей ĕçтерес тесе сĕннине хирĕçлесех вăл аллăмри сумка енне пуçне сĕлтрĕ:
— Тен, эпĕ юсаймăп-и?
— Тархасшăн, аппаланса пăхăр эппин, — тăсса патăм эпĕ ăна сумкăна.
Пĕр авка муталаннă хыççăн юсавлă сумкăна каялла тавăрса пачĕ хайхискер.
— Тавтапуçах сире, Марсель, аллăр ылтăн-мĕн сирĕн. Атту Маринăран лекетчĕ-ха мана, — терĕм эпĕ пĕрре тусăм, тепре яш çине куларах пăхнă май.
Каччă тута хĕррипе йăлкăшса çеç илчĕ. Унтан йĕкĕтсем пĕр харăсах ура çине çĕкленчĕç.
— Паллашма питĕ хавас пулчĕ. Тавтапуçах. Халь ĕнтĕ малашне сирĕн общежитине хăнана килме те йӳтĕм пур.
Çапла каласа Марсель пукана вырăнне лартрĕ те каллех ăшшăн йăл кулчĕ.
Вĕсем хыççăн алăк хупăнайрĕ кăна, Марина, ахаль чухне чĕлхе енчен вĕтĕр-вĕтĕр япала халь темшĕн пĕр сасă та паманскер, сăрланă куç хăрпăкĕсене тĕлĕнĕçлĕн вĕлт-вĕлт вылятса илчĕ, тем калама тăчĕ — ĕлкĕреймерĕ: пӳлĕм алăкĕ уçăлчĕ те унта татах Марсель курăнчĕ.
— Люба, самантлăха чĕнме юратчĕ-ши сире? — ыйтрĕ вăл темшĕн çĕтнĕ саспа.
Хулпуççине сиктеркелесе эпĕ пӳлĕмрен тухрăм.
— Итлетĕп сире, — терĕм пӳлĕм алăкне хупса.
— Люба, эпĕ сире паян тĕл пулма сĕнес тĕк эсир хирĕç мар-и? — паçăрхи çирĕп сасăра халĕ пăлханчăк кĕвĕ илтĕннĕрен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм эпĕ.
Пуçăма юн пусăмĕ пырса çапрĕ. «Турăçăм! Сашăпа унашкал вĕçленнĕ хыççăн кампа та пулин тĕл пулма хăват çитетех-ши вара манăн? Кама та пулин ĕненме пултарайăп-ши эпĕ? Çур çул... Çук, манмаллах...» Ыйхăран вăраннăн пуçăма çĕклесе ăна куçран тинкертĕм. Вăл ним чĕнмесĕр ман сăмаха кĕтет-мĕн.
— Тĕл пулма-а? — ыйтрăм эпĕ тăсарах.
— Ну, калăпăр, пĕр-пĕр кинотеатр умĕнче, — ман кăмăл ăçталла сулăннине хăвăртрах пĕлесшĕн çунса-тăр вăл тĕл пулмалли вырăна та хăех палăртма тăчĕ.
«Мĕншĕн кӳрентерес каччăна? — вĕлтлетрĕ пуçăмра чăрсăр шухăш. — Иртсе кайнă юратăва тинех каялла тавăраймăн. Савăла савăлпа хирсе кăлараççĕ...»
— Эпĕ хирĕç мар. Тивĕçтерет тĕк «Çеçпĕл» кинотеатр умĕнче тĕл пулăпăр, — терĕм хам мĕн калаçнине хам та путлĕн ăнланмасăр.
Марсель аллинчи сехетне пăхса илчĕ те:
— Çичĕ сехет тĕлĕнче эппин, — терĕ кăмăллăн кулкаласа.
Унпа килĕшсе пӳлĕме кĕтĕм çеç, абитуриенткăсен тĕлĕнĕçлĕ куçĕсенче тӳрех çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ ыйту вуларăм.
— Камсем пулчĕç кусем, Люба? — илтрĕм йăмăкăн сассине.
Эпĕ ахăлтатсах кулса ятăм.
— Эсир манран ытлашши ан тĕлĕнĕр-ха. Мĕнле «типсене» ертсе килчĕ ку Люба тесе анраса ларатăр-и халиччен? Ара, куртăр-çке, хам та анчах паллашрăм. Тутар каччисем пулчĕç-мĕн. Марина, эс тĕлĕннипе чĕлхӳне çăтса ямарăн пуль-çке? Пĕр сăмах та шарламастăн...
— Ну, Люба, аптрамастăн та вара эсĕ. Мĕншĕн чĕнсе кăларчĕ вăл сана? — ыйтрĕ тантăшăм.
Эпĕ каллех кулса ятăм.
— Тĕлпулăва чĕнчĕ. Чим, халь мĕн вăхăт вара? — унăн аллинчи сехете пăхса ыйтрăм эпĕ. — Ай-уй, тепĕр çур сехетрен «Çеçпĕл» умĕнче пулмалла-çке манăн. Эй тĕнче! Халь улттă çурă тесе тĕлленмен те эпĕ.
Эпир хыпаланса пуçтарăнтăмăр та йĕркеллĕ ларса чей ĕçеймесĕрех тухса кайрăмăр.
II
Юрату туйăмĕ... Кашни çын патне тĕрлĕрен килет вăл. Пĕрне савăнăç кӳрет, çунат хуштарать, теприне чăтайми асап, ырату уйăрать, ырра шанса тĕрекленнĕ çунатсене ним шелсĕр шартах çапса хуçать. Анчах кирек мĕнле пулсан та кашнийĕ çав юрату текен туйăма чăтайми кĕтет. Мĕн илсе килет вăл хăйĕнпе пĕрле — ырату-и е телей, савăнăç-и е куççуль — ку нихăшне те кăсăклантармасть. Килсем, юрату, килсем...
Вун тăххăр анчах тултарнă эпĕ. Ытла та сахал ку пĕр шутласан, çав вăхăтрах, этем кун-çулĕн шутне тĕпе хурсан, пит сахалах та мар-тăр. Юратса курман айванкка хĕрача тесе шутламастăп хама, юрату туйăмĕ пылак çеç мар, йӳçек пулнине те пĕлетĕп, анчах чĕрем пурпĕрех темшĕн канăçсăр. Мĕн кĕтет вăл? Нивушлĕ Марсель тупма пултарчĕ унăн уççине? Питĕрсе илсе çын курман çĕре, шалтан та шала пытарса хурăп тесеччĕ-çке. Нивушлĕ май килмерĕ вара?
Çакнашкал шухăшсемпе скверти хыçлă сак çинче кĕнеке вуланçи туса ларатăп. Паян шăматкун. Маринăпа иксĕмĕрĕн — канмалли. Тантăшăм ĕç пур-ха тесе хуланалла вĕçтерчĕ. Эпĕ вара хветтерте пăчăхса ларас килменнипе библиотекăна килсе пăхас терĕм. Хваттерте тенĕрен, вăхăтлăха тенĕ пекле Маринăн аппăшĕсен хваттерĕнче пурăнатпăр-ха. Кунтан ĕçе çӳреме те инçе мар тата каçхине сакăр сехетре çеç ĕçрен таврăнакан аппăшне те кăштах пулăшма пултаратпăр. Пирĕн кулленхи ĕç — тăватă çулхи Алика садике леçесси тата каçхине кайса илесси. «Вĕренĕр ача пăхма. Пĕрех унран ниçта та тарса ӳкес çук эсир», — текелет вара кулкаласа Маринăн аппăшĕ Антонина. Хăй вăл çирĕм ултă çулсенчи пĕчĕкрех пӳллĕ, нăкă хĕрарăм, магазинта сутуçăра ĕçлет. Шӳтлеме юратакан савăнăçлă çын вăл. Пĕр ахăлтатса кулниех мĕне тăрать! Тепĕр вун çич çулхи хĕртен те ирттерет. Упăшки унăн икĕ уйăхлăха урăх хулана вăрăм укçа çапма тухса кайнă. Çавăнпа пĕччен кичем тесе Антонина Маринăпа иксĕмĕре те общежитине ямарĕ. «Пурăнăр кунта. Радио çурчĕ те виçĕ утăмра çеç, ĕçме-çиме уйрăм хатĕрлесе аппаланасси те çук. Ман Алика садика ăсатса тата кайса илсе парăр та — урăх нимĕн те кирлĕ мар», — терĕ вăл пире малтанхи куннех. Йывăр ĕç-и вара çакă? Пĕр уйăх кăна тăсăлать-çке практика. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр.
Чĕрçи çинчи кĕнекене пилĕк страница чухлĕ уçса хурсан çеç хам вуланинчен пĕр сыпăкне те астуса юлайманнине ăнкарса илтĕм. Шухăшпа эпĕ кĕнекери тĕнчере мар, пачах урăх çĕрте иккен. Марсель! Акă кам йышăннă пуç миминчи пĕтĕм пушă вырăна. Тен, чĕрем алăкне те ăна валли хамах яри уçрăм пуль? Кĕрсем манăн чунăма, кĕр те патша пул! Сăмала пек хура çӳçлĕ тутар каччи! Мĕнле тухатуллă вăйпа парăнтартăн эсĕ манăн чĕрене? Кавказ тăвĕсем çинче çӳрекен ту качаки евĕрлех тараттăм эпĕ кирек епле каччăпа тĕл пулассинчен. «Кирлĕ мар никам та! Иртнĕ юратăвăм кун чухлĕ асаплантарни те çитет!» — кăшкăрса макăратчĕ чунăм. Кашни тĕл пулакан яш-каччăнах çур çул каялла çеç хăлхамран «юрататăп» тесе пăшăлтатнă савни сăнарĕпе танлаштараттăм. Анчах тем чухлĕ тăрăшсан та унăн сăнарĕ çиеле килсе тухатчĕ. Вара каллех чĕреме итлеттерме хевте çитереймесĕр хам еннелле ăнтăлаканнине-пĕрне çумран сиреттĕм, никам çук çĕртех «манăн каччă пур, эсĕ кая юлнă» тесе хамран сивĕтеттĕм. Çур çул çапла вутри пек ăшалантăм. Юлашки вăхăтра, Сашăна курма пăрахнăран-ши, лăпланнă пек пулнăччĕ. Тĕнче илемне те çĕнĕрен курма вĕрентĕм теме пулать, анчах халь ак каллех тем амакĕ. Юратуçăм! Нивушлĕ татах санăн шерпет сĕрнĕ серепӳне çаклантăм? Анчах пыллă шерпетне ĕçсен-ĕçсен ман валли татах йӳçĕ çĕпре кăна юлмĕ-и? Çакнашкал пулчĕ малтанхи юратăвăм. Нивушлĕ пĕтĕм асаплă туйăма, чĕрери ыратăва айккинелле сирсе ывăтма пулăшаканни эсĕ пулăн, хăмăр куçлă тутар каччи? Тем пекехчĕ. Анчах ăна сирсе ывăтсан тепĕр тумхахлă çул тухса тăмĕ-ши пирĕн ума, ĕненме пултарайăп-ши эпĕ çутă малашлăха? Çук, çук пурнăçа унашкалах ӳпкелеме улталаннă мĕскĕн хĕрача мар-ха эпĕ. Пурнăç тени асамат кĕперĕн çичĕ селĕм тĕсĕнчен çеç тăмасть-мĕн. Çавна ăнланнă эпĕ халь. Тин кăна утма вĕреннĕ ача та такăнса ӳкесрен шикленет, пĕрех черченкĕ урисене шутарса малаллах ăнтăлать. Амăшĕн чĕрçи патне хăй тĕллĕнех утса çитесшĕн ĕнтĕ, мăнтарăн. Анчах та çĕрте выртакан теттийĕнчен ури çыхланнипех лаплатса ӳкет. Ача макăрса ярать. Манăн пурнăçăмра та çавах пулчĕ темелле. Тин утма вĕреннĕ ачалла юрату патнелле ăнтăлтăм, ура хураканĕ вара эпĕ савнă, килĕштернĕ çыннăмах пулчĕ. Ултав, суя, икĕ питлĕх текен «тетте» эпĕ асăрхаман тĕле ӳксе ним шелсĕр такăнтарса ӳкерчĕ. «Ăçта тĕрĕслĕх? Çакă-и юрату?» — тăвăнса хӳхлерĕ чунăм. Çакăн хыççăн кăна асăрхарăм: чăнах та, пурнăç тĕсĕ хура пăнчăсемсĕр мар иккен.
Шухăш айне путнăскер, нумайччен ларнă эпĕ çăмăллăн калаçакан çăкасем айĕнчи сак çинче. Аллăмри сехетĕме пăхса илтĕм те — çичĕ сехет-мĕн. Тĕлĕнетĕп — хырăм выççи те аптăратмасть.
— Мĕнле кĕнеке вулатăр-ха, пикеçĕм? — сасартăк палламан çын сассине илтнипе кăртах туртăнтăм эпĕ.
Ни çамрăк мар, ни ватă мар арçын пырса ларнă иккен манпа юнашар. Эпĕ вара аллăмри кĕнеке пирки те пачах маннă ĕнтĕ. Арçынна тĕлĕнерех тĕсесе илсе сӳрĕккĕн: «Сире çавах мар-и?» — тесе вырăнтан çĕклентĕм те, каллех хайхискерĕн сасси хăлхана кĕрет: «Чиперкке, ӳлĕмрен пурнăçра мĕн кĕтнине каласа парам-и сире?» Утса каймах тăнăскер каялла çаврăнса пăхатăп хайхи арçын çине. Кам вăл? Арçын та вырăнтан тăрса мана хирĕçех пырса тăрать.
— ... Сире калама çук пысăк телей кĕтет, анчах çав телей сирĕн аллăртан хăйăр ала витĕр юхса тухнă пек сăрхăнса пĕтет... — ахрăм евĕр ян-ян туса пырса кĕрет хăлхана ун сасси.
Хăй чуна шăтарса кĕресле куçран пăхать, пăхать... Эпĕ çав вĕрӳçĕ куç вăйне чăтаймасăр вăрт! çаврăнатăп та кĕнекене кăкăр çумне чăмăртаса чупса тенĕ пекех сквертан тухатăп. Пуçăмра вĕллери хуртсем шуйханнă тейĕн, йăлтах айăн-çийĕн пăтранать. Мĕнле этем пулчĕ ку? Юптарса калаçрĕ-и вăл е чăнласах?
Кăмăла пусаракан шухăшсенчен хăтăлаймасăрах тăхăр хутлă çурт умне çитсе тăтăм. Подъездран кĕме тăнăччĕ çеç — чĕрене картах сиктерсе çывăхран та çывăх сасă мана ятран чĕнчĕ:
— Люба! Тăхта!
Марсель! Эпĕ пуçа вăртах сасă илтĕннĕ еннелле пăртăм. Вăл телефон будки çумĕнчен хăпрĕ те васкаса ман паталла утрĕ. Чĕрем кăкăртан сиксе тухать пуль терĕм. Вăл тăпăлтаса тапни çӳхе кĕпе витĕрех палăрнăн тӳйăнчĕ.
— Сывă-и, Люба? Эпĕ сана кĕтетĕп, — йăл кулса пырса тăчĕ Марсель.
— Сывах-ха, — паçăрхи пăлханчăк туйăма самантрах ирттерсе яма тăрăшрăм эпĕ. — Хăв сакăр сехет тĕлĕнче килме пулнăран эпĕ васкамарăм. Скверта çак кĕнекене вуларăм. Питĕ интереслĕ.
Юлашки сăмахне суеçтертĕм. Кăсăклине кăсăк пуль-ха, мĕншĕн тесен ман алăра Булгаковăн «Мастерпа Маргарита» кĕнеки. Инкекĕ — эпĕ унти пĕр сăмах çаврăнăшне те астуса юлайманнинче-çке. Телее, Марсель ыйту парса асаплантармарĕ.
— Эсĕ эппин ăна часрах кĕртсе хур та каялла тух. Юрĕ-и? — терĕ кăна хăмăр куçĕпе ытарайми тинкерсе.
Иккĕмĕш хута хăпарса анасси маншăн йывăрах пулмарĕ. Вĕçнĕ пек каялла тухрăм. Вара эпир хамăр ăçталла каясса тавçăраймасăрах тротуарпа урам тăрăх анаталла утрăмăр.
— Кинора пăчăхса ларни çеç-ха çак шăрăх кун. Атя парка. Мĕнешкел хитре вырăн! Эсĕ пулса курнă-и унта? — сĕнтĕм эпĕ кăштахран.
Юратакан çынсем пĕр-пĕрне хулран тытса çӳреççĕ. Эпĕ унашкал тума иментĕм. Вăл тек-текех ман çине савакан куçпа пăхса пынине курмăш пулса темĕн те пĕр çинчен калаçрăм. Парка кĕрес чухне аллăма унăн вĕри алли ăнсăртран пĕренсен шартах сикрĕм, анчах çакна палăртмасăр нимĕн пулманла сăмах килтерме тăрăшрăм.
Эпир лапсăркка çăкасем айĕнчи хыçлă сак çине пырса вырнаçрăмăр. Пĕр-ик самантлăха иксĕмĕрĕн те чĕлхе çĕтрĕ тейĕн.
— Пирĕн, чăвашсен, сăмах пине çитрĕ теççĕ кун пек чухне, — тесе ăна куçран тинкертĕм те кулса ятăм.
Вăл ман çумарах тайăлчĕ те аллипе пилĕкĕмрен ыталаса хăй çумне çупăрларĕ. Эпĕ унăн аллине сиртĕм те ăна куçран пăхса тӳртен ыйтрăм:
— Марсель, мĕн хĕтĕртрĕ сана манпа тĕл пулу шырама?
Вăл саманрах кулма пăрахрĕ, пĕр авăк айккинелле тинкерсе ларчĕ.
— Люба, пĕлетĕн-и, ун чухне сана курсанах эпĕ мĕн шутланине? Пăхатпăр Наильпе — йăрăс пӳллĕ, хура вăрăм çӳçлĕ хĕр пырать. «Тутар хĕрĕ мар-ши.» — вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Унччен те пулмарĕ Наиль чавсипе кăлт тĕкрĕ те: «Вăн сан ăраскалу пырать», — терĕ. Эпĕ хам сисмесĕрех эсĕ ун чухне илтнĕ сăмахсене персе ятăм. Эсĕ чарăнманнине кура хыçран чуптара патăм тата. Наиль те манран юлмарĕ. Тепре кăшкăрса чĕнсен эсĕ чарăнса тăтăн те тӳлеккĕн кăна пуçна пăртăн. Пĕлетĕн-и, эс çавăн пек пуçна пăрса çаврăнса пăхни манăн пĕтĕм пурнăçа тепĕр май çавăрса хучĕ. Кинори пĕр-пĕр кадр пек астуса юлтăм эпĕ çав саманта. Ятна пĕлнĕ пулсанах: «Сывă-и, Любушка, ку эпĕ — санăн шăпу», — тенĕ пулăттăм.
Марсель шăпланчĕ те кăшт айккăнрах вырнаçса ман çине тинкерме пуçларĕ. Сасартăках таçтан муртан куç умне Саша сăнарĕ тухса тăчĕ, сисмесĕрех иккĕшне танлаштарма пикентĕм. Иккĕшĕн те йĕпкĕн хура çӳç, Сашăн тӳрĕ те, Марселĕн ятарласа кăтралатнă тейĕн — хумлă-хумлă. Сашăн тинĕс хумне аса илтерекен кăваккăн симĕс куçчĕ, Марселĕн вара — хăмăр. Сашăн хĕрупраçăнни евĕр кулса тăракан хитре çӳхе тутапа хура уссиччĕ, ман çумри йĕкĕтĕн — çăт пуçтарса тытнă арçын тути, мăйăхĕ пĕр майлах пек. Уйрăмлăхĕ çапах та пур иккен. Саша сăнпа хитререх! Çавăнтах хама-хам туласа тăкас килсе кайрĕ. Мĕнле хăятăп эпĕ çынна пĕрре-иккĕ курнипех çапла танлаштарса ларма? Çитменнине кăмăлне-чунне те мар, сăн-питне. Хитрине шыраса пĕрре чутах çунса каяттăм-ха, ку çитмен. Халь каллех çав путсĕр каччăшăн юншăхса ларатăп-и? Чăтма çук намăс пулса кайрĕ мана тата чунăм тăвăнса çитрĕ, вара куçран çутă тумлам халь-халь шăпăртатма тытăнассине туйса пуçа пĕкрĕм. Марсель çакна çийĕнчех сисрĕ.
— Люба, темĕн апла мар каларăм-и эпĕ? Каçар темле сăмахпа кӳрентертĕм пулсан, — терĕ вăл мана хулпуççинчен аллипе перĕнсе.
Эпĕ куççульпе тулнă куçăмпа ун çинелле тинкертĕм, пуçа пăркаларăм.
— Çук, çук, Марсель, мĕн калаçатăн? Каçар мана çак тăрлавсăр куççульшĕн. Марсель, пĕлетĕн-и, ман санпа питĕ чуна уçса калаçас килет. Тен, çавăн чух пире пĕр-пĕрне ăнланма çăмăлрах пулĕ,— йăлтăрти тумламсене шăлса типĕтнĕçемĕн сăмахларăм эпĕ. — Анчах та, Марсель, кала: пĕлес килет-и санăн ман çинчен пĕтĕмпех? Эсĕ ан хăра, такам хурри пулнăскер мар эпĕ, анчах та иксĕмĕр тĕл пуличчен манпа мĕнле юрату пăтăрмахĕ пулса иртнине санăн пĕлмеллех тесе шутлатăп. Унсăрăн пĕр-пĕрне ăнланма питĕ кансĕр пулать пире.
— Люба, хам та ăнланмастăп мĕншĕнне, анчах çак икĕ кун хушшинче эсĕ маншăн çав тери çывăх çын пулса тăтăн. Пĕлместĕп, мĕнле пурăннă эпĕ çак таранччен сана пĕлмесĕр. Ман сан çинчен, Люба, ытларах пĕлес килет. Каласа пар, тархасшăн, — хавхалантарчĕ Марсель.
Эпĕ ерипен хамăн асаилĕве пуçларăм...
* * *
— Тин çеç шкул пĕтернĕ хĕрача кăначчĕ-ха эпĕ университета вĕренме кĕнĕ хыççăн. Айванккарх та пулнă-тăр, ачашрах та. Унсăрăн епле-ха, çемьере Ладăпа иккĕнех çитĕннĕ-çке. Аттепе анне, те урăх кĕçĕннисем çукран, пире пушшех те лайăхрах тумлантарма тăрăшатчĕç. Вĕсен юратăвĕ те пĕр эпир кăна пулнă. Апла пулин те ĕç тĕлне пĕлмесĕр тӳр пилĕкленсе ӳсмен эпир. Ялти ытти ачасемпе тан уй-хир ĕçне хутшăннă, кил-тĕрĕшре те атте-анне тĕрекĕ пулма тăрăшнă. Тата мĕн калас çуралнă килĕмри пурнăç пирки? Пĕр сăмахпа — чăн-чăн çăтмах пулнă ачалăхăм. Вăт çапларах çăтмахран шăв-шавлă хула пурнăçне хăнăхмалла пулчĕ. Пĕр хăнăхсан тамăкра та аптăрамасть тенешкел, чиперех пурăнма пуçларăм. Çĕнĕ юлташсем тупрăм. Пĕрремĕш курс епле иртсе кайнине астумастăп та. Ахăртнех, чĕре варрине кĕрсе юлмалли нимĕн те пулса иртмен.
Иккĕмĕш курсра вĕренме тытăнсан вара манăн пурнăç йăлтах пăтранса кайрĕ. Сентябрь уйăхĕнче пире университет кĕрхи ĕçсене пуçтарса пулăшмашкăн тĕрлĕрен ял хуçалăхĕсене ушкăнăн-ушкăнăн салатса ячĕ. Эпир, çĕр ытла студент, Патăрьел районне лекрĕмĕр. Çакăнта паллашрăм та эпĕ йĕпкĕн хура çӳçлĕ, хĕрсене пăлтăр-палтăр çавăрттаракан Сашăпа. Салтакран халь кăна таврăнса пĕрремĕш курса вĕренме кĕнĕ студентчĕ вăл. Хитреччĕ ĕнтĕ сăнĕпе, шăпах айван хĕрсене килĕшекенни. Анчах хам пирки çакна калатăп: çук, пĕрре курсанах — мĕнле калаççĕ-ха? — «хăлха таран савса» пăрахман эпĕ ăна. Хама хаклама вĕреннĕччĕ ĕнтĕ ун чухне. Халиччен каччăпа чуптуса курман пулин те вĕсем ман çине пăхнине аванах сисеттĕм. Кăштах темле мăн кăмăлланасси те пулнă-тăр: каччă текеннисене тарăхтарас, пуç çаптарас килетчĕ. Мĕншĕн ман, хĕр пуççăн, япшар йĕкĕт тесе вĕсем хыççăн сӳсленсе чупмалла тет вара? Чупчăр хăйсем!
Саша хăйне манпа чухне темле уйрăмрах тыткалатчĕ. Ку ман йăмăк тесе ытти пуçтахсенчен хӳтĕлетчĕ, çавăнтах шӳтлетчĕ, култаратчĕ. Хушăран кинона (эпир район ценрĕнчех пурăннă-çке) чĕнетчĕ. Çав вăхăтрах тата ташă каçĕсенче ăна урăх хĕрпе те кураттăм. Светлана ятлă виççĕмĕш курс студентки. Тата чылай хĕрупраçпа манпа калаçнă майлах ирĕклĕн калаçатчĕ вăл. Çавна пулах эпĕ ун пирки малтан: «Ку питĕ уçă кăмăллă йĕкĕт иккен», — тесе шутланăччĕ. Пĕринче, столовăйран апатланса таврăннă чух, пăхатăп — шăпах мана хирĕç Саша килет. Калама çук савăнăçлă хăй. «Йăмăкăм, — тет, — инди фильмне курма пырас кăмăлу çук-и?» Хĕпĕртесех кайрăм. Çук, йĕкĕт кинона чĕннĕшĕн мар, инди кинофильмĕ тенĕрен. Пĕрешкел сюжетлăрах ӳкереççĕ пулин те вилсе кайсах юрататăп çав тухăç кинокартинисене. Вĕсенче кăтартакан çут çанталăк ĕлккенлĕхĕпе юрă-ташă капăрлăхне, юрату хăватне хампа пĕрле ку тĕнчене илсе тухнăнах туятăп вара кашни сеанс хыççăн.
Хавас кăмăлпа кинотеатртан таврăнатпăр хайхи. Унччен те пулмарĕ, студентсене вăхăтлăх вырнаçтарнă общежити патне çитесси темиçе утăм юлсан Саша алран çатăр! чăмăртарĕ те: «Любочка, тăхта-ха кăштах, каçĕ паян мĕнле хитре», — терĕ хучĕ. Эпĕ ни унталла, ни кунталла. «Пиччем» текен çын çине тĕлĕнсе пăхса тăратăп. Саша вара аптраса ӳкекен йышшиех мар-мĕн, пилĕкрен çепĕççĕн çупăрларĕ те: «Çак каç эпĕ пурнăса ирттернĕ мĕнпур каçран та селĕмрех», — терĕ хăлхаран вĕрин пăшăлтатса. Тем амак пулчĕ, пуçăм карусель çинче çаврăннă чухнехилле ыррăн-ыррăн çаврăнма пикенчĕ. Пĕрре кĕрхи тăкăскăрах нӳрлĕ сывлăш сăмсара йĕкĕлтесе, тепре Сашăн хĕрӳ сасси хăлхама кăтăкласа таçти темле, эпĕ ку таранччен пулса курман тĕнченелле йыхăрчĕç тейĕн. Анчах эпĕ хама хăвăрт алла илтĕм те: «Тепле çав, маншăн вара ахальлиех», — терĕм. Саша, ахăртнех, çапла каласса сунманскер, шанк! хытрĕ. Кăштахран тин: «Кĕрер-и эппин, йăмăкăм?» — терĕ хуллен. Тепĕр каçхине вăл вальсра Светланăна çавăрттаратчĕ, хĕрĕн кăпăш çӳçне сире-сирех хăлхинчен темĕн пăшăлтататчĕ...
Айванрах пуль çав эпир, хĕрсем. Яр-япăш каччăсем çине ытла хăвăрт куç ӳкеретпĕр те чун асапĕ туянса минтере куççульпе шăварма пикенетпĕр. Алă çитмен вырăна лартса хунă кĕленче тетте ачашăн чи лайăххи пулнă евĕр, хĕрсемшĕн те йăлтăрти кулăллă, япшар чĕлхеллĕ каччăсем вĕçĕмех илĕртмĕш вырăнĕнче çав. Теттине ӳкерсе ватсан çеç ача хăй аллинчиех пуринчен те аванраххине туйса илет. Хĕрсем те çаплах. Пиçсе каяççĕ те, ах, ку мар, лешех лайăхчĕ тесе хыпаланса ӳкеççĕ. Пиçсе каясса пиçсех каяймарăм та, анчах чуна самаях амантаса хăварчĕ Саша.
Шупашкара таврăнсан пирĕн вĕренӳ пуçланчĕ. Хулари общежитинче пурăнма пикентĕмĕр. Вăл тăтăшах пирĕн пӳлĕме пырса çӳретчĕ. Эпир, хĕрсем, виççĕн пурăнаттăмăр. Саша вара вĕçĕмех ман тавра явкалантчĕ. Пурăна-киле чĕрем ăна курмассерен кăрт сикме тапратрĕ хайхи. Вăл пырса кĕрет — пӳлĕмре темле çутăрах, хаваслăрах пулса каять пек. Вăл шакканине тĕп-тĕрĕс уйăрса илме пуçларăм. Вăрçаттăм хама-хам, анчах чĕрем ялан ăна кĕтетчĕ. Саша килмест — чунра темле пушă, яра куна ахалех, пĕр усăсăр ирттерсе янăн туйăнать.
Çапла хĕлле те çитрĕ. Эпир унпа ятарласа тĕл пулма пуçларăмăр. Тупата, чи телейличчĕ пуль эпĕ ун чухне, çурăм хыçне икĕ çунат шăтса ларнă тейĕн. Утса мар, вĕçсе çӳретĕп пек. Анчах нумая тăсăлмарĕ çак асамлăх. Часах эпĕ Саша ахаль çеç çăвартан пыл юхтарнине хам куçпа курса ĕнентĕм.
Марина тантăшăм театра кайма тесе виçĕ билет илсе килнĕччĕ. Пĕрле пурăнакан тепĕр тусăм, Алевтина, шăпах пыр шыççипе чирлесе ӳкнĕччĕ ун чух. Вăл вара: «Эпĕ пыраймастăп, мансăрах кайăр», — терĕ. Пĕр билет ытлашши-çке пирĕн. Ăçта хурас ăна? Мĕн пулать те мĕн килет, Сашăна чĕнсе пăхас-ха тесе шутларăм. Хĕрупраç каччăна ăçта та пулин хăй чĕнни килĕшӳллех мар та, анчах эпĕ ресторана кайма йыхăрмастăп-иç. Шаккатăп хайхи ун пӳлĕмĕн алăкне. Пĕр сас-чӳ те çук. Хаш сывласа ярса каймах тăнăччĕ, тепре шаккаса пăхас-ха терĕм. «Ка-ам?» — илтрĕм Сашăн вылянчăкрах сассине. «Эпĕ», — тесе кĕскен сас патăм. Пӳлĕмрен мăкăр-мăкăр калаçни илтĕнчĕ те, тем самантра алăкри çăра шал енчен шăтăр-шатăр туса уçăлчĕ, вара ман ума акăш-макăш сăрланса пĕтнĕ хĕр тухса тăчĕ. Ура вăйĕ тăнчах пĕтсе килнĕрен чутах хыçалалла кайса лараттăм. Çапах та çын вилес самантра улăм çӳппинчен çакланать тенешкел, эпĕ те темле асамлă вăй-хăвата шантăм пулинех: «Тен, Саша мар, тен, урăххи унта?»
— Сире кам кирлĕччĕ? — сăрланă куç хăрпăкне вĕлт-вĕлт вылятнă май курнăçланса вырăсла ыйтрĕ чиперкке.
Чĕмере тытнă çынла чĕлхем çĕтнине туйрăм. Эпĕ нимĕн калама ĕлкĕриччен хĕр пуçне çурма тĕттĕм пӳлĕмелле пăрчĕ те ачаш сасăпа:
— Са-аш, чунăм, сан пата килнĕ кунта-а... — терĕ.
Çакна илтсен куçăм хуралса килчĕ. «Турăçăм! Мĕн туса тăратăп эпĕ кунта? Унăн куçĕ умне çапла мĕскĕнле курăниччен çак тăхăр хутлă çурт тăрринчен сикесси çăмăлрах пуль», — вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Нӳрлĕ мамăк миххи евĕр пулса кайнă урана тĕлĕкрен тин вăраннă çынла вырăнтан куçартăм. «Каймалла кунтан, хăвăртрах каймалла... Йĕксĕк, сана питрен сурма сурчăк та шалккă», — васкатрăм хама. Виле пытарса таврăнакан çын пек утрăм коридорпа. Тем самантра юратăвăма çакăнта чӳк туса хăварнине ăнкарса илтĕм те — пит тăрăх эрленӳ куççулĕ шапăртатса анчĕ. Тĕпсĕр шăтăка сикме хатĕрччĕ эпĕ çавăн чух. Картлаçпа пиллĕкмĕш хута анас умĕн каялла çаврăнса пăхрăм. Саша, хăлхамран нумаях пулмасть «юрататăп» тесе пăшăлтатнă çыннăм, хыçалтан мана чĕмсĕррĕн сăнаса ăсатать иккен. Тинех пĕтĕм чунăм тăвăнса çитрĕ. Эпĕ ĕнтĕ кӳренӳ куççулĕпе мар, суяпа ултав мĕнне ăнланнă хыççăнхи куççульпе чыхăна-чыхăна, картлашкасене те ыррăн курмасăр, аялалла антăм. Пĕтĕм тĕнче, тăхăр хутлă пӳрчĕ-масарĕпех, ман çине лаштăр! ишĕлсе аннăн туйăнчĕ. Пĕтрĕ, пăрланчĕ, чулланчĕ çакăнтан вара кама та пулин ĕненесси, унтан та ытла — юратма пултарасси. Пĕри манăн туйăмсемпе ача теттепе вылянă майлах выляма пултарни, кайран, унпа савăнса йăлăхсан, ăна айккинелле вăркăнтарма хăват çитерни ачаш туйăма хуçмаллипех хуçса хăварчĕ. Асăрханса купаланă юрату керменне эпĕ савнă, шаннă çыннăмах пылчăклă аттипе пĕр шелсĕр таптаса аркатни ĕненӳ туйăмне те пĕрлех лутăркаса лапчăтрĕ.
III
Калавăма вĕçленине пĕлтерсе эпĕ кăштах шухăша кайса лартăм. Марсель çакна сисрĕ те ерипен хулпуççинчен сĕртĕнчĕ.
— Мĕнле пек? Ку пăтăрмаха аса илнĕ май кăмăлна йӳçĕтсех ямарăм-и?
— Çакăн хыççăн вăл вара сана епле куçран пăхатчĕ? — канăçсăрланса ыйтрĕ Марсель.
— Нимĕнле те... Ют эпир халь пĕр-пĕриншĕн. Тĕл пулсан сывлăх та сунмастпăр. Вăт çапла, Марсель. Мана мĕншĕн тепĕр хут урăххине шанма йывăррине ăнланатăн-и халь? Каçар, эпĕ, тен, ытла та тӳртен каласа патăм-тăр, тен, сана пĕтĕмпех каласа пама кирлĕ те марччĕ-и? Эсĕ ман пирки, тархасшăн, япăх ан шутла. Вунтăххăрта ĕнтĕ эпĕ, çавăнпа та кутемĕн манăн нимĕнле юрату туйăмĕ те пулман тесен эсĕ пĕрех ĕненес çукчĕ. Темшĕн манăн сана, Марсель, пĕтĕм чуна уçса парас килчĕ. Айăп ан ту çакăншăн.
Марсель мана ăшшăн хăй çумне çупăрларĕ.
— Санпа эпир, Люба, теме те çĕнтерĕпĕр, — пăшăлтатрĕ вăл хăлхамран.
Пĕр хушă чĕнмесĕр лартăмăр. Пирĕнтен инçех мар хыçлă сак çине яш-кĕрĕм вырнаçнă. Шӳтлеççĕ, ахăлтатса кулаççĕ хăйсем, гитара хĕлĕхĕсене хĕнтĕртеттереççĕ. Пĕр авăк ним тĕллевсĕр вĕсене сăнарăм. Çумра кам ларни пирки те манса кайрăм темелле. Темле ухмахла туйăма пула ку вырăнтан тăрса куç курми тарас килчĕ. Хамран та, çумри тутар каччинчен те.. Анчах вăл хулран çепĕççĕн чăмăртарĕ кăна, ыйхăран вăраннăн ун çине тинкертĕм те тута хĕррипе кулса илтĕм.
— Ну мĕн пуçна усрăн эсĕ, Люба? Тавралăха лайăхрах пăх-ха — пурнăç эсĕ шутланинчен самай хитререх-çке. Шансам мана, йăлтах йĕркеллĕ пулать, — терĕ Марсель.
Мана кăшт чун кĕнĕ пек пулчĕ.
— Марсель, эсĕ хăв çинчен каласа парсам тата. Атту эпĕ хамăн сӳпĕлтетӳпе сана йăлăхтартăм та пулĕ. Манăн вара сан çинчен те пĕлес килет, — терĕм эпĕ хаваслăрах курăнма тăрăшса.
— Ман мĕн калас ĕнтĕ? — хулпуççине сиктеркелерĕ каччă. — Шкултан вĕренсе тухнă, ун хыççăн строительство училищинче ăс пухнă, салтака кайса килнĕ те университета, çурт-йĕр тăвакансене вĕрентсе кăларакан факультета вĕренме кĕнĕ. Çавă çеç...
— Ай-ай, Марсель, çавă кăна-и? — кулса ятăм эпĕ чăтаймасăр. — Вара хĕрсем çине куç хӳрипе те пăхман тесшĕн-и-ха эс кунпа? Çапса вĕлер çакăнта — ĕненместĕп. Тутар чиперккисене самаях ассăн сывлаттарнă пуль-ха, э?
Вăл мана хăй çумне выляса-кулса çатăрах пăчăртарĕ те çавăнтах вĕçертрĕ. Алхасуллă ача куçĕпе ман çине телейлĕн тинкерчĕ. Унтан кулма пăрахрĕ те йывăçсем çинелле куç ӳкернĕ май кăшт салхуллăрах сасăпа каларĕ:
— Салтака кайиччен пурччĕ манăн пĕр хĕр. Кĕтсе илетĕп терĕ, анчах... эпĕ таврăнасси виçĕ уйăх пек юлсан ăна качча вăрласа кайнă.
— Епле “вăрласа кайнă.” Хĕрĕн ирĕкне пăхмасăрах-и? Халь ĕлĕкхи мар-çке унашкал хăтланма? — пӳлтĕм эпĕ тĕлĕннипе.
— Çаплах, вăрланă. Мĕн тăвăн, пирĕн ун пек йăласем пĕтмен-ха... Çыру та çырса яман вăл мана — аванмарланнă-ши ĕнтĕ. Хурав кĕтсе шалтах хăшкăлтăм. Таврăнсан хайхи юлташăма калатăп, атя-ха, машинуна тапрат, Рузали патне кайса килер тетĕп. Леш ман çине кăн-н тинкерчĕ. Эс мĕн, тет, качча кайнă-çке вăл, тет. Эпĕ тĕлĕннипе чутах кайса ӳкеттĕм. Каласа пачĕ вара юлташ Рузалине качча вăрласа кайни пирки. Хытă хуйхăртăм малтан, анчах вăхăт йăлтах сиплет-мĕн. Асăмран тухрĕ майĕпен.
— Хитреччĕ-и? — ыйтрăм ун çинее чеен пăхса.
— Аптăрамасчĕ те, анчах сана пурпĕрех çитеймест. Санăн вăн пĕр çӳçӳ кăна мĕне тăрать, — пилĕкрен вĕри аллипе çупăрларĕ Марсель.
Аллин ăшши çӳхе кĕпе витĕр шăмă таранах витнĕн туйăнчĕ. Шалти темле асамлă хĕлĕх тăрăх пуç миминчен тытăнса ура тупанне çитиех ăнланмалла мар хумсен черечĕ чупса иртрĕ. Тем самантра каччăн вĕри тути питçăмартине пĕçертсе илчĕ те, эпĕ шартах сиксе унăн аллине вăрт кăна сирсе ывăтрăм.
— Марсель... — терĕм питĕм вутпуççи тивнĕн ялкăшнине туйса. — Эпир пĕр-пĕрне пĕлместпĕр те çке-ха...
— Каçар, Люба, кӳрентерес шутпа мар эп, — аллăмран ярса тытрĕ вăл. — Тархасшăн каçар...
Пĕр хушă чĕнмесĕр лартăмăр. Тавралăх тĕттĕмленнĕ ĕнтĕ. Прака неон лампăсем çутатаççĕ. Юнашарти сак çинчи яшсемпе хĕрсем çаплах-ха гитара хĕлĕхĕсене хĕнтĕртеттереççĕ. Пĕр-пĕрне шӳт каласа параçĕ-ши — хушăран пĕтĕм парка чĕтретсе шар-р! кулса яраççĕ.
— Анекдот итлес килмест-и санăн? — ыйтрĕ манран йĕкĕт.
Эпĕ хаваспах килĕшрĕм.
Чылай хушă шапăлтатса лартăмăр эпир çапла. Хваттере таврăнмалли пирки те манса кайнă. Гитара пăнтăртаттаракан çамрăксем юнашар сак çинче çуккине теплерен асăрхасан çеç хыпкаланса ӳкрĕм.
— Марсель, мĕн вăхăт халь. — ыйтрăм ăна сехетлĕ аллинчен тытса.
Сехет йĕпписем вунпĕр çурă кăтартнине курсан шартах сикрĕм. Эпĕ хваттерте пурăнатăп-çке! Епле питпе пырса кĕрес унта çĕр варринче. Вăшт кăна сиксе тăтăм ларнă çĕртен.
— Марсель! Ман каймалла. Турăçăм! Енчен те хваттер хуçисем çывăрма выртнă пулсан ăçта кайса кĕрес. Атя-ха, васкар, — пăлханса калаçрăм эпĕ.
Марсель мана тем тĕрлĕ те лăплантарчĕ, анчах ăшăм вăрканăçемĕн вăркарĕ. Тăхăр хутлă çуртăн алкумĕ умне çитсе тăрсан палланă чӳречере çутă çуккине асăрхарăм та чутах макăрса ямарăм.
— Марсель, мĕн тумалла-ши. Ай, намăс... Пĕлетĕп, пĕтĕмпех хам айăплă. Ку таранчен сӳпĕлтетсе лармалла марччĕ те çав. Хĕр тенине кăшт сăпайлă пулни килĕшет, анчах тем пулчĕ чĕлхеме. Вăхăтра çыхса хума пĕлмерĕм пулĕ. Халь хуть те подъездра выртса çывăр, çĕр хута шаккаса çӳреме пултараймастăпах эпĕ. Маринăн аппăшĕнчен аван мар — мĕш шутлĕ вăл ман пирки? Марсель, ăс пар-ха, мĕн тăвас. — нăшăклатмах пикентĕм эпĕ, анчах тăруках йăмăк çинчен аса илтĕм.
— Чим-ха, Марсель, манăн йăмăк пур вĕт... Тен, ун патне?...
— Атя васкар, — аллăмран туртрĕ Марсель.
Каçа юлнă çул çӳревçĕсем пек эпир шоссе çине чупса тухрăмăр.
— Куратăн-и, симĕс куçлă такси килет, пирĕн телее пулас ку, — кăмăллăн пуплерĕ Марсель çывхарса килекен çăмăл машинăна алă çĕклесе чарнă май.
Такси пире йăмăк пурăнакан общежити умне антарса хăварнă чухне сехет йĕпписем вуниккĕ иртнине кăтартатчĕç. Эпĕ картлашкасемпе чупса хăпартăм та алăка туртса пăхрăм. Питĕрнĕ иккен. Кунта та питĕрнĕ! Чунăм кӳтсе килнĕрен алăк çумне кукленсе лартăм.
— Любушка, Люба! Мĕн эсĕ. — пилĕкрен тытса çĕклесе тăратрĕ мана Марсель.
— Халь ăçта каймалла ĕнтĕ. — куççульпе тулнă куçăма çĕклерĕм эпĕ.
— Люба, мĕн эсĕ, тусăм. Çакăнта пĕчченçи пăрахса хăвармастăп ĕнтĕ сана. Ман общежити те çумрах, вахтерĕ лайăх çын пирĕн, кĕртет, — лăплантарма пикенчĕ Марсель.
Эпĕ сасартăк шикленсе ӳкрĕм.
— Марсель, мĕн калаçатăн. Епле пырас-ха ман санпа. Çук, çук, юлташусем темĕн шутлама пултараççĕ апла. Пымастăпах, — пуçа пăркала-пăркала хирĕçлеме пăхрăм.
Анчах ку айванла хирĕçлӳ пулнине хам та çавăнтах ăнкарса илтĕм. Çак çĕрлехи хулара урăх ăçтах кайма пултарăп-ха эпĕ.
— Люба, эсĕ мана шанмастăн иккен. Нивушлĕ эпĕ çавнашкалах киревсĕр чунлă çын пек курăнатăп вара. Лăплан, Люба, лăплан та каяр кунтан. Çур çĕр иртнĕ ĕнтĕ, санăн ыран ирех ĕçе çитес пулать. Ан кулян, енчен те манран хытă шикленетĕн тĕк, эпĕ сана хам пӳлĕмре пĕчченех хăварăп, юрĕ-и? — хулран тытса йăпатрĕ мана каччă.
Эпир инçех те мар вырнаçнă унăн общежитийĕ енне çул тытрăмăр...
Пӳлĕме ура ярса пуссан пĕр авăклăха шăнкăрт хытса тăтăм. Çăтмаха килсе лекнĕн туйрăм хама. Мачча çийĕн вĕтĕ пралук карса тухнă та, вĕсем çине лапкăшĕпех стена çумне çирĕплетнĕ чечек савăчĕсенчен явăнса ӳсекен курăк çулçисем сапаланнă. Пӳлĕм мар, оранжерея тейĕн.
— Эсĕ, Марсель, ботаник мар пуль те. — тӳсеймесĕр ыйтрăм эпĕ.
— Мĕншĕн апла ыйтатăн, Люба. Чечек нумаййипе-и? Питĕ кăмăллатăп эпĕ вĕсене. Чечексем пирĕн кичем пурнăçа чĕрĕ сăн кӳреççĕ. Эсĕ мĕн алăк çумĕнчех хытса тăтăн. Иртсем тĕпелелле, ирт те хуçа пул теççĕ-и-ха? — йăл-йăл кулса сăмах килтерчĕ вăл.
Кулăшла каларăша аса илтĕм çавăнтах.
— Кушаксене юратмастăн-и тата? — ыйтрăм шахвăртса.
— Каçăхсах каятăп вĕсемшĕн. Вара мĕн пулать тет.
— Кушак кăмăллакан арăмне чăтайми савать теççĕ, — терĕм куларах.
Марсель те кулса ячĕ.
— Çапла пултăрччĕ ĕнтĕ, — кула-кулах хăрах куçне хĕсрĕ вăл. — Чей ĕçĕпĕр-и санпа, Люба?
Эпĕ килĕшсе пуçа сĕлтрĕм.
— Тутар чейĕ еплерех тутлине пĕлместĕн пуль-ха эсĕ. — электричествăпа ĕçлекен чейнике шыв тултарса кĕнĕ хыççăн ыйтрĕ Марсель.
— Çук, ку таранччен тутанма тӳр килменччĕ-ха. Тепĕр тесен инди е цейлон чейĕ пуль-ха вăл сан, мĕн тутарсен тесе мухтанмалăх пур. — Марселĕн шӳтлĕ калаçу еккине май чуптартăм эпĕ те сăмаха.
— Э-э, çук, Любушка, эпĕ сана лавккара туяннипе мар, Тутарстан улăх-çаранĕ çинче çитĕннĕ курăксенчен вĕретнĕ чейпе сăйлатăп. Чăн-чăн тутарла чей ĕçтеретĕп, — сăмах килтерчĕ каччă.
Унтан вăл хăмăр куçĕпе именерех кулса савăнăçлăн ман çума вырнаçрĕ. Нимĕн чĕнмесĕр пĕр самант çаплах куçран пăхса ларчĕ. Калаçăва тăсма юрăхлă сăмах тупайманран та, вăл куç сиктерми сăнанăран та шалтах вăтанса пуçа пĕкрĕм. Çав вăхăтра чейник шыв вĕреме кĕрес умĕнхи кĕвве калама пуçларĕ. Марсель выляса питĕмрен шĕвĕр пӳрнипе çепĕççĕн кăлт тĕкрĕ те вырăнтан çĕкленчĕ. Тем самантра шухăш тыткăнне лекрĕм. Сашăпа пӳлĕме пĕрремĕш хут куçа-куçăн юлсан вăл хăйне пачах та урăхла тытнăччĕ: çирĕп алăсем, вĕри тута, тетте-кушакăнни евĕрлĕ симĕс куçсем. Вĕсем çав кушакăнни пекех чунсăр пуласси пирки эпĕ ун чухне асăма та илмен. Тем каласшăн ăнтăлнăн туйăннăччĕ вĕсем мана, анчах эпĕ йăнăшнă-мĕн. Кусем вара, кусем... Ăшă сапакан кăмăллă хăмăр куçсем. Мĕскер пытаннă-ши вĕсенче. Пĕлесчĕ.
— Люба, — шартах сиктерчĕ мана Марсель сасси. — Эсĕ пурнăç пурăнса ирттернĕ пĕр-пĕр кинемей майлах шухăшлă ларатăн. Мĕскер çинчен шутлатăн-ха çамкуна пĕркелентерсех.
Нимĕн калама аптăрарăм. Марсель стакансене çăра вĕри чей тултарчĕ, сĕтел çине конфет курупки, пыл кăларса хучĕ.
— Иксĕмĕр тĕл пулнăшăн Аллаха тав туса ĕçер-ха çăра чей, — шӳтлерĕ вăл.
— А-а, Марсель, кама тав тумалли тавлашуллă-ха кунта. Тен, Турра сума сумалла. Эпир расна ĕненӳпе пурăнакан халăх ачисем вĕт, — кула-кулах хирĕçлерĕм эпĕ.
— Ман шутпа, Люба, тĕнчене Пултаракан пĕрре кăна вăл. Кам мĕнле ятпа хисеплет пулĕ ăна: эпир Аллах тетпĕр, чăвашсем _ Турă. Çапла мар-и?
Эпĕ, тӳррипе каласан, ку ыйту тавралла пит тарăннăн шухăшласах кайманччĕ, анчах Марсель çапла вăлтнинче тĕрĕсси пурах пек туйăнчĕ. Ара, тĕнчи пĕрре çеç тĕк ăна тытса тăраканĕ те темиçе мар-тăр ĕнтĕ. Унсăрăн мĕнле тĕрĕслĕх пирки сăмах пулма пултартăр — иккĕн е темиçен хуçаланнă çĕрте тавлашу тухатех вĕт.
Çакнашкал халапла-халапла эпир чей те ĕçсе пĕтертĕмĕр. Вара Марсель аллинчи сехете пăхрĕ те:
— Любушка, калаçăвĕ пирĕн питĕ кăсăкскер, анчах санăн ыран ирех тăрас пулать вĕт. Ытах манран халĕ те шикленетĕн пулсан ман ку пӳлĕмрен çухалма тивет, çапла-и? — тесе ыйтрĕ.
— Эсĕ ăçта çĕр каçатăн вара, — уншăн пăшăрхантăм эпĕ.
— Юлташсем пур вĕт манăн, — кулчĕ вăл.
Чунăма темĕн кăшлама пикенчĕ. Ара, çынна пӳлĕмрен хăваласа кăларса яниех пулмасть-и ку? Халĕ пĕр сехет те иртнĕ ĕнтĕ. Эпĕ вара ăна çак вăхăта уямасăр таçта çĕр каçма яратăп пулать-и-ха?
— Марсель, вĕсем мĕншĕн хăвăн пӳлĕмӳнтех çывăрмастăн тесен мĕн калăн вара. — кăсăклантăм эпĕ.
Вăл мана пилĕкрен çавăрса тытрĕ те ахăлтатса кулма пикенчĕ.
— Пӳлĕме чипер кăна хура шăнкăрчи тытса килтĕм, çавă хура куракпа пĕр читлĕхре юласран хăрать тейĕп, — шӳтлерĕ вăл кулма чарăнаймасăрах.
— ...А эпĕ шикленместĕп. Хура курак хурчăка мар пуль вăл, тытса çимест, — сăмахăма ун еккипе кустарма хăтланса хушса хутăм эпĕ.
Марсель кăна кĕтменччĕ-ши — сасартăках кулма чарăнчĕ те куçран ĕнтсе ярасла хĕрӳллĕхпе тилмĕрчĕ. «Мĕскершĕн шанмалла мар-ха ман ăна. Мĕскершĕн. Çăва шăтăкне кайччăр пĕтĕм иккĕленӳпе шанусăрлăх. Ырă çын вĕт-ха вăл. Ман ăна урăх никама асăрхами пуличчен юратас килет. Юратуçăм! Килсем...» Çакăн йышши шухăш пуçăма хĕвĕнчĕ, эпĕ ăна хирĕç хăмăр куçĕнчен хăюллăнрах тинкертĕм. Те темĕн сисрĕ вăл, куç сиктерми пăхса пичĕпе ман пит патне çывхарчĕ. «Унăн тути вут пек вĕри пулас», — пан-н пырса çапрĕ пуçа ăссăрлатакан шухăш. Марсель пĕтĕм кĕлеткеме çатăрах хăй çумне туртса илсе шăмă туймалла пăчăртарĕ. Вилнĕ пек пулса кайрăм-ши, куçăмсем хăйсемех хупăнчĕç. Шывсăр аптăранă пулă евĕр антăхса кайнă пек пулнăччĕ кăна, унăн тути тутама шĕл-кăваррăн пĕçертме пуçларĕ. Çавăнтах тĕнче ӳппĕн-теппĕн çаврăнса ӳкрĕ пек те иксĕмĕр те темле тарăн шăтăка пуçхĕрлĕ вĕçнĕ чухнехилле ӳт-пӳ тăрăх асамлă ăшă хум чупма пуçларĕ. Юрату ăшне çакнашкал чăмрăм-ши эпĕ... Тен, сисĕнкĕсĕр пĕр самант чупса иртрĕ, тен, ытларах та-и — эпĕ вăхăт ытамĕнчен тухса ӳкнĕскер, сывлăш пӳлĕннĕрен пуçа айккинелле пăрса унăн тутинчен хăтăлтăм. Вăл питĕме, мăя, аллăмсене чуптурĕ.
— Марсель, — хам çумран пăртăм эпĕ ăна, — тархасшăн, каях эсĕ кунтан... Ан юл кунта, сан кунта юлма юрамасть...
Эпĕ çыхăнусăр пăшăлтатнине илтмерĕ те-ши вăл, мана тепĕр хут çупăрласа илчĕ. Унтан аллине хăвăрт вĕçертрĕ те пӳлĕм уççине илсе алăк хăлăпне тытрĕ. Каллех чарăнса тăчĕ. Тем шухăшларĕ пĕр самант. Вара çаврăнса: «Любушка, каçĕ ырă пултăр», — тесе ерипен пӳлĕм алăкне хупрĕ.
IV
Марина темшĕн кӳреннĕ мана. Ĕнерхи каç çинчен ăна тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăм ĕнтĕ. Анчах вăл ман çине пурпĕр шанмасăртарах тинкерет, чĕнмест, калаçмасть.
Радиори çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен редакцинче, икĕ сĕтел вырнаçтарнă пысăках мар пӳлĕмре, иккĕнех эпир. Ыттисем апат вăхăчĕпе усă курса кам ăçта пĕлнĕ çавăнта кайса пĕтнĕ. Эпир Маринăпа выçă тытатпăр. Пĕрер стакан турăх ĕçрĕмĕр те халь сехет майлă кĕрĕк арки йăвалама тивет. Марина шутласа кăларчĕ диета тытассине. Ун çине пăхсан ниепле те нĕрсĕр мăнтăр хĕр тесе калаймастăн. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, манран пĕр-ик ал лаппи чухлĕ лутрарах хĕр вăл. Сăнĕпе пăхма чипер, анчах вĕçĕмсĕр хăй çумĕнче тем килĕшмест ăна. «Ман сан пек çинçе пилĕклĕ пулас килет», — тесе юнтарать час-часах. Эрне каялла вара тытрĕ те: «Люба, эпĕ диета тытма пуçлатăп. Манăн паянтан хырăм сарăличчен çиесси пĕттĕр. Капла эпĕ лăпкă пурнăçпа пурăнса çу вĕçленнĕ тĕле хама-хам та паллайми пулатăп», — терĕ хучĕ. Пĕрре шутларĕ тĕк урăхран çын сăмахне тăнлаканни мар вăл. «Эпĕ мĕн, унран катăк-им? — шутларăм вара. — Кĕлетке тытни мана та пăсмасть». Марина малтанах «сан пурте пур, мĕн диети кирлĕ сана» тесе хирĕçлерĕ-ха, анчах кайран шарламарĕ.
— Марина, эсĕ мана кӳреннĕ-и? — текех чăтма хал çитереймесĕр ыйтрăм уçă чӳрече çывăхне пырса тăнă май.
Хурав илтĕнменрен çаврăнса пăхрăм. Вăл, кресло çинче ура явса лараканскер, хура тушьпе сăрланă куç хăрпăкĕсене выляткаларĕ. Унтан çинçе пӳрнисене, йăлтăрти лакпа витнĕ чĕрнисене тĕсенĕ пек туса хулпуççине сиктеркелерĕ те:
— Мĕншĕн сăлтавсăрах кӳренмелле тет вара ман, Люба? Эсĕ мана ним усал та туман-иç, — тесе тинех сăмах хушрĕ хайхискер.
Эпĕ унран хăпма шутламарăм.
— Апла пулсан мĕншĕн-ха эсĕ ман çине темле халичченхилле мар пăхатăн тата сăмах та кивçене кĕнĕ пек кăна хушкалатăн. Тӳррипе кала, Марина, сана Марсельпе иксĕмĕр хушăра темĕн килĕшмест-и?
Тантăшăм тутине сиктерсе кулас мар тенĕ çĕртенех кулса илчĕ.
— Кала, кала, Марина, — çине тăтăм эпĕ.
Пĕлетĕп, тусăм мĕн те пулин хăй шухăшланине калама пикенсен чарăнайми хĕрсе каять. Тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и унăн шухăшĕ, анчах калас тенине пĕтĕмпех тула кăларса тăкмасăр та урăххин сăмахĕсене хăлхана чикмест. «Ан пӳл-ха мана!» — тесе çари! çухăрса яни те пулкалать унăн. Вĕри чĕреллĕ, канăçсăр чунлă хĕр вăл. Çавна пĕле тăркач эпĕ сисчĕвлентĕм.
— Лю-юба, — темшĕн “ю” сасă çине ытларах пусăм туса пуçларĕ тантăшăм. — Ну мĕншĕн-ха, мĕншĕн çав таранчченех çăмăл ăслă эпир, хĕрсем. Ну ак эсĕ халь, Люба... Çак тутар каччипе нимĕн шутламасăр тĕл пулма тытăнмарăна. Вăл сана килĕшет-и? Килĕшет. Эсĕ ăна тĕксе яма хал çитерейместĕн-и? Çапла. Анчах малалла мĕн пулас пирки мĕншĕн-ха кăшт та пулин сĕмленместĕн. Ăнлан, эпĕ тиркешсе мар, хурламалли каччă мар-тăр-ха вăл. Çапах та, Люба, вăл чăваш мар-çке. Вăл тута-ар! Эсĕ çавăн çинчен пачах маннă пек туйăнать мана.
Эпĕ хам тĕллĕн кулса илнине асăрхаса Марина:
— Çук, çук, ан пӳл... — терĕ те сăмахне малалла тăсрĕ. — Чухлатăп, хальхи саманара ку ниме те пĕлтермест тесшĕн эсĕ, çапла-и? Любушка-а, йăнăшатăн эсĕ... Тăнла-ха, калăпăр, эсир пĕр-пĕрне пуç çухатаслах юратма тытăнатăр, унтан хайхи мăшăрланас та тейĕр, анчах унăн ашшĕ-амăшĕ, санăн аçу-аннӳ... Пуçа касса пама хатĕр — вĕсем сирĕн майлă пулмаççех. Пĕлетĕп эпĕ, Люба, мĕншĕн тесен пирĕнпе кӳршĕллĕ ял — шăпах мишер ялĕ. Мăсăльмансем вара ют тĕнпе пурăнакансене хăйсен килне кĕртни сайра хутра кăна пулкалать, тата пулсан та — сан ислам йышăнма тивет... Юратăва, паллах, ыйтса илеймĕн, çавăн пекех чĕре хĕмленсен шывпа сапса та сӳнтереймĕн, икĕ чĕре пĕр харăс вутлансан пушшех те. Çапах та, Люба, ман сана аванрах шутласа пăхма сĕнес килет. «Икĕ чĕкеç чĕвĕлтетнĕ чух ула куракăн мĕн ĕç пур.» — тенешкел, манăн хушша-хуппа кĕрес кăмăлăм пачах çук, апла пулин те, Люба, кайран эсĕ куççуль юхтарнине те курас килмест...
Тантăш сăмахĕ шухăша ячĕ. Нумай-нумай çул пурăнса ăс пухнă çын сăмахĕ те мар ĕнтĕ, пурпĕр темĕн тĕрĕсси те пур пек туйăнчĕ унта. Анчах ку малтанлăха кăна пулчĕ-мĕн. Темле тăрăшсан та, Марина тĕрĕс калать тесе ăшра тем чухлĕ пăтрансан та Марселе çиеле кăларас туйăм çĕнтерчĕ-çĕнтерчех. Çавнашкал ырă çын чи таса туйăмпа савма тытăнать тăк, епле-ха хăйĕн юратăвĕшĕн тăма хал çитереймĕ. Çук, çук, пулма пултараймасть. Нивушлĕ çирĕм пиллĕке пуснă каччă малти-кайри пирки уйламасăр юратупа выляма шут тытать. Кирлех-и ăна çакă?
— Марина, итле-ха, вăл вун саккăрти салтака та кайман çилхăван мар вĕт. Хăй мĕн шут тытнине чухлама тивĕçлĕ. Мана, паллах, малтанхи тĕл пулурах шур пӳрт лартса пама шантарман вăл, апла пулин те юратулла выляс текен йĕкĕт пек туйăнмасть Марсель. Питĕ аван çын вăл, Марина, тата... тата манăн идеал.
— Идеа-ал... Тӳперен çĕр çине ансам, Люба. Эсĕ марччĕ-и-ха Сашăна та манăн идеал текенни? — йĕкĕлтешсерех каласа хучĕ Марина.
— Ан асăннă пултăр çав çын ятне! — вутпуççи пекех каппăлт! хыпса илтĕм пулас эпĕ çакна кĕтменскер. — Пурнăçра пĕрре йăнăшнишĕн ӳлĕмхи ăраскала та пачах шанма пăрахмалла-им-ха? Мĕнле пурăнмалла тет вара апла? Пуласлăха шанмасан, юратăва ĕненмесен мĕн тесе пурăнмалла? Э, Марина? Е сан шутупа тĕнчере юрату çуккă та-и вăл? Тен, ăна пирĕнтен ăслăрах çынсем çеç шухăшласа тупнă? Э, Марина? Пирĕн ăс-пуçа арпаштарма. Ну мĕншĕн-ха вара никама усă кӳмен пĕр енлĕ юрату кăна пулмалла çĕр çинче. Пĕр харăсах икĕ чĕрене те вутлантараканни çуккă-им вăл. Кала-ха, Марина...
— Ну патăн тăк патăн вара ыйту... Эпĕ мĕн, Турă-им пурне те пĕлсе тăма? — кăлтăр-кăлтăр кулса ячĕ Марина. — Ăмсанатăп эпĕ сана тепĕр тесен, мал ĕмĕтлĕ çын эсĕ, юмахри пек юратăва ĕненетĕн... Ман шутпа вара, пĕлетĕн-и, юрату мар, темле килĕштерӳ текенни кăна пур эпир пурăнакан тĕнчере. Çук-ха, пач ун пек те мар. Юрату тени пур-тăр, анчах кашнин чĕринчех ăна валли кĕтес тупăнмасть пуль. Калăпăр акă, усал чунлă çынсем, харпăриншĕн тăрăшаканнисем нихçан та никама та хăйсенчен ытларах савма пултараймаççĕ. Укçашăн, пурлăхшăн хыпаканнисем те çавах. Маншăн та тепĕр çын хăйĕн туйăмне уçса пани, тĕслĕхрен, ним те мар пек. Эппин юрату текенни ман пеккисемшĕн те мар-тăр. Пĕлместĕп, тен, эпĕ çав туйăма хаклас, ăнланас шая çитеймен, анчах мана юрату тени мар, килĕштерӳ текен сăмах ытларах кăмăла каять. Эсĕ вара, Люба, пачах урăх чунлăскер пулмалла. Ачаш туйăмлă, çепĕç чунлă эсĕ. Ĕмĕтӳсем те ырă сан, тата темле философилле ыйтусем те канăç памаççĕ пулас сана. Çапла вĕт. — калаçма чарăнса Марина пĕр авăк мана сăнаса ларчĕ. Эпĕ чĕнмерĕм.
— Итле, эпĕ çапла шутлатăп, — терĕ вара кăштахран тусăм. — Енчен те Марсель санашкал туйăмлă çын пулсан çеç сирĕн калама пĕлмелле мар юрату çуралма пултарать. Ну, Ромеопа Джульеттăнни евĕрли тейĕпĕр. Анчах та вăл леш Саша Алексеев пек, каçар та, турпас чунлă тăк — унпа çыхланма та кирлĕ мар. Чунна тата вирлĕрех амантаканни кăна пулать вăл. Люба, хам малтан каланă шухăша хамах хирĕçлетĕп пулса тухать те-ха капла. Эпĕ вăл тутар каччи пулни пирки. Каçар, Люба, манăн сире пĕр-пĕринчен сивĕтме нимĕнле ирĕк те çук. Сан хăвăн пуçу та хулпуççи çинчех. Тен, сире иксĕре тĕнчере çук телей кĕтет, кам пĕлет, эпĕ уйăраканни пулам мар ĕнтĕ. Ман сана, Люба, лайăххине кăна сунас килет.
Чăтаймарăм, тусăма, кресло çинчен тăрса чӳрече çывăхне пырса тăнăскерне, ыталаса илтĕм.
— Ак эсĕ ачаш туйăмлă иккенне кăтартакан тепĕр тĕслĕх, — кулса ячĕ Марина.
Телефон шăнкăртатни иксĕмĕре те шартах сиктерчĕ. Эпĕ трубкăна çĕклерĕм. Марсель иккен. Манăн сасă еплерех улшăннинченех Марина эпĕ кампа пупленине ăнкарса илчĕ ахăр. Тути хĕррипе палăри-палăрми кулса ман çине тинкернĕ май куç сиктерми сăнама пикенчĕ. Ал тупанĕ тарласа каймаллах çатăрласа тытнă телефон кĕпçинчи асамлăран та асамлă сасă вара ку пӳлĕм çинчен те, тантăшăмăн тĕпчевлĕ куçĕсем çинчен те мантарчĕ. Марсельпе пĕр пилĕк минут шӳтлĕ-мĕнлĕ калаçнă хыççăн паян ăçта тĕл пуласси пирки татăлтăмăр та трубкăна вырăнне хутăм.
— Мĕнле телейлĕ-ха эсĕ, Люба, — илтрĕм Марина сассине. — Сан хыççăн йĕкĕтсем кĕтĕвĕпех чупаççĕ. Анчах эпĕ пĕр япалана ăнланмастăп: мĕншĕн эсĕ чăваш каччисене сивлесе уйрăммăнах çак тутар йĕкĕтне суйласа илтĕн. Романтика хыççăн кайни мар-и ку сан?
— Пĕлместĕп...
Чăнах та, ку ыйту çине нимĕнле хурав та тупаймарăм эпĕ. Тӳррипе, хама та Марсельпе тĕл пулнăранпах канăç памастчĕ-ха вăл. Чĕре суйлать тени эппин тĕрĕсех пуль, енчен те шăпах çак тутар каччине тĕксе яма хал çитереймерĕм пулсан.
— Салам пултăр, хĕрсем, — тесе пӳлĕме Сизов Николай Арсентьевич, ача-пăча передачисен редакторĕ, кĕрсе тăчĕ.
Яланах кулса калаçакан уçă саслă арçын вăл. Хĕрĕхрен анчах иртнĕскер, çамрăксен кунçулĕ-шăпипе хытă интересленет. Поэт чунлă этем вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ сăвăсем хайлать. Маринăпа иксĕмĕр радио çуртне ура ярса пуснă кунах пире хăй çырнă сăвва парнелерĕ Николай Арсентьевич. Унтан пирĕн çине кăшт шухăшлăрах та, çав вăхăтрах тахçан çĕтернĕ япалана халь сасартăк тупнă майлă савăнăçлă тинкерсе çапларах çавăрттарса хучĕ:
— Хĕрсем, эпĕ шутланă тăрăх, арçын хăйĕн пурнăçĕнче таса туйăмлă юратăва виçĕ хут туйса курать. Пĕрремĕшне — ачапчаллах, вăл яланах тенĕ пек ырăпа аса кĕрсе юлать, манăçмасть. Иккĕмĕшне — яшлăхра. Çав юратăва пула çамрăксем çемье çавăраççĕ. Виççĕмĕшне вара — хĕрĕх çултан иртсен. Ку чи телейсĕрри, мĕншĕн тесен хĕрĕх çултан иртнĕ арçын чечек пек селĕм хĕре, сывлăм тумламĕ те типсе çитеймен çеçке евĕр ачашскерне савма пуçлать. Темĕн ан шутлăр, уççăн мар, ăшра, вăрттăн çеç. Илемлĕхпе çамрăклăх умĕнче эпир, арçынсем, пурте сар çу пек ирĕлетпĕр. Паллах, ытларах чухне нимĕнле шанăçсăр, мал ĕмĕтсĕр, ыратуллă, асаплă юрату вăл виççĕмĕш. Вăт çапларах ман шухăшăм, хĕрсем...
Николай Арсентьевичăн çак сăмахĕсем шăпах халь асăма килнĕрен хам ăссăн кулса илтĕм — кашниех хăй тăрăх сут тăвать.
— Хĕрсем, çак пӳлĕм алăкне уçса кунта кĕрес умĕн манăн пĕтĕм ал-ура сиксе чĕтрет. Ах, çамрăклăх, иртсе кайнă çамрăклăх, эс килинччĕ самантлăх... — текелесе редактор сĕтел хушшине вырнаçрĕ.
Эпир тăруках шыв сыпнăн шăпланине хăй килсе кĕнипе çыхăнтарчĕ пулас вăл.
— Эпĕ сире чăрмантартăм-и, пикесем? — куçран тинкерсе ыйтрĕ сăвăç.
— Çук-çук, мĕн эсир, Николай Арсентьевич? — хыпаланса пӳлтĕм эпĕ ăна.
Марина ман çине кăлин тинкерчĕ. Эпĕ унăн ыйтуллă куçне асăрхамăш пултăм та хама канăç паман шухăша редактора парса пăхма шутларăм. Хыçлă пукан илсе Сизова хирĕç сĕтел хушшине вырнаçрăм.
— Николай Арсентьевич... — самантлăха шуйханнă куçпа пăхрăм эпĕ ун çине. — Вăт эсир манран икĕ хут нумайрах пурăннă çак тĕнчере, апла тăк сирĕн шухăшлав маннинчен темиçе хут анлăрах. Манăн пĕр ыйту пур, хуравлăр-ши.
Вăл куçне çеç ерипен хупса илчĕ.
— Калăпăр, пурнăç çулĕ çинче каччăпа хĕр тĕл пулаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕриншĕн çуралнă тейĕпĕр. Анчах та çак икĕ чун расна йăла-йĕркепе пурăнакан халăх ывăлĕ-хĕрĕ-мĕн. Вырăспа чăваш та мар. Ну, калăпăр, тутар каччипе чăваш хĕрĕ. Ĕненӳсем пĕрешкел пулманран çак икĕ наци çыннисем мăшăрланассине хирĕç пыракан йăла халь те пĕтмен иккен-ха. Çапла-и, Николай Арсентьевич? Е эпĕ тĕрĕс мар шутлатăп-и? Тен, хальхаççăн унашкал чăрмавсем çук?
Сизов пĕр самант пӳрнисемпе сĕтеле тăкăртаттарса ларчĕ. Унтан сылтăм аллинчи шĕвĕр пӳрнипе тăнлав тĕлĕнчен пĕр-икĕ хут сăтăркаларĕ те тĕттĕм куçне ман çине куçарчĕ.
— Пĕлетĕр-и, хĕрсем, — терĕ вăл лăпкăн, — ку енĕпе хатĕр хурав çук пуль тесе шутлатăп эпĕ. Люба, эс илсе кăтартнă тĕслĕхре каччин шухăш-кăмăлне пĕлмесĕр, унăн ашшĕ-амăшĕ мĕнлерех тавра курăмлă çынсем иккенне чухламасăр тата çавăн пекех хĕрачи мĕнлерех шухăшлавлă пулнине шута илмесĕр нимĕн те татса калама çук. Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнлече теççĕ вĕт, çавна май çамрăксен ашшĕ-амăшĕ ывăлĕпе хĕрĕ пĕр-пĕрне юратнине пĕле тăркач, вĕсем пĕрлешессине хирĕçех пулаççĕ тесе шат та пат татса калас килмест. А вăт, хĕрсем, çак ыйтăва çамрăксен передачинче хускатсан аван пулмалла вĕт, э.
Эпир Маринăпа пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр.
— Аван шухăш, Николай Арсентьевич, хускатма пулать, анчах та ку ыйтăва тĕпĕ-йĕрĕпех çутатса памалăх пирĕн вăй çеç çитейĕ-ши. Пурнăç опычĕ кирлĕ-çке кунта, пирĕн вара вăл çукрах, — терĕ хаш сывласа тусăм.
Хăçанччен пурăнмалла-ха вăл опыта илес тесен. Эпĕ шухăша путрăм...
V
Пирĕн практика та вĕçленсе пырать ĕнтĕ. Çавăнпа пĕрлех июлĕн сар çу евĕр ирĕлекен кунĕсем те иксĕлеççĕ. Çук-ха, çут çанталăк кĕр çывхарнине палăртмасть: унчченхи пекех сывламалла мар шăрăх. Марсельпе тĕл пуличчен канмалли кунсене Марина тусăмпа Атăл хĕрринче чăпăл туса та хĕвел çинче хĕртĕнсе ирттереттĕмĕр. Халь вара ман пĕтĕм пурнăç арпашăнса кайрĕ. Унпа курса калаçнă е тĕл пулнă самантсем тăваттă-пиллĕкрен ытла та мар, анчах ку пĕтĕм чунăма шуйхатма çителĕклĕ пулчĕ ахăр. Радио çуртĕнчи ĕç пӳлĕмĕнче тĕк — унта, хваттерте тĕк — хваттерте, телефон шăнкăртатасса пĕтĕм чунăмпа, кĕлеткемри кашни пăнчăпа кĕтсе ларатăп пулас эпĕ. Булгаковăн “Мастерпа Маргарита” кĕнекине иккĕмĕш эрне вулатăп. Кун пекки нихçан та пулман. Тытатăп та вуласа çитнĕ çĕре уçса хуратăп, куçсем йĕркесем тăрăх чупма пикенеççĕ, анчах пуç миминчи кашни туйăмлă пăнчă Ун пирки-мĕн. Тепĕр самантран: «Мĕн вуларăм-ха эпĕ халь.» — текен шухăш пуçа пырса çапать. Пĕр сыпăкне мар, пĕр сăмахне те астуса юлайман иккен. Çав йĕркесем çийĕнех тепĕр хут чупма пуçлатăп. Пĕр страница пĕр сехет патне вуланать пулас çавнашкал хăвăртлăхпа.
Ĕçрен килнĕ хыççăн хама хытарса хваттерте кĕнеке вуласа ларатăп. Марина çăвăнмалли пӳлĕмре Алика чăпăл тăвать. Унччен те пулмарĕ пĕтĕм чунăма шуйхантарса телефон шăнкăр-р! турĕ. Пружинăпа таптарса янăн сиксе тăтăм диван çинчен, кĕнекене сĕтел çине лап пăрахрăм та трубкăна çатăрласа тытрăм. Марсель сасси! Кунĕпе Турă пек кĕтнĕ Марселĕм!
— Салам, Люба, — илтрĕм хаклăран та хаклă сасса.
— Салам, Марсель. Ăçтан шăнкăравлатăн? — пăлханса ыйтрăм эпĕ.
— Сан подъезду умĕнчи телефонран, Любушка. Тухсам хăвăртрах, тусăм, кĕтетĕп.
— Юрать, — тесе кĕпçене вырăнне хутăм та самантлăха шухăша кайса тăтăм.
— Кам шăнкăравларĕ? — ваннăйĕнчен пуçне кăларса ыйтрĕ тусăм. — Марсель-и?
— Аха. Урамра кĕтет.
Çийĕмри халата вăр-вар хывса петĕм те шурă кĕпе тăхăнтăм. Ытла хытă васканăран ал-ура çыхланать-мĕн — тӳнтер тăхăнса лартнă. Хывса çĕнĕрен тăхăнтăм. Пĕчĕк сумкăна хама кирлĕ ăпăр-тапăра тултартăм. Тĕкĕр умне тăрса çӳçĕме тӳрлеткеленĕçемĕн сулахай енне шурă кĕл чечек çеçки тиртĕм те Маринăна хам ăçта каясси пирки систерсе хваттертен тухрăм. Картлашкасемпе аялалла аннă чух ура чĕтренине туйрăм. Подъезд алăкне урам еннелле тĕксе уçрăм çеç — Марсель ман ума куç тулли тухса тăчĕ. Хаклăран та хаклă çыннăм! Чупса пырса ыталаса илĕттĕм, унăн ытамĕнче ним юлми ирĕлсе çухалăттăм, ирхи хĕвел шевли пулса куçĕнчен ачашлăттăм, тутинчен чуп тăвăттăм. Манăн чун патшийĕ!.. «Кĕрсем чĕрем ăшне, кĕр те хуçа пул» тейĕттĕм. Эпĕ пуç çухатаслах юратса пăрахас тесе ĕмĕтленнĕ çын тăрать-çке ман умра. Анчах эпĕ вăрттăн туйăмсене палăртмарăм, тута хĕррипе кăшт кулса илтĕм те ăна куçран ыйтуллăн тинкертĕм:
— Ăçталла пулать пирĕн паянхи çулçӳрев, Марсель.
Вăл ман çине пĕр кана çаплипех чĕнмесĕр, куçне çиçтерсе пăхса тăчĕ. Вара эпĕ пуçа айккинелле пăртăм та:
— Марсель, атя пĕр питĕ хитре вырăна каятпăр, — тесе нимĕн пулманла сăмах хушрăм.
— Ăçта вăл. — кăсăкланчĕ Марсель.
Шупашкарти ман юратнă кĕтес вăл — студентсен хулин тепĕр енчи йывăçлă вырăнĕ. Унти çуллахи илеме нимĕнле чĕлхепе те каласа пама пĕлеймĕн. Вăйă карти мĕннине пĕлсе ӳсмен пулин те, ман шутпа, карталанса тăнă шурă хурăнсем шăпах вăйă картинчи яштака пӳллĕ хĕрсене аса илтереççĕ. Тĕттĕм атлас кĕпеллĕ лăпăска чăрăшсем, çырма хĕррине кĕпе чӳхеме анакан инкесем майлах тĕпсĕр çырана анса куçран çĕтекен кăтра çӳç ярапиллĕ чăваш йăмрисем. Пурте, пурте манăн чунăма калама çук çывăх. Çак ращана килсе тухсан хула шавĕ те таçта-таçта, пин çухрăм хыçа тăрса юлнăн туйăнать. Чĕвĕлти кайăк сассиллĕ, пурнăç пиллекен асамлă сывлăшлă юмах тĕнчи пек те, икĕ айккинчен хула хĕссе тăракан эреветлĕ çĕршыв пек те курăнать вăл мана самантсерен. Хушăран вара чĕркуççи таран курăк хушшипе Атăл хĕрринелле хăю евĕр авкаланса тăсăлакан утма çул тăрăх ача чухнехине аса илсе çара уран чупас килет, анчах темĕн тытса чарать. Ахăртнех, ачалăхăм тавăрма çук инçетлĕхре тăрса юлнине ăнланни чăрмантарать-тĕр.
Троллейбусран Марсель алă парса антарчĕ. Тĕнчеçĕм! Эпĕ унăн лайăх енне ытларах та ытларах асăрхатăп-çке. Суккăрлатмасть-и мана юрату тени? Тен, юратăва пула кăна начар енĕсем куç тĕлне лекмеççĕ. Çук, мĕнле ухмахла шухăш. Малтан, паллашнă чухне, эпĕ уншăн чĕрене уçман-çке, апла пулин те малтанах унăн лайăх енĕсем кăна курăнчĕç. Сăнĕпе илемлĕ çын мунчалапа пĕркенсен те хитре тенешкел, чунĕпе ырă çын хуть те ăçта та çав çынах ĕнтĕ. Кунта эпĕ йăнăшма пултарайман.
— Любушка, эсĕ каллех шухăша путрăн... — хулран тытса ыйтрĕ Марсель.
Эпĕ шухăш пусмăрĕнчен тухса куçа вылятса илтĕм.
— Сан çинчен шухăшлатăп, Марселĕм, — ун еккипе чуптартăм эпĕ. — Атя çак аллейăпа утар, унти çинçешке сукмак пĕр пысăках мар ĕшне витĕр Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен парка илсе тухать.
Хула транспорчĕ чарăнакан вырăнтан темиçе утăм кăна тунăччĕ, пĕри ятран кăшкăрса чĕннине илтрĕм. Марсель те илтнĕ иккен мана чĕннине. Вăл манран маларах çаврăнса хыçалалла тинкерчĕ те:
— Люба, сана пĕр хĕрача чĕнет, — терĕ.
Шкулта пĕр класра вĕреннĕ Шульдеева Галя-мĕн. Ытла шапăлти чĕлхеллĕ те сăмсине пур çĕре те чикме юратнăран хисеплесех каймастчĕç ăна класра. Шкул пĕтернĕренпе вăл та хуларах пурăнать те, пач курман мар-ха эпĕ ăна. Халь тата мĕншĕн кăшкăрсах чĕнет-ши. Курнă пулин вара, тантăшу пĕччен маррине пĕле тăркач чĕнмесĕр ирттерсе ярсан та юрамалла пек.
— Салам, Люба! Ай-ай, хулара пурăнатăп тесе пач палласшăн мар-çке эсĕ. Хыçран чĕнсен те çаврăнмастăн, — шапăлтатма пикенчĕ Галя.
— Каçар, Галя, ман ятлисем татах та пур-çке хулара, — аванмарлантăм эпĕ пĕрле вĕреннĕ тантăш умĕнче.
Галя ман çумри каччăна çывăхран курса хак пама шутланă-мĕн. Марсель чăвашла маррине чухласа илчĕ пулас та вăл тӳртенех пат ыйтрĕ:
— Ку сан савни-и? Чăвашла пĕлмест-им? «Хурисенчен» мар-тăр та...
Эпĕ кăмăлсăрланнине палăртмарăм, ун вырăнне кăшт куларах кăна:
— Чухлаймарăн, Галя, тутар каччи вăл, чăвашла та пĕлет. Эсĕ çакна çеç ыйтасшăнччĕ-и? — терĕм ăна куçран чăр-р тăрăнса.
Тантăш нимĕн калама аптрарĕ курăнать.
— Юрĕ эппин, Галя, эпир васкатпăр-ха, тепĕр чух калаçăпăр. Чипер, — тесе унпа сывпуллашрăм та икĕ утăмра тăракан Марселе куç хĕсрĕм.
— Чипе-ер, — тесе Галя пăрăнса утрĕ.
Юратнă çын çумра тăк сехет пĕр авăк пек кăна туйăнать иккен. Тем самантра хура каç йăлтăрти çăлтăрсемлĕ тĕксĕм чаршавне хула çийĕн карса та хучĕ. Парк тулашĕнчи пурнăç пачах урăх-мĕн. Аллейăпа хуллен утса неон лампăсем çутатакан студенсен хулине каялла çаврăнса тухнă çĕре ывăнма пĕлмен сехет йĕпписем вунпĕр çурă кăтартатчĕç.
— Марсель, эпĕ хваттере каймастăп — вăхăт нумая тăсăлчĕ. Манăн йăмăк пӳлĕмĕн уççи пур, унта çĕр каçатăп. Анчах абитуриентсем пурте килĕсене кайнă та, ман çав тăхăр хăтлă пуш курупкăна та каяс килмест. Кичем унта, — терĕм эпĕ тротуар хĕрринчех ӳсекен тирек айĕнче чарăнса тăрса.
— Каймастпăр та эппин унта, каçĕ мĕнешкел хитре, — халиччен хулран тытнинчен ытла ниçтан та тĕкĕнме хăяйманскер, пилĕкрен икĕ ал тупанĕпе çупăрларĕ Марсель. — Пăх-ха, Люба, сан пилĕкне икĕ алăпах çавăрса тытма пулать-иç.
Сасартăк вăл аллисене хĕскĕч пек хытарса лартрĕ те, мана ерипен хăй çумне туртрĕ. Эпĕ çаплах ăна куçран тинкертĕм. Акă унăн сăн-пичĕ кулма пăрахрĕ. Вĕри сывлăш хумĕ ытла та çывăхран çапнине туйрăм. Эрех ĕçсе ӳсĕрелсе курман пулин те Марсель ытамĕнче ăна куçа-куçăн тăрса хама ӳсĕр чухнехи пек туйрăм. Нимĕнпе ăнлантарса пама пĕлмелле мар чĕтрев ерчĕ мана. Шикленни те, именни те, пуçа ниçта чикме пĕлменни те пĕр çĕре хутшăнса пуçăмри чипер ăс-тăна пĕтĕмпех арпаштарса ячĕç. «Эпĕ ăна ухмаха ересле юратса пăрахнă иккен», — тан-н пырса çапрĕ пуçа тавçăрулăх.
— Лю-юба, эсĕ... эсĕ ман юратăвăм, — илтрĕм çак самантра тĕлĕкри евĕр.
Ку сăмахсем хăлха çумĕнчех янăранăран кĕлеткемри пур пек вăйăм пăчах çухалчĕ. Хам мĕн тунине хам та лайăххăн чухлаймасăр аллăмсемпе ăна мăйран ыталарăм. Унăн вĕри тути малтанах хăлхамран, питрен сĕртĕнчĕ, кĕçех анратса яракан чĕтренчĕклĕхпе тутана хупларĕ... Темле туйăм тротуарпа ют çын çывхарса пынине систерчĕ. Пуçа пăрса пăхрăм — çурма тĕттĕмре, чăннипех те, пĕр арçын утса килет.
— Марсе-ель, аван мар кун пек, çынсенчен лайăх мар, — унăн ытамĕнчен хăтăласшăн пултăм эпĕ.
— А эпир юриех... — тесе вăл мана пушшех те хытă çатăрласа тытрĕ те иртсе пыракан çын умĕнче ятарласах чуп тума пикенчĕ. Мана иксĕмĕр çапла айванланни шутсăр кулăшла та пек, çав вăхăтрах чăтма çук намăс япала та пек туйăнчĕ. Малтанах иккĕмĕш туйăм çĕнтерчĕ. Марселĕн аллисене вăрт сирсе ывăтрăм, хăйне вăй пур таран тĕксе ятăм. Вăл кулса янине кура пĕрремĕш туйăм çиеле тухрĕ.
— Ухмах вĕт эпир санпа, ухмах... — çураçуллă саспа каларăм эпĕ. — Атя каятпăр кунтан. Ăссăрлатакан вырăн ку.
Студентсен пушаннă хулипе иккĕнех çавăтăнса утрăмăр. Нимĕн калаçмасăр, пуçсене пĕр-пĕрин çумне тайса. Пĕр общежитинчен магнитофонпа юрă кĕрлеттереççĕ çамрăксем. Вуниккĕмĕш сехет ĕнтĕ, анчах çывăрма шутламаççĕ те-ха, мурсем. Урасем иксĕмĕрĕн те эпĕ çĕр каçма кĕрес тăхăр хутлă çурт еннелле утрĕç. Общежити алăкĕ умне çитсен чарăнса тăтăмăр.
— Люба, ман санран уйрăлас та килмест... Чим-ха, эпĕ сана пĕр япала каламан вĕт, — хыпăнса ӳкрĕ тăруках Марсель.
— Мĕскер.
— Любушка, пĕлетĕн-и, ман ыран практика вĕçленет. Тепĕр кунне каяс пулать кунтан, Люба, — терĕ вăл кулянчăк сасăпа.
Чĕреме темĕскер хĕссе илчĕ. Нимĕн калама пĕлмесĕр пĕр авăк тăтăм, тăтăм ăна куçран тинкерсе. Тăруках пĕтĕм чунăмпа туйса илтĕм: манăн та уйрăлас килмест-çке унран.
— Люба, эпĕ сана паян çав пушă пӳлĕмре пĕччен хăвармăп, саншăн шикленетĕп эпĕ, тата ман санпа пулас килет, — шăплăха татрĕ Марсель...
Хулари ăçтиçуксем çуллахи вăхăтра общежитине балконсенчен кĕрсе хĕрсен сехрине хăпартса çӳреççĕ тенине илтмен марччĕ-ха эпĕ. Сехрине хăпартни çеç-и, вĕсен чысне вараласа хăварни пирки те пайтах шавлатчĕç. Çавна пула-тăр, йăмăкăн пӳлĕмĕнче пĕччен юласси пĕрре те савăнтарманччĕ мана. Хваттере çĕр варринче пырса кĕме аван мартан кăна унта юлма шутларăм. Халь Марсель кун пек калани те иккĕлентерсе ячĕ тата. «Именме те пĕлмест ку тесе шутламасть-ши ман пирки.» — текен шухăш тĕвĕленме пуçларĕ пуçра. Çапах эпĕ ку иккĕленчĕк туйăма сиртĕм те килĕшнине пĕлтерсе пуçа хуллен сĕлтрĕм...
— Каялла тухса ан кай ĕнтĕ, абитуриентсем сан пекех чаплă пурăнмаççĕ те... — терĕм эпĕ пӳлĕме кĕрсен.
Вăл шурă тикĕс шăлĕсене кăтартса кулчĕ. Унтан пукан илсе сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Эпĕ кравать çинче вырăн тупрăм.
— Люба, эпĕ саншăн шикленетĕп тенине ăнлантăн-и? — ыйтрĕ Марсель.
Вăл мĕн каласшăн пулнине тавçăртăм пулин те хулпуççине сиктеркелерĕм.
— Сирĕн кунта çĕрлесерен пӳлĕмре пĕччен юлма хăрушă тенине илтнĕччĕ. Питĕркĕчсене ватса кĕнисем чылай пулнă юлашки вăхăтра. Анчахрах çеç шкул пĕтернĕ хĕрсем хӳтлĕхсĕр пулнипе усă кураççĕ хăш-пĕр пӳтсĕр йĕкĕтсем. Тепĕр çынна çынлăхран кăларасси вĕсемшĕн нимĕн те мар, — шухăшлăн калаçрĕ Марсель.
Эпĕ тӳрех Ладăна аса илтĕм, кăкăрта шеллев туйăмĕ йăшăлтатнине туйрăм. Ялтан килнĕ хӳтлĕхсĕр виçĕ хĕрача. Çакнашкал усал хыпар илтнĕçемĕн мĕнешкел канăçсăрланнă пуль ĕнтĕ вĕсем каçсерен.
— Люба, халь эсĕ ытлах ан шиклен ĕнтĕ, паян эпĕ пур вĕт санăн, — лăплантарчĕ мана Марсель.
Пукан çинчен тăрса манпа юнашар вырнаçрĕ вăл, аллăмран тытрĕ. Кулли ытарайми унăн. Шап-шурă шăлĕсем акшар чулĕ пек шуррăн курăнаççĕ те, пĕтĕм сăн-сăпатне темле асамлă хăват кĕртеççĕ. Ытти каччăсен умĕнче хама эпĕ яланах çӳлти шайра туйнă пулсан Марсель умĕнче пĕчĕкçĕ пукане евĕр туятăп хама. Хăш вăхăтра çĕнтерме ĕлкĕрчĕ ку туйăм. Эпĕ асăрхаймасăрах юлнă. Тем самантра вăл маншăн пĕтĕмпех — юратнă çыннăм та, уйăхăм-хĕвелĕм те, чĕрем хуçи те, чунăм патши те — пулса тăма ĕлкĕрчĕ. Çур çул ытла пушшăн халтăртатса ларнă юрату керменне эпĕ ăна, тахçантанпах кĕтсе тунсăхланă чунăмри çыннăма, ним тăхтаса тăмасăр уçса кĕртрĕм ахăр.
Марсель çаплах куçран сăмах чĕнмесĕр тинкерчĕ.
— Мĕн пăхатăн ман çине, эп сан арăм пулас пек? — шӳтлĕ вырăсла каларăша персе ятăм эпĕ ним калама аптăранипе.
Марсель ахăлтатаса кулса ячĕ те пилĕкрен çатăр-р ыталаса хăй çумне туртрĕ.
— А эсĕ пуласшăн мар-им? — илтрĕм эпĕ.
Ыйтăвĕ шӳтлĕ пулин те кĕтнĕскерччĕ-ха, пурпĕрех тӳрех нимĕн те тавăрса калама пĕлмерĕм. Кăштахран çеç хама канăç паман ыйтупа ăна каллех куçран тирĕнтĕм.
— Марсель, эпĕ чăваш хĕрĕ, эсĕ тутар ачи. Çакă пире кансĕрлемĕ-ши? Пирĕн пурнăç çулĕ темшĕн нихçан та хĕресленес çук пек туйăнать мана, — терĕм.
Вăл кулма пăрахса мана хăйĕн енне туртсах çавăрса лартрĕ.
— Çук, çук, мĕн калаçатăн, тусăм? Юрататăп эпĕ сана, Люба... Мана урăх никам та кирлĕ мар. Хуть те мĕн пултăр, анчах сана эпĕ никама та памастăп, илтетĕн-и? Манăн пулатăн эсĕ, савниçĕм, çакна пĕлсе тăр. Ĕненсем мана, юратăвăм...
Епле ĕненмĕн-ха, епле хĕпĕртемĕн çак сăмахсене илтсен, анчах тем самантра: «Турăçăм, иккĕмĕш çын калать мана ”эпĕ сана юрататăп” тесе», — текен иккĕленчĕклĕ шухăш вĕлтлетрĕ пуçра. Эпĕ чĕнмерĕм, ăна куçран та пăхаймарăм. Вăхăт питĕ вăрăма тăсăлнăн туйăнчĕ. Вара тинех пуçа çĕклерĕм те ун çине тинкертĕм. Марсель çаплах тутине çыртса эпĕ мĕн каласса кĕтет-мĕн. Чĕрем хĕсĕнсе илчĕ.
— Марселĕм, чун темскер ырă мара сисет... Тен, пире тек тĕл пулма та кирлĕ мар. А, Марсель.
Вăл тархасласа, йăлăнса, чунтан ыйтса пуçне пăркаларĕ. Куçĕ, тилмĕрекен ăшă хăмăр куçĕ, кĕçех куççуль тапса тухасла куçран тинкерчĕ.
— Çук, çук, Люба... Хуть те мĕн тума хуш эсĕ мана, анчах çак сăмаха кăна ан кала. Ан ĕнен, ан шан эс мана, анчах тĕл пулмастпăр урăх тесе çеç çăвар ан уç. Эсĕ, Любушка, мана хăçан та пулин ăнланасса кĕтсе пурăнăп эпĕ. Пĕртен-пĕр юратăвăм эсĕ манăн, Люба... Тĕксе ан яр мана, тархасшăн...
Эпĕ пĕтĕм кĕлеткемпе чĕтренсе ун çумне тĕршĕнтĕм. Мĕншĕн çакнашкалах йӳнеçтеретĕп-ха эпĕ ăна. Эпĕ марччĕ-и-ха ун çинчен шутланипе кунĕ-кунĕпе тĕлĕкри пек çӳрекенни? Халь мĕншĕн туйăма хирĕç каятăп? Иртсе кайнă юратăвăм чĕрене амантса хăварнăран, халь тепре çавнашкал килсе тухассинчен сыхланнăран мар-и ку. Пĕтĕм шанусăрлăхпа темрен шикленнине тĕпсĕр авăра перес килсе кайрĕ. Пуçа ерипен çĕклесе салхуллă куçсенчен тинкертĕм. Чĕрем, манăн вăрттăн шухăшран шикленнипе-ши, кăкăрта мар, пыр тĕпĕнче тăпăлтатрĕ.
— Марселĕм, — куçа шал енчен юн пусăмĕ хытăрах та хытăрах тапнине туйса вĕрин пăшăлтатрăм эпĕ, — юратнă çыннăм, манăн сана ĕненес килет... Манăн нихçанхинчен вăйлăрах туйăмпа савас килет сана...
Кунашкал сăмаха хамăн пурнăçăмра пуçласа, пĕрремĕш çынна каланăран питĕм вут пек пĕçерчĕ. Анчах именсе пуçа чикмерĕм, çаплах ăна куçран тинкертĕм. Пĕтĕм иккĕленчĕклĕ шухăшсене сирсе ярса ăна икĕ аллăмпа мăйран ыталама хăюлăх çитертĕм. Вăл, хăрах аллипе мана пилĕкрен çупăрланăскер, тепринпе пит çине сапаланнă çӳç пайăркисене хăлха хыçнелле иле-иле ячĕ. Çак самантрах хыпса-çăтса ярасла витĕр тинкерсе пăхрĕ Марсель ман çине. Унăн сăмси çунаттисем пăлханчăклăн сиккеленине, сăн-питĕнчи чĕптĕм кулăсăр куçне шутсăр çывăхра курнăран ăс-тăн пĕтĕмпех арпашăнса кайрĕ. Куçăм вăйсăррăн хупăнайрĕ кăна вăл антăхса кайса чуптума пикенчĕ. Темиçе хутлă çурт тăрринчен ӳкнĕн туйрăм хама, анчах çурт тăрринчен мар, кравать çине çеç вăйсăррăн йăваннă иккен.
— Лю-юбушка, савниçĕм... Эсĕ манăн пĕртен-пĕр чĕкеçĕм...
Савнă çыннăн вĕри пăшăлтатăвĕ мана каллех юратупа киленĕç тĕнчине йыхăрчĕ. Унăн аллисем тăн-тăн кăкăрăмсем çинче иккенне пĕрремĕш хут туйсан шартах сикрĕм, анчах хама та ăнланмалла мар туйăмпа ун çумне çатăрах çыпçăнтăм. Йăлтах маншăн пуçламăш хут... Çапла пулмалла-ши вăл юрату тени. Манăн тута та тăртанса кайрĕ ĕнтĕ, анчах Марсель çаплипех чуптурĕ, чуптурĕ. Унăн алли кĕлеткем тăрăх шуса пилĕк çине куçрĕ, пĕçĕ çийĕн чупрĕ. Халиччен сăваплă, никам тĕкĕнме хăяйман вырăн тесе шутланă тĕле, те ăнсăртран, те ятарласах, аллипе перĕнсен пĕтĕм кĕлеткемпе картах туртăнса куçа яри уçрăм та ун айĕнчен вăшт кăна шăвăнса тухса тăрса лартăм.
— Марсель, эпир санпа ухмаха еретпĕр пулмалла. Юрамасть ун пек, — терĕм çӳç-пуçа тӳрлеткеленĕ май аран-аран сывлăш çавăрса.
— Мин сине яраттам, Люба...- хăй сисмесĕрех тутарла пăшăлтатрĕ Марсель, унтан аса илчĕ пулас та, — Каçар, Люба, юратнипе-çке... — терĕ куçран ытарайми тикерсе.
— Мĕн эсĕ, Марсель. Сана кӳренмен-çке эпĕ... — пӳлтĕм çийĕнчех. — Ман пирки япăх шутламастăн-и эсĕ, Марселĕм.
Вăл хирĕçлесе пуçне сулларĕ, хыттăн хăй çумне чăмăртарĕ.
— Пĕлетĕн-и, ман пĕрре те сана хулара пĕччен тăратса хăварас килмест. Такам вăрласа каяссăнах туйăнать, — терĕ вăл хаш сывласа. — Анчах кăна тĕл пултăмăр, халь вара уйрăлмалла та. Пĕр уйăхлăха вĕт-ха тата...
— Пĕр уйăхлăха çеç мар, икĕ уйăха, Марсель, — пӳлтĕм эпĕ ăна салхуллăн.
— Мĕншĕн? — васкаса ыйтрĕ вăл.
Эпĕ ирĕксĕртен кулса илтĕм те:
— Сентябрь уйăхĕнче çĕрулми пуçтарма илсе каяççĕ пире, факультет ял хуçалăхне ура çине тăма пулăшать, — терĕм салхуллăн. — Таврăнасса октябрь уйăхĕнче кăна таврăнатпăр. Вăт çапла, Марселĕм.
— Темех мар, Любушка. Эпир пĕр-пĕрне çыру çырăпăр. Вара вăхăт та сисĕнмесĕр иртет.
Унпа чылайччен калаçса, пуласси пирки ĕмĕтленсе лартăмăр. Сисмерĕм те, куç хупанкисем йывăррăн уçăлса хупăнма тытăнчĕç. Астăватăп-ха, ача чухне çавнашкал самантсенче атте: «Тăманасем вĕçсе килнĕ-им.» — тетчĕ шӳтлесе. Ăна-кăна ăнланманскер, тек-текех куç хупанки çинчи “тăманасене” хăвалаттăм. Марселĕн калаçăвне тăнланă май ачалăхри çав тапхăра куç умне кăларса тăратрăм халь. Савнă çыннăм шăппăн: «Любушка, эсĕ çывăратăн тем. Ырă каç, ман Юратăвăм», — тесе пуçа минтер çине хуртарнине вара ачалăхри асамлă тĕлĕк тăсăмĕнчи ахрăм евĕр илтрĕм. Тутлă тĕлĕк хăй ытамне илчĕ.
VI
— Марина!..
Эпĕ пĕр уйăх курман тусăма чупса пырса ыталаса илтĕм. Каллех университет пурнăçĕ пуçланать. Виççĕмĕш курс. Çак шухăшпа сырăннăччĕ-ши тантăшăм, кăшт тунсăхлăрахчĕ унăн сăн-пичĕ. Мана курсан хăпартланса кайрĕ, икĕ çутă хăмăр куçĕ хунар çутнăн евĕр йăлтăр çуталчĕ.
— Любочка, ăçтан татăлса антăнах. Тин кăна сан çинчен шухăшланăччĕ. Е çылăхсăр эсĕ.
Тусăмăн куçĕ вăлтса пăхать. Чее те-çке, мур илесшĕ. Ăна пилĕкрен çупăрласа илтĕм те тӳсеймесĕр ахăлтатаса кулса ятăм.
— Ăçта çылăха кĕрес ĕнтĕ ман. Хăвах куран ав, çакна çирĕплетекен тĕслĕх те тупăнчĕ.
— Чикан майри пекех чуна кĕме пĕлетĕн эсĕ, Люба. Ну каласа пар ĕнтĕ, мĕнлерех унта сан пурнăç.
Ун ыйтăвне хуравличчен студентсен хулинчи чарăнăва мĕншĕн тухнине аса илтĕм.
— Итле-ха, Марина, ăçта кайма пуçтарăннă эсĕ? Атя пĕрле университета, çул çинче калаçăпăр.
Тĕлнех, пире кирлĕ троллейбус килсе чарăнчĕ. Тусăм хăй те хамăр вĕренекен корпуса çитсе килме шутланă-мĕн. Пĕлтерӳ таврашĕ, вĕренӳ йĕркине пăхас тĕллевпе ĕнтĕ. Эпир троллейбуса лартăмăр.
Хаваслăн пакăлтатса пынă май, троллейбус юлашки чарăну тунине те водитель ятарласах «Хĕрсем, юлашки чарăну!» — тесе пĕлтерсен çеç сисрĕмĕр. Пушă салона тинкертĕмĕр те пĕр харăс хаваслăн кулса троллейбусран тухрăмăр. Çапла çав вăл нумай вăхăт пĕр-пĕринпе курнăçмасан — калаçăвĕ те шыв пек юхать, таврара кам пуррипе çуккине те асăрхамастăн. Марсель ятне тĕкĕнмесĕр иртме май килменрен, унăн çутă сăнарне пĕр авăклăха куç умне кăларса тăратса хампа-хам йăлтăр çиçрĕм. Саманлăха шăпланнă Марина чавсипе айăкран кăлт тĕкни университет умне тавăрчĕ.
— Кур-ха, çав Алексеев вĕт, тĕп алăкран тухрĕ, — шăппăн сăмах хушрĕ тусăм.
Шалта темĕн татăлса кайнипе пĕрлех чĕрем, вырăнтан шуйхатнă вĕçен кайăкла, канăçсăрланса илчĕ. Тăвăр-тăвăр пулса кайрĕ чунăмра. Халиччен пĕлмен туйăм кăкăр тĕпĕнчен пăлханса çĕкленчĕ, пите пăлхану туйăмĕ çапрĕ. Сăнăм-питĕм, пĕтĕм кĕлеткем мăн кăмăллăхпа тулчĕ, уттăм çирĕпленчĕ. Акă вăл — манăн чуна тахçан-тахçан, çич-сакăр уйăх каялла, ним шелсĕр амантнă япшар каччă, манран çирĕм е кăшт ытларах утасра кăна ĕнтĕ. Самантсерен хушшăмăр кĕскелет. Хураскер, хитрескер, çӳхе тутипе пылаккăн кулаканскер, çывхарнăçемĕн-çывхарать. Çӳллĕ кĕлеткипе такама çапса-ватса малалла иртсе каяссăн туйăнать вăл. Анчах пушшех те çывхарса çитсен унăн аяккалла тартакан симĕс куçне хамăн куçăмпа витĕрех пăраланăçемĕн ăнлантăм: вăл никама та ниçта та сирпĕтсе хăварма пултарамасть, мĕншĕн тесен ман умра вăл халь калама çук пĕчĕккĕ, çитменнине вăл манăн куçăмпа тĕл пулма та шикленет. Туять-ши вăл хăй тахçан пӳтсĕрле хăтланнине. Сăмах хушма та хал çитереймест пуль тенĕччĕ эпĕ ăна чи малтанах, анчах Саша, миçе хутчен ман умран чĕлхесĕр чĕлĕх пек иртсе кайнăскер, хальхинче пуçне кăштах сулса илчĕ те: «Салам!» — терĕ. Эпĕ хирĕç пĕр сас-чӳ те кăларасшăн марччĕ, чĕлхе хама итлемесĕр, мăшкăласа кулнă чухнехилле «Шӳтлеместĕр пулсан — салам!» — тесе персе ячĕ. Шуйттан туртрĕ пуль чĕлхемрен.
Марина хулран чĕпĕтрĕ те:
— Мĕнле пăхрĕ, куртăн-и. — терĕ кăмăллăн.
Пăлханни иртсе кайман-ха ман, анчах эпĕ çак туйăма çĕнтерсе тусăма куçĕнчен кăлин тинкертĕм те:
— Ухмах-им эс. Мĕн пăхмалла ун кунталла халь тин. Е курмарăн-и, куçĕсемпе чарăнури троллейбуссене шутласа пычĕ вĕт. Йĕксĕк. Вăл та ман çине пăхма хал çитерейсен пулчĕ те вара. Намăс ăна халь мана куçран тӳррĕн тинкерме. Атя, манар ун çинчен, Марина, — терĕм тарăхнă сасăпа.
Марина мана лайăх ăнланать. Çавна пулах çилленмест те эпĕ çавнакшал тӳрккесрех калаçнă чух. Камăн чунĕнче пулмасть-ши çакăн пек, çип татăлнă евĕр, кăмăл хуçăлнă самант.
Тепĕр ик-виçĕ минутранах эпир корпусри пĕлтерӳсемпе паллашнă хыççăн каялла çаврăнса тухрăмăр. Ыранах пире кĕрхи ĕçре ял халăхне пулăшма районсем тăрăх ушкăнăн-ушкăнăн салатса яраççĕ. Питĕ кичем ку. Марсельпе те çак пĕртен-пĕр кун хушшинче епле курнăçса ĕлкĕрейĕп-ха. Тата те килнĕ вăл хулана, те çук. Нимĕн те паллă мар. Тунсăх юрри юрларĕ чĕрем. Пĕр уйăх курса калаçман Марина тусăм пуррипе çукки çинчен те мантăм темелле. Хаваслă, ниçта шăнăçтарайман савăнăçпа тĕл пулнăскерсем, «ыранччен вара» текелесе типпĕн сывпуллашрăмăр троллейбус студентсен хулинче чарăнсан. Эпĕ общежитине çул тытрăм, Марина аппăшсен хваттерне çитмелле тесе малалла ларса кайрĕ. Общежитинче пурăнма кăмăл çук тесе вăл ку çулĕнче пӳлĕм те илес темерĕ. Эпир вара Алевтина тусăмпа икĕ вырăнлă урăх пӳлĕме вырнаçрăмăр.
Общежити умне çитрĕм, чарăнса тăтăм. Такам хыçран чĕнессĕнех туйăнчĕ, анчах никам та ман ятăма асăнмарĕ. Тунсăхлăн вахта тĕлĕпе утса иртнĕ май вахтершăна сывлăх сунтăм. Туятăп-ха: кăмăл çапла пусăрăнчăк пулни Марселе çунса-кĕлленсе каяс пек кĕтнинчен килет. Кĕтетĕн-кĕтетĕн çынна, ăс-тăнупа çеç те мар, кĕлеткӳнти пĕтĕм туйăмлă пăнчăпа кĕтетĕн, анчах вăл çук та çук. Чун пушанать, кăмăл хуçăлать кун пек чухне. Темĕн тăвас килет пек, анчах мĕн — хăвна-хăв та хурав пама пĕлейместĕн. Тĕлĕкри пек пиллĕкмĕш хута хăпаратăп, малалла тăванран та тăван пулмалли хăтсăр пӳлĕме уçса кĕретĕп. Çапла, ку пӳлĕм маншăн ют, ют та хăтсăр. Ку пӳлĕмпе нимĕнле çывăх çын ячĕ те çыхăнман. Саша ячĕ те çыхăнман. Çав каччă ятне халь ăнсăртран тенĕ пек аса илнĕрен йӳçеккĕн кулса илтĕм те сеткăллă тимĕр кравать çине пусăрăнчăклăн лартăм. Тĕлĕнмелле, тĕл пулнă хыççăн тепĕр самантранах пач мантăм эпĕ ăна паçăр. Ăнсăртан тĕл пулнă иртен-çӳрен тейĕн. Чăнах, кам вăл халь маншăн иртен-çӳрен пулмасан. Питĕ мая килмелле танлаштару тупнăшăн кăштах савăнса та илтĕм эпĕ. Пуçтарса хунă хамăн кравать çине куçса лартăм. Лешĕ, çара сеткăлли, Алевтинăн-ха. Килсе çитеймен хальлĕхе тусăм.
Пĕччен çара пӳлĕмре ларса йăлтах кичем тĕс çапса ӳкериччен тесе Лада йăмăкăн пӳлĕмне çитсе килме шутларăм. Виççĕмĕш хутра пӳлĕм илнĕ вăл. Васкаса хут татăкĕ çине хам ăçтине кăтартса пĕр-ик сăмах кукăртрăм. (Марсель патне ирхинех çыру кайса хунăччĕ-çке-ха. Килме кирлех вăл!) Çав хут листине алăк хушăкне хĕстерсе пӳлĕме питĕртĕм те виççĕмĕш хута антăм. Алăка вăрăм хăлха çаккиллĕ, çаврака питлĕ чипер хĕрача уçрĕ. Тĕлĕнсе тинкерет вăл ман çине. Эпĕ хаваслăрах курăнма тăрăшса пӳлĕме кĕричченех хыттăн сывлăх сунтăм та тăпăрт! туса вăйпах тенĕ пек кĕрсе тăтăм.
— Ман килес! Лада çакăнтах пурăнать-и. — пĕрре манăн кĕскерех юбка çине пăхакан, тепре ăнланмасăртарах куçран тинкерекен вун çичĕ çулсенчи хĕрпе пуплеме пуçларăм эпĕ.
— Çакăнтах-ха, эсир иртĕр, — тинех чун кĕчĕ пулас хĕрачана.
Вăл пукан лартса пачĕ.
— Хатĕр килет вăл, таçта çывăхрах çӳрет пулас, — хушса хучĕ унтан.
— Паллашатпăр-и. Эпĕ Люба. Сире.
— Ольга. Люба терĕр-и. Ладăн аппăшĕ мар-и эсир.
— Шăпах çавă.
— Ой-й, эпĕ сире Ладăпа пĕр класра вĕреннĕ юлташĕ пуль терĕм. Пирĕнпе пĕр çулта пекех курăнатăр та... — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Ольга.
Эпĕ кăштах кулса илтĕм те:
— Аплах мар пуль ĕнтĕ, çу пуçламăшĕнче çирĕме пуснă эпĕ, — терĕм. — “Эсир” тесех калаçар мар-ха эппин, Ладăн тантăшĕсем — ман тантăшсем.
Часах пӳлĕме йăмăкăм та пырса кĕчĕ.
Хĕрсемпе апла-капла юмахлакаласа ларнă май кăмăлăм та самай улшăнчĕ. Савăнăçлăнах калаçма пуçларăм. Марсель çинчен те самантлăха маннă пек пулнăччĕ. Чӳречерен урамалла тинкертĕм те тавралăха каç чаршавĕ хупăрланине асăрхарăм. “Савниçĕм, пур-ши эсĕ çак авăкра Шупашкар хулинче. — çиçрĕ шухăш пуçра. — Хăрах куçпа та пулин пăхса илесчĕ ман сан çине”. Шухăшлăн сăнӳкерчĕксен альбомне уçкаласа лартăм. Оля пачĕ те ăна пăхма, халь виççĕмĕш хут палламан çынсен сăнарĕсене тишкеретĕп. Ним тĕллевсĕр, ахаль ларасран. Анекдот каласа парса та йăлăхрăм, çавăнпа каллех кичемлĕх пусрĕ мана, чĕмсĕрленсех кайрăм. Пĕлетĕп, ку чĕмсĕрлĕхе халь никам та — пĕр Марсельсĕр пуçне — сирсе ывăтма пултараймасть. Унпа паян тĕл пулаймасан тепĕр уйăх пĕр-пĕрне курмасăр пурăнас пулать çке-ха! Чĕрĕллех тамăка чикни мар-и ку икĕ савакан чуншăн. Çук, килмеллех вăл паян, пĕтĕм ĕçне пăрахса килмелле...
Пӳлĕм алăкне чĕтренчĕклĕн шаккарĕç. Чупса пырса уçăттăм!.. Лада нимĕн пулманла çăрана шăлт-шалт тутарчĕ, уçă алăкра пĕр самант хытса тăчĕ те пуçне ыйтуллăн ман енне пăрчĕ.
— Лю-юба, сан патна... — терĕ вăл куларах.
Ларнă çĕртен асамлă вăй тĕксе тăратрĕ тейĕн. Хăш вăхăтра уçă алăк умне çитсе тăрса унăн хăмăр куçĕн ăшне чăмма ĕлкĕртĕм-ши — хам та сисеймерĕм. Чĕлхесĕр пулса лартăм пĕр самантлăха. Марселĕм! Ман юратнă çыннăм! Савниçĕм!.. Унăн куçĕнче чикĕсĕр савăнăç, тунсăх, хĕпĕртӳ вуларăм. Вăл хăй те, манăн шывланнă куçăмпа ытла тăрук тĕл пулнăран-ши, кăштах çухалса кайнăн тăчĕ.
— Ма-арсе-ель... — терĕм эпĕ чĕлхене аранах итлеттерсе.
Вăл вĕри аллипе мана аллăмран çатăр! ярса тытрĕ те уçă алăк çумĕнчен вăйпах туртса илчĕ, коридора çавăтса тухрĕ. Çурма тĕттĕм коридорта стена çумне таянчĕ те сывлăш çавăрмалла пекле, ку тĕлĕк мар, чăнласах иккенне тавçăрас-ĕненес тесе-и, куçне хупрĕ. Çеккунтлăха çеç. Унтан мана, ăнран кайнă пек тăраканскере, хăй çумне çатăр-р çыпăçтарчĕ те:
— Лю-юбочка, ман савниçĕм, тинех... — терĕ пăшăлтатса.
Эпĕ хăçантанпа тунсăхланă асамлă сасă! Тĕлĕкре те пĕрре мар илтнипе шартах сиктерсе вăрата-вăрата янă юратнă çын сасси... Анчахрах çеç ăна пĕр авăклăха кăна илтессишĕн çур ĕмĕре те çаплипех пама хатĕрччĕ эпĕ. Халь акă çав сасă ман хăлха çумĕнчех. Икĕ аллăмпа Марселе мăйран ыталарăм та хăйĕн пекех пăшăлтатса:
— Марселĕм, сывах-и эсĕ, юратнă çыннăм. — терĕм.
Вăл ман пуçа çĕклесе куçран тăранайми пăхрĕ. Икĕ хăмăр куçĕ унталла-кунталла выляса кашни пăнчăнах хыпашларĕ тейĕн. Çăтса яманни çеç. Тунсăх, тунсăх унăн куçĕнче тата чикĕсĕр савăнни.
— Мĕн туса тăратпăр-ха эпир кунта. Атя манăн пӳлĕме, — тинех тавçăрулăх пырса çапрĕ пуçа. — Сана курнипе, Марсель, пĕтĕм ăс-пуç арпашăнса кайрĕ пулас.
Эпир пиллĕкмĕш хута хăпартăмăр. Алăка уçса ют сывлăшлă пӳлĕме кĕтĕмĕр.
— Мĕнле хăнăхмалла-ши. Темле никам пурнăман пӳлĕм шăрши çапса кайнă ăна, — тунсăхлăн каларăм та эпĕ Марсель енне питпе çаврăнса тăтăм.
Вăл мана аллипе хулпуççинчен тытса хăй çумнелле туртрĕ, ӳсĕртсе ярасла куçран тинкерчĕ.
— Мĕнле пурăнтăн эсĕ мансăр, савниçĕм.ĕĕ — шăппăн ыйтрăм эпĕ.
Вăл вĕрин сывласа пичĕпе ман пит çумне перĕнчĕ.
— Лю-юбочка, Лю-юба-а, — терĕ вăл сасăсене асамлăн вылятса, — эпĕ нимĕнле сăмахпа та каласа пама пĕлмелле мар тунсăх ăшĕнче пурăнтăм. Алла ĕç тытсан та ĕç пымасть, пĕтĕм шухăш сан тавралла явăнать. Мĕн турăн эсĕ манпа, Лю-юба. Кунашкаллине эпĕ халиччен нихçан та туйса курман. Ман паянхи савăнăçа нимĕнле чĕлхепе те каласа ăнлантарма та çук пуль, Любушка... Сан çырăвна халь çеç акă, пĕр вунпилĕк минут каялла, килтен таврăннă чух илсе вуларăм. Вуласа тухрăм та тӳрех, самант та тăхтамасăр, кунта чупса килтĕм. Савниçĕм, кĕтрĕн-и мана...
— Ыйтатăн тата... — ӳпкевлĕн пăхрăм ăна куçран.
Пуçăма унăн кăкăрĕ çине тайрăм. Вăл ăна янахран тытса çĕклентерчĕ те пӳрнипе сăмса çунаттисем тăрăх йĕр туртса тута çине куçрĕ. Сиссе те юлаймарăм — тем вăхăтра вăл мана вăштах йăтса илчĕ те кравать çине пырса лартрĕ. Манăн тĕнчере мĕн пуррипе çукки çинчен пĕтĕмпех манас килсе кайрĕ. Мур шăтăкне кайччăр пурте! Манăн никамран вăтанмасăр, уççăн, ирĕклĕн юратас килет!.. Марсель тутине кăшт çеç сиктерсе пăшăлтать. «Савниçĕм... Юратăвăм... Мин сине яраттам...» йышши сăмахсемсĕр пуçне нимĕн те уйăраймарăм эпĕ анранă пек пулнăскер. Сĕрĕм тивнĕ евĕр пуçа вăйсăррăн усрăм та унăн çатăр вĕри тути сывлăша пӳлсе хунипе ăнран кайрăм. Тахçантанпа çунса-ирĕлсе каясла кĕтнĕ çыннăмăн аллисем пĕтĕм кĕлеткем тăрăх чупма пикенчĕç. Кăкăрăм тĕпĕнчен хам та ăнланма пултарайман йынăшнă евĕрлĕ сасă тухрĕ. Турăçăм! Юрату çакă-и вăл. Тем самантра унăн вĕри алли блузка çийĕн мар, çара ӳте, кăкăра вут пек пĕçертме пикенчĕ. Пуç миминчи сыхлăх клетки йăшăлтатса илчĕ: «Хăвна алла ил, ытлашши ирĕк ан пар!..» Анчах чунăм ку хушăва итлемерĕ. Çийĕмри пĕтĕм пур пек тумтире çурса ывăтса куç курман тĕле перес килсе кайрĕ. Икĕ чун çакнашкал пысăк юратупа сывланă самантра мĕнле те пулин иккĕленӳллĕ шухăш вырăнлă-и. Эпир пĕр-пĕрне юрататпăр-çке, тата мĕн кирлĕ. Эпĕ халь хĕр, анчах манăн унранах хĕрарăм пулас килет, савнă çыннăмран. Тĕнчере çук телей ку... Сасартăк мана çутăлтарса ячĕç тейĕн. Енчен те эпир унпа нихăçан та пĕрлешме пултараймасан. Енчен те пире кам та пулин ура хурсан. Эпир унпа тĕрлĕ халăх çынни, пирĕн тĕллĕн туррăмăрсем те расна. Эпĕ куçа уçрăм. Марсель манăн блузка тӳмисене пĕтĕмпех вĕçертме ĕлкĕрнĕ иккен. Вĕсене алхапăл тӳмелерĕм. Сăмах чĕнмесĕр Марсель аллине кăштах сиртĕм те ăна ним ăнланмасăр пăхакан куçĕнчен айăплă кулăпа тинкертĕм.
— Любушка, Люба, мĕн пулчĕ сана. Эсĕ сăнран улшăнтăн. Савниçĕм, мана кӳрентĕн-и. Юрататăп-çке эпĕ сана, шăпах çапла пулмалла та вăл пирĕн юрату, — лăплантарчĕ Марсель манăн арпашнă çӳç пайăркисене пӳрнипе якатнăçемĕн.
Эпĕ хама шартах сиктернĕ шухăша саспа каламарăм. Пĕр вăхăт чĕнмесĕр лартăм та урăхларах ыйтрăм.
— Марсель, тен, ку пирĕн юрату та мар, вăхăтлăх пуçа çухатасла аташни çеç.
Ку, паллах, ялкăшса çунакан кăвайт çине пӳрнепе тĕллесе: «Çакă кăвайт мар, кăмрăк çеç», — тесе ăнлантарнипе танах пулчĕ. Марсель пушшех те тĕлĕнерех тинкерчĕ ман çине.
— Мĕн калаçатăн, Любушка. Эпĕ саншăн еплерех тунсăхланине, сан куçунтан çакнашкал пăхса ларас саманта мĕнлерех кĕтнине ĕненместĕн-им эсĕ. Юратăва вăхăт тĕрĕслет теççĕ. Тĕрĕслерĕ вăл ăна, сӳнсе лармарĕ пирĕн юратăвăмăр, Лю-юба... Е эсĕ урăхла шухăшлатăн-и, чĕкеçĕм.
Вăл мана хăй çумне çупăрларĕ, чăмăртарĕ, тутипе мăйран, хăлхаран сĕртĕнсе чунăма пăлхатрĕ.
— Çухатас килмест ман сана, чĕкеçĕм... Ĕненсем, Юратăвăм... Е, Люба, эсĕ мана хăв каланă чухлех савмастăн-и. Туйăму сăмаххунтан расна-им санăн. — вĕри-вĕри пăшăлтăтнă хыççăн сасартăк ыйтрĕ Марсель.
Пуç тăрăх сиксе вĕрекен шывпа чашлаттарчĕç тейĕн. Картах туртăнса савнин куçĕнчен тăрук пысăкланнă куçăмпа тинкертĕм. Нимĕн те шарламасăр хирĕçлесе пуçа çеç пăркаларăм хам.
— Люба, атя ыранах хут кайса паратпăр, — терĕ вăл пачах та кĕтмен çĕртен.
Эпĕ тӳрех ăнланса илеймерĕм.
— Мĕнле хут. Ăçта.
— Мăшăрлану керменне, — пĕр кулмасăр каларĕ Марсель.
Эпĕ ахăлтатса кулса ятăм.
— Марсе-елĕм, савниçĕм... Мĕншĕн шутламасăрах кун пек сĕнӳ паратăн-ха. А енчен те эпĕ çăмăл ăсланса килĕшнĕ пулсан. Пирĕн, пĕрремĕшĕнчен, атте-анне пур, иккĕмĕшĕнчен, ыран ниепле те май килмест, мĕншĕн тесен эпир курсĕпех çĕрулми пухма тухса каятпăр. Атя васкамастпăр, Марсель. Ку çапах та йăпăр-япăр татса памалли ыйту мар. Килĕшетĕн-и манпа, Марселĕм. Э, Марселĕм.
Ăна айăкран кăлт тĕксе хаваслăн калаçрăм эпĕ. Паçăр кăна иккĕлентĕрнĕ шухăшăн йĕрри те юлмарĕ. Енчен те вăл, эпĕ савнă çыннăм, мана çакăн пек сăмахсем калать тăк епле-ха кунта иксĕмĕрĕн çула картлама вăй çитерекен сăлтав пулма пултарĕ. Пирĕнте çеç пĕтĕм вăй, пирĕнте çеç.
VII
Шавлать, кĕрлет университет умне пухăннă яш-кĕрĕм. «О-о, салам, салам! Ăçта çухалса пурăнтăн эс çу каçипех? Пĕр çыру илсе пулмарĕ», е «Ой, паллама та çук-çке сире, хĕрсем! Ирхи салам!» текен чĕнӳ-савăну саламĕсем тăтăшах янăраççĕ пилĕк хутлă вĕренӳ корпусĕ умĕнче. Тĕрткелеççĕ пĕр-пĕрне, ахăлтатса кулаканĕ те пур. Студентсем чи хаваслă йыш пулнине ĕнентерекен пĕтĕм паллăсене шăпах çакăнта пухнă тейĕн.
Троллейбусран ансанах палланă сăнсене куçпа шырама пикеннĕскер, çакнашкал шухăшпа çывхартăм эпĕ студентсен кĕшĕлти ушкăнĕ патне. Пурте районтан килнĕ автобуссене кĕтеççĕ, ахăр.
— Ой-й, Любушка-чиперушка! — мана хирĕç ыткăнчĕ пĕр çырă çӳçлĕ, кĕрен куртка тăхăннă хĕр.
Алевтина иккен. Чупса пырса ыталантăмăр та хаваслăн шăкăлтатса кутамкки-сумкисене лартса хунă çĕртех шуйханакан хамăр ушкăн студенчĕсем патнелле утрăмăр.
— Любочка, Люба, — хăвăрт-хăвăрт калаçать Аля, — сана кĕтни-и, пĕлетĕн-и. Веçех хăшкăлтăм, çырлах. Марина ăçта-ха тата.
Маринăна асăрхамăп-и тесе ун-кун пăхкалатăп.
— Пире, Люба, пĕлтĕрхи районсенех илсе каяççĕ, тет. Эпир, апла пулсан, Патăръелнех лекетпĕр-нек, — пĕлтерет тусăм.
Иккĕн çапларах шапăлтатса тăнă май сисмен те — тем вăхăтра пирĕн пата Марина пырса тăнă. Пĕр кана, вăл килнĕ ятпа, хытах шавлакаласа тăтăмăр. Мĕн кала та, тахçантанпах курман вĕт пĕр-пĕрне. Шапăлтатса тăнă хушăра сасартăк тахçан шутсăр çывăх пулнă кĕлеткене асăрхарăм. Алексеев ĕнтĕ — кам пултăр! Вăл малтанах пирĕн еннелле пăхса тăнă пулас та халь ман куç ăнсăртран тенĕ пек хăйĕннипе тĕл пулсан йăпăртах урăх енне çаврăнса тăчĕ. «Пӳтсĕр!» — йăшăлтатрĕ чунăмри вĕчĕрхенӳ.
— Люба, эс мĕн мăйна пăрса хытса тăратăн çак. — чавсаран кăлт тĕкрĕ Алевтина. — Кама та пулсан шыратăн-и-ке.
Типпĕн кулса илтĕм те хирĕçлесе пуçа пăркаларăм.
— Пĕрне куртăм та, — терĕм унтан пурнăçри ăпăр-тапăр çинчен ытахальтен калаçнă чухнехи сасăпа.
— А-а... — терĕç тусăмсем мана сăмахсăрах ăнланса.
Çак самантра пухăннă студентсене йĕркеленсе тăма ыйтрĕç. Кĕпĕр-р турĕ ушкăн халăх. Факультет пуçлăхĕ студентсене çула ăсатнă май салам сăмахĕ каланă хыççăн паçăртанпах айккинче ларнă автобуссем пĕрин хыççăн тепри алăкне уçса ячĕç. Шуйхану, тĕркелешӳ, пăтрану пĕр тĕле хутăшса пĕтĕм çамрăка пăлхатса ячĕ. Мĕнле ушкăнăн автобусĕ ăçта ларать. Никама та паллă мар. Пирĕн Патăръелне каяканни çине ларас пулать. Ăçта-ши вăл. Чим-ха, ăçта Маринăпа Аля. Тусăмсем автобусра вырăн йышăнма чуптарнă ĕнтĕ. Кĕрен курткăпа хăмăр плащ мĕлтлетнине асăрхаса кăвак пиçиххиллĕ, çавăн тĕслех сăмсаллă шурă автобус патне çывхартăм. Тавах Турра, Маринăпа Аля кунта-мĕн. Автобус салонне васкаса кĕрекен юхăмпа пĕрле вĕсем тем самантран куçран çĕтрĕç. Тусăмсем шала кĕрсе кайнипе лăплантăм та ытла питех хыпаланмарăм. Лăпкă туйăмпа савăл çапса хĕстенĕ пек салона хĕсĕнсе кĕтĕм.
— Лю-юба! Кунта-а! — илтрĕм тантăшсен сассине хыçалти ларкăч тĕлĕнчен.
Алевтина хăй çумне пушă вырăн хăварма мехел çитернĕ-çитернех иккен. Хĕвел çинче ялтракан пăхăр савăт майлах çуталса ларать хăй. Калама çук савăнăçлă.
— Çамрăк çыннăм, ирттерсе яраймăр-ши. — спорт костюмĕ тăхăннă çӳллĕ каччăна хулпуççинчен ал лаппипе кăштах перĕнтĕм эпĕ.
Эй тата, каллех Саша-çке. Вăл пуçне пăрчĕ те кулам пекки туса:
— Тархасшăн, тархасшăн, Люба, — терĕ, сассинче темле çураçулăх сисĕнчĕ пек.
Алран тытса иртме пулăшрĕ. Хыттăн çупса ярас килчĕ ман ăна. Пĕлинччĕ вăл ман ăшра еплерех курайманлăх вĕренине! Çук, туймасть пулмалла. Унсăрăн çакнашкал çуллă калаçман та пулĕччĕ. Е сиснĕ çĕртех курмăш тăвать-ши. Пĕтĕм яш-кĕрĕм çак виç самантлăх калаçăва тăнланăн туйăнса кайрĕ те аллăма çилĕллĕн карт! туртса илтĕм. “Эсĕ ман алла тытма тивĕç-и.!” — теес килчĕ ăна куçранах. Шăла çыртрăм та чĕнмерĕм.
Автобуса кĕрсе тулнă студентсем вĕллери хурт майлах сĕрлерĕç. Çур сехет пек пăтраннă хыççăн, салонран хăшне-пĕрне урăх машин çине ăсатса пирĕн транспорта хускалма ирĕк пачĕç. Ывăнма пĕлмен шавлă та хаваслă йыш юрă тăсса ячĕ. Автобус пĕр вырăнта ĕрлесе илчĕ те вырăнтан тапранчĕ.
Сывă пул, Шупашкар! Салам сана, Патăрьел!
* * *
Кĕрхи кун, чăнах та, питĕ пуян. Анчах пуяннишĕн çеç юратаççĕ-и вара пĕр те пĕр пулăма, япалана, çынна. Тăнăç кăмăллă мар вăл кĕркунне. Пĕрре йĕрет, тепре кулать: савăк кăмăллă чухне — ăшăтать, сивлек чухне- шăнтать. Çакăн пек ылмаш пулни пĕрре те ман кăмăла каймасть вара. Пушшех урăхла: тунсăх пусать.
Çавнашкал кичеммĕн шума пикенчĕç Патăрьелне килсе вырнаçнăранпа кунсем-çĕрсем. Кĕркуннене юратманнинче кăна та мар-тăр çак тунсăхлă кăмăлăн сăлтавĕ. Ирĕн-каçăн Марсель пуçран тухма пĕлменрен, ниçта каяс-килес туйăм та пач сĕвĕрĕлчĕ темелле. Çĕр-улми касси те — каçхи кану. Çакнашкал схема йĕркеленчĕ пуçра. Хавасланас тесен вара темĕн те пур ĕнтĕ. Каçсерен эпир пурăнакан общежити текен çуртрах дискотека, хĕрсемпе паллашасшăн çунса çӳрекен каччăсем. Çук, никам та, нимĕн те кăсăклантартмасть мана. Вулама тесе илсе килнĕ хулăн кĕнекене тытатăп та çĕре çĕрлетĕп. Дискотекăран хавасланса таврăнакан тантăшсене ăмсанасчĕ ман пĕрех хут. Çук, нимĕн те кăсăклатармасть — ĕçĕ те пĕтнĕ.
Яланхиллех кĕнеке вуласа ларатăп. Хаваслă кĕвĕ шавĕ илĕртӳллĕн хăлхара янăрать. Тем авăклăхра пĕтĕмĕш çине ал сулса ташлама чупса каяс кăмăл та вĕресе çĕкленчĕ. Анчах мĕнле çĕкленнĕ çаплах хăвăрт сӳнчĕ. Çак самантра пӳлĕм алăкне шак-шак шаккарĕç. Эпĕ сас памарăм. Пĕлетĕп-çке-ха — сас парсан-памасан та пĕрех кĕреççĕ. «Патăрьел каччисем ĕнтĕ», — вĕçрĕ шухăш. Алăк сассăр уçăлчĕ те çичĕ кравать вырнаçтарнă хĕрсен пӳлĕмне Саша Алексеев кĕрсе тăчĕ.
— Ырă каç пултăр, Люба! Ма пĕчченех ларатăн. — тараватлăн калаçма пикенчĕ вăл.
Куçĕ илĕртӳллĕн çиçсе илчĕ. Çурăлса каяс пек тарăхупа тулса лартăм самантрах. Мĕн кирлĕ ăна кунта. Кăмăла пусарса:
— Ырă каç... — терĕм те шăплантăм.
Ун çине куç айĕн пăхса илнĕ май нимĕн пулманла кĕнекене малалла вулама пикентĕм. Саша тухса кайма шутламасть пулас-ха. Кăштах чĕнмесĕр тăчĕ те вăл уяр кунта аçа çапнă евĕр каларĕ хучĕ:
— Люба, халь те пулин тарăхатăн-и. Кăштах калаçма та кăмăл тумастăн-и.
Вăшт çĕклерĕм пуçа. Халь-халь сиксе ларас çӳлевĕç евĕрлехчĕ пулас эпĕ çак самантра. Сашăн лăпкă çутă куçĕпе тĕл пултăм. Тем-тем кăшкăрса тăкма тин çеç хатĕрскер, çав куçсен лăпкăлăхне пула пĕтĕм хастарлăх таçта анса кайрĕ. Анчах пурпĕрех хама алран вĕçертмерĕм.
— Кăмăл тунă пĕрре, çитет, — терĕм çирĕппĕн.
Вăл нимле мар пулса кайрĕ.
— Люба... — терĕ те такăнчĕ.
Эпĕ ăна калаçма памасăр кĕнекене шалт хупрăм та:
— Ну, мĕн-ха, Саша, мĕн. Эсĕ мана калас пеккине çич-сакăр уйăх каяллах каламан-и вара. Каçар та, анчах икĕ питлĕ çынсемпе калаçма урăх кăмăл тумастăп эпĕ. Нихçан та...
Сасартăк шăплантăм. Чыхăнтарса ярас пек çĕпреленсе çĕкленнĕ çиллĕм сĕвĕрĕлсе-сĕвĕрĕлсе пынине туйрăм. Ним тума та çук — Саша чĕреме суранлатнăранпа чылай вăхăт иртнĕ те, çав кӳренӳ пĕчĕккĕн иксĕлнĕ иккен. Пăхрăм та ун çине, вăл халь кăштах шухăша путнă та каркăçсăр тĕттĕм чӳрече еннелле тинкерет. Пикенсех тăнланăн тăрать. Акă эпĕ шăпланнине кура куçне каллех ман çине куçарчĕ, çӳхе тутипе кулма хăтланчĕ — кулли тухмарĕ. Эпĕ куç сиктерми унăн кашни хусканăвне сăнарăм. Ытлашши чăрлаттарса пăхнăран-ши, вăл канăçсăрланса илчĕ. Пĕрех тухса каймарĕ-ха. Пачах урăхла, кравать хĕррине пырса ларчĕ.
— Люба, атя тек пĕр-пĕрин çине тута тăсса çӳреместпĕр... Каçар эс мана иртнишĕн. Хĕрачи хăех çилĕм пек çыпçăнчĕ, эпĕ тĕксе яраймарăм, паянччен ӳкĕнетĕп çавăншăн. Ухмах пулнă эпĕ ун чух, суккăр... — пан-н персе ячĕ Саша пĕр кĕтмен-туман çĕртен.
Хыçалалла ӳкме май пулнă тăк, эпĕ палтах кайса ӳкĕттĕм, тен — кравать хыçĕ çумне тăнчах çыпçăнтăм. Епле хăять вăл. Мана çур çул хушши асап кӳрсе пурăннă çын, епле хăйса калать вăл халь тин çак сăмаха. Хăш чухне иксĕмĕр тĕл пулсан та сывлăх сунмасăр иртсе кайма хăват çитернĕ чунсăр каччă! Хĕрелмесĕр калаçать-ха тата! Урăх нихçан та санпа пĕр чĕлхе тупаяс çук эпир, мĕншĕн тесен сан сăн-сăпату кăна уйăх та хĕвел, шаларах кĕрсе пăхас пулсан вара... Унта кăмрăк. Урăх çыннăн чунĕнче мĕн пулса иртнине нихçан та ăнланас çук эсĕ. Япшарскер, хитрескер, пĕр хăвна çеç мала хураканскер, çыпçăнаканĕсем ӳлĕмрен те татах пулĕç. Вара мĕн тесе тӳрре тухăн?
Сывлама кансĕр, пăчă пулса кайрĕ те, ларнă çĕртен çĕклентĕм. Сăмса çунатти пăлхавлăн сиккеленине сисрĕм. Куçăм пулни-иртнине манма сĕнекен каччăна йĕрĕнчĕклĕн сăнарĕ. Хайхискер сисчĕвленсе вырăнтан çĕкленчĕ. Кĕлеткипе манран икĕ ал лаппи чухлех çӳллĕскер, çак самантра калама çук пĕчĕккĕн туйăнса кайрĕ вăл мана.
— Люба, атя пĕтĕмпех каялла тавăратпăр, йăлтах хамăртан килет-çке... — илтрĕм эпĕ унăн çирĕпех мар сассипе.
— Юрату пулман тăк каялла мĕн тавăрасшăн эсĕ, Саша. Çапла калама чĕлхӳ епле çаврăнать сан. Пĕл, ман юрату пĕрре хăваласа кăларса янă тĕле тепĕр хут таврăнмасть. Урăх санпа сăмах та çук манăн. Кайма пултаратăн...
Вăрт! çаврăнтăм ăна çурăмпа. Саша текех чĕнмерĕ. Ура сасси аякка-аякка кайса пычĕ юлашкинчен алăкран тухмах вăхăт çитсен тăпланчĕ.
— Люба, — илтрĕм каллех ун сассине, — каçар çапах та мана... Йывăра ан ил.
Алăк шалтлатса хупăнчĕ. Çак шалтлатупа пĕрлех чунăмра та темĕн татăлса кайрĕ. Хĕрхенетĕп иккен эпĕ ăна, тахçан хама нимĕн уямасăр кӳрентернĕ, чи таса туйăм çине сурса хăварнă çĕтĕк чунлă каччăна. Туррăн ирĕкĕ çапларах пулчĕ-тĕр — хăй çулне ун чухнех суйласа илчĕ вăл, уттăрах халь çав çулпа хăй тĕллĕн. Хуть те кама илтĕр çав çула, анчах — мана мар. Пирĕн çулсем пачах расна. Ун сылтăмалла та, ман — сулахаялла. Е апла та мар — ун сулахаялла, ман сылтăмалла, анчах пĕрле мар. Юпленессе те тахçанах юпленнĕ, вăл кăна çакна темшĕн асăрхамасăр тăрса юлнă.
VIII
Мĕнле пулать-ши вăл телей. Хăçан этем хăйĕн пирки: «Эпĕ халь телейлĕ», — тесе калама пултарать-ши. Кăткăс ыйту. Çитменнине телейĕ те, хуйхи те, савăнăçĕ те вăхăт-вăхăтпа килекен. Çавăнпах пăт та пат татса: «Ку ман телей», — теме çук-тăр. Пурнăçăн саккунĕ вăхăт таппине пăхăнать. Нумаях пулмасть савăнăçпа çиçекен çын умнех пĕр-пĕр инкек кăларса тăратасси нимĕн те мар пурнăçшăн. Телей тени вăхăтлăх пулăм вăл. Саманчĕпе килет, саманчĕпе иртет.
Эпĕ çунат хушнă евĕр пурăнма тытăннăранпа самаях вăхăт иртрĕ. Урамра раштав шурă шăлне сиввĕн шатăртаттарать. Хĕл ытла сивĕ килчĕ кăçал. Хуть урама пачах ан тух — самантрах хăлхунтан, сăмсунтан е пит çăмартинчен паллă туса ярать.
Юлашки вăхăтра эпĕ хамран хам тĕлĕнетĕп: урăх çынна çеç мар, хама та сисĕнмеллех улшăнтăм. Тем пулса иртет манпа. Анчах — мĕн. Вĕçĕмсĕр ăш вăрканă пек. Ним сăлтавсăрах ыйхă вĕçет. Кас-кас хăрушă тĕлĕк канăç памасть. Пĕринче тата çулла скверта тĕл пулнă вĕрӳçĕ куçлă арçынна тĕлленнипе сивĕ тарпа лачкам йĕпенсе вăрантăм.
Вĕреннин те нимĕн латти çук — лекцисенче мĕлке пек ларатăп, практика занятийĕсем ытларах чухне чуна тăвăрлатаççĕ. Куç курми тухса тарăттăм. Анчах ăçта. Марсель патне-и. Нивушлĕ ялан ун пирки шухăшласа çӳренипе çыхăннă çакă. Пĕр вăхăт литература ĕçне явăçнăччĕ эпĕ. Чиперех калав хайлаттăм. Анчах халь ку ĕç те сӳнсе ларчĕ темелле. Айван шкул ачилле юрату дневникĕ çырма пуçларăм. Мĕскер пулса иртет манпа. Марсельпе иксĕмĕр хушăра пурте лайăх-çке. Вăл мана юратать. Кун пирки эпĕ пĕртте иккĕленместĕп. Унпа паллашнăранпа кĕçех çур çул çитет пулин те вăл манпа курнăçмассерен куçăмран ĕнер çеç хăлха таран юратса пăрахнăн тинкерет. Епле ĕненмĕн-ха унăн ăшă, юратуллă хăмăр куçне. Май пулсан путсах анса кайăттăм эпĕ вĕсен ăшĕнче. Анчах та юлашки вăхăтра темшĕн яланах шухăшлă тунсăх вулатăп эпĕ. Мĕн ку. Мана курас килнишĕн тунсăхлани-и. Анчах мĕншĕн яланах ăнланмалла мар шухăш. Калăн, ун чун-чĕрине шал енчен темĕн кăшлать, темле татса пама çук ыйту.
Тăтăшах тата юлашки хут вăл ман патра пулни аса килет.
...Малтанах Марсель темшĕн чĕнмесĕр ларчĕ. Сĕтел хушшине ларнăскер тек-текех ручкăпа сĕтеле кăтăртаттарать. Эпĕ ăна хирĕç ларатăп. Самантлăха вăл куçне ман çине куçарчĕ те çаплипех шухăша кайса ларчĕ. Пичĕ кăшт кăна палăрмалла асаплăн туртăнса илчĕ. Анчах вăл ку йĕре çийĕнчех хăваласа ячĕ те тута хĕррипе кăшт кулам пек турĕ. Манăн чĕре çакна курсан йăшкаса ыратма пикенчĕ. Темĕн ырă мара сисрĕ-ши вăл.
— Марсель, мĕн те пулсан сиксе тухман-и. — ыйтрăм эпĕ. — Тен, йăлăхтарса çитертĕм эпĕ сана. Кала эсĕ, эп ăнланма тăрăшăп...
— Люба, мĕн калаçатăн, савниçĕм. — çатăр ярса тытрĕ вăл аллăма. — Нихçан та ан кала ун пек, илтетĕн-и, нихçан та.
— Апла мĕн-ха, мĕн канăç памасть сана, Марсель. Куратăп-çке, куратăп — темĕн тăрмалать сан чунна.
Вăл кăшт кулса илчĕ. Эпĕ тĕлĕнсе кайрăм. Ку унăн кулли мар! Хальччен ун пек ирĕксĕртен вăл нихăçан та кулман.
— Нимех те мар, Любушка, пурте йĕркеллĕ.
Унтан тăрук ыйтрĕ:
— Çав çӳлĕк çинчи хулăм кĕнекене илсе пар-ха мана.
Эпĕ пушшех те тĕлĕнтĕм. Иксĕмĕр пĕрле чух Марсель кĕнеке-словарьсемпе нихçан та интересленмен, пирĕн калаçмалли тупăнсах тăраканччĕ.
— Ку медицина энциклопедийĕ, — терĕм эпĕ вăл мĕн шухăш тытнине пĕлес кăмăлпа.
— Пĕлетĕп, — терĕ те Марсель васкавлăн кĕнеке листисене уçкалама пикенчĕ.
Эпĕ ун кашни хусканăвне астуса юласла куç сиктерми сăнарăм. Хамăн шалта ăнланмалла мар пушар кĕрлерĕ. Мĕн пулса иртет Марсельпе. Мĕн шырать вăл ку кĕнекере листасене алхапăл уçа-уçа. Акă вăл хăйне кирлине тупрĕ пулас, эпĕ те пуçа тайса вăл уçса хунă тĕле тинкертĕм. «Лейкоз», «лейкемия», «лейкоциты» терминсем куç тĕлне пулчĕç. Эпĕ Марсель пуçне çĕкличчен те шарламарăм. Вара хамăн туйăма путарса тин ним пулман пек ыйтрăм:
— Мĕне пĕлтерет ку, Марсель. Ма ним те ăнлантарса памастăн.
Тинех асăрхарăм. Турăçăм! Темле пысăк хуйхă е çухату тӳснĕ, е хурлăхлă хыпар илтнĕ çын çеç пăхма пултарать пуль çакăн пек. Мĕн чухлĕ асаппа тунсăх, вăйсăрлăх ун куçĕнче. Çук, халиччен курман эпĕ ăна кун пек асаплă сăн-питпе. Анчах самантлăх çеç пулчĕ çакă. Эпĕ асăрхаса юлма ĕлкĕрнĕ пĕр авăклăх. Марсель темле ыйхăран вăраннă пек пулчĕ те йăл кулса:
— Халь мар, Любочка, кайран... тепĕр чух... — терĕ пăлханчăк саспа.
Унчченех татса памалли ыйтăва пĕр самантрах пуртăпа касса татнă пек пулса тухрĕ ку. Эпĕ аптра юлтăм. Мĕншĕн “тепĕр чух” терĕ Марсель. Нивушлĕ темĕн эпĕ пĕлменни пур вара. Нивушлĕ шалти туйăм мана улталамасть.
Тĕпчесе тăмарăм эпĕ ун чухне савнă çыннăма. Калĕ-ха вăхăт çитсен. Анчах канăçлăх çухалчĕ ман. Темле-темле хăрушă шухăш килсе чуна пăлхатать. Ыйхă вĕçесси те шăпах çак кунтан пуçланчĕ.
Эрне ытла иртрĕ унтанпа. Эпĕ çаплах-ха, айăпа кĕнĕ çын тĕрмере хăйĕн шăпине кĕтсе ларнăн, мĕн пулассине кĕтме пăрахаймастăп. Ăнланмалла мар япала чунăма хĕстерет-хĕстерет те шухăш самантарх Марсель калама тăнă сăмахсен йĕрĕпе каять. Мĕн-ши вăл, мĕнле сăмах-ши тата мĕн пулса иртнĕ-ши. Нимĕн те, нимĕн те ăнланмалла мар маншăн. Шухăш сапаланчăк.
Марсельпе эпĕ ăнсăртран урамра тĕл пултăм. Занятирен таврăннă чух.
Ытти чухне яланах Альăпа пĕрле таврăнаканччĕ, хальхинче вăл ĕç пур-ха тесе манран тăрса юлчĕ. Палланă çулпа васкамасăр утрăм эпĕ. Çанталăкĕ паян сивех мар, ура айĕнчи юр тикĕссĕн нăтăртатать. Студенсен хули яланах çамрăксенчен иксĕлми вара. Унталла утаççĕ, кунталла васкаççĕ. Кун каçипех çапла: тăтăшах çамрăксем, çамрăксем, çамрăксем. Пĕри ак мана çапăнсах иртсе кайрĕ, çапах та çаврăнса каçару ыйтма ăс çитерчĕ-çитерчех. Эпĕ, малтан çаврăнăçусăр каччă çине тарăхса илтĕм пулсан, кайран ăшшăн йăл-л култăм çеç. Хаçат киоскĕ патне пырса пăхас шухăшпа сылтăмалла пăрăнăччĕ кăна:
— Лю-юбушка!.. — тесе ятран чĕннине илтрĕм.
Марселĕм! Вăл çеç çакăн пек чĕнет мана. Эпĕ çаврăнма ĕлкĕриччен вăл хыçран чупса пырса пилĕкрен ăшшăн çупăрларĕ. Каллех вăл ман умра куç тулли! Эпĕ юратнă, савнă çыннăм! Ытла хытă хĕпĕртенĕрен минутлăха чĕлхесĕр пулса лартăм тейĕн. Тинкеретĕп те тинкеретĕп ăна хăмăр куçĕнчен. Темшĕн сăн-пичĕ шуранкарах пек, куçĕ ĕшеннĕн туйăнчĕ. Чирлемен-ши вăл. Анчах ку шухăша айккинелле хӳтертĕм те манăн чăрсăрланас килсе кайрĕ — нимĕне пăхмасăр сивĕ пит çăмартийĕнчен чуптăватăп та илетĕп ак. Эпĕ çапла шухăшлама ĕлкĕрейрĕм кăна, Марсель кăштах тайăлчĕ те чăпăрт тутарчĕ питрен, тута йĕрри кăвар пĕрчипе сапнăн ларса юлчĕ.
— Савниçĕм... — пăшăлтатрăм эпĕ.
Унтан тинех хамăр чи нумай çын çӳрекен вырăнта тăнине аса илтĕм те унăн ытамĕнчен вăйпах тенĕ пек хăтăлтăм.
— Мĕнле пурăнатăн, Юратăвăм. — ыйтрĕ Марсель.
— Чиперех, — тунсăхлăн кулкаларăм эпĕ. — Сансăр кăшт кичемрех тулĕк.
— Каçар, савниçĕм, ку яхăн пыраймарăм, ĕçсем чылай пулчĕç, — тӳрре тухнăн илтĕнчĕ ун сасси. Унтан аллине тăсрĕ те:
— Кӳр сумккуна, хам йăтса пыратăп, — тесе тилмĕрчĕ.
Эпĕ хирĕçлемерĕм. Марсель кĕнеке-тетрадь тултарнă ман сумкăна хулпуççийĕ урлă çакса ячĕ те:
— Халь, Люба, манпа пыратăн, — терĕ.
— Ăçта-а? — тĕлĕнтĕм эпĕ.
— Ман пата хăнана... Тутар чейне ĕçме, Люба, — вăл чеен кулса илчĕ.
Пӳлĕмре никам та çукчĕ. Марсель мана пальто хывма пулăшрĕ, ăна çекĕлтен çакса ячĕ. Тахçантанпах пулман хăтлă пӳлĕм ăшчиккине киленсе пăхса çаврăнтăм. Пуçласа тутамран шăпах çак пӳлĕмре ăшшăн савса чуптуман-и-ха мана Марсель. Чыслăран та чыслă, хаклăран та хаклă ку пӳлĕм маншăн. Çакăн пек шухăшпа айланса тăнă хушăра эп сисмен те, Марсель чейнике шыв тултарса вĕреме лартса та янă-мĕн.
Кап! ярса тытрĕ вăл мана пилĕкрен. Шарт сикрĕм эпĕ, анчах ун алли кĕлеткеме перĕннипе ыррăн çӳçенсе илтĕм. Каллех шухăшлăн тинкерчĕ вăл мана куçран. Çак çур сехет хушшинче ĕнтĕ миçемĕш хут! «Мĕншĕн апла пăхатăн.» — ыйтас килчĕ унран, анчах шарламарăм.
— Люба, эсĕ хăвăн пурнăç çулĕ çинче мана тĕл пулнишĕн ӳкĕнместĕн-и. — ыйтрĕ тăруках Марсель.
Хирĕçлесе пуçăма пăркаларăм. Епле ӳкĕнме пултарăп-ха эпĕ, енчен те унсăр пуçне никама та курма та, пĕлме те кăмăл çук тăк. Пĕртен-пĕрре вăл маншăн. Анчах унăн яланах шухăшлă та тем калас пек тинкерекен куçĕнче мĕн пытаннă-ха. Эпĕ çакăн пирки ыйтрăм:
— Марсель, эсĕ юлашки вăхăтра улшăнтăн. Тем пытаратăн пек манран...
Вăл чĕнмерĕ. Вăл чĕнменнипе пĕрлех чĕрем те канăçсăрланчĕ.
— Анчах мĕн, Марсель, мĕн. Чунна уçсам, тархасшăн, Марсель. Ыйтатăп...
Чей вĕреме кĕчĕ. Марсель ăна туймарĕ те пулас, çаплах хускалмасăр шăп тăчĕ. Кăштахран электричествăпа ĕçлекен чейникĕн вилкине йăвинчен туртса кăларчĕ те чĕмсĕррĕн кравать çине кайса ларчĕ. Айăплă çын пек урайнелле тĕллерĕ куçне. Чĕрем ытарса кайрĕ: мĕншĕн вăл хăйне кăна асаплантарать. Эпĕ унăн кравачĕ çумĕнче ларакан пукан çине пырса вырнаçрăм, ăна куçран пăхма тăрăшрăм, анчах вăл ăна тартрĕ. Тута хĕррипе кулма хăтланчĕ — кулли тухмарĕ.
— Люба, — пуçларĕ вăл пĕртакран шухăшлăн, — пĕлетĕн-и, санăн малашлăху канăç памасть мана.
Чарăлса пысăкланнă куçăма курса-ши, вăл хыпăнса ӳкрĕ.
— Люба, эсĕ тĕрĕс ăнлан тулĕк мана...
Унăн çак сăмахне илтнипе шутсăр тĕлĕнсе кайнăран манăн çăвар типсе ларчĕ, пĕр сăмах та тупса калама пĕлмерĕм хирĕç. Мĕн тесшĕн вăл. Хальлĕхе нимĕн те ăнланмарăм-ха. Кĕтрĕм, кĕтрĕм Марсель калаçăвне малалла тăсасса, анчах вăл, чĕлхине çыртнăн, сасартăк шăпланса ларчĕ. Пĕр сăмах та чĕнмест.
— Марсель, кала тӳррипе, — урăх чăтса лараймарăм эпĕ, — юрататăн-и эсĕ мана. Нимĕн пытармасăр кала...
— Юрататăп эпĕ сана, Люба. Урăх ан ыйт кун çинчен. Юрать. — терĕ вăл хыпăнса.
Унтан аллăма çатăрласа тытрĕ те:
— Анчах, Люба, пĕлетĕн-и... Люба, манса кай эсĕ мана...
Эпĕ ку сăмахсен пĕлтерĕшне лайăххăн тăна илсе ĕлкĕреймерĕм. Аташать-и вăл. Юрататăп, тет, çавăнтах манма хушать. Куç харшине çĕклентертĕм те тута хĕррипе кăштах кулса:
— Епле, Марсель, “манса кай.” — терĕм. — Марсель, эсĕ каллех шӳтлетĕн. Хăçан та пулсан манпа шӳтсĕр калаçма пултаратăн-ши эсĕ.
Вăл тутине çыртса лартрĕ те пуçне хуллен пăркаласа ларнă çĕртен тăчĕ. Асаплăн куçне хупрĕ. Каллех ларчĕ.
— Люба, ку шӳт мар. Ăнланатăн-и. Люба, шӳт мар, — терĕ вăл чĕтренчĕклĕн пăшăлтатса.
Мĕн илтетĕп. Чĕрем тинех темĕн ырă маррине сиссе хыттăн-хыттăн тапса кайрĕ. Паян ку пӳлĕмре чи хăрушши пулса иртет! Кăна эпĕ пĕтĕм чунăмпа туйрăм.
— Марсель! — вăштах сиксе тăтăм эпĕ. — Кала йĕркипе! Айккăн та майккăн ан çаврăн...
Вăл мана аллăмран тытса хăй çумне вăйпах тенĕн лартрĕ. Самантлăха шухăша кайрĕ. Эпĕ карт туртăнтăм та ун çумĕнчен тăрса каллех пукан çине вырнаçрăм. Капла ăна куçран пăхма меллĕрех пек туйăнчĕ мана.
— Люба, пĕлетĕн-и, эпир нихçан та пĕрле пулаймастпăр, Любушка, ăнланатăн-и? — терĕ Марсель куçне ман çине куçарса хуллен.
— Ăнлантăм, çакăн сăлтавĕ эпир расна халăх çыннисем пулнинче тесе каласшăн эсĕ, çапла-и? — кĕç-вĕç макăрса ярасран аран тытăнса тăрса çирĕппĕн ыйтма тăрăшрăм эпĕ.
— Çапла, Люба.
Эпĕ урăхран чарма пултараймарăм хама. Пуç мими хамăн пĕтĕм хăтланăва тĕрĕслеме пăрахнине туйрăм. Шапăрах юхса аннă куççуль витĕр умрах ларакан Марселе те йĕркеллĕ курмастăп. Пуçа сулласа тутана шатăрт çыртрăм. Хам мĕн хăтланнине хам та чухлаймасăр ăна кăкăртан чăмăрпа тĕртĕрĕм те: «Пӳтсĕр ултавçă!» — тесе кăшкăрса ятăм. Вăл мана çавăнтах хайĕн ытамне илчĕ: «Лăплан-ха, Любушка, лăплан...» — тесе пăшăлтатма пуçларĕ.
Хампа хуçа мар ĕнтĕ эпĕ тинех.
— Апла мĕн тума кирлĕ пулчĕ сана манăн юрату.! Кала-ха, мĕншĕн çавăртăн эсĕ манăн пуçа, Марсель.! Ирсĕр çын эсĕ, такамран та ирсĕр çын...
Вăл мана каллех тем-тем каласа лăплантарчĕ. Анчах та эпĕ ним те илтмерĕм, ним те ăнланмарăм.
— Ах, — терĕм те эпĕ юлашкинчен урайне тĕшĕрĕлсе антăм. Марсель мана çийĕнчех çĕклесе тăратрĕ те кравать çине ларма пулăшрĕ, юхса аннă куççуле шăлса типĕтрĕ.
— Лăплансам, Любушка, тархасшăн, лăплан. Эпĕ сана халь йĕркипе каласа паратăп. Ăнланма тивĕç эсĕ мана. Пĕлсе тăр, эпĕ санпа, Люба, яланах мухтаннă. Эсĕ хăвна тытма пĕлнишĕн те, ăслă канашсем пама пултарнишĕн те, хĕр чысне вараламасăр упранишĕн те. Ăнланатăн-и эсĕ мана, Люба.
Эпĕ, кăштах лăпланнăскер, ун сăмаххине илтрĕм пулин те хирĕç чĕнмерĕм. Ăна куçран пăхса илтĕм те тинех асăрхарăм — Турăçăм, мĕн тарăнăш асап ун куçĕнче! — ăна хăйне те йывăр пулас çапла хумханмасăр калаçма.
— Люба, — илтрĕм унăн пăлхавлă сассине, — ĕненсем мана, эпĕ малтанах, сана тĕл пулсанах, иксĕмĕртен пĕри чăваш та тепри тутар пулни пурнăç çулне пĕрлештерме чăрмантарать тесе пĕрре те шутламан. Ĕненетĕн-и, чĕкеçĕм. Анчах виçĕ эрне каялла эпĕ ялта пултăм... Ну юрать йĕркипех пуçлам-ха.
Манăн шăллăм, Рафаил, салтакран таврăннă-мĕн. Çав ятпа кӳршĕ-арша, тăван-пĕтене пухнă килте. Эпĕ шăпах пухăннă халăх сĕтел хушшинче шавласа ларнă самантра пырса кĕтĕм пӳрте.
— О-о, Марсель! — савăнăçлăн кăшкăрса ячĕç вĕсем эпĕ алăк урати урлă каçнă-каçман.
Шăллăмпа кăштах калаçкаласа ларнă хыççăн пире те, вăйпах тенĕ пек, сĕтел хушшине туртса кĕртрĕç. Ларатпăр çапла сăмах авăрса. Тахăшĕ: «Халь ĕнтĕ Миназия аппапа Экрем абзыйăн икĕ туй та харăс тума юрать» — тесе чышса хучĕ. Рафаил кулкалать, малтан Марселе авлантаратпăр-ха тет. Кăшт хĕрнĕ Руфия акка, аттен аппăшĕ, сиксе тăчĕ те:
«Марсель, — тет, — ах, пирĕн ялта хĕрсем маттур, сана валли пĕрне хамах куçласа хутăм-ха, — тет.
Ман куç умне тӳрех эсĕ тухса тăтăн.
— Руфия аппа, — тетĕп кулкаласа, — манăн хам суйласа хуни те пур. Часах ак илсе килсе паллаштарăп.
— Аван, аван, ывăлăм. Хĕрĕ хамăр тăрăхран-и. — вăлтса ыйтрĕ вăл куçне хĕскелесе.
— Инçетрен мар, чăваш хĕрĕ, — терĕм эпĕ.
— Мĕске-ер. Чăва-аш. — ларнă çĕртен сиксе тăчĕ Руфия аппа. — Экрем, мĕн калаçать сан ачу. Чăваш хĕрне мăсăльман килне илсе кĕрсе ял умĕнче намăс кăтартасшăн-и эс. Йăхра та пулман халиччен унашкалли. Экрем, хăвах ăс патăн-и ачуна е хăех тавçăрнă-и.
Эпĕ нимĕн калама аптăрса тăтăм. Тӳррипе каласан, ĕç-пуç кунашкал çаврăнса тухасса эпĕ нихçан та кĕтмен. Çавăнпа та Руфия аппа тӳрех сиксе ларни анратса ячĕ пулинех. Аттем çине тинкертĕм, вăл та куçĕпе хĕм сапать. Тин çеç ывăлĕсем çине ытарайми пăхса лараканскер, халь, калăн, йӳçĕ пăрăç хыпса янă. Акă вăл хаяррăн çĕкленчĕ, куçĕпе çаплах юнавлăн ман çине тинкерчĕ.
— Ывăлăм, кăларса пăрах ку вылянчăк шухăшна пуçунтан, — сăрхăнтарчĕ вăл шăл витĕр. — Е кăларса пăрахатăн, е алăк урати урлă текех каçмастăн...
Аннеçĕм: «Экрем!» — тесе сиксе тăчĕ те, атте пĕррех пăхса илчĕ ун çине, анне сăмах чĕнмесĕрех каялла пусрăнчĕ.
Ман тĕлĕнĕвĕн те, тарăхăвăн та вĕçĕ-хĕрри пулмарĕ. Пĕр шухăш калама тăратăп та — чĕлхем çыхланать. Тепĕр тĕслĕ сăмах калас тетĕп те — каллех пăтранса каятăп.
— Атте, Руфия аппа, мĕскершĕн эсир çаплах. Эсир ăна курман та вĕт-ха, мĕншĕн çаплах хирĕçлетĕр эсир. Мĕн тунă вăл сире. — терĕм эпĕ аранах сывлăш çаврăса.
— Хă... “Курман”... Мĕн тума курмалла ăна пирĕн? Сана валли тутар хĕрĕ сахал-им? — йĕрĕнчĕклĕн кулчĕ Руфия аппа. — Пăх-ха, “суйласа хунă” иккен вăл...
— Енчен те сана Шаккир абзый ывăлĕн шăпи кĕттĕр тесен илме пултаратăн чăваш хĕрне. Анчах ун чух вара, — атте кăштах пĕкрĕлсе сĕтеле шаккарĕ, — сан аçу та çук, аннӳ те, тăвану-пĕтĕнӳ те...
Анне çине пăхса илтĕм. Мĕскĕн анне чĕри! Епле чăтрĕ-ши вăл? Пĕлетĕп, хăйĕн ачисемшĕн темĕн те тума хатĕрскер, мана чунтан хĕрхенчĕ вăл çак самантра, анчах ĕмĕрне те атте сăмахĕнчен иртсе курманскер, хальхинче те шарламарĕ. Шывланнă куçĕ çеç ман çине каçару ыйтса тинкерчĕ.
Тем самант ларнă сĕтел хушшинче — пĕлместĕп. Пурте шавласа тухса кайсан çеç пуçа çĕклерĕм. Анне мĕлке пек шăппăн сĕтел пуçтарать.
— Анне, эсĕ те ăнланасшăн мар-и мана? — кушăрханă тутана аран хускатрăм эпĕ.
— Ăнланатăп, ывăлăм, ăнланатăп, анчах эсĕ аçуна пĕлетĕн-çке, — çумма ларчĕ анне. — Унăн алли йывăр. Хăваласа кăларса яратех вăл сана, мана вара, мĕнле ывăлсем çуратса патăн тесе кун çути кăтартмасть. Пĕлетĕп эпĕ Экреме. Çирĕм ултă çул хушшинче вăл мĕне пултарнине аван чухлакан пултăм.
Анне ассăн сывласа илчĕ те ман çине хĕрхенĕçлĕн тинкерчĕ.
— Ывăлăм, шанатăп эпĕ сана, енчен те эсĕ арăм тума суйласа илтĕн пулсан япăх хĕр мар-тăр ĕнтĕ вăл. Анчах эсĕ шутласа пăх, телей тупайĕ-ши вăл, эсĕ суйланă хĕр, санпа? Ăна кунта ăшшăн йышăнмĕç — ку пĕрре. Малтанлăха сирĕн юратăвăр вĕри-ха, урăх нимĕн те кирлĕ мар пек туйăнать. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн çак туйăм сĕврĕлет-çке. Калăпăр, çынсен ачисене аслашшĕ-асламăшĕ юратать. Санăнни патне вара килсе те курăнмаççĕ. Çакă хĕрарăм чун-чĕрине кăшламасть тетĕн-и? Йăнăшатăн, ывăлăм. Сана хăвнах çакăнпа тĕкме пуçлать вăл. Сан аçу-аннӳ апла, капла. Хирĕçӳ пуçланать — ку иккĕ. Виççĕмĕшĕнчен вара — çав юратнă хĕрӳ сана хăçан та пулин пурпĕрех эсех мана телейсĕр турăн, мĕншĕн качча илтĕн мана тесе асăнатех. Туятăн-и, ывăлăм, аçуна хирĕç кайса эсĕ нимĕн те пурнăçлаймастăн. Çавнашкал çын вăл, хăйĕн сăмахĕнчен иртнине каçармасть. Çавăн пекех хăйĕн кинне те, чăваш хĕрĕ пулас тăк, шута хумĕ вăл. Енчен те, Марсель, ăна та, хăвна та ăраскалсăр тăвас килмесен, каласа ăнлантар эсĕ ăна. Сана ăнланма пĕлекенскер пулсан пĕтĕмпех чухлама тивĕç вăл, — каласа пĕтерчĕ те анне тутăр вĕçĕпе куçне шăлса типĕтрĕ, унтан çапла хушса хучĕ: «Сирĕн хушшăрта тӳрлетме май çукки нимĕн те пулса иртмен пуль?»
Эпĕ йывăррăн пуçа çеç пăркаларăм, маншăн вутра та çунма хатĕр аннеме хам çумма çупăрларăм. Аллăм каллех унăн вĕри куççулĕпе йĕпенчĕ.
Марсель калавĕпе калаçайми пулнăскер, пĕр хушă чĕнмесĕр лартăм. Марсель те шарламарĕ. Пыра каллех çăтма çук япала капланса-капланса пычĕ те, шалта темĕнле хĕлĕх татăлса кайнине туйрăм. Хама итлемен куççуль питçăмарти тăрăх аялалла йăрăлтатса чупма пикенчĕ. Марсель çакна асăрхарĕ те аллăмран ярса тытрĕ.
— Ах, Турăçă-ăм!.. Мĕншĕн çакнашкал асап кăтартан мана?! Мĕнпе айăпа кĕтĕм-ши? — кăшкăрса макăрса ятăм эпĕ. — Марселĕ-ĕм!.. Нивушлĕ пирĕн юрату та вăйсăр вара? Савниçĕм, мĕнле пурăнмалла вара сансăр?..
— Чĕкеçĕм, лăплансам, тархасшăн... Мана çăмăл тетĕн-и эс, Люба? Е ман та çавнашкалах макăрма пуçлас-и, Любушка... Эс ăнланма тăрăш-ха, ман сана пурнан пурнăçра телейсĕр тăвас килмест. Ăнланатăн-и, чĕкеçĕм? Мана санăн шăпу шухăшлаттарать, илтетĕн-и?
— Апла пулсан... апла пулсан мĕншĕн ним шелсĕр вылярăн эсĕ ман шăпапа? Эпĕ санран чи малтанах ыйтманччĕ-и вара? «Марсель, — терĕм ун чух, — эпир пĕр халăх ачисем мар. Пирĕн пурнăç çулĕ нихăçан та хĕресленеймест пек туйăнать мана». Эсĕ вара çине тăрсах хирĕçлерĕн, пĕрех сана никама та памастăп, терĕн. Астăватни, Марсель, çак калаçăва? Мĕншĕн-ха, мĕншĕн эсĕ мана çавăн чухнех тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса памарăн? Ах, эсĕ пĕлмен тетĕн-çке... Вара хăвăрăн килте мĕнлерех сывлăш пулнине епле пĕлмен-ха эсĕ, епле туйман? Ах, Марсель, Марсель... Мĕн пулса тухрĕ-ха халĕ капла?
— Любушка, çакнашкалах пысăк чăрмав сиксе тухать тесе эпĕ чăнах нихçан та шутламан. Айăплă эпĕ сан умăнта, Люба, йышăнатăп айăпăма. Хĕм илнĕ юратăва ун чухнех кăкласа тăкмаллачĕ ман. Хăват çитереймерĕм çав, Люба, çийĕнчен эсĕ хăв та çавăн пек хĕмленекен юратупах хуравларăн. Хăват çитереймерĕм...
Каллех чунăм кӳтсе килчĕ. Марсель çакна сисрĕ:
— Любушка, ан татăл-ха ун пекех... Эсĕ манран виçĕ хут лайăххине юратма пуçлăн акă...
— Ах, мĕншĕн ăнланмастăн-ши эс нимĕн те? — тарăхса кайрăм эпĕ. — Нивушлĕ ман чĕрере кашнийĕн валлиех вырăн пур тесе шутлатăн? Марсе-ель, мĕнле хăятăн эсĕ ун пек шутлама?
— Люба... Манатăн акă, ĕнен мана...
— Çук, Марсель, каллех ăнланмастăн. Сана юрататăп-çке эпĕ... Илтетĕн-и, сана-а... Никам та кирлĕ мар урăх, ни-кам-та... Илтетĕн-и?
Эпĕ нимĕн тума пĕлмесĕр ура çине сиксе тăтăм, чыхăна-чыхăна ĕсĕклерĕм. Марсель те вырăнтан хăвăрт çĕкленчĕ.
— Шанăçа вĕлертĕн эс, Марсель... Туятăн-и? Вĕ-лер-тĕ-ĕн... Кама ĕненмелле халь, кама-а?..
Ман ĕнтĕ пĕтĕм вăй пĕтсе çитрĕ. Марсель хыçран ачашшăн пырса çупăрланине туйсан пушшех те вăйран кайрăм.
— Люба, савниçĕм... Чĕкеçĕм... Эпир санпа акă мĕн тăвăпăр, тусăм, килĕшетĕн-тĕк, тăруках тĕл пулма пăрахмастпăр, а, Люба?! Эсĕ хирĕçлемесен эпĕ сан пата, Любушка, хăнана пырса çӳрĕп, юрать-и? Пĕлетĕн-и, ман сана нимĕн каламасăр çеç пурăнас килмерĕ. Пурăна-киле ак вара манран эсĕ хăвах сивĕнетĕн. Ну, Любушка, лăплантăн-и?
Вăл вут пек вĕри аллипе пилĕкрен сĕртĕнчĕ те урари вăй чакса-чакса пынине туйрăм. Тути тем самантра мăйран перĕнсе пĕçертрĕ. Эпĕ вăйран кайса: «Ах... Марсе-ель...» — терĕм те урайнелле тĕшĕрĕлтĕм. Вăл мана ӳкме памарĕ, çĕклесе илсе кравать çине лартрĕ. Эпĕ, хам мĕн тунине ăнланми пулнăскер, икĕ аллăмпа ăна мăйран ыталаса ун çумне лăпчăнтăм.
— Люба, савниçĕм... Ан йĕрсем, чĕкеçĕм... Мана та йывăр-çке, Любушка... Ну, ан макăрсам, тархасшăн... — вăл мана татти-сыпписĕр чуп тума пуçларĕ.
Эпĕ куççульпе чыхăнса кайрăм. Пĕтĕм кĕлеткемре лĕм вăй та юлмарĕ. Вăл хуçа халь манпа, вăл, урăх никам та мар... Хуть мĕн тутăр вăл манпа, пĕртте чарассăм çук. Пĕвĕм-сийĕмре пĕр татăк тумтир юлмиччен салтăнтарса пăрахсан та пĕр хусканупа та хирĕçлемен пулăттăм. Марсель манпа мĕн пулса иртнине тавçăраймасан та кĕлеткем ытти чухнехинчен парăнăçлă пулнине аван туйрĕ ĕнтĕ. Антăха-антăха питрен, куçран, тутаран, мăйран чуптурĕ, пĕр вĕçĕмсĕр «савниçĕм, юратăвăм», тесе пăшăлтатрĕ, «Ыратуллă, асаплă юрату! Çакнашкал юратупа савмаллачĕ-и пирĕн пĕр-пĕрне? Турăçăм, ăçта тĕрĕслĕх?» — кăшкăрса макăрчĕ чунăм. Питĕм куççульпе çăвăнчĕ. Марсель тăварлă тумламсене чуптăва-чуптăва типĕтрĕ. «Марсель, чунăмçăм, юрататăп эпĕ сана... Илтетĕн-и? Марселĕм?.. — пăшăлтатрĕ хама илтеме пăрахнă тутам. Ĕнтĕ унăн алли ӳтĕме пур çĕртен те кăвар пек пĕçертрĕ. «Кама валли упранă эпĕ тасалăхăма?.. Илтĕр, пĕтĕмпех вăл илтĕр, ăна пултăр манăн чыслăхăм, хĕрлĕхĕм...», — вĕлтлетсе илчĕ сасартăк пуçра шухăш. Çук, ку мĕне пĕлтернине те йĕркеллĕ ăнланса ĕлкĕреймерĕм, вăл тĕкĕнмен блузка тӳмисене хам аллăмпах вĕçертме пикентĕм. «Любушка-а-а»... илтрĕм ун ухмаха ересле пăшăлтатăвне. Унтан... Унтан питĕм çине ун куççулĕ шапăрах тумланине туйрăм.
«Марсель,.. Санăн эпĕ, Марсель... Илтетĕн-и, савниçĕм, са-анăн...» — терĕм каллех пăшăлтатса.
Мĕншĕн çапла таранах асапланмалла пирĕн? Пултăр мĕн пуласси! Унăн алли те хăйне итлеме пăрахрĕ пулмалла, кĕлеткем тăрăх пĕтĕм ăс-пуçа арпаштарса чупма пуçларĕ. Блузка тахăш тĕлтен çатăрт туса çурăлчĕ те, Марсель тинех: «Лю-юба, Лю-юбушка... Каçарсам...» — тесе тăпланса ларчĕ, васкаса манăн блузкăна тӳмелеме тытăнчĕ.
— Любушка, эсĕ çак таранччен хăвăн чысна йĕркеллĕ упрама пултарнине, паян çакăн пек уйрăлмалла пулса тухнă хыççăн, санăн туйăмлăхупа усă курса ăна ним шелсĕр таптама хăват çитерейместĕпех. Люба, пултараймастăп тасалăха вараласа хăварма. Ăнланатăн-и, Любушка?.. Сан качча каймалла... Эсĕ кайран ĕмрипех мана çак самантшăн ӳпкелесе пурăнăн...
Эпĕ ĕнтĕ лăпланса çитрĕм. Тăрса лартăм та ун çумне сĕвентĕм.
— Марселĕм, эсĕ тахçан манăн хĕрлĕхе татасшăн пулнăччĕ. Астăватăн-и?
— Любушка... Юратнипе-çке эпĕ. Анчах эсĕ ху маттур пултăн. Кăмăлу çирĕп санăн. Сана эпĕ халь çавăншăн тем пекех тав тăватăп. Хăвăн чысна ӳкерменшĕн, Люба, пĕр эсĕ кăна тава тивĕçлĕ... Чĕкеçĕм, каçар мана пуриншĕн те, сана телейлĕ тăвайманшăн та, чĕрери юратăва пăхмасăр уйрăлма тивнишĕн те, хамăн мăшăрăм тăвайманшăн та...
Марсель мана хăй çумне чăмăртаса тытрĕ, унăн карланки кăлт-кăлт сиккелерĕ, шăлне хытарса çыртнипе-ши — янах шăмми туртăна-туртăна илчĕ. Ун питçăмартийĕ тăрăх икĕ çутă тумлам йăлтăртатса чупса анчĕ...
Чылайччен ĕсĕклерĕ вăл мана хăй çумне çупăрласа. Эпĕ нимĕн калама аптăраса лартăм. Пушă-пушă ман чунра. Нимĕн те çук. Малтан йăлтăр çуталса та илĕртсе тăнă ĕмĕтсем сарăмсăр сӳннĕ. Йĕрри-палли те юлман. Мĕн тума килсе лекнĕ эпĕ кунта тенĕн, пӳлĕм ăшчиккине сӳрĕккĕн пăхса çаврăнтăм. Паçăрах вĕресе тухса халь ĕнтĕ сивĕнме те ĕлкĕрнĕ чейник сĕтел çинче ытла та тăлăххăн ларать. Куçăма стена çумне меллештерсе хунă çӳлĕк çине куçартăм та савнă çыннăмăн сăнӳкерчĕкĕ тĕлĕнче чарăнса тăтăм. Марсель кăшт куларах, тӳлек пăхса ларать. Пĕтĕмпех, пĕтĕмпех хаклă, çывăх. Кĕпи çинчи тӳми таранчченех çывăх!
— Марсель, — терĕм шăппăн, — манăн юлашки ыйтăва пурнăçлăн-и?
Те «юлашки» тенĕрен, кăрт! туртăнса илчĕ вăл.
— Пурнăçлатăп, паллах... Кала, мĕнле ыйту?
— Астăватăн-и, эсĕ: «Сăнӳкерчĕк парнелени — уйрăлассине пĕлтерет», — тенĕччĕ. Эпир халь уйрăлатпăр ĕнтĕ, парнеле эсĕ ăна мана, — ыйтрăм эпĕ ăна шывланнă куçĕнчен пăхса.
Çук-ха, çаплах-ха, çаплах ĕненес килмест хам савнă çыннăмран ĕмĕрлĕхе уйрăлнине. Çаплипех эпĕ темĕн кĕтсе тинкеретĕп. Акă вăл кулса ярать те мана пилĕкрен ыталаса тытса çатăр хăй çумне чăмăртать. «Савниçĕм, Лю-юбушка, — тет, — шӳтлерĕм-çке эпĕ, Юратăвăм. Эсĕ вара ĕнентĕн-и, айванскерĕм?» Анчах ку — ман шухăш кăна çав. Марсель ав çӳлĕк çинчен сăнӳкерчĕкне илсе çӳхе хутпа чĕркеме пикенчĕ. Пĕтнĕ! Пĕтĕмпех вĕçленнĕ! Турăçăм! Эпех-и çак пӳлĕмре? Марселех-и ку ман умра тăраканни? Ах, ĕненессĕм килмест. Анчах пурнăç юмах мар. Турăçăм! Пурах-и çакăн хыççăн юрату? Пур тăк тавăрсам пĕтĕмпех каялла! Мĕншĕн чĕнместĕн эсĕ, Турăçăм?!.
IX
Ырă пуласлăха, телее шанса тĕрекленнĕ çунатăмсем шатăрах хуçăлчĕç. Мĕншĕн вĕçмелле, камшăн пурăнмалла? Телейлĕ юрату... Пур-и вăл çĕр çинче, мĕнлерех пулать вăл? Çĕр тĕрлĕ ыйту пуçăмра, йĕркеллĕ хурав çук. Кунĕ-кунĕпе мĕлке пек шуса çӳретĕп. Кăмăл иртен пуçласа каçччен ӳрĕк-сӳрĕк. Пуçра шухăшсем, шухăшсем. Кĕрхи çумăр пĕлĕчĕсем евĕрлех ăмăр. Пуçа йывăрлатаççĕ, сăн-пите тĕксĕмлетеççĕ. Юлашки хут хăçан кулнă-ши эпĕ? Марсельпе уйрăлнăранпа икĕ эрне иртрĕ. Маншăн ĕнтĕ чунтан ахăлтатса куласси чăтма çук йывăр япала пулса тăчĕ. Ахăлтатса куласси çеç-и. Тута хĕррипе кăштах йăлкăшса илесси те ют. Чунăмра тăвăр, тăвăр тата тӳсейми тунсăх, Марсель унтанпа ман патăма икĕ хутчен килсе кайни те тĕлĕкри евĕр туйăнать. Эй, асаплă та йывăр тĕлпулу! Икĕ чĕре нихăçан та пĕрле пулаяс çуккине пĕлсе тăрсах тĕл пулнинчен асапли тата мĕн пур-ши тĕнчере?
Чăлт шурă юра нăтăртаттарса тăван яла çитрĕм. Каçкӳлĕм. Укăлчаран кĕретĕп. Уйăха яхăн пулман-çке эпĕ çуралнă ялăмра. Акă вăл ман умра куç тулли! Шап-шурă шупăрпа витĕннĕскер, тӳлекскер, лăпкăскер. Каçхи ял ӳкерчĕкне чĕрĕ сăн кĕртсе, мăрьесенчен тĕтĕм йăсăрланса тухать, тӳп-тӳррĕн пĕлĕтелле хăпарать. Йывăçсене пас капăрлатнăран тăван ял урамне мар, пĕр-пĕр юмах тĕнчине пырса кĕнĕнех туйăнчĕ. Ытармалла мар илем! Чупса пырса пĕтĕмпех хам ытама илĕттĕм!
Мана хирĕçех пĕр пĕчĕк хĕрача çунашка туртса килет. Ăçта кайма тухнă-ши ĕнтĕ çĕр çумĕнчен те анчах пуçне хăпартнă шĕвĕркке каçа хирĕç? Шарфне кулăшла яваласа çыхнă хĕрачана манăн хам çумма тытса чăмăртас килсе кайрĕ. Чим-ха, кӳршĕри тăватă çулхи Анюта мар-и ку? Çавă-çке! Акă вăл савăнса йăлтăр-р! кулса ячĕ те мана хирĕç ыткăнчĕ. Кӳршĕ хĕрачине ыталаса илсен тинех асăрхарăм: унăн икĕ питçăмартийĕ анис улмаран та хĕрлĕрех. Çунашки çине Анюта пысăках мар пукане вырттарнă. Тетти çуллахи кĕпе вĕççĕнех. Çавна пула вăл шăнса кӳтнĕнех туйăнчĕ мана. Питĕ шеллесе кайрăм ăна. Тата çавăнтах ачалăха таврăнма май çуккишĕн чун хурланса килчĕ, пыра темĕн чăмăркки капланчĕ.
Пĕр хуйхăсăр, шухăшсăр самантсем! Тем пек тилмĕрсен те, тем тери ăнтăлсан та каялла тек килес марлах хыçа юлнă сенкер ачалăхăм...
— Лада аппи кăнтăрлах килчĕ. Люба аппа, эсĕ мĕншĕн каçа юлнă? — чĕвĕлтетет Анюта.
Паян шăматкун. Ладăна автобуспа ирех лартса ятăм. Хам юлашки экзамен хыççăнхи рейс валли малтанах билет илсе хунăран васкамарăм. Кӳршĕ хĕрачине кун çинчен каласа тăмарăм, паллах, — пурпĕрех ăнланас çук пĕчĕкскер.
— Лада аппи мана валли канфет илсе килнĕ вара, — хушса хучĕ кăштахран Анюта.
Кĕсьерен пĕр ывăç шоколадлă канфет туртса кăлартăм та савăнăçлăн пуплекен хĕрачана тыттартăм.
Ăна ĕнтĕ урăх нимĕн те кирлĕ мар.
«Тавтапуç», — терĕ те вĕçтере пачĕ хăйсен килĕ енне. Эпĕ телейлĕ ачалăх хуçине ассăн сывлса ăсатрăм.
Килте атте-аннепе тăраниччен калаçнă хыççăн выртса канма шутларăм. Выртнă та кăтăш пулса тĕлĕрсех кайнă. Тем вăхăт иртнĕ çапла — такам хулпуççинчен тĕкнипе ыйхăран вăрантăм.
— Люба, тăр-ха, — илтрĕм Лада сассине.
Мĕн мурĕшĕн вăратса çӳрет-ши? Тарăхнă пек пултăм. Нимĕн калама ĕлкĕреймерĕм, Лада:
— Пĕр хыпар пур, — терĕ.
Вăштах сирĕлчĕ ыйхă.
— Мĕнле хыпар? — ыйтрăм васкавлăн пуçа çĕклесе.
— Йĕркипе калап, илте, — тесе Лада кресло çине вырнаçрĕ. — Пĕр çур сехет каялла Вĕçелис аппа, ну аттен аппăшĕ, чупса килчĕ. «Ах, Турă, — тет, — хыпарĕ лайăх мар-çке». Анне шартах сикрĕ. «Мĕн пулнă?» — тет. «Ара, — тет Вĕçелис аппа евĕклĕн, — сирĕн Люба качча тухать тет-и? Каччи вара тутар, тет». Анне кăлин тинкерчĕ ман çине. «Лада, тĕрĕс сăмах-и ку?» — ыйтать анне. Эпĕ ни çăпата, ни атă тенешкел тăратăп. Унтан хама алла илтĕм те: «Ан аташ-ха, Вĕçелис аппа. Кунашкал шухăш Любăн пуçĕнче те пулман. Тем арпаштаратăр пуль», — терĕм. «Ара, Шульдеевсен хĕрĕ каласа пачĕ. Люба хăй йĕкĕт хыççăн чупать имĕш вара...» — тет каллех Вĕçелис аппа.
Пуç тăрăх вĕри шывпа чашлаттарчĕç тейĕн.
— Мĕске-ер? — сиксе тăтăм эпĕ. — Хăй чупать? Кăна тата мĕнле ăнланмалла? Чим-ха, Шульдеевсен хĕрĕ вăл Галя-и?
— Çавă ĕнтĕ. Вĕсен пĕр хĕр кăна вĕт, — йăмăкăм та тарăхса калаçать. — «Чăваш каччи тупайман-им-ха вара Люба?» — тет малалла Вĕçелис аппа. Эпĕ хирĕçлетĕп: «Вĕçелис аппа, хĕр чух хĕрĕх тенине илтмен-им? Вара каччă пур пулсан раснах пĕр çавна çеç качча тухать тенине пĕлтерет-им-ха вăл? Ахаль юлташсем пулма пултараймаççĕ-и вĕсен хушшинче?» — тетĕп. Йĕркеллĕн каласа та пĕтереймерĕм, Вĕçелис аппа пӳлсе хучĕ: «Ах, Турă, Лада... Мĕн туслашмалли ĕнтĕ тутарсемпе? Пĕр туслашсан качча та тухасах тейĕ ак... Ах, Тур, аван мар пулать вара. Пĕрре хăйĕн пурнăçне пĕтерет, тепре яла тĕлĕнтерет. Ах, мĕншĕн шухăшламастăр-ши çамрăксем? Тутара качча тухса ырă пурнăçпа пурăнакан сахал, Лада. Вĕсен ĕненĕвĕ пирĕннинчен расна вĕт. Каччи пирки нимĕн калама та пĕлместĕп, анчах унăн ашшĕ-амăшĕ тем шухăшлă-ха. Çук, çук, хуть те тем калăр та, çыхланмалла марах тутар таврашĕпе. Люба вăл сирĕн питĕ ырă чунлă хĕр те унашкал хур курасран сыхласа хăвармаллах ăна. Эй-й, çавнашкал чипер сăн-пуçпа тутартан лайăхраххи тупаймасть-и вара? Темле-темле ăмсанса тăмаллинех тупать ак. Курса кăна тăрăр...» Вăт çапла калаçу пулса иртрĕ. Сана вăратмарăмăр, мăшлатсах çывăраттăн та.
— Ах-х, Лада, мĕншĕн пур çĕрте те ура хураççĕ-ши мана? — чун хурланса килчĕ ман. — Халь ку Галине пĕли-пĕлми калаçса çӳреме кам чĕлхинчен туртнă-ши? Çитменнине ӳстерсе... Пирчемен суран çине мĕншĕн тăвар сапмалла-ха? Мĕн тери хаяр иккен çынсем, хаяр тата шелсĕр...
Пĕтĕм тĕнче пире хирĕç тăнăн туйăнса кайрĕ. Пире хирĕç çеç-и? Пирĕн юратăва, пирĕн пуласлăха хирĕç. Пĕтĕмпех таптаса лапчăтасшăн, кĕл туса çилпе вĕçтересшĕн. Тата камсем-ха, камсем?..
Пӳлĕме анне кĕрсе тăчĕ те, эпĕ сисчĕвлентĕм. Вăл хăйне нимĕн пулманла тытрĕ. Е чăнах та сăмах пуçлас темерĕ-ши, е меллĕ самант кĕтрĕ. Эпĕ текех тӳссе лараймарăм: «Анне», — тесе хуллен чĕнтĕм диван çине лайăхрах вырнаçса. Вăл нумай кĕттермерĕ, ман çумра вырăн тупрĕ.
— Анне, — терĕм те ăна ăшă кăвак куçĕнчен тинкертĕм, — Вĕçелис аппа мĕн каласа хăварнă кунта ман пирки?
Анне йăмăк çине куç ывăтрĕ те:
— Лада каласа памарĕ-им вара? — терĕ.
— Пачĕ çав, çавăнпа ĕненменрен тепре ыйтатăп. Анне, ăнлан-ха эсĕ... Эпĕ... эпир унпа нихăçан та пĕрле пулаймастпăр... Ĕмĕрне те... Ăнланатăн-и, аннем?..
Эпĕ макăрса ярасран тутана хытă çыртса лартрăм.
— Люба, ман çакна пĕлес килет: кам вара çав каччă саншăн? Çулăмсăр тĕтĕмĕ тухмасть-тĕр. Мĕнле тутар ачи вăл?
Анне çирĕппĕн ыйтнинченех сисрĕм: пĕтĕмпех тĕрĕссине каласа парсан та ман майлă пулмастех вăл. Мĕн тăвас тетĕн, анне юратăвĕ — хăйне евĕрлĕ юрату. Пĕлетĕп, ачисен паянхи кунĕ çеç мар, пĕтĕм пуласлăхĕ пăшăрхантарать ăна. Хĕрне лайăх пултăр тесе те тăрăшать вăл, анчах çав вăхăтрах эпĕ тутар каччипе туслă пулнине пĕлсен ялта тем-тем калаçасран та шикленет. Вĕçелис аппа каланă тăрăх, пирĕн йăхра «тутар таврашне» качча тухни халиччен пулман-çке. Вырăссене качча тухма та, кин туса киле кĕртме те юрать, тутарсене вара — çук. Мĕншĕнни паллă — ĕненӳ расна.
— Ахаль юлташ кăна вăл маншăн... — терĕм хуллен... — Каларăм-çке эпир унпа нихăçан та пĕрле пулмастпăр...
Анчах аннерен мĕн те пулин çăмăллăнах пытарма пулать-и вара?
— Юлташ кăна мар-тăр çав... Пĕлмесĕрех калаçмаççĕ пуль. Люба, кăларса пăрах ăна пуçунтан, ахаль юлташланма та кирлĕ мар вĕсемпе, хăвăн пурнăçна çеç аркататăн кун пек хăтланса...
Эпĕ нимле мар пулса кайрăм. Аннем, ман юратнă аннем... Епле çапла калама пултарать вăл эпĕ савнă çын пирки, çитменнине ăна вуçех пĕлмесĕр?
— Анне, мĕншĕн ун пекех эсĕ... эсĕ... ăна пĕлместĕн те вĕт-ха. Пĕлессӳ килсен, эпĕ унашкал çын чăваш каччисем хушшинче çак тарана çитсе те тĕл пулман-ха...
Анне шăтарасла пăхса илчĕ те:
— Тĕл пулăн-ха, хĕрĕм, Турă çырни пусма вĕçнех килет теççĕ. Тутар таврашĕпе çыхланса таса ятна ан варалах, — терĕ пусарах, унтан ларнă çĕртен тăрса хуллен пӳлĕмрен тухрĕ.
Эй, аннеçĕм, мĕншĕн тăрăшмарăн-ши манăн чуна кăшт та пулин ăнланма? Пĕлетĕп-ха, пĕтĕмпех ăнланатăп сана. Пĕрре те мана хур тăвас теместĕн эсĕ, анчах ахаль те аманнă чĕреме тутăхнă çĕçĕпе тирнĕ пекех туйăнчĕ-çке. Кирлех марччĕ çав сăмахсем. Вĕсемсĕрех асаплă-çке...
Эпĕ текех чĕнмерĕм. Тарăн шухăша путрăм. Эпĕ ăнланма пултарайман, çĕнтерме хăват çитереймен чăрмавсем туллиех иккен-ха тĕнчере. Акă наци ыйтăвĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне мана çакă шухăшлаттарман та ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен хальхи саманара ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем хушшинчи ăнланусăрлăх çухалнă тенĕ эпĕ. Халăхсемшĕн чăрмав пулса тăракан тумхахсем — пушшех те. Шкулта та çавнах вĕрентнĕ пире. Халь ак çав шкул саккинчен уйрăлнăранпа виçĕ çул çеç иртнĕ, эпĕ тинех суккăр кушак çури мар ĕнтĕ, тӳррипе каласан, чи малтанах Марселĕме вăйсăр пулнăшăн, йывăрлăха хăвăрт парăннăшăн ăшра тем пекех ятланăччĕ эпĕ. Анчах халь хам вара... Халь хам мĕн турăм-ха эпĕ телейĕме сыхласа хăварас тесе. Нимĕн те. Чи çывăх çыннусем те сана ăнланма тăрăшман чухне ытла та йывăр иккен вăл хăвăн ăраскалушăн тăрасси. Çитменнине эсĕ пурнăç çулĕ çине тин çеç шăтса тухнă черченкĕ чечек пулсан. Сана кĕтсе илекенни вара — чараксăр вĕрекен сивĕ-сивĕ çил. Çирĕп тымар кирлĕ кун пек чухне. Пирĕн тымарсем çирĕпех пулмарĕç-ши вара?
X
Пăтрашуллă кунсем... Пăтрашуллă шухăшсем... Ниçтан пăхсан та уççи-хуппи курăнмасть. Пĕтнĕ, пĕтĕмпех тĕпсĕр авăра сикнĕ. Тек нихçан та каялла таврăнас марлах пăчланнă хаваслă самантсем. Нивушлĕ çирĕм çул тултаричченех пурнăçри ырлăха шанас ĕмĕт çухалчĕ вара. Нивушлĕ чăл та пар саланчĕ иксĕмĕрĕн телейĕмĕр. Хушăран тата малтанах Марина тусăм асăрхаттарса калани, пан-н пырса çапăнакан шăналла, пуçа пырса кĕрет те, хама валли ларма-тăма вырăн тупаймастăп. Хамах айван ачалла ăнтăлмарăм-и-ха çак инкеклĕ юрату патнелле. Нимĕн çинчен шухăшламасăр, мĕн пулассине пачах та курма тăрăшмасăр. Инди фильмĕсене антăхса каяс пекех юратаканскер, унти илеме, юрату вăй-хăватне пуринчен мала хураканскер, пурнăç çине пурçăн канва витĕр пăхнăн тинкертĕм пулас.
Юрату теме те çĕнтерет тесе ĕнентернĕ эп хама. Ку вăл романтикăлла хайлавсенче е чуна йăпатакан сюжетлă киносенче çеç пулнине ăша хывма пачах та тĕлленмен. Пурăнакан пурнăçра пĕтĕмпех урăхла çаврăнса тухать-çке. Çыравçăсем йăлтах ӳстерсе çыраççĕ теес килмест-ха ман. Пурнăçранах илеççĕ-тĕр калав-роман сюжетне, анчах унти ĕç-пуç темле пулсан та урăх çын пурнăçне сăнарласа кăтартни çеç-çке. Пурне те çăмăллăн тӳссе ирттерме пулать пек. Халь вара. Халь эпĕ тинех ăнлантăм-ши этем чун-чĕрин асапне. Еплерех пăтрашуллă вăл, мĕнлерех хĕн-хурлă.
Тулта çуркунне. Сивĕ хĕл хыççăнхи чĕлтĕрти самант, маншăн пулсан вара — пурпĕрех. Нимĕн те савăнтармасть. Калăн, хĕл сивви яланлăхах кĕрсе вырнаçнă ăш-чиккĕме, нихçан ăшăнса ирĕлес марла.
Марсель... Мĕнлерех çын вăл. Нивушлĕ суккăрланса лартăм юратăва пула. Татса калама хĕн. Унпа тĕл пулнă самантсем тĕлĕк евĕр. Кăшт шухăшлă та тунсăх çутипе çиçекен хăмăр куçсем, юлашки вăхăтра темшĕн ытла шуранка сăн-пит. Хуть те кампа тĕл пулсан та асăмра савнин сăнарĕ. Урăх никамăн та унашкал çывăх кĕрсе вырнаçаяс çук ман чĕрене. Анчах вăл тĕмсĕлсе пăхнине аса илмессерен чунăма шалтан темĕн пикенсех чĕрмелет. Тăвăр-тăвăр... Хамран хам таçта тарса каяс вĕçнех çитетĕп. Анчах ăçта тарайăн аса илӳрен. Вăл пĕр утăм та ирĕклĕн пусма памасть-çке, хыçранах йĕрлет. Пирĕн унпа пĕрех хăçан та пулин икĕ еннелле уйрăлса каймалла текен шухăш самантлăха та хăй тыткăнĕнчен вĕçертмест. Пуçри пĕтĕм тăрă шухăшсене пăлхатса тата Марсельпе курнăçнă тепĕр самант вĕçĕмех аса килет.
— Любушка, — терĕ ун чух Марсель эпĕ салхуланса ӳкнине асăрхаса. — Тен, эпĕ килсе çӳрени сана çакнашкал йывăрлăх кӳрет.
Эпĕ ун çине тĕлĕнсе пăхрăм, сăмах хушма сăмахăм тупăнмарĕ. Марсель малалла калаçрĕ:
— Люба, илтетĕн-и, мана сан шăпу канăç памасть. Тен, эпĕ сан пурнăç çулĕ çинче чăрмантăрмăш кăна-тăр. Апла пулсан...
— Çитет! — тӳссе тăраймасăр пӳлсе хутăм эпĕ. — Марсель, епле хăятăн эсĕ çавăн пек калама. Чĕреме çурмаран чĕрĕллех çурас терĕн-и. Мĕншĕн эсĕ мана çав териех вылянчăк кăмăллă хĕр вырăнне хуратăн. Элле, çакăн пек шутлаттаракан йӳтĕм тупăнчĕ-им саншăн, Марсель.
Вăл пуçне пĕкрĕ, аванмарланнăран-ши, куçне тартрĕ. Унтан:
— Каçар, Люба... Хам мĕн пупленине хам та йĕркеллĕ пĕлместĕп пулмалла, — тесе куçран чăр пăхрĕ. — Анчах та, Люба, пулма пултарать вĕт-ха, калăпăр, ак çакăн пек. Эсĕ манра япăх енсем курма пуçлатăн. Пĕрре асăрхарăн, иккĕ, виççĕ, чуну хайхи манран сивĕнме пуçлать. Унтан вуçех те сивĕнсе çитет. Тен, çак тапхăрта кама та пулин тĕл пулма та тӳр килĕ, ну, калăпăр, хăвна килĕшекеннине. Эпĕ вара сан чунна пăлхатса, вĕçĕмех килетĕп, килетĕп... Сан, тен, пĕр мана курнипех кăмăлу пăсăлать-тĕр, эпĕ вара çавна та сисместĕп.
Мана хальхинче шутсăр кулăшла пулса кайрĕ. Чунтан ахăлтатса кулса ятăм. Култăм, култăм, унтан куççуль шăпăртатса анчĕ. Ĕсĕклесех макăрма пикентĕм. Марсель нимĕн чĕнме аптăранăн пăхса ларчĕ. Куççуль тухса пĕтрĕ пулас та, хамах лăплантăм.
— Марсель, апла тăк хăвăнтан сивĕтес тесе эсĕ хăш чухне пачах ăнланмалла мар хăтланатăн-им. — ыйтрăм вара лăпкăн.
Унăн хăмăр куçĕ кăштах туртăнса илчĕ, анчах хăй нимĕн те шарламарĕ...
Çавăн пек калаçу пулса иртнĕччĕ пĕр тăват-пиллĕк кун каялла. Вăл хирĕçлесе нимĕн те шарламанран хамăн чухлавăм тĕрĕсех пуль тесе ĕнентĕм эпĕ. Анчах та ку ытла та айванла-çке. Иксĕмĕр те савнă çĕртенех пĕр-пĕринчен сивĕнмелли меслет ятарласа шырани нихăш енчен пăхсан та пуçа вырнаçакан япала мар. Юратăвăмăра упраса хăварни мĕне кирлĕ тата. Хăçан та пулин — ыран-и, паян-и — пурпĕрех уйрăлу кĕтет. Такăнтараканни пурнăçра час-часах тĕл пулакан юрату виçкĕтеслĕхĕ те мар ĕнтĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисем. Çакă кăклама хушать туйăмсене.
Марселĕм, мĕншĕн çав таранччен вăйсăр пултăн-ши. Мĕншĕн кĕрешмесĕрех парăнтăн. Çĕнтерсе каçас чăрмав, эпĕ шутланă тăрăх, ытлашши пит çӳллех те марччĕ пек. Эсĕ мана вара алă тăсса парас темерĕн, çаврăнса утрăн. Хăв каланă тăрăх, Турă сана яланах пулăшать. Апла хальхинче мĕншĕн пулăшмарĕ-ха. Пĕррехинче савнинчен çакăн пирки ыйтсан вăл çапла хуравланăччĕ: «Любушка, иксĕмĕрпе çапла пулса тухни пирĕн ăраскал пулас. Аллах ирĕкĕнчен иртсе шăпана ӳпкелени — пысăк çылăх. Пирĕн çак тĕрĕслеве çирĕп кăмăлпа тӳссе ирттермелле. Аллах этемĕн çĕр çинчи пурнăçĕшĕн çеç мар, ун вилĕмсĕр чунĕшĕн те тăрăшнине эпĕ чунтан ĕненетĕп».
Эпĕ вара çĕр çинчи телее ĕмĕтленсе сана вуншар каччă хушшинчен суйласа илтĕм, эсĕ тутар каччи пулнине пăхмасăр пĕтĕм чунăмпа шанса юратăвăма сана парнелерĕм. Ман кунтах ăраскаллă пулас килет-çке!
Çук! Çитет! Çитет! Манăн татăклă хурав памаллах... Анчах çитерейĕп-ши хăват. Çитерейĕп-ши хăват сана тĕксе яма, Марселĕм.
Çакнашкал шухăшпа айăн-çийĕн пăтранаканскер, йывăр кăмăл-туйăмпа кун кĕнекин листисене хуратса ларатăп. Савнă çыннăма çыру çыратăп. Пĕлетĕп, ниçта та ямастăп эпĕ вĕсене. Хама йывăр килнĕ самантсенче çеç алла илетĕп эпĕ юрату кĕнекине. Пуçа хĕвĕнекен шухăш, савнă çыннăма халалланăскер, хăех шăрçаланать шурă хут çине. Чунра пĕтĕмпех пушанса юлсассăн кăна пуç ĕçлеме пăрахать те автомат-алă çырма чарăнать.
Пӳлĕме савăнçлă çиçекен Алевтина пырса кĕчĕ. Занятисем хыççăн вăл пиччĕшĕсем патне кайса килмелле тесе тухса кайнăччĕ. Мана та пĕрле пыма йыхăрчĕ те, кăмăл çукран килĕшмерĕм.
— Эх, ахалех пымарăн, Люба, — терĕ вăл çӳллĕ кĕлеллĕ пушмакне пӳртре çӳремеллипе ылмаштарнă май. — Кунĕ паян мĕнлерех хитре... Тата, пĕлетĕн-и, — вăл ман çине чеен пăхса илчĕ, — Марселе тĕл пултăм.
Чĕрем вырăнтан тапраннăн сиксе илчĕ, ерипен çеç пуçа çĕклерĕм те кăмăлăма çирĕплетсе сӳрĕкрех сасăпа ыйтрăм:
— Вара. Мĕн калаçрĕ вăл.
Алевтина мана хирĕç сĕтел хушшине вырнаçрĕ, куçран тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Эс, Люба, темле паян, ăнланма çук сана. Иртен-çӳрен пирки ыйтса пĕлнĕ пекех пуплешен. Сăмах вара Марсель çинчен пырать-иç. Тата килетĕп терĕ вăл паян, — сăмахларĕ тантăшăм.
Шалтан каллех темĕн туртăнчĕ. Анчах эпĕ ку туйăма пусарма та хăват çитертĕм.
— Килтĕр ара, кам чарать, анчах, Аля, паянтан юлашки пулать. Курса тăрăн ак.
Аля ман çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Пĕлмест мар-ха вăл Марсельпе иксĕмĕр хушăри хутшăнусене, анчах эпĕ çакнашкал татса парасси пирки шухăшламан-ши. Вăл хулпуççине сикреткелерĕ те:
— Ну, Люба, апла пулсан хăвăнне ху пĕл, — терĕ.
XI
...Тăкăр-тăкăр-тăкăр-тăк! тутарса пӳлĕм алăкне хуллен шаккарĕç. Куçа хупса, тĕлĕкре илтсе тĕрĕс пĕлме пултаратăп: ку вăл никам та мар — Марсель. Пĕтĕм вăйран хама хытартăм, чунăма чуллатрăм.
— Кĕрĕр, — терĕм, — уçах унта.
Пӳлĕме çуркунне сывлăшĕ пек туйăнакан савнă çыннăм кĕрсе тăчĕ. Эпĕ, сĕтел хушшинче лараканскер, çак саманта пуç миминче ĕмĕрлĕхех пичетлесе хăварас тесе ун çине пĕр сăмах чĕнми пăхрăм. Темшĕн Марсель мана кăштах начарланнă, куçĕ путса кĕнĕ пек туйăнчĕ. Акă вăл айăпсăр ачалла йăлтăр çуталса илчĕ те тутине палăри-палăрми хускатса:
— Исĕнме, — тесе тутарла сывлăх сунчĕ. Унтан эпĕ çаплах сăмах та чĕнменнинчен, пачах та хускалманнинчен тĕлĕнсе-тĕр, пушшех çепĕççĕн кулса ячĕ те çурма шăппăн:
— Лю-юбушка, сана мĕн пулнă? — тесе ыйтрĕ.
Эпĕ çаплипех хытса лартăм-ха. Тепĕр авăкран, тепĕр самантран хама алла илме, кăмăлăма тимĕрлетме ĕлкĕреймесен пĕтĕмпех малтанхи кунсенчи пек килсе тухма пултарать. Эпĕ вырăнтан çĕкленсе куçа ăссăрла хупса ларатăп та савнă çыннăмăн ытамне кĕрсе ӳкетĕп. Вара эпĕ ăна урăх нимĕн те, нимĕн те калаймастăп. Унăн мана пилĕкрен ыталакан çирĕп аллин ăшшине çеç пĕтĕм кĕлеткемпе туятăп. Çук! Паян кунашкал çепĕçлĕх ăшне кĕрсе ӳкмелле мар ман. Хăçанччен тăсăлмалла тет пурпĕрех вилме пӳрнĕ юратăвăн. Мĕншĕн вăхăтлăх киленĕçпе чуна йăпатса пурăнмалла. Ман сăмах çеç кирлĕ кунта, манăн татăклă юлашки сăмахăм...
— Сывах-ха, Марсель, — терĕм хайхискер ыйхăран вăраннă пек пулса. — Иртсе лар кунта.
Марсель мана хирĕç вырнаçрĕ. Нимĕн ăнланмасăр тинкерчĕ куçран. Ăшă çутă хăмăр куçĕ тем тархасланăн та, тунсăхланăн та, айăпа кĕнĕн те тилмĕрет. Халь-халь кулса ярас тути кăлт-кăлт сиккелет. Тавçăратăп, темĕн каласшăн вăл мана, анчах эпĕ çаплах пĕр сас кăлармасăр куçран тĕсени чăрмантарать-тăр. Вăл эпĕ мĕн те пулин каласса кĕтет, ăнланатăп. Эпĕ пĕтĕм вăя пухрăм та:
— Вăт, Марсель, вĕçне тухăрăмăр та... — терĕм.
Каласа пĕтереймерĕм, такăнтăм. «Халь акă юлашки сăмахăма калас самант çитрĕ», — тесшĕнччĕ эпĕ, чĕлхем, тăлланăн, çыхланса ларчĕ. Марсель эпĕ каланинчен нимĕнех те ăнланмарĕ пулас та:
— Мĕн вĕçне тухăрăн, Любушка. Ăнлансах пĕтереймерĕм-ха, — терĕ сĕтел çинче выртакан аллăма хăйĕн аллипе сĕртĕнсе.
Эпĕ аллăма кăвар чăмăркки пырса тивнĕн хăвăрт туртса илтĕм. Куçăм айккинелле тарчĕ. Туятăп: ку чĕмсĕрлĕхе ытла та вăраха тăсса ятăм, анчах калаçăва малалла шуçтарма ниепле те хăват çитессĕн туйăнмасть. Пĕр-пĕр черченкĕ туйăм е телейлĕ кунсем хыçа кăна тăрса юлнине аса илтерекен шухăш килтĕр çеç — вара куççулĕме чарма вăй çитерейместĕпех эпĕ.
Эпĕ ăна тепĕр хут куçран тинкертĕм. Турăçăм! Мĕнле çывăх вăл маншăн! Кăштах шухăшлăскер, пушшех те чуна пырса тивмелле çывăх. Эпĕ вăйпах тенĕ пек куçа хупрăм та пыр тĕпне капланнă йывăр чăмăрккана çăтма тăрăшса:
— Марсель, — терĕм, — Эсĕ... сан кунта урăх килмелле мар... Илтетĕн-и, Марсель. Тек нихçан та...
Вăл хăлхасăр çын евĕр пач хускалмасăр ларчĕ. Куçăма каллех ун çинелле тĕллерĕм. Марсель ăсран тухнăн ман çине пăхать. Тути çинчи çепĕç кулли çаплипех унăн питне ялкăштарать. Эпĕ тинех хамăн мĕнле те пулин ĕнентерӳллĕ сăмах каламаллине чухласа илтĕм те:
— Марсель, юлашки сăмах ман каламаллаччĕ... Каçар, эпĕ урăх тăсма хăват çитерейместĕп. Вĕрен тем чухлĕ вăрăм пулсан та пурпĕрех вĕçĕ тухать, — терĕм куçăма пытарса.
Вăл тинех эпĕ каланине ăша илчĕ пулас. Куçне ерипен урăх еннелле куçарчĕ те пуçне палăри-палăрми сулласа:
— Çапла, Люба, çапла... Вĕçĕ хăçан та пулин çитмеллех. Пурнăçăн та вĕçĕ пур та... Анчах, Люба... — терĕ, такăнчĕ.
Эпĕ унăн вĕçленмен шухăшне куçĕнче вулама хăтлантăм. Вăл тăруках шăнса кӳтнĕн хутланарах ларать пек туйăнчĕ. Чĕрем ăса пăлхатса та çуйланса тапрĕ. Çапах хама хытăрах тытма тăрăшрăм.
— Мĕн, Марсель.ĕĕ — ыйтрăм пĕтĕм вăя пухса.
— Люба, каçар мана ку сăмахсемшĕн, вĕсем халь пĕрре те вырăнлă мар, алапа шыв ăснă пек кăна... Анчах, Люба, эпĕ сана телейлĕ тăваймарăм. Тепĕр тесен эсĕ пĕтĕмпех пĕлетĕн, тек тапратас мар эппин...
Вăл вырăнтан хăвăрт çĕкленчĕ те — темшĕн сулăнса кайнăн туйăнчĕ. Эпĕ сасартăк хăраса ӳкрĕм: Марсель çак самантрах сывлăшра тĕтре пек ирĕлсе куçран çĕтессĕн туйăнчĕ мана. “Турăçăм! Уйрăлатпăр-çке эпир! Ĕмĕрлĕхе уйрăлатпăр!” — тăруках пырса çапрĕ тавçăру. Мĕн тăваççĕ кун пек чухне. Эпĕ веçех çухалса кайрăм. Ни кай, ни сывă пул теме чĕлхе-çăвар çаврăнмасть. Пуçран çапса анратнă евĕр пулса лартăм. Ман майлах пăлханса, çĕтсе кайнă Марсель маларах тăна кĕчĕ. Вăл çаврăнчĕ те:
— Любушка, ытла кĕтмен çĕртен пулнипе йăлт пăтранса кайрăм эпĕ. Каçар, пуриншĕн те каçар, — терĕ.
Хирĕç ырă та, усал та шарламарăм. Тĕрĕссипе, шарлаймарăм, мĕншĕн тесен пыра вĕçĕмех тем пысăкăш чăмăркка капланчĕ. Сăмах калама тăрсанах вăл куççулĕ пулса юхса тухассăн туйăнчĕ. Çавăнпа ăна эпĕ пĕр сассăр çăтрăм та çăтрăм.
Савнă çыннăм аллăмран тытни шартах сиктерчĕ. Пăтрашăннă çӳçĕме тирпейлекелесе ерипен пуçа çĕклерĕм те ун куçĕпе тĕл пултăм. Эпĕ юратакан ăшă хăмăр мăшăр куç, асапланупа тулнăскер, ытла та пĕтсе кайнăн, пушшех путса кĕнĕн туйăнчĕ мана. Малтан мĕнле асăрхаман вара эпĕ çакна. Хăçантанпа хам çинчен ытларах шухăшлама пуçларăм эпĕ. Хамăн асаппа çеç супаканскер, савнă çыннăн инкекне курмăш пулма юрать-и вара. Вăл та авă мĕн тери асапланать, пичĕ те ытти чухнехинчен шурса кайнă. Эпĕ сăмса çунатти хĕррипе чупса анма ĕлкĕрнĕ икĕ çут шăрçана шăлса типĕтрĕм те нӳрлĕ пӳрнесемпех Марселĕн пит çăмартине сĕртĕнтĕм. Вăл мана хуллен хăй çумнелле туртрĕ. Пирĕн тутасем пĕр-пĕрин патне туртăнчĕç, анчах та çак чуп тăвупа пĕрлех чунри асап пушшех арасланса каясран шикленсе-ши, эпĕ пуçăма пăртăм. Марсель мана тутипе çамкаран çепĕççĕн сĕртĕнчĕ. Унтан тепĕр хут куçран тинкерчĕ те:
— Чĕкеçĕм, иксĕмĕр пĕрле пулайманшăн йăлт эпĕ айăплă, каçар мана пуриншĕн те, — терĕ, сасси чĕтрерĕ.
— Никам та айăплă мар. Шăпа çапла, унран иртеймĕн... Сывă пул эппин, савниçĕм, телейлĕ пул, — терĕм эпĕ, кĕç-вĕç ӳлесе макăрса ярасран аран тытăнса тăрса.
— Шăпа.ĕĕ Çапла çав, унран иртеймĕн, — Марсель сассинче темĕне шеллени, ӳкĕнни палăрчĕ, те çавна сиссе, вăл хăвăрт хушса хучĕ:
— Люба, ан ятласам мана, чипер юл... Сайра-хутра пулин те аса илкеле тусна...
Унăн сăмахĕсем чунтан тухнине пĕтĕм ăс-тăнăмпа тавçăрса илтĕм те чутах хурланмалли сăмах персе ярса пĕтĕмпех пăсса хураттăм. Марсель манран мĕн те пулин илтес тесе-тĕр, алăк патне çитсен çаврăнса пăхрĕ. Эпĕ чĕнменнине кура шăппăн тухса кайрĕ. Алăк сассăр хупăнчĕ. Вăл хупăннипе пĕрлех кĕлеткемре темĕнле хĕлĕхсем туртăнса илчĕç, чунра тăвăнса çитни куççулĕпе пĕрле шăпăртатса анчĕ. «Кайрĕ...» — терĕм сасăпах. Куçăмран пĕр чарăнми юхакан вĕри куççуле эпĕ халь тек чармарăм. «Ирхи тĕлĕк евĕр ирĕлсе çухалтăн; çурхи лăпкă çил пек пĕр самант ачашларăн та инçетлĕхре çĕтрĕн, — пăтранчĕ пуçра. — Тепĕр тесен мĕне кирлĕ халь тин кун çинчен шухăшласа чуна асаплантарни. Ахалех пурте çителĕклĕ. Вĕçленнĕ. Пĕтнĕ...» Ним тĕллевсĕр чӳрече енне çаврăнтăм та аякран та аякка кайса пыракан Марсель кĕлеткине асăрхарăм. Часах вăл пĕр такăрлăка пăрăнса куçран çĕтрĕ. Унран юлас мар тенĕнех хĕвел те анăçалла васкарĕ.
XII
Виçĕ уйăх иртрĕ унтанпа. Виçĕ уйăх виç талăк мар. Темле улшăну та пулса иртет вăл вăхăтра. Анчах маншăн кунсем пĕр евĕрлех сӳрĕккĕн шăваççĕ. Пĕр тĕллевсĕр, пĕр çутă ĕмĕтсĕр пурăнатăп. Тăкăнас куççулĕ тухса пĕтрĕ, ыррине ĕненес туйăм вăхăтсăрах шаннă.
Каллех çуллахи практика пуçланчĕ. Çур кун хаçат редакцийĕнче иртет, ĕç пĕтерсен общежитине сулланса таврăнатăп. Ал вăйĕпе те тапаланмалла мар ĕнтĕ, яра куна кабинетра хут ăшĕнче чакаланса ларсах хĕвеле анăçа ăсататăп, анчах кун вĕçленнĕ тĕлелле пурпĕрех вăрман каснă хыççăнхи пек халтан каятăп. Ахăртнех, уçă сывлăшра сахал пулнинчен килет-тĕр çакă.
Ĕçри сĕтел хушшинче пĕчченех редакцие янă çырăва вуласа ларатăп. Ăна Тутар республикинчен пĕр çамрăках мар чăваш çынни çырнă. Унта пурăнакан чăвашсен шăпи шутсăр кулянтарать ват çынна. Тăван чĕлхе пач пĕтсе ларасран шикленни те пур ун çырăвĕнче. Кушакал шутлама сăлтавĕ те çук мар — вĕсен ялĕнчи шкулта кăçалхи çул чăваш чĕлхине пачах та вĕрентмен. Аслă шкул пĕтернĕ специалист çук имĕш. Кунсăр пуçне кĕнеке лавккисенче пĕр чăвашла кĕнеке те тупса илеймĕн. Пĕр сăмахпа каласан, тымарне касса янă йывăç майлах туяççĕ халь хăйсене Тутарстанри чылай тĕп чăвашсем. «Мĕнле те пулсан пулăшаймăр-ши пире, тĕп хуламăрти редакци çыннисем?» — кăшкăрсах тенĕ пек темиçе çын сассипе ыйтать ватă çын.
Пăлхантаракан ыйту. Чăваш республикинче ялсем пушана-пушана юлаççĕ, юнашар облаçсемпе республикăсенче пурăнакан чăвашсемшĕн ак кун пек инкек сиксе тухнă. Мĕнле те пулин пулăшмаллах ĕнтĕ ентешĕмĕрсене.
Редактор мана çыру авторне хурав пама сĕнчĕ те-ха, анчах ман пуçа урăхларах шухăш пырса кĕчĕ. Мĕншĕн ман, çамрăк çыннăн, инçе çула кĕскетсе Тутар респбликинчи чăвашсем патне кайса килес мар. Хамшăн та, практикантшăн, тен, усăлли нумай тупăнĕ, аякри ентешсемшĕн те Шупашкар хулинче вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланни савăнăç пулĕ. Çак шухăшпа çирĕпленсе редактор патне кĕтĕм.
Редактор, аллă çулсене çывхаракан платна хул-çурăмлă Федор Павлович Анишев, манпа сăмахсăрах килĕшрĕ. Командировка хучĕ çине çатлаттарса пичет лартрĕ те:
— Ну вăт, Любовь Алексеевна, çула пуçтарăнма пултаратăр, — терĕ шӳтлесе.
Ахаль чухне вăл мана ятран кăна чĕнетчĕ. Халь кăмăлĕ аслăланса кайрĕ-ши — атте ятнех хушса çаптарчĕ. Хăй, самантрах йăлтăр çуталса, кĕмĕл тĕс çапнă çӳçне унтан-кунтан ал лаппипе якаткаларĕ те çапла каларĕ:
— Кун пекех пулсан, аçу ячĕпе чĕнмелĕх те пур сана, хĕрĕм. Маттур, маттур... Таçтан килсе çăвара канфет хыптарасса кĕтсе лар-ха — шăхăрсах юлан. Ку чухнехи пурнăçра йăрă та хастар пулмалла, пур çĕре те ĕлкĕрмелле. Вăт çапла, Люба хĕрĕм.
Унтан вăл кулмасăр калаçма пикенчĕ:
— Кайса килме укçи-тенки самаях кирлĕ пулать-ха. Пур-и.
Анишев сылтăм аллине кăкăр умĕнчи кĕсйине чикнине кура васкаса пӳлтĕм:
— Федор Павлович, паллах, пур.
— Юрать, апла пулсан. Командировка укçине çултан килсен тӳлĕпĕр. Ну, чипер çаврăнса килмелле пултăр, — аллăма тытса чăмăртарĕ вăл юлашкинчен.
Редактор пӳлĕмĕнчен хаваслă туйăмпа тухрăм.
Самантлăха пурин çинчен та маннă эпĕ. Хам юратнă ĕçпе аппаланнă чухне яланах çапла — ытти шухăш сирĕлсе пĕтет, манран хавасли те, телейли те урăх çук тейĕн. Юратнă професси — иккĕмĕш савни тесе ахаль каламан-тăр çав.
Паян ман Тутар республикинчи Çĕпрел районне çитмелле. Çыру килнĕ яла. Ирхи хĕвел сăпайлăн тӳпе тăрринелле кармашать. Часах ак чи çӳлтен çĕр питне савăккăн ыталаса илĕ те пĕтĕм чĕрĕ чуна ачашшăн çупăрлĕ. Эпĕ васкаса автовокзала çитрĕм. Эрне варри пулсан та халăх хĕвĕшет. Çу кунĕнче никам та ăна-кăна уяса тăмасть пулĕ çав, çитес çĕре çитмех тăрăшать. Çитменнине çу уйăхĕсенче чылайăшĕн отпуск вăхăчĕ, шăпах унталла-кунталла кайса килме меллĕ самант.
Касса тĕлне çитсен васкавлăн укçа кăлартăм та кассирша енне тăсрăм. Шăп çак самантра чавсаран такам кап тытрĕ те аллăма уçă кантăк умĕнчен туртса илчĕ. Эпĕ ку ытла кĕтмен-туман çĕртен пулнипе шартах сикрĕм. Унтан чĕрем шиклĕн сăрăлтатса илнине туйрăм, вăртах çаврăнтăм. Ман умра — кам тетĕр пуль. — йăлтăр çиçсе Наиль тăра парать. Марселĕн шывпа сапса уйăрайми юлташĕ! Хальхинче вăл пĕчченех. Эпĕ ун-кун пăхкаласа хам сисмесĕрех çывăхран та çывăх çыннăма шырама пикентĕм.
— Исĕнмĕсес, — терĕ Наиль, сасси темшĕн салхун илтĕннĕ пек туйăнчĕ.
— Сала-ам... — терĕм эпĕ нимĕн йӳпсĕнесĕрех хаваслăн кулса.
Наиль куçĕ салхуланнипех юлчĕ.
— Люба, ăçталла çул тытатăн. — ыйтрĕ вăл кăштахран.
Эпĕ шӳтлеме хăтлантăм:
— Сирĕн паталла, Наиль, хăнана. Йышăнатăр пуль. Мерселе сюрприз пултăр-ха пĕрре. Ĕлĕкхине тӳрех манман-тăр-ха.
Наилĕн сăн-пичĕ палăрмаллах туртăнса илчĕ. Тем калама тăрса çăварне те уçанçи турĕ вăл, анчах кирлĕ мар сăмах персе ярасран сыхланнăн çамкине пĕркелентерсе илчĕ те шăпăртах пулчĕ. Эпĕ сисчĕвлентĕм. Ара, ялан кулса çӳрекен пит-куçлă йĕкĕте мĕн пулнă-ши. Мана тĕл пулни те савăнтармарĕ курăнать ăна, Марсель пирки те калаçасшăн мар.
— Наиль, ай-уй, мĕншĕн чĕнместĕн вара. Эпĕ хăнана пыратăп тени шиклентерсе ӳкерчĕ-и? — çаплипех хăпмарăм эпĕ, унтан шӳтлеме пăрахса хушса хутăм, — Çук ĕнтĕ, Наиль, сирĕн патах пырса çӳремĕп. Пĕлетĕн-çке, ĕçĕ ман çавнашкал та, Çĕпрел районне командировкăна кайса килмелле. Каçар-ха, эпĕ билет илмелли çинчен те манса кайнă.
Билет туянтăм та ун патнех таврăнтăм. Вăл пирус тивертнĕ те шухăшлă-шухăшлă куçĕпе таçталла тинкерсе тĕтĕмне çăтать те çăтать. Эпĕ пырса тăнине те сисмерĕ-ши — çаврăнса пăхмарĕ.
— Наиль, — чĕнтĕм эпĕ ăна хулпуççинчен кăштах перĕнсе. — Мĕн пулнă сана, ытла та питӳ çинче пĕр чĕрĕ тĕс юлман.
Каччă пирусне тарăннăн ĕмсе илчĕ те туртса пĕтермесĕрех çӳп-çап савăтнелле печĕ. Тинех асăрхарăм — ун тути чĕтрет. Пĕтĕм кĕлеткем тăрăх сивĕ хум чупса иртрĕ — инкек сиксе тухман-тăр та. Эпĕ мĕн те пулин ыйтма ĕлкĕриччен Наиль мана хулран тытрĕ.
— Итле-ха, Люба, эпĕ Шупашкара ятарласа сана шыраса тупас тесе килтĕм, — терĕ те вăл çавăнтах шăпланчĕ.
— Мĕн пулнă, Наиль. Мĕншĕн шырамалла мана.
Вăл аптранă пек пулса куçне ман çине куçарчĕ, анчах малтанхи сăмахнех малалла тăсрĕ:
— Халь çеç автобусран антăм, вунă минут та çук пулĕ. Тĕлĕнмелле те-çке, шутласан: Аллах çавăрса тухрĕ пулать-и вара сана ман тĕле: пăхатăп — эсĕ вашлаттарса киле паратăн, анчах тем самантра вокзала кĕрсе те çухалтăн. Юрать тупрăм-ха сана шыраса...
Наиль сасартăк шăпланчĕ. Эпĕ хăраса ӳкрĕм. Мĕншĕн малалла каламасть вăл. Мĕншĕн вĕçĕмех чарăнса тăрса тем çинчен шухăшлать.
— Наи-иль, чуна ан тăпăлтар, тархасшăн, кала пĕтĕмпех... Марсель шыраса тупма хушнă-и сана мана. А, Наиль.
Йĕкĕт кĕсйинчен самаях хулăм çыру туртса кăларчĕ, анчах ăна самантлăха аллинчех тытса тăчĕ.
— Унран-и ку? — ыйтрăм аллăма тăсса.
— Унран...
Вăл хăвăрт пăрăнса тăчĕ. Эпĕ çырăва ал-хапăл уçрăм та хуçлатнă листасене саркаласа тытрăм. Пĕр авăклăха куçăм нимĕн те асăрхамарĕ. Чĕрем çеç хăй вырăнĕнчен тапранасла талтлатса тапрĕ. Майĕпен куç умĕнчи тĕтре сирĕлсе пычĕ те, эпĕ ансăр шăтăк витĕр пĕр сăмах çаврăнăшĕ вуласа илтĕм: «Ман юратнă Любушка!»
«Савниçĕм, — пăшăлтатрăм савăнăçлăн, — çапах та манман иккен эсĕ мана...» Çырури малаллахи сăмахсен пĕлтерĕшне çийĕнчех ăнланман пирки чутах антăхса каяттăм: «Ман Юратăвăм, ку йĕркесене илсе вуланă çĕре сан юратнă Марсель çĕр çинче пулмасть ĕнтĕ...» Эпĕ шалкăм çапнăн хытса тăтăм. Мĕнле “пулмасть”. Чим-ха, мĕнле çыру ку. Усал шӳт-и.
— Наиль, — чĕнтĕм эпĕ таçта çакăнтах ун юлташĕ пулма кирлине астуса.
Вăл çумрах тăнă-мĕн. Йĕкĕт аллăмран тытрĕ те куçран тинкерчĕ. Пысăк хура куçĕ куççульпе тулнă, тутине шăлĕсемпе шатăрах çыртса лартнă. Турăçăм! Шӳт мар-çке ку! Вилнĕ-çке! Анчах епле.! Ман Марселĕм вилнĕ! Эпĕ пуçа пăркаларăм, куççулĕ чыхăнтарчĕ, калаçаймарăм.
— Наи-иль... Тĕрĕсех-и ку?.. Н-а-а-и-иль? — пĕтĕм кĕлеткемпе чĕтренсе илтĕм те эпĕ ун çумне лăпчăнтăм. — Мĕнле-ха капла, Наиль? Çук, пулма пултараймасть, Наиль! Кала-ха мĕн те пулин...
Наиль мана хулран çавăтса айккинерех илсе кайрĕ, сак çине лартрĕ. Унтан хăй тепĕр пирус тивертсе ячĕ, мана чăрмантармарĕ. Эпĕ мĕн кӳтсе килнине куççульпе кăларса пĕтертĕм те аллăмра савнийĕн юлашки çырăвĕ пуррине аса илсе ăна вулама пикентĕм. Васкамасăр, тимлесе, кашни сăмахне чуна илме тăрăшса саспалли хыççăн саспалли ăша çăтрăм.
“Ман юратнă Любушка!
Ман Юратăвăм, ку йĕркесене илсе вуланă çĕре сан юратнă Марсель çĕр çинче пулмасть ĕнтĕ. Савниçĕм, туятăп, эсĕ халь кулянса ӳкрĕн, макăрма пуçларăн, анчах ан йĕрсем, чи малтан вуласа тухма кăмăлна çирĕплетсем. Вуласа тухăн та ак пĕтĕмпех ăнланăн, вара ун чухне иксĕмĕрĕн уйрăлса каймалла пулса тухнишĕн, тен, савăнăн та-и. Çук, çук, Любушка, эпĕ эсĕ мана юратман тесе каласшăн мар. Туятăп, санăн çепĕç чуну халь еплерех татăлнине те, туртăшса-туртăшса макăрнине те курсах тăратăп. Анчах мĕн тăвăн ăраскалăм çапларах çаврăнса тухрĕ пулсан. Шăпаран сиксе каçма çук.
Любушка, пурте пĕтĕмпех куç умĕнче. Сан шăнкăрти куллу, янравлă сассу, чечек пек сăну, çепĕç аллу. Пурте, пурте куç умĕнче. Эсĕ ман умра йăвалана-йăвалана макăратăн, эпĕ каланă сăмахсене ĕненменнипе куçăмран тем ыйтса тилмĕретĕн, ман аллăмсем кĕлеткӳне перĕнсенех тăнна çухатнă пек пулатăн... О, Аллах! Мĕнле йывăр пулчĕ мана çав асаплă саманта тӳссе ирттерме. Чунăмра пач хама хирĕç пытăм, анчах палăртнă роле чиперех выляса пĕтертĕм. Сана улталарăм эпĕ çавăн чух, Люба. Тĕл пулнăранпа пĕрремĕш хут! Сана çеç мар, хама та! Любушка, савниçĕм, нивушлĕ эсĕ пĕтĕмпех ĕнентĕн. Нивушлĕ санăн Марселӳ çапла тивĕçсĕр хăтланма пултарчех терĕн вара. Нивушлĕ вăл пурнăçри чăрмав умĕнче йĕнчесе ӳкнĕ тесе шутларăн, чĕкеçĕм. Çук, çук, Люба, апла шутланă пулсан эсĕ йăнăшнă. Эппин эпĕ хамăн роле ытлашшипех те ăнăçлă вылянă. Савниçĕм, чăнах та аттепе анне хирĕççи пулнă, анчах ку мар пирĕн уйрăлăвăн сăлтавĕ. Шутла-ха, нивушлĕ эпĕ, çирĕм пиллĕкри çитĕннĕ çын, пурнăçăма хам шутланă пек йĕркелеме пултараймастăп. Нивушлĕ такам сăмахне итлесе хамăн телейĕме алăран вĕçертетĕп. Çук, Люба, енчен те чăрмавĕ ку çеç пулнă тăк чăрт сурмалăх та çукчĕ. Сăлтавĕ кунта пач урăххи. Любушка, чĕкеçĕм, эпĕ сывалаймиех чирлĕ пулнă. Анчах, Люба, мана ятлама ан васка. Санпа паллашнă чухне эпĕ кăна хам та пĕлмен. Кайран эпир пĕр-пĕрне юратса пăрахрăмăр. Савниçĕм! Сана эпĕ пуриншĕн-пуриншĕн те чунтан-чĕререн тав тăватăп. Сана пула эпĕ чăн юрату хăватне туйса куртăм. Вăл юратăва çухатма тӳр килни вăл урăх шут. Любушка, эсĕ ыйтма пултаратăн, мĕнле чир пулнă вара санăн тесе.
Астăватăн-и, пĕринче пырсан эпĕ санран медицина энциклопедийĕ кăтартма ыйтрăм. Çав кунччен кăшт маларах хама япăх туйнипе, вĕçĕмех пуç çаврăннипе поликлиникăра тĕрĕслев тухнăччĕ эпĕ. Мана ун чухне анализ партарса, кабинетсем тăрăх çӳреттерсе халтан ячĕç. Юлашкинчен терапевт чир хучĕ çине чылайччен пăхса ларчĕ, пуçне ĕненмен евĕр сулкаларĕ. Вара манăн юнра темле шурă микробсем питĕ нумаййи пирки асăнчĕ, куçран нумай пĕлтерĕшлĕн тинкерчĕ. Эпĕ ăнлансах пĕтерменнине кура çак чир ман пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратни, çине тăрсах сипленмелли пирки асăнчĕ. Хăй, мана текех куçран пăхма хăяймасăр, пĕр купа эмел çырса пачĕ. Унтан çаплах темшĕн ман кĕпе тӳми çинелле пăхса хĕллехи сесси хыççăн больницăна сипленме кайма сĕнчĕ, хут çырса пачĕ. Ун патĕнчен тухичченех пĕтĕмпе ăнлантăм эпĕ — ман пурăнас кунсем шутлă çеç юлнă. Пурăнас кунсен шанчăкĕ иксĕлнĕ çынпа çеç çавăн пек куçа тартса калаçаççĕ. Анчах ман пĕрех ыррине шанас килчĕ. Ман эсĕ пур-çке, манăн иксĕлми телей пур! Юрату манпа пĕрле! Вара эпĕ тухтăр латинла çырса хунă чир ятне лайăх астуса юлтăм та çавна пĕр справочникре шыраса тăпрăм. “Лейкемия” тесе куçать иккен вăл. Урăхла каласан çакă юн ракĕ пулнине те чухларăм эпĕ. Сан патра медицина энциклопедийĕнчен тата ытларах вуласа пĕлтĕм хамăн хăрушă чир çинчен. Кайран хама тĕрĕсленĕ тухтăр патне тепре кайрăм. Хальхинче нимĕн те пытармарĕ вăл. Чир ытла шала кайнă пирки пурăнасси чи нумаййи те çур çул юлни пирки асăнчĕ. Çук, Гиппократ тупине манса вăрттăнлăха уçса панăшăн айăпламастăп эпĕ ăна. Хамах тархасларăм мана мĕн кĕтнине каласа пама. Çамрăк тухтăр ăнланчĕ. Вара... Вара ыттине эсĕ пĕтĕмпех пĕлетĕн, чĕкеçĕм... Хамăн роле ун чухне эпĕ ытла та ăнăçлă вылярăм. Халĕ эсĕ мана çавăншăн çиленместĕн-и ĕнтĕ, савниçĕм, каçаратăн-и. Атту, тен, ку çырăва иличчен эсĕ ман пирки япăх та шутланă-тăр, ăшра вăрçнă та пуль. Халь пуриншĕн те каçарсам.
Савниçĕм, эсĕ мана епле юратнине, эпĕ сана еплерех савнине пĕлсе тăрсах пурнăçпа уйрăласси епле асаплă пулнине ăнлантарни кирлех те мар пуль. Çитес вилĕм умĕнче хама ытла мĕскĕннĕн туйнăран хам сисмесĕрех сана та пайтах кӳрентернĕ-и, тен. Сан чунунта мĕн пулса иртнине пĕлсе тăрсах киревсĕр ыйту парса чунна пушшех те ыраттараттăм. Ман çинчен япăх шутлатăр та хăвăртрах пăрахса хăварса урăххипе телейне туптăр теттĕм. Анчах эсĕ вĕçĕмех хирĕçлеттĕн, сансăр пĕр кун та пурăнаймастăп теттĕн. Мана ку савăнтаратчĕ те, çавăнтах хăрататчĕ те. Шăпам манпа пытанмалла выляман-çке. Эпĕ пĕтĕмпех пĕлнĕ! Санпа, Любушка, уйрăлас самант сехетсерен çывхарни пуç тӳпине çиппе çыхса янă çивĕч хĕç майлах кăшлатчĕ-çке чуна.
Кайран... Кайран эсĕ тăруках татса патăн. Ытла та кĕтмен çĕртен пулнипе эпĕ ун чух йăлтах çухалса кайрăм. Санпа юлашки хут курнăçнине ăнланнă-çке эпĕ, савниçĕм! Пĕлесчĕ сан, мĕнлерех сана хытă-хытă ыталаса чăмăртас, çӳхе тутун пылакне юлашки хут хам тутам çинче туяс килнĕччĕ. Çапла тусан эпир яланлăхах пĕрле юлассăн туйăннăчĕ мана ун чух. Анчах хама хытартăм, чăтрăм, сан умăнтан пăрăничченех пĕр тумлам куççуль те кăлармарăм. Тепĕр тесен эпĕ Аллаха çакнашкал уйрăлу туса панишĕн тав та турăм. Мĕнле тӳсесчĕ ман, енчен эсĕ ман вилĕм пуçелĕкĕ умĕнче ларасси патнех çитнĕ пулсан. Эсĕ чĕрĕ юлатăн, эпĕ ытла та вăйсăррăн уйрăлса каятăп. Мĕнешкел тан марлăх. Кăна тӳссе ирттерме вара, тусăм, сана та, мана та çĕр чăтаймиех йывăр пулатчĕ. Çавна пулах нимĕн те пĕлтермерĕм эпĕ сана, чĕкеçĕм, пĕтĕмпех хамра упрарăм. Капла мана халь лăпкăрах. Манăн юрату хампа пĕрле, эсĕ те, Люба, куç умĕнчех. Кĕçех акă лăпкăнах куçа та хупăп.
Ку çырăва савниçĕм, вăй пур пек чухне чылай кун хушши çыратăп ĕнтĕ. Паян пуçра тап-тасах, нимĕн те ыратмасть пек. Вилес умĕн çакăн пек пулать теççĕ. Любушка, ыйтатăп, халь пĕтĕмпех пĕлнĕ хыççăн ытлашши ан татăл. Санăн пурăнмалла, телейлĕ пулмалла. Эпĕ ĕненетĕп — эсĕ телейлĕ пулатăнах. Эпĕ вара саншăн самантлăха йăлтăр çуталса илнĕ хыççăн лап сӳнсе ларнă аякри çăлтăр вырăнне пулса юлам. Пирĕн юрату вара маншăн та, саншăн та пăрлă шыври сарă хĕвел пайăрки евĕр пултăр. Пирĕн кичем пурнăçа самантлăха та пулин çутатса илнĕ кĕрхи хĕвел пайăрки. Нумай вăхăтлăха мар пулин те ĕмĕр асра юлмалăх ăшăтрĕ вăл пирĕн чĕресене. Ан тив, ыратуллă, асаплă пултăр асаилӳ, анчах ун вырăнне вăл таса, сăваплă юратупа çыхăннă. Савниçĕм, юлашки хут ман кăкăртан тухакан чĕрĕ сывлăш сан ятупа пулĕ.
Ĕмĕрлĕхех санăн Марселӳ”
1989-1990çç.