Пурнать этем.
Сăпайлă та ĕçчен.
Ытти çынсен ушкăнĕнче ун çулĕ.
Куллен-кунхи ĕçре ун халиччен
Ялан тарпа хуралнă пĕвĕ, хулĕ.
Вăл чухăн мар.
Çумри кушелĕнче
Пуçтарăннă самай ăспа ĕç мулĕ.
Унпа такам та хăйĕн ăшĕнче
Хавас та, кăмăллă та пулĕ.
Вăл хытă мар.
Çумри кӳршисене
Пуянлăхне сахал-и парнеленĕ.
Хама та çитĕ,
Çитĕ çынсене
Текен ыр шухăш унăн тĕвĕленнĕ.
Анчах кун-çул тумхахĕ ăнсăртран
Ăна авал такăнтарса ӳкернĕ.
Вăл асаппа çĕкленнĕ вăхăтра
Ун пурлăхне чылай туртса пĕтернĕ.
Усал сунакансем
Тусанлă пит-куçне,
Тусанлă тумтирне асăрхасан,
Сулланă тĕлĕнсе пуçне:
«Кушелӳнте мĕн юлнă сан?
Пĕлместпĕр,
Пулнă-ши унта тупра?
Авалтанпах мул çапларах пулман-ши?»
Этем каланă:
«Пурлăхăм — чунра.
Çухатрăм та...
Çавах нумай-ха манăн».