Эп ку енче, эс леш енче —
Хушша каçма хывар-и?
Атăл тарăн, каçма çук,
Хамăр хывса каçар-и?
Халăх юррисенчен
Пĕрремĕш сыпăк
Асатте килĕнче çуралнă эпĕ. Аттепе аннен пĕрремĕш ачи пулнă. Йышлă çемьере пурăнаттăмăр. Кил хуçи асаннеччĕ. Асатте туя тытса картишне тухатчĕ те кун каçипе пӳрте пĕрре-иккĕ кĕрсе тухатчĕ-и, çуктаччĕ-и? Вăл пирĕнпе пĕрле ларса апатланнине те астумастăп. Тем кăштăртатса çӳреетчĕ хăй тĕллĕн. Ĕç тунă-ши вăл, çапла вăхăт вĕлернĕ-ши, ăна та пĕлместĕп. Пирĕнпте пĕрле аттен шăллĕ те пурăнатчĕ. Темшĕн çара илмерĕç ăна. Асатте пулнă, атте пулнă, кунăн та тăрса юлма нимле йӳтĕм те çук тесе шутлатчĕç килтисем. Хулара-мĕнре ĕçлекелесе пурăнатчĕ-пурăнатчĕ те каллех яла таврăнатчĕ. Аттепе темшĕн ялан хирĕçетчĕç. Мĕн пайланă? Каллех пĕлместĕп.
Эпĕ вуннă тултарсан йăмăк çуралчĕ. Асилсен халĕ те кулас килет. Сăпкара выртакан йăмăкăм хăлхине темшĕн тыта-тыта пăхаттăмччĕ. Çемçе-çемçе пек туйăнатчĕ вăл мана. Çав çулах атте шăллĕ авланчĕ те, атте, хĕрӳллĕ те теветкеллĕ çын, Çĕпĕре тухса кайма шут тытрĕ. Пĕр шăтăкра икĕ упан пурăнмалла мар тесе каланине халĕ те астăватăп.
Пĕр эрнерех пуçтарăнса çитрĕç. Çав эрне тăршшĕпех хурлăхлă çӳрерĕм. Ниçта та, ниçта та каяс килмест манăн.
Асанне калать: хам пăхăп тет, анчах атте яхăнне те килĕшмест. Анне те ӳкĕтлет, анчах атте парăнмасть. Унăн хăйĕн аслă ывăлне, ун чухне эпĕ унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă-çке, хăйĕнчен уйăрас килмен ĕнтĕ. Хам та макăра-макăра тархаслатăп, анчах атте мана та итлемест.
— Йăлăхтарса ан çӳре! — ура тапса кăшкăрчĕ те пĕринче, урăхран пырса çулăхмарăм.
Çуллахи пĕр ирхине тиенсе ялтан тухса кайрăмăр. Колхоз пире машина уйăрса пачĕ. Сĕтел-пукан, диван-кравать таврашне лере, çĕн çĕре, çитсен те туянăпăр терĕç те аслисем асатте килĕнчен нимсĕр тенĕ пекех тухса кайрĕç. Алăпа йăтса пыма пуррине илчĕç те пĕр сумка кучченеç тултарчĕç.
Мăньяла çитсен ăсатма пынă тăвансемпе уйрăлма ресторанах кĕтĕмĕр. Мăннисем уйрăммăн ларчĕç, пире, ача-пăчана, урăх сĕтел хушшинче пылак апатпа йăпатрĕç. Çавăн чухне пуçласа курнă эпĕ вĕсене, Хĕлимун пиччепе Хветура аппана. Вĕсем тӳрех мана шеллесе калаçма пуçларĕç.
— Кур-ха, куçĕсем шыçăнсах кайнă, тăван çĕртен каяс килмесĕр йĕрет ĕнтĕ шеремет ачи, — терĕ Хветура аппа упăшкине.
Лешĕ вырăнтан тăрса атте патне пычĕ те юриех эпĕ илтмелле каларĕ:
— Кайса вырнаçăр малтан, хăвăр ачăр хăвăртан ниçта та тармĕ. Ахалех асап кăтартса ан çӳрĕр ăна. Хăварăр пирĕн пата, асламăш патне леçсе хурăпăр.
Пычĕ ман патăма, çупăрласа илчĕ. Инçе те палламан çула ăсатма тухнисемпе çула каякансем ĕçсе-çисе пĕтеричченех Хĕлимун пичче ытамĕнче лартăм. Ресторан умĕнче анне тытса юратрĕ те — уйрăлтăмăр. Аттен мана чипер пурăн тесе калама та вăхăчĕ тупăнмарĕ, те часах илме килĕп тесе шутларĕ, аякран кăна пăхса юлтăм ăна.
Мана асанне патне леçсе хуракан та пулмарĕ. Çапла çĕнĕ çемьере пурăнма тытăнтăм.
Хветура аппан аслă хĕрĕсем иккĕшĕ те качча кайнăччĕ, килĕнче кĕçĕнни, шăпах манпа пĕр çулти Арçук, кăначчĕ. Аттепе анне çитсе вырнаçсанах çыру ячĕç. Хĕлимун пичче çийĕнчех хуравларĕ, хальлĕхе эпĕ вĕсем патĕнчех пурăнни çинчен пĕлтерчĕ. Кăна эпĕ Хĕлимун пиччепе Хветура аппа калаçнинчен чухлатăп. Пурăна киле çырусем сайраланчĕç, анне ача хыççăн ача çуратрĕ, эпĕ, асли, вĕсене кирлех пулмарăм та пулас...
Эпир Арçукпа иксĕмĕр пĕр класа çӳреме тытăнтăмăр.
Пирĕн кил (ку ĕнтĕ иккĕмĕш тăван кил темелле-и?) шкула хирĕçехчĕ. Нимле çанталăкра та шкула кайма ăшă пальто тăхăнса курман. Çĕклеттĕмĕр те портфельсене ăмăртмалла тухса вĕçтереттĕмĕр.
Нихçан та пĕр-пĕрне кӳрентерсе те, тарăхтарса та курман пулĕ. Астумастăп та, тупата. Ялан, мĕн ĕç тытсан та, шухăшăмăрсем пĕр пекехчĕ. Пирĕн пĕр уйрăмлăх кăна пурччĕ, вăл атте те анне тетчĕ, эпĕ Хĕлимун пичче те Хветура аппа теттĕм. Пит килĕштернĕрен-ши, сăнсем те пĕр пекех тетчеç. Йĕкĕрешсем-и кусем тесе ыйтакансем те пурччĕ.
Аслисем те пире уйрăмшар пăхман, япала туяннă чухне хамăрăнне — лайăхраххине, усравне — юрĕ темен, тепĕр чухне лайăхраххи манах тивĕçнĕ пек те туйăнатчĕ. Пĕр пекех ачашланă, пĕр пекех вăрçнă. Çавăнпах-и, тен, хамăр та пĕр-пĕринчен юлмасăр ĕçленĕ, тупăшса вĕреннĕ.
Мăньяла шоссе çулĕ икке пайлать те, унта пурăнакансем шоссе ку енчисемпе леш енчисем çине пайланнăччĕ. Пирĕн, ку енчисен, петĕм ырлăх та — ялти лăпкăлăх кăна, леш енчисен вара каппайланмалăх сăлтав сахал мар. Вĕсем икшер-виçшер хутлă çуртсенче пурăнаççĕ, вĕсене шыв, газ кĕртсе панă, канализаци ĕçлет. Урамсене асфальт сарса панă. Вĕсем кăмака хутма маннă, шыв кĕвентисене таçта кайса пенĕ. Пирĕн енчисем харпăр хăй çурчĕпе пурăнаççĕ, ирпе кĕтӳ яраççĕ, каçхине кĕтме тухаççĕ. Пирĕн енче халăх çӳрекен çуртсем те çукпа пĕрех. Пурте леш енче. Шкулне кăна такамăн ăсĕ çитнипе ку енне лартнă. Тата вăрçăччен пекарня пулнă çурта пăсса çăкăр лавкки тунă. Унсăрăн çăкăр туянма та леш енне çӳреме тиветчĕ.
Эпир садри кайăк юррипе киленетпĕр, пирĕн енчи улăха кайăк кăвакалĕсем ана-ана лараççĕ. Леш енчисен савăнăçĕ — Культура керменĕ тăрринчи громкоговоритель.
Кулленхи пурнăçра леш енчи, ку енчи теместпĕр, тепĕр чухне кама та пулсан çул кăтартса ямалла чухне леш-ку енсемпе ăнлантарма çăмăлрах. Тен, çавăнпах тахçан пĕрин çăварĕнчен тухса кайнă сăмах паян та пурăнать пулĕ.
Пĕр-пĕрне ятран-хушаматран паллатпăр. Ку енчисем совхоза ĕçе çӳреççĕ, леш енчисем хăйсене пролетари тесе шутлаççĕ. Вĕсен унта «Сельхозтехника» та, сăра завочĕ те пур.
Пирĕн енче ял йăлисем упранса юлни маншăн питĕ те лайăх: çуралнă яла, асатте килне асаилтерет...
Мăньялта пурăнма тытăннă хыççăн тăван яла хăнана кăна çӳрекелетĕп. Кашнинчех хапăл туса йышăнаççĕ те — çӳретĕп. Анчах кил ăшшипе таравачĕ Хĕлимун пичче çуртне куçса пынă пулмалла. Асатте килĕнче нумайччен тытăнса тăрас килмест. Ӳснĕçемĕн тăван ялта сайрарах та сайрарах пулма, уншăн хытăрах та хытăрах тусăнма тытăнтăм. Яла кайма сăлтав шыракан пултăм. Килсе кĕретĕп хам çуралнă киле — пӳрт ăш-чикĕ маншăн сивĕннине туйса илетĕп те каялла — Хĕлимун килне васкатăп. Вунпилĕк çухрăма каçа хирĕç тухса утни те пайтах пулнă.
Икке пайланчĕ тăван ял, тăван кил туйăмĕ. Атте парас ăса Хĕлимун пиччерен, Арçук ашшĕнчен, анне парас туйăма Хветура аппаран, Арçук амăшĕнчен, илнĕ пулсан тăван атте-аннене ячĕшĕн кăна хисепленĕ. Пурнăçри пĕрремĕш утăмсене Хĕлимун пичче хыççăн унăн кĕçĕн ывăлĕпе Арçукпа пĕрле тунă.
Улттăмĕш класа куçсан пире пионер лагерьне кайма икĕ путевка туянса пачĕç.
— Кайса курăрах, — темле ытарлăн каларĕ Хĕлимун пичче.
Тепĕр çулхине урăхла сăмах пулчĕ.
— Ывăлсем, кӳлĕнме вăхăт çитрĕ...
Хĕлмун пичче ун чухне бригадирта ĕçлетчĕ. Пире лаша витине илсе кайрĕ.
— Эпир астăвассах лашапа çӳресси ача-пăчашăн алтайăн ĕç пулнă, — темиçе те каларĕ витене çитиччен.
Эпир пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр: еплерех пулнине курăпăр-ха, малтанах ĕмĕтленсе хурар мар...
— Машина ĕмĕрĕнче тесе лашаран ан ютшăнăр. Хам комбайнерта-мĕнре ĕçленĕ пулсан, паллах, урăх ĕçе вĕрентнĕ пулăттăм... Хăвăрах пĕлетер, лашаран урăх ним те çук ман... Тилхепе турткалама вĕренни те усăллă...
Хĕлимун пичче тăрăшнипех ейӳ улăхне машина-трактор кĕртме чарнăччĕ те, пире ферма ĕнисем валли лашапа шыв турттарма хушрĕç. Шывне фермăри башньăран илмелле. Урапасем çинчи пичкесене тултаратпăр та лашасене улăхалла уттаратпăр. Кун каçиччен вуншар та хутлама тивет. Ывăнтăм тесе пĕри те каламан. Выртсан вара пуç хунă-хуман çывăрса каятпăр. Ирхине кайăк сассипе вăратаççĕ.
Пире валли чăланра вырăн саратчĕç. Вителĕк ăшне кĕрсе выртсан Арçукпа иксĕмĕр калаçу пуçарма, пĕр-пĕрне курни-илтни çинчен хыпар тума хăтланатпăр тепĕр чухне, анчах калаканнин калас килмест, итлекеннин итлес килмест пулмалла та, ыран та кун пулать тесе шутласа илетпĕр те харăсах куç хупатпăр. Ыранхи кун каллех паянхи пекех пуласси çинчен те шутламастпăр. Кунсем пурте пĕр евĕрлине курма хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ. Ирхине Арçукпа иксĕмĕр лаша витине каятпăр, анчах чылай чухне киле таврăнсан кăна пĕр-пĕрне куратпăр. Апат хушшинче ик-виç сăмах перкелешсе илетпĕр те, кăмăлăмăрсем тивĕçеççĕ.
Çу кунĕ вăрăм та сисĕнмесĕр иртет. Çунса хăмăрланнă пек ӳт-тирĕмĕрсене, шăнăрланнă хул-çурăмăрсене пăха-пăха савăнатпăр. Ара, арçын вăй-халĕ кирек хăш вăхăтра та хисепре пулнă мар-и?
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ валли кĕнеке-тетрадь, кĕпе-тумтир туянма кайсан Хветура аппа куç тĕлне пулнă-пĕр япалана тыта-тыта пăхать.
— Кирлĕ мар, — тетпĕр эпир харăссăн.
— Укçи хăвăрăн, хăвăр ĕçленĕ, ачасем. Ан хытăр, — тет вара вăл пирĕн çине ытараймасăр пăхса.
Апла каласан пирĕн те кăмăлăмăрсем çемçелеççĕ. Вара хатĕр пайсенчен пуçтармалли радиоприемниксем те, паяльник те, пуçватмăш вăйăсем те туянса таврăнатпăр.
Хамăр тантăшсемпе пулла çӳрейместпĕр. Çавă çеç пăшăрхантарать пире.
— Хĕл вăрăм, — лăплантарать Хĕлимун пичче. — Вып сарникунсенче шыв вăррине çӳреме тытăнăпăр.
Хĕлимун пичче хăй те çакăн пек калаçу хыççăн йăшма тытăнать. Ăна чăн-чăн пулăç тесе эпир ят паман, Мăньялта ватти те, вĕтти те ăна чăн-чăнниех тесе шутлать. Вăхăт ирттерме мар, пулă тытма шыв хĕррине çӳрет вăл. Ейӳ вăхăтĕнче атмапа вунă шӳпке тытмасан пустуй çӳрерĕм тесе мăкăртатать. Вăхăтне, пулă вăййи хăçан пуçланнине сисме пĕлет теççĕ ун пирки. Çулла бригадир ĕçĕ çыхса лартать çав. Ахалĕн илĕм-тилĕмлех вăлта хулли йăтса шыв хĕррине чупмалла та. Хăй кайнă чухне пире пĕрре те хăвармасть. Темиçе кун малтан каласа хурать. Кайнă-килнĕ чухне пире, тин кăна пулла çӳреме пуçланăскерсене, вĕрентсе калаçма нихçан та манмасть.
— Хаççан Петĕрĕ пирки каласа кулаççĕ. Кăмпана пит çӳрет вăл. Пушăлла таврăнмасть. Хĕрарăмсем пĕринче: «Петĕр, ертсе кай-ха пире те кăмпана!» — тесе тапăнаççĕ. Петĕр вара мăрт та март кăна. Хăй çӳрекен вырăнсене çын пĕлесрен хăрать пулать ĕнтĕ. Мĕншĕн çаплах хăрамалла ăна? Çутçанталăк пурлăхĕ пурне валли те çитет. Татнипе кăмпа, тытнипе пулă пĕтмест. Çĕмĕрмелле мар, таптамалла мар — çавă кăна. Аптăранипе вара çавăн чухлĕрен ытла пулă тытмалла мар йĕркесем туса тултаратпăр. Кĕнĕ чухне тыт ăна. Çутçанталăкăн ĕрчес-хунас саккунĕ хăйĕн. Эпир хамăра çутçанталăкран та вăйлăрах тетпĕр те, эх, кăна тискерленетпĕр. Пуртă вичкĕшне тĕрĕслесе пăхма пуслăх пек йывăçа касса ярасси пирĕншĕн ним те мар. Çăткăнланса пулла взрывпа-темпе анрататпăр. Ĕç-и ĕнтĕ вăл? Шупашкарта пĕр палланă писатель пурăнать, çавă каласа панăччĕ. Пульницасем вырнаçнă вырăн пур-çке-ха унта, университетран иртсен пульница картишĕ вăрманпах чикĕленет. Чирлĕ çынсем уçăлма-мĕне тухсан кайăксене, пакшасене апатлантарса йăпанаççĕ. Пакша тени часах алла хăнăхать те — хăнăхтарнă çаксене. Пенсири çынсем пульницаран тухсан та пакшасене çитерме çӳреççĕ. Вĕсен вăхăт пур. Пĕр сĕмсĕрскер пăшал йăтса тухать те алла вĕрентнĕ пакшасене йĕркипех пеме тытăнать. Ман пĕлĕш писатель ăнсăртран çакăнта çитсе тухман пулсан лешсен йăхĕ те юлас çукчĕ тет.
Чарăнса тăрса пирĕн çине пăхса илчĕ Хĕлимун пичче. Кусем итлессе итлеççĕ-и-ха тет ĕнтĕ. Унтан сасартăк хăй тĕллĕн калаçма пикенчĕ. Ку Хветура аппа юратман йăли ун.
— Хамăра хамăр çутçанталăк ачисем тетпĕр-ха. Хăш чĕрчун чĕппи-çури амăшне тискерленсе тĕп тăвать-ши? Хура çĕлене калаççĕ-ха, çурисем çиеççĕ теççĕ. Ашшĕ-амăшĕ чĕппи-çурине çинине илтнĕ, çурисем амăшне тенине вара... Кирлинчен ытлашши никама та кирлĕ мар темелле. Тем çитменрен, тем ытлашширен çăткăнланатпăр çав... Пирĕн еннелле çаврăнать те юнаса илет:
— Ывăлсем, нихçан та çăткăн ан пулăр...
Ун сăмахĕсем пирĕншĕн хушни пекех янăраççĕ.
Хĕлимун пичче палламан кайăк та, хальччен курман чĕрчун та çук. Вăл кашни кайăк, кашни чĕрчун мĕн-мĕн çинине, миçе чĕпĕ кăларнине, çура тунине калама тытăнсан иккĕленсе ӳкетĕп: «Çын пурне те пĕлме пултараймасть-çке...» Вăхăт тупсах библиотекăна каятăп. Хĕлимун пичче йăнăш каланине е тĕрĕс мар персе янине тытасах килет. «Чĕрчун пурнăçĕ», «Кайăксен пурнăçĕ» энциклопеди кĕнекисене унран ыйтса пĕлсе çырнăнах туйăнать.
Пĕринче Кăвакал авăрне вăлта ятăмăр. Хускалма хăраса вăлта шакки вылянине сăнатпăр. Хĕлимун пичче тĕлĕрет. Пулла килнĕ çыннăн апла пулмалла мар-çке-ха. Юри калаçтаратпăр. Ыйхи вĕçсе кайтăр тетпĕр. Питех пусăрăнса çитсен вăрантăр тесе пыра-пыра чăрмантаратпăр.
— Партасĕсем пурăнччăр, атьăр ав çав пырта бычок текеннисене тытар, — терĕ вăл ура çине тăрса.
— Юханшывра мĕн бычокĕ пултăр. Хура тинĕсре пурăнать вăл, — тет Арçук.
— Пур çав, ывăлăм, пур. Таçтан килсе ерчĕ те — хунать кăна. Ырă пулă вăлчине çиет мур. Нимпе пĕтереймĕн вĕт.
Хĕлимун пиччене шанма вĕреннĕскерсем, эпир йăпăр-япăр пуçтарăнтăмăр та вăл каланă еннелле утрăмăр.
— Ачасене çакăнта пуçтарса килĕр малашне, — терĕ те вăлтана шывалла ывăтса ячĕ. — Акă курăр. Çакă ĕнтĕ бычок тени.
Ырашпăтри евĕрлĕ мăн пуçлă пулла юри вĕçертсе илме васкамасть.
— Палласа юлтăра? Халь сĕтĕрĕр кăна. Ывăниччен, йăлăхиччен. Тепĕр чух ăмансăр вăлтана та хыпать. Шыв кайăкĕсемпе ерсе килнĕ пулмалла мурсем.
Пулла-кăмпана çӳренĕ чухне пире валли сахал мар пурнăç урокĕ ирттернĕ Хĕлимун пичче.
Ман атте вара пачах урăхла çын — пĕтĕм шухăшне хăйĕнче тытать. Хĕлимун пичче çынна илттересшĕн. Сасăпа калаçать.
«Çак çынпа пурăнсан, — шухăшлатăп час-часах, — нимле кĕнеке те вулама кирлĕ мар. Авал чух çаплах пулнă та. Асли пурнăç уртмахне çамрăксене парса хăварнă, çамрăкки ăна малалла йăтса пынă. Çавăнпа авалхи çынсен ăсне мухтатпăр та...»
Пĕр çумăрлă кун (уярта уяв тумаççĕ тет Хĕлимун пичче) пире хура çырлана илсе кайрĕ. Темиçе кун малтан выртса татмалли вырăн пĕлетĕп тесе мухтаннăччĕ. Арçук ĕненмерĕ çакна:
— Аттен ун ялан вĕçтерсе калаçмалла, пĕр-ик ывăç татмалăх лаптăк пĕлет те, унпа мухтанмалла.
— Хе! Пĕлмен-туман япала пирки сăмах сутманччĕ хальччен. Хама тиркеттерменччĕ. Илсе кайăп пĕрре. Утма кăна ан ӳркенĕр те вăрăмтунаран ан хăрăр. Çумăрлă кун пултăр-ха. Сăхман сарнă пек хуп-хура.
Каçхине хисте-хисте иртерех çывăрма вырттарчĕ (вăл çĕрле çумăр пуласса та пĕлнĕ), тепĕр кун кăвак çутăллах лăскаса вăратрĕ. Хăй вăрман касакан пекех тумланнă.
— Амăшĕ, иккĕшне те атă тупса пар, вăрăм çанăллă кĕпесем тăхăнччăр. Шăлаварĕсем те питĕреххисем пулччăр. Вăрăмтуна витермелле ан пултăр.
Пирĕн пата пычĕ.
— Лайăхрах чăптанăр, вăрманта макăрса çӳремелле ан пултăр.
Савăт суйлама пикентĕмĕр. Хветура аппа пире пластмасса бидонсем тыттарать.
— Эй, ывăлсем, куншăн кăна мĕн çӳрес пур? Илер пысăкрах витресем. Амăшĕ, апат ытларах чик.
Пирĕн тăрăхра та çакăн пек иртсе пĕтми вăрмансем пур тесе ĕненес те килмест. Сукмаксăр-мĕнсĕр çӳллĕ курăка таптаса шурлăхăн-мĕнĕн çӳретпĕр. Кăвакал нартлатнине илтет те Хĕлимун пичче хирĕç сасă парать. Кăвакал пекех: нарт-нарт! Лешĕ çине-çинех нартлатать. Куккук пек авăтса илет. Пăчăр пек кăшкăрса пăчăра хускатать. Кашни мишавайăн, çул юппин, çырма пуçĕн хăйне валли панă ячĕ пур унăн.
Вăрмана çитичченех йĕп-йĕпе тара ӳкрĕмĕр те шывшăн антăхакан пултăмăр. Кĕпе тӳмисене вĕçертес — ӳпре-пăван сăрăнать. Пуç чикнĕ те Хĕлимун пичче хыççăн танкăшатпăр. Тап! чарăнса тăчĕ çакă.
— Ну, Арçук, кил-ха çывăхарах. Кур, сăхман витнĕ пекех мар-и? Ун пекех мар пулсан ятла мана, суеçĕ, ултавçă, сăмах вĕçтерекен тесе кăна кала. Витрӳне ларт та ху çумне тăсăлса выртсам. Унсăрăн мăйлаканнисем çисех ярĕç.
Малтан тута-çăвар кăн-кăвак пуличчен шултăра та сĕтеклĕ çырласене çирĕмĕр те çирĕмĕр.
— Пĕрерĕн ан суйлăр, ывăçласа татăр! — таçтан илтĕнет те Хĕлимун пичче сасси ахрăм пулса шурлăхра çухалать.
Хальччен кун пеккине курманскерсем, Арçукпа иксĕмĕр ниепле те ахлатма пăрахаймастпăр.
— Калатăп-çке-ха, çутçанталăк ырлăхĕ иксĕлми тетĕп. Кирлĕ чухлех татрăмăр, тепĕрне валли те юлчĕ, — калаçрĕ Хĕлимун пичче каялла килнĕ чухне. — Çавăнпа нихçан та сăхă ан пулăр. Хăш-пĕрисем çынна ан юлтăр тесе юри таптаççĕ, ватаççĕ пулĕ тетĕп вара.
Лĕпсĕр ывăннăскерсем вăрмантан тухрăмăр та курăк çине канма лартăмăр. Икĕ хĕрача лĕпĕш тытать. Мăньял енчен йытă çавăтнă арçынпа хĕрарăм килеççĕ. Саркаланса утаççĕ. Лĕпĕш хăвалакан хĕрачасенчен пĕри çаксен тĕлнех сиксе тухрĕ. Кăкарăнчăкри йытă хамлатса сиксе те ӳкрĕ, хĕрачана ури хырăмĕнчен çыртса илчĕ. Хăраса çухăрса ячĕ хĕрача, такăнса ӳкре. Канса ларакан Хĕлимун пичче (таçтан вăй сиксе тухрĕ ун?) тăчĕ те пĕр самантран хĕрача патне çитсе тăчĕ. Эпир чупса пынă çĕре майкине вакласа хĕрачан урине пĕçĕ сыппинчен çӳлерех пăвса юн тартнă, суранне шăнăр курăкĕ хурса çыхнă.
Арçынпа хĕрарăм кукленсе ларнă та йыттине ачашлаççĕ.
— Фатик, Фатик, — тет вĕçрен хĕрарăмĕ, йытта пуçран ачашлать.
Çавнах калать арçынни те. Вăл çурăмран ачашлать.
Ман шутпа та йытă хуçисен йытти патне мар, юн юхтарса çухăракан хĕрача патне ыткăнмалла пекчĕ. Хĕлимун пичче пулман пулсан вăл юн çухатса вилсе каятчĕ-ши тесе шутлас килчĕ. Паян кун та çав шухăша манман. Арçынпа хĕрарăма ача сасси ним чухлĕ те хускатмарĕ.
— Выльăхланнă çынсем, — илтĕни-илтĕнми каларĕ те Хĕлимун пичче хĕрачана куракларĕ. Пире кăшкăрса хушрĕ: — Патак тупăр та витрĕрсене кана-кана йăтса çитеретĕрех. Ман васкамалла.
Чупнă çĕрте чупса, утнă çĕрте утса пульница еннелле васкарĕ. Эпир киле çитсе ӳкни тем вăхăтран тин таврăнчĕ. Ĕшеннĕскер çенĕк картлашки çине ларчĕ те салтăннă май хăй тĕллĕн калаçрĕ.
— Мĕн тума кирлĕ паянхи çынна аристократ йăли? Çынран лайăхрах пек курăнма-и? Кур, йытти те пур тесе калаттарма-и? Троекуров пек помещиксенчен кулатпăр. Хамăр вара йытăпа юнашар выртса çывăратпăр. Калăпăр, сунарçа йытă кирлĕ. Усратăр. Хуралçа кирлĕ. Усратăр. Çав шыçмак арçынпа хĕрарăма мĕн тума кирлĕ? Чĕрчун тытасах килет пулсан усра ара пĕр кĕтӳ кролик. Ытти выльăх тыт. Усси пур, иçмасса. Ку йыттине мĕншĕн çын çиес какая çитермелле? Мĕн усă парать вăл? Пысăк хуласенче килти йытăсем валли ятарласа шăмăллă какай сутаçççĕ. Ытлашши хăтланмастпăр-ши? Ĕçлĕ çыннăн йытăпа аппаланмалла мар. Тепĕр чухне хыçса илме те вăхăт çук. Ку йытăланнă çынсен вăхăт ытлашши ĕнтĕ. Ним туса ирттереймеççĕ. Аташаççĕ вара. Ресторан директорĕ ав мĕн калаçу пулсан та, ах, Найда апат тиркекен пулчĕ, торт туянтăм — ăна та çиесшĕн мар теме пуçлать. Чăн-чăн хуйхăллă çын тейĕн. Вăрманти ялта тăван амăшĕ лавккана çăкăр илме тухайми чирлĕ выртать. Тăван хĕрĕ пулса ватлăхри амăшĕн асапне çăмăллатас тесе шухăшласчĕ те, çук-çке, çăмламас пуделĕ хаклăрах уншăн...
Пĕр çулталăкран атте курма килчĕ. Хăна сĕтелĕнчен уйрăлса кураймарĕ. Кучченеç панă чухне мана ытамласа юратанçи пулчĕ те — çавă çеç. Виç сăмах та ыррăн калаçман. Хветура аппа хăйне май чееленме май тупрĕ. Арçукпа иксĕмĕре ĕç хушса килтен кăларса ячĕ. Темле хăлхана кĕнĕчче аттепе Хветура аппа калаçни.
— Çук, çук! Ан та калаç! Пăхăр, çитĕнтерĕр пĕчĕккисене. Кунтах вунă класс пĕтертĕр. Кайран хăть мĕн тăвăр.
Атте хирĕçлеме пăхать. Хветура аппан та сăмахĕ хатĕрех.
— Шкулĕ çывăх. Çулла ĕçлеççĕ. Пӳрчĕ кермен пек. Мĕн çитменрен илсе каймалла? Аçу килĕнче унта шăллу хуçа. Унăн хăйĕн çемйи пур. Пурăнтăр, пурăнтăр кунтах...
Хăш-пĕр чăваш хĕрарăмĕсен çынна ӳкĕтленĕ е хушнă чухне çатăртатса калаçас манер пур. Хветура аппа нихçан та апла тумасть. Унăн кăкăртан юхса тухакан сассинче юмлă вăй пур пек туйăнать. Хветура аппа хушнине тăвас-и, тăвас мар-и тесе нихçан та шутламастăн. Аттене те хăй кăмăлĕ майлă çавăрчĕ. Вăл урăхран мана та атя пĕрле тесе каламарĕ. Уншăн савăнтăм кăна. Арçук вара аттене ăсатса ярсан темччен йăкăл-якăл сиксе çӳрерĕ.
Маншăн çуралнă килпе тăван кил тени пĕр пĕлтерĕшлĕ мар: çуралнă кил, асатте килĕ, асран сĕврĕлсех пычĕ, чунра тунсăх туйăмĕ амаланса тăчĕ. Вăхăт-вăхăтăн каплансах çитетчĕ те вăл, тунсăх туйăмĕ, никампа калаçас килми пулатчĕ. Хĕлимун пичче вĕрентнĕ пек, хăвалăха пĕчченех тухса утаттăм. Шыв ĕçме пĕшкĕннĕ хăвасем, шыва ӳкесрен вĕсене сыхлама тăрса тухнă йăмрасем, мĕн пур унта, шывра, тесе пĕр-пĕринпе вĕçрен пăшăлтатакан хăмăшсемпе хăяхсем эпĕ пырса тухсан ĕçĕсене пăрахсах мана лăплантарма тытăнаççĕ пек туйăнать.
Шыв чăххи те пулин ман йӳçĕк кăмăлран кула-кула илет. Чăмпăлт тăвать хура карас: курмастăн-им, епле хавасланма пĕлет чĕрĕ çутçанталăк. Кун пек чухне, чăнах та, хурлăх-тунсăх мĕнне манатăн.
Хĕлимун пиччен çак ырă йăлине Арçук темшĕн йышăнасшăн пулмарĕ. Кăмăл пăсăк чухне тӳрех вырăн çине тĕшĕрлет те пуç урлă туртса витĕнет. Шыв хĕррине илсе тухма хăтланса пăхман мар — ним туса та вырăнтан хускатаймастăп.
Мĕн вăрăма тăсалчĕ пулĕ пирĕн ачалăх — калаймастăп, анчах тантăшăмăрсеннинчен иртерех пĕтрĕ пек туйăнать. Аслă классенче вĕреннĕ чухнех эпир хамăра мăн çын пек тыткалама тытăнтăмăр. Çу кунĕсенче совхоз рабочийĕсемпе хутшăнни, ĕçĕн майне-ĕнерне пĕлсе пыни, тумтирлĕх, кĕнеке-тетрадьлĕх хамăр ĕçлесе туни пире пурлăх вăйăпа мар, чăн-чăн ĕçпе кăна хушăннине ыттисенчен маларах ăнланса илме пулăшрĕ.
Чăваш халăх педагогикине тĕпчесе пысăк кĕнеке çырнă пĕр профессор пирки учительсем каланине час-часах илтме тӳр килетчĕ. Вара тӳрех çав профессор Хветура аппан воспитани мелĕсене те тĕпченĕ-ши тесе шухăшлаттăм. Арçукпа иксĕмĕре пĕр сехет те пушă лартман вăл: уроксем туса пĕтернĕ-пĕтермен пирĕн патăмăра пыратчĕ те: «Алтайăн ĕç пур, ачасем», — тетчĕ. Сĕтел хушшинчен илсе те тухатчĕ. Уншăн ĕç пулнинчен ытла эпир ĕçлени хаклăраххине чухлама та йывăр марччĕ. Тепĕр килте пулсан, калăпăр, тĕпсакайĕнчен çĕр улми илсе тухма ача-пăчана шанмаççĕ те. Хветура аппа апла мар. Тĕпсакай алăкне те хăех уçать, хăех çутă çутать.
— Хăшĕр кĕретĕр-ха? — тет лăпкăн та ĕçлĕн. — Сик апла, Арçук, эсĕ. — Çĕрулми илсе тухатăп та пушанатăп тесе шутлакан Арçук тĕпсакайне йăпăр-япăр анса каять. Тухать кăна — ун валли те, ман валли те ĕç хатĕрех. Мана кĕлете какай татăкĕ илме чуптарать, Арçука — вутă çĕклеме. Хăшăлтатса пӳрте кĕретпĕр те — алăк умĕнче икĕ пушă витре ларать.
— Кĕвентепе çĕклес тетĕр пулсан кĕвенте çенĕкрех, — илтетпĕр Хветура сассине.
Пĕр сăмахсăрах витресене илетпĕр те тухса утатпăр.
Эпир таврăннă çĕре Хветура аппа тепĕр ĕç тупса хунă та. Пире иксĕмĕре те ачашласа ятран чĕнет, маттур тесе мухтаса илет. Апла тума нихçан та манмасть вара.
— Сайхалăх ку пуçĕнче хăях ути, вăл çуркуннечченех тăтăр. Вăрман утине пăрахса парăр выльăхсене. Тăккаласа ан пĕтерĕр. Выльăх çăварне кĕрес апат сая ан кайтăр.
Хăй вара (ăна сисетпĕр) пиртен вăрттăн эпир мĕнле ĕçленине тĕрĕслесех тăрать, вайăн-шайăн хăтланнăшăн çийĕнчех мар, тепĕр виçĕ-тăватă кунтан ĕç хушнă чухне аса илтерет.
— Пĕр кунхине çапла тунăччĕ, апла хитре мар, ачасем, — тет.
Эпир вуннăмĕш класа куçсан Хветура аппа йăлтах ĕнсерен ӳкрĕ, хуйхăллă çын пек çӳреме тытанчĕ.
Малти пӳртри диван çине хăйпе юнашар Хелимун пиччене лартатчĕ те, иккĕшĕ сăмах пуçлатчĕç. Эпир пырса тухсан Хветура аппа пански йĕпписене хăвăртрах вылятма тытăнатчĕ. Хĕлимун пичче хĕрелсе кайичченех янахне сăтăркалатчĕ. Арçукпа манăн ята асăннине илтмен те — пирĕн пиркиех пулнă ĕнтĕ вĕсен сăмахĕ.
— Карчăкăн-шăрчăкăн пурăнма пӳрнех пулсан мĕн тăвайăпăр ĕнтĕ? Хăнăхас та тӳсес пулать, — час-часах калать Хĕлимун пичче.
Унтан йывăррăн сывласа илет.
— Арçукне тĕпе юлма тесех çуратрăмăр та... Темле çав... Ку чухне самани ăнланмалла мар...
— Хамăрăн мар, ăна тытса тăраймăпăр, — тавăрать Хветура аппа.
Ку ĕнтĕ ман пирки калать.
— Ку чухне, — малтанхи шухăшнех тепĕр хут çавăрма тытăнать Хĕлимун пичче, — ача-пăчана тĕнче тăрăх салатма çурататпăр мар-и? Хĕрĕсем ав ăçта çити вĕçсе кайрĕç! Пĕри Камчаткăра, тепри Сочире. Пурăнма мар, хамăра пытарма килсен те тем пекехчĕ. Пурăнса пăхар-ха, пурнăç хăех кăтартакан-ха...
Иккĕшĕ те хаш сывласа илеççĕ те лăпланаççĕ.
Маншăн пулсан (Арçукшăн та çавах пулнă-ха) вĕсен чун хĕнеме нимле сăлтав та çук пекех туйăнатчĕ. Çитĕннĕ ача-пăча хăй çулне тупни, хăй тĕллĕн пурнăçне майлаштарни ашшĕне, амăшне калама çук пысăк савăнăç кӳмелле пек ĕнтĕ, анчах Хĕлимун пиччепе Хветура аппа çав савăнăçпа кăна кӳнесшĕн мар иккен, вĕсен çемье тĕпне салатас килмест.
Пирĕн ĕмĕтсем, паллах, тăван килрен аякра пулнă. Çар комиссариатĕнче пĕлтерӳ вуланă та Арçук штурмансем хатĕрлекен çар училищине каяс тесе кăна пурăнать. Мана та ӳкĕтлет.
Иккĕмĕш сыпăк
Атте çырăвĕсем малтан Хĕлимун пичче ячĕпе килетчĕç. Вĕсене мана вулаттарман. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче ман ятпа çырнине пуçласа илтĕм. Темшĕн çине-çинех каçару ыйтать, такама кӳренсе те ӳпкелешсе çырать — вĕсене те ăнланса çитереймерĕм. Малалла вулас та килмерĕ. Вĕренсе тухсанах Тĕмень облаçне пыр тенине кăна астуса юлтăм çав çыруран. Тата укçа ярса пама пулнине ăнланса юлтăм.
— Аçу пире салам çырнă-и? — ыйтрĕ Хветура аппа. Ман ятпа çыру килнине вăл пĕлет апла. Çавăнпа ним шухăшласа тăмасăрах çурнă конверта кăлартăм та тыттартăм.
— Акă вула, — терĕм.
Куçлăх шыраса чăрманмарĕ, тетрадь листине ун-кун çавăркаларĕ те тавăрса пачĕ. Малтанах, мана паричченех, вуланă пулать апла...
— Ӳстерсе патăмăр та — чĕнет ĕнтĕ, — тута сиктермесĕр каларĕ Хветура аппа.
Çак сăмах вĕрилентерсе ячĕ. Хветура аппа чĕрçийĕ çине выртас та кăшкăрса макăрса ярас килчĕ: эпĕ пархатарсăр чунлă маррине пĕлтĕр те урăхран унашкал кӳренӳллĕ сăмах ан калатăр. Темшĕн вăрçсан-айăпласан та çынна унăн ашшĕ-амăшĕн çылăхĕшĕн кăна сăмах тумалла мар тесе шутламалăх ун чухнех хевте çитнĕ-ха манăн. Эпĕ сасартăк сăнран улшăннине асăрхарĕ те Хветура аппа пырса çупăрларĕ.
— Астуман. Астумасăр персе ятăм. Эс, ачам, ху çине ан ил-ха. Эсĕ ан кӳрен тесе мĕн тăвам-ха, мĕн татса парам?
Çакнашкал сăмахсем кăна калама пултарчĕ вăл. Пуçран ачашланă чухне аллисем чĕтренине сиссе тăтăм. Хĕрхенес те шеллес килчĕ ăна. Анчах ним тумалăх та хал юлман хамра. Хветура аппа алăран çавăтса пукан çине лартса ĕлкĕреймен пулсан урайне шанках кайса ӳкмеллеччĕ те пулĕ: куç хурал-са килчĕ, алăсем сĕрĕлтетсе кайрĕç.
Çакăн хыççăн (кун çинчен килти ыттисем пĕлмен) Хветура аппа çыру пирки урăхран сăмах тапратмарĕ кăна мар, манпа нихçанхинчен ачашрах та ăшăрах пулма тăрăшрĕ; çакăн хыççăн вăл мана Арçукран уйрăмрах пăхма хăтланнине сиссе илтĕм. Кĕсьере час-часах шоколад е хутлă канихвет тупаттăм. Пĕрле апатланнă чухне те ман ума пысăкрах стакан пырса ларатчĕ, аш турамĕ те ыттисеннинчен пысăкрах пек туйăнатчĕ.
Пĕрре çĕр варринче вăранса кайрăм та — ура вĕçĕнче Хветура аппа лара парать. Лăпкăн та канлĕн сывлать хăй. Хăвăртрах куçа хупрăм. Çывăранçи пултăм. Пуçран шăлать, вителĕке тӳрлетет. Арçук çывăракан кравать çине пăха-пăха илет. Ир енне кăна тăрса кайрĕ. Çав каçхине чăлăм ыйхă та туман вăл. Эпир тăрса тумланнă çĕре апат хатĕрленĕ, кĕпе-тумтире якатса хунă. Сӳренкĕ кăмăлне пӳрт тăрăх сапалас мар тенĕнех тĕпел кукринчен тухса çӳремест. Эпир шкула тухса кайсанах пĕр-пĕр кĕтесе хĕсĕнсе ларать те ак çĕр каçипе сĕвемленĕ шухăшне тепĕр хут суйлама тытăнать. Ача-пăчапа пĕрле ашшĕ-амăшĕн хуйхи те ӳсет, канăçĕ чакать тесе калаççĕ-çке, апла пулсан эпир те Арçукпа иксĕмĕр ӳссе çитрĕмĕр пулать-и?
Юлашки шăнкăрав уявне чăтайми кĕтнĕ кунсенче Хĕлимун пичче пирĕнпе пĕрле пулма сăлтав шыранине сисеттĕмĕр, анчах ку вăхăтра бригадирăн ларма-тăма вăхăт пур-и? Хветура аппа ачасемпе калаç-ха, ачасемпе калаç-ха тесе çулăхма тытăнсан тулхăрсах каять вара: «Сассу йăмтăрччĕ пĕрех хут!»
Хветура аппа тутлă апат хатĕрлеме ăста тесе калаçатчĕç кӳршĕ хĕрарăмĕсем. Шкултан таврăннă çĕре мĕнле кăна йăлас апат пĕçерсе хумастчĕ-ши, хăшне-пĕрне мĕнпе çимеллине те пĕлмелле марччĕ. Ытти чухне те кăмака яшкипе кăна усрамастчĕ те, халĕ, пĕр-пĕр кану çуртĕнчи е санаторири пекех, пĕр тĕрлĕ апата темиçе хут сĕтел çине лартма пачах пăрахрĕ.
Пирĕн киле канăçсăрлăх йăпшăнса кĕнине пурте сисеттĕмĕр, вăл хăçан пĕтессе нихăшĕ те пĕлместĕмĕр.
Шкул пĕтерсе эпир, Арçукпа иксĕмĕр, ДОСААФ шкулне вĕренме кĕрсен килти яланхи йăласем каллех йăл илчĕç: Хветура аппапа Хĕлимун пичче пиртен вăрттăн пăшăлтатса калаçма пăрахрĕç, эпир çывăрнă чухне ура вĕçне пырса ларакан та пулмарĕ. Хелимун пичче тулхăрса калаçми пулчĕ...
Киле канлĕх иленчĕ, эпир, акана пуçласа кӳлĕннĕ юпахсем, пурнăç тилхепи тинех хамăр алăрине туйса илтĕмĕр те хамăра кирлĕ пек турткалама тытăнтăмăр. Шăпах çак самантран пуçласа, йĕкĕрешсем пек ӳснĕскерсен, пирĕн, Арçукпа иксĕмĕрĕн, çулсем юпленме пуçларĕç пулас. Ун чухнех палăрман-ха вăл. Эпĕ те, Арçук та ун чухне çулăрсем ик еннелле кайĕç текен пулсан ăна хирĕç сиксех тавлашнă пулăттăмăр: апла мар, курайманнипе кăна калатăн!..
Анчах чăнах çапла пулнине ĕненес килмесен те ĕненмеллех. Иксĕмĕр икĕ инструктор патне лекрĕмĕр. Калаççĕ-çке, кампа туслашатăн, çавăн пек пулатăн теççĕ. Пирĕн инструкторсем пирĕншĕн аслă туссем пулнă. Вăл калани, вăл хушни — чи çирĕп саккун. Манăн аслă тус Рафаил Иванович, Хĕлимун пиччен тантăшĕ, хăй каларăш, пурнăç тути-йӳççине какăричченех астивнĕскер, эпир, çамрăксем, усал ĕçе вĕренесрен шутсăр хăрать. Инструментсен ещĕкĕнче ытлашши япала тупăнсан санăн мар-и ку тесе кашнинченех ыйтса тухать. Курсант руль тытсан вăл ун çумĕнче, фотоаппарат умĕнчи пек, куç хăрпăкне сиктерми ларса пырать. Пире те вăрçса-кӳрентерсе курман. Пур ун пĕр юратнă сăмахĕ, мĕн пулсан та ăна калаять вара:
— Мĕн меммеленетĕн-ха?!
Ун пек чухне хăйне ят çыпăçтарса хумалла та, Рафаил Ивановича Мемме теме никамăн та чĕлхе çаврăнмасть, ытах пĕри калайса хурсан та тепри ун хыççăн тăсмасть.
Арçук исктрукторĕ Руслан Михайлович урăхларахскер, пĕр пăт тăвар çимесĕр те пĕлсе çитермелле мар çын: япшар чĕлхеллĕ, вăрт-варт хусканусемлĕ. Сăмах вылятакана пурсăмăр та мухтамастпăр-çке-ха. Унран юлташĕсем те пăрăнмарах тăрăшатчĕç. Рафаил Ивановичшăн эпир пурте пĕр пекчĕ, Руслан Михайловичăн курсантсене картлашкасем çине лартса тухас йăла пурччĕ. Чи юратнисем (вĕсем нумаййăн мар, пĕччен е иккĕн) чи çӳллĕ картлашка çинче, юратнă пекреххисем аялараххи çинче, ыттисем — чи аялта. Арçук чи юратнисен хисепне лекрĕ. Уншăн, Арçукшăн, пулсан инструктор шанăçĕ темрен те хаклăччĕ, пурнăçри чи сăваплă ăнлану нихçан манăçми япала пекехчĕ. Хăйĕн аслă тусĕшĕн туман ĕç пулман. Инструкторсем ертсе пынипе машинăсем çӳретме тытăнсан пире тĕрлĕрен ĕç хушатчĕç. Ăна кӳрсе килмелле, кăна леçсе хумалла. Ун пек чухне Руслан Михайлович Арçука кăна хăйпе юнашар лартатчĕ. Арçук кабинăра хăйне пирĕн пек мар, хăюллăрах тыткалатчĕ. Кун пеккисене куркаланă имĕш. Инструкторпа иккĕшĕн хушшинче темле вăрттăнлăх пуррине сисеттĕмĕр. Руслан Михайлович Арçука час та часах айккинелле чĕне-чĕне илетчĕ, тем калатчĕ, тем хушатчĕ. Арçук пуçне лăнк-ланк тутаратчĕ те, тупа тунă чухнехи пек, чăмăрĕсене хытаратчĕ — пурте каланă пек пулать.
Килтисем те пирĕн ачалăх пĕтнине çине-çинех палăртма тăрăшатчĕç. Хĕлимун пичче темиçе кунта пĕрре мĕн ĕç тунине ыйта-ыйта пĕлетчĕ. Ăна та ячĕшĕн кăна. Хветура аппапа иккĕшĕ килте ĕçлекен икĕ çын хушăнасса кăна кĕтетчĕç ĕнтĕ. Çын пулас пекки пулнă, халĕ хӳререн тытса çӳремесен те юрать тесе шутланинчен ытларах пире шанатчĕç. Пире хамăра хамăр хисепленинчен те ытларах хисеплетчĕç пулас. Пĕрре мар асăрханă-ха: тырă хушшинчи сукмакпа хăваласа тухнă пăрусем улăх ирĕкне çитсен хӳре тăратсах вирхĕнеççĕ. Çавăн пекех эпир те аслисем алăран çавăтма пăрахнă-пăрахманах тилхепе пушаннине туйрăмăр пулмалла. Çакăн пек чухне шăпах ĕнтĕ ачалăх аслăкĕ айĕнче йăпшăнса пурăннă тӳрккеслĕхпе сĕмсĕрлĕх ирĕке тухать те, яш çын чăртмахланать, чара çăварланать, кăмăл еккипе кăна пурăнма пуçлать. Çавăн пек чухне шăпах ĕнтĕ яш çынна нимрен ытла тĕллев кăтартакан кирлĕ. Ачалăхри ырă пире йăлăхтарса çитерет. Хамăра валли çĕнĕ идеал суйлатпăр. Чылай-чылай чухне идеал вырăнне йышăннă япалан чăн пĕлтерĕшне те пĕлместпĕр. Пирĕн ĕненӳсен çирĕплĕхне тĕрĕслеме тенĕ пекех çул пуçламăшĕнче рыцарь тумне тăхăннă йăх-яхсем тĕл пулсах пыраççĕ. Çак тĕрĕслӳре пурте чăтаймаççĕ. Ку çеç те мар, çул пуçламăшĕнче суя чап тата çăмăлттайлăх сырăнаççĕ. Çакăн пек чухне шăпах ĕнтĕ этемлĕх çитменлĕхĕсем те пире паттăрлăх пек туйăнаççĕ.
Çак тĕрĕслӳ витĕр тасалса тухма мана Рафаил Ивановичпа вăл юратма вĕрентнĕ ĕç — шофер ĕçĕ пулăшрĕç; Арçук тĕллĕн суя пулăшакансем пулчĕç пек туйăнать.
Тепĕр уйăх ытларахран пирĕн вĕренӳ вĕçленмеллеччĕ. Ирхине шкула пырсан Рафаил Иванович хăйне çирĕплетсе панă курсантсене гаража ертсе кайрĕ.
— Мотор туртми пулчĕ, атьăр-ха пĕрлехи вăйпа сӳтсе пăхар, — терĕ вăл. — Сирĕншĕн те усси пулĕ.
Эпир хапăлах пултăмăр. Мотора кăларса илтĕмĕр те станок çине куçарса лартрăмăр. Алăсене варалама кăна ĕлкĕрнĕччĕ, Арçук чупса пычĕ. Хăлхаран пăшăлтатрĕ.
— Килтисене кала, ан кĕтчĕр. Инçе çула каймалли тупăнчĕ...
— Ыйтсан — калăп, — терĕм эпĕ.
— Ыйтсан мар, таврăнсанах кала, — терĕ те, пуçран çапнă пек, гаражран тухса чупрĕ.
Тепĕр кун каллех ытти курсантсене мансах Руслан Михайлович Арçука лартса тухса кайрĕ. Хапха умне çитсен Арçук машинине чарчĕ те мана кăшкăрса каларĕ:
— Килтисене мĕн темеллине пĕлетĕн!..
Эпир эрнипех моторпа аппалантăмăр. Рафаил Иванович тав турĕ.
— Хистесе каламастăп. Кăмăл пулсан вырсарникун та килме пултаратăр. Лайăх шофер пулас тесен, музыкçă пекех, кашни кун руль умне лармалла. Хамранах пĕлетĕп. Эрне е ытларах руль тытса пăхмасан алă хытать пек. Хăракалама пăхатăн. Хăнăхса çитнĕ-çитменскерсем, эсир эрнипех руль пăркаламан. Руслан ачисем темле хăнăхкалĕç ĕнтĕ. Ним те шутламастъ. Япшар чĕлхеллĕ те — экзамен тыттаракансене хăйне майлă çавăраять. Курсантсем çӳрес вăхăта калымра ирттерет. Ачисем район центрĕ тăрăх çапкаланса çӳреççĕ.
Рафаил Иванович мана тĕсесе пăхрĕ.
— Сан Арçукунтан çын тăвать-ха, — терĕ те шап-шап! алă çупрĕ. — Саланăр та, килес текенсем вырсарникун, яланхи пекех, сакăр сехете пуçтарăнăр. Аслă çул çинче машина сахал пулать вăл кун, унта тухса курăпăр.
Вырсарникун Арçук манран маларах тăрса тумланчĕ. Пулла каять тесен — вăлтасене вырăнтан хускатман. Çитменнине, Хĕлимун пиччепе иксĕмĕртен пĕрне те чĕнмен. Амăшне апат хатĕрлеме васкатрĕ. Лешĕ алхапăл çăмарта ăшаларĕ, ăшă сĕт ярса пачĕ.
— Ăçта ĕштеленетĕн-ха? — ыйтрĕ Хветура аппа.
— Пурне пĕлмесен те юрать, — чăртмах персе хучĕ Арçук.
Эпĕ тавçăртăм та — шарламарăм. Арçук тухса кайсан вăл куçран çухаличченех пӳрт чӳречинчен пăхса тăтăм. Шкул пахчи çумĕпе çул кĕскетсе ДОСААФ еннелле васкарĕ. Руслан Михайлович Арçука та пая кĕртнипе кĕртменнине малтанах пĕлменччĕ, кăнтăрлахи апата иккĕшĕ ресторана пĕрле çӳренипех çырлахать тесе шутланăччĕ. Часах ăна та пĕлме тӳр килчĕ. Пĕр каçхине кĕтӳ таврăнсан, Хветура аппа ĕне сума ларсан, Хĕлимун пичче хур-кăвакал пуçтарма тытăнсан пӳртре пĕччене питĕ те питĕ кичем пек туйăнса кайрĕ. Арçука шырама пикентĕм. Пĕр-икĕ хутчен те кăшкăрса чĕнтĕм. Хурав таврашĕ пулмарĕ. Çенĕке тухрăм. Унта та курăнмарĕ. Алăк хыçĕнче хут шатăртатнă пек сасă илтĕнчĕ. Унта çын пулма пултарасса шанса мар, ытахальтен кăна чăлан алăкне уçрăм та ятăм. Арçук стена çумне ура явса ларнă та пӳрне вĕçне сура-сура укçа шутлать. Мĕн тăватăн тесе ыйтас килчĕ — ыйтмарăм. Арçук куç шуррисене кăтартрĕ те çамка картлантарчĕ, укçа тĕркине тирпейлĕн хутлатрĕ, кĕсйине чикрĕ. Малтан ыйтас тени чĕлхе çинчех тăчĕ. Анчах вăл халĕ урăх пĕлтерĕшлĕ пуласса ăнлантăм та çаврăнса кайма тăтăм.
— Мĕн чухлине пĕлес килет-и? — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Арçук. — Пĕлсен тӳнĕн те кайăн. Çавăнтан хăранипе каламастăп.
— Пĕлес те, курас та килмест, — терĕм эпĕ.
— Апла пулсан ма куçусем чалăрсах кайрĕç? Ах, маначчĕ çакăн чухлĕ укçа! теççĕ. Куç вăл нихăçан та суймасть. Сан пек мар.
— Чалăрман, Арçук! Сана туйăннă кăна.
— Пĕлетеп, пĕлетĕп, укçа тесен пурин те: ваттин те, вĕттин те — алă чĕтреме тытăнать.
— Чĕтремеççĕ, Арçук. Сана туйăнать кăна.
Капла каласан унăн чĕррех кĕрсе кайма сăлтав тупăнмарĕ пулас та шăпланса ларчĕ. Чĕрре кĕрес шухăшĕ питĕ пурччĕ.
— Укçаллă пуличченлĕхе кивçен пама пултаратăп.
— Кирлĕ мар.
— Кирлĕ мар пулсан ирĕксĕр сĕнместĕп.
Малтан ыйтас тени каллех чĕлхе çине килчĕ.
— Итле-ха, Арçук, — терĕм эпĕ, — мĕн тăватăн çавăн чухлĕ укçапа?
Арçук кăлтăртатса кулса ячĕ.
Пуçне йăлт-ялт каçăрткаласа илчĕ, аслă чунлă çын пек, мана тăрса хулран лăпкарĕ. Унăн хăтланкаларăшĕнче нимле айванлăх та, çамрăклăх тăрлавсăрлăхĕ те çук, вăл ман умра хăйне тантăш пек мар, нумай аслăрах çын пек тыткалать. Эпĕ хулпуççине карттăн туртса илтĕм, вăл арçынла темскер лаплаттарса хучĕ.
— О-о-о! — терĕм чăннипех те тĕлĕнсе, — санпа калаçма пĕлмелле мар.
— Вĕрентес-и? — тавăрчĕ вăл.
Арçук хăй утакан çул кăна çут тĕнчере чи тĕрĕсси те чи пайталли тесе ĕненнĕ ĕнтĕ, çав çул пĕртен-пĕрре тесе шутланă. Мана та çакна ĕнентересшĕн пулчĕ. Эпĕ тӳрккессĕн хирĕçлерĕм. Вара хăйне евĕрлĕ дискусси пуçарса ятăмăр. Ку пуçламăшĕ пулчĕ, ун хыççăн кунашкал тавлашу тесен тавлашу мар, калаçу тесен калаçу мар, оппонентсен дискуссийĕ пĕрре кăна мар пулса иртрĕ. Кам çĕнтернĕ, кам аялта юлнă, ăна татса калама çук. Иксĕмĕр те кĕнеке вуланă, анчах пурнăç аргуменчĕсем иксĕмĕрĕн те çукрахчĕ. Ытла та сахал пурăннă-çке-ха иксĕмĕр те. Ун вырăнне сасă янравлăхĕ çителĕклехчĕ. Арçукăн ун майли Руслан Михайловичпа унăн шухăшĕччĕ. Манăн, паллă ĕнтĕ, Рафаил Иванович. Тин кăна вуннă пĕтернĕ яшăн тата учительсемпе атте-анне сăмахĕ асрах пулнă.
Эпир çине тăрсах хӳтĕлекен шухăшсем те хамăрта çирĕпленнĕ шухăшсем пулман, вĕсене эпир такамран илтнĕ, тахăш кĕнекере вуланă...
Тавлашасса пурнăçпа пурнăç тĕллевĕ пирки, пурнăçри идеалсем пирки тавлашнă. Пирĕн çултисене кашни ӳсĕмрех шăп çак ыйтусем ыйхăсăрлатнă та ĕнтĕ.
— Укçуна пар Хветура аппана, — терĕм кăна, Арçук çатăртатма пикенчĕ.
— Хăйсен пуррипе мĕн тăваççĕ? Халь те куркульсем пекех. Кинона кайма та шутласа кăна тыттараççĕ. Çынсен ачисене курнă-и? Пуш кĕсьепе нихçан та çӳремеççĕ. Çуратнă тăк — пăхчăр этем майлă! Халь тин аттепе аннене пуççапмастăпах. Çынна çамрăк чухне кăна пурте кирлĕ. Çамрăк чухне кăна çын пурнăçран мĕн кирлине илсе юлаять, кайран унта пурнăç хавасĕ пĕтет. Аттепе аннен халь мĕн хавасĕ пур?
Аллине лас! сулчĕ Арçук.
Çав çула çитсен тесшĕнччĕ ĕнтĕ, çийе тăхăнма кив кĕрĕк те çитет, ытти хырăм тăрантма пултăр. Каласа хураймарĕ, чыхăнса кайрĕ.
— Этем хырăмшăн кăна пурăнмасть, — терĕм эпĕ.
— Кала, апла мĕншĕн пурăнать?
Ăçтан тӳрех çавăрса калам-ха? Ку таранччен ун çинчен нихçан та шутламан-çке. Ăшра çак ăнлава хирĕçлемелли пур, тапса тулса тăрать вăл — сăмаха çаврăнмасть кăна. Чăмăрпа та юнатăп, тĕрлĕрен евĕрлев сăмахĕсемпе калаçатăп. Шухăш пăчăртанмасть те пăчăртанмасть.
Арçук йĕкĕр ывăçне ман ума сарса хучĕ.
— Куратăн-и? Тĕнче тытăмĕ çакăн пек ансат вăл. Çынсене пăтраштарма юри кăткăслататпăр ăна. Хăйсенчен ним те пулманнисем темле идейăлăх шухăшла-шухăшла кăлараççĕ. Сывă çыннăн ĕçмелле те çимелле, çутçанталăк умĕнчи тивĕçе пурнăçламалла. Çавă çеç. Шутла хăвах! Мĕншĕн ĕçлетпĕр? Тутă пулма. Хамăр ялта пурăнакансене пĕр рете тăратса тух та ыйт. Пурте-пурте ман пек калĕç. Лайăх çиес тесен мĕн тумалла? Паллă! Укçа ытларах илмелле. Пурнăçăн пĕр пĕлтерĕш кăна: çутçанталăк панă ырлăхпа май пур таран усă курмалла.
— Хăвăн шухăшусем мар ку, Арçук. Такамăн, — кăшкăрас пекех каларăм.
— Пулин! Пĕрех тĕрĕс шухăшсем.
— Эс халь тытрăн та сĕвемрен пер çиппине туртса кăлартăн. Ытти çипписем те çакăн пек тесе ĕнентереcшĕн. Ыттисем пачах расна — тĕсĕпе те, тăршшĕ-вăрăмăшĕпе те, хулăнăшĕпе те.
— Пултăр, расна пултăр. Мана пурăнса ирттерме пĕр халь калани çитет.
— Татах ăнланмастăн-ха. Апла пулсан мĕншĕн атома тĕпчетпĕр, космоса вĕçетпĕр? Мĕншĕн аваллăхпа малашлăха пĕлесшĕн çунатпăр?
— Пĕтĕмпех тутă пурăнас тесе.
— Мĕншĕн вăрçă вăрçатпăр?
— Çавăнпах! Пĕр татăка темиçен пайлас мар тесе, пĕтĕмпех пĕр алла туртса илес тесе.
— Этеме çăкăр кăна кирлĕ мар-çке. Этемĕн выльăхран уйăрса илме туйăм та пур. Юрату-курайманлăх, хуйхă-савăнăç, сăмахран...
Шухăша вĕçлеме те памарĕ Арçук.
— Хальччен сăнаман пулсан сăна малашне. Пурте-пурте пурнăç тĕллевĕ мĕн тесе ыйтсан тӳррĕн каласран пăрăнаççĕ. Мĕншĕн тесен пĕлмеççĕ. Этемлĕх пуçланнăранпах пырать çакă. Çынсем пĕр-пĕрин умĕнче чееленме вĕренсе çитнĕ, пĕри те пĕри юлташне улталама, чăнлăхран пăрса яма тăрăшать. Хăй ыттисенчен лайăхрах пурăнса юласшăн. Сăра завочĕн директорнех ил-ха. Паян çавна техничка чухлĕ кăна укçа тӳлеме тытăнсан-и? Паянах ĕçрен тухса каять те укçаллăраххи шырама тытăнать. Çав вырăна лекес тесе тем-тем шантарма та, тем-тем суйма та пултарать. Суйине вăл малтанах шутласа хурать. Çапла мар-и? Эсĕ вĕреннĕ çын, эсĕ завод директорĕнче кирлĕрех тени çине сурать кăна. Халь директорăн ĕç укçи пысăк та — унта ларасшăн такама та йăпăлтатма, такама та сутма хатĕрех...
— Чыс, хисеп тенĕ ăнланусем те пур-çке.
— Вĕсен умĕнче те укçа тăрать. Укçа пулсан чыс та, хисеп те пулать. Ним те ан иккĕлен. Руслан Михайлович ахаль шофер кăна. Кермен пек çуртра пурăнать. Мĕн кирли пур. Чыслаççĕ те, хисеплеççĕ те. Никам умĕнче те пуç таймасть.
— Сан хăвăн вара ним те çук.
— Пулать, ан хăра. Санăн вара ним те пулмĕ. Ку чухне тăватă кустăрма хăвăн аллунта пулсан çĕр çинче çуккине те тупаятăн. Кам лайăх пурăнать халь? Сутăç-и? Тĕрĕс. Транспортлă çын-и? Тĕрĕс!
Тӳрех калатăп, Арçука хирĕçлемелĕх ăс çитереймерĕм. Мана вăл айванах тăрата-тăрата хăварчĕ. Пĕччен юлсан пуçа пыра-пыра кĕреççĕ ун чухне калайман шухăшăмсем. Пире ачаллах обыватель йăлисене суйласа тăмасăр тиркеме кăна вĕрентеççĕ-çке. Пурнăçри ырăпа усала пĕрре пăхсах уйăрса илме вĕрентекен никам та çук. Çавăнпа пирĕн усала палласа илес те ăна хирĕç тăрас тенĕ çĕртех ăс-тăнпа хăюлăх çитеймест.
Вара шухăшласа каятăн та вĕсен айнех пулатăн. Ырăран ырă кăна пулать, усалран усал тени те пур чухне те тӳрре тухмасть иккен, ырă усал тĕслĕ, усал ырă тĕслĕ пулнине те курма тивет. Çавăратăн, çавăратăн пуçа — хал пĕтсе çитет те, алă сулатăн: пултăрах мĕн пулмалли...
Те Арçук манран маларах тĕрĕс çул тупма пултарчĕ, те хам çулăмах чи тĕрĕсси? Ним те ăнкараймастăп, ним уççи-хуппи те çук. Маншăн пулсан Хĕлимун пиччепе Хветура аппаран тасарах çын çук пек туйăнать те, çавсем Арçукпа тавлашнă чухне мĕн-мĕн калайнă пулĕччĕç-ши тесе кăна шухăшлаятăп вара.
Арçукпа тӳрремĕнех тава кĕме асăрханакан пултăм. Вăл ытла та тӳртен паклаттарать. Манăн сăмахсене çемçетерех калас килет. Ку ĕнтĕ, тантăш тесе те пулĕ, сăмахсене уясах та каймасть. Тен, кăмăл екки çапла вăхăт пулать унăн манпа тавлашнă чухне. Пĕлме çук, пĕлме çук...
Эй, халех пулманнине пулнă тăвам мар-ха, пурнăç пуçланать кăна тетĕп те вара хамăн шухăшсенчен хам сехĕрленме тытăнатăп. Кам ют çыраналла сулăннине, кам хамăрăнни еннелле ишнине халех никам та пĕлеймĕ, чĕлхепе тем те калаçма пулать, пурнăç такама та хăй кӳлекнех лартать тесе шухăшлатăп вара. Унтан та ытла Хĕлимун пиччепе Хветура аппанах питĕ те питĕ шанас килетчĕ. Вĕсен килĕн юмартлăхĕ, тараватлăхĕ никама та çулран тухса кайма памĕç тенĕ эпĕ.
Çапах та Арçук хускатнă шухăшсенчен хăпаймарăм. Таçта та: килте те, шкулта та — кĕтмен çĕртен пыра-пыра кĕреççĕ вĕсем пуçа. Арçукăн чăн ĕненĕвĕ пурах пулсан манăн ма çук? Ютран килнĕ вăркăш-и, хамăрăнах-и — хăшĕ тасатать пире? Кашни ĕçе хак пама хăтланатăп. Паллах, икĕ хак кăна манăн — лайăххипе начарри, ыррипе усалли. Ал кукри нихçан та лайăххи пулман. Арçукăн ал кукри çук тесех шухăшлатăп. Юлашки шăнкăрав вăхăтĕнче вунă класс пĕтернисене пĕчĕкрех шăнкăрав парнелерĕç. Асăнмалăх. Киле саланнă чухне пĕр хĕрача пурне те шартах сиктерсе кăшкăрса ячĕ: «Ман шăнкăрав çухалнă!» Тытăнтăмăр шырама.
— Кам илнĕ? Парăр! — кăшкăрашатпăр пĕр-пĕрне пӳле-пӳле.
— Арçук, тавай! Эсĕ илнĕ! — тет хĕрача. Линейкăран саланнă чухне вĕсем юнашар утса класа кĕнĕ пулнă иккен.
Шӳтлемелле илме те пултарнă тенĕччĕ. Арçук тунать.
— Илмен эпĕ нимле шăнкăрав та! — кăшкăрать пĕтĕм шăва-шава хупласа.
— Илнĕ! Тавай! — парăнмасть хĕрача.
— Вăлта «хуралçи» тăваççĕ унпа. Пулă хыпсан чăнкăрт! тума. Пĕлетпĕр, пулла çӳрекен эсир кăна, Хĕлимун ачисем, — теççĕ ыттисем те.
Турра асăнать Арçук, тем туса-хуçса пама хатĕр.
— Илмен, турă пур, хĕвел пур, илмен...
Эпĕ те Арçуках илмен-и тесе иккĕленме тытăнтăм. Çавăнпа хута кĕме те хăраса чĕнмесĕр лартăм. Арçук ман еннелле темиçе те çаврăнчĕ.
— Илменех пулсан татса кала та, шăпланччăр, — терĕм кăна.
— Турăшăн, хĕвелшĕн, — теме тытăнчĕ Арçук. Чылайран, шăнкăрав тупăнсан, Арçукшăн хытă савăнтăм.
Хĕрача шăнкăрава сăмса тутрипе чĕркесе портфель тĕпне хунă та ун çинчен манса кайнă.
Суяс йăла та нихçан та пулман Арçукăн. Хăравçă çын суять теççĕ. Арçук хăравçă пулса та ӳсмен.
Пулаççĕ-çке-ха çын сăмахне тиркевсĕр-суйлавсăр ĕненекенсем. Çавсен йышĕнчен мар-ши Арçук? ДОСААФ инструкторĕ мĕн каланине, магнитофон ленти çине çырса пынă пек, пуçа хывса юлнă та ăна хăйĕн ĕненĕвĕ туса калаçать пулинех. Шухăшĕсем пăтранчăк-ха, пурăна киле тăрăлĕç темелле-ши?
Виççĕмĕш сыпăк
Çу кунĕсенче кун пекки сайра пулать, темиçе кун умлăн-хыçлăн чăшăл-чăшăл çумăр çурĕ. Эпир тăватсăмăр та килтех пултăмăр. Тăваттăн тăватă кĕтесре. Кашнин харпăр хăй ĕçĕ. Хветура аппа пански тытса ларнă. Чĕпписем хайсем тĕллĕн апат тупса çиме тытăнсан чĕп амăшĕ кăлăклама пăрахать — Хветура аппа та пире кашни самантра ĕç хушми пулчĕ. Çитĕнсе çитнĕ, хăйсем пĕлнĕ пек пуранччăр тет ĕнтĕ. Хĕлимун пичче пулла чĕнмест. Кăмпана атьăр темест.
Лупас айĕнче типсе шултăрканă кимĕ ларать. Ĕçсĕр супиччен çавна юсар мар-и терĕм кăна, Хĕлимун пичче, урамалла пăхса тăраканскер, тăруках хыпăнса ӳкрĕ.
— Хам та тахçанах шухăшланăччĕ. Купăста шăварма каçкаласа çӳреме питĕ кирлĕ. Халь тавра çӳресе асап куратпăр. Каçма хума пăрахрăмăр. Кĕперпе ав ăçтанах çаврăнмалла. Атьăр-ха, чăнах та, сӳспе мăклар та сăмалалар. Тепĕр пушă вăхăтра шыв хĕррине антарса хурăпăр.
Арçук та сасă пачĕ:
— Çав чăвашăн кивĕ япалана юсаса асапланас йăла нихçан та пĕтес çук пуль. Тыт та ĕнтĕ пуртă тăршшипе унтан-кунтан кĕрслеттер. Лаçра питĕ лайăх çунса каять. Культмагра дюраль тĕплĕ кимĕсем те виççĕр тенкĕ кăна тăраççĕ. Америкăра машинăсене юсаса нихçан та чăрманмаççĕ. Тӳрех пресс айне хураççĕ. Унтан шăратма яраççĕ. Хăвăрах калатăр вĕт, киввине юсасси çĕннине тăвассинчен йывăртарах тетĕр.
— Америкăра мĕнлине ăçтан пĕлен вара? — ыйтмасăр тӳсеймерĕ Хветура аппа.
— Пĕлетĕп, — чăртмаххăн каласа хучĕ Арçук.
— Эй-й! Халех ан куштанлан-ха. Ырăсен ырсемĕ тирпей те перекет тенĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕпе чăваш пурлăх пуçтарать, эпĕ усă кураймасан йăхри çынсем валли юлтăр тет. Асаттесен йăлине манар мар-ха, Арçукăм. Сан дюраль тĕплĕ киммӳ урăх çынсем валли юлтăр. Эпир пуррине ĕçе кĕртер.
Арçук хăйĕн сăмахе витменнипе ашшĕ çине вĕчĕхсе пăхса илчĕ.
— Çавăнпа ĕмĕрхи япаласене пуçтаратăр-и-ха?
— Пуçтаратпăр çав, Арçукăм. Ним япала та çăкăр ыйтмасть. Кирлĕ пурнăçра кирлĕ пулать. Аслаçупа асаннӳренех юлнă тăлăпсене пăсса кĕрĕк çĕлетсе патăмăр та, еплерех каçăрăлса çӳрерĕн! Мантăн-им çавна? Пуррине ватма-çĕмĕрме çăмăл-ха. Тьфу! тесе сурса иртме те ним те мар. Çуккине тупма вара ай-ай кăна! Мĕн чухлĕ вĕрентетĕп ĕнтĕ сире! Пурлăх умĕнче каппайчăк ан пулăр тетĕп. Ăçтан тупăнчĕ çак манер? Вăрт-варт, лăрт-ларт! Тух та пер! Çап та ват! Çĕнни пулать, çĕнни пулать. Çĕнни çине çĕнни ăçтан çитермелле тетĕр? Пуçпа шутлатăр-и?
Арçук хирĕç чĕнмерĕ. Кимĕ юсанă чухне те мăшăлтатса кăна çӳрерĕ.
Хĕлимун пичче кимме унтан-кунтан шаккакаласа илчĕ.
— Дюраль кимĕ лайăхрах тетĕн-и-ха çак? — лăпкăн та йĕкĕлтенĕ сасăпа ыйтрĕ ашшĕ.
Арçук каллех нимĕн те чĕнмерĕ.
— Ку мĕнрен начар вара? Хĕррине тимĕрпе тыттаратпăр та — пулчĕ те. Сăмси лайăх, хӳри лайăх...
Мана кĕлете чуптарчĕ, унта сӳс ланчашки пулмаллаччĕ терĕ. Тупса таврăннă çĕре ашшĕпе ывăлĕ хушшинче хирĕçӳ тухсах кайнă, эпĕ те пулман пулсан, пĕлсех тăратăп, Арçук хальхи пек кăна мар, хаяртарах калаçмаллаччĕ. Хăйпе хăй хуçа пулма пăрахас патнех çитнĕччĕ: тутисем кăвакарнă, алли-ури чĕтрет, сасси чанкăлтие тухнă.
— Мĕн кунта пурне те хăвăр пек пурăнтарасшăн? Малашне ăçта тула тухмаллине те ыйттарасшăн пулăр, — терĕ те Арçук кимĕ тĕпне ура кĕлипе кĕрслеттерчĕ. — Кĕлмĕçсем! Вак-тевек пуçтарсах чунăр тухтăр! — терĕ тата кăшт вăхăтран.
— Халех капла та, ĕçлесе савăнтарас пулсан мĕн калаçнă пулĕччĕ-ши ку? — ман еннелле пăхса каларĕ Хĕлимун пичче.
— Ан хăра! Ĕçлĕп, сан пек мар ĕçлĕп. Пуспа укçа шутламăп сан пек!
Тем япалаччĕ аллинче. Астумастăп. Çĕрелле вăркăнтарчĕ те урам калинкки еннелле чупса кайрĕ. Шашулкка шаклатса юлнине кăна илтрĕмĕр.
Хĕлимун пичче ывăлĕпе иккĕшĕн хушшинче ырă мар калаçу пулса иртнине сăн-питрен те, сасăран та палăртмарĕ.
— Çак шăтăка питĕрме шалатка пит кирлĕ те... Хветура аппу тупса памасть-и? Кайса ыйтса пăх-ха...
Часах шăтăк-çурăксене питерсе пĕтертĕмĕр, кимĕ тĕпне сăмала ирĕлтерсе ятăмăр, кĕсменсене сăрларăмăр. Каç енне çанталăк уяртрĕ те, Хĕлимун пичче кимме шыв хĕррине антарса хурасшăн пулчĕ. Кӳршĕри арçынсене чĕнтĕмĕр (çанталăка пула вĕсем те килтех ларнă), йышпа урапа çине йăтса лартрăмăр. Урапа туртакансем эпир пултăмăр, Хĕлимун пичче хыçалтан пычĕ, кимĕ унталла-кунталла сулăнма тытăнсан пире кăшкăра-кăшкăра чарчĕ. Хăваллă çырана çитсен кимме курăк çине антарса лартрăмăр.
— Урапине хапха умĕнче хăварăр, — терĕ Хĕлимун пичче пулăшма килнĕ кӳршĕсене, — эпир кимме тĕрĕслесех пăхасшăн.
Хăйĕн те кĕсмен авăсса пăхас килнĕ ĕнтĕ. Ахлата-ахлата хул шăнăрĕсене вылятрĕ.
— Шыв сăрхăнни курăнмасть пулмалла, — терĕ вăл иккĕ-виççĕ те.
— Çук, курăнмасть.
— Лар ман вырăна. Авăсма пĕлетне? Кăвакал авăрне çитсе килер. Чим, тăхта...
Кимме тайăлтарсах Хĕлимун ура çине тăчĕ. Асăрханма та манчĕ пулать-и?
— Чăнкă çыраналла иш-ха. Хăвăртрах, хăвăртрах!
Хăва тымарĕсенчен çакланкаласа, вĕлтĕренсемпе мăянсене ватса çырана хăпарма васкарĕ. Эпĕ те кимме çырана туртса кăларса ун йĕррипе тăвалла хăпартăм.
Элттем-шелттем талпиçенпе юнашар урисене сарлакан пусса, аллисене кăкăр çине хĕреслесе тăрать Хĕлимун пичче.
Кăвакал авăрĕ еннелле тинкернĕ. Çамкине картлантарса куçне хĕснĕ.
— Çамрăк куç, пăх-ха. Çавă-и?
Мĕн пăхмаллине пĕлмесĕрех кăвакал авăрĕ еннелле тинкертĕм.
— Куратăн-и? — вырăнтан хускалмасть Хĕлимун пичче. — Çавă-и?
Çавă тессе те, çавă мар тессе те кĕтсе тăмарĕ, аллине лас! сулчĕ те улăх тăрăх утса кайрĕ. Эпĕ ним ăнланмасăр хытса тăрса юлтăм. Ут кăшкарĕсем мелкеленсе ӳсекен вырăна çитет те калле таврăнать, унтан, плацра парада хатĕрленекен салтак пек, варт çаврăнать те сĕтеклĕ курăка имĕрсе улăхалла утса каять. Хăй тĕллĕн сасăпах калаçать.
— Хветурапа иксĕмĕр шутланă пекех пулса тухрĕ иккен. Шăп та лăп çапла пулса тухрĕ. Çак çултах алăран вĕçерĕнчĕ...
Хĕлимун пичче хăй малтан тăнă вырăна таврăнчĕ. Çӳçне-пуçне тусăнтарнă талпиçен йĕпписем чикесрен асăрханмасăрах ун айне кукленсе ларчĕ, сӳсхӳре курăка ывăçласа татрĕ, ăна пуç урлă ыткăнтарчĕ.
Арçынлăхпа арçын тивĕçне хисепе хуракан Хĕлимун пичче пек çынсем çапла сасартăк виçерен тухса халсăрланаççĕ тесе шутламанччĕ те, эпĕ Хĕлимун пиччене шеллеме тытăнтăм. Пуç çĕклейми йывăр чирпе асапланакана асаилтерет вăл, çавăнпа халь-халь шыв пама тархасласса е сывлăш пăвăннăран çуха вĕçертме ыйтасса кĕтетĕп. Ăна та, кăна та тумарĕ. Хĕлимун пичче мана илтĕнмеллех шăлне шăтăртаттарса илчĕ те хашлаттарса сывласа ячĕ.
— Çавă пуль-çке ача-пăча хавасĕ, — терĕ те ӳпкелекен куçĕпе мана тĕсерĕ: эсĕ те çавăн хăраххиех мар-и?..
Унăн куçĕнчен хăраса ӳкнĕскер, эпĕ çаврăнса тăтăм. Хĕлимун пичче хистенĕ чухне курманнине тинех куртăм мар-и? Кăвакал авăрĕнче янкăр пĕлĕт тĕслĕ кимĕ ишет, кĕсменсем асамат кĕперĕн тĕпренчĕкĕсене сирпĕнтереççĕ кăна. Кимĕ хыçĕнчен сăнă пек вĕçлеке шыв çулĕ тăсăлать. Кимĕçне палларăм та мĕн пулса иртнине тинех ăнлантăм...
Лупас айĕнче кимĕ мăкланă-сăмалаланă чухне калинкке шашулккине шанлаттарса хăварнă Арçук лавккана кайнă та дюраль тĕплĕ çĕнĕ кимĕ туяннă. Мĕнле майпа (юлташĕсем пулăшнă пулинех) ăна шыв хĕррине илсе аннă, хăçантанпа кăвакал авăрĕнче кĕсмен авăсать — ăна пĕлейместпĕр ĕнтĕ. Ку Арçукшăн атте-анне хушнипе пурăнса çитет, хам кăмăлпа хам хуçа тенине кăна пĕлтерчĕ пулсан, Хĕлимун пиччешĕн чăн-чăн пурнăç инкекĕ пулчĕ-ши? Вăл асапланнине пăхса тăма та йывăр. Çав асапа сирме май çук тăк, киметме тӳр килмĕ-ши тесе сăмах хушрăм.
— Арçук мар пуль вăл. Урăххи такам пуль...
Хĕлимун пичче илтмĕш пулчĕ. Унăн хăйĕн те сасартăк килсе капланнă шухăшĕсенчен хăтăлас килет. Май шырать — тупаймасть.
— Каçар-ха леш çырана! — сасартăк кăшкăрса ячĕ вăл. Çакă ĕнтĕ унăн çăлăнăçĕ тесе шутларăм та чăнкă çырантан сикрĕм, кимĕ сăмси умне çитсе те тăтăм. Хĕлимун пиччене кĕтетĕп. Вăл, утма вĕренекен ача пек, урисене аран-аран ылмаштаркалать, çыр хĕррине çитсен анма вырăн тупаймасăр аптăраса тăчĕ.
Тинех кимĕ хӳрине вырнаçса ларчĕ. Çырантан хускалтăмăр та, хăвăрт-хăвăрт авăсма тытăнтăм. Кимĕ вырăнтах тăнă пек туйăнать. Пĕтĕм вăйран талпăнса авăсатăп. Кимĕ хăйăрлă çырана пырса тăрăнсан та темиçе хутчен ухăнса илтĕм.
— Хветура аппу умĕнче нимĕн те ан шарла. Илтрĕн-и? — терĕ Хĕлимун пичче. — Хĕрарăма пурне те пĕлтерме юрамасть...
Çыранпа тăвалла утса кайрăмăр. Шыв кукăрĕнчен иртсен Хĕлимун пичче ӳкнĕ йăмра çине ларма каларĕ. Халĕ вăл ялан курма хăнăхнă Хĕлимун пичче — кунĕ кăмăллă, шухăшлă куçсемлĕ çын.
— Кимĕ туянмалăхах камран укçа илнĕ-ши? Амăшĕ аплах иртĕхтерес çук-ха...
— Никамран та илмен, — персе ятăм, — хăйĕн пулнă...
— Хăйĕн? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Хĕлимун пичче. — Мĕн сутса тунă вара? Мĕн сутса?
— Руслан Михайловичпа....
— Э-э! — тӳрех чарса лартрĕ, калама та памарĕ. — Чухларăм, чухларăм. Ашшĕ те айккинчи укçа тесен пăрлă шыва та сикет, вутран та хăраса тăмасть. Апла-ха... Ку пирĕн йĕпе сăмси ăна ӳкерсе илет-и? Кама куран — çапла пулан тени тĕрĕс-ха. Пирĕн хамăрăн йăхра та çук мар-ха çавăн пекки. Юнĕ пырать-ха. Шăллăм çаплаччĕ, эс калакан Руслан пекчĕ. Хума пĕлмен япалана пит час куçлать. Мĕн чуль вăрçман пуль, мĕн чуль вăрçман пуль! Ĕçле çынпа тан теттĕм, çынна кирлинчен ытлашши ним те кирлĕ мар теттĕм. Кăмăл чикки çук ĕнтĕ. Çынна ăмсанать. Унран иртесшĕн антăхать. Ялта ан пурăнах, несĕл ятне ан ярах терĕм те — хулана тухса кайрĕ. Унта та пăрахмасть-ха йăлине. Айккинчен кĕмелли укçа тесен, турăшăн та, пуç касма хатĕр. Укçа чул кастарать тенĕ чăваш, ямăт укçа пуç кастарать. Харпăрлăх туйăмĕ кашнинех пур, чармасан вăл виçине пĕлмиех хăпарса каяять. Эпир çынсем вĕт, кашни тăвас тени хыççăн кайсан-и? Нихçан та ниçта та йĕрке пулмасть. Шăллам çавна ăнланасшăн мар. Манăн хамăн философи тееет кăна. Хырăм философийĕ вăл санăн тесе вăрçатăп та — тытăнать хамах намăслантарма. Санăн, тет, вăл та çук, ку та çук. Ан пултăр ара. Кирлĕ пулсан ăна та, кăна та туянатăп. Укçа тесе те намăс-симĕсе çухатас марччĕ. Этемĕн чи пысăкран та пысăк тивлечĕ вăл — намăс-симĕс...
Йăлăхмарăна-ха итлесе тенĕн ман çине пăхса илчĕ те вăхăтлăха шăпланчĕ.
Пĕр хускатнă калаçăвне вĕçлемесĕр пĕрех чарăнас темерĕ пулас. Анчах хальхинче мар, кайран-кайран шăллен пурнăç-тăрмăшĕ çинчен каласа пачĕ-пачех. Халĕ вара ансат та çăмăл тупăнакан укçа çынсене мĕн тери пăснине вăрçрĕ.
— Раççей ухмахах тухса кайрĕ ĕнтĕ, — терĕ шăл витĕр. — Пурте ансат укçашăн хыпăнса ӳкнĕ, пĕрне-пĕри çаратаççĕ, вĕлереççĕ, мĕн кăна тумаççĕ, тупата...
Ун шăллĕне эпĕ курман, тĕрĕссипе, ятне-шывне те пĕлместĕп. Хĕлимун пичче те ун ятне пĕрре те асăнмарĕ. Шăллăм та шăллăм тет кăна.
Çакскер Шупашкара куçса кайсан Атăл леш енче вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Унта ăна патшалăх хваттерне панă; сĕтелĕ-пуканĕ, кавирĕ-паласĕ, люстри-çуткăçĕ — пурте, пурте патшалăх шучĕпе туяннăскерсем пулнă. Хулана куçса килнĕ чухне çакскер хваттер хапине кăна тăратса хăварнă. Виçĕ машинăпа пурлăх тиесе каçнă. Çирĕм темиçе тенкĕ тăракан люстрăсене те тиркемен, цементласа лартнă ваннăна та хăпăтса илнĕ. Клубран илсе пынă магнитолăна та пулин хăварман. Тытăннă сутлашма. Пĕр япалине те суд шыраса илеймен. Пĕртен-пĕр магнитолăна кăна леçсе пама тивнĕ. Япалисене вара пĕрне те çĕн хваттере кĕртмен, пурне те дачăна леçсе хунă.
— Эх, мĕскĕн Раççейĕ! Мĕнле кăна чăтать? Ансат укçана вĕреннисем пĕр ман шăллăм кăна мар-çке. Вăрлаççĕ, çаратаççĕ. Ай, хăçан кăна турă курĕ çавсене?
Хĕлимун пиччен мана мĕнле пулсан та, мĕнле пулсан та çак çылăхран çăлса хăварас килнине чухлатăп ĕнтĕ. Арçука алăран вĕçертнĕшĕн куляннине пит палăртасшăн пулмарĕ, мана çине тăрсах хăйĕн тасалăхне парасшăн çунса çӳрерĕ. Пĕр пуçланăскер, шăллĕ çинченех каласа пĕтерес терĕ пулас. Пĕринче мана хулпуççинчен лăп-лăп тутарчĕ те çав калаçăвах малалла тăсрĕ.
— Вăт, ывăлăм, — терĕ вăл, — итле эпĕ каланине, итле тс пуçа хыв. Мана халь тин тем каласан та, тем кăтартсан та улăштараймастăн. Сана темле те авма-хуçма пулать. Пурнăç илемĕпе хавасне ан сутах. Çынна кирли нумай: пӳрчĕ те, мунчи те, нӳхрепĕ те... Анчах çын умĕнче мухтанма мар. Халĕ-çке такам умĕнче каппайланма, пурлăхпа мухтанма тем те пĕр тăватпăр. Шăллăм мунчи пиркиех каласан-и? Илсе кайрĕç мана та. Хăй пеккисем йăтăнса пычĕç. Мĕн кăна хăтланмаççĕ? Пĕри уртăш милĕкĕ хуçнă, тепри эрĕм тăпăлтарнă. Хăмăш милĕкĕ усăллă тесе ĕнентерчĕ тахăшĕ. Ларчĕç те машинăна хăмăш татма Шашкара тухса вĕçтерчĕç. Мунча кĕме тытăнтăмăр. Пĕри тепринчен ăслăрах пуласшăн.
— Мунча чулне фарфор изоляторсем хумалла. Шарт! кăна тăвать, — тет пĕри.
— Изолятор мар, керамика пăрăхсем лайăхрах. Кувалдăпа вататăн та...
Шутласа ларатăп хайхи. Изоляторне те, пăрăхне те урăх çĕрте кирлĕшĕн туса кăлараççĕ-çке. Кусем ав мĕнле сая тăваççĕ иккен. Çырма чулне кайса кăларма йывăртарах мар-и?
Ăшши пама пикенчĕç. Сăра сапаççĕ чул çине, эрех сапаççĕ. Иртĕхрĕç те иртĕхрĕç. Хăйсем лапка çине хăпараймаççĕ те, шыçмакскерсем сывлайми пулаççĕ, ана-ана тараççĕ. Мунча умне тухаççĕ те эрехне-сăрине лĕрккеççĕ кăна.
— Кĕтĕмĕр те мунча! — теççĕ хăйсем.
Ĕлĕк пирĕн ялта улпут пурăннине каласа паратчĕç ваттисем. Çавсен ачисем мунчана пар лаша кӳлсе каятчĕç тет. Мунча хыççăн ял тăрăх катаччи чупатчĕç тет. Ман шăллăм улпутне курман, йăлине ӳкерсе илнĕ. Çапла асассишĕн айккинчен килекен укçашăн кавсăлать те...
Хĕлимун пичче çумăр пĕлĕчĕсене сире-сире тухакан хĕвел çине нихçан курман пек пăхса илчĕ. Вăл мана та нихçанхинчен çутăрах та хаваслăрах пек туйăнчĕ.
— Хĕвел тухрĕ, хĕвел тухрĕ! — ушкăнпа кăшкăрашма пикенчĕç хăвалăхри кайăксем.
Курăк-йывăç пуç çĕклерĕ. Хĕлимун пичче кăна канăçсăрланма пăрахаймасть-ха. Мана пыра-пыра лăпкать.
— Уттарар килелле. Кимме лайăхах сăнчăрларăн-и? Шывпа юхса каймалла мар-и?
— Лайăхах пулмасăр...
Кăвакал авăрĕ еннелле пăхса илчĕ. Кунтан çăра хăвалăх та ешĕл çаран кăна курăнать.
— Килсен-тусан шăллăмран хăпмасть çав, — тере Хĕлимун пичче.
Кам пирки сăмах пынине хăвах пĕлетĕн тенĕ пек ман еннелле çаврăнчĕ.
— Лешĕ çăвăр сапса хăварнă иккен. Эпир ăна сисмен те пулать-и-ха? Çук-ха, çук. Темле чире те сыватаççĕ те, ку усалран кăна пистересчĕ-ха. Пурăнтăр ашшĕ пек. Кала-ха, начар-им ман пурнăç? Çиес килнине çиместпĕр-и? Тăхăнас килнине тăхăнмастпăр-и? Сивĕ пӳртре пурăнатпăр-и?
Хĕлимун пиччен йывăр алли хулпуççине перĕннине туйрăм.
— Сана та Арçук пĕччен ачаш ӳсесрен ямарăмăр. Пĕр çăвартан тенĕ пек пурăнтăр, анчах иксĕр икĕ тĕрлĕ. Юнранах килет-ши? Юнран тесен ĕнтĕ, йăхăмăрта такам та, темле çын та пулнă. Воспитанирен тесен, пĕр пекех навусланă, пĕр пекех шăварнă... Мур пĕлет-и?.. Асту, тепре ыйтатăп, Хветура аппу умĕнче ним те ан персе яр. Арçукпа хам калаçатăп...
Киле таврăнса апатлансан, пĕр хушă канса илсен Хветура аппа Арçука асаилчĕ.
— Ăçта хăвартăр эсир ăна?
— Хăварман, юлташĕсене курчĕ, — ирĕксĕртен пек каласа хучĕ Хĕлимун пичче, Арçук çинчен мантарма юри урăх калаçу пуçларĕ. — Çĕпĕртен çыру килмерĕ-и паян?
— Çук-ха. Салам та, хыпар та çук.
— Килет, — татса каларĕ Хĕлимун пичче. — Аслă ывăлне хăйсем патне илсе каясшăнах пулĕç-ха.
— Ниçта та каймастăп, кунта ӳснĕ, кунтах юлатăп, — терĕм эпĕ.
— Юлатăп тенипе... Хăвăн кăмăлу. Иксĕр пĕр харăс çемьеленсен те кĕтес çитет. Вĕренсе пĕтерĕр-ха малтан.
Çакă кунччен килте пире, Арçукпа иксĕмĕре, пĕр çын туса калаçатчĕç. Шывпа сапса уйрăлмискерсем, йĕкĕрешсем тесе ӳстернĕскерсем икĕ талайлă, икĕ кăмăллă икĕ çын пулнине тин ăнланса илчĕç пулас та уйрăмшар чĕнсе илсе ĕç хушма тытăнчĕç. Çакă кунранах Арçукпа иксĕмĕр хушшăмăрти хутшăнусем те урăхланчĕç: пĕр-пĕринчен айккинче çӳреме сăлтав шыракан пултăмăр.
Шофера вĕренсе тухсан аттепе анне патне каяс шухăш та хускалчĕ, анчах çакăнта ӳснĕ, çакăнтах юлатăп тесе персе янă та — малашнехи пурнăç мĕнле çаврăнса тухасса кĕтме кăна пултаратăп.
Аттепе анне пусахласах чĕнсен е илмех те килсен Хĕлимун пиччепе Хветура аппа умĕнче нимле айăпăм та çук тесе вĕçрен шухăшлатăп. Çĕпĕрте мана асаилкелеççĕ-и, пачах манса пурăнаççĕ-и? Ăна та пĕлместĕп. Унта пĕрре те пулса курман та, аттепе анне килĕ пĕрре те тĕлĕке кĕмест. Хĕлимун пичче килĕнчен вара, чăнах та, хăпса тухас килмест.
Рафаил Иванович мана валли ĕç калаçса хунă та ĕнтĕ. Вăл хальччен вĕрентнисенчен пĕри те шофер ĕçне пăрахман. Пĕри те авари туман. Çапла калаççĕ çынсем. Пĕрре те тесе ӳстереççĕ пулĕ-ха, анчах Рафаил Иванович алли витĕр тухнă çынсем ĕçчен те тирпейлĕ пулнине питĕ ĕненес килет. Ĕмĕрĕнче те вырăнсăр сăмах персе яман пулĕ вăл, шӳчĕ те, асăрхаттарăвĕ те яланах вырăнлă унăн.
— Филимон Григорьевича кала-ха, вĕçерĕнеймен пулсан та Арçук часах аллинчен вĕçерĕнет, — терĕ вăл машина çӳретме хăнăхтарнă чухне. Унтан шухăшлăн ларса пычĕ-пычĕ те хушса хучĕ: — Санпа пĕрлех «Сельхозхимие» ĕçе илме сĕнесшĕнччĕ те, кайран кама ярса патăн тесе ӳпкелешесрен хăрарăм. Ачапча та ялан ашшĕ-амăшне пăхмасть иккен. Ӳсе киле тĕс улăштарĕ-ха темелли те çук...
Тата кăшт вăхăтран «Сельхозхими» çинчен калама тытăнчĕ.
— Ĕçлеме пулать унта. Çамрăкрах пулсан хам та куçмалла та, халь тин... Телейӳ пулсан çĕн машина та парĕç. Пулмасан та ан кӳрен. Лăскаса кăларнă машинăсем çук унта...
Хальччен те хăй çинчен каласа паманнине асаилчĕ пулас та пĕринче хăй ĕçлеме пуçлани çинчен каласа кăтартрĕ.
— Тормозсăр-мĕнсĕр машинăсемпе сахал мар асап курнă-çке. Тапратма тытăнсан ял ачисене пуçтармаллаччĕ. Полтарка хыççăн ĕрлесе чупатчĕç. Мотор ĕçлесе кайни те илтĕнместчĕ...
Паллă çынсем ман тĕллĕн ырă çынсем пулчĕç тесе каланине телевизорпа пайтах илтнĕ. Ку — сăмах тупăнманран калани кăна теттĕм малтан. Апла мар иккен. Пурнăç пуçламăшĕнче ырă сунса вĕрентекене тĕл пулни чăнах та телей иккен.
Рафаил Ивановичпа Хĕлимун пичче маншăн иккĕшĕ икĕ академик пулчĕç.
Çамрăка яланах вăл кăна тĕрĕс çул пĕлнĕ пек туйăнать. Çав çул ăраскаллă та уйрăмрах пек туйăннăран хамăра паттăр пек тыткалатпăр, хамăр çинчен хитре юмах хывма та ӳркенместпĕр. Тĕрĕссипе, пире валли аслисем çул хываççĕ, малтан хăйсем тĕрĕслеççĕ, такăрлатаççĕ, акă санăн çулу тесе тĕллесе кăтартаççĕ. Пуçна кăна айккинелле ан пăр, куçна кăна ан хуп. Тата хăвăнтан аслине шанма та хисеплеме пĕл.
Пирĕн вĕренӳ вĕçленсех пырать ĕнтĕ. Эпĕ Çĕпĕр пирки шухăшлама пăрахрăм. Рафаил Иванович ĕç тупса хунă — ниçталла та пăркаланаймăн. Пурнăç йĕрри маншăн картса хунă пекех паллă.
Каçхи апат хушшинче çапла-çапла тесе каласа патăм та, Хветура аппа тӳрех Арçук çине тĕмселсе пăхма тытăнчĕ: эсĕ ăçта вырнаçас тетĕн-ха? Хĕлимун пичче пуç сĕлтрĕ. Ырлать имĕш эпĕ тăвас тенине.
— Арçук, сана совхозра та руль тивĕçме пултарать, — терĕ Хĕлимун пичче. — Тыррăн та, утă-улăмăн та тӳлеççĕ халĕ.
— Пуç ан ватăр-ха маншăн. Эпĕ те ĕç тупнă.
— Апла-тăк, — терĕç ашшĕпе амăшĕ пĕр харăс.
Тăваттăмĕш сыпăк
Эп çуралнă ял, Хурнай, çыннисем нимшĕн кӳренмесен те кайса-килсе çӳреме çул начарришĕн тăвăнса пурăнаççĕ. Район центрĕнчен унта çитме вунпилĕк çухрăм кăна пулсан та шоферсем Хурнай тесен пуç пăркаласа илеççĕ. Мăньялран та тавра çӳремелле.
Ĕмĕртен пыракан çак асапран хăтăлас тесе тем те туса пăхнă ĕнтĕ Хурнай çыннисем. Анчах ял çыннисен ăсĕпе вăйĕ хальлĕхе çутçанталăкпа килĕшӳ тупаймаççĕ-ха. Темиçе çул та хывнă. Кашнин хăйĕн ячĕ пур. Мишавай çулĕпе велосипедпа, çуран, лашапа çӳреме пулать. Мотоциклистсем унран хăраççĕ. Йӳçсе-кĕвелсе тăракан кӳлленчĕксем пайтах ку çул çинче. Вашмăк çулпа çӳреме тӳререх те, ансатрах та, анчах юханшыв урлă хывнă кĕпер ăнмасть. Çурхи ейӳ мар, шалкăм çумăр та час-часах иле-иле каять ăна. Тимĕр-бетон кĕпер пирки ĕмĕтленсе калаçма тытăнни те тахçанах пулать. Алă çитереймеççĕ-ши, укçа тупаймаççĕ-ши, ĕçлекен çук-ши? Никамран ним ыйтса пĕлме çук. Пĕри пĕр тĕрлĕ шахвăртать, тепри тепĕр тĕрлĕ суять. Мана хама Вашмăк çул ку таранччен кирлех те пулман-ха, маншăн асаттепе асанне патне хăнана кăна çӳреме пур енче те çул уçăччĕ. Халĕ, руль умне ларнă хыççăн, çынсен ĕмĕрхи хуйхи ман çине те сиксе ӳкрĕ.
Ку Вашмăк çулне ĕнтĕ апла та, капла та туса пăхрĕç. Вăрман касса çула анлăлатрĕç, çĕр хăпартса чул сарчĕç. Тимĕр-бетон кĕпер хывсанах шоферсем пуç пăркалама пăрахаççĕ те-ха. Унччен çавра çулпах çӳреме тивет. Вăл çаври те пит шиклентермест. Çавра кайнă — çул хывнă, пурнас ĕмĕре тăснă. Лакăм-тĕкĕмĕ те хăратмасть. Яла çитеспе лапам вырăн пур, унран иртсе пĕтме çук. Çаппине-туратне мĕн чухлĕ пăрахман-ши, миçе машина стройка каяшĕ турттарман-ши — тĕпсĕр авăр çăтнă пекех, таçта кайса кĕрет. Палли те, йĕрĕ те юлмасть. Кĕрлĕ-çурлă вăхăтра Сехмет кукри текен çак вырăна кам кăна ылханман-тăр. Калама сăмах çитеес çук. Питĕ, питĕ хытă тарăхнă чухне çынна вара Сехмет кукри тесе хуратпăр. Кунтан ылханлăрах сăмах пирĕн ялсемшĕн урăх çук.
Хам тĕллĕн пуçласа çула тухмалли вăхăт та çитрĕ. Пĕрремĕш рейс (хам куçа хам ĕненместĕп) — Хурнайне. Савăнтăм та, пăшăрхантăм та. Çуралнă килте пĕр эрне пурăнма тӳр килни савăнăç кӳрет, çулсем нумаййи хăратать. Чăнах та, хам тĕллĕн пуçласа рейса тухнă чухне темиçе çулран пĕрне суйласа илме пӳрнинче темле тĕшмĕшле пĕлтерĕш пур пекех туйăнчĕ.
Çул хутне тепĕр хут вуласа тухрăм. Пĕр саспалли сиктермиех. Çаплах, Хурнайнех тенĕ. Ытти шоферсем хăш çулĕпе кайăпăр тесе ыйтас-тавас пулсан мĕн каламаллине шухăшласа хутăм та: манăн хама пӳрнĕ çулпа кăна каймалла...
Кабинăна кĕрсе лартăм та хăш çулне пĕлме шăпа ятăм. Вашмăк çул тухрĕ. Ыттисенчен тăрса юласшăнах киле кĕрсе тухмалла тесе сăлтав тупрăм.
Мана çĕнĕ те мар, кивелме те ĕлкĕреймен ЗИЛ çирĕплетсе пачĕç. Машина йышăнма Рафаил Иванович та пычĕ. Иксĕмĕр çур кун ытла аппалантăмăр. Уçса тĕрĕслесе пăхман пĕр узел та, деталь те хăвармарăмăр темелле. Мукка çури пекех хуп-хура пултăм. Пĕр пайне кăларса илет те Рафаил Иванович мана тыттарать: соляркăпа çу та лайăх çулла. Унтан тепĕрне. Çуса тасатнă хыççăн та-ха çавăркаласа пăхмасăр, тусан-çӳпĕ таврашне вĕрсе ямасăр пĕр пайне те вырăна лартмасть. Хăй вĕçрен калаçать: «Хĕрарăм пекех вăл машина — ачашланине юратать...» Хăш-пĕр пайсене тупса улăштарма хушрĕ.
— Тирпейлĕ тыткаласан, — пулчĕ ун юлашки сăмахĕ, — кунпа çĕр чăмăрĕ тавра та çаврăнма пулать. Вĕренсе çитрĕмĕр иккен машина кăларма...
Мана ларма хушса кабина алăкне уçрĕ, хăй тепĕр енчен кĕрсе ларчĕ, пӳрнипе хапха еннелле тĕллерĕ. Ял тавра çаврăнса килтĕмĕр — пĕр сăмахпа та асăрхаттару тумарĕ.
Ытти шоферсем çавра çулпа Хурнайнелле çул тытнă иккен. Манăн çак самантра темшĕн Хĕлимун пичче çурчĕ умĕнче машинăна чарас килчĕ. Шутласа тăмарăм, машинăна хускатрăм.
Кĕтме тухнă пекех, Хĕлимун пиччепе Хветура аппа хапха умĕнче тăра параççĕ.
Машинăна тăрук чартăм та кабинăран сиксе тухрăм. Сывлăм сулхăнĕ те саланса пĕтмен-ха. Таврана пулса çитнĕ панулми шăрши сарăлнă. Кассăн-кассăн килсе тухакан çил варкăшĕ çанталăк кĕр енне сулăннине çине-çинех асаилтерет. Кушак та хĕвел питтине, хапха юпи çумне, тĕршĕнсе ларнă.
Çутçанталăкăн чи тулăх вăхăчĕ çитрĕ. Уй-хирте те тырă-пулă йăтăнать, пахчара улма-çимĕç, пахчаçимĕç йывăрланать, вăрманта кăмпа тачкаланать, çырмара пулă çу хывать. Кĕр мăнтăрĕ тенĕ çак вăхăтра этем те пурнăç хавасне хытăрах туйма тытăнать: пит-куç тӳлекленет, ăс çутăлать. Хĕлимун пиччепе Хветура аппан тарават куллинче те çакна сиссе илтĕм.
Вĕсем иккĕшĕ те мана ытамласа чуптума хатĕр, анчах пĕр-пĕринчен именеççĕ.
— Нумайлăха-и? — ыйтрĕ Хветура аппа.
— Мĕн ĕç тумалла терĕç? — пĕлесшĕн пулчĕ Хĕлимун пичче.
— Эрнелĕх терĕç. Кĕрхи çĕртме айне навус кăлармалла.
— Аслаçупа асаннӳне пиртен салам кала...
Мĕнпур çак сăмаха каласшăнах хапха умне иккĕн тан тухман-ха. Ку паллă. Çапах та, ĕç шанса хушнă чухнехи пекех, кăмăлăм тулчĕ.
— Юрать, калăп, — терĕм те машинăна кĕрсе лартăм.
Мĕн калаçса юлчĕç-тăр — пĕлместĕп. Хĕлимун пиччепе Хветура аппа хапха умĕнче тăрса мана пĕрремĕш çула ăсатнинче те асамлă пĕлтерĕш пур пекех туйăнать.
Кашни лакăм-тĕкĕме асăрхаса пыратăп. Çул кукрисемпе тăвайккисем, вĕтлĕхсемпе сĕвемсем — пурте-пурте асра юлчĕç. Куç хупса каласа пама та пултарассăн туйăнать. Ӳкерме хушсан та ним те сиктерсе хăварас çук.
Хайхи шыв урлă хывнă кĕпер патне çитрĕм. Ăнман кĕпер патне. Кунтан ялăн çуррийĕ курăнать. Леш çырана каçсан ансăр улăх, вăрăм тăвайкки пулмалла. Хăпарса çитсенех колхоз гаражĕ, заправка. Вĕсенчен иртсен ял урамне кĕретĕн те. Унччен шыв урлă каçмалла-ха.
Кĕперĕ, чăнах та, силленсе кăна тăрать. Картлă кĕвенте пекех аялалла усăннă. Карлăкĕсем йӳрĕнчĕк, пырса перĕнме те асăрханмалла. Кĕперĕ хăй мĕнпурĕ те тăсăмпа пăрахнă икĕ хыр кĕрешрен çакăнса тăрать. Свай юписем çĕрĕшсе тайăлнă та тытмаççĕ. Тăрс-тăрс сиксе пăхрăм. Кĕпер утьăкка сиктерет. Таçтан виçĕ çамрăк сиксе тухрĕ. Çулпа ман тантăшри те, аслăраххи те пур. Хамăр ялсемех. Сăнран паллатăп. Куллен курса тăманнипе ятне-шывне пĕлместĕп. Ыйтса тăма аван мар пек пулчĕ.
— Мĕн, хăратним? Яра кăна пар! — кăшкăрса каларĕ çаксенчен пĕри. — Каскадерсем кун пеккине кăна мар кураççĕ.
— Ма юсамаççĕ вара ку кĕпере? — те хамран, те çамрăксенчен ыйтрăм.
— Мĕн валли? Ав çӳлерех çĕнни тăваççĕ, — терĕ тепри. — Яра пар! Каçкаласа çӳреççĕ кунта...
Пуçланчĕ хайхи. Эпĕ вĕсен вырăнĕнче пулсан хам та тăрăхламалла кăна. Кӳренсе мĕн тăвăн вĕсене?
— Эй, мĕн-и? Çӳç вирелле тăрать-и?
— Ан хăра! Анса кайсан та çĕр çинчех юлатăн. Америкăна шăтарса тухаймастăн.
— Ӳксен ан хăра, туртса кăларатпăр...
Вĕчĕхтерсех ячĕç, вĕчĕхтерсех... Çын кулли те мăшкăлĕ пулас килменни манра тĕлĕнмелле хăюлăхпа теветкеллĕх çуратрĕ. Каялла çаврăнса кайма килменнине пĕлччĕр. Васкамасăр уткаласа çӳретĕп. Кĕпер мĕнлине хам паçăрах пăхса илнĕ-ха. Çавăн пекех васкамасăр машина патне таврăнтăм. Кабинăна кĕрсе лартăм. Шăнăрсене хытартăм. Педаль çине пуснă чухне те, руле унталла-кунталла пăркаланă чухне те шиклĕх туйăмне сисмерĕм. Каçса кайсан, машинăна çул хĕррине чарса кабинăран тухсан халь-халь йăтăнса анас пек силленекен кĕпере куртăм та, алă-ура чĕтреме тытăнчĕ, çамка çине сивĕ тар тапса тухрĕ.
Çыранра тăракан леш виçĕ çамрăк çăвар вылятма мар, калаçайми пулчĕç. Кĕпер силленме чарăнсан тин виççĕшĕ те асăрханса каçрĕç те ман патăма пычĕç. Кам ачисене палласа илес пек тĕсесе сăнарăм.
Хытăрах йĕкĕлтекенни ой-ой! текелесе илчĕ, пуç пăркаларĕ. Виççĕшĕ те ман çине хисеплĕн пăхса тăраççĕ. Эсир теме тытăнчĕç, яла çити лартса кайма ыйтрĕç.
Вĕсене кабинăна хампа юнашар лартрăм.
— Кун пекине курманччĕ-ха, — терĕ аслăраххи мăн çын ăслайĕпе. — Хăрамарăн та-и?
— Мĕн хăрамалли унта?
— Опыт пур ĕнтĕ. Малти кустăрмисем те пĕренерен тухса каймарĕç вĕт. Пăхсах тăтăмăр. Пĕрене тăрăх тӳп-тӳрĕ пычĕç. Ехрем Иванĕ пирки калаççĕ, иртсе кайман вырăн пулман теççĕ. Ехрем Иванĕ чăн-чăн маçтăр пулнă. Фронтрах шофера вĕреннĕ те. Халĕ ял халăхне тĕлĕнсе калаçмалли эсĕ тупса патăн...
Мăнаçлăн ларса пыратăп. Хам шухăшлатăп: шеремет ачи, ним те мар шыва йăтăнса анма пултарнă-çке-ха. Вăт пулатчĕ инкек тетĕп. Леш çамрăк çын хăйĕннех перет.
— Миххал та çав тери ăста шофер. Пирĕн вăрманта вăл кĕрсе тухман кĕтес çук. Мĕн те пулсан кӳрсе килмелле чухне пирĕн çынсем Миххал машинине çырса пар тесе кăна тăраççĕ. Пĕррехинче вунтăваттăмĕш кварталтан хăвăртлăх улăштармасăр яла тухнă. Сцеплени темле майлă хирĕнсе ларнă çакăн. Хытăрах тĕртнĕ-и, темĕскерпе çапнă-и, рычаг хуçăлнă та кайнă. Вутă тиенĕ машинăна çынсем пулăшнипе тĕмеске çине тĕртсе хăпартнă. Машина инерципе хускалса кайнă та, Миххал лакăмсенчен асăрханкаласа иртсе ялах çитсе ӳкнĕ. Кашниех ун пек пултараймасть.
Çамрăксем ман çине ăмсанса пăха-пăха илеççĕ.
— Вара чăнах та пултаратăн, — терĕç темиçе те.
Хам паян пуçласа рейса тухнине пĕлес пулсанах ку сăмахсене илтеес çукчĕ. Вĕçкĕнленес кăмăлăм çук çĕртенех пуçăма кăлт та кăлт хыçалалла ывăта-ывăта илетĕп. Руле хăрах алăпа тытса пыратăп. Тепринпе кĕсьере тем ухтаратăп. Акă правлени çурчĕ умне çитсе чарăнтăм та. Ун крыльци çинче виççĕн-тăваттăн тăраççĕ.
— Кĕтсе илме председатель хăй тухнă, — терĕç эпĕ лартса килнĕ çамрăксем.
Хăшĕ председатель пулнине уйăрса илес тесе пăхкаланă хушăра ман пассажирсем саланса пĕтрĕç.
— Ыттисем, ыттисем ăçта? — кăшкăрса ыйтрĕ тăракансенчен пĕри.
— Часах çитмелле, — терĕм.
Председатель çакă пулнине чухларăм вара.
Эпĕ председатель пулĕ тесе шутлакан çын канăçсăрланать. Хăйĕнпе калаçса тăракансенчен уйрăлса кайрĕ. Унталла та кунталла пăхкалать. Ман машина патне пычĕ. Эпĕ, çаплах кабинăра лараканскер, мĕн тăвать-ха ку тесе пăхса лартăм-лартăм та тухса уткаласа çӳреме шутларăм. Каласса каламарĕ-ха сăмахĕпе, анчах ярса панă ĕнтĕ сăмса шăлаймансене тесе шухăшланине чунпах сиссе илтĕм. Пулас ĕç-пуç пирки те манпа калаçасшăн мар.
Темле сӳрĕккĕн, пурнăçри ăнăçсăрлăхсем ĕшентерсе çитернĕн алă сулчĕ те калле правление кĕрсе кайрĕ.
Мĕн пулса иртнине çийĕнчех чухлаймарăм та. Тем вăхăтран председатель тепĕр хут тухрĕ, ман еннелле пăхрĕ те (хам та лайăхах илтрĕм) тĕлĕнсе кăшкăрса ячĕ:
— Çавă-и? Ма паçăрах каламастăр?
Ман патăма чупса пычĕ. Хăй хыпăнса калаçать.
— Хă, пăх-ха эсĕ! Вашмăк çулпа килнипе ыттисенчен маларах çитсе ӳкне иккен. Вăл çулпа тахçанах çӳреместпĕр эпир. Çĕннине шанса тăратпăр. Кĕперне тума тытăннă-ха. Таçтан тупăнчĕç те ку «Мостострой» çыннисем. Чуна илмеллипех илеççĕ. Кантурĕ Ульяновскра, прорабĕ Канашра. Хирте çил хăваланă пек чупатăн кăна çавсем хыççăн. Кĕрсе ларар-и ман пата? Яту мĕнле-ха сан? Чим, хамăр ял ачиех-çке эс. Мĕнле палламарăм пулать? Мĕнле тавçăраймарăм пулать? Айккинчи çын пулсан Хурнай тенинченех сехре хăпмалла çав...
Аттепе анне пирки ыйтса калаçрĕ. Тахçан курман тăванне курнă пек хăтланчĕ. Вăхăт-вăхăтăн аванмарлансах тăтăм ун умĕнче. Çурăмран та лăпкаса илет, ятпа, атте ячĕпе чĕнет. Хальччен никам та кун пек хисеплемен те — пит хĕреле-хĕреле каять.
— Ыттисем килсе çитиччен ваттисене кайса савăнтар. Ахалех тăратăн, — терĕ те председатель, хускалтăм вырăнтан.
Никамран ытла асанне хĕпĕртесе ӳкрĕ. Асатте алă та тытмарĕ. Ĕçлекен пултăнам тесе ыйтрĕ те çырлахрĕ. Хăйĕн вĕçленми шухăшне шухăшлама каллех туйи çине уртăнчĕ. Атте шăллĕ килте çукчă. Унăн арăмĕ, пĕчĕк ачапа айланаканскер, асанне пекех çупăрласа чуптăвас кăмăлĕ пуррине пытараймарĕ, анчах юнашар ларса калаçма пушанаймарĕ. Асанне кăна çăвар хупма пĕлмерĕ. Васкамалла, кĕтеççĕ пулĕ теме тăрсан ĕçӳ тармĕ-ха, каласа кăтарт теейсе пӳлчĕ. Мăнукĕ ют килте ӳснине пĕрре те пулин пăшăрханса асаилмерĕ те, ытлашши пыр вырăнне шутланă вĕсем мана, тĕсси тесе килтен ăсатнă тесех шутлас килчĕ. Ачапча аслисене ӳпкелени вырăнсăр. Пире никама та аттепе аннене, шăпапа кун-çула хамăра килĕшнĕ пек суйласа илмелле туман. Ман енчен те ӳпкев сăмахĕ ан тухтăр тесе асăрханса кăна калаçрăм. Асатте те, асанне те тăван-пĕтене хисепе хума пĕлекен çынсемех. Темиçе çул каяллахи пек, çуралнă кил ăшшине çĕнĕрен туйма тытăнтăм.
Ĕçрен таврăннă чухне килте хăвна кĕтнине туйса пыма уйрăмах ырă. Асанне тытнă ĕçне пăрахсах ман патăма чупса пырать. Унăн пурте ал айĕнчех: супăнĕ те, алшăлли те, таса кĕпе-тумтир те. Вĕрентсе мар, канаш ыйтса калаçать манпа. Клуба ăсатса янă чухне кăна пули-пулми çынпа ерсе ан çӳрех тесе вĕрентет.
Эрнелĕх тенĕскерсен, пирĕн ĕç тăсăлсах кайрĕ. Навус кăларса пĕтертĕмĕр те, торф турттармалли тупăнчĕ.
— Пĕр килнĕ пек чухне час вĕçертем мар-ха, — кула-кула калаçать председатель.
Манпа ĕçлекенсене колхозăн хăна çуртне вырнаçтарчĕç. Вĕсем валли ятарласа апат пĕçереççĕ. Начар мар пăхнăран юлташсем те васкамаççĕ. Пирĕншĕн пулсан ăçта ĕçлесен те пĕрех. Ку ялта-и, урăххинче-и? Эпĕ вара хам çуралнă килте тепĕр хут пурăнса курма тӳр килнĕшĕн калама çуках савăнтăм. Тантăшсем манран ютшăнмарĕç. Пĕрле выляса-кулса ӳснĕ çын вăрăннех йьппăнчĕç. Унтан та ытла эпĕ Вашмăк çул çинчи лăнчăр-ланчăр кĕпер урлă каçса кайнине ял çыннисем чăн-чăн паттăрлăх виçине çитерсе калаçни мана яшсемпе çамрăксен кумирĕ туса хучĕ пулмалла та, ăçта пырсан та сума сунине туйса тăратăп. Хăмсарма пăхакан, йĕкĕлтешсе чĕрре кĕртме хăтланакан çук. Хĕрсем те чĕнсенех ташлама тухаççĕ.
Паян вĕçлетпĕр те ыран каятпăр теме тытăнни виçĕ кун та иртсе кайрĕ — председатель ĕç тупсах тăрать. Манăн вара Мăньял пирки шухăшлас та килмест. Çĕнĕ туссем тупăнчĕç. Кĕпер патĕнчен лартса килнĕ виçĕ яшран пĕри, каскадер тесе шăл йĕрекенни, хамăр ратне ачиех пулчĕ. Кунсерен пырса çӳрет. Вăл вунă класс пĕтернĕ те ялтах юлнă. Раман ятлă. Паян мĕн тумаллине те, ыран мĕн тăвассине те пĕлмесĕр пурăнать. Чĕлхе çинех килет те, Раман-хăраман тесе чĕнетĕп. Хăнăхнă та кӳренмест хăй. Вĕсен килĕ урам урлах ылматра ларать. Умĕнче йăмрасам илĕхеççĕ. Ашшĕ вăрçăран таврăнсанах лартнă тет. Тĕртсе пураттарнă йывăç çурт. Тăррине вĕтĕ хумлă шифер витнĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли мăкланă вите туса лартнă. Пирĕн енчи чăвашсем кил-çурт, хуралтă таврашне тирпейлĕ тытаççĕ. Рамансем те выльăх витисене, картисене аслăк айне хăварса пӳртпе лаç хушшине пĕр вĕçрен тăрă витсе тухнă. Лаç çумĕнче пысăк мар пахча пур. Унта тĕрлĕ тĕспе сăрланă вĕллесем курăнаççĕ. Пахча çумне кролик читлĕхĕсем лартса тухнă. Раманăн юратнă чĕрчунĕсем пурăнаççĕ вĕсенче.
Каç-каç тăм ӳкет, çил час та часах çурçĕрелле куçать пулин те Раман лаç умĕнчех выртса тăрать-ха. Ыраламан чус хăмана чуптарса çапса тунă, урай, мачча сарнă лаç умĕнче пӳртри пекех хăтлă. Тухса пăрахма пӳрнĕ кивĕ япаласене пурне те ĕçе кĕртнĕ. Пуçĕсем лăсканса тухнă кивĕ диван, салтак кравачĕ, «Рекорд» радиоприемник, «Искра» телевизор, тачка ураллă юман сĕтел музей пӳлĕмне асаилтереççĕ. Стена çумне çыпăçтарса тухнă ӳкерчĕксене те пулин кивĕ журналсенчен каса-каса илнĕ. Хама валли те çакăн пек кĕтес йĕркелес килчĕ.
Рамансен килĕнче пĕрре те пулса курман. Раман кроликĕсене кăтартать те тӳрех хăйĕн кĕтесне илсе каять. Мана диван çине лартать. Хăй ура хывса салтак кравачĕ çине тăсăлса выртать. Калаçатпăр. Сасса палăртса, ĕмĕтлĕн хăлаçланса мар, лăпкăн та шухăшлăн. Хамăр ăру тивĕçĕпе тивлечĕ çинчен, паянхипе пуласлăх çинчен.
Паянхи çамрăксен пурнăç тĕллевĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен Арçукпа иксĕмĕр хĕрсе тавлашнине, анчах нимех те татса парайманнине пĕлетех ку тейĕн, çавăнпа ман ăса тăрăлтарма пикеннĕ пек туйăнать. Анчах Раман Арçука курман та, палламасть. Арçук йьшшшсем хăйсен ялĕнче те çук мар паллах. Эпир пурте хамăр тĕллĕн пурнăç çулĕ çине тухнă чухне хăпартланса ӳкетпĕр те çак çул ăçта илсе тухать-ха тесе пачах та шутламастпăр. Раман ав хăйĕн çулĕ мĕнле пулассине малтанах пĕлесшĕн. Эпĕ вуламаннине вуланă. Юлташĕсем умĕнче курнăçланма мар, хăйĕн чун пайĕ тума, Пӳлмесĕр итлетĕп Раман монологне.
— Çапла çав, йăлăхтармаллипех йăлăхтарать тепĕр чух ваттин сăмахĕ. Мĕн тумаллине пĕтĕмпех вĕсем тунă пек калаçаççĕ. Эпир, эпир чухне... Илтнĕ ĕнтĕ. Пĕрре те мар. Теприсем тата çĕр çинчи мĕнпур революцисене хăйсем тунă пек шутлаççĕ, вĕсемсĕр нимле çĕнтерӳ те пулас çук тесех ĕнентереççĕ. Хирĕçлеме тăрсан сăмса шăлма вĕрен малтан тесе кăшкăрса тăкаççĕ. Тĕрĕссипе, апла пулмалла мар. Пĕр ăрăвăн теприне мĕн тума кӳрентермелле? Пире сăмсаран тĕкеççĕ, эпир вуниккĕре-вунвиççĕре хамăр тĕллĕн ĕçе кӳлĕннĕ, пирĕн вăхăтра вунулттăра полк командирне çитнĕ теççĕ. Çитерме хупнă çамрăк выльăх пек, хăйсем пире читлĕхре усраççĕ. Вуниккĕре ĕçлемелле пулсан ма ĕçлеймен пулăттăмăр-ши?
Пулинччĕ пĕрех хут пысăк пушар тесе шухăшланă-и эсĕ? Çур яла пĕччен çăлса хăварассăн туйăнать. Карап путма тытансан çĕр çынтан ишме пĕлекенни пĕчченех пуласчĕ те тăн çухатиччен, вăйран сулăниччен çынсене çырана сĕтĕресчĕ тесе ĕмĕтленетĕп. Чыхăнса кайса пирĕн ăрăва хурлаканни хăй те ним те туман пулĕ тесе шутлатăп вара. Мĕн-çке-ха, çын хăйĕн çитменлĕхĕсем тепĕр çынра та пулмаллах тесе шутлать. Вăрçăра пулнисемпе калаçнă чухне асăрха. Пĕри, сăмахран, миçе нимĕçе тĕп тунине тĕп-тĕрĕс калаять. Эпĕ çав çынна ĕненместĕп. Миçе тăшмана персе пăрахнине мĕнле шутланă вăл? Хăех-и, урăххи-и? Асра тытнă-и, çырса пынă-и? Аттерен ыйтрăм та пĕррехинче, эй, терĕ кăна. Чăнах та, вăрçă вăрçнă вĕт çын. Çапах та ху курни пулнă-и терĕм те пур та пулĕ, ывăлăм, терĕ, вăрçă вăрçнă-çке, шут ĕçĕпе аппаланман... Пĕлтĕр Тимкка Петĕрĕнчен ыйтрăм. Атте пекех хуравларĕ. «Атьсемри, атьсемри, — терĕ вăл, — вăрçă ача вăййи мар-çке, батальон пенĕ чухне кам пульли тĕл лекнине, камăн шăхăрса кăна иртнине ăçтан пĕлĕн? Куç хупнă та çатăртаттарнă, çавă кăна». Çынсем миçе нимĕç вĕлернине тĕп-тĕрĕс пĕлеççĕ тесен кулса ячĕ. «Виçĕ лав тислĕк кăларсан вуннă тесе çыракансем халĕ те пайтахăн», — терĕ те урăх шарламарĕ.
Çамрăксене урлă та пирлĕ вăрçаканни атте те мар, Тимкка Петĕрĕ те мар. Караçка Хĕлипĕ хăраххисем вĕсем, çăвар уççи-хуппи пĕр сăмах: хальхи çамрăксем, хальхи çамрăксем...
Пирĕншĕн Караçка Хĕлипĕ йăлтах тунă, пирĕн ним ĕмĕтленмелли те, ниçталла ăнтăлмалли те юлман. Çапла-и, Клим?
— Çук, апла мар, — терĕм те, Раман яштах тăрса ларчĕ.
— БАМ тунă çĕрте мĕнле-мĕнле специалистсем кирлине çырса тухнă-ха. Электросварщиксем нумай кирлĕ иккен. Халĕ кĕретĕп те — çуркунне мана БАМра шырăр...
— Электросварщиксем валли кунта та вырăн пайтах, — терĕм эпĕ.
— Мана романтика кирлĕ... Сан темле шапăлкка туйăм çуралать-и тепĕр чухне? Ну, йӳнсĕр сăмах каласа такмаклас, капашсăр ахăрашса çӳрес килмест-и? Ман килет. Нимсĕр-мĕнсĕрех тепĕр чухне такама çутăлтарса ярас та килет.
— Асамлă вăй пулас килет ман, — терĕм çакна.
— Ун пек ĕмĕт чылайăшĕн пулать. Юмах юратнипе вăл. Ман шутпа, хитре ĕмĕтленме пĕлмен çын хитре пурăнаймасть. Хăйсене пи-и-итĕ ĕçлĕ тытакансем нумайланса кайрĕç. Çавна асăрханă-и тата?
Ку вара Арçук пирки каланă пекех туйăнчĕ.
— Пĕлетĕп, курнă ун пеккисене, — теме васкарăм.
— Мĕнрен килет çакă? Ун пирки шухăша тĕвĕлесе çитереймен-ха. Анчах çамрăклăх çамрăклăх кăна пулмаллине пĕлетĕн...
Малтан, пирĕн ăрăва вăрçакансем çинчен калаçнă чухне, сăн-пичĕ шăмалса кайнă пĕлĕте асаилтеретчĕ. Халĕ ача-пăча ӳкерекен сарă çилхеллĕ, вăрăм хăлхаллă хĕвел пекех туйăнать. Мĕн чухлĕ хавал унра! Çумри çынна чĕртсе-çулăмлантарса тăракан туртăмĕ тата! Пăхнăçемĕн, итленĕçемĕн хăвăн та ун пек пулас килет.
— Турра ĕненетĕн-и? — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ хайхи.
— Çук, — персе ятăм тӳрех.
— Суятăн, — лăпкăн каларĕ Раман, — суятăн...
— Турă пур, суймастăп...
— Турра асаилсе тăратăн ху.
Иксĕмĕр те кулса ятăмăр. Вăл маларах чарăнчĕ.
— Эсĕ турра ĕненместĕн, эпĕ ĕненетĕп-ши, ĕненместĕп-ши? Хам та пĕлместĕп. Чăнах, чăнах пĕлместĕп. Тĕне ĕненекенсем хушшинче пурăнсан, хальхи пек мар, тахçан пулнă пек, сăхсăхмасăр апат хушшине те лармасан, кашни утăмра çылăхпа хăратма тытăнсан çук тесе калайман пулăттăм. Халĕ пĕрех пек туйăнать. Çынна ĕненӳ пурпĕрех кирлĕ. Суя пултăр, анчах ĕненӳ пултăр...
Ват çын пек те калаçаять Раман, тем кӳлĕм мăкавлăн лараять. Унăн кашни хăтланăвĕнче хăйне кăна тивĕçли пур.
Тем çинчен те калаçатпăр унпа. Анчах пире, çамрăксене, пуринчен те хытăрах çунтараканни çинчен — çук. Иксĕмĕр те чун вăрттăнлăхĕ тесе шутлатпăр та пĕр-пĕринчен туйăмсене пытаратпăр. Çапах та ĕç вĕçлесе каймалли кунхине апат вăхăтĕнче Рамана курсан ун пирки калаçса илтĕмĕр. Хăйне хăех пуçланчĕ калаçу.
— Тепре хăçан çĕмрĕк кĕпер урлă каçса кăтартатăн? — ыйтрĕ Раман.
— Кам пĕлĕ-ха? Тен, ыранах, — терĕм те сăмах такăнасран хушса хутăм: — Хамăр ял хĕрĕсемпе паллашаймарăм-ха.
— Чăнах та... Тепре килме сăлтав пулчĕ те ак. Унччен кăмăлна килнине тупса хурăп. Пирĕн ял çамрăкĕсем ытти çĕрти пек мар, тӳрех хулана тухса вĕçмеççĕ. Кашни каçах клуб тулли пуçтарăнатпăр. Ăна хăвах куртăн...
Пиллĕкмĕш сыпăк
Арçук манран куçкĕрет ютшăнма тытăнсан пăшăрханма та пĕлмерĕм. Ку вăхăтлăх кăна тесе шутларăм пулать-ши? Раман патне чун ытларах та ытларах туртнине туйса илтĕм. Вăл хăй те мана чи çывăх юлташĕ вырăнне картма тытăнчĕ.
Раман çуркуннех çартан таврăннă. Çу каçа, хăй каларăш, суйланчăк ĕçсене çӳрекеленĕ. Колхоз председателĕ тухса вĕçме ан васка-ха, пушансанах техника тупса паратăп тесе каланине хам та темиçе илтнĕ. Кĕркуннечченех сăмах парса пурăнчĕ. Раман чăматан майлама шутланăччĕ ĕнтĕ. Эпĕ ӳкĕтленипе мар-ха, урăх сăлтавпа тытăнса тăчĕ. Кăштах чухлаттăм-ха, анчах иккĕленеттĕм.
Шăматкун, эпĕ килте чухне, ир-ирех пирĕн яла вĕçтерсе çитрĕ.
— Атя пирĕн яла хăнана, — терĕ тӳрех.
— Мĕн йӳгĕмпе? — теме пăхрăм та, алăран çавăтрĕ.
Турткаланса тăмарăм, куртка уртса ятăм та ун хыççăн утрăм. Ăнлантăм. Раманăн чун уçса калаçмалли çын çук. Эпир аслă çулпа мар, кукăр-макăр сукмаксемпе утрăмăр. Раман спорт костюмĕн «çиçĕмне» кăкăр таран туртса антарчĕ, хăлаçланса илчĕ те хĕрӳленсе калаçма пуçларĕ. Унăн халĕ чăнах аптăрамалли вăхăт. Ыран мĕн тумаллине те пĕлмест. Председатель çаплах кăларса ярасшăн мар. Института заочно вĕренме кĕме направлени панă. Йăва шыракан чăх пек ĕштеленет кăна Раман.
— Çын çурăмне кăна курса утас килмест манăн пурнăçра, — каласа хучĕ кĕтмен çĕртен. Унтан ухăнса илчĕ те каларĕ. — Чăн-чăн пурнăçпах пурăнасчĕ те çав...
— Платон Андреевич хăйĕн сăмахне тытатех ĕнтĕ. Çĕне трактор килессе кăна кĕтет. Сана парать те, çамрăксен бригади йĕркеле. Çитрĕ те ĕмĕтӳ.
— Хе! Эс колхоз пурнăçне пĕлместĕн-ха. Çĕннине кĕтекеннисем унта мансăрах уйма. Механизаторсем хушшинчи мĕн калаçу та çĕнĕ техника пирки кăна. Ĕçĕ тупăнĕ-ха, вăл хăратмасть. Кашни япалан тӳнтерĕ те, пичченĕ те пур. Столяр нихçан та хăман тӳнтер-пиччĕшне пăтраштармасть. Çĕвĕç те çавах. Пурнăçри ытти япаласен чăн пулăмĕпе суя курăмне уйăрса илме вĕренесчĕ тетĕп. Суя курăма чăн тесе йышăнсан пĕтрĕ вара пурнăç... Кĕçĕр клубра паллаштаратăп, юрать-и?..
Калаçа-калаçа Хурнайне çитсе тухнине те сисмен. Раман темшĕн правление кĕрсе тухасшăн пулчĕ.
— Юпахсем, кĕрер-ха ман пӳлĕме, — таçта кайма тухнă председатель пире курсан каялла çаврăнчĕ. — Эсĕ те атя, каскадер, ан юл тăрса.
Вырнаçса лартăмăр. Пуçлăхсен пӳлĕмĕсенче пулсах курман та, куç вылятса кăна ларатăп. Председатель малтан кĕсйисене, унтан сĕтел сунтăхне ухтарчĕ, шыракан япалине тупаймарĕ те пуçне çĕклерĕ, пирĕн çине шăтарасла пăхса илчĕ.
— Çыркаласа пыни пурччĕ, таçта пĕтĕрсе чикрĕм ĕнтĕ, — терĕ те каллех кĕсйисене хыпашлама тытăнчĕ. — Шпаргалкала каласси пулмарĕ. Акă мĕн. Çамрăк тусăмсем, тăнлăр. Ветлечебница пулнă çурта сиплерĕмĕр те, питĕ лайăх общежити пулчĕ. Çурри хĕрсем валли, çурри арçынсем валли. Газ кĕртрĕмĕр, шыв кĕртрĕмĕр. Урама чупмали пĕр нуша кăна юлать.
Вăт çапла! Пирĕн колхоза та çамрăклатма вăхăт çитрĕ. Илтетĕр-и, юпахсем?
Раман турткаланса илчĕ.
— Пирĕншĕн пулсан ик айкки те тăвайкки тесшăн мар-и эсир? Ан васкăр-ха апла теме.
Председатель хăй çамрăкланма тытăннă пек туйăнчĕ. Унăн куçĕсем çутăлса та çутăлса пычĕç. Пит шăнăрĕсем канлĕн хускала-хускала илчĕç.
— Колхоз пурнăçĕнче тăвас тенине пур чух та тума май çук, Раман тусăм. Ăна хăвах лайăх пĕлетĕн. Вунă класс пĕтернĕ хыççăн ялта юлнисене вунă процент хушса тӳлеме йышăннăччĕ. Ваттисем пăлханса та кайрĕç: мĕн, вĕсем пиртен ытларах усă параççĕ-им? Ним каласа та ӳкĕте кĕртейместĕн. Тĕрĕсех калаççĕ ваттисем те. Çĕнĕ техникăна çамрăксене парас килет — тахçантанпа ĕçлекенсем кăмăлсăр. Фермăра та çавах. Хĕрсем хыççăн каччисем тухаççĕ те шăваççĕ. Колхоза вара çамрăклатмаллах. Ватăпа та вĕтĕпе малалла каяймастпăр. Малашне йăлтах урăхланмалла. Çĕвĕ фабрикин филиалне уçрăмăр. Практикăра пулнă икĕ çамрăк кунтах юлма килĕшрĕç. Общежити пурне те вырнаçтарать тесех шутлатăп-ха. Тăвăр-ха пĕр-пĕр, ну, çамрăксен бригади тетре, урăхла мĕн те пулин шухăшласа тупатра, юлтăрччĕç кăна ялта çамрăксем.
— Ташă каçĕнче нумаййăн-çке вĕсем, — терĕм эпĕ.
— Унта нумай, — килĕшрĕ Платон Андреевич та. — Таçтан пуçтарăнаççĕ ташлама...
— Шутламан кун пирки, — хĕрелсе кайрĕ Раман.
— Çапах та сĕнсех калас килет, тавай-ха тытăнар. Эсир хытнă ăс-тăнлă мар, сирĕн çĕннине шырамалла та шырамалла. Ĕмĕрĕпе ялта пурăннă çынна харпăрлăх урати урлă каçма йывăр, кирек мĕнле çĕнĕ япала сĕнсен те вăл тӳрех хăйĕн тирне хыпашласа пăхать: чикекенни-йĕшлекенни çук-и? Пур çĕрте те çамрăксем çамрăкла пулсан çынсем хăнăхĕç. Эпир те сире тĕллесе кăтартăпăр: курăр ав, çапла пулмалла.
— Темĕн, — терĕ те Раман ман еннелле çаврăнчĕ.
Çын çурăмне курса кăна утас килмест тенĕ чухне вăл хăйне юмахри паттăр пекех туйса пычĕ. Халĕ пăхрăм та ун çине — мĕскĕнленсех кайнă, сехре вĕçнĕ çын пек ларать. Паллă-ха, никам та хăйĕн вăйне малтанах тĕрĕс пĕлме пултараймасть. Хăйсене хăйсем ытлашшипех шанакансем пĕрремĕш кунах лĕпсĕр усăнаççĕ. Иккĕленекен вăйне перекетлеме, кирлĕ чухне çуккине те пур тума пултарать. Тытăн тесе каласах килчĕ манăн та Рамана. Вăл çаплах пуç пăркаласа ларать.
— Хистеместĕп. Шухăшласа пăхма кăна каларăм, — терĕ те председатель ман çума пырса ларчĕ. — Аçуна лайăх пĕлетĕп санăнне. Ĕçченрен те ĕçчен çын. Ăна хывнă пулсан эсĕ те çаплах пулмалла. Куçса кил калле. Малтан — общежити, кайран çурт та лартăн. Пурнăç пĕр вырăнта тĕпленсе пурăнакана юратать. Çилхăванăн пурлăхĕ çилпе саланать.
Мана хамăн сăн курăнмасть те, эпĕ Раманран та хĕрлĕрех пек туйăнать хама. Çăвар уçса пĕр сăмах та калаймарăм.
— Аттепе калаçам-ха, Платон Андреевич, — терĕ Раман.
— Вăл пĕлет кун пирки. «Ку чухнехи ача-пăча ашшĕнчен те ăслăрах пуласшăн, пулччăрах», — терĕ вăл мана. Эпĕ калаçмалли çынсемпе пуринпе те калаçса тухнă. Колхозри çамрăксене — каччисене те, хĕрĕсене те — пурне те, пурне те ятран пĕлетĕп. Пурне те пуçрах тытатăп. Ман хаçатсенче мухтаса çыртарас шухăшăм çук. Опыт сарма та шутламастăп. Ман мĕнпурĕ те яла çамрăклатас килет. Раман çартан таврăнчĕ те — халь чăматан пуçтарать. Унăн халь çĕнĕ йăва çавăрма çурт вырăнĕ пăхмалла. Çапла-и, Раман?
— Пĕлместĕп, — тере шкул ачи сассипе Раман.
— Пĕлмелле, — татса хучĕ Платон Андреевич. — Çын хыççăн каймалла мар. Раман, санах калам-ха. Атя тесе чĕнекен пулсан тухса каятăн. Пулмасан кунтах пурăнатăн. Атя, кунтах юлар текеннисем кирлĕ мана. Пул-ха эсĕ çавăн пекки. Эсĕ, тепри, татах тепри... Çамрăкланса кайрăмăр та.
— Çаплине çапла-ха, анчах пĕр Рамана та ĕç тупса параймастăр. Ман вара кино курма та аннерен укçа илмелле. Çĕпĕре илсе каякансем çул укçи те тӳлеççĕ, тыткаламалăх та параççĕ, лере çитсен тӳрех ĕçе вырнаçтараççĕ.
— Эпир çук çĕрте пур çĕрте те лайăх, Раман. Çӳренĕ эпĕ. Çĕпĕрне те курнă. Ĕçлекен кунта та начар мар пурăнать. Ĕçекенни унта та ĕçет. Шупашкарта вара!.. Хулара пурăнатпăр теççĕ хăйсем... Курнă пуль çырма тĕпĕнчи çуртсенче пулса. Ялта пĕрин те ун пекки çук. Начар-начар пулсан та пураланă пӳртсенчех пурăнатпăр. Театра-цирка мĕне тесен эпĕ хуларисенчен час-часрах кайса куратăп. Çитменнине — çемйипех.
— Машина кут айĕнче чухне, — тесе хурас килчĕ манăн. Сисрĕ-ши ман шухăша председатель, шухăш екки хăй çав сăмах патне илсе çитерчĕ-ши?
— Эпĕ терĕм те-ха, колхозниксем те пирĕн курман спектакль хăвармаççĕ, артисчĕсене хуларисенчен лайăхрах паллаççĕ.
Пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳрерĕ те Платон Андреевич хăйĕн вырăнне пусăрăнса кĕрсĕ ларчĕ. Пире пăлхатса ямă каланă сăмахсене çийĕнчех манса кайрĕ тейĕн.
Урăххине, куллен кĕлĕ евĕр калама вĕреннине, пуçларĕ-Эпир илтчĕр тесе те мар пулĕ. Кăмăлĕ каçăхманнипе, чунĕ вĕчĕхнипе.
— Ĕç вĕресе кăна тăмалла чухне те эпир хăнăху майĕн пурăнма кĕрсе каятпăр. Вара хăй тĕллĕнхи юхăма лекетпĕр. Çакна сиссе илетпĕр пулсан та пире хăнăхнă йĕркесене пăрахма шел пек туйăнать. Пурнăç çуратакан çĕнĕлĕхсем те çав юхăмах лекеççĕ. Вара кирлĕ марри, чăрмантараканни вăй илет. Шарлама, тиркешме тытăнсан ним ĕç те тутараймастăн. Кăшкăрас килсен те шăла çыртса тӳсетĕн. Хамăрăнах шоферне-и, механизаторне-и илсен те, çак ансат меслете питĕ лайăх хăнăхса çитрĕç. Тунă-и, туман-и ĕçне — кая ан тӳле! Никам та тĕрĕслесе çитереймест. Кашни çын çумнех тĕрĕслекен лартаймастăн. Пăсăк йĕркесене питĕ пăрахăçлас килет, питĕ, питĕ... Эпир ача чухне «Кам кама улталать» ятлă вăйă пурччĕ. Халĕ мăннисем çав вăййа вĕренсе кайрĕç пулать-и? Çаврăнать те çаврăнать пуç: ним ăнкарса, ним тавçăрса илме çук. Çавăнпа ман сире, çамрăксене, хĕрӳллĕрех пултарас килет. Улăштарăр-ха пăртак та пулин пурнăçа, улăштарăр...
Платон Андреевич, эсир халь те кунта-и тенĕ пек, пирĕн çине пăхса илчĕ.
— Йăлăхтарса çитермерĕм-и эп сире? Кайăр-ха, курăр колхоз общежитине. Эп унтан таврăнтăм кăна. Алтатти аппăр унтахчĕ. Килĕшсен эс, Клим, унта куçма та пултаратăн.
Председатель пӳлĕмĕнчен пăшăхса тухрăмăр. Часрах айккинелле тарса каяс килчĕ.
— Мĕнле шăна сăхса анратнă ку председателе? — хыпăнса калаçрĕ Раман. — Ку таранччен ĕçсĕр усрарĕ те, ак сана!.. Провокаци мар-и ку?
— Чăнласах калаçрĕ пек туйăнчĕ.
— Кайса тĕрĕслер-ха апла: Алтатти аппа чăнах кĕтсе тăрать-и пире? Кĕтсе тăмасть пулсан ку председателе нихçан та ĕненместĕп...
Ветлечебницăна урăх çĕре куçарса кайсан тахçан патшалăх шучĕпех тунă йывăç çурта темиçе çул таранах юхăнтарса лартрĕç. Картишне йăлтах çӳп-çап курăк пусса илнĕччĕ. Хĕвеле хирĕç пăхакан чӳречесем айĕнчи чиесем хăрса сайралнăччĕ. Икĕ йăмра кăна сарăлса ӳсетчĕç.
Çитрĕмĕр те хальччен курма хăнăхнă çурта палласа та илеймерĕмĕр. Ларасса çав вырăнтах ларать. Йăмрисем те çавсемех. Çурт никĕсне тимĕр-бетон каскасем хывнă. Тăррине шифер витнĕ. Стенине тул енчен эрешленĕ, вĕтĕ хăмасемпе çапса çаврăннă. Чӳрече харшакĕсене йăлтăркка кăвак сăрăпа сăрланă. Йĕри-тавралла тимĕр сеткăпа карта тытса тухнă. Картишĕнчен пуçласа ял урамне çитичченех тротуар хывнă. Çуртăн икĕ пуçĕнче икĕ çӳллĕ крыльца. Кантăкланă веранда картиш енчи стена тăршшĕпех тăсăлать.
— Алтатти аппа! — кăшкăрчĕ Раман кĕçĕн алăка уçма тăрсан.
Хурав пулмарĕ те, Раман ман еннелле хăвăрт çаврăнчĕ: куртăн-и, мĕнлерех тыттараççĕ пирĕн пеккисене?
Картишне кĕтĕмĕр. Икĕ енче те алăксем уçах. Раман шухăшласа тăмарĕ, чăнкă картлашкапа васкаса хăпарса кайрĕ. Ăна хирĕç ватă хĕрарăм кăштăртатса тухрĕ.
— Асăрханкаласа пускала-ха эс, Раман. Урай сăрри йĕркеллĕ типсе те çитмен.
— Курмарăм, айăплă, Алтатти аппа. Хăш çурри арçынсен, хăш çурри хĕрарăмсен пулать вара?
— Ăна хăвăр пĕлĕр ĕнтĕ, — терĕ Алтатти аппа.
Алăкран кĕрсен сылтăм енче пĕчĕк чăлан тунă. Унта газ плити, «Свияга» холодильник, шурă сĕтел лартнă. Тăватă пӳлĕмре икшер кравать. Вĕсене эрешлĕ вителĕкпе витнĕ, чăлт шурă минтер пичĕсем тăхăнтарнă.
— Ним те шухăшласа ан тăр, ак çак пӳлĕме, ак çак кравате йышăн. Чӳрече хир еннелле тухать. Çутă çителĕклех. Пăх-ха, кашни çын валлиех тумтир шкапĕ те лартса панă. Эпĕ чăматана ăçта лартмалла-ха тесе пăхкалатăп. Йышăн та, Алтатти аппана каласа хăварăпăр...
— Чипер пул, Раман... Хăйсен ачи пек пăхса ӳстерчĕç те Хĕлимун пиччепе Хветура аппа... Çапла тав тăвас-и? Асаттепе асанне мĕн калĕç? Ял халăхĕ мĕн шавлĕ тата?
— Никам та ним те калаймасть. Хĕлимунпа Хветура тесен анчах.
Унтан Алтатти аппана чĕнсе илчĕ.
— Ак çак вырăна никама та ан пар, йышăннă тесе кала. Юрать-и? Сана ĕнтĕ комендант темелле пулать-и-ха пирĕн?
— Тем тейĕр ĕнтĕ эсир, çамрăксем. Ваттин куçĕ кирлĕ терĕ те председатель, килĕшрĕм.
— Чее вăл, Платон Андреевич. Çамрăксемпе пĕрле пултăр та час ан ватăлтăр тенĕ. Çавна та чухламастăн-и, Алтатти аппа?
— Ку чухнехи çамрăксемпе темле çав. Ватăлтарма мар, вăхăтсăр çĕре кĕртмесен пырĕ, — терĕ те Алтатти аппа шăпăр ярса тытрĕ.
— Халех йĕрлесе пĕтеретĕр, куртăр пулсан тухса кайăр-ха.
— Куртăмăр, килĕшрĕ, — терĕ те Раман крыльцаран сиксе анчĕ.
Кайма тесех пуçтарăннăччĕ ĕнтĕ, урамра машина сасси илтĕнчĕ те, кĕçналăк уçăлса кайрĕ. Кам килсе кĕрессе кĕтсе чарăнса тăтăмăр. Платон Андреевича курсан Алтатти аппа та картлашка тăрăх йăпăртатса чупса анчĕ. Виçсĕмĕр те председатель çине мар, унпа пĕрле килнĕ карта хĕрринче хăюсăр тăракан хĕр çине пăхатпăр.
Çаврака питлĕ, пĕчĕк сăмсаллă, тĕм хура çӳçлĕ хĕр картишнелле пĕр-икĕ утăм турĕ те, курса савăнăр апла пулсан тенĕ пек, пире хирĕç çаврăнса тăчĕ. Шур плащне, çур пуçран çыхнă чечеклĕ çӳхе тутăрне тĕсесе тăнă самантра пирĕн куçсем тĕл пулчĕç те, иксĕмĕр те харăсах пуçсене усрăмăр.
— Атя-ха, Веркка, пӳлĕм суйлар, — правур калаçрĕ Платон Андреевич.
Пире асăрхарĕ те кăчăк туртма тытăнчĕ.
— Пулăшăр-ха, каччăсем.
Хĕр сăлпăрккăлансах кайрĕ. Ирĕксĕртен тенĕ пек кăна верандăна хăпарчĕ, алăк урати урлă каçма именсе тăчĕ.
— Килĕшет-и? — темиçе хутчен те хыттăн ыйтрĕ Платон Андреевич.
— Ăхă, — аран-аран сасă кăларчĕ Веркка.
Эпĕ пуç çаврăннине, чĕре йăшканине туйса илтĕм. Кун пекки хальччен нихçан та пулманччĕ-ха. Урасем те тĕнсе ларчĕç пек.
Веркка çине тепре пăхса илмелĕх хăюлăх пуçтарса асапланнă хушăра Платон Андреевич Алтатти аппапа Рамана мĕн-мĕн тумаллине хушса хăварма та тухса кайма ĕлкĕрчĕ. Раман верандăн çӳлти картлашки çине тăнă та хăлаçлана-хăлаçлана калаçать.
— Ырă кӳршĕ тăвантан паха, — тет вăл, — ку юлташĕ пирĕн аван ачах. Унпа пĕр чĕлхе тупатпăрах. Мĕн туса пулăшмалла халь пирĕн? Эпир хатĕрех, Веркка.
Мана чĕнсе илчĕ. Илтмĕш пултăм. Чупса пычĕ те мана алăран çавăтрĕ.
— Атя Веркка япалисене йăтса килер. Ку таранччен медпунктрах выртса тăнă иккен. Тăнă çĕртех çывăрса кайман-и эс, Клим?
Каяс тесе мар, çын утнине курса Раманпа Веркка хыççăн танкăшса пытăм. Медпункт умĕнче чарăнмаллине те хам пĕлес çукчĕ пулĕ. Раманпа Веркка япаласем пуçтарнă, вĕсене çыхнă хушăра мĕн пулса иртнине ăнланас тесе тертлентĕм. Çан-çурăм тăрăх ăшă çу ирĕлсе аннă пек туйăна-туйăна каять, чĕре таппи тăнлавра янраса каять, алă-ура киленсе канать, анчах чун темшĕн вĕткеленсе тăрать. Тем çитмест, тем ытлашши. Аптăранипе Рамана тарăхса ятлас килсе тăрать. Вăл мана, ĕçрен канас çынна, кунта илсе килчĕ. Вăл мана председатель пӳлĕмне ертсе кĕчĕ. Вăл, вăл, вăл... Ăна пулах пĕтĕм пурнăçăм урăхланать-и-ха? Çак самантра мана хальччен пĕлмен туйăм тăлласа лартнă та, хам тĕллĕн утăм тумалăх та ăс-хакăлпа вăй-хал юлман. Раман, Платон Андреевич, Веркка ирĕкне парăннă эпĕ халь. Вĕсем мĕн каласан-хушсан та пружинланă пукане пек сиккелеме тытăнатăп. Çынсем мĕн шутлĕç тесе именме мантăм. Колхоз общежитине пурăнма куçас килсе кайрĕ. Раманпа Веркка тухиччен шухăшăм çирĕпленсе çитрĕ те. Куçатăп, куçатăп, куçатăп...
Медпункт алăкĕ кăштăртатса уçăлчĕ те, Раман вашлаттарса тухрĕ, ман хăрах алла сăран чăматан, тепĕрне темле тĕрке тыттарчĕ те каялла вĕçтерчĕ. Никама та кĕтсе тăрас килмерĕ, йăтăрлантăм та халь кăна килнĕ çулпа каялла уттартăм, çитрĕм те общежитие Алтатти аппана ним сăмах чĕнмесĕр чăматанпа тĕркене веранда урайне лартрăм.
— Хăвах куçса килмерĕн пулĕ те? — тарават ыйтрĕ Алтатти аппа.
Сăмах тавăрса калама та ӳркентĕм. Никам куçне те курăнас килмерĕ. Çурт кĕтесĕнчен пăхса тăтăм-тăтăм. Раманпа Веркка таврăнмассăнах туйăнма тытăнчĕ.
Ăçта каяссине, мĕн тăвассине пĕлмесĕрех вăрман еннелле çул тытрăм, сукмак çине ӳкрĕм. Утрăм та утрăм. Мăньял çулĕ çине тухнине те сисмен. Çурма çула çитсе те пыратăп ĕнтĕ.
Сасартăк темле вăй тытса чарчĕ мана. Тавçăрса илем-ха тесе йăн та ян пăхкаларăм. Ман умра Веркка тăнăнах, малалла ямастăп тесе аллисене сарса хунăнах туйăнма пуçларĕ. Нимле тĕшмĕше те пуç тайман хальччен, анчах каялла çаврăнтăм.
Ку ялтан ниçта та, ниçта та каяс килмест.
Çамрăклăх йăнăшне каçараççĕ.
Мĕн пулать — пултăрах терĕм те таçта тарса çухалнă те-веткеллĕхĕме чĕнмерĕм, тархасламарăм. Мана пурте-пурте: Платон Андреевичăн сăмахĕсем те, Раман кăмăлĕ те, Верккан хĕрлĕхĕ те — иккĕлентерчĕç пулин те, курăнми темле вăя парăнасах терĕм пулмалла. Таврăнтăм малтанхи хут Верккана курнă вырăна. Татах, татах пĕрре пăхсах ăрăмланă куçсене курас та пуç çаврăннине, чĕре йăшканине туйса тăрас килчĕ. Ун чухнехи туйăм сĕврĕлнĕ иккен. Ун вырăнне канăç-сăрлăх тулнă. Чун та, ăс-тăн та лăпланасшăн мар. Хам та лăпкăлăх кĕтесне ниçта та шырас темерĕм.
Хăшкăлтăка ернĕ Раман таçтан сиксе тухрĕ те шартах сиктерчĕ.
— Ăçта çухалса çӳретĕн вара? Правленире пултăм, асаннӳ патне кайса килтĕм. Атя, Веркка чей ĕçме чĕнет...
Верккапа Раман пӳлĕме хăтлама ĕлкĕрнĕ. Тĕкĕр çакса хунă, сĕтел çиттине сарнă. Ун çинче алюмини чейник пăсланса ларать. Веркка сумкăран улма-çырла, канфет-пĕремĕк кăларать, ĕçленĕ май пире çине-çинех сĕтел хушшине ларма чĕнет.
— Апатран аслă пулмаççĕ, — терĕ те Раман мана пĕр пукан çине вăйпах лартрĕ.
— Пур пеккипе çырлахăр, каччăсем. Ăхă-и? — Веркка куллине те кăтартрĕ.
Именнипе ун куллине килениччен пăхаймарăм. Нимĕнпе те танлаштарас килмерĕ ăна. Хĕрупраç сурăх чаркаланса тăнинчен те кулать теççĕ-ха, Веркка вĕсен йышшинчен мар пулас, пули-пулмишĕнех шăл кăтартмасть. Кулă пĕлтерĕшне хаклама пĕлет. Кайран та унăн пичĕ çинче çакăн чухнехи пек тивлетлĕ кулă тăнине курман вара. Ахăртнех, ку хăйĕн кун-çулне тав туни пулнă.
Пăсланакан чей куркине çавăркаланă май хамăра эпир пурнăçри чи кăткăс ыйтусене татса паракансем пекех тыткаларăмăр. Ĕçлĕн кăна калаçрăмăр, пĕрне-пĕри пӳлсе хаваслă шӳтсем пере-пере ямарăмăр. Раман, ашшĕ йăлине хывса илнĕскер, сулахай тăнлавне пӳрне вĕçĕпе сăтăркалать.
Хистесе ыйтмасăрах Веркка хăй пирки каласа пама пуçларĕ. Шупашкарта çуралнă иккен вăл. Улттă тултарсан ăна кукамăшĕ патне Сайрахвана килсе янă. Ултă çул хушши кăна ашшĕ-амăшĕпе пурăннă. Хĕрĕ хăйсен ячĕсене манса каясран посылка ярса тăраççĕ. Икĕ-виçĕ çулта пĕрре курма килеççĕ. Икĕ хутчен Верккана та кăнтăрти курорта илсе кайнă. Сайрахва ялĕнчех вунă класс пĕтернĕ. Шупашкарти медучилищĕне кĕнĕ чухне амăшĕ таврăннă пулнă, унтанпа Веркка ăна курман-ха. Строительсем иккен Верккан ашшĕпе амăшĕ. Монголире икĕ çул ĕçленĕ, унтан таврăнсан Шупашкарта кооперативлă хваттер, гараж туяннă. Пусăрăнса пурăнма тытăннă кăна, тахăшĕн, те ашшĕн, те амăшĕн, кăмăлĕ тивĕçмен те, Çурçĕре ĕçлеме тухса кайнă. Унтанпа килĕшӳ вăхăтне тăстарсах пыраççĕ. Тепĕр темиçе çултан хĕрĕх урлă каçнă пенсионерсем пулса пуçĕпех таврăнмалла-ха. Хăйсем ĕмĕтленнĕ тăрăх, çавăн чухне кăна чăн-чăн пурнăç пуçланать те. Веркка медучилищĕре вĕреннĕ чухне те хăйсен хваттерĕ пур çинчех общежитире пурăннă. Хваттерне урăх çынсене янă пулнă. Пĕр пӳлĕмне çăраласа илнĕ. Унта маччана çитиех хаклă япала купаласа хунă. Гаражне те вăхăтлăха такама панă.
Ку япаласене Веркка кукамăшĕ урлă кăна пĕлет. Ăна пурне те каламаççĕ, кил-çурт, укçа-тенкĕ, пурлăх-ырлăх ĕçне хутшăнтармаççĕ.
Мăннисем виççĕн тан саншăн, сан пуласлăхушăн тăрăшатпăр тенине Веркка хăйле ăнланать. Эгоист ашшĕ-амăшне нихçан та каçармăп, вĕсен пурлăхне пая кĕмĕп тесе тупа тунă. Училище пĕтерсен те кукамăш ялне таврăнма туман, суйласа илме май пур çинчех Хурнай ялне килнĕ. Çакна вăл пурнăç пӳрни тесе шутлать. Хурнайпа Сайрахва хушши мĕнпурĕ те виçĕ çухрăм кăна, анчах икĕ ялĕ икĕ района кĕнипе кунти çынсем сайра хутшăнаççĕ. Ĕмĕртен пыракан тăванлăх-хурăнташлăх йĕрĕсем пулмасан ку чухнехи çамрăксем пĕр-пĕрин патне евчĕсем яма та тавçăрас çук пулĕ. Халĕ çапах та Сайрахва хĕрĕсем Хурнай, Хурнай хĕрĕсем Сайрахва кинĕсем пулкалаççĕ.
— Ман ятпа перекет кĕнеки уçнă, хăйсем ĕçлесе илнĕ укçан пĕр пайне хурса пыраççĕ. Кĕнеки хăйсенче те, мĕн чухлĕ пухăннине пĕлместĕп.
— Ямăт укçаран кам пăрăнни пур? — кăшкăрнă пекех каласа хучĕ Раман. — Эсĕ пĕве çитнĕ хĕр. Каяр та Шупашкара çур универмага сутăн илсе килĕпĕр. Эпир, Климпа иксĕмĕр, пулăшăпăр. Санран пуян хĕр таврара пулмĕ.
Раман ман енне кăллĕн пăхса илчĕ. Эпĕ хуравламарăм та, вăл шăпланчĕ. Веркка ырă шăршăллă чее вĕттĕн-вĕттĕн сыпнă май тем шухăшларĕ.
— Хă, — терĕ вăл тута елпĕртсе.
Чей куркине айккинерех тĕртсе лартрĕ, кофта çаннисене чавса таран тавăрчĕ, илемлĕн кăна чавсаланчĕ те пирĕн еннелле ӳпĕнчĕ.
— Ямăт укçа çынна пăснине пĕлетĕр-и эсир? Пĕлмесен те илтнĕ. Манăн çын пекех пăсăлмасăр пурăнас килет.
— Çын пек пурăнма шăпах енчĕк тулли пулмалла та, — терĕ Раман.
Веркка, юнтарнă чухнехи пек, тута тăсрĕ те лăпкăн кăна тавăрчĕ:
— Ку чухне чи пĕчĕк укçа илекен те çынпа танах çӳреет. Кăмăлăн чиккине кăна пĕлмелле. Ăна вĕçертсе ярсан вара никама та укçа çитми пулать. Çавă кăна, урăх нимĕн те çук.
— Ват çын пекех калаçатăн, — сăмахсăр юлас килмерĕ манăн та. — Кукаму вĕрентнĕ-и?
— Кукамай кăмăлĕ манра пĕр чĕптĕм те çук. Уншăн çав тери хĕпĕртетĕп. Кукамайăм ман, — кам темелле-ха ун пеккине? — пĕрре пăхма килпетсĕр те кĕçмек çын мар. Çынран кая та, катăк та мар. Анчах такамран тем пытармалла ун. Такама темшĕн кĕвĕçмелле. Пархатарсăр пулам мар та, мана нихçан та килĕшмен вăл. Вăрттăн кăмăллă çынсене юратмастăп. Çын тенин мĕн шухăшлани чĕлхе çинче, мĕн туни умĕнче пултăр. Вăрттăн хăтланасси вăл — чиркӳ çыннисен йăли. Ман кукамайăм та чиркӳ двадцаткинче тăрать...
— Сана та кĕлĕсем вĕрентет-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Мана чиркӳ енне сĕтĕрмест. Килте те ман умра кĕлĕ туман. Тухса кайма калать. Анчах минтер айне тимĕр хĕрес хума манмасть. Пальто аçлăкĕ айне, кĕсье тĕпне çын курмалла мар, хыпашласа тупмалла мар хĕрессем çĕле-çĕле хурать. Кунта тухса килнĕ чухне те япаласене пурне те тĕрĕслерĕм пек, анчах, пĕлсех тăратăп, таçтан, пачах кĕтмен çĕртен, хĕрес сиксе тухать-тухатех. Çын çинче турă пирки калаçмасть. Карчăксем пуçтарăнсан чыхăнса кайичченех пăшăлтатаççĕ: хоспоти, помилуй, хоспоти, ан пăрах... Анчах хăй çав тери каймăк çын. Мĕнпур усаллăхĕ çавăнтан килет. Манăн аннене укçа-тенкĕ турăран маларах хума вĕрентнĕ, мана çав йăларан пистерчĕ...
— Капла пит килĕшсе кайрĕ ларма, — терĕ Раман. — Чей сивĕнет, калаçнипе кăна мар, чей ĕçер тата.
— Авалхи аристократсенчен кая мар ларатпăр, — терĕм эпĕ те.
Раман, чăнах та, хăйне киносенче кăтартакан çамрăк ари-стократ пек тыткалама хăтланчĕ, анчах ун хăтланкаларăшĕсем кулăшла пула-пула тухрĕç.
— Ку чухнехи çамрăксемех пулар-ха, — асăрхаттарма васкарăм эпĕ.
— Эпĕ хирĕç мар, — ман майлă пулчĕ Веркка. — Антуан де Сент-Экзюпери çынпа çын ирĕклĕн калаçма пултарнине пысăк пуянлăх тенĕ-и-ха?
— Халĕ çынсем пĕр-пĕрин патне хăнана кирлĕ ĕç тума кăна çӳреççĕ. Пуçлăха юрамалла-и, ĕçе вырнаçмалла-и, темле хут тутармалла-и — чикеççĕ те хаклă эрех каяççĕ хăнана. Маннă йăлана асаилтĕмĕр иккен паян, Веркка, сана пула...
Килнĕ хăнан кайни паха тенине асрах тытакан Раман ура çине тăчĕ. Манăн татах та ларас килетчĕ.
Пĕрремĕш юрату, унăн савăнăçĕпе асапĕ çинчен эпĕ çав тери нумай вуланă. Çавăнпа кĕнекесенче çырса кăтартнă çамрăк çынсен туйăмне хамăннипе танлаштарса пăхатăп та — нихăш калăпĕ те мана юрăхлă пек туйăнмасть. Никам пек те пулас килмест хамăн та. Верккана та никам пек те тăвас килмест. Ăшри туйăма хамра кăна усрасчĕ тетĕп. Ун пирки пĕр çын та ан пĕлтĕр... Верккана хăйне каланă пулăттăм, анчах хăратăп. Пĕр кунта çуралса канăçсăрламалăхах аталаннă туйăм хăй хăратать. Чăнах та юрату-и вăл? — Çакна чухламалăх та манра тăрă хал çук.
Раман мана хăйĕнчен аякка ярасшăн пулмарĕ. Эпир унпа пайтахчен ĕçсĕрленсе ял тăрăх çӳрерĕмĕр. Раман такама шыранă пек туйăнчĕ. Тĕл пулас тенĕ çыннине курас шанчăкĕ çухалчĕ пулас та килĕ еннелле çаврăнчĕ. Эпир чĕмсĕррĕн утрăмăр, хăйĕн пӳлĕмне кĕрсен ман çине чылай хушă куç çĕклесе пăхаймарĕ. Иксĕмĕр ик кĕтесе тĕршĕнтĕмĕр те Кăтюк аппа каçхи апата чĕничченех пĕр сăмах та чĕнмерĕмĕр.
Улттăмĕш сыпăк
Раман мĕнпе ăш çунтарнине тĕп-тĕрĕс пĕлменччĕ-ха. Тем тĕшмĕртеттĕм. Хамăн та Веркка асапне никама та пĕлтерес килмесчĕ те, унăн та çавах пулнă ĕнтĕ. Кун вĕçленессĕн туйăнмастъ. Ирхине хĕвел хăпарса çитет те — анма манса каять пулĕ тесе шухăшлатăп вара. Веркка сăнарĕ умăмрах куçса çӳреме тытăнсан пушшех ним тума аптăратăп.
Канмалли куна кĕтсе илсен пурнăç тивлечĕ йăтăнса аннă пекех туйăнать. Мăньялпа Хурнай хушшине хамăн сукмакăма хыврăм. Кĕскелсе те кĕскелсе пырать вăл.
Мăньяла мантăм. Хурнайри ташă каçĕсене илентĕм. Кунта мана пурте хăйсен çынни тесе шутлаççĕ.
Культура çуртĕнче Раман ушкăна явăçмасть, манран та тарса çӳренĕ пек туйăнать. Иксĕмĕр пырса кĕретпĕр унта, Раман кружоксен класĕсен алăкĕсене уçа-уçа пăхма тытăнать. Унтан пачах куçран çухалать. Мана кĕтсе ларма хушать, часах таврăнатăп тесе шантарать.
Вăл унта-кунта çӳренĕ хушăра кассетăллă магнитофон çĕкленĕ çамрăкпа юнашар алăк умĕнчи тенкел çинче лартăм. Çине-çине мана каскадер та каскадер тесе чĕнме тытăнчĕ те — кӳрентĕм.
— Атте-анне панă ят пур ман, — терĕм. — Пĕлместĕн пулсан калам, Клим ятлă эпĕ.
— Ан кӳрен, — хулпуççинчен лăп-лăп тутарчĕ çакă, — юратса, хисеплесе калатăп. Гамиль теççĕ мана, хут çинче Гамильтон. Эпир виççĕн пĕртăван, виçсĕмĕре те импортлă ятсем парса тухнă. Асли Альвин, вăталăххи Велиштон. Эпĕ ав Гамильтонах çитнĕ.
— Хăшĕ вара, аçу-и, аннӳ-и пит тăрăшнă?
— Атте! Моряк пулнă вăл. Тĕнче касса çӳрес тенĕ те, май килмен çав. Халь Сайрахвара кĕтӳ кĕтет.
Гамиль ман çумарах сиксе ларчĕ.
— Председателе те вăрçас килет ман. Пурне те вăрçас килет. Платунĕ яла, колхоза çамрăклататăп тесе аташса çӳрет. Çакăнта, клубра, йĕрке тумалла малтан. Çакă вăл — çамрăксен йăви... Сирĕн унта, Мăньялта, пирĕнни пек мар пулĕ-ха?
— Çӳремен, пĕлместĕп...
— Киличчен килес килет çакăнта, килсен ларатăн вара йӳçсе. Те каяс та киле, пуçланă кĕленче пурччĕ, ярас çавна çăварĕнчен...
— Эс сыпакан çын тĕслĕ мар-çке.
— Сыпакан тĕслĕ те пулăн кунта... Чăн-чăн пурнăçпа пурăнас тесен ялта мĕн тумалла-ши? Эс пĕлместне?
— Мĕн тумалла-и? Çемье çавăрмалла, ача-пăча çуратмалла, пуç çĕклеми ĕçлемелле... Тата мĕн калас?
— Пурте пĕр пекех иккен çынсем. Кампа калаçан — пурте çапла теççĕ, авланса яр, ача-пăча çуратса тултар теççĕ... Çыннăн хăйне валли те пурăнас килет пулсан... Тата кунта авланас тесен те авланаймăн. Çуралнă пек, пĕве çитнĕ пек хĕрсем пурте туха-туха тараççĕ. Чăваш хĕрĕсем сăпайлă тесе вĕсене арăм тăвас текенсем пур çĕрте те — Калининградран Инçет Хĕвелтухăçĕ таранах — нумай. Тухса кайнисенчен каялла таврăнакансем çук та вĕт. Кунта, ялта, ниçта вырнаçайманнисем те, ятне-шывне янисем те тухса каяççĕ те вăрăм сăмсаллă арçын тупса яраççĕ. Пирĕн чăвашĕсем вара майра илес тесе кастарса çӳреççĕ. Майри хăйне шăршлă чăваш тесе вăрçать. Тӳсет те пурăнать ухмах чăваш... Шашкăлла вылятна?
— Рамана кĕтмелле ман.
— Рамана? Вăхăтна та сая ан яр. Муза хыççăн тухса чупрĕ вăл. Хам куртăм.
Ĕненмерĕм-ха, çапах та ларса йăлăхнăскер Гамиль хыççăн тăрса утрăм. Эпир пĕр тăрăхла пӳлĕме кĕтĕмĕр. Кунта шкул ачисем те, туяллă ватăсем те пур. Шашка-шахмат пурне те тивĕçменнипе черет кĕтсе тăраççĕ.
— Кунта та эпир ытлашши, — тарăхса кайрĕ Гамиль. — Çаврăнса тухса каймалла-ши?
Хамăн та ларас-тăрас килмест. Çамрăк кĕрĕм ташă пуçласан кăмăл пушшех тăвăнма пуçларĕ. Сăмах панă çинчех Веркка ташă каçне килмерĕ.
Кĕтсе тăма каланă Раман çухалчĕ, ман çинчен мансах кайрĕ. Вăл халех килсе тухмасан каçа хирĕç Мăньяла тухса утасси кăна юлать. Çакна Гамиль сисрĕ те тархаслама тытăнчĕ.
— Пăрахса ан кай мана. Юрать-и? Çакăн пысăкăш ялта ман пĕр юлташ та çук. Калаçас килет.
Килĕшсе те, килĕшмесĕр те сăмах хушмарăм, чĕнмесĕр тăтăм. Выçă анчăк çури пекех тархасласа куçран пăхрĕ те, унпа пĕрле пулма сăмах патăм.
— Çуралнă кил тамăк пек туйăнма пултарать-и? Пултарать çав. Мĕнле çăлăнмаллине те пĕлместĕп. Платун ĕç памасть. Тухса каяс тесен анне ямасть. Председатель мана кăна мар, пирĕн йăха темшĕн юратмасть. Кăçал ферма кĕтĕвне кĕтме те шанмарĕ, унта, кĕтӳçре, çулпа лӳпперленнисем çӳреччĕр терĕ. Çаплах çу каçрăм. Утçинче капан купалама тухрăм, вырмара урасем турăм. Хĕле кĕрсен мĕн ĕç тупăнасса пĕлместĕп те. Пĕлтĕр хыр лăсси каснăччĕ. Эпĕ те механизатора вĕренсе тухнă. Те района кайса евитлемелле? Сирĕн патăрта кирлĕ мар-и механизаторсем? Çук ĕнтĕ, эсĕ хута кĕнипе илмĕç çав мана. Платун телефон умĕнчех ларать, унти пуçлăхсене йĕпетсе парĕ те...
— Пустуях ан хуçăл-ха.
— Ку магнитофонĕ те йăлăхтарсах çитерчĕ. Тапса кăна ярас килет.
— Ан хăтлан-ха ун пекех. Япала нимшĕн те айăплă мар.
— Çут тĕнчепе пĕрле вăл та мана хирĕç пынă пек туйăнать.
Ман пурнăç асапĕ çинчен калаçнă чухне çын çăварне хуплас килсе тăрать те, Гамиле чарас килмерĕ.
— Çын каяшĕ кăна пулас килмест. Пĕлетне çавна, — темиçе те каларĕ ĕнтĕ.
Çак сăмах йăлăхтарчĕ, тепре персе ярсанах пăрăнса утатăп тесе шухăшларăм. Хăмăр куçĕсем Гамилĕн кăварланнă кăмрăк пек тĕлкĕшекен пулчĕç. Вĕсенче ăраскаллăхпа хăюлăх мар, курайманлăхпа усаллăх палăрчĕ те, пăрăнса утмах тăтăм, анчах Гамиль пĕр пахматсăр çанăран çатăрласа тытрĕ.
— Эсĕ те ютшăнатăн-и?
— Çук-çке. Манăн Рамана тупмалла.
— Юрĕ апла, эсирех лайăх пулăр, эпех япăх пулам, эсирех тивлетлĕ те тутă ггулăр, эпех çапкаланса çӳрем. Пĕлессӳ килет пулсан — эпĕ те механизатор, шофер прави те пур, СПТУ пĕтернĕ...
Мĕн тăвассине пĕлмесĕрех иккĕмĕш хута хăпарса кайрăм. Манăн ниçта та чарăнса тăрас килмерĕ. Утрăм та утрăм. Темиçе алăка уçа-уçа пăхрăм. Юлашкинчен тусанлă пĕр пӳлĕме пырса кĕтĕм. Маччаран тĕсне çухатнă абажур çакăнса тăрать, алăк сули çумĕнчи шкап тăррине темле-темле хут тĕркисем купала-купала хунă, кивĕ музыка инструменчĕсем çакăнса тăраççĕ. Ансăр чӳрече умĕнчи сĕтел çинче гуашь кĕленчисем лараççĕ, хытса кайнă кисточкăсемпе хуçăк вĕçлĕ кăранташсем сапаланса выртаççĕ. Ларса тăма пукан таврашĕ те çук. Таçтан, сĕтел айĕнчен, сăран сăрнă кивĕ пукан туртса кăлартăм, урисем тĕрĕс-тĕкел пулнине курса ĕненсен ун çине лартăм. Кăмăлăма пăснă Гамильтонран хăпма май килнĕшĕн савăнтăм та-ши? Кивĕ мандолинăсене тыткаласа пăхрăм. Темшĕн тата сывлăш йывăрланса çитнĕ пек туйăнчĕ. Чӳрече витĕр каçхи тĕттĕмелле пăхса тăрас, çав тĕттĕмлĕхре шăпах хама кирлине тупас килчĕ. Хускалми, сасă туми тăтăм та, тăтăм. Те ыйхă, те тунсăх пусса илчĕ. Кивĕ пукан çине ларсан çывăрса каясса пĕлтĕм. Çамкапа сивĕ кантăка перĕнтĕм те çаплах урамалла пăхатăп. Мĕн курăн ĕнтĕ каçхи ял урамĕнче? Икĕ ӳсĕр арçын тем пайлама тытăннă та çĕмрĕк çил арманĕсем пек хăлаçланаççĕ кăна. Вĕсене курас килмере те хупрăм куçсене.
Чӳрече леш енне ырă пирĕшти вĕçсе килсе ларчĕ. Унпа калаçма тесен хапăлах-ха. Пирĕштисем çынсем пек мар, вĕсем суйма пĕлмеççĕ. Эпир ăна мĕнле вăлтам та, мĕнле шăтăк кимĕ çине лартам тесе кăна пурăнатпăр. Хăвăнтан лайăхраххине мĕн туса та пулин чăрмантармалла, ура хумалла. Тасатса хăварĕ ку пирĕшти ман чуна-ăша тесе шутларăм та пурнăçăмра мĕн усал тунă-ха тесе асаилме тытăнтăм. Пирĕшти умĕнче пуç чиксе тăмалăх çылăх тăвайман та иккен хам. Пĕр сăмах кăна кирлĕ мана унран, калатăр та çавна — ĕмĕр-ĕмĕр хавхаланса пурăнăп. Юрататъ-и мана Веркка?
— Ырă пирĕштийĕм, — пăшăлтатрăм хам, — каласам...
Вăл каласа, эпĕ илтсе ĕлкĕреймерĕм, ним кĕтмен çĕртен алăк хăйăлтатса уçăлчĕ те, пирĕшти куçран çухалчĕ. Эпĕ те куçсене уçрăм.
— Мĕн туса тăран кунта? — илтрĕм Тюмеров художник сассине.
Чĕнмерĕм, шарламарăм. Тюмеровăн ӳсĕр сассинчен те хăрамарăм.
— Мĕн те пулсан çухалсан, асту, сана калатăп, — терĕ те таса мар сетелĕ патне иртрĕ. — Ĕçес килет-и? Ман пур.
— Çук, — татса хутăм та тухса кайма тăтăм.
— Лар калаçса манпа, — çемçенрех сăмахларĕ Тюмеров. — Мĕн пысăкăш ялта юлташ тупаймастăп. Киномеханик авланса Шупашкара кайрĕ те, пĕчченех тăрса юлтăм. Астарса илсе килчĕ малтан Платун, вăл та пулать, тепри те пулать терĕ. Хăй эпĕ пуррине мансах пурăнать. Халь ĕнтĕ общежитие вырнаçтарчĕ. Салтакăн казарма, хусахăн общежити... Паллă... Ĕçетне, çук-и? Ярса паратăп...
— Çук терĕм-çке.
— Хăвăнне ху пĕл. Колхоза çамрăклататăп тесе Платун илсе килчĕ те ссылкăри пек усрать. Унта хăть патшалăх шучĕпе выртса тăма кравать параççĕ, кунта ним те памарĕ. Çак пӳлĕмре хаçат тĕркисем çинче çывăрса тăратăп. Йăлтах йăлăхса çитрĕм. Пулмастех капла. Хамран çичĕ çул аслăрах та, пултăр, кайса кĕретĕп киле. Чăн юрату пӳрмен пулсан хам арçын иккенне хăть манса каям мар, хĕрарăмпа çывăрса курам...
— Шанчăк пĕтнĕ çын пекех калаçатăн.
— Пĕтнĕ çав, пĕтнĕ шанчăк, — терĕ Тюмеров мана тĕсенĕ май.
Тахçан ӳтлĕ çынах пулнă пулас та, пит хухса кайнипе çийĕнчи туме-тире шалпарланса юлнă, пит шăммисем тăртăнса тăраççĕ, килпетлĕ пулнă аллисем вăрăмланнă пек туйăнать, хăй те пĕвĕпе-сийĕпе хăйне мар, урăх çынна асаилтерет. Çутă ултавĕ мар-и ку тесе урăх вырăна куçса тăтăм. Тюмеров сăнĕ-пичĕ çавах иккенне ĕнентĕм те пусăрăнса шухăша путрăм. Ман пĕр япалана ӳлĕмхи валли тĕшмĕртес килетчĕ. Хăй начар пурăннине пĕле тăркачах çын мĕн-ма пурнăçне улăштарма тăрăшмасть-ха?
Ĕçке ернĕ çынсене вăрçаççĕ, ирĕксĕрлесе сиплеççĕ. Çынни хăй шăпипе килĕшӳ тунă пулсан — вăл унран иртсе пĕр утăм та тумасть, тăвасшăн та мар. Ку Тюмеров та хăйĕн сумсăр кун-çулне ылханма кăна пĕлет. Тыт та касса кăна тат ăна, кăкарса тăракан кун-çул пăявне. Татасшăн мар-çке-ха. Анаталла анма ансат тени çавă пулать-ши ĕнтĕ? Çавăнталла, анаталла, сулăннă çыннăн малтан чарăнса тăмалла та шухăша путмалла пек, унтан каялла, тăвалла, çаврăнмалла пек.
— Малтан калаçнă чухне Платун ялти студи уçатпăр тесе хавхалантарчĕ. Вăхăтлăха ĕçле-ха Культура çуртĕнче терĕ те, кино, концерт афишисем ӳкеркелесе пурăнатăп. Виçĕ ветеран портретне турăм. Лешсен тӳлемелĕх укçиех çук та, çитерсе, ĕçтерсе тăраççĕ. Ак çак кĕленчене те хам укçапа илмен. Çавсенчен пĕри парса ячĕ. Халăх хорĕ тăватпăр тесе пĕр композитора илсе килнĕччĕ, вăл ик уйăх та тӳссе пурăнаймарĕ, тухса шурĕ...
— Эсĕ те вĕçтер.
— Ман каймалли ниçта та çук, — хаш сывларĕ Тюмеров. — Свердловскра театр художникĕ пулса нумай ĕçленĕ эпĕ. Ухмах мар-и? Пĕр артисткăна качча илтĕм те, çăвара пĕçермеллипех пĕçерчĕ. Халь тин чĕрере мĕнле те пулин туйăм пур тесен ан ĕнен. Ним те — кĕл те, кăмрăк та юлман. Çав асар-писер тĕнчерен тарса çакăнта килнĕ-çке. Калле çав тĕнчене тухас килмест. Мана пуçларăм-ха вупăр тĕлĕкне. Алă киçтĕк тытакан пулчĕ. Чун киленмелли япаласем ӳкеретĕпех, анчах унччен манассине тĕппипех манмалла, тасалса çитмелле... Ман аттепе анне чăвашсемех, мăшăрланнă-мăшăрланман Çепĕре куçса кайнă. Иккĕшĕ те Тĕмер чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ тетчĕç. Тĕплĕ ыйтса юлман çав хам та, кирлĕ ггулать темен ĕнтĕ. Тĕмерĕсем Чăвашра пĕрре кăна та мар иккен. Арăм урама хăваласа кăларсан, хальччен хам чăваш иккенне пытарса пурăннă çыннăн, манăн чăвашлăх çĕнĕрен хускалса кайрĕ. Ман ун чухне темиçе çул та пулнă, бомж пулса кайма та пултарнă, тепре авланма та май пурччĕ. Ĕçрен никам та хăваламан мана. Тепĕр хваттер те илейнĕ пулăттăм-и? Тытрăм та хушамата улăштартăм, пур-çук укçапа Шупашкара килтĕм. Шăп ĕç шыраса çӳренĕ чухне Платуна тĕл пулса паллашма тӳр килчĕ те... Вăрçам мар-ха ăна та...
— Платон Андреевич Хурнайне нумай çĕнетрĕ. Магазине мĕне тăрать, икĕ хутлă. Çав çуртрах кафе, кулинари магазинĕ. Хуларинчен кая мар.
— Тунă-ха, ним те каламастăп. Медпункт та пур. Ку тата, Культура çурчĕ, пĕрре те начар мар... Алли çитеймест пулĕ-ха. Студи валли çурт тупăнсанах майлашăнса каятăп та-ха... Атя, ĕçсе пар пĕрне.
— Çу-ук, хăнăхман, тепĕр кун хăстарса пĕтерет...
— Хăвăнне ху пĕл, — терĕ те Тюмеров тулли стакан ӳпĕнтерсе хучĕ, тивлетлĕн кулса ячĕ, ман енне чалăшшăн пăхса илчĕ те кĕленчине пăкăларĕ, ăна сăрă кĕленчисем хушшине шкапа лартрĕ, кăмăлăм тулчĕ тенĕн аллисене сăтăркаларĕ те шухăшлăн каласа хучĕ: — Ыраттарса выртам мар-ха аяк пĕрчисене, каям Мила патнех...
Манăн та ку пӳлĕмрен тухмаллине ăнлантăм та васкама пуçларăм. Тюмеров алăк уççи шырама тытăннă çĕре коридора тухрăм, хутлантăм та сулмаклăн утса кайрăм. Веркка канмалли кунсенче кукамăшĕ патне кайнине паçăрах-паçăрах тавçăрнăччĕ-ха, апла пулин те ташлакансем хушшинче ăна ăнсăртран курмăп-и тесе кĕрлесе тăракан çутă зала кĕтĕм. Ташлакансем хушшипе иртнĕ чухне Раман сасси пулнă пек туйăнчĕ те чарăнса тăтăм, анчах та çынсене ташлама мăшăр суйлатъ ку тесе ан шухăшлаттартăр терĕм те çынсен хушшинчен тухрăм. Раман чĕнетех пулсан та хăй чуптăр ман хыçран, вăл мана пайтахчен хăйне кĕттерсе лартрĕ тесе шутларăм. Раман мана шыраса пымарĕ. Культура çуртĕнчен тухсан пĕр хушă кĕтсе те тăтăм.
Çутăран тухнăскер таврара мĕн пуррипе çуккине курмарăм-ха. Кăшт вăхăтран тин куçсем хăнăхрĕç те, пĕлĕт анине кĕмĕл тĕпренчĕкĕсем сапаласа тухнине асăрхарăм. Ку кăмăлăма хăй патне, пĕлĕтелле, туртса хăпарса кайрĕ пулас, самантрах çăмăллантăм, кăмăл пусăрăнчăкĕ чĕптĕм те юлмарĕ.
Кун пек чухне хитре ĕмĕтсем çуралнине кам туйса курман, кам пĕлмест çакна? Хăлатланас та вĕçсе çӳрес, хытăрах юратас килет.
Асатте килĕ мĕн-ма аса та килмерĕ-ха? Çĕр каçма унта кăна каймаллаччĕ-çке. Каçа пăхмасăр Мăньял çулĕпе утса кайрăм. Ĕнтĕ хам такăрланă сукмак сумлăрах терĕм-ши? Тен, пĕр кун хушшинче чуна капланса ларнă вăрттăн туйăмсене никампа та пайлас килмерĕ пулĕ. Унпа та мар пулĕ-çке. Манпа юнашарах Веркка утса пынăн туйăнчĕ мар-и? Ăна шартах сиктерес мар тесе эпĕ сасă тумарăм, сывласса та сăмса витĕр перекетлĕн сывларăм.
Хăй туйса курман çын пĕр кунта этем шухăш-кăмăлне, ăсне-тăнне, кирлех пулсан —кунне-çулне те улăштарма пултарнине пĕлме пултараймасть. Çавнашкал кун пулчĕ-ши ку маншăн? Пĕлместĕп, пĕлместĕп. Анчах ман чĕре вырăнтан хускалчĕ. Каялла вырăнне лараймĕ вăл. Ан лартăрах тепĕр тесен. Чи кирли, маншăн чи кирли — хам ăраскалăм пуррине туйса илни, паянах мар, ытти чухне вăл мана пĕлĕте çити çĕклесе хăпартĕ. Пурнăçланма пултарайманни маншăн çук пекех туйăнать. Пĕчченех утатăп хам вăрман сукмакĕпе, анчах манпа юнашар Веркка пур пекех туйăнать.
Çурма çула çитсен, пĕр кунхи пек, каялла çаврăнас та Веркка патне таврăнас килчĕ. Чарăнса тăтăм. Веркка кукамăш патне кайнине пĕле тăркач пулин те каяллах çаврăнам мар-ши тесе шутлатăп.
— Веркка, куçатăп, куçатăп колхоз общежитине пурăнма, иксĕмĕр пĕр-пĕринчен аякра пулмăпăр. Илтетне, Веркка.
Чим, ара, юнашарах утса пыраканскер хăш вăхăтра, хăш вырăнта тăрса юлчĕ? Вăрман варринче пĕчченех тăратăп.
Лăнк-ланк пускаласа малаллах утса кайрăм. Ĕнтĕ вăрман та сайралма пуçларĕ. Картун çурчĕ патне те çитсе ӳкрĕм. Ниçта та васкас килмест. Каçхи тĕнчепе пĕр чĕлхе тупрăм. Çанталăкпа килĕшӳ турăм. Вăл мана çӳçентермест, чĕтремене ериччен шăнтмасть.
Сукмакран пăрăнтăм та пĕрене купи çине хăпарса лартăм. Пĕренене перĕнсен кăна ал лаппи сивве туйса илчĕ. Алри сехете пăхса илем, илем тенĕ çĕртех вăхăт тупаймастăп. Культура çуртĕнчен кая юлса тухнине, çул çинче васкамасăр утнине шута илсе çурçĕр çитсе пырать пулĕ тесе чухлатăп.
Картун чӳречисем хуп-хура сĕлкĕ карнă пек курăнаççĕ, выльăх-чĕрлăх, йытă-качка шăпланнă. Тӳпе анинчи кĕмĕл тĕпренчĕкĕсем шултăраланнă. Тĕсерех пăхсан çерем çине кĕл сапса тухнă пекех туйăнатъ. Тăм ӳкнĕ ĕнтĕ.
Нумай та лармарăм, ӳт-пӳ сĕрĕлтетсе кайрĕ те, тутлăн-тутлăн карăнса илтĕм. Çемçе тӳшек çинче пулсан хутланса выртмалла та тепĕр самантран харăлтаттарма тытăнмалла. Кунта ыйха хăвалама тивет. Сиксе антăм пĕрене купи çинчен, пăхкаласа тăратăп. Эп килнĕ сукмакпа вăрмантан темле машина-и, мотоцикл-и тухать. Фарăсен вăйсăр çути курăнать. Ку шăплăхра мотор сасси таçтанах илтĕнмелле-çке. Велосипедăн икĕ фара пулмалла мар. Малтанхи вырăна калле чакса тăтăм та кĕтсе илме шутларăм. Çывхарнăçемĕн йĕкĕр çутă тăватта пайланчĕ. Куç урмăшĕ-и ку? Çĕрлехи çутă ялан улталать теççĕ те. Машина сасси мар, чĕрĕ чун хашкани илтĕнме пуçларĕ. Хам та сисмерĕм, пĕрене купи çине, малтанхи вырăна, хăпарса та лартăм. Ал тӳнтерĕшĕпе куçсене сăтăркаларăм. Куçсем çавнах кăтартаççĕ. Мана хирĕçех тĕреклĕ чĕрчун чупса килет. Пĕрене хушшине тăсăлса выртрăм та сывлама, хускалма хăраса сăнатăп. Картун çурчĕ еннелле пăха-пăха илме те манмастăп.
Вăрмантан икĕ чĕрчун чупса тухрĕ. Ман тĕлте чарăнса та тăмарĕç, çутатакан куçĕсене пĕрене купи еннелле çавăрмареç те. Шакăртатса юхакан çăлкуç патнелле хашка-хашка чупрĕç. Пуçа çĕклесе пăхрăм. Çутă куçсем урăхран курăнмарĕç. Икĕ купарчапа икĕ хӳре мĕлкине кăна асăрхарăм. Тата лăнкăрт-лăнкăрт шыв ĕçни уççăн илтĕнсе тăчĕ.
Шăлавар кĕсйине хыпашласа пăхрăм. Тепĕр чухне хутланакан пекĕ чикекенччĕ, паян вăл та çумра пулмарĕ. «Кашкăрсем кусем», — çӳçенсе илтĕм те хутланарах выртрăм. Çывăхра мĕн те пулсан çук-ши тесе унталла-кунталла пăхкалатăп, куç тĕлне патак таврашĕ те, чул татки те тĕл пулмарĕ. Картунта йытă усраççĕ ĕнтĕ. Çавсене мĕнле майпа систермелле-ши тесе шухăшланă хушăра çăлкуç еннелле тепре пăхса илтĕм. Купарчасемпе хӳресем те, çутатакан куçсем те курăнмарĕç.
Халĕ тин чăннипех хăраса ӳкрĕм иккен. Кăшкăрса ярсан та илтекен пулас çук. Хама лăплантарма такамран-такамран илтнисене асаилетĕп. Кашкăра ăна тӳрех чĕлхерен ярса тытмалла тет. Вара вăл çуламан пăру пекех пулса каять тет. Капла шутланă май тата карса пăрахнă кашкăр çăварĕ, хăйраса якатнă пек асав шăлсем, лăймака та хĕп-хĕрлĕ чĕлхе куç умне тухса тăчĕç. Сивĕ пĕрене çумне хытăрах лăпчăнтăм та çапах та картунта пурăнакансене кăшкăрса вăратам-ха тесе шухăшлама тытăнтăм. Ман сасăпа, тен, йытăсем те шуйхашса кайĕç те, йытă сассинчен кашкăрсем хăраса ӳкĕç, тарса кайĕç тетĕп хам.
Хăранипе пуçа енчен еннелле пăркалатăп кăна. Тахăш енчен систермесĕр килсе тухассăнах туйăнать.
Мĕн вăхăт çапла выртнине пĕлместĕп. Хам айри шуратман пĕрене çине пăхса илтĕм те вăл шап-шурă паспа витĕннине курса ир çывхарнине чухларăм. Çăлтăрсем шупкаланчĕç те, йăшăлтатса илтĕм. Урасем ним туймиех пулнă, шăлсем пĕр-пĕрне перĕнмеççĕ. Ура çине тăрсан та утса каяймарăм. Шикленнĕ куçсемпе картун çуртне, хуралтăсене, кашкăрсем шыв ĕçнĕ çăлкуçа упракан хăвасене пăхса тăтăм. Хăранипе шăнни пĕр пулнипе сиксех чĕтретĕп хам. Малалла утма та хăратăп, пĕрене купи çине те хăпарас килмест. Хам сехресĕр юлнине хытăрах та хытăрах туякан пултăм. Ку мана намăслантарчĕ те. Мĕнле кайăк чунĕ кĕрсе вырнаçрĕ пулать-ха тесе шухăшласа илтĕм.
Пиçĕ кĕлеткеллĕ, тăн-тăн хул-çурăмлă çамрăк шăпах паттăрлăхпа хăюлăх çинчен ĕмĕтленсе пурăнмалли вăхăтра кашкăр куçĕсенчен хăраса ӳкрĕ те мĕнпур ăраскаллăха çухатрĕ пулать-и-ха?
Халĕ мар, кайран кун пирки тарăхса шухăшламалла, хăвна ху намăслантармалла ан пултăр. Тыт та ут малалла!
Урасем вырăнтан хускалчĕç. Малтан хăюсăрччĕ-ха вĕсем, темиçе утăм тусан, вĕсене юн ансан, ăшă туйма пуçласан çĕре перĕнми чупса кайрĕç. Мăньял еннелле. Тăм ӳкнĕ курăк çине йĕрсем ӳкерĕнсе юлчĕç. Вĕсем хĕвел тухса сарăличченех выртрĕç.
Хĕвел тухнă-тухманах çĕр çинчи ман йĕрĕмсем ейĕлсе кайса нӳрлĕ курăк хушшинче çухаласса пĕлтĕм. Кунашкал кăна йĕре шеллес килмерĕ пĕрре те.
Çиччĕмĕш сыпăк
Пур çĕрте те пур унăшкал çынсем. Тепĕр çĕрте вĕсене ял ашшĕ тесе те калаççĕ. Хурнайĕнче вăл питĕ-питĕ нумай ятпа çӳрет: пĕрисемшĕн чăннипех те хисеплĕ çын, Герман Петрович, теприсемшĕн тантăш кăна, Ярмун, чылайăшĕшĕн мар хăйсем панă ятсем пур: Пăкă Германĕ, Партком, Пăкă Ярмунĕ, Агитатор, Мировой судья... Иртен пуçласа каçчен Герман Петрович çын çинче пулать: кам кампа хирĕçнĕ, кам кампа тава кĕнĕ, кам камă кӳрентернĕ — пур çĕре те çитмелле ун, йĕрке тумалла. Куншăн ăна укçа тӳлекен çук, ку ĕçе никам та хушман. Хăнăхса кайнă та пăрахаймасть.
Вăрçăран вăл капитан пулса таврăннă, пилĕк медаль, икĕ орден тата виçĕ осколок пулнă унăн. Туяллă капитана тӳрех председателе суйласа лартаççĕ, унтан вара ял номенклатуринчен пĕр самантлăха та кăларман: ӳстернĕ, чакарнă, ӳстернĕ, чакарнă. Ял Совет ĕçтăвкомне те парткома та ертсе пынă, унăн чи пысăк ĕçĕ председатель, чи пĕчĕкки бригадир пулнă. Ачи-пăчи ӳссе çитсе саланнă ĕнтĕ, килĕнче, ултă пĕçмехлĕ пӳртре, кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Çамрăк чухне те килти ĕç тĕлне пĕлмен те, халĕ, пенсие тухнă çын, мĕнпур пушă вăхăтне килтен киле çӳресе ирттерет. Килтисем ним те шарламаççĕ, Герман Петровичан аслă мăнукĕ Муза кăна аслашшĕн хăтланкаларăшĕсенчен вăтанать. Савнă каччи пăрахас-тăвас пулсан та пĕр çавăншăн, аслашшĕшĕн, сивĕнме пултарассăн туйăнать ăна.
Платон Андреевичăн унта-кунта каймалла чухне председатель вырăнне юлмалли çын пултăр тата сăлтав та пултăр тесе Герман Петровича председателĕн культура енĕпе ĕçлекен çумĕ тунă. Хуçалăх ĕçĕнче унран ним пайти те пулас çуккипе Герман Петровича унта явăçтармаççĕ, çынсен умĕ хушшинчи хутшăнусене йĕркелесе пыма шаннă та, авăплать, каçарать, ятлать, ырлать, ĕç тупса парать, кахалсене намăслантарать, ĕçченсене грамота парать, хирĕçcе пурăнакансене мирлештерет.
— Ват çын тăватта тăрать, — тесе хавхалантарать ăна Платон Андреевич та.
Ку ман ĕç, ку председатель ĕçĕ тесе тăмасть Герман Петрович. Ĕç пур — ĕçлемелле. Муза аслашшĕн хăтланкаларăшĕсенчен именме пăхать те, ял çынни хисеплесех хисеплет ăна. Колхозăн пĕр пусне те ахаль илмен тесе шутлаççĕ ун çинчен. Уттине те, улăмне те, тыррине те, пуллине те халăхпа пĕрле кăна валеçсе илнĕ вăл яланах. Çыннăн пурри унăн та пур, çыннăн çукки унăн та çук. Колхоз машинипе усă курмалла чухне те чи малтан бухгалтерие кĕрет, укçа тӳлет те квитанци тытса председатель патне кĕрет. Çак йĕркене вăл нихçан та, пĕрре те пăсман.
Çĕр çинче пĕртен-пĕр телей кăна — ĕçри телей тесе шутлать Герман Петрович. Ыттисем — чун киленĕвĕ те, юрату та, ырлăх-пурлăх та, чап-хисеп те çав телейпе юнашар пичеве кӳлĕннĕскерсем кăна. Ыттисем чăн телее эрешлеме кирлĕ. Кашни ăнланăвах темиçе пĕлтерĕшлĕ те, ĕçлекенпе ĕçлекен хушшинче те уйрăмлăх тупаять вăл. Харпăрлăх арчи çеç тулли пултăр тесе ĕштеленекеннине картсах картмасть. Арккай пĕрре те пуçран тухма пĕлмерĕ çак кунсенче. Темле аса кĕчĕ те çав ят явăнать те явăнать.
Тĕлĕнмесен те тĕлĕнĕн, тупата. Çавăн тĕллĕн инкекĕ те, синкекĕ те патлатса ӳксех тăраççĕ. Ашшĕпе амăшĕ юратсах пĕрлешнĕччĕ. Чипер те тарават çынсемехчĕ иккĕшĕ те. Ашшĕ шӳт ăстиччĕ, амăшĕ хăймалу тутлă пĕçеретчĕ. Герман Петрович вĕсем патне хăнана çӳреме юрататчĕ.
Арккай çиччĕмĕш класа куçсан ашшĕ машинăпа çапăнчĕ. Вăтăртан иртнĕ кăна хĕрарăма, унăн амăшне, çураçма пикенчĕç. Ун чухне вăл Герман Петрович патне хăй пыра-пыра çӳретчĕ. Канаш ыйтма ĕнтĕ. Хăвăнне хăвах пĕл теме ансат. Анчах çын сан куçунтан пăхать-çке, ыррине кĕтсе пынă сан патна. Ним каласа та пулăшаймарĕ ун чухне. Арккай амăшĕ Çинахви аслă пиччĕшне итлесе пĕр урçана качча тухрĕ. Çилюк лесник, Çинахвин пиччĕшĕ, Арккая хам пăхатăп тесе шантарчĕ. Ачана вăрман картунне илсе кайрĕ. Унта виçĕ çул хушши хăйĕн йышлă выльăхĕсене кĕттернĕ. Герман Петровичăн каллех ача шăпишĕн çине тăрса çӳреме тиврĕ. Хисте-хисте сакăр класс пĕтерттерчĕ, кайран хăех техника училищине леçсе хучĕ. Пĕтерсе таврăнчĕ те Арккай халĕ ашшĕ килĕнче пĕчченех пурăнать. Ĕç тупса парăр-ха тесе çӳремест. Пĕчченскер патне çамрăксем улаха пуçтарăнаççĕ тенине илтнĕ хыççăн Герман Петрович каллех канăç çухатрĕ.
Аслисем, ăс паракансем çук çĕрте вĕсем, юпах тихасем, ăса мĕн килнине хăтланасса пĕле тăркач Арккай патне кĕрсе тухмасăр тăраймарĕ. Пĕринче хапхи хупĕ пулчĕ, тепринче уçса кĕртмерĕç. Ял шавласа калаçмалăх усал ĕç туса хурасса çапах та кĕтес мар терĕ.
Мĕн сăлтав тупам-ха тесе шухăшланă чухне шăпах тата Раман алă айне пулнă. Раман вара мана кĕтсе илме ял вĕçне тухма тытăннă пулнă. Хăпман та хăпман çакăнтан Герман Петрович, мана кĕтсе илме иккĕн тан тухнă.
Тӳрех мана пăскăртма тытăнчĕ, эсĕ, аçу-аннӳ пур çинче тăлăх туратăн ӳснĕ çын, ăнланмалла Арккай пурнăçне, ун хутне кĕме пĕлмелле, тата çавнашкал сăмахсем каларĕ-каларĕ те алăран çавăтрĕ.
Теприсем уйрăм çын валли сăмах шыраса чăрманмаççĕ, пуринпе те пĕрре хăнăхнă пек калаçаççĕ. Çакна Герман Петрович сивлет. Агитаторăн апла пулмалла мар тесе шутлать. Сан сăмаху витĕмлĕ пултăр та çын асĕнче юлтăр тесе шутлать. Анчах хăй те пĕр хăнăхнă йĕрпех ярăнтарать. Кашни çын валли ăçтан уйрăм сăмах тупайăн? Пурте пĕр саманара, пĕр пурнăçпа пурăнатпăр. Пĕрре-иккĕ калаçсан виççĕ-мĕшĕнче унран та пăрăнас килет. Çаплах тăвать ĕнтĕ Арккай та. Пĕрре мар ăс пама хăтланса пăхнă та Герман Петрович, çавăнпа уçса кĕртмен. Халĕ Раманпа иксĕмĕре пулăшăва чĕнет. Тем тӳрккесленме пĕлмерĕмĕр хамăр та, пĕр-пĕрин çине пăхкаласа илтĕмĕр те утрăмăр Герман Агитатор хыçĕнчен.
Пӳрте кĕриччен вăл пӳрт-çурт тулашне пăхса çаврăнчĕ. Пурте йĕркеллех лараççĕ пек, юхăнма тытăнман пек туйăнчĕ те, тин малалла утрĕ. Эпир ĕнтĕ, Агитатор пунеттейĕсем пулма килĕшнĕскерсем, унран тăрса юлаймарăмăр. Килтен те киле çӳре-çӳре алăк шаккама хăнăхса çитнĕ иккен.
Пырсах уçса кĕртрĕç пире. Табак тĕтĕмĕпе, эрех-сăра шăршипе тулса ларнă пӳрте кĕтĕмĕр те хамăр мĕн тума килнине те мансах кайрăмăр. Арккай хăйĕн хăнисемпе паллаштарма тытăнчĕ. Гамиль пуç чикнĕ те тем шухăша путнă. Ыттисене эпĕ те, Герман Агитатор та пĕлмест, Раман чухлать те, ячĕсене Арккай каласан кăна аса илчĕ.
— Салату ачисем, — тесе паллаштарчĕ Арккай. — Çĕвĕç Кринкка тенине илтнĕ-и? Çавăн, асли Васлей, кĕçĕнни Мишша.
— Эсир салатусемпе хурăнташлă марччĕ мар-и? — терĕ Герман Петрович çамрăксене тĕсесе сăнанă май.
— Гамильсем патне килнĕ, — хуравларĕ Арккай. Вĕсенче тиркемелли, сăпатсăрри нимĕн те çук. Иккĕшĕ те, манăн кăна тенĕ пек, мăйăхĕсене шăла-шăла илчĕç. Нĕрлĕ тумланнă хăйсем. Капюшонлă хура курткăсем тăхăннă, çара пуçăнах. Çӳçĕсене вăрăм хăварса кастарнă. Çын умĕнче нихçан та именсе курман пулас, куçĕсене мăчлаттармасăр Герман Петрович çине пăхса тăраççĕ: «Мĕн сĕтĕрĕнсе çӳрет-ха тата ку ăнман?..»
Герман Петрович ларма вырăн пăхкаларĕ, Арккай çавăнтах пукан илсе пычĕ. Эпир Раманпа ура çинчех тăтăмăр-ха. Гамиль те вырăнта ларас темерĕ, тăчĕ те пирĕн пата пычĕ.
— Мĕн сăлтавпа хăна пуçтарнă-ха ĕнтĕ? — калаçу пуçлама хăтланчĕ Герман Агитатор.
— Илтĕмĕр те пĕр ухмаххине, пуçланса кайрĕ, — терĕç Çĕвĕç Кринкка ачисем.
— Ухмаххине илме сăлтав кирлĕ вĕт-ха, — терĕ Герман Петрович.
— Сăлтавне тупма пĕлетпĕр, укçи кăна пултăр, — терĕ Кринккан асли.
— Атте-анне панă укçапа мар, хамăр ĕçлесе тупнипех, — терĕ кĕçĕнни.
Герман Петрович куç харшисене пĕрсе лартрĕ те çамрăксем çинчен куç илмерĕ. Çака Кринккан аслине питĕ килĕшмерĕ. Ун пек чухне çамрăксем пахматсăрланаççĕ те чĕрре кĕме кăна сăлтав шыраççĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ хам пулсан та чĕнмен-туман çĕртен çын пырса кĕрсен сисчĕвленнĕ пулăттăм. Ваçлей тĕсесе-сăнаса тăракан Агитатор патне пычĕ те тӳрленсе тăчĕ.
— Çĕр грамм кирлĕ пулсан ярса параятпăр, — терĕ вăл куçкĕрет йĕкĕлтесе.
Герман Петрович йĕкĕлтенине сисмерĕ, вăл чăнласах ăс пама шутларĕ.
— Акă мĕн, çамрăк тусăм. Пурнăçри усалсем нихçан та хăйсен сăнĕпе пурăнмаççĕ, пурне те кирлĕ, пурне те килĕшекен япала пек пулма тăрăшаççĕ. Эрех те çавах. Ултавлă вăл...
— Эпир пуçлăхсене курса ĕçетпĕр, — пӳлсех каларĕ Гамиль. Герман Петровичăн чĕлхине çыртма тиврĕ. Кашнинчех çапла пулать-ха ун: эрехе сивлесе сăмах тытмалла чухне «пуçлăхсенчен курса» теççĕ те, шăпланма е сăмаха урăх еннелле куçарма тивет. Чăн сăмаха нимпе те витсе хураймастăн çав, вăл куçран та, пуçран та тĕкет-тĕкетех. Механизаторсем вара никамран пытанмасăрах ĕçме пуçларĕç те, вĕсем те пуçлăхсенчен курса теççĕ кăна.
— Аннӳ килсе çӳрет-и? — пач кĕтмен çĕртен ыйтрĕ асли сăмаха айккинелле пăрас тесех.
— Пĕччен пурăнма лайăхрах. Хăнăхса çитрĕм. Юлташсем манса пурăнмаççĕ.
— Улах пӳрчĕ туса ятăн пулмалла-ха эс кунта.
— Ăна та Агитатортан ыйтмалла-и? — çаплах йĕкĕлтешме пăрахмарĕ Ваçлей.
— Арккай айăплă мар, вăл улах тумалла маррине пĕлмен, — сăмахсăр юлас темерĕ Гамиль.
Çамрăксем пĕр харăс ахăлтатса ячĕç. Пирĕн хамăрăн та вĕсемпе пĕрлех кулас килчĕ, анчах Раман мана çав вăхăтра айăкран чĕпĕтсе илчĕ те, кулас вырăнне тута тăсса тăма тиврĕ. Ярмун Агитатор вара йĕкĕлтесе çиллентернĕ хур аçине асаилтерчĕ. Тăпăртатма хăтланать хăй, вăл та кулăшла пулса тухать, хăлаçланма пăхать, аллисем тĕнсе ларнă. Тутисем мăк-мăк сиккелеççĕ, анчах сасси тухмасть. Каплах пăрахса каяс та килмест хăйĕн. Пĕтĕм ял пĕлекен çыннăн çак шĕвĕрсен мăшкăлĕ пулмалла-и-ха?
— Ырăпа каланине ăнланас ачасем мар эсир, — терĕ тинех Герман Петрович, — сире кирлĕ çĕре чĕнтерсе кирлĕ çынсемпе кăна калаçтармалла.
Ваçлей каллех сăмахран юлмарĕ.
— Тĕрĕс шутлатăн, Партком юлташ, ĕçлĕ калаçу пулсан çынна пӳлĕме чĕнтереççĕ, килтен киле çӳремеççĕ. Халь вара хăвна та шараçла, пире те чăрмавлă. Питĕ хитрен калаçса лараттăмăр, такамсем килсе кĕмен пулсан...
— Эп сире пурнăçа вĕрентес тесе çӳретĕп, кайран хăвăра асаплă ан пултăр тетĕп. Аслине асли вырăнне хумаллине час манса кайнă-çке эсир. Сан вырăнунта пулса тепри шăпăртах пулмалла. Эп кунта кушакпа шăшилле выляма та килмен...
— Шăплантăмăр. Илтрĕр-и? — куçесене чалăртрĕ Ваçлей. — Партком пире çӳлтен хушнă пек пурăнма вĕрентет.
— Вĕрентсен те ытлашши пулас çук. Кашни япалана хăйĕн ячĕпе калас тăк эсир халь чăн-чăн харам пырсем. Вăйăра-халăра ниçта чикме пĕлместĕр, çавăнпа йăкăлт та якăлт кăна сиккелетĕр. Усăллă ĕçе кӳлĕнме тахçанах вăхăт çитнĕ. Шухăшпа шур пӳрт лартма пĕлетер, авăнасшăн, вăй хурасшăн мар. Ак Арккай патшалăх шучĕпе вĕренсе тухрĕ те, ним усси те çукрах унран. Правление пырса та курăнмасть.
— Часах салтака каймалла, унччен ирĕкре çӳресе савăнтăр, — айккинче юлас темерĕ Гамиль те.
— Эсĕ ху тата, — шĕвĕр пӳрнине кăнтарчĕ Герман Петрович, — ĕмĕрĕпех аннӳ ĕнси çинче ларасшăн-и?
Гамилĕн питçăмарти тăррине икĕ хĕрлĕ çаврашка тухса ларчĕ. Çаврашкисем ӳссе-ӳссе пычĕç те, каччă хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайрĕ. Хăлха вĕçĕсем те пĕçерме пуçларĕç. Пăлханса-хыпăнса тутине сиктеркелесе ларчĕ-ларчĕ те ют сасăпа кăшкăрса яма хатĕрленчĕ. Ваçлей ун çăварне пырса хупларĕ; ан аташ, вĕçне-хĕрне тухаймăпăр ку Агитаторпа...
Пире ĕнтĕ ку йалăхтарсах çитернĕ, мĕн айăпшăн хамăр асап тӳснине те пĕлместпĕр. Тухса кайма шухăш тытап кăна, Раман çанăран туртать.
Вăл ĕнтĕ ку ачасене манран аванрах пĕлет. Герман Петрович та вĕсемпе пĕрре кăна калаçмасть пулас, Те ним çукранах нимĕр çăраççĕ, те кирлĕ калаçăвах хускатнă? Ăна та пĕлместпĕр хамăр. Пунеттей пулса килнĕ те аптăрасан та тăратпăр. Йăлтах йăшса çитнĕччĕ ĕнтĕ, Арккай саркаланса утса çӳреме тытăнчĕ, унтан вăрт çаврăнчĕ те сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
— Пуху тăк пуху пултăр, ертсе пыраканни эпĕ, сăмах ыйтакансем эсир пулăр. Çамрăксен ыйтăвне сӳтсе явăпăр. Пуçласа парам апла. Тимлĕн итлĕр. Çапла вара, Ярмуш пичче пире ята кĕртесшĕн. Пĕрне апларах тĕксе илет, тепĕрне капларах. Анчах вăл тата ыттисем тăрăшнипе ялти мĕнпур лару-тăру çамрăксене хирĕçле пулса пырать. Тĕслĕхсем кирлĕ-и? Акă вĕсем. Ванюша çӳремен трактор пачĕç. Асапланчĕ-асапланчĕ — вырăнтан хускатаймарĕ. Серуш машини халĕ те гаражран тухса курман. Атя çырманалла тĕксе ярар терĕм те — хăрарĕ. Алă сулчĕç иккĕшĕ те вара, вербовщиксем ялах килсен иккĕшĕ те вĕсенчен юлмарĕç. Халĕ иккĕшĕ те Экибастузра укçа çапаççĕ, пĕри «Камацупа», тепри «Беларуç» самосвалпа кĕрлеттерсе ĕçлеççĕ. Эпир, кунта юлнисем, шăтăк кĕсьесене ухтарса ларатпăр. Пырас халь ĕç шыраса правление, Серуш машинине параççĕ. Лайăххисемпе лайăх çынсен çӳремелле. Пире валли суйланчăксем те юраççĕ. Манран малтан Раман черете тăнă, ун урлă мана ним те лекес çук. Çавăнпа, çавăнпа, Ярмун пиччемĕр, вăхăтăра пирĕншĕн ан татăрах...
— Сасăлас çак сĕнӳшĕн, — терĕ Ваçлей.
— Чимĕр-ха, — Арккай кĕввипех калам терĕ Герман Петрович. — Юрăхсăр техника параççĕ тесе чиркӳсем çаратса çӳремелле-и?
— Кӳрентеретĕр, Агитатор юлташ, — терĕ Ваçлей. — Кам тытнă, кам çирĕплеме пултарать?
— Уй куçлă, вăрман хăлхаллă, — персе ячĕ Герман Петрович.
— Апла иккен, — терĕ те Ваçлей Герман Петрович умне пырса тăчĕ.
Ваçлей куçĕсем мана сасартăках хăратса ячĕç.
Çав самантра Раман мана айăкран кăлт тексе илчĕ те эпĕ ун еннелле çаврăнсан пуçне алăк еннелле кăлин сĕлтрĕ: каяр тухса. Тĕрĕссипе вара хамăр çакăнта мĕн тума килнине те пĕлмерĕмĕр. Хăйсен йышĕпе пуçтарăнса ларнă çамрăксенчен пĕри те пире, эпир вĕсене юлташ тесе калаймастпăр. Курнă, палланă çынсем анчах вĕсем пирĕншĕн.
— Ярмунăн çын аллипе кăвар туртас йăла пур, — терĕ Раман урама тухсан. — Куртăна, пире те хутшăнтарса кĕртсе ярасшăн хăй шухăшласа тупнă, анчах никама та кирлĕ мар ĕçе. Ачисем кусем, кирлех пулсан, алă çĕклеме те, тем тума та пултараççĕ. Ун пек çынсем яланах ушкăна пĕрлешеççĕ. Ушкăнпа усал ĕç тума çăмăлрах. Кашни пĕччен вара ним тума пултарайми хăравçă, хăйĕн мĕлкинчен сехĕрленекен çын кăна. Эп вĕсем вăрă ĕçĕпе пурăннине тахçанах пĕлетĕп. Паянхи эрехне те вĕсем тем йăкăртнă япала сутса туяннă. Камит вĕсемпе, камит.
— Ярмунăн мĕн ĕç пур тата вĕсемпе?
— Ярмунăн-и? Ĕлĕкхи йăли юлнă. Парткомра ĕçлене чухне район умĕнче мухтанма питĕ хытă тăрăшнă. Эй, астăватăп-ха, суйлав-тем умĕн килтен киле çӳретчĕ, каламалли сăмахĕ те çук хăйĕн, пурпĕрех ĕштеленет. Парти политикине хӳтĕлет мар-и? Ялта мĕн пурри-çуккине унран лайăхрах пĕлсе тăракан никам та çук. Халăхĕ те ĕнтĕ хăнăхнă та шарламасть. Ман атте ăна кĕртмест, патне те ямасть. Çăвăнпа мана та юратсах каймасть...
— Ан юраттăр. Сар хĕр мар, — татса хутăм эпĕ.
Ку сăмах Рамана хурлантарсах ячĕ. Вăл мана алăран çавăтрĕ те улах вырăнарах илсе кайрĕ. Тем кӳлĕм сĕнксе тăчĕ, тем кӳлĕм хашлатса сывларĕ. Унтан тин куçĕсене манран тартрĕ те пăшăлтатма пуçларĕ. Çакăн чухне эпĕ унăн чунри вăрттăнлăхĕн пĕр пайне пĕлейрĕм. Çын чунĕ вăл хăй тĕнче те, унта урăххи никам та кĕрсе кураймасть. Муза çунтарать иккен ун ăшне, çавă хыптарать. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин патнеллех туртăнаççĕ, анчах иккĕшĕ те çывхарма шикленеççĕ. Те иккĕленеççĕ ĕнтĕ, те хăйсене хăйсем малтан тĕрĕслесе пăхам-ха теççĕ? Юрату сăмахне кашни çын хăй пĕлнĕ пек каласшăн. Пуху умĕнче каламалли сăмаха çынсем тахçанах хăнăхса çитнĕ. Анчах юрату сăмахĕ мĕнле пулмаллине никам та пĕлмест. Çавăнпах ĕнтĕ малтан каçăха-каçăха сăвă, юрату романĕсем вулатпăр. Çавсенче те пулин пулмалла çавсем тесе шухăшлатпăр. Тахăшĕ тупать пулĕ, тахашĕ тупаймасть те пулĕ. Раман та шырать ав. Ах, туптăрччĕ, ах, туптăрччĕ...
Партком Ярмунĕ вара, Раман ашшĕне юратсах пĕтерменрен-и, ку çамрăксене туслă-варлă тăвасшăн мар иккен. Муза та аслашшĕнчен хăрать пулас, ун куçĕнчен ӳкес мар тет ĕнтĕ. Епле тесен те пирĕн, чăваш яш-кĕрĕмĕн, ватта сума сăвас йăла пурах.
Пĕлтĕм те Раманăн çак вăрттăнлăхне унпа пĕрлех пăшăрханма тытăнтăм. Мĕн туса та пулин пулăшасах килчĕ, анчах ун пек чухне пулăшас текенĕ те, пулăшу кĕтекенĕ те аптăраса тăраççĕ. Çаплах пулчĕ пирĕн те. Раман хăй хупăлчине, эпĕ хамăнне хупăнтăмăр. Çав кун сăмахсăр-мĕнсĕр уйрăлтăмăр та эрне хушши пĕр-пĕрне курмасăр пурăнтăмăр,
Вăл мĕнле асапланнине пĕлместĕп. Эпĕ вара ларса та, выртса та тăма хама валли вырăн тупаймарам. Ĕç патне те алă пыми пулчĕ. Кунашкал асапа пурте-пурте тӳссе ирттереççĕ пулĕ. Тен, пачах урăхла. Темле те пуç тавра çавăрса пахрăм çав кунсенче. Авланас мар-и тесе те шухăшларăм. Паллах, хамран хам именсе. Анчах часах çара каймалла тесе кăна лăплантарайрăм хама. Раман мĕн шухăшланине, мĕнле асапланнине хăй кăна пĕлет ĕнтĕ. Вăл ахаль те асăрхануллă çын, пуçра мĕн пуррине, чунра мĕн хĕрсе тăнине пит тăрук персе ямасть.
Шухăш улăштарма Арккайпа ун хăнисене асаилетĕп. Пĕр самантлăха чун хĕвĕшме чарăннă пек пулать. Хам та сисместĕп, таçтан арăш-пирĕш çил çаврăнса килнĕ пек, кăмăл арпашăнать те каять. Нихçан манми эрне пулчĕ ку маншăн. Вĕçленчĕ кăна вăл, никама ним каламасăр асатте ялне тухса чупрăм.
Саккăрмĕш сыпăк
Хура кĕркунне мана çара илчĕç.
Мĕн сăлтавпа-ши, ĕçсе-çисе, тантăшĕсемпе çӳресе савăнайтăр тесе-ши, таçта тарса ан çухалтăр тесе-ши, вунтăватă кун малтан повестка парса хучĕç. Ĕçрен татăлса тухма мĕн-пурĕ те çур кун кăна кирлĕ пулчĕ. Пӳрте вĕçсе кĕнĕ кăсăя ăçта кайса кĕрессине, ăçта пырса çапăнассине пĕлмен пекех, эпĕ те аптăраса ӳкрĕм. Вут хутнă вăхăтра кăсăя кăмакана та вĕçсе кĕрет. Мана ун пек инкекрен хăтараканни Хветура аппа пур. Асăрхаттарсах тăратъ.
— Вăхăт пур, аттепе анне патне Çĕпĕре кайса килем мар-и? — терĕм эпĕ.
Хветура аппа нимĕн те шарламарĕ. Хăвăнне хăвах пĕл тенĕ пулсанах тухса вĕçнĕ пулăттăм Çĕпĕре. Çакă кил умĕнче, çак çынсем умĕнче татса та татăлса пĕтми парăм пуррине темшĕн çак самантра тата хытăрах туйса илтĕм.
— Ай, Çĕпĕрĕ таçта куçса каймĕ-ха, кирлĕ пулсан тахçан та çитсе курма пулать, — темле çăмăлттайлăн каласа хутăм.
Хветура аппа илтмĕш пулчĕ. Ун хăйĕн сăмахĕ пиçсе çитнĕ пулнă иккен.
— Салтак çӳрекенсем çапăçаççĕ, чикĕшеççĕ, тем те тăваççĕ. Ан хăтланах апла. Çын масиллĕ пулнине ним те çитмест...
Тата мĕн ăс парать-ха ку тесе Хветура аппа çывăхнерех пырса тăтăм. Вăл йĕрки-картипе мĕн-мĕн тусан лайăх пулнине калама пуçларĕ.
— Малтан асаннӳ патне кай, тăванусем патне пурин патне те кĕрсе тух. Чăваш йăлипе парне паракан парĕ, алшăлли çакакан çакĕ. Ниçта та сĕтел хушшинче çĕрсе ан ларах. Хитре мар ун пек туни. Эпĕ хам та юратмастăп. Халь ялсенче тутăр вĕçтерсех çӳрекенсем çук теççĕ. Асаннӳ ял йăлине уяма каласан итле. Унта ним вăтанмалли те çук. Ĕçрен чăматан пачĕç тетĕн-ха. Çĕнĕ йăла тесе çапла тăваканччĕ çав...
— Кăтартман-и эп сана ăна? — терĕм те чăматан илсе килме васкарăм.
— Итле малалла, — тытса чарчĕ вăл мана. — Асаннӳ хăй те унашкаллине чухлать пулĕ-ха. Пĕр чĕптĕм тăпра тата хĕрес çĕлесе хутăр кĕсье тĕпне. Ыран каймалла тенĕ чухне пирĕн патра пуçтарăнăпăр. Тус-юлташусене малтанах пĕлтерсе хур.
Çапла каланă хыççăн мана ирĕке кăларчĕ. Ман мĕн тумалла ĕнтĕ? Тӳрех асатте ялне тухса чупрăм. Ура тĕпне çĕре лектермесĕр. Яла çитиччен те пăшăхмарăм, ĕшенмерĕм, хăшкăлтăка та ермерĕм. Çитрĕм те яла тӳрех медпункта кĕрсе кайрăм. Веркка шурă халат тăхăннă та сĕтел хушшинче тем çырса ларать.
— Мĕн пулнă сана? Кам чĕпĕтсе илнĕ?
Хам сисмесĕрех хама хам унтан-кунтан хыпашласа илтĕм. Кулсах ячĕ Веркка. Кăлтăртатсах.
— Ниçта та чĕпĕтни курăнмасть-çке, — терĕм эпĕ.
— Курăнать çав... Çула май кĕтĕн-и?
— Ятарласах килтĕм.
— Ун валли те вăхăт пур-и сан? Эпĕ ак виçĕ кун чарăнми çыратăп. Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть-ха. Темле-темле отчет та ыйтаççĕ. Писательсем те пирĕн чухлех çырмаççĕ пулĕ, тупата...
— Пулăшам-и?
— Тем пекехчĕ те, мĕн çырса парайăн-ши эс мана?
Çырма чарăнчĕ, ман еннелле çаврăнса ларчĕ. Эпĕ урай варринчех сĕнксе тăратăп-ха.
— Çапах та мĕн пулнă? — кулмасăрах ыйтрĕ вăл. — Аш вĕçнĕ çын тĕслĕ курăнатăн.
— Çара илеççĕ, — терĕм тивлетлĕн те мăнаçлăн.
Веркка сиксе те тăчĕ. Ман патăма пычĕ. Хире-хирĕç тăратпăр. Пĕр-пĕрин çине пăхса. Пĕр-пĕрин куçĕсенче, сăнра-питре, шăнăр хусканăвĕсенче, çамка картламĕсенче темĕн шыратпăр. Темĕн мар-ха. Çак самантра чуна, чĕрене кирлине. Эпир пĕр-пĕрне юрататпăр тесе сăмах татман, ĕмĕр-ĕмĕр тасан упрама тупа туман. Мĕнпурĕ те пĕр-пĕрин еннелле ытарлăн куç ывăтнă та хамăра хĕм лекнинчен именсе çӳретпĕр. Эпĕ ун аллин ăшшине те туйса курман. Вăл та çавах. Эпĕ ун патне çывхарма та хăяймастăп. Вăл хăй çывхарчĕ. Пуçне ман кăкăр çине хучĕ те пăшăлтатрĕ.
— Мана ăçта хăваратăн?..
Ку сăмаха кĕтме те пултарайман эпĕ. Анрасах ӳкрĕм. Тăн çухатас марччĕ тесе кăна шутларăм. Алă-урана туйми пултăм. Тем кӳлĕмрен кăна персе ятăм:
— Кĕт...
Темччен-темччен шарламарăмăр. Ĕç кунĕ пĕтичченех тесен те юрать. Ăна общежитие ăсатса ятăм. Çул тăршшĕпе те калаçмалли сăмах тупăнмарĕ.
— Халь асаннӳ патне каятна? — ыйтрĕ вăл çитес çĕре çитсен.
Манăн, паллах, ун пӳлĕмне кĕрес те ним калаçмасан та ун çине пăхса ларас килетчĕ.
— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ айăплă çын пек.
Хăçан каяссине те, ним те, ним те ыйтса тăмарĕ, пуç чикрĕ те мана калинкке патĕнче тăратса хăварса хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ.
Асанне патне мар-ха, малтан Раман патне кĕрем тесе шухăшланăччĕ, урасем вара хам çуралнă килех илсе çитерчĕç.
— Тутăр вĕçтерсе çӳретне? — ыйтрĕ асанне ман хыпара пĕлсен.
— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ.
Асаннене ман хыпар савăнтарнине сисрĕм. Асатте те мăшлата-мăшлата, пуç пăркала-пăркала илчĕ. Чăваш килĕнчен салтак тухни пурне те савăнтарчĕ мар-и? Мана нихçан та кун пек тарават кĕтсе илмен. Сĕтел хушшине лартаççĕ, пĕри те тепри ман çывăхарах пулма тăрăшать. Таçтан такам çитернĕ хыпарне, хреснатте персе çитрĕ.
— Миçе лаша кӳлес? Парласа-и, пĕррепе те çырлахтарать-и? — терĕ çакскер тӳрех, килсе кĕнĕ-кĕменех.
Ак тата! Лаша кӳлсе, шăнкăрав çакса салтак чупмалла-и икĕ алă тулли тутăр çыххи йăтса çӳремелле-и? Кунашкал мăшкăла курас çуках...
— Çук, çук, çуках, — терĕм эпĕ.
Ку килтисене пурне те пăлхатса ячĕ. Янахне каçăртса чĕмсĕр ларакан асатте туйипе урайне тăрслаттарса илчĕ те хăйăлти сассипе каласа хучĕ:
— Кастарнă çын мар пуль эс?.. Салтака каян тăк салтака кайнă пек пултăр...
Асанне те сăмахран юлмарĕ.
— Йăлана ăна уяма тунă. Никамран та нимрен те катăк мар. Ыранах лаша кӳл, хреснашшĕ. Ял урамĕ пуриншĕн те...
Хăй çавăнтах йăлмакланă тутăр çыххи тума тутăрсем суйлама кайрĕ.
— Кин, атя-ха пĕрле, — илтрĕм эп ун сассине. — Эс ытларах чухлатăн...
Тепĕр кунхине ирех хапха умне шăнкăравлă пĕкĕ кӳлнĕ пар лаша килсе тăчĕ. Кунта ĕнтĕ турткалансан та, кутăнлансан та ĕç тухмĕ терĕм те асанне тыттарнă тутăр çыххине илтĕм. Асанне хул урлă чăлт шурă алшăлли çыхса ячĕ. Асатте кăмăллăн пăхса ларчĕ ман çине.
— Хĕреснаçупа хĕреснаннӳ килĕнчен пуçла та пур пек ратне-тăван патне кĕре-кĕре тух. Пурте пĕлеççĕ, пурте кĕтеççĕ...
Хреснатте васкатма тытăнчĕ. Пуçтарăнкаласа тухрăмăр. Хама эпĕ пăяври пăру пекех туйрăм. Хапха умĕнче пире Гамильпе Арккай кĕтсе илчĕç. Хăйсем хĕрме те ĕлкĕрнĕ. Пĕри пĕр енчен, тепри тепĕр енчен ярса тытрĕç мана. Гамиль уçă сасăпа юрласа та ячĕ.
Шăнкăр кăна шăнкăр ай шыв юхать,
Шăнкăр кăна шăнкăр шыв юхать,
Ăçта çитсе çавра кӳл пулĕ-ши?
Кашма сарнă урапа çине кĕрсе лартăм та татах пуç чикес килчĕ. Арккай салтака хăй каять тейĕн: манпа юнашар чĕркуçленчĕ те хăлаçланма пуçларĕ. Хреснаттесем патне çитиччен çăвар та уçаймарăм.
Мана çавăтсах пӳрте илсе кĕчĕç. Хреснанне алăк уçсах кĕтсе тăрать. Сĕтел тулли ĕçме-çиме. Сĕтел пуçне пукан çине витрепех хăймаллă сăра лартса хунă. Мана турăш айне вырнаçма каларĕç. Гамильпе Арккай чĕнессе кĕтмерĕç, пĕри пĕр енчен, тепри тепĕр енчен ман çума тĕршĕнчĕç. Хреснанне хĕреслесе тепĕр алшăлли çыхса ячĕ те ман çине мăнаçлăн пăхса илчĕ.
— Туйна та хамăрах туса парăпăр. Лайăх кайса лайăх таврăнмалла пултăр, — терĕ те кăпăклă сăра курки тыттарчĕ.
Ку таранччен ăша эрех-сăра ярса курман теместĕп. Астивкеленĕ. Пĕринче çынран юлас мар тенипе, тепринче хытă пусахланипе. Анчах кайран хытă асаплантарать те, унран тарма тăрăшатăп. Хреснаннепе хреснатте хистемерĕç. Тулли черккепе сăра курки умрах ларчĕç. Веркка та асрах тăчĕ. Паян пурпĕрех ун патне каятăп тесе тăратăп та, хĕрĕнкĕ пуçпа ун куçĕ тĕлне пулас килмест. Тата Гамильпе, Арккайпа ман сăмах килĕшмест. Вĕсем халех, сĕтел хушшинчех, хăйсене пахматсăр тыткалама тытăнчĕç. Ĕнтĕ хĕрĕнкĕ çыннăн чаракĕ те çав таран кăна та...
— Ятне турăм, хреснанне. Тек çӳреместĕп, — татса каларăм та, чун пушансах кайрĕ.
Малтан Гамиль, унтан Арккай ман çине сиксе ӳкесле ларчĕç. Вĕсен те ĕмĕчĕ татăлчĕ мар-и? Салтак ячĕпе рехетленмеллеччĕ-ха вĕсен.
— Хăвăнне хăвах пĕл, ачам, — теейрĕ кăна хреснанне.
Хреснатте тухса лаша тăварчĕ. Курка та, черкке те сĕнме пăрахнине курчĕç те Гамильпе Арккай кăштăртатса тухса кайрĕç. Тулли сĕтел хушшинче виççĕн кăна юлсан пурте-пурте ята кĕртекен пурнăç-тăрмăша сӳте-сӳте, ява-ява пăхма тытăнтăмăр.
— Кашни çыннăн çырни пур теççĕ те, пурах пулĕ çав, — пуçларĕ хреснанне. — Тем çырнă ĕнтĕ сана тата? Аçупа аннӳн ав çырни ырах пулмарĕ. Мĕн ырри ĕнтĕ? Тĕпленсе пурăнма кĕтес те тупăнмарĕ. Ырăран тĕнчене никам та тухса каймасть. Санăн хăвăн та ав...
— Ман тĕллĕн телей пулчĕ-ха. Хветура аппапа Хĕлимун пичче маншăн турă та, хĕвел те.
— Çапла-ха вăл, анчах çын патĕнче ӳснĕ ачан сумĕ çав таран кăна-çке. Атте-анне ячĕ вăл, ман шутпа, шăпах çырни пулать те. Ăна эс халь мар-ха, ман çула çитсен туйса илĕн. Ун чухне вара хăть ылхан, хăть мухтан, ним усси те пулмĕ. Каларăм эп аçуна, хăвăнтан ан хăварах ачуна терĕм. Эс ăна пĕлместĕн, ăсатса янă чухне ресторанра каларăм. Килсе илĕп терĕ те — ĕçĕ пĕтрĕ. Ача та кирлĕ мар пулчĕ... Юрĕ-ха, урăххи пиркиех калаçар. Тăрсан-тăрсан та пулин çыру яр вара. Пирĕн те пĕлсех тăрас килет.
Хреснаннен куçĕсем шывланса кайрĕç, çакна курсан хамăн та кăмăл çемçелчĕ. Чăваш хĕрарăмĕн чунĕнче ĕмĕрхи-ĕмĕрхи асап упранать ĕнтĕ. Хреснанне те арçынсене салтака мĕн тума илсе кайнине çынран илтсе мар, хăй тӳссе пĕлет. Вăрçă пĕтни мĕн вăхăт иртрĕ пулсан та ашшĕсĕр ӳсекен ачасем çур ял. Вĕреннĕ çынсем асăрханă тăрăх, çак çĕр çине çĕр хĕрача пуçне çĕр икĕ арçын ача çуралать иккен. Анчах çирĕм çула çитнĕ çĕре арçын ачасен йышĕ пĕчĕкленсе юлать. Паллă ĕнтĕ, пăшал персе ярсан пульлин кама та пулсан вĕлермеллех. Мана та пăшалпа выляма илсе каяççĕ ав... Çавăнпа хреснанне куçĕсене шывлантарса ларать.
Пире чун каниччен калаçма памарĕç. Салтак кĕртес текенсем темиçен килсе çитрĕç те, сĕтел хушши каллех тулса ларчĕ. Раман та мана шыраса килчĕ.
Хăнаран хăнана çӳресе çав кун ывăнсах çитрĕм. Ӳсĕре перес те таçта çывăрма кĕрсе выртас килчĕ. Каçкӳлĕм асатте килне таврăнсан кăна хама хам çын пек туйма пуçларăм. Туллин сывлас та хаваслă пулас килчĕ.
Анчах хреснанне калани ăша тарăн кĕрсе вырнаçрĕ иккен: ашшĕ-амăшĕсĕр ӳснĕ ача сумсăр пулать. Пуç мимисене йĕплесе те мар, пăраласа тăма тытăнчĕ. Хăпас тесен те хăпма çук. Хама хам хавхалантарма ĕнтĕ ку таранччен пурăнса мĕн ырри пулнине кăна асаилме хăтланатăп. Пĕлӳ илейрĕм, ĕç пур, халь тата телей пирки те имене-имене шухăшлатăп. Йăпăр-япăр пуçтарăнтăм та никама ним каламасăр килтен тухса вĕçрĕм. Тӳрех медпункта. Веркка ĕç пĕтерсе каяйман-ха. Мĕн хавалĕ хускалчĕ чунра? Хам та чухлаймарăм. Сĕтел хушшинче лараканскерне ытама илтĕм, питçăмартине чуп-тума пикентĕм.
Хускалми ларчĕ вăл. Манра юн вĕресе кайнине сиссе илсен яшт сиксе тăчĕ те мана хуллен тĕртсе ячĕ.
— Ан чăрсăрлан...
Шутлă кунсем хăвăрт шăваççĕ. Хветура аппа пуçтарнă çамрăксен каçĕнче асатте ялĕнчен виççĕн кăна пулчĕç — Раманпа Муза тата Веркка. Район центрĕнчи çамрăксене Арçук хăйне кирлĕ пек те килĕшнĕ пек пуçтарнă. Аслисем пирĕнпе пĕрле сĕтел хушшинче лармарĕç. Темшĕн çав каç ман асра юлман. Баян сасси кĕрлесе кăна тăнă, ташă-юрă та пулнă, кулă-шӳг те чарăнма пĕлмен. Манăн ĕнтĕ уйрăлу тунсăхĕ ытти мĕнпур туйăмран пысăкрах пулнă та пусса-хупласа тăнă. Кампа мĕн калаçнине те астумастăп.
Çурçĕр çитеспе салантăмăр. Арçук район центрĕнчи хăнасене ăсатма кайрĕ, эпир, тăваттăн, асатте ялне тухса утрăмăр.
Хамăр пурте хаваслă. Пĕрне-пĕри пӳле-пӳле калаçса пынă майăн яла çитсе ӳкнине те сисмерĕмĕр.
Çанталăк самаях сулхăнланнă ĕнтĕ. Хăна сĕтелĕ хушшинчен вĕриленсе тухнăскерсем, эпир ăна сиссех те каяймарăмăр. Раманпа Муза пире тăратса хăварсан, эпир çул айккипе кăллĕн-кăллĕн кăна утса кайсан, çывăрма куçне хупнă яла пырса кĕрсен кĕр сивви пире те хыпашлама тытанчĕ. Манăн ăш каниччен калаçас, çар службине пĕр харăс çăтса яма пултаракан юрату туйăмне хампа пĕрле илсе каяс килетчĕ, анчах юнтармăш ачасем пек мăк та мак тунисĕр пуçне нимле сăмах та тупаймарăмăр. Веркка çар комиссариатне пырăп тесе сăмах пачĕ те пӳлĕме кĕме васкарĕ. Манăн ирĕксĕрех исленсе çывăракан асаннене шаккаса вăратма тиврĕ. Юрать мăкăртатмарĕ тата.
Çар комиссариачĕ умĕнче алă сулса çеç уйрăлтăмăр. Пĕрне те ашшĕ-амăшĕ патне те, савнийĕ патне те калармарĕç.
Канашранах пĕрремĕш çыру çырса ятăм. Унтан Мускава çитсен. Кусене çыру темех те çук-ха, командировка отчечĕ пек кăна пулчĕç вĕсем.
Пирĕн эшелон çĕр варринче темле станцăна çитсе чарăнчĕ. Пире илме пынă икĕ сержантпа пĕр майор хăçан тата ăçта чарăнассине малтанах пĕлсе пынă, çавăнпа пире çур сехет маларах хускатрĕç, сержантсем камăн мĕн лайăххи пуррине малтанах пуçтарса кайрĕç, манăн ĕçрен панă чăматана та илчĕç. Ятуллă курткăсене, пекĕсемпе чĕн пиçиххисене пурне те, пурне те пуçтарчеç.
— Пурпĕрех сире памаççĕ, пурпĕрех çухалаççĕ, — терĕç кăна.
Веркка парнеленĕ вилкăллă, кашăклă, штопорлă хутланакан ман çĕççе те пулин туртса тенĕ пекех илчĕç. Нихçан каçармаслах тарăхрăм та, ним тăваймăн, халь ĕнтĕ эпĕ хам ăспа-тăнпа, хам талайпа-екĕпе пурăнакан çын мар, çын аллинчи çын, куçарсан куçакан, тĕртсен сикекен пукане кăна. Кайран мар, халех çакна ăнланса илччĕр теççĕ ĕнтĕ.
Вагонран тухрăмăр та çухалса юлас мар тесе пĕр-пĕринчен тытăнтăмăр. Икĕ сержант пире бетонланă перрон çине илсе тухрĕç. Тем тăршшĕ шеренгăна курсан хăрасах кайрăм. Пире валли те вырăн тупăнчĕ кунта. Шеренга умĕнче офицерсем калле-малле хутлаççĕ. Пире илсе килнĕ сержантсем таçта кайса çухалчĕç. Çунăк шăрши, тĕтĕм шăрши сăмсана çуратъ.Чукун çул тăрăх чăл-пар çутăсем курăнкалаççĕ. Йĕри-тавралăха çĕр тĕттĕмĕ пусса хупласах хунă. Çавăнпа хамăр сисмесĕрех унта-кунта тĕлкĕшекен çутăсем еннелле пăха-пăха илетпĕр. Пурнăç пуррине çавсем кăна асаилтереççĕ тейĕн.
Пирĕн умра калле-малле хутлакан офицерсем пĕр самантрах таçта кайса кĕчĕç. Унччен те пулмарĕ — шеренга пуçне «Волга» пырса чарăнчĕ. Унтан иккĕн тухрĕç те пирĕн еннелле утма тытăнчĕç. Ĕнтĕ пĕр самантлăха таçта çухалнă офицерсем те тупăнчĕç. Эпир килсе çитичченех пиртен хăшĕн хăш полка каймаллине палăртса хунă иккен. Пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕне-чĕне кăлармă тытăнчĕç. Хăлха тăратсах хам хушамата каласса итлетĕп. Хальччен илтмен темле-темле хушамата та калаççĕ, мана асаилмеççĕ-ха. Нивушлĕ сиктерсе хăварнă-ши тесе пăшăрханма та тытăнтăм.
Чĕне-чĕне кăларнă çамрăксене вăл е ку офицер хăй хыççăн утма хушать. Электровоз тăракан еннелле иле-иле каяççĕ çынсене. Акă ĕнтĕ сайралансах юлтăмăр. Тем тăршшĕ шеренга кĕскелсех çитрĕ. Чи юлашкине юлнисене, пире, вăтăр çынна валли, перрон тулли офицер юлчĕ. Пире те ятран тĕрĕслесе тухрĕç, çаврăнса утма команда пачĕç. Юлнă офицерсем пирĕн хыçран утса пычĕç.
ПАЗ автобуса кĕрсе лартăмăр. Кавказ халăх сăнĕллĕ, анчах вырăсла тап-таса калаçакан аслă лейтенант пире Верея хули шăпа тухнине пĕлтерчĕ. Эпир сывлăшран тапăннинчен хӳтĕлекен çара лекнĕ иккен. Офицер калаçма юратаканскер пулчĕ. Верея хули, ун таврашĕ çинчен пĕр-икĕ сăмах каларĕ те çĕр çинчи чи сумлă çар — ПВО çинчен пуçларĕ. Паллă ĕнтĕ, никам та ним хыçĕнче, никам та никам айĕнче пуласшăн мар.
Ир енне полка çитсе ӳкрĕмĕр. Ку вăрман варринчи çар хули пулчĕ. Самаях пысăк хăй. Пынă-пыманах мар, кайранрах ăнланса илтĕм. Хула тенине анлă шоссе икĕ пая пайлать иккен. Пĕр енче салтак казармисем, гаражсем, складсем, столовăй, мунчапа прачечнăй, тепĕр енче офицерсен çурчĕсем, клуб, штаб, çар суту-илĕвĕн лавкки.
Пире тӳрех мунчана илсе кайрĕç. Мунча умне ушкăнпа мар, пĕрерĕн-пĕрерĕн кĕртрĕç. Çаппа-çарамас салтăнтарчĕç, полк врачĕ хăй кашнине хыпашласа тĕрĕслет, ун пекех хĕрлĕ петличкăллă, наркăмăш тумлатакан çĕлен эмблемăллă сержант врач мĕн хушасса та кĕтмест, лешĕ унтан-кунтан хыпашласа пăхнă хыççăнах пĕç хушшине, хул хушшине, шакла кастарнă пуçа темле шĕвекпе сĕрсе тухать. Çӳçентерет ку, тулаштарать. Вара часрах мунчана чупса кĕретĕн. Тарламалли вырăн пур, анчах милĕк çук. Сăтăрăнкаланă, ал лаппипе унтан-кунтан çапкаласа илнĕ хыççăн душ айне тăратăн. Кашнине ывăçра çухалсах каякан супăнь татки параççĕ. Мунчалана кăпăклама та çитмест.
Тухрăм та мунчаран, мана фланельрен çĕлетнĕ аялти кĕпе-йĕм, мамăк пиртен çĕлетнĕ гимнастерка, кирза атă тыттарчĕç. Хальччен тăхăнса курман та, ăçта мĕн çыхмаллине, мĕн çаклатмаллине, мĕн тӳмелемеллине те пĕлмелле мар. Юрать васкатмаççĕ.
Вагонра пĕрле килнĕ ачасене пурне те сăнран паллаттăм. Гимнастерка тăхăнса ятăмăр та, пурте пĕр сăнлă пулса тăтăмăр. Турăшăн калатăп, малтанхи самантра пĕрле килнĕ ачасене те паллами пултăм.
Пуçланчĕ хайхи пĕрисене савăнтаракан, мăнаçлантаракан, теприсене макăртакан салтак пурнăçĕ. Вăйлине, хевтесĕррине, ăслине, аплах маррине пăхмасăрах пурне те пĕр казармăна вырнаçтарчĕç — карантина. Икшер хутлă тимĕр краватьсем, лутра тумбочкăсем, карăсăр чӳречесем тата йăлтăртатса тăракан урай. Казарми хăй тултан пăхсан ферма витине асаилтерет, шалтан вара — йĕтем айне. Ирхи апатран пуçласа кăнтăр апачĕччен плацра шап-шап пусса утса çӳренĕ хыççăн казармăна таврăнсан та çаплах хăтланатпăр. Уншăн пире никам та вăрçмасть. Эп хам ĕмĕрте пионер лагерĕнче пулса курнă, çалла пысăк йыша хăнăхман. Маншăн пурте кăсăк пек туйăнса тăчĕ. Хавхаланса пурăнма тытăнтăм.
Çитсенех янă çырусем çине час хуравсем таврăнмарĕç. Çавă кăна асаплантарчĕ. Карантинра никамран та пĕр çыру илеймерĕм.
Шофер пулнă май мана урăх нимĕн те сĕнмерĕç, тӳрех гаража илсе кайрĕç, çăкăр турттаракан фургон пачĕç. Малтан ку маншăн алтайăн ĕç тесе питĕ савăннăччĕ, анчах пĕр-икĕ кунтанах пăрахса каясса çитрĕм. Волгин хушаматлă «макаронник» манпа юнашар ларса çӳрерĕ. Вăл офицерсенчен заказ йышăнать, мана хам пек салтаксем тапăнаççĕ, уйрăмах «стариксем». Çар хулинче ниçта та эрех таврашĕ сутмаççĕ, пирĕн Вереяран кӳрсе памалла. Волгин хăйĕн «клиенчĕсене» тахçанах палласа-хăнăхса çитнĕ те, ăна ним те мар. Манăн вара ниçта кайса кĕме çук. Такамшăн ята кĕрес килмест, тытăнсан-тусан никама та мар, мана айăплаççĕ, мана гауптвахтăна ăсатаççĕ. Волгин ку ĕçпе услам тăвать, вăл ыр тунăшăн илме те именмест. Офицерĕсем те ку йĕркеллĕ япалах тесе шутлаççĕ. Манăн вара хам пеккисенчен илмелле-и? «Старикĕсем» хăратаççĕ, юнаççĕ, çăвар уçмассерен салага тесе хăртаççĕ. Командира каласа парам-ши тесе шухăшлама та тытăнтăм.
Ирхине йăпăр-япăр пуçтарăн та тухса кай мар-çке. Волгин хапха патне çитсен машинăна чартарать те тытăнать унта шăнкăравлама, такама шырама. Ăнланатăп-ха, клиентсем шырать. Манăн çав вăхăтра таçта тарса пытанас килет. Пĕри йăпшăнса пырать те кабина алăкне шаккать, тепри таçтан сиксе тухать те хăвăрт кăна укçа тыттарать. Ирĕксĕрех чееленме тивет. Волгина та пĕлтермелле мар-çке. Унран вăрттăн илсе килмелле.
Таврăннă чухне Волгин сумкине никам та уçса пăхмасть. КППра тăракансем пурте-пурте чи малтан фургон алăкне уçтараççĕ, унтан кабинăна ухтарма тытăнаççĕ. Çав вăхăтра Волгин анать те çуранах уттарать. Аптăрасах çитрĕм юлашкинчен. Салтакăн тавçăруллă пулмалла тенипе туяннă эрех кĕленчисене КПП патне çитесси пĕр çĕр метр юлсан палăртнă вырăна пытарса хăварма тытăнтăм. Гаврин замполит ăна та пулин пĕлчĕ. Пĕр уйăх ытларах ĕçлесен мана чи сумсăр ĕçе куçарчĕç, офицерсем пурăнакан урамсене шăлса тасатса тăма хушрĕç. Ирхи зарядкăна та тухмастăп, ир-ирех шăпăр çĕклетĕп те çар суту-илĕвĕн лавкки патнелле танккатăп. Малтан лавкка умĕнчи тенкел çинче темччен сӳрĕкленсе ларатăп. Командирсенчен кам та пулин килнине-тунине курсан алăри шăпăра унталла-кунталла шутаркалама тытăнатăп. Ирхи апатченех çапла тăрмаланатăп. Салтакăн мĕн ĕç тусан та вăхăт ирттермелле мар-и? Вĕрентĕм хайхи вăхăт вĕлерме.
Апат-çимĕç юлашкисене сая ярас мар тесе полкра сысна ферми тытаççĕ. Çитерсе самăртма çурисене совхозран иле-иле килеççĕ. Сысна тăрантаракан салтак Мартынюк гауптвахтăран тухма пĕлмест те, старшина мана унта куçарчĕ. Машина таврашĕ тивĕçмест. Апат юлашкийĕсене ик кустăрмаллă урапапа турттарма тивет. Çулĕ пĕрре те çывăх мар, çар хули урлă тӳрех кайсан кĕскелмелле те, чараççĕ, хушмаççĕ. Стадион тавра, карп пĕви тавра çаврăнса каймалла. Лаша та пулин туянса парăр-ха терĕм те Мельник подполковника, тытăнчĕ çак çар уставне ăнлантарма. Салтакăн, иккен, мĕнпур йывăрлăхсемпе çуклăха нăйкăшмасăр чăтса ирттермелле. Юлашкинчен хăйĕнчен хушса хучĕ:
— Вунă салтак пĕр трактора тăрать пулсан эсĕ ху тракторăн вуннăмĕш пайĕ...
Çапла вара, тракторăн вуннăмĕш пайĕ пулса тăтăм та шăл çырта-çырта ик кустăрмаллă урапана сĕтĕрме пăрахмарăм. Кунне тăваттă-пиллĕк те хутлама тивет. Сыснасем çухăрма пăрахрĕç. Мартынюк пăхнă чухне вĕсен сасси кăна илтĕнсе тăратчĕ. Апачĕ умĕнчен юлакан пулчĕ. Иккен, Мартынюк сысна хырăмне кĕмелли апата сăмакунпа улăштарса пурăннă. Калатăп çав, вăл гауптвахтăра ларнă чухне тимĕр карта леш енне темиçе хутчен те хĕрарăмсем килчĕç, Володъăна чĕнсе тухма калаççĕ. Ларать вăл тесен миçе куна хупнă тесе ыйтаççĕ.
Тунтикун Мартынюка кăларчĕç те, вăл тӳрех сысна витине пычĕ, мана хăвалама пуçларĕ. Ман ирĕксĕрех старшина патне кайма тиврĕ. Старшина Мартынюка урăх приказ пачĕ те, тинех манран хăпрĕ. Тирпейленсех ĕçлесе кайрăм. Стройпа çӳреме пăрахрăм, ирхи развода та тухмастăп. Пĕр уйăхранах эпĕ пăхакан сыснасем тулса кайрĕç. Çакна Мельник подполковник та асăрхарĕ.
— Эс мĕн-им, фермăра ĕçленĕ-им? — ыйтрĕ вăл мана кăчăк туртса илнĕ хыççăн.
— Çук-çке. Эп шофер пулнă...
— Сыснусем сан ӳкерчĕк çинчи пекех те.
— Çитерсен сысна самăрăлать.
— Хальччен те çитернĕ-çке.
Ах, чĕлхе çинчех тăрать те калас сăмах. Подполковник çак самантра пăрăнса кайман пулсан, турăшăн та, персе яраттăм та пулĕ, Мартынюк сысна апатне сăмакунла улăштарса тăнă тенĕ пулăттăм. Калама тӳр килменни лайăх тепĕр тесен. Пуçлăхсен нихçан та пурне те пĕлмелле мар.
Мельник хăйне салтаксен тусĕ тесе калаттарасшăн пит çуннине полкра пурте пĕлеççĕ. Çапах та çав кун каçхи тĕрĕслу вăхăтĕнче вăл казармăна пырасса, пĕтĕм взвод умĕнче мана тав тăвасса эпĕ кĕтмен. Хĕрелсе, унтан шуралса кайрăм. Маншăн та пĕр ырă сăмах тупăнчĕ иккен салтак службин. Кăмăл çемçелсе килчĕ. Çав каç час çывăрса каяймарăм. Тем те, тем те пуçа пыра-пыра кĕрет. Ку таранччен те никамран та пĕр çыру илеймерĕм. Ăш çунсах тухать. Мĕн пулнă-ши, мĕн пулнă-ши? Манпа пĕрле карантинра пулнă Петро Гладких юратнă хĕрĕ качча кайнине пĕлнĕ те хурала тухсан хурал пӳрчĕ маччинче çакăнма тăнă. Юрать хурал пуçлăхĕ Костенко вăхăтра асăрханă, ахаль пулсан Петро ялне цинк тупăк ăсатма тивнĕ пулĕччĕ. Веркка та урăххине куç хывмарĕ-ши, мана асĕнчен кăларса пăрахмарĕ-ши тесе кăна шухăшлаятăп. Казармăра çĕр каçса курнă çын пĕлет. Унта ирчченех композиторăн асĕнче те çук музыка кĕрлет: хăр-хар, лăр-лар, ши-ши... Музыканчĕсем хамăрах, кашни хăйĕн сассипе хора хутшăнать. Ытти чухне илтес те çук, тарăхас та çук. Ыйхă вĕçнĕ вăхăтра, ах, хытă тулаштарать-çке çакă. Тăтăм та дневальнăй патне коридора тухрăм. Ыйхине çăтса ярас тесе-ши, вăхăт ирттерес тесе-ши, çине-çинех анаслать хăй. Эпĕ ун патне пырсан юлташ тупăннăшăн савăнчĕ. Ма çывăрмастăн тесе ыйтса тăмарĕ, полк дежурнăйĕ килсе тухас-мĕн пулсан мĕн каласа тӳрре тухмаллине пĕлет вăл, çавăнпа мана кĕрсе вырт тесе каламарĕ. Çурçĕр çитичченех сӳпĕлтетрĕмĕр. «Стариксем» дневальнăйра тăнă чухне Ленин пӳлĕмне кĕрсе телевизор яма та хăраса тăмаççĕ, эпир хăяймарăмăр.
Çав каç ирчченех лапка-лапка юр çурĕ. Вăл куçран çухалмарĕ. Юр ларсан манăн кăмăл яланах пусăрăнать. Кун таврăнма тытăнмасăр, хĕвел вăрман тăррине хăпарса çитмесĕр кăмăл та уçăлмасть. Асаннерен куçнă çакă мана. Çамрăк пулсан та туйтарать çакă. Кăмăл еккине пусса тăраканни çĕнĕ юр кăна мар, канăçсăр шухăш та пур. Кашни çыннăн пурнăçĕнчех шанчăк çухатнă вăхăтсем пулаççĕ пулĕ-ха, анчах кашни çынах пурнăçа курайми пулса çитмест. Те ĕнтĕ Гладких çинчен çине-çине калаçнипе ман пуçра та çав шухăш вĕлтлетсе иртрĕ. Юрать мимене тарăнах кĕрсе вырнаçаймарĕ вăл. Гладкихе пĕр уйăха яхăн госпитальсемпе лазаретсенче вырттарчĕç те урмăша пуçланă тесе комиссацилерĕç. Пĕрне курса тепри вĕренет мар-и? Таганрог каччи Чухрай кашни каç айне яма тытăнчĕ. Ирхине тăрать те пăсланса тăракан вырăнне пире кăтартма юри уçса хурать, кравать айĕнчи кӳлленчĕкне те пулин хăй шăлмасть, дневальнăйăн типĕтмелле имĕш. Ку каллех комиссацилеттересшĕн иккен хăйне, çакна тӳрех тавçăрса илчĕç салтаксем. Пĕр ирхине тытрĕç те вĕрентсе илме шутларĕç. Ĕнерхи пек, виçĕмкунхи пек, пирĕн Чухрай йĕпе вырăнĕ çинчен тăчĕ те туалета кайса хупăнчĕ. Вăл таврăнасса питĕ чăтăмлăн кĕтрĕмĕр. Ним пулман пекех килсе кĕчĕ казармăна, тумланма пикенчĕ. Ачасем ярса илчĕç те çакна — пĕрисем аллисенчен, теприсем урисенчен — урайĕнчи-шăршлă кӳлленчĕке Чухрайпа хăйĕнпе шăлса типĕтме тытăнчĕç. Тапкаланчĕ-тапкаланчĕ те, темиçене хирĕç мĕнех тăвайăн. Унтан йĕпе чăх пек тăракан Чухрая алли пыран пĕри пыра-пыра тĕртме, чышма, ӳркенменреххисем çапса илме те тытăнчĕç. Эрнерен Чухрая урăх полка куçарчĕç.
Тăххăрмĕш сыпăк
Çĕнĕ çул умĕн Раманран çыру илтĕм. Симĕс фломастерпа мĕнпурĕ те пĕр йĕрке çырнă, Çĕн çул ячĕпе саламлатăп тенĕ. Ялти, районти хыпарсене ним те пĕлтермен. Ни савăнмарăм, ни тарăхмарăм, конверта хутлатса гимнастерка кĕсйине чикрĕм те ун çинчен манса кайма тăрăшрăм. Хĕлимун пиччепе Хветура аппаран та, Çĕпĕртен те хыпар пулмарĕ. Вĕсене те тӳссе ирттерме пулĕ-ха, Веркка мĕншĕн ним те шарламасть?
Хăй салтак пулса курман çын пĕлместех пулĕ çав, уншăн, салтакшăн, çыру илменни командирсен айăплавĕнчен те хăрушăрах. Пĕтĕмпех йăшса çитрĕм. Тем-тем шухăш та пыра-пыра кĕрет пуçа. Борзов пек, çыру çырса хăварас та тухса вĕçес мар-и пĕр виç-тăватă кунлăха? Борзов часовойра тăнă çĕртен тухса тарнă, карабинне юр ăшне чиксе хунă, штык çине хут татки тирнĕ. Мана виçĕ кунсăр ан шырăр, хамах таврăнатăп тенĕ. Ларса тухрĕ гауптвахтăра, ун вырăнне савнă хĕрĕпе тĕл пулса калаçайнă.
Виçшер тенкĕ те сакăрвуншар пус укçа пачĕç те — лавккана кайса вунă конверт тата виçĕ тетрадь туянтăм. Лартăм çыру çырма. Кунне виçшер-тăватшар çыратăп. Рафаил Иванч патне те ятăм. Çавă, тен, тивĕçе тивĕç вырăнне хума пĕлекенскер, хурав парĕ.
Полк командирĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ Мельник подполковник кунсерен фермăна çӳрекен пулчĕ. Ку вăхăтра çĕршывра апат-çимĕç ыйтăвĕ йывăрланса çитнĕччĕ те, çар чаçĕсене те мĕн ыйтнине, мĕн кирлине парасшăнах марччĕ. Пирĕн аслă командирсем фермăна татах та сарма шутланă пулнă иккен. Мана асли, ялти пекрех каласан ферма заведующийĕ, туса хучĕç. Пулăшма тата виçĕ салтак пачĕç. Çывăхри совхозран икĕ машинăпа çурасем кӳрсе килчĕç. Хевтесĕрскерсем. Те юри суйласа панă. Те фермипех çавнашкаллисем тытаççĕ. Пĕлме çук. Шеллесех кайрăм çаксене. Çĕнĕрен тунă сарая хупрăмăр вара. Хамăрăннисемпе пĕрле тытсан кусене таптаса пĕтересрен хăрарăм. Епле тесен те ялта ӳснĕскерĕн, манăн ăслай-меслет пулнах çав.
Пĕр пуç та вилмерĕ. Сысна çурисене шăнтма юраманнине те пĕлетĕп. Çав совхозранах виçĕ машина пăчкă кĕрпи кӳрсе килтĕмĕр те, хĕл сиввине çурасем туймарĕç те.
Кăрлач вĕçĕнче сыснасене çапма тытăнтăмăр. Салтаксем хушшинче мĕнле кăна ăста çук-тăр. Тупăнчĕç выльăх тирпейлеме пĕлекенсем те. Хысна апачĕ пире пурне те йăлăхтарнă. Пуçларăмăр хайхи хамăр пĕлнĕ пек хăтланма. Эпĕ çаксене хуратул кĕрпипе, вир кĕрпипе, тулă кĕрпипе тултармăш туса патăм. Танлаштара-танлаштара, мухта-мухта çирĕç юлташăмсем. Пĕр тăрăхне Мельник подполковника патăм.
— Сивĕнсен çатма çинче ăшаласа илĕр, — терĕм çакна.
Çакскер тем хушă тутисене сиктеркелесе тăчĕ. Тултармăш сăмаха ăшĕнче каларĕ ĕнтĕ, анчах тӳрех хăнăхаймарĕ, сасăпа калама именчĕ, тепĕр кунхине кăна, те тĕрĕслеме тĕ вăхăт ирттерме фермăна пырсан, мана айккинерех чĕнсе илчĕ те каларĕ:
— Тултармăч терĕне-ха? Питĕ тутлă, питĕ тутлă. Выльăх пуснă чухне эс пире валли те пĕçер-ха çавна...
Çурăмран лăп-лăп тутарчĕ. Ăнлантăм ĕнтĕ. Хамăн командир кăмăлне те хăварсан вара...
Подполковникăн урăх ĕçĕ юлмарĕ те пулĕ. Ирхине ирех пĕрре пырса каять фермăна, унтан штабалла уттарать. Унта ĕнтĕ хушусем хăварать те каллех пирĕн патăмăра пырать. Кунсерен тенĕ пекех сысна пусакан пултăмăр. Ăнлантăмăр: командирсене валли пустараççĕ. Пирĕншĕн пĕрех мар-и? Столовăй юлашки çитми пулчĕ те, комбикорм кӳрсе пачĕç.
Командирсем те пирĕн пек çынсемех. Пĕринче вите умĕнчи сак çине лартăмăр та, подполковник мана мĕн ырă тăвам-ха тесе калаçу пуçарчĕ.
— Черетлĕ отпуска ярсан савăннă пулăттăм, — терĕм эпĕ.
— Ун пирки ан шутла та, — татса хучĕ подполковник. — Пирĕн командир вилсен пытарма, ашшĕ-амăшĕ йывăр чирлесен курма яркалать, ытти чухне... Темшĕн отпуск тесен сехри хăпать унăн...
— Объектсене кайса курасчĕ хăть пĕрре те пулсан, — терĕм татах. — Хам ПВОра службăра тăратăп, ракета таврашне куçпа та курман.
— Унта кайса килме пулать, — савăнсах каларĕ Мельник.
Çав эрнерех ирхи развод хыççăн хăйĕн «Волгине» лартрĕ те пире, кăнтăрлаччен курса çӳрерĕмĕр. Эх, ăмсантăм та ăмсантăм юлташăмсене. Ку чухнехи чăн-чăн çар çынни вĕсем. Индикаторсем умĕнче лараççĕ, сывлăшри самолетсене йĕрлеççĕ, персе антармалла выляççĕ, эпĕ илтмен, пĕлмен сăмахсемпе калаçаççĕ. Планшет çинче пĕтĕм тавралăх курăнать. Полигонра вара урăхларах. Кунта ракетăсем. Вĕсене те антăхса кайсах пăхрăм. Куçарăр-ха мана та çакăнта тесе темиçе те ыйтрăм подполковникран. Яхăнне те килĕшесшĕн пулмарĕ.
— Сан пек ĕçчен çын пулнине астумастăп-ха, — терĕ вăл. — Служба ăçта пулсан та служба... Эпĕ те ав вунă çул подполковникра çӳретĕп. Тепĕр çăлтăр хушма тахçанах вăхат çитнĕ. Эпĕ те радиоинженер. Хуçалăх ĕçĕсене тытса пыма хушнă та, ĕштеленетĕп ав... Санăн та кулянмалли ним те çук. Çар билечĕ çине унта сысна пăхнă тесе çырса хумастпăр, операторах тетпĕр...
— Юлташсен умĕнче аван мар.
— Тупрăн тата кулянмалли. Хапхаран тухсан никамран та никам та эсĕ кам пулнă тесе ыйтмастъ, сирĕн пурин те пĕр ят — салтак.
— Çапах та... Сумлă вырăнта пул та сысна пăх... Пĕрех мар ĕнтĕ...
— Пăхатăп та сан çине, иртсе пĕтми хурлăх пур пек туйăнать санра. Каласа пар, мĕн асаплантарать? Тен, пулăшма май килĕ.
— Çук ĕнтĕ. Кам пулăшайтăр?
— Çапах та, çапах та...
— Çур çул иртсе кайрĕ çара килнĕренпе, атте-аннерен те, тăван-пĕтенрен те, тус-юлташран та çыру илмен... Хам вара çырсах тăратăп...
Подполковник пуç пăркаласа илчĕ те шухăша путрĕ. Тем кӳлĕм çапла ларчĕ вăл. Командирсене ман икĕ ушкăна уйăрас килет. Пĕринче — службистсем. Вĕсене çын мар, салтак, чунсăр-туйăмсăр, хушнă-хушман чупса каякан чĕрчун кирлĕ. Вĕсем хăйсене те, çынсене те шеллемеççĕ, вĕсем этем чĕлхипе калаçма та пĕлмеççĕ. Тепĕр ушкăнра — вĕсене хирĕçле çынсем. Çавсенчен пĕри — манпа юнашар ларакан подполковник. Çар çынни пулма çуралманах вăл. Çакна хăй те пĕлет, туять. Асапланать те, пурнăçне мĕнле урăхлатмаллине пĕлмест.
— Ан пăшăрхан, — терĕ те темле çемçен тăрса утрĕ.
Каçкӳлĕм тепре çаврăнса çитрĕ. Пĕр ывăç конверт тыттарчĕ мана. Тӳрех ним те тавçăрса илеймерĕм, пĕр конвертне, тепĕрне, виççĕмĕшне вуласа пăхрăм. Пурте ман ятпа килнĕскерсем.
— Такамран пуçланса кайрĕ пирĕн полкра çав йăла. Кама та пулсан тавăрмалла чухне ун ячĕпе килекен çырусене пытара-пытара хураççĕ. Мартынюк пуçтарса пынă çаксене. Мĕн тума кураймасть вăл сана?
— Хăй вырăнне йышăннăшăн.
— Ай пулаççĕ те çынсем, — терĕ те подполковник хаш сывласа ячĕ.
Вăл мана чăрмантарас темерĕ, эпĕ пĕрремĕш конверта уçсанах çаврăнса утрĕ. Тав тума та тавçăраймарăм.
Çут тĕнчере мĕн пурри-çуккине çавăнтах манса кайрăм. Хветура аппапа Раман çырăвĕсене гимнастерка кĕсйине чиксе хутăм. Кайран вулăп терĕм. Пĕрремĕш конверта асăрханса çурас мар тесе уçрăм. Юратнă Клим тенине вуларăм та, хăлхара Веркка сасси янраса кайрĕ. Манпа юнашарах килсе ларчĕ вăл. Хăйне курмастăп пулсан та вăл пуррине çывăх туйса тăратăп. Иксĕмĕр хире-хирĕç тăнă чухне çак сăмахсене мĕн калаттарман-ха? Юрату сăмахĕн хăйне кăна тивĕçлĕ пайăрлăхĕ пулĕ çав, ăна ăçта тата хăçан килчĕ апла тата капла калама юрамасть пулĕ çав. Мĕншĕн тесен çав сăмаха пурин те илтме юрамасть, унăн хăйĕн пайăрĕ пур. Çак сăмахсем Веркка чĕринчен шăкăр-шăкăр юхса тухман, асаплантарнă, иментернĕ, шухăшлаттарнă. Çакна эпĕ те çыру çырма ларсан туйса илтĕм. Суйлатăн-суйлатăн сăмахсене, чи кирли аса та, чĕлхе çине те килесшĕн мар. Çав сăмахăн вулаканăн чĕрине тӳрех кĕрсе вырнаçмалла-çке. Çав кун пуçланă çырăва тепĕр кун кăна вĕçлейрĕм. Ăна ĕнтĕ вуннă та, вуниккĕ те вуланă, пурпĕрех тем çитмест пек, тем ытлашши пек туйăнса тăрать. Вите пуçĕнчи сак умне тепĕр хут кукленсе лартăм. Тата темиçе сăмах хушса çырасах килчĕ. Пĕр йăнăшсăр çырма тăрăшнă çырăва сак çине сарса хутăм. Алă хăй çырса хучĕ: «Сывă халлĕн таврăнма пӳрнĕ пулсан мăшăрланăпăр. Юрать-и?»
Ман ку çырăва дневальнăй сĕтелĕ çине хурас килмерĕ, почтальона хăйне алăран тыттарас килчĕ. Мартынюк куçĕ тĕлне пулĕ те... Епле тесен те кашни çын хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕрре калакан сăмахсем-çке ку конвертра. Тепĕр кун выçă выльăхсене манса кайсах казарма умĕнче почтальон салтака кĕтсе тăтăм. Тем вăхăт, тем вăхăт тăнă пек туйăнчĕ. Пур-пĕрех кĕтсе илмесĕр каймастăп терĕм те шăнăрланса хытса лартăм. Ниçталла та хускалса утас килмест, никампа та калаçас килмест.
Аранах кĕтсе илтĕм почтальон салтака, çырăва аллинчен тыттартăм та, хул калаккисем кĕçĕтсе илчĕç: çунат шăтма пуçларĕ. Утса мар, чупса кăна çӳрес килчĕ. Сысна витине мĕнле çитсе ӳкнине те астумастăп. Выльăхсем вырăнтан хускалнă, тата кăшт вăхăтран вĕсем ушкăнпа нăрик-нăрик юррине пуçлама хатĕрех ĕнтĕ. Пĕри кăна çухăрса ярасса кĕтеççĕ. Ĕлкĕреймерĕç — пуçĕсене валашкана чиктертĕм.
Служба вăхăчĕ кĕскелчĕ мар-и? Çыруран çыруччен кăна пырать вăл. Çырăвĕсем вара пĕрре те кĕттермеççĕ. Ман çырăвăмсем ун патне мĕнлерех çитсе тăраççĕ пулĕ, ăна пĕлейместĕп ĕнтĕ, вăл янисем виçĕ-тăватă кунтах çитеççĕ. Кашни çырăвнех сăвă пек пăхмасăр калама вĕренетĕп те блокнот хуплашки ăшне хутлатса çыпăçтаратăп. Вăл маншăн юрату романĕ пекех туйăнать. Тунсăх пуссан, тусăнма тытăнсан çав кĕнекене кăларатăп та кĕлĕ кĕнеки пек вулама тытăнатăп. Кашни çырăвнех пăхмасăр калама вĕреннĕ пулин те, вуланă чухне вăл маншăн çĕнĕ пек, тин кăна илнĕ çыру пек туйăнать. Малашлăх çинчен шухăшлама хистет. Эх, тетĕп вара, çĕр çинче юрату та пулмасан çынна, ун чунне-кăмăлне, ун сăнне-сипетне мĕн тасатнă пулĕччĕ-ши? Нихçан та никамшăн та пĕр усал ĕç тăвассăм çук çакнашкал тулли чунпа та таса ĕмĕтпе пурăннă чух. Юратма пĕлмен, юратусăр пурăнакан çын кăна пурнăç сукмакĕнчен сулăнать тесе шухăшлас килет. Ку чăнах та çапла тесе такама та ĕнентерме пултарассăнах туйăнать. Тава-мĕне кĕрсе каяс пулсан çак шухăша çирĕплетме сăмах тупнах пулăттăм.
Пурнăçăн кукри-макрине пурне те пĕлсе пĕтерме çукрах çав. Кăмăл пăсмалли тупăнсах пырать. Кăлăх чипер пурăннă çĕртех мана Мельник хăй патне чĕнтерсе илчĕ те сысна фермине Кабанов сержанта пама хушрĕ. Юрĕ, ара, атте-анне хуçалăхĕ мар, маншăн кама парсан та пурпĕрех. Каллех çăкăр фургонĕ çине куçарчĕç. Ĕнер кăна Мельник мухтаса та ырласа тăратчĕ. Мĕн пулса тухнине каламарĕç. Командирсене кирлĕ тĕк вĕсем пĕлерех параççĕ пулĕ терĕм те «есть!» тесе Мельник пӳлĕмĕнчен тухрăм. Кабанов сержант сысна фермине йышăнма пĕччен пымарĕ. Малта Мельник хăй утса пырать, ун хыçĕнче партком секретарĕпе замполит, вĕсен хыçĕнче старшина. Мельник тӳрех витене кĕрсе кайрĕ, мана никам та асăрхасшăн пулмарĕ. Пăрăнса тăтăм айккинерех. Замполитпа партком секретарĕ пĕр харăс сăмсисене ярса тытрĕç. Мельникăн вĕсен умĕнче кăштах хăпартланас кăмăлĕ те пурччĕ, миçе пуç сысна самăртнине, талăкшарах миçе грамм ӳт хушнине калама тытăнчĕ, анчах хăйне никам та итлеменнине сисрĕ те каялла çаврăнса тухрĕ. Мана чĕнсе илчĕ. Яштах тӳрленсе тăтăм.
— Ăçта мĕн пуррине, мĕн-мĕн тумаллине ăнлантарса пар Кабанова, — хушрĕ вăл.
Карталанса килнĕ пекех карталанса утса кайрĕç ман командирсем.
Кабанов япшар чĕлхеллĕ, йăрăс пӳллĕ каччă. Калаçма-шӳтлеме ăстаскер. Сахал мар хĕр ăшне хыптарса çунтарнă вăл çара киличчен. Хĕрупраç тесен вăл хăй те ӳксех юлмасть.
— Мĕн айăпа кĕтĕн вара? — ыйтрăм çакăнтан.
Аллине лас сулчĕ те тутине чалăштарчĕ.
— Калаçмалли япала мар, — терĕ вăл.
Хăйне кӳреннĕ çын пек мар, çĕнтерӳçĕ пек тыткаларĕ. Нихçан пуç усма пĕлмен тейĕн. Тепĕр тесен, пули-пулмишĕн ăш вĕçтерекенĕн пурнăçĕ нихçан та ăнмасть, шăпах Кабанов пеккисемшĕн унăн ырлăхĕ хухмасть те. Ăна вăл хăй те начар мар пĕлет пулмалла.
— Мухтаса кăна тăратчĕç-çке сана. Çар вĕренĕвĕн отличникĕ, класлă специалист... Уставра пăхнă наградăсене илменни юлман та пулĕ .
— Юлнă. Отпускра пулман. Тепĕр уйăхран каймаллаччĕ вунă кунлăх отпуска. Приказ хатĕрехчĕ. Юрĕ ĕнтĕ, епле те пулсан чăтса ирттермелле...
— Мĕншĕн айăпларĕç терĕн-ха?
— Пĕлмĕше ан пер-ха. Пĕтĕм полк калаçать.
— Эпĕ илтмен, пĕлместĕп.
— Илтмен пулсан илтетĕн. Мартынюк камран сăмакун илсе тăнине пĕлетне хăть?
— Ăна хăйĕнчен ыйт.
— Кухня нарядĕнче пулмалла-ха вăл паян. Кайса чĕн-ха. Халь унта тĕрĕслекен çук. Килтĕр ман патăма.
Итлерĕм. Салтак салтак ыйтнине пурнăçламасăр тăма пултараймасть. Анчах Мартынюк Кабанов пыма каларĕ тесен тӳрех кăшкăрашма пуçларĕ.
— Кала эс ăна, Мартынюк самоволкăна çӳреме пăрахнă тесе кала! Тек ан çулăхтăр ман çума! Ман уншăн намăс курас килмест. Кайсан та унпа мар, пĕччен каятăп самоволкăна. Ăçта çӳремеллине унсăрăнах лайăх пĕлетĕп.
Татах, татах каларĕ Мартынюк, урăхран итлесе тăмарăм. Кабанов тĕлĕнмерĕ те, тарăхмарĕ те.
— Камран сăмакун илсе тăнине кăна пĕлес тенĕччĕ. Юрĕ, шырăпăр, тупăпăр... Эс хăратăн ĕнтĕ манпа çӳреме... Никама та ним те шарламастпăр. Çапла-и?
Эпĕ казармăна таврăнтăм. Пĕр кĕтесе тĕршĕнтĕм те юрату кĕнекине вулама пуçларăм. Кашнинчех çĕнĕлле вуланаççĕ Веркка çырăвĕсем. Те ĕнтĕ хăш-пĕр сăмахĕсем аса кĕрсе вырнаçаймаççĕ, те ĕнтĕ хамăн тимлĕхĕм çитеймест.
Мана Верккапа калаçса киленме памарĕç, Кабанов килсе кĕчĕ те пырса хырăмран чышрĕ. Вăл пĕччен аптăранă ĕнтĕ. Ку вăхăтра пурте службăра, кашни хăйĕн ĕçне тăвать. Юла юпса çӳрекенсем эпир иккĕн кăна.
— Мельник сана юратать, кала-ха эс ăна: мана урăх ĕç тупса патăр. Сысна пăхса курман хальччен, ман вĕсен шăршине те шăршлас килмест. Кирек мĕнле ĕç те юрать, чи таса марри, чи начарри пултăр.
— Çарта никам та ĕç суйламасть, мĕн хушнă çавна тăвать.
— Лăпăртатса ан тăр. Кала эс хăвăн Мельникна. Мартынюк пек, сысна апатне сăмакунпа улăштарма юри лартнă сана унта. Мартынюк, Мартынюк. Вăл хăй сысна. Çынна йывăр чухне пĕр-пĕрне пулăшаççĕ ăна. Пĕр сехетлĕхе те самоволкăна пымарĕ. Атя апла эсĕ. Ман пĕр кĕленче туянмалăх укçа пур. Сăмакун туянсан ытларах та пулать...
Кунран ахальлĕн хăпасси пулмастех тесе шухăшларăм та дневальнăй патне кайса лартăм. Ĕç çук чухне вăхăт та чарăнсах ларать, ним туса кĕскетме çук. Шăппăн кăна Ленин пӳлĕмне утса кĕтĕм, хаçат тĕркисене сиркелеме пуçларăм. Ыранах машина рулĕ умне ларсан пурнăç урăхланать-ха. Гаража кайсан та халь унта никам та пулас çук терĕм те лартăм та лартăм.
Талăк иртнĕ хыççăн хурал нарячĕ казармăна таврăнчĕ те, пурнăç хаваслăрах кайрĕ. Часах каçхи апат çитрĕ. Тин ĕнтĕ телевизор яма та чармаççĕ. Кĕпĕрленсе Ленин пӳлĕмне пуçтарăнтăмăр. Каçхи тĕрĕслӳ çитрĕ. Салтăнса çывăрма кăна кĕрсе выртнăччĕ — дневальнăй сĕтелĕ тăрринчи хĕрлĕ лампа чуна сехĕрлентерсе мĕлтлетме тытăнчĕ, тревога хавхи кĕрлесе кайрĕ. Тăрс-тăрс! сике-сике антăмăр краватьсем çинчен. Дневальнăй пирамидăна уçса хума ĕлкĕрнĕ. Кашни хăйĕн карабинне илетпĕр те урамалла вирхĕнетпĕр. Строй ăçта пулмаллине пĕлмесĕрех йĕркелене-йĕркелене тăтăмăр. Пире тĕп плаца илсе кайрĕç. Кунта ытти подразделенисем çитсе тăрайман-ха. Эпир пĕрремĕш пултăмăр. Взводăн-взводăн тăрса тухрăмăр та малалла мĕн пуласса кĕтетпĕр.
Суя тревога-и, чăн-чăнни-и, ним те пĕлместпĕр-ха. Аслă командирсене кĕтетпĕр. Полк командирĕ Федотов полковник уттине палласа илтĕмĕр те ку шӳг мар иккенне ăнлантăмăр. Мĕн приказ пуласса кăна пĕлместпĕр. Полк командирĕ строй умне пырса тăчĕ. Ним сăмах та каламарĕ. Полкри дежурнăя, сулахай аллине хĕрлĕ хăю çыхнă капитана, тем хушрĕ. Лешĕ шаплаттарса утса пирĕн çывăхарах пычĕ те чанкама сасăпа калаçма пуçларĕ.
— Кабанов сержант çухалнă. Кам пĕлет вăл ăçтине? Калăр. Ăна тупиччен пурин те плацрах тăма тивет. Эпир те, командирсем, кунтах пулатпăр. Кам пĕлет? Халех калăр!
Пурте-пурте шăпланса тăтăмăр. Эпĕ çынна систермесĕр унăн-кунăн пăхкаласа илтĕм. Мартынюк стройрах тăрать. Апла пулсан вăл пĕчченех кайнă. Ăçта кайнă, ăна эпĕ те пĕлейместĕп. Хам кăна пулсан персе ямалла та çав, кунта, строй умĕнче, каласан салтаксем пурте курайми пуласса пĕлетĕп те шарламастăп. Тен, Мартынюк хăюлăх çитерĕ тесе шухăшлатăп. Вăл та шăл çыртсах тăрать.
Полк дежурнăйĕ Федотов çывăхне кайса тăчĕ. Аслă командирсем хăйсем хушшинче тем сӳтсе явма пуçларĕç. Старшинана стройран чĕнсе кăларчĕç. Кабанова шырама кайма отряд йĕркелесшĕн иккен. Хăй ирĕкĕпе килĕшекенсем пулмарĕç те, старшина хăй суйлама пуçларĕ. Пурте ман хушамата кăна ан асаилтĕрччĕ тесе тăрать. Эпĕ те çавах. Хам сисмесĕрех тĕршĕнетĕп. Çук вĕт, ман хушамата сиктерсе хăвармарĕ. Турткаланса тăраймастăп, хушрĕç те, стройран тухрăмăр. Пире темиçе ушкăна уйăрчĕç. Намăс курнă хыççан хăй çине алă хуман-ши тесе шухăшлани те пур комацдирсем хушшинче. Старшина та çав шухăшах каларĕ те, чăтса тăраймарăм.
— Самоволкăра вăл, — терĕм.
Мĕн чухлĕ асăрхаттарман чăваш ватти, анчах çав чăнлăха манатпăр мар-и? Пире чĕлхе чараксăрлăхĕ пĕтерет-çке. Лекрĕм эпĕ те çавна пула. Мана аслă командирсем тĕпчеме пуçларĕç.
— Ăçтан пĕлетĕн вăл самоволкăрине?
Тытăнтăм йăркаланма. Апла та, капла та каласа пăхатăп. Пĕр сăмахăм та витмест, пĕр сăмахăм та командирсене тивĕçтермест. Пĕрне-пĕри пӳлсе мана тĕпчеççĕ.
— Пĕлнĕ пулсан ма пире каламарăн? Эпир устава пăсма паман пулăттăмăр.
Полк дежурнăйĕ мана строй умне илсе тухрĕ те полк командирĕ ячĕпе пилĕк талăка гауптвахтăна хупмалли çинчен пĕлтерчĕ. Пĕлнĕ çĕртех Кабанов самоволкăна кайма хатĕрленни çинчен командирсене каламаншăн. Çапла вăл салтак пурнăçĕ! Унта темшĕн те айăплаççĕ.
Тепĕр сехетрен вил ӳсĕр Кабанова совхоз клубĕнчен илсе килнĕ те манпа юнашар гауптвахтăна хупса хунă. Ытти салтаксем ăна илсе киличченех шăнса тăнă.
Çывăрса урăлсан Кабанов алăка кĕмсĕртеттерме пикенчĕ. Çурçĕр иртнĕ ĕнтĕ. Ку вăхăтра тĕрĕслекенсем йăпăр-япăр килсех кĕрес çуккине пĕлнипе ăна кăларчĕç. Мана та шеллерĕç. Хайхи Кабанова мухмăр пуснă. Асапланать, питне-куçне илемсĕрлетет, шыв ыйтса илчĕ. Эпĕ каланкка çумĕнче ăшăнса тăратăп. Калаçăва хутшăнмастăп. Иккен, Кабанова Зазубрин майор хăйĕн арăмĕпе вырăн çинче тытнă. Паян ирпе Зазубрина урăх çĕре куçарса кайнă, намăсран айккинерех. Кабановĕ вара кунтах юлнă та командирсене канăç памасть.
Хурал пуçлăхĕ Карпов сержант Кабанова сигарет та кăларса пачĕ. Антăха-антăха туртрĕ лешĕ. Нихçан курман пекех. Унтан кутник сакки çине тăсăлса выртрĕ.
— Паллашрăм та пĕр хĕрпе... Ах, лайăх чуптăвать... Пырса илмен пулсан кĕçĕр килместĕм. Калаçса татăлнăччĕ. Çĕр каçмалли вырăнне хам пĕлетĕп терĕ. Тухам кăна кунтан — тӳрех ун патне чупатăп. Вăл кĕтет. Мана илме пынă салтаксене пурне те хĕнесе тухма хатĕрччĕ. Пĕчĕк чышкисемпе парать те парать. Пĕр-иккĕшне питрен çутăлтарса ячĕ. Ман пекех ӳсерччĕ те... Зина, Зиночка, нумай кĕттерместĕп. Кăларччăр кăна кунтан — çав сехетрех вĕçтерсе çитетĕп.
Чылайччен хăй тĕллĕн калаçрĕ Кабанов. Маччаналла пăхса выртнă май сăмахĕсем çӳлтен пере-пере анаççĕ тейĕн.
— Эп самоволкăрине хăшĕ шăршласа пĕлнĕ-ха. Дневальнăя юри кĕрсе каларăм, кухня нарядĕнче тесе çыр терĕм. Вăл килĕшрĕ. Каçхи тĕрĕслӳ вăхăтĕнче ман хушамата каламалла пулман-çке...
— Çын йĕп мар, çухалмасть ниçта та, — терĕ Карпов.
— Мана тĕрĕслӳ вăхăтĕнче асăнмалла пулман тетĕп эпĕ. Мана нарядра тесе шутламаллаччĕ.
— Сысна пăхакан наряда çӳременнине никам та пĕлмест тетĕн-и? Ухмаха ан хур çынсене...
Хаш-хаш сывласа илчĕ те Кабанов тăрса ларчĕ. Акă ман çума çулăхать тесе питĕ сехĕрленнĕччĕ. Ун ӳсĕр алли тем тума та пултарать. Йăпшăна-йăпшăна хама хупнă пӳлĕме кĕтĕм те тайлăк-тайлăк ураллă пукан çине лартăм. Хытă нар çине выртсан та çывăрса каяймассине пĕлтĕм. Çамрăк çыннăн ку вăхăтра çăвар карсах харлаттармалла та çав, пуçа темле-темле шухăш та пырса кĕрет. Çынсем пурте тĕрĕсмарлăха чи пысăк инкек вырăнне хураççĕ. Ман тĕллĕн те килсе тухрĕ çавă. Кунта ларма ним айăпа та кĕмен эпĕ. Пĕтĕмпех командирсен кутăнне пула тӳсетĕп çак асапа. Кăтартар-ха хамăр влаçа терĕç ĕнтĕ. Салтак мĕн тери правасăррине кăтартар-ха терĕç ĕнтĕ. Юрĕ, тепĕр тесен, гауптвахтăра ларман салтак салтак та мар. Хама хам лăплантарайрăм-ха, анчах тĕрĕсмарлăх чĕре çинче йĕр хăварчĕ-хăварчех. Полк командирне хальччен ăмсанса пурăнаттăм, курмассерен темле вăй кӳретчĕ вăл мана. Çак самантран йĕрĕнтерекен пулчĕ.
Кабановăн сасси уçăлса çитрĕ. Янраттарать кăна хурал пӳртне.
— Курман кун пек хĕрарăм. Вунпиллĕкре-вунулттăра кăна хăй. Ах, чуптума питĕ ăста. Çыпçăнсах ларать те, ăша кĕрсе каяссăнах туйăнать. Тухам кăна кунтан, ним шутласа тăмасăрах тухса таратăп.
— Сыснусене кам пăхать? — йĕкĕлтерех ыйтрĕ Карпов.
— Полкра салтак эпĕ кăна мар. Тупаççĕ...
Чăнах та, сăмахне çилпе вĕçтермерĕ. Гауптвахтăран кăларнă кунах, каçхи апат çисен, ыттисем телевизор курма ларсан, тухса вĕçтернĕ самоволкăна.
Çав каçхине рейсран питĕ каçа юлса таврăнтăм. Ирхине çăкăр кӳрсе килсен Наро-Фоминск хулине кайма хушрĕç. Аш-какай комбиначĕпе темле килĕшӳ хучĕ çырмалла терĕç-и? Манпа юнашар Мельник хăй ларса пычĕ. Унăн арăмĕ çак таврашран та, хуняшшĕ патне кĕрсе тухас терĕ. Мана виçĕ тенкĕ укçа тыттарчĕ, кафене кайса апат ту терĕ, машинăна лартса ан хăвар тесе хытарса каларĕ. Апатлантăм та кабинăна кĕрсе выртрăм. Хĕрĕнкĕ подполковннк килсе шаккичченех çывăрнă. Хĕвел аннă ĕнтĕ. Çил хускалнă. Çул урлă калле-малле кусăрка хутлать, кассăн-кассăн çил килсе тухсан машина кантăкне шап-шурă юр сапса хăварать. Мельник мана алăран ярса та тытать.
— Майĕпенрех, хулленрех, майпенрех...
Халĕ те ĕнтĕ мĕнпур машина мана хăвала-хăвала иртет. Кашнинчех чун тарăхса юлать. Пусас килсе тăрать педаль çине. Çук. Тӳрех алăран çатăрласа тытать подполковник. Полка тĕттĕмле тин çитсе ӳкрĕмĕр. Мельник КППран такама телефонпа шăнкăравларĕ те килне кайрĕ. Эпĕ гаражалла çул тытрăм.
Пăхатăп: полка каллех тревогăпа çĕкленĕ. Плац çинче тăраççĕ салтаксем. Иртнинчи пекех, полк командирĕ хăй те тухнă. Машинăна чартăм та кабинăран пуçа кăлартăм, мĕн калаçнине илтес килчĕ. Каллех Кабанова çухатнă, каллех ăна шырама каймашкăн отряд йĕркелеççĕ, каллех хăй ирĕкĕпе килĕшекен никам та çук.
— Тупса килмесĕр никама та казармăна ямастпăр, ăна тупса киличчен пурте кунтах тăратпăр. Офицерĕсене çапах та çăмăлрах. Вĕсем каллĕ-маллĕ уткалаççĕ, стройри салтакăн вара, пьедестал çинчи палăк пек, ним хускалми тăмалла.
Гаражра юри вăрах аппалантăм. Столовăйра ман валли хăварнă апат тахçанах сивĕнсе кайнă ĕнтĕ. Тен, пурпĕрех килмест тесе хальччен пăрахнă та. Çапах та вăхăт ирттермелле тесе унта кĕрсе тухма шутларăм. Кухня нарячĕ ĕç вĕçленĕ, пурте пĕрле пухăннă та пысăк плита çинче икерчĕ пĕçереççĕ. Хăйма та пур хăйсен. Икерчĕ салтакăн кулленхи апачĕ мар та, ун тутине те мансах кайнăччĕ. Мĕн тери тутлăн туйăнчĕ вăл! Нихçан тăранаймаслах çирĕм те çирĕм.
Кабанова çав каçхине тупайман. Унсăрăнах таврăнчĕç шырама кайнă салтаксем. Командир тепĕр кун ирех тухса кайма хушрĕ те, салтаксене çывăрма ирĕк пачĕç. Вĕсем казармăсене салансан эпир те, икерчĕ çиекенсем, хускалтăмăр. Тулли хырăмпа пулнăран-ши, кăнтăрла кабинăра çывăрса тăраннăран-ши ыйхă килмерĕ те килмерĕ. Ирчченех енчен енне çаврăнкаларăм. Хам салтакрине манса кайма хăтлантăм, çине тăрсах Верккана, Рамана, асаттепе асаннене, Хĕлимун пиччепе Хветура аппана асаилме тăрăшрăм. Вăхăт-вăхăтăн вĕсем черетпе куç умнех туха-туха тăчĕç. Кăтăша путма тытăнсан Веркка сасси хăлхара янра-янра кайнипе куçсене чалтах уçа-уçа ятăм. Çапла пĕр асапланса, пĕр киленсе выртнă хыççăн ывăнсах çитрĕм те çывăрса кайнă. Нумай çывăрнă-и, сахал-и, ăна чухлаймастăп ĕнтĕ, вупăр пусса лартнипе çари çухăрса ятăм. Хам сасăран хам хăраса вăранса кайрăм. Алăсем хамăн тĕнсех ларнă, хускатма çук ыратаççĕ, аран-аран хускаткаласа юна вылятса ятăм та пит пĕçернине туйса илтĕм. Чир çулăхмарĕ-и тесе хăраса ӳкрĕм.
Урăхран çывăрасси пулмарĕ. Ӳпне майлашăнса выртрăм та казарма чӳречинчен чăлтăр çутă кĕме тытăннине пăхса шухăша путрăм. Çын çинче пире çĕршыв сыхлавçи теме хăнăхнă, анчах нимле сыхлавçă та мар иккен эпир. Хамăра çак казармăна мĕншĕн пуçтарнине те пĕри те пĕлмест. Служби те, кулленхи пурнăç та юрăхсăр вăйă пек кăна туйăнать мана. Иртен пуçласа каçчен вылятпăр. Аслисем те, вĕсене пăхăнакансем те вылятпăр. Вăййи вара çар служби ятлă. Аслисене уншăн ĕç укçи тӳлеççĕ, пире патшалăх шучĕпе тăрантараççĕ. Пулсанччĕ чăн-чăн служба. Çĕршыв тӳпине сыхлатпăр пулсан пере-пере антарасчĕ тăшман самолечĕсене.
Шăп кăна ар шутне кĕрсе çитне, шăп кăна юратмалли, сывă йыш хушмалли вăхăтра пире çак казармăра тытаççĕ. Салтакра пулман çын пурнăç тути-масине пĕлмест тесе калаççĕ-ха халăхра, анчах мана казарма пурнăçĕ арçын тивĕçлĕхне пĕтерме кăна пулăшнăн туйăнать. Хальччен эрех-сăра тутанса курманни те кунта астивет ăна. Хальччен çăварĕнчен усал сăмах кăларманни кунта хутлă-хутлă ятлаçма вĕренет. Арçын тивĕçĕ шăпах çавă тесе шутлама хăнăхнă çакна темшĕн. Аслă командиртан пуçласа ман пек салтак таранах сăмах урлă усаллине, сăмах урлă усалраххине пере-пере ярать. Çынна çын вырăнне хумаççĕ кунта, хисеплемеççĕ, сума сумаççĕ, устав тесе чинпа аслăраххи кĕçĕнреххине таптать, мăшкăла кăларать. Санăн хирĕçлеме те, тавлашма та юрамасть. Шăлна çырт та мĕн мăшкăл пулсан та тӳс
Кабанова ырлас та юратас килсе кайрĕ. Вăл çак йĕркесене сивлеме хăйне кура май тупнă.
Вуннăмĕш сыпăк
Ытти çĕрте мĕнлине пĕлместĕп, пирĕн полкра вара çапла калатчĕç: малтанхи çул салтак салтак пулма хăнăхать, иккĕмĕш çулхине çар ĕçне вĕренсе çитет, виççĕмĕш çулхине киле кайма хатĕрленет. Акă ĕнтĕ эпир те «салага» пулма пăрахрăмăр, пуçсем каçăрăлчĕç, сăмах витĕмленчĕ, уттăмăрсем тăн-тăнланчĕç. Çаплах Веркка çырăвĕнчен тепĕр çыруччен пурăнатăп, вăхăта çав виçепе виçетĕп, служба кунĕсене те çыруран çыруччен иртнĕ кунсемпе шутлатăп. Кĕттермеççĕ вĕсем, шутланă пекех килсе тăраççĕ. Иккĕмĕш çула кайсан тепĕр кĕнеке пуçларăм. Веркка мĕн тери тулли туйăмлине ăнланса илтĕм ĕнтĕ. Пĕр сăмаха темиçе хут çырмасть, çĕнĕрен те çĕннине тупаять. Ун çырăвне вуласан кашнинчех аванмарланма тытăнатăп. Ман çырусем унăннипе танлаштарсан типĕ те сӳрĕк пек туйăнма тытăнаççĕ. Темиçе хут куçара-куçара çыратăп, маркăсăр конверта чикиччен темиçе хут вуласа тухатăп. Кашнинчех почтальона алăран тыттаратăп. Мартынюк ман ятпа килнĕ çырусене пытара-пытара хунине ниепле те манаймастăп. Тата çырăвăмсем такам аллине лекесрен те шикленетĕп. Темле çын та пур мар-и çак пысăк казармăра. Брянск каччи Шендрик пĕр харăсах темиçе хĕр патне çырса тăрать. Çырăвĕсем пурте пĕр пек. Хĕр ячĕсене кăна улăштарать. Пĕринче çакскер çыру илми пулчĕ. Эх, кулянса çӳрерĕ те. Пĕр харăс темиçе çыру çырнипе хĕрсен ячĕсене арпаштарса янă пулнă иккен, лешсем вара Шендрик камне чухласа илнĕ те, калаçса татăлнă пекех, пурте пĕр харăс çырма пăрахнă. Уйăхĕпех Шендрикран култăмăр вара.
Хам савни ятне эпĕ чăваш салтаксене те каламан. Хăйсенне вара пуринне те пĕлетĕп. Ман тĕллĕн сăпайлă та шанчăклă Веркка тупăннăшăн хăпартланатăп, хĕпĕртетĕп. Çывăх тенĕ юлташа та пулин ун ятне пĕлтерсен тасалса пĕтми çылăх пулассăнах туйăнать. Çыру çине ӳкерĕнекен кашни сăмах чун асапĕ витĕр тухать те, ăна çынна каласан чун нишлĕленсе юласран та хăратăп. Веркка та çавах ĕнтĕ.
Чунăм канăçлах-ха, анчах служба ăнса пымасть те пымасть. Ку вара пĕрре те хамран килмест. Командирсем умĕнче пĕрре те тӳрккесленместĕп, ята кĕртме тытăнсан чĕрре кĕместĕп. Устав хушнă пекех, алла тăнлав патне çĕклетĕп те: «Есть!» — тетĕп.
Полк хуларан айккинче пулнипе кăна та мар пулĕ, командир ЧП таврашĕ пуласран шутсăр хăранипе-ши салтаксене увольнение питĕ те питĕ сайра чухне кăна яркалаççĕ. Ку вырсарникун мĕнле пулчĕ, пĕр харăс çирĕм çынна Верея хулине увольнение кăларса ячĕç. Вĕсене илсе кайма ятарласа автобус уйăрчĕç. Эпир Волгинпа иксĕмĕр çăкăр тиерĕмĕр те полка таврăнма тухрăмăр. Хулапа иртсе пынă чухне Волгин хамăр салтаксене курнă та мана часрах чарма калать. Хупăрласа илчĕç пире салтаксем. Полкра пулсан пĕр-пĕринпе калаçас та çук. Кунта ав тахçан курман тăвансем пекех туйăнса кайрĕç те машинăна çул хĕррине чарсах, кабинăран тухсах сӳпĕлтетме тытăнтăмăр.
Полка таврăнтăмăр, малтан çар суту-илĕвĕн лавккине çăкăр пушатма хушрĕç. Кунта офицер арăмĕсем черет тăрсах кĕтеççĕ иккен.
Машинăна чартăм та фургон алăкне уçрăм. Сутăç та, офицер арăмĕсем те çăкăр çĕклеме тытăнчĕç. Виçĕ кĕленче эрех сикрĕ те тухрĕ. Хĕрарăмсем хăйсем кăна ним те шарлас çукчĕ-ха, шăп кирлĕ мар чухне замполит çакăнта тăра парать.
Йытта йыхăрнă пек чĕнсе илейрĕ мана хăй патне.
— Халь те пăрахман-и эс çав йăлуна? Пĕрре çунса кайни çитмерĕ-и? Пирĕн çар йĕрки çапла: пĕррехинче юсанмасан иккĕмĕшĕнче хытăрах айăпламалла. Хама панă влаçпа вунă талăка арестлетĕп.
Эрех кĕленчисене виççĕшне те илчĕ, акă курăр, курăр тенĕн пуç тĕлĕнче пĕрне чылайччен тытса тăчĕ, унтан пĕтĕм вăйне пухрĕ те тулли кĕленчене лавккан кирпĕч стени çинелле вăркăнтарчĕ. Чăнкăр! ванса кайрĕ кĕленче, эрех шăрши тапса тухрĕ. Хĕрарăмсем пĕр харăс куçĕсене хупрĕç. Унтан иккĕмĕшне, виççĕмĕшне çапла пĕтĕм вăйран вăркăнтарчĕ. Ку тискерлĕхе пăхса тăни хăй тем асапне тăрать, çук, кунпах çырлахмарĕ замполит, кĕленче ванчăкĕсене пуçтарттарчĕ. Машинăна пушатса гаража лартма та памарĕ, çакăнтанах, лавкка умĕнченех, вăрă тунă, çын вĕлернĕ тейĕн, конвойпа хурал пӳртне илсе кайрĕç. Малтан ларнă пӳлĕмех хупса хучĕç.
Çакăнта ларнă чухнех тĕшмĕртрĕм-ха, кайран салтаксенчен хăйсенчен те пĕлтĕм. Увольненирен таврăнакан автобуса кĕтсе илме штаб пуçлăхĕ таранах тухаççĕ, тĕрĕслемен, хыпашламан вырăн хăвармаççĕ, çавăнпа салтаксем апла-капла калаçса тăнă хушăра мана та, Волгина та каламасăрах фургона уçнă та эрех кĕленчисем чиксе хунă. Вĕсем те, эпĕ те малтан лавккана çăкăр пушаттарасса пĕлме пултарайман. Малтан яланах салтак столовăйне пушатнă. Ку хутĕнче мана çăкăр валеçекен куç пекех кĕтсе тăнă. Унăн кĕленчесене илсе пытарса хумалла пулнă.
Хам иккĕмĕш хут гауптвахтăна лекни çинчен Верккана çырса пĕлтерем мар-и тесе шухăшлама тытăнтăм. Ан тив, пĕлтĕр вăл та салтак пурнăçĕ тĕрĕсмарлăхсенчен тăнине. Ан тив, ман хута кĕтĕр. Тен, хытăрах юратма тытăнĕ...
Çак самантра ал айĕнче хутпа ручка пулнă пулсан, тупата, çырса янă та пулăттăм. Юрать ыйтсан та памарĕç.
Никама ним каласа ĕнентерме çук чухне çын ĕнсерен ӳкет те юхăма лекет. Вара ăна ăçталла сулăнтарас тетĕн, çавăнталла сулăнтарма пулать. Кабанов пек юлташ шыракансем салтаксем хушшинче пайтахăш. Пĕрне самоволкăна çӳреме, тепĕрне эрех ĕçме юлташ кирлĕ. Çавна гауптвахтăран тухичченех пĕлнĕ-ха. Çаплах çулăхасса вара чухлама та пултарайман.
Мана гауптвахтăран кăларнă кун мунча кунĕ пулчĕ. Суя айăпĕ мар, усал ятăма çуса тасататăп-ха тесе утатăп стройра. Чăнах та, мунча хыççăн хам çăмăлланнине, чун ирĕкленнине туйса илтĕм.
Анчах ку нумайлăха пулмарĕ. Казарма тăрăх усăнса çӳренĕ-çӳренĕ хыççăн Кабанов ман патăма пычĕ.
— Тинех тăванлашма вăхăт çитрĕ, — терĕ вăл хаваслăн кулса.
Кулли пит çинче чылайччен тăчĕ. Те чăн-чăн туйăмах пулчĕ ку, те вăйă кăна. Чухласа юлаймарăм.
— Мана çитес тесен, паллах, сан тапаçланмалла та тапаçланмалла. Каплах пулсан шанчăку пур. Эпĕ вуннă ларса тухнă. Атя, хăвала мана.
Чĕнмерĕм. Калаçсан çыпçăнмаллипех çыпçăнĕ ку терĕм. Капла хăйне хапăл туманнине курса хăпса кайĕ терĕм.
— Мĕн çав териех каçăр пуçлă эс? Хăвна кам тесе шутлатăн? Мухтавлă чăваш халăхĕн ывăлĕ тесе пуç каçăртатăн-и? Эпĕ те чăвашах. Çĕпĕрте çуралнă та чăвашла калаçма кăна пĕлместĕп. Юнĕ вара чăвашăнах...
Кун пек калани пĕр тĕлĕнтерсе, пĕр иментерсе ячĕ. Чăваш çынни çапла сĕмсĕр те чарусăр пулнине ман курас килмест. Ыттисем, манпа пĕрле килнисем, пĕри те Кабанов пек мар. Эпĕ хам та такамшăн кăна нуша тӳсетĕп. Ырă мар ят илтĕм пулин те йĕркене пĕрре те пăсман.
Аттепе анне пурăнакан облаçпа района асаилчĕ те, тимлесе итлеме пуçларăм. Болотное текен ял санран инçе-и тесе ыйтасах килсе тăрать. Çĕткеленчĕ-çĕткеленчĕ те пăрахса кайма тăчĕ. Хам та сисмерĕм, чĕлхе çинчех тăракан ыйтăва персе ятăм. |
— Ăçтан пĕлетĕн ку яла?
— Аттепе анне унта пурăнаççĕ...
— Янташсемех апла эпир. Пирĕн ял Болотное текеннинчен алă çухрăм айккинерех ларать, анчах эпĕ унта пулнă. Темиçе те. Чăвашсемпе ирçесем пурăнаççĕ унта. Пĕр вăхăтра пĕрле куçса пынă. Мĕнпур чăваш пекех, кунтисем те фермăра ĕçлеççĕ. Çĕпĕр вырăсĕсем хăйсем çав тери кахал çынсем.
— Те вырăсах-ха вĕсем?
— Вырăсах теççĕ вĕсем хăйсене. Вырăсланнă такамсем ĕнтĕ. Хăçантанпа вырăс патши Çĕпĕре каторга вырăнĕ тесе шутланă та, каторгăпа тĕрме çыннисем ытларах вĕсем хушшинче. Ак эпĕ те хамăн ачасене чăваш тесе мар, вырăс тесех çыртаратăп. Ним иккĕленмелли те çук. Тĕрĕссипе, манран вырăс мар, чăваш çуралмалла... Çитĕ-ха кирлĕ-кирлĕ мар павраса. Ыран пыратна манпа пĕрле самоволкăна? Пăр каç калаçсах чуптутараканнине тупса паратăп. Куçна-пуçна чарса пăрахрăн та-и? Ухмах та иккен эс. Арçыншăн антăхса çӳреççĕ лешсем... Манса кай шкулта вĕрентнине. Пурнăçăн ун хăйĕн шкулĕ. Тытăн вĕренме çав шкулта. Пурнăçран илме пур ырлăха пурне те илмелле. Чăваш сăпайлăхĕ... Сăпайлăх та мар-ха вăл. Темрен тем сиксе ан тухтăр тесе хăрани кăна. Çавă пурнăçпа киленме чарса тăрать те. Çĕпĕр чăвашĕсем аслашшĕсен йăлисене пурне те манса кайнă. Санăн та манма вăхăт çитнĕ. Эпир Çĕпĕрте никама та маххă памастпăр. Ĕçес тесен ттуринчен те иртсе кайнă. Вăрлас тесен каллех ӳксе юлмастпăр... Вăт çапла, тĕп чăваш... Атя, ыран пымасан урăх чĕнместĕп...
Ĕненсе калаçакана хăвна килĕшменни, кăмала кайманни çинчен сăмахлать пулин те итлес килет. Çăвар карсах пăрахрăм. Такамран вĕренсе мар, хăй тӳссе ирттернине калать Кабанов.
— Çар вĕренĕвĕн отличникĕ ятне памаççĕ санпа иксĕмĕре, черетлĕ отпуска та ямаççĕ санпа иксĕмĕре. Медаль вырăнне мăйран ярлăк çакса янă. Савăнсах йăтса çӳре эс ăна...
— Ман самоволкăна çӳреме сăлтав çук. Хĕрсемпе паллашас тесен — Вереяра вĕсем карталансах çӳреççĕ. Кăчăк туртса ил те чупсах пыраççĕ.
Тавлашса тăмарĕ Каĕанов. Эх, эсĕ те ăнланмарăн мана тенĕн пăхса тăчĕ те ман еннелле хăй мĕн тăвассине, ăçта каяссине пĕлмесĕр казарма тепĕр еннелле утса кайрĕ. Утти шанчăк çухатнă çыннăн уттине асаилтерчĕ.
Хамăн та ăш вĕçрĕ çакăн хыççăн. Камшăн хавас-ши вăл салтак служби? Кашнин тасаран та таса тивĕçĕ тесе пуçтараççĕ те пире...
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче пирĕн полка тĕрĕслекенсем йышлăн килсе тулчĕç. Штабпа юнашар килен-каянсем валли икĕ пӳлĕм уйăрнăччĕ. Унта пысăк чинсене вырнаçтарчĕç. Кĕçĕнреххисене валли ракета дивизионĕн çур казармине пушатрĕç. Салтакĕсене пирĕн пата куçарчĕç. Казармăра краватьсемсĕр пуçне урăх нимĕн лартма та вырăн юлмарĕ. Тĕрĕслекенсем хăйсен йĕркипе пурăнчĕç, эпир — хамăрăннипех.
Мĕн темелле-ши ĕнтĕ ăна? Хĕвĕшӳ тесен хĕвĕшӳ мар, ĕштеленӳ тесен те аплах мар-ха. Канăçсăр та пăтăрмахлă кунсем пуçланчĕç. Уйăха яхăнах пычĕç вĕсем. Кашнине, пĕр салтакпа сержант, пĕр офицер юлмиччен, спорт нормисене партарчĕç. Ирхи апат хыççăн стадионра халăх хĕвĕшме пуçлать те, мĕн каçхи апатченех çын татăлмасть унтан. Хамăр командирсем кам мĕн пултарнине лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа турник çинче «сосиска пек çакăнса тăракансем» вырăнне урăх салтаксене яраççĕ. Хальччен те тĕрĕслекенсене пĕрре кăна мар улталанă та майне пит лайăх вĕренсе çитнĕ.
Пирĕн ушкăнра та пулчĕç унашкаллисем. Шарламастпăр. Эпир те полк патриочĕсемех. Кабановпа иксĕмĕр пĕр ушкăна лекнĕ иккен. Вăл та, ман пекех, пиçиххине салтса хунă, гимнастерка тӳмисене вĕçертнĕ, хушаматне каласса кĕтсе тăрать. Чи малтан асăнчĕç ăна. Тăнк-тăнк утса турник умне çитсе тăчĕ. Малалла команда пуласса кĕтет. Çарта кашни утăма командăпа кăна тумалла-çке. Ирĕк пачĕç. Тытăнчĕ алă вăйĕпе туртăнма. Тĕрĕслекен офицер пĕрре, иккĕ, виççĕ тесе шутларĕ те сасăпа шăпланчĕ. Хĕрелсе те каймарĕ Кабанов шăнăрĕсем те кантраланмарĕç, пружина тăсăлса пĕрĕнет тейĕн, туртăнать те туртăнать, çирĕм хут туртăнса илсен аллисене вĕçертмесĕр кăшкăрса ыйтрĕ: — Çитет-и?
Тĕрĕслекен офицер ним те шарламарĕ, вăл аптăрасах ӳкрĕ. Кабанов кăштах канса илнĕ хыççăн тепĕр хут туртăнма пуçларĕ. Ку хутĕнче хăй сасăпа шутларĕ: пĕрре, иккĕ, виççĕ... Тепĕр вунпилĕк хут туртăнсан сиксе анчĕ те канлĕн сывласа ячĕ. Вăт çапла тенĕн тĕрĕслекен офицер çине пăхса илчĕ. Лешĕ васкаса тем çырма пуçларĕ. Унччен те пулмасть — тĕрĕслекен офицер пире хамăр тĕллĕнех тăратса хăварчĕ, штаб еннелле утса кайма тытăнсан кăна аякран кăшкăрса саланма ирĕк пачĕ. Хăй малалла чупсах кайрĕ. Çур сехетрен тин таврăнчĕ офицер. Пĕччен мар, виççĕн. Ытти юлташĕсене çак таранчченех шыранă ĕнтĕ тесе ăнлантăмăр. Кабанова илсе кайрĕç.
Кăнтăрлахи апат çитрĕ. Пире тĕрĕслекен офицер çухалчĕ. Çав кун эпир кунĕпе стадионра ним тума пĕлмесĕр аптăраса пурăнтăмăр.
Футболла та пулин выляс килет хамăрăн. Тĕрĕслекенсенчен хăратпăр. Халь-халь килсе тухĕç те сире хушман тесе ятласа пĕтерĕç. Сĕлкĕшлĕ юра такăрлатпăр кăна. Тĕркĕшетпĕр, хĕвĕшетпĕр. Каç енне кайсан кăна Кабанов таврăнчĕ.
— Куртăра, полкра эп самоволыцик кăна, никама кирлĕ мар çын. Округра вара ман пеккисем çук та иккен. Округ чысне хӳтĕлеме илсе каяççĕ мана...
Тĕрĕслекенсем кайсан та тепĕр уйăх полкрах пулчĕ-ха Кабанов. Шифрлă телеграмма килессе кунсерен кĕтрĕ. Шăп тепĕр çултан пирĕн полка Купăста варĕнчи полигона илсе каясси çинчен шифрлă телеграмма килчĕ. Полк командирĕ тепĕр кунах разводра кун çинчен пĕлтерчĕ.
— Паянтан пуçласа пурте полигона кайма хатĕрленетпĕр, — терĕ.
Штабра канашлу хыççăн канашлу иртет, командир кунсерен хăйне пăхăнакан офицерсене пуçтарать, партком пуху хыççăн пуху, лару хыççăн лару ирттерет. Пурте пĕр ыйтăва чăмлаççĕ, пĕр сăмаха калаççĕ. Эпĕ кăна илтместĕп çав сăмахсене. Радио техникин центрĕнчисене, ракета дивизионĕнчисене кунсерен вĕренӳ тревоги канăç памасть. Пирус туртма ларатна, телевизор курас тетне, волейболла выляма шухăш тытатна — пач кĕтмен-туман çĕртен сирена улама тытăнать те. Тĕпĕртетеççĕ вара салтаксем. Офицерĕсен те канăç çук. Эрни-эрнипе килĕсене таврăнаймаççĕ. Арăмĕсемпе ачисем тунсăхласах çитеççĕ.
Полк командирĕн, Федотов полковникăн, халь генерал картлашки çине улăхса юлаймасан урăхран май пуласса кĕтмелли çук. Çавăнпа вăл хăй те канăç çухатнă, ыттисене те пĕрне те канăç памасть. Çар тĕрĕслевĕсем татах та, татах та пуласса аван пĕлет вăл. Полигона тухса кайма вăхăт çитиччен генералсем те, министерствăри пысăк чинсем те киле-киле çӳреме тытăнчĕç. Çар хулинче шăпăр пырса перĕнмен вырăн юлмарĕ, кивĕ сарайсене, телефон юписене пурне те сӳтсе-касса пĕтерчĕç. Йывăç юпасем вырăнне асбест-бетон юпасем лартса тухрĕç, хунарсене пурне те улăштарчĕç. Казармăсене, штаб çуртне, лавккапа офицерсен столовăйне пĕр уйăхрах юсаса çенĕрен сăрларĕç. Ĕç алли тарам чухне тем те тума пулать мар-и? Салтак тавлашса-хаклашса тăраймасть, хушнă та — ĕçлемелле. Манпа пĕр вăхăтра килнисенчен чылайăшĕ строительствăпа юсав бригадине лекрĕç. Полк командирĕ хăй пăхса-тĕрĕслесе тăрать вĕсене, кĕçĕн командирсен мăшкăлне памасть. Манăн та вĕсемпе пĕрле пулас килчĕ. Мельник подполковника çакăн çинчен каларăм.
— Строительство ĕçне чухлатна вара? — ыйтрĕ ку. .
— Чухламасăр! — терĕм эпĕ хăюллăн.
Кампа мĕн калаçнă вăл, пĕлместĕп. Тепĕр куннех мана кивĕ самосвал пачĕç. Машини ку кирлĕ пулманран гаражра темиçе çул юхăнса ларнă. Пĕр çур кун пек аппалантăм та хута ятăм çакна.
Мартынюка снабженец тунă иккен. Бетон, раствор, кирпĕч шырама çӳрет пĕр аслă лейтенантпа. Строительство материалĕ пур çĕрте те лимитлă чухне ăна йăпăр-япăр тупма çук-çке.
Полкран аслă çул çине тухма бетонланă çулпа виçĕ çухрăм ытла каймалла. Полк çулĕпе аслă çул хĕресленнĕ çĕртен инçех те мар, пирĕн ракета дивизионĕпе тĕлме-тĕл, сывлăшри ракетăсене персе антармалли система тума тытăннă. Çирĕм гектар вăрман касса уçланкă тунă. Дороховăран, Кубинкăран, Наро-Фоминскран, Истрăран, ытти хуласемпе поселоксенчен кунта тулли машинăсем вĕçĕ-хĕррисĕр килсе тăраççĕ. Бетонĕн, кирпĕчĕн, растворĕн, цеменчĕн шучĕ те, виçи те çук. Никам та мар, Мартынюк тавçăрса илнĕ. Вăл ир-ирех çул хĕресне тухса тăрать те хăватлă самосвалсене пĕрин хыççăн тепĕрне тыта-тыта чарма пуçлать. Пире кирлĕ строительство материалĕсене тиенĕ машина пулсан шоферпа юнашар кабинăна кĕрсе ларать те çул кăтартса килет. Эпир туххăмрах пушататпăр, ĕçе кĕртме тытăнатпăр. Командирсем те çакна малтан пĕлмен. Кайран хăраса та ӳкрĕç, Мартынюка штаба чĕнтерчĕç. Лешĕ мĕн каласа ӳкĕте кĕртнине пĕлместĕп. Ун хыççăн та хăйĕн ĕçне пăрахмарĕ.
Эпĕ хамăн хăлтăр-халтăр самосвалпа ĕçсĕрех пурăнтăм. Çапах вăхăтра тапратса тухатăп, çынсем ĕçлекен вырăна каятăп. Ăна леçсе хумалли, кăна кӳрсе килмелли тупăнсах тăрать. Ачасене пулăшма та май тупăнать. Темле тесен те йышпа пурăнма хаваслăрах.
Полкра ĕçсĕр суптăркаканни пĕр Кабанов кăна пулĕ. Ни округа чĕнсе илмеççĕ хăйне, ни кунти командирсем ăна пирĕн салтак тесе шутламаççĕ. Клуба кайса ларать, библиотекăна кĕрет. Клубра Бондаренко баянçăсăр пуçне урăх никам та çук. Лешĕ вăл баянне тытса ларать те, никам та кирлĕ мар ăна. Библиотекăра Подкопаев лейтенантăн арăмĕ Зина пански çыхса ларать. Унпа та сăмах килĕштереймест Кабанов. Çӳлĕк çинчен пĕр кĕнеке илет те сиркелесе пăхать, ăна вырăнне хурать те тепĕрне илет. Вулама хăнăхман. Журналсем сиркелет-сиркелет те тухса каять.
Пире малтанхи строительсемех пурăннă, халĕ юхăнса ларакан барака васкавлăн юсама хушрĕç. Чекулаев майор смета пекки те туса хунă пулнă. Çара иличченех строительство техникумне пĕтернĕ. Вăл ертсе пыма тытăнчĕ пире. Ырă та ырă çын ĕнтĕ хăй. Командир пек мар, çемье пуçĕ пек тыткалать хăйне. Команда парса, кăшкăрса хăратса ĕçлеттерес йăли çук та иккен хăйĕн.
— Атьсемри, килĕр-ха, халь çапла тăвар, унтан çавна тăвăпăр, — тесе кăна калаçать пирĕнпе.
Хăйпе хăй çемйи çинчен ним те каласа памасть, вăт ман çав юлташ пур тата çав юлташ пур текелет. Тĕрĕссипе, юлташ тени вăл хăех иккен. Çапла ытарласа калать пулсан та унăн асап-хуйхине ăнланса илетпĕр. Арăмĕпе вуникĕ çул пурăнать. Ачи-пăчи çук. Çакă чăтма çук пусмăрлать иккен ăна. Паллашасса та арăмĕпе вагонра отпуска кайнă чухне паллашнă та, хĕрарăм тĕл пулнишĕн савăннăскер, çавăнтах çырăннă. Юрату та, ăна çывăх туйăм та пулман паллах. Арçынна хĕрарăм, хĕрарăма арçын кирлипе иккĕшĕ пĕрлешнĕ. Халь тин иккĕшĕ те шăпа панă пеккипе килĕшнĕ. Пурăнаççĕ çапла. Анчах майорăн чунĕ пăлханма чарăнмасть иккен. Вара ман çав юлташ çапла-çапла тет те хăйĕн кун-çулĕн сыпăкĕсене кала-кала пама пуçлать.
Ырă çынна пĕрин те кӳрентерес килмест. Вăл мĕн-мĕн хушнине тимлесех тăватпăр. Майора начар ан пултăр тетпĕр. Нумая ямарăмăр. Темиçе çул юхăнса ларнă барак тирпейленсе те çуталса кăна кайрĕ.
— Казарма пулать-и ку? — ыйтатпăр майортан.
— Пĕлместĕп, эсир пĕлмен пекех, эпĕ те пĕлместĕп...
Майор та, эпир те пĕлменнине аслă командирсем тахçанах пĕлнĕ. Çара илмелли çамрăксем сахалланса çитнипе министерство контрактпа хĕрсене çар ĕçне илме шутланă иккен. Пирĕн командира та тахçанах хушнă пулнă, лешĕ общежити валли вырăн пулманнипе кăна тăхтаса тăнă пулнă. Юсаса çĕнетнĕ барака йышăнма хăй пычĕ. Паллă ĕнтĕ, пысăк командирсем нихçан та пĕччен çӳремеççĕ, ун хыççăн вун-вуникĕ офицер карталанса утать. Эпир, салтаксем, айккинерех пăрăннă, командир куçĕ тĕлне пулсан тем калаçу пулать-ха, тиркемелли, тен, ята кĕртмелли те тупăнатех вĕсем валли...
Мартынюкпа темиçе салтак мачча çинех хăпарса ларнă. Вĕсене аялта мĕн калаçни илтĕнет, хăйсем вара курăнмаççĕ. Эпĕ хамăн кивĕ самосвала барак хыçне кайса лартрăм та кабинăран сăнатăп.
— Чекулаев майор, ман пата! — терĕ полковник.
— Есть! — илтрĕм Чекулаев сассине.
Полковник ним те шарламарĕ-ха, барак тăрăх тепĕр хут уткаласа çӳреме пуçларĕ. Унпа пĕрле килнĕ офицерсем мĕн тумаллине пĕлмесĕр вырăнтах тăрса юлчĕç. Полковникпа майор тепĕр вунă-вунпилĕк минут таранах пӳлĕмсене уçа-уçа тĕрĕслерĕç, сăрри те типсех çитеймен алăксемпе стенана хыпашла-хыпашла пăхрĕç. Полковник кун пеккине хăйĕн ĕмĕрĕнче пуçласа курать тейĕн. Чăнах та, питĕ те питĕ хӳхĕм пулчĕ ĕнтĕ юсаннă барак. Тул енчен те çуталса кăна тăрать, шал енчен те хăтлăх тытать.
— Майор юлташ! — терĕ те полковник лăпкăраххăн каллех чарăнса тăчĕ.
Лешĕ хуçи куçĕнчен пăхакан анчăк пекех хускалми тăчĕ.
— Итлетĕп! — терĕ полковник янах хыпашлама тытăнсан.
— Акă мĕн! Барака юсама хутшăннисене пурне те никама сиктерсе хăвармасăр хавхалантармалла. Хутсем туса парăр паянах. Ыран приказ кăлармалла пултăр...
Мартынюк тӳрех маччаран сиксе анчĕ. Полковник тухса кайнă-кайманах Чекулаев патне чупса пычĕ.
— Черетлĕ отпуск, черетлĕ отпуск, ыттипе нимпе те килĕшместĕп. Эпĕ пулман пулсан кăçал мар, тата виçĕ çултан та юсаса пĕтерейместĕр. Черетлĕ отпуск, майор юлташ!
— Юрĕ-ха, юрĕ... Пурте манран килменнине пĕлетĕн эс. Çырса парăп...
— Çавă кăна кирлĕ те мана! Эп Федотов патне кĕме те хăраса тăмăп.
Верккана кайса курма служба пĕтиччен те урăх май пулмĕ тесе шухăшласа илтĕм эпĕ те. Пуç хыçкалама тытăнтăм. Мĕн тумалла-ха? Мартынюкăн сăмахĕ витет ав. Вăл чăнах та тăрăшнă, тунă. Эпĕ-çке айккинче-майккинче кăна çӳрекеленĕ. Чим, капла мар-ха, манăн хам ĕçĕме хаклаттарма май тупмалла.
Чекулаева салтаксем çавăрса илнĕ, пурте-пурте черетлĕ отпуск кăна ыйтаççĕ. Эпĕ те пырса çапăнсан — ман сăмахăм çухалсах кайĕ, ăна Чекулаев илтсе те юлаймĕ. Вăл ав çăмарта тăвас чăхлах тапăртатма тытăннă, каяс тесен ункăран кăларса ямаççĕ, кăшкăрса хăратас тесен çăвар уçтармаççĕ. Аран-аран хăпрĕç майортан салтаксем. Паянлăха пире ĕç хушмарĕ, кайăр та казармăна канăр терĕ, хăй штабалла васкарĕ. Эпĕ те хамăн хăлтăр-халтăрăма гаража кайса лартам терĕм.
Тĕп интенданта курсан савăнсах кайрăм. Тем валли машина кирлĕ пулнă та нарядран юлни çук-ши тесе гараж пуçлăхĕ патне пынă. Лешĕ машина сассине илтсен хапха умнех чупса тухрĕ.
Ăçта каян, мĕн тăван тесе ыйтса тăмарĕ, кăчăк туртса илчĕ те Мельник еннелле тĕллесе кăтартрĕ.
— Мельник аллинче пулатăн паян, — терĕ те калле кĕрсе кайрĕ.
Пĕр ăнăçсан пурнăç ăнăçать, пĕр юнтарсан юнтарать. Телей тенине тепĕр чухне антăхса шырамалла та мар, хăех алла пырса кĕрет. Шăп çапла пулса тухрĕ манăн та.
Мельника хуняшшĕ шăнкăравланă пулнă, эрне каяллах. Хăйсем çĕнĕ шифоньер туяннă та, те тĕсĕ килĕшмен, те вырăн тупăнман лартма, кĕрӳшне килсе илме каланă. Унтанпах арăмĕ подполковника канăç памасть иккен. Паян вара хăйне пушăрах пек туйнă та кайса килмех шутланă. Полк командирĕ те паян канмалли кун çук-и ун валли тесе тĕпчесе тăман. Ирĕк панă.
Тухса вĕçтертĕмĕр. Машина чупнине те, руль мĕнле пăркаланнине те сисместĕп. Хам вĕçсе пынă пек туйăнать. Тăрсан-тăрсан кăна Мельник сасси пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таранах çавăрса илнĕ тивлетлĕхе сире-сире ярать: майпенрех, хулленрех хăвала... Иксĕмĕр те чарăнми калаçатпăр. Иксемĕр те пĕр япала çинченех, çĕнетсе лартнă баракпа пултаруллă салтаксем çинчен. Çакăн чухне пырса кĕчĕ те çак шухăш. Мельник мана пулăшман мар, халĕ те хута кĕмĕ-ши? Кăмăлĕ, манăнни пекех, çĕкленӳллĕ, çитменнине, эпĕ ăна пулăшса паратăп. Малтан ку шухăш чĕлтĕр-чĕлтĕр кăначчĕ, пынăçемĕн капмарланса та хăюланса пычĕ.
— Чекулаев Мартынюка черетлĕ отпуска яма пулчĕ, — калаçатăп хам. — Полк командирĕ ыранах приказ кăларатăп тесе каланине хам та илтрĕм. Ман ĕнтĕ, гауптвахтăра ларса курнă çыннăн, ĕмĕтленмелли çукрах пулĕ...
— Мĕн тетĕн? — сасартăк ыйхăран вăраннă пек пулчĕ Мельник. — Тивĕçлĕшĕн лартаççĕ, тивĕçлĕшĕн ырлаççĕ. Гауптвахтăра пулнă тесе отпуск памасăр тăмалла мар. Таврăнсан астутар эс мана. Чекулаевпа хам калаçăп...
Çар çыннисем сăмах çине тăма пĕлни килĕшет мана. Ĕнер полковник приказ кăларатăп тесе каларĕ, тепĕр кун разводра ăна вуласа та пачĕç. Тĕрĕссипех каласан çак приказра хамăн хушамат та пуласса кĕтмен те эпĕ. Хуняшшĕ патĕнчен Мельник нихçан та урă тухман та, ĕнер те вăл хĕрĕнкĕччĕ. Ӳсĕр пуçпа тем те персе яма пулать тесе шухăшларăм.
Çар уставĕшĕн, командирсемшĕн чи сумли мораль хавхаланавĕ шутланать, пирĕншĕн, салтаксемшĕи, черетлĕ отпускран пысăкрах тав туни çук. Приказсенче малтан çар вĕренĕвĕн отличникĕсене, полк ялавĕ умĕнче ӳкерттернĕ хăвăн сăнӳкерчĕкне парнеленине палăртаççĕ. Отпускĕ хыçалта. Строй хытса ларнă пек нимĕн те хускалмасть. Штаб пуçлăхĕ чыхăна-чыхăна вуланипе илтсе юлаймасран хăратпăр пурте. Ак тата пĕр кĕтмен япала! Манăн хушамата та асăнчĕç! Черетлĕ отпуск панисен хушшинче. Чалт сиксе илесрен аран-аран тытса чарайрăм хама. Стройра мар, ирĕкре пулнă пулсан мĕн тунă пулăттăм-ши халь? Ах, часрах-часрах пĕтерес килет ку развода, ах, такамăн мăйĕнчен уртăнас та чуптăвас килет, ах, Мельник подполковника чарăнми тав тăвас килет... Анчах юрамасть. Малтан хама çĕр айнелле анса пынăн туйрăм, унтан çĕртен хăпрăм та вĕçсе кайма тăтăм. Пуç кашласа-шавласа кайрĕ. Чĕре кăкăра ватса тухаслах тапать. Тăнлав янкки-янкки янăраса тăрать.
Развод саланчĕ те, казармăна кĕнĕ-кĕменех мана юлташсем ура! çĕклеме пикенчĕç. Хытăрах ывăтса ярсан, чăнах та, вĕçсех каясла туйрăм хама.
Вунпĕрмĕш сыпăк
Пирĕн полк командирĕ приказсене ĕç кунĕ вĕçленес умĕн алă пусатъ тенине пуринчен те илтме тӳр килнĕ. Ырантан черетлĕ отпуск пуçланмалла, паян алă пусрĕç. Каçхи апат умĕн. Тепĕр куна хăварсан, тетĕп, хутсем илсе-туса çур кун иртсе каять. Çавăнтах штаба тухса чупрăм. Крыльца çинче Мельник тăра парать.
— Пуçтарăн, тепĕр çур сехетрен тухса каятпăр, — терĕ вăл.
Аптăратсах пăрахрĕ кун пек калани. Ăна-кăна тавçăрса илем тесе тăнлава хыпашлама тытăнтăм.
— Хутусене илнĕ эпĕ. Кĕрсе алă пус. Чăматанна йăт та КПП патне тухса тăр...
Финанс пайĕн пуçлăхĕ мана хăй алăк уçса кĕртрĕ. Вăл та кĕтсех тăнă иккен.
— Лайăх канса кил, — терĕ те вăл алла чăмăртарĕ.
Тӳрех казармăна чупрăм. Каптенармус вырăнта пулмарĕ те, юлташсем пурте пăлханса кайрĕç.
— Мĕн ку? Çыннăн отпуска каймалла. Чăматана хăйĕн çĕклесе тухас вырăнне вăл таçта çӳрет-и? Тупса килĕр халех. Арçын хатĕрĕсĕр хăварăпăр...
Чăнах та, ачасем маншăнах пăшăрханнине туйса илтĕм те, куçсем шывланса килчĕç. Салтак туслăхĕ мĕн иккенне ху тӳсмесен пĕлейместĕн çав. Каптенармусăн йăли пур, хăйне вăл салтак аристократийĕ тесе шутлать те апата стройпа çӳремест, е маларах каять, е каярах юлать. Капла çуллăрах та пысăкрах татăк лекессе пĕлет. Паян та ыттисем столовăйран таврăнасса кĕтсе ларнă, халĕ саркаланса каçхи апат тăвать. Чăмланă татăкне çăтса ярасса та кĕтмен ачасем, сĕтел хушшинчен сĕтĕрсех тухнă. Çавăтса килчĕç хайхискерне. Турăшăн калатăп, пурте чăмăрĕсене хытарнă, пĕри сулса ярасса кăна кĕтеççĕ. Енчен те пĕри-пĕри каптенармуса чышса-тĕксе илнĕ пулсанах ыттисем тӳпкемех пуçлатчĕç пулĕ. Юратъ апла пулса тухмарĕ. Манăн хатĕрлесе хунă чăматана иккĕн-виççĕн таранах хăйсем çĕклесе пырасшăн пулчĕç. Юрĕ, ара, юрĕ, шухăшларăм хам, ушкăн варринче танлăн утса пытăм. Ачасем эпĕ Мельникпа каяссине пĕлчĕç те, тахăшĕ чăмăрла шăхăрса ячĕ.
— Ă-ă-в, акă мĕн иккен! — терĕ тепри.
Каллех нимĕн те ăнланмарăм-ха.
Ачасем мана мансах Мельник çинчен калаçма пуçларĕç. Пур çав унашкал çынсем, ялта ял хыпарне чи малтан вĕсем пĕлеççĕ, полкрисем — полк хыпарне. Хапха умне çитсе чарăнтăмăр та, пĕри ушкăн варрине тăрсах çĕнĕ хыпар пĕлтерме пуçларĕ. Иккен, Мельникăн тăххăрмĕш класа çӳрекен хĕрне Майăна Кабановпа чуптуса тăнине курнă. Халĕ пĕртен-пĕр хĕрне подполковник кукашшĕпе кукамăшĕ патне леçсе хурать. Хыпăнса та пăлханса ӳкнĕ ашшĕпе амăшĕ ыранччен те кĕтесшĕн мар, Мельник полк командирĕнчен ирĕк илнĕ те каçа хирĕçех Наро-Фоминска кайма пуçтарăннă. Эпĕ ĕнтĕ çулçемĕн çын пултăм. Тен, ман ятпа та усă курнă ирĕк ыйтса илнĕ чухне? Пултăрах. Пĕр Наро-Фоминска çитсе ӳксен малалли çулне чухлăп унта.
Кĕтнĕ чухне вăхăт мĕн тери мăранланса çитнине пурте курнă. Ниçта кайса кĕрейми тĕпĕртететĕп хам. Мана ăсатма тухнă ачасен калаçăвĕ хăйсен. Эпĕ кăна пĕр хамăн пурнăçпа пурăнатăп пулас. Вĕсем тем те илтнĕ, тем те пĕлеççĕ. Кабанов çинченех ыранччен те каласа пĕтерейми сăмах-юмах пур вĕсен.
Пĕри пĕрне пуçлать те, тепри çавăнтах урăххине хускатать. Пĕрне-пĕри пӳле-пӳле тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕç-пуç кала-кала параççĕ. Ĕнтĕ округа илсе кайма пулнăранпа та мĕн вăхăт çитрĕ! Ӳт хушма, вăй пухма хупнă пекех, ним ĕçсĕр çисе тăранса пурăнать. Унăн та алхасмасан, иртĕхмесен камăн алхасмалла тата! Матекин калани вара мана пĕр тĕлĕнтерсе те пĕр хăратса пăрахрĕ. Пĕринче каçкӳлĕм пынă та çакăн патне Кабанов атя пĕр тĕлĕнтермĕш кăтартатăп тесе вăрманалла çавăтса кайнă. Вĕсем тимĕр карта шăтăкĕнчен, çав шăтăксене те кашни салтак пĕлмест, тухнă та бетон çул хĕррине йăпшăнса выртнă.
Çар машинисемсĕр пуçне ку çулпа урăх ним те çӳремест, анчах каçсерен кунта хĕр велосипедçăсем тухаççĕ иккен. Совхозăн тĕп ялĕнче пурăнакансем. Вĕсене Кабанов курнă, хăшĕсене ятран та пĕлет.
Матекинпа иккĕшĕ çул хĕрринче тĕм айĕнче выртнă хушăра пĕр велосипедçи курăнса та каять.
— Сăнарах пăх, — тĕкет Матекина Каĕанов. — Ав ларкăчне мĕнлерех каçăртнă... Э-э? Чухлатăн-и? Леш кукăра çитнĕ çĕрелле персе те анать... Сăна, сăна лайăхрах...
Чăнах та Кабанов каланă пекех пулса тухнă. Малтан килсе тухнă хĕр велосипедçă вĕсенчен инçех те мар çул хĕррине курăк çине тӳнсе кайнă.
— Халь ăна арçын кирлĕ мар, — мăкăртатса илнĕ те Кабанов Матекина каллех тĕксе илнĕ. — Ав тепри курăнса кайрĕ. Эсĕ курнине курмăш пул, никама та ним те ан шарла. Илтрĕне? Ан шарла...
Хĕр велосипедçă хăйсем тĕлне çитеспе Кабанов сиксе тăнă та çул варрине тухнă. Велосипед çинчи хĕре ярса тытнă та тĕм айне çĕклесе кайнă...
— Ан тыттар-ха, — персе ячĕç темиçен.
— Тыттарса мана мĕн усси? Мĕн курнине кăна калатăп.
— Пусмăрланăшăн суда параççĕ...
— Сана параççĕ, Кабанова — çук, — терĕ те Матекин ман çумарах пырса тăчĕ.
Эпĕ ун хутне кĕреймерĕм. Эпĕ курман, пĕлместĕп.
— Ĕненмесен ан ĕненĕр, — терĕ те Матекин шăпланчĕ.
Пĕр хушă никамăн та сăмах тупăнмарĕ. Ĕненсех итленисем те, ĕненменнисем те шута путрăмăр. Йĕрке-картана уямасан çын çын ретĕнчен тухать-çке-ха. Намăс-симĕс, именӳ, вăтану пур çынра. Выльăхран уйăрма ăна турă пуç та панă.
— Каплах пулсан пуçне çиет вăл, — шăппăн каласа хучĕ Матекин.
Машина сасси илтĕнсе кайрĕ те, ачасенчен пĕри мана чăматан тыттарчĕ. Чуптума, алă тытма, пĕр-пĕрне çупăрлама тытăнтăмăр. Ачасем аллисене çӳлелле çĕклерĕç: лайăх канса кил...
Майăпа амăшĕ хыçалти ларкăч çине ларнă, мана Мельникпа юнашар вырăн тивĕçрĕ. Подполковник КППри дежурнăя шăнкăравласа хунă иккен, тӳрех хапха уçса кăларса ячĕ.
Амăшĕпе херĕ, юнтармăш ачасем пек, иккĕшĕ икĕ еннелле кантăкран пăхнă та тута тăсса ларса пыраççĕ, Мельник, мана тулаштарма юри руль умне ларнă пекех, газ педалĕ çине пусмасть. Машина аран-аран шăвать. Тĕртсе ярас та ăна айккинелле руль умне хамăн ларас килет. Ун сăмахĕсем вара йĕкĕлтенĕ пекех туйăнаççĕ мана.
— Юлашки электричкăна ĕлкĕреймесен Наро-Фоминскра пассажир поезчĕсем те чарăнаççĕ. Çитсе ӳкетĕнех Мускава. Поездсем тата электричкăран хăвăртрах çӳреççĕ...
Манăн ирĕксĕрех унпа килĕшме тивет, хам çурăлса каяс патнех çитнине ан систĕр тесе кулма та хăтланса пăхатăп, пули-пулми перкелешетĕп. Мана итлес текен никам та çук. Хĕрлĕ кирпĕчлĕ çул тăваткалĕнчен иртсен Мельник радиоприемник ячĕ те, арăмĕ çавăнтах кăшкăрса тăкрĕ.
— Чар-ха çавна, унсăрăнах кăмăл йӳçсе тăрать...
Шăл çыртрĕ те Мельник машинăна тата хулленрех чуптарма пикенчĕ. Вăш та вăш кăна ирте-ирте каяççĕ пиртен тулли машинăсемпе пушшисем, çăмăл машинăсемпе прицеплисем. Мана хам руль умĕнче чухне те вашлаттарса иртсе кайнă кашни машина кăмăла тулаштарать те, халĕ вĕсене курас мар тесе куç хупса ларса пытăм.
Подполковник тутине мăк-мăк сиктеркелеме пуçларĕ, ăшĕнче такама ылхансах вăрçать ĕнтĕ. Кабанова, паллах. Тен, хăйĕн йăр-япăш хĕрне.
Эпир полка килсе кĕнĕ çулах салтаксем хушшинче Майя та Эльза çинчен кăна калаçатчĕç. Эльза текенни Подкопаев хĕрĕ пулнă. Майăран икĕ çул аслăрахскер. Улах пуçĕ çавă пулнă ун чухне. Вара Подкопаева Мускава куçарса кайнă. Ун хыççăн шăв-шав лăпланнăччĕ. Майя пирки те калаçма пăрахнăччĕ. Ак халь тепĕр хут пуçланчĕ. Кабанов пырса лекнĕ иккен ун патне.
Офицерсен ачисене ирхине автобус Вереяна леçсе хурать. Мĕн каçченех пулаççĕ вĕсем унта. Вăрăмлатнă кун йĕркипе усраççĕ иккен вĕсене. Теприсем тата хăйсен ачисене интернатах вырнаçтараççĕ. Майя вара ним туса та унта пурăнасшăн пулман та каçсерен полка таврăнать. Унăн та çамрăк пулас килет. Каччăсемпе калаçас вăхăт çитнĕ. Каччисем вара — суйла та суйла. Пĕринчен тепри тенĕ пек...
Ун çине пăхса илесех килчĕ. Мĕн илĕртнĕ-ха Кабанова? Çаврăнса хыçалалла пăхма ниепле те сăлтав тупаймарăм. Вырăна çитсе машинăран ансан тĕсесе пăхăп-ха тесе шухăшларăм та Мельник машинине вокзал умĕнче чарсан ун çинчен мансах кайрăм. Манăн юлашки электричка кайнипе кайманнине питĕ пĕлес килчĕ те машинăран тухнă-тухманах чупса кайрăм, алă сулма та тавçăраймарăм.
Çурçĕр çитеспе Киев вокзалне çитсе ӳкрĕм, тӳрех метрона чăмрăм. Вăл хупăниччен Хусан вокзалне çитсе ӳкем терĕм. Мускавăн Хусан вокзалĕ кирек хăш вăхăтра та, кирек епле çанталăкра та хурт уйăрнă чухнехи пекех — хĕвĕшет те хĕвĕшет. Аран-аран çар çыннисен касси патне çитсе ӳкрĕм. Кунта та çын çук мар, анчах мана темшĕн тӳрех асăрхарĕç, те ытла ĕштеленнĕрен пӳкле ĕçпе çула тухнă тесе шутларĕç те черетсĕрех билет илтерчĕç. Çитменнине, эпĕ ларса каяс поезд перрон çумĕнчех тăрать иккен.
Мельникпа юнашар ларса пынă чухнехи пек тулашмарăм вакунра. Ĕмĕтĕмпе пĕр танах пынăн туйăнчĕ ку поезд. Ниçта та çуршар сехет чарăнса тăмасть, антарса хăварать те çынсене малалла вĕçтерет. Вĕлтлетсе те мĕлтлетсе кăна юлаççĕ пĕчĕк станцисемпе вăрман мĕлкевĕсем, çиçĕм çиçнĕ пек йăлтлатса кăна илеççĕ хуласемпе ялсен çутисем. Хăлхара пĕр сасă кăна янраса тăрать: хăлтăккин-хăлт, хăлтаккин-хăлт... Купе вакун тивĕçмерĕ мана, салтака, плацкарт та çав тери çырлахтарчĕ. Пурпĕрех çывăрма выртмасса пĕлчĕç те манпа пĕрле ларса пыракансем мана валли аялти ларкăча хăварчĕç. Пĕчĕк сĕтел çине чавсалантăм, вакун чӳречинчен тĕттĕмелле пăхса пыратăп. Нимĕн те, нимĕн те уйăрса илме çук-ха, анчах Канашран иртсе каясран хăратăп хам. Пĕлетĕп, пĕлетĕп: ларнă-ларманах билетсене пуçтарса илнĕ çул ăсти никама та маларах анса юлма, иртсе кайма памастех. Апла пулсан та хамăн та сыхлăха çухатас килмест.
Арзамаса çитнĕ çĕре тул çуталчĕ. Халĕ ĕнтĕ теттĕм мĕлкесем мар, чăн-чăн пурнăç куç умĕнче. Хальччен поездпа çӳресех курма тӳр килмен те, калама çук лайăх пек туйанчĕ вакунра ларса пыма. Чăваш сăмахĕ хăлхана кĕрсе кайрĕ те, урăхран вырăнта пусăрăнса ларасси пулмарĕ. Пĕрле ларнисем исленсех çывăрса юлчĕç. Эпĕ чăматанăма çĕклерĕм те тамбура тухса тăтăм.
Темле сыхă тесен те Канаша çитсе кĕнине сисеймерĕм. Электровоз кăлт чарăнсан, çул ăсти хĕрарăм çанăран тытса айккинерех пăрса тăратсан, хăй, пĕчĕк ялав тытнăскер, вакун тыткăчине çĕтĕкпе шăлма тытăнсан, ман хыçран тамбура тухнă çынсем хĕстерсе лартсан ун-кун пăхкаласа илтĕм те вокзал çине «Канаш» тесе çырнине курах кайрăм. Халĕ ĕнтĕ хам çул ăстине çанăран туртса çул çинчен айккинелле пăрса тăратрăм. Лешĕ тем мăкăртатма пăхрĕ. Итлесс тăмарăм. Тӳрех перрон çине сиксе антăм та ăçталла каймаллиме тĕшмĕртме тытăнтăм. Куçăмсем ĕнтĕ хамăн чăл та чал кăна выляççĕ. Ăçтарах тăрать-ши? Пăхатăп-пăхатăп, нимĕн те курăнмасть. Телеграммăра вакун номерне çырнипе çырманнине астумастăп хам. Пурте-пурте арпашăнса-пăтрашăнса кайрĕ. Вокзал еннелле вашлаттарса утрăм. Нивушлĕ кĕтме тухайман вара? Нивушлĕ?
Вокзала кĕтĕм, хăвăрт кăна пăхса çаврăнтăм. Ниçта та çук. Калле перрона чупса тухрăм, унтан хула урамне. Кăмăл лĕпсĕрех шанса кайрĕ, çул тăршшĕпе чăлăм куç хупмасăр пуçтарса пынă чун хавалĕ, чиксе шăтарнă шар пек, чăшлатса илчĕ те пушанса кайрĕ-и вара?
Ирĕк вырăна саркаланса тăтăм та шухăша путрăм: мĕн тумалла? Çак самантра вăл манран инçех мар пек туйăнма тытăнчĕ. Каллех йăн та ян пăхкалама пуçларăм. Хăй курăнмасть, анчах манран инçех мар пек туйăнса тăрать. Мана курать пулсан ятран чĕнтĕрччĕ хăть. Пур туйăннине те ĕненме çукрах пуль çав...
Ĕнтĕ автовокзала каям тесе утма тăтăм. Малтан, тен, мĕн те пулин çыртмалла мар-ши? Апат анас çук-ха, анчах пылак шыв пулсан пĕрре те пăсас çук. Çул урлă, ресторан çывăхĕнче, квас сутаççĕ. Каçам-ха тесе тăнăччĕ кăна, палланă тăл-пӳ куç тĕлне пулнăн туйăнчĕ. Хальхинче хĕвĕшекен халăха тĕсесех пăхас терĕм.
— Клим, Клим, эп кунта! — илтĕнсе кайрĕ ун сасси.
Унччен те пулмарĕ, вăл ман мăйăмран пырса та уртăнчĕ. Пĕрре те кĕтменччĕ çакна. Тăруках аптăраса ӳкрĕм. Веркка мана питрен мар, тутаранах чуптуса илчĕ те паллан-тăран çук-и çывăхра тесе йăн-ян пăхкаларĕ те тепре чуптурĕ. Эпĕ те чул юпа пек тăрас темерĕм, çĕклесе илтĕм те Верккана пĕр вырăнта çаврăнкалама тытăнтăм.
Пирĕн хушшăмăрта ĕнтĕ ним каламанни те, ним вăлтни те çук. Туйăмăрсене пĕр-пĕрне çыра-çыра пĕлтернĕ. Вĕсем таса та чăн-чăн пулнипе пулманнине, тунсăх асаплантарнипе кăна тухса кайманнине малашне пурнăç тăршшипех тĕрĕслĕпĕр, анчах паян пире ку канăçсăрламасть-ха. Эпир паян иксĕмĕр те чи-чи телейлисем, хамăр телейĕмĕрпе пĕтĕм çĕр питне витсе тухма пултаратпăр.
Веркка мана алăран çавăтрĕ те таçталла сĕтĕрме пуçларĕ. Вокзал умĕпе, йышлă киосксен умĕпе иртсе сывлăшри кĕпер патне пытăмăр. Паллă ĕнтĕ, çӳлелле, çӳлелле хăпарас килет. Хăпарса кайрăмăр кĕпер çине. Таврари мĕн пурри-çуккине те курмастпăр, хамăра валли улах кĕтес шыратпăр. Каллех кĕл-кăмрăкпа, çуллă та шăршлă шĕвекпе витĕннĕ çĕр çине антăмăр. Такăна-такăна таçталла утатпăр. Чукун çулăн Йĕпреç юппи çине тухрăмăр та хулленрех утса кайрăмăр. Тĕлĕнмелле мар-и? Пĕр-пĕринчен ыйтмалли те, пăр-пĕрне пĕлтермелли те ним те çук хамăрăн. Чĕнмесĕр утатпăр. Аллăмăрсене кăна вĕçертместпĕр. Вĕсем ĕнтĕ тарласах кайнă. Анчах сисместпĕр.
Лартса ӳстернĕ йываçлăх пуçланчĕ те, Веркка мана айккинелле туртма тытăнчĕ. Пăрăнтăмăр, йывăçлăха кĕтĕмĕр. Ларса тăма майлă вырăн та шырамарăмăр. Алăри чăматана çĕр çине петĕм те пушаннă алăпа Верккана çупăрласа илтĕм. Вăл мăйăмран уртăнчĕ. Халь тин вăл та, эпĕ те çывăхра паллан-пĕлен çук-и тесе пăхкаласа тăмарăмăр, пĕр-пĕрин çумне уйрăлмаслах çыпçăнса лартăмăр, икĕ чĕре таппи пĕрлешсе кайрĕ, пĕр-пĕрин вĕри сывлăшне туйса халсăрланма пуçларăмăр. Çак самантра хăлхама пăшăлтатни кĕрсе кайрĕ:
— Эпĕ санăн...
Те чăнласах илтрĕм, те туйăнчĕ кăна, анчах тăл-пĕвĕм, кӳлепем мана мар, темле вăя пăхăнакан пулчĕ...
Кайран те хамăртан хамăр, те пĕр-пĕринчен вăтанма пуçларăмăр та, Веркка йывăçсем айне кайса çухалчĕ, эпĕ çерем çине кукленсе лартăм та пуç çĕклесе пăхма хăраса шухăша путрăм. Тем тимлесех шухăшлатăп хам, шухăш чăмăртанмасть. Тĕвĕленме пуçланă пек пулать кăна, тем салатса ярать ăна. Тем мар-ха, çав вăхăтра чĕре хытăрах тапса каять, çав вăхăтра тăнлав туклатма тытăнать е пит çунса, хьшса каясла пĕçерме пуçлать. Алăсене пачах туйми пултăм, вырăнтан хускатсанах вĕсем мана, çăмăл çунатсемле, сывлăша çĕклесе хăпартассăн туйăнать. Верккана тепĕр хут ытама илес килчĕ.
Ура çине тăтăм та хамра чăмппи ăрăс та хавха пулнине туйса илтĕм. Вырăнтан хускалсанах вĕсем пурте вĕçсе саланма пултарĕç терĕм-ши? Тăратăп та тăратăп. Веркка килсе тухман пулсан мĕн тунă пулăттăм-ши? Ăна та пĕлместĕп. Ачашшăн пырса çупăрларĕ те, манра тепĕр хут арçын хастарлăхĕ хускалчĕ. Каллех хĕрӳллĕн чуптума пуçларăмăр...
Телейлĕ чунсем вăхăт шунине чăнах та сисмеççĕ çав. Хĕвел çĕр çумне анса çитрĕ ĕнтĕ. Пурпĕрех хыпаланса ӳкмерĕмĕр. Пирĕншĕн халь ăçта пулсан та пурпĕрех. Канашра та, Сайрахвара та пĕр сывлăшах пирĕншĕн. Çапах та автовокзал еннелле сулăнтăмăр. Юлашки автобус кайнă пулсан кунтах çĕр çĕрлĕпĕр, кайман пулсан кĕрсе ларăпăр терĕмĕр-ши? Калаçмалли сăмах пĕтнĕ хамăрăн.
Чукун çулсем урлă асамат кĕперĕ пек карăннă кĕпер çине кĕрсен пĕр хушă вокзал умне сывлăш çавăрма чарăннă поездсем çине пăхса тăтăмăр. Куçа илĕртекенни нимех те пулмарĕ те, малалла утрăмăр. Веркка сасартăках хыпăнса ӳкрĕ те мана алăран ярса тытрĕ.
— Атя, — терĕ вăл васкаса, — Шупашкара ларса каяр...
— Атя ара.. Гостиницăна вырнаçăпăр та...
— Куç курĕ унта... Атя васкар...
Хашкаса автовокзала çитсе ӳкрĕмĕр. Перронра икĕ «Икарус» таранах тăрать, иккĕшĕ те Шупашкара каяççĕ, пĕри — халех, тепри — тепĕр вунă минутран. Иккĕшĕнче те çын çукпа пĕрех. Малти çине кĕтĕмĕр те лартăмăр. Чи хыçалти ларкăч çине. Шăхасантан иртсенех пур-çук пассажирсем пуçĕсене лĕпсĕр усрĕç, пĕри чавсаланса, тепри пуçне ларкăч хыçĕ çине хурса çывăрма пуçларĕç. Эпир те пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнтĕмĕр. Пире чуптума та, ачашланма та никам та чăрмантармарĕ.
Çулăн та вĕçĕ пур, телейĕн те виçи пур. Верккан кукамай питĕ чирлĕ тесе суйса ыйтса илнĕ виçĕ кунĕ иртсе кайрĕ, ĕçе тухма вăхăт çитрĕ. Мана та, курма килнĕ салтака, тăвансемпе тантăшсем канăç памарĕç. Хреснатте пымасан çилленетĕп терĕ те, çур кун унта хăнара лартăм. Арçукшăн пулсан эп отпуска килни хаваслăх кӳмерĕ пулас, манпа калаçмалăх та вăхăт тупаймарĕ. Те ăмсанчĕ, те урăх сăлтавпа тӳрккессĕн калаçрĕ, пĕрре те хапăл тумарĕ. Хĕлимун пиччепе Хветура аппа анчах иккĕш икĕ енне ларса çар пурнăçĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕç. Мĕн каланине пĕр сăмах сиктерми итлерĕç. Сысна пăхнине каламарăм ĕнтĕ. Вĕсем илтмен сăмахсене юри çине-çине калатăп. Ан тив, ăнланмасан та хăлхисенче янăраса тăччăр...
Хветура аппа çар комиссарĕ патне кайса килем-и, тăсса патăр отпускна терĕ те, хăтăрса тăкас патнех çитрĕм. Мельник куçне мĕнле курăнас вара?
Асатте килĕнче те, Хĕлимун пиччепе Хветура аппа патĕнче те çĕр каçса курман, çынна курăнмасăр общежитири Веркка пӳлĕмне хупăнатпăр та ыйхă мĕнне манса савăшатпăр...
Ыран каймалла тенĕ чухне Веркка пачах улшăнчĕ. Уйрăлас килмест-ха ман хамăн та. Ыранхи уйрăлу улăштарман-ха ăна, урăххи. Анчах мана çакна пĕлме пӳрменех пулас. Верккана кура хам та пусăрăнтăм. Нимле хавхалану-çĕкленӳ те, хавас-тивлет те юлмарĕ тейĕн. Веркка умĕнче çав тери, çав тери айăплă пек туйма тытăнтăм.
— Кайса çырăнар ыран ял Советне, — терĕм эпĕ. — Саккунлă арăм пулса кĕт эп таврăнасса...
— Хут çине çырни вăл апла кăна, чĕрере çырни кирлĕрех...
— Чĕрере те пĕр сан яту кăна... Мĕнле кăтартас ман ăна? Майне эсĕ хăвах пĕл-ха. Ман сан умăнта нимле вăрттăнлăх та çук. Ача пекех таса эп сан умăнта. Хальччен те никама юрататăп тесе каласа курман. Эсĕ пуçласа тĕл пултăн, эсĕ чĕремĕм, ăс-тăнăм, кăмăлăм-сипетĕм хуçи пулса тăтăн. Çырнине, пӳрнинех тупрăм тесе шутлатăп эпĕ...
— Шутлатăн пуль-ха та, — сасартăк пӳлчĕ вăл мана. — Пурнăç эсĕ шутланинчен урăхларах шутлать çав.
— Хамăр пурнăçа хамăр тăватпăр мар-и?
— Ан калаç... Пĕр непĕс çын сан кун-çулна ĕмĕрлĕх пăсса хума пултарать пулсан ăçтан апла калаçăн? Хăвăн пурнăçна хăвах тăвас тетĕн тĕк çут тĕнчерен аслă пулмалла сан. Çапла-и? Аслă-и эсĕ çут тĕнчерен? Аслă-и? Кала...
— Хă, эп хамран шухăшласа кăларман хамăр пурнăçа хамăр тăватпăр тенине.
— Итле, Клим! Пуçсăрăн кăна вăл пурнăçĕ хăй шутланă пек пулса пырать. Вăл та пулин кирек хăçан та такăнма пултарать. Совĕçлĕ, намăс-симĕслĕ çыннăн вара...
— Атя тĕнче хуйхине хамăр çине илер мар. Санпа иксĕмĕрĕн пĕр пĕчĕк кăна тĕнче пур. Çавăн çинчен калаçар.
— Юрĕ, юрĕ, Клим. Иксĕмĕр пулсан мана та урăххи ним те кирлĕ мар. Лайăха кăна шанса пурăнар-ха апла...
— Килĕшрĕмĕр! — терĕм те Верккана ытама илтĕм.
Вăл çемçе те вĕри аллисемпе ман пите-куçа ачашлама пуçларĕ.
Ачаш ача пекех пулас килчĕ, исленсе, сĕлпĕрленсе кайса канас тенĕччĕ, анчах манри ар туйăмĕ çывăрмарĕ, вăл мана шăнăрсене карăнтарма хистерĕ, енчен те чуста пек çемçе ӳтлĕ, чӳпĕк пек лĕнчĕркке шăнăрлă пулнине туйса илнĕ пулсан Веркка мана çавăнтах юратма пăрахнă пулĕччĕ. Ман хама юраттарас килчĕ.
Веркка ман хулпуççисене сăтăркаласа илчĕ те пĕр ăмсанса та пĕр савăнса каласа хучĕ:
— Тимĕр пекех сан шăнăрусем...
Çапла пулмалла та теесси вырăнне унăн кăпăшка питçă-мартийĕсене чуптума пикентĕм.
Пĕр кӳлĕм иксĕмĕр те шухăша кайрăмăр. Ыранхи уйрăлу кăна та мар пулĕ, урăххи шухăшлаттарчĕ пире. Епле тесен те пире иксĕмĕре те калама çук пысăк тĕрĕслӳ кĕтет. Халĕ вăл мана, эпĕ ăна тем каласа та шантарма пултаратпăр. Веркка каларăш, пурнăçа пĕр сĕмсĕркке, вăл несĕп терĕ-ха, пăсса хума пултарать пулсан кама тĕл пулма тӳр килĕ пире, ăна пĕри те пĕлейместпĕр. Вăхăчĕ тем вăрăм пек туйăнмасть, мĕнпурĕ те çулталăк ытларах кăна.
Хама пусмăрласах шӳтлеме пуçларăм, анчах вăл пула пĕлмерĕ. Шут тесен ухатах мар эпĕ ăна. Веркка тӳрех чарса хучĕ.
— Эс ку шӳтсене хăвăн гимнастеркăллă тусусене кала-кала кăтарт, ытла та кăнттам вĕсем.
— Ку чухне хĕрупраç та ай-ай еплерех кăнттамланса çитрĕ, — терĕм çакна.
— Чипер пул! Хĕрупраç кăнтгамлансан пурнăçра нимяе чару та юлмасть. Хĕрарăм сăпайлăхĕ кăна тытса тăрать пурнăç йĕрки-масине. Хĕрарăм кăна. Сире, арçынсене, хăвăпа шансан ыранах мĕн пурри арканса каять. Эс халь манпа кăна усал сăмахсăр калаçатăн. Унта, хăвăр йышра, мĕн кăна сӳпĕлтетместĕр пулĕ! Йăлтах телевизорпа пăхса лармалла пулсан-и? Шухăшлама хăрушă...
— Чунăм, эпĕ усал сăмахпа калаçса курман. Ниçта та унта та...
— Юрĕ, юрĕ, тыттарах. Ĕненекен пур чухне.
— Чăнах калатăп.
Хам та ĕнтĕ калаçмалли урăх сăмах тупаймарăм. Çынпа танах пурăнма пӳрнĕ пулсан пирĕн калаçмалăх çав тери вăхăт нумай пулать. Шăпăртах пулар-ха паян...
Ыран каймалла тенĕ чухне вăл мана хăй патне çĕр каçма хăвармарĕ. Хăçан каян тесе кăна ыйтрĕ. Пĕр сехетлĕхе асатте килне кĕрсе тухрăм. Хреснаттепе хреснанне те кунтахчĕ те, пуринпе те чиперрĕн сывпуллашрăм, каçа хирĕç Мăньяла тухса утрăм.
Çул тăршшĕпех пĕрре сехре хăпартнă кашкăр асран тухмарĕ. Манас тесе ним сăлтавсăрах кăшкăрашатăп хам, сасăпах юрлатăп. Строй уттипе пыратăп, хама хам хавхалантарма раз, два, три! тесе командăлатăп. Ĕнтĕ кунта хамах командир та, ăна пăхăнакан та. Вăрмантан тухсан лăпăстатса чупма пикентĕм. Кашаман вăл выçă чухне кăна çынна тапăнать тенине пĕлетĕп пулин те чун сивлекĕ сисĕнсех пычĕ.
Хветура аппа кăштах кӳреннĕ пекрех те пулчĕ. Систерес мар тесен те — кӳренĕвĕ пит çине тухнă, ал-урана куçнă. Хĕлимун пичче тĕлсĕр-палсăр шӳтлеме пăхать. Кун пекки каллех хăй темшĕн кăмăлсăр пулнă чухне кăна пулкалать те, мана урăх ним калама та кирлĕ мар. Ман ятпа хăна кĕртме те хатĕрленнĕ пулнă иккен хăйсем.
Арçук час таврăнмарĕ. Унпа та сăмахлаймарăм. Мана, сĕтел хушшинче лараканскере, привет, служивăй, тесе алă пачĕ те хĕрĕнкĕрех таврăннăскер пусахлама пуçларĕ. Отпуск ирттерсе те ăша эрех-сăра яманнине ун пĕлес те, илтес те килмерĕ. Ун ăсĕпе мана мĕнпурĕ те ĕçме-çиме отпуска янă иккен. Амăшĕ чарнипе те чарăнмарĕ, ашшĕ хăтăрсан та хăлăха кĕмерĕ. Тав куркине ĕçтересшĕнех те ĕçтересшĕнех пулчĕ. Вара мĕн пулать те мĕн килет тесе пĕр черкке пушатрăм. Хĕлимун пиччепе Хветура аппа та кулса-çиçсе кăна тăма тытăнчĕç, Арçук та чиперленсе кайрĕ. Хам тесен ĕнтĕ, акă алăсене кăна хускат, çунат пулса сывлăша çĕклесе те хăпартĕç. Чарăнми калаçтаракан мотор лартса ячĕç тейĕн, çăвар хупми сӳпĕлтетрĕм. Хам мĕн перкелешнине хам та пĕлместĕп. Сысна пăхнине те гауптвахтăра ларнине шарламанах ĕнтĕ.
Мăннисем эп йăшса çитнине туйсанах мана çывăрма вырттарнă. Ирхине хăлхана подъем! тесе кăшкăрни кĕрсе кайрĕ те, яшт кăна сиксе тăтăм. Казармăра та мар иккен хам, хăтлă хресчен çуртĕнче. Кирза атăпа погонлă китель кăна хам камне манма памарĕç. Ахальлĕн пулсан темиçе çул каяллахи пек ӳркевлĕн карăнкаласа, лӳпперрĕн пускаласа çӳремеллеччĕ-ха пĕр кана. Куç хупса иличчен тенĕ пек тумлантăм та пĕр тӳме юлмиччен тӳмелентĕм, пиçиххине паш пӳрне кĕмелле мар туртса çыхрăм, çенĕке тухса атă сăмсисене йăлтăртатакан пуличчен тасатрăм.
— Салтак тумĕ хитрех çав, — ăмсанса каласа хучĕ Хветура аппа.
Тӳрех Арçук еннелле çаврăнтăм. Лешĕ тем хирĕçлеме хатĕрленнĕ пек туйăнчĕ, эпĕ хăйĕн çине пăхнипе кăна шарламарĕ. Мăннисем хăйсен кĕçĕн ывăлне пăртак намăслантарса илер терĕç-ши, çине-çине мана ырласа калаçрĕç. Ку Арçука пĕрре те килĕшмерĕ. Мăннисем те сисĕмсĕр мар, Арçук хăр-хар кăшкăрашас патне çитиччен сăмаха вăшт кăна урăх еннелле пăрса яраççĕ.
Хăна-вĕрле пуçтарас мар терĕç пулас, тăватсăмăр сĕтел хушшинче ларнипех çырлахрăмăр.
— Салтак сехет пăхса кăна пурăнать те, чарса тăрар мар, — терĕ Хĕлимун пичче Арçук мухмăрĕ ӳсĕре куçма тытăннине курса.
Хăй чи малтан сĕтел хушшинчен тухрĕ. Хветура аппа васкамарĕ-ха, вăл ман çинчен куç илмерĕ, манран малтан тăрса тухни мана сĕтел хушшинчен хăваласах кăларнине пĕлмест мар-и? Яштах сиксе тăтăм эпĕ те, хам сисмесĕрех сехете пăхса илтĕм. Хĕлимун пичче каланине тӳрре кăларас тесе мар паллах. Веркка асрах тăнипе. Ăна минут та, çеккунт та кĕттерес килмест.
— Автовокзала пырса та ан çӳрĕр, — терĕм Хĕлимун пичче тумланма тытăннине курсан.
— Унсăр юрамасть ĕнтĕ, — тавăрчĕ Хветура аппа. — Кашни кун салтак ăсататпăр пулсан татахчĕ...
Пĕрре те кĕтменччĕ кунашкала, автовокзал умĕнче мана темиçен кĕтсе тăраççĕ. Рафаил Иванович та килнĕ. Пушă алăпа мар, кучченеçпех. Пĕрле вĕреннĕ, пĕрле ĕçленĕ юлташсем те йышлăн. Вокзал çумĕнче тĕршĕнсе тăракан Верккана куртăм-ха, алă сулса саламларăм. Çавăрса илчĕç те ниçталла та ямаççĕ, калаçтараççĕ, ыйтса пĕлеççĕ, пыра-пыра ытамлаççĕ, çупăрлаççĕ. Автобус часрах килтĕр тесе кăна шухăшлама пултартăм çак вăхăтра. Пĕлен-тăран та, тăван-пĕтен те хаклă, вĕсенчен те хакли Веркка пур. Отпускне те пĕр уншăн панă тесе шухăшлама хăнăхрăм та, такамшăн таткалас килмерĕ. Тата хĕрĕнкĕ Арçук пыра-пыра çулăхса тулаштарчĕ. Те макăрать, тем тăвать хăй. Юлташсем те айккинерех сире-сире яма хăтланаççĕ те хăйне, пурпĕрех сăпса йăлине пăрахмасть.
Автобус килчĕ те, Веркка тӳрех кĕрсе ларчĕ. Халь тин манăн та икĕ алла çӳлелле çĕклесе сывă пулăр! теме сăлтав тупăнчĕ.
— Уйрăлнă чухне куççуль кăларни те килĕшет, — терĕ те Хветура аппа ĕхĕклетсех макăрма пуçларĕ.
Автобусра та, Канаш вокзалĕнче те, перрон çинче те Верккапа иксĕмĕрĕн сăмах тупăнмарĕ. Калаçмаллине калаçнă, хамăр тĕллĕн шухăшламалли юлнă. Вăл та шухăш тĕвĕлет, эпĕ те çăм çакки кăна мар, кирлĕрен те кирлĕ шухăшсенчен хăпаймастăп...
Вуниккĕмĕш сыпăк
Кăнтăрла тĕлне полка çитсе ӳкрĕм. Хам вăхăтрах таврăннине пĕлтерме пĕр командир та вырăнта пулмарĕ. Казарма та пуш-пушă. Дневальнăя алă патăм та, темиçе сăмах перкелешсе илтĕмĕр те, казармăна кĕрсе кайрăм. Мастика сĕрнĕ урай çап-çутă йăлтăртатать. Краватьсене çип карăнтарсах тикĕслесе тухнă, пуçтарнă вырăнсем çинче пĕр хутланчăк-пĕркеленчĕк те çук. Таçтан Кабанов сасси илтĕнсе кайрĕ.
— Эсĕ халĕ те кунтах-им? — тесе ыйтассăмах килчĕ, анчах шарламарăм.
— Тĕрĕслеççĕ, каллех тĕрĕслеççĕ, — терĕ вăл вĕчĕхсе.
Кучченеçшĕнех ман патăма пынине чухласа илме йывăр пулмарĕ. Васкаса чăматана уçрăм. Асанне парса янă шăрттана епле пулсан та Мельника астивтерсе пăхас килчĕ. Килте пĕçернĕ апат-çимĕç салтакшăн мĕн тери пахине такамран илтсе мар, хам курса пĕлетĕп. Çавăнпа мĕн сĕнсен те тиркемĕç тесе Кабанова çӳхипе çаврака чăкăт тыттартăм.
— Эх, чăваш апачĕ! — терĕ те çăвар туллин пуç пăркаласа илчĕ. — Ман анне те çаксене пĕçерсех тăрать. Пирĕн патăмăрта пулнă пĕр хăна та ахлатмасăр çимест анне пĕçернине...
Çăкăртан аслă пулас мар тенĕ пек, ал лаппи çине хучĕ те ман кучченеçе, те сассăр кĕлĕ кĕллерĕ, темччен-темччен пăхса тăчĕ. Эпĕ дневальнăя кучченеç леçсе килсен те тем кӳлĕм пĕр вырăнтах тăчĕ.
Кучченеçсем хушшинчен кăвак конверт сиксе тухсан аптăрасах ӳкрĕм. Ăшĕнчи çырăва васкаса кăлартăм та çавăркаласа пăхрăм. Веркка алли. Хăçан, хăш вăхăтра çырса мана систермесĕр хурайнă вăл ку çырăва? Манăн ăна çын умĕнче вулас килмерĕ. Чăматана хупрăм, казармăн тепĕр кĕтесне кайса тăтăм. Мана чăрмантарам мар тенĕнех Кабанов дневальнăй патне тухса кайрĕ. Куç умĕнче Веркка йĕрленĕ саспаллисем ташласа тăраççĕ. Вăл чĕре тĕпĕнчи сăмахĕсене çырнине туятăп. Иккĕн чухне калайман, калама пултарайман сăмахĕсене çырнине чун сисет, сисет те сисчĕвленет. Анчах пурпĕрех пĕлмелле ман вĕсене. Таврара мĕн пуррине, хам ăçтине самантрах манса кайрăм та вулама пуçларăм.
«Савнă çыннăм, пĕртен-пĕрĕм, юратнă Климăм!
Санпа тĕлпултарнăшăн пӳлĕхçĕме тав тăватăп. Эсĕ мана чăн-чăн телей парнелерĕн, ĕмĕтре тытнă, куллен ăнтăлнă, шыранă телее тупса патăн. Ыран мĕн пулассине пĕлместĕп, анчах эпĕ паян пуринчен те телейлĕрех çын. Çакна пĕр хĕрарăм кăна ăнланма та хаклама пултарать. Юратнă çыннăмран çурататăп. Эсĕ таврăннă тĕле куллипе савăнтаракан пултăр...
Пин хут чуптăватăп. Веркку».
Вуласа тухрăм та Веркка хăй те кунтах мар-и тесе йăн-ян пăхкаласа илтĕм. Çакăн хыççăн çырури сăмахсем тăнлава кăтăклама, чĕрене йăшкаттарма тытăнчĕç. Çук-ха, хăраса та ӳкмерĕм, анраса та каймарăм, урайнех стена çумне таянса урасене тăсса лартăм та шухăша путрăм. Ача ашшĕ пулма черет çитрĕ пулсан пулмаллах...
Веркка сасартăк куç умĕнчех улшăнса урăхланнине асаилнĕçемĕн пуçа йĕркеленеймен-карталанайман шухăшсем пыра-пыра кĕреççĕ, хĕвĕшеççĕ хăйсем, вырнаçса ларма вырăн тупаймаççĕ. Хĕртен арăм пулнă самант асра çырăнатех-ха, яшран ар пулнă самант мĕншĕн аплах мар-ши? Пуласлăх хуйхи-суйхине ху илменнипе, ăна парса хăварнипе-ши? Çавăнпах пулĕ çав. Çутçанталăк пурнăç управĕпе тăсăмне ăна, хĕрарăма, шанса панă, арçынна та тивĕçсĕр хăварман-ха, анчах тивĕçĕ ку куçкĕрет мар. Ăна манма та, курмăш-пĕлмĕш пулма та юрать. Ман пĕрре те çав тивĕçрен тарас та пытанас шухăш пулмарĕ. Çав тивĕçе мĕнле тӳрре кăлармаллине пĕлменни кăна асаплантарчĕ.
Пулас пепкем тĕлĕкре курăнтăрччĕ хăть тесе тем чухлех шухăшларăм, анчах вăл амăшĕн варне кăна пĕлет çав, мана асаилме унăн майĕ те çук...
Веркка çырăвне чĕре вăрттăнлăхĕ турăм та, хам ĕнерхи пек те, виçĕмкунхи пек те маррине хамах туйса илтĕм. Айванлăхпа чарусăрлăх писме тытăнчĕ хамран. Ан тив, пултăрах çапла...
Çар пурнăçĕ хăй еккипе шурĕ те шурĕ. Эп таврăннă хыççăн тепĕр кунах тĕрĕслекенсем полкран кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ вĕсем пирĕн Купăста варĕнчи полигона хăçан каяссине татăклăнах каласа хăварчĕç, çитес çулхи пуш уйăхĕнче терĕç. Полка çенĕ офицерсем килчĕç. Салтакăн пурне те пĕлме юрамасть те, çавах хăлхана кĕнĕ пĕр хыпара сиктерсе хăвармастпăр, Çамрăк офицерсенчен пĕр-иккĕшĕ особистсем тени сарăлчĕ пирĕн хушăмăрта. Хăлăхсăртарах, темшĕн айăпа кĕнĕ операторсене улăштарма пикенчĕç. Те ĕнтĕ эп леçсе панă шăрттана юратса çинипе, те урăххипе, ку хутĕнче те Мельник мана пулăшрĕ.
Тĕрĕслӳ вăхăтĕнче ракета çине çĕр çинчен команда паракан станцие, çĕр айĕнчи бункерта вырнаçнăскерне, округран килнĕ пысăк командирсем пынă. Кун пек чухне салтакăн пуçлăх куçĕнчен айккинерех пулмалла. Ăна пурте аван пĕлетпĕр. Анчах Чепурин тем сăлтава пула пăрăнса ĕлкĕреймен. Вăл ток яман сăрăпа сăрланă шкапсене тусанран тасатнă вăхăтра Воробьев генерал ертсе çӳрекен ушкăн пынă та кĕнĕ бункера. Чепурин çаксене асăрхаман та, юрла-юрла тусан шăлнă.
— Рядовой юлташ! — кăшкăрнă Воробьев генерал.
Чепурин тӳрленсе тăнă та гимнастерка аркине туртса тӳрлетнĕ.
— Итлетĕп, майор юлташ!
Чепурин хăй ĕмĕрĕнче те чăн-чăн генерала пуçласа курнă пулĕ те, майорпа генерал-майора тӳрех уйăрса та илеймен. Воробьев çавăнтах хăй патне станци пуçлăхне чĕнсе илнĕ, хăй ячĕпе çак тăрлавсăр салтака айăплама хушнă. Аслă операторччĕ Чепурин, кĕçĕн сержантчĕ. Пакун çинче пĕр хăйăвне касса илчĕç те хăйне сысна пăхма куçарчĕç. Унăн шалăвне, вунă тенкĕ те сакăрвунă пуса, эпĕ илсе тăма тытăнтăм. Çав укçан çуррине Чепурин Рязань тăрăхĕнчи ялта пĕччен пурăнакан амăшне ярса тăнă пулнă. Халĕ ĕнтĕ виçĕ тенкĕ те сакăрвунă пусран мĕн ярайĕ-ши? Ачасем кашнинчен пуçтармалла тесе сăмах турĕç те часах ăна манса кайрĕç. Ытлашши укçа пĕр салтакăн та çук-çке.
Чепурина хăйне, пакун çинче пĕр хăю кăна хăварсан, майор тесе чĕнме тытăнтăмăр. Куншăн кӳренмерĕ тата хăй.
Маншăн çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. «Салагăсемпе» пĕрле техника, радиоэлектроника кĕнекисем вулама тытăнтăм. Кашни кун секретлă уйрăмран инструкцисемпе кĕнекесем çыртара-çыртара илетĕп те кăнтăрлахи апатчен вулатăп. Мана ытти ĕçсене явăçтарми пулчĕç. Епле тесен те полигона каяс вăхăт инçе мар, унччен манăн чăн-чăн класлă специалист пулса çитмелле. Пĕр эрнеренех ку кĕнекесенчен писсе çитрĕм. Мĕн вулани пуçа кĕми пулчĕ. Анчах вĕсене çыртара-çыртара илме пĕрех пăрахмарăм. Пĕринче ман алла тĕлĕнмелле кĕнеке лекрĕ. Таçтан, такамран илтнĕччĕ-ха ун çинчен. Полк пуçланнăранпах пурăнать иккен вал. Малтан тахăшĕ пуçланă та, халĕ ьптисен малалла тăсмалла. Тăватçĕр страницăллă кĕнекен çуррине ытла тӳрлетсе тухнă ĕнтĕ. Вуланă чухне пĕр е икĕ саспалли улăштарса е хуратса намăс сăмахсем тумалла. Колебательный контур тени кашни предложенире тенĕ пекех тĕл пулать те, малтанхи сăмахĕнче малтанхи л саспаллине питĕ тирпейлĕн, тӳрех асăрхамалла та мар хурата-хурата тухнă. Çакна асăрхарăм та ай мĕнле аван мар йăнăш тунă тесе шухăшларăм. Вуланăçемĕн кăна ăнланса илтĕм те юлташсене чĕнтĕм. Ак пуçланчĕ хайхи чăн-чăн хаваслă вăйă. Кĕнекене ушкăнпа вулама та «корректура йăнăшĕсене» тӳрлетме пикентĕмĕр. Çакăнпа вĕçленчĕ те ман вĕренӳ.
Çапах аппаратурăна чухлакан пулса çитрĕм. Çур çултанах мана пĕрремĕш класс пачĕç. Аслă оператор пулнă май ман çамрăкрах салтаксене те вĕрентмеллеччĕ. Мĕн вĕрентни ĕнтĕ. Эпĕ тӳрлетсе вĕçне тухайман кĕнекене вĕсем малалла тӳрлетчĕр...
Çар пурнăçĕнче салтакшăн пĕр йĕрке, командиршăн тепĕр йĕрке. Эпир хамăра тивĕçлине кăна пĕлеетпĕр. Командирсем вара хăйсене тивĕçлине те пĕлсех çитерееççĕ, те çитереймеççĕ те. «Тревога» çĕклеме кашниех пултараймаççĕ пулсан та, вĕренӳ ирттеретпĕр тесе кунне вуншар хут тĕпĕртеттере-тĕпĕртеттере илекен пулчĕç. Казарма алăкĕ тăрринчи хĕрлĕ лампочка пирĕн чунсене мĕнлерех, еплерех пăтратнине çут тĕнчере пĕлекен те, пĕлес текен те çук. Кĕрлесе каять те чуна касакан сасă, мĕлтлетме тытăнать те хĕрлĕ лампочка, пуçланать ахăрсамана! Çӳç кастарма ларни çур пуç каснине пăхмасăрах тухса чупать, хырăм пушатма туалета кĕни те пушаннă-пушанманах сиксе тăрать, çыру çырма ларни ăша кĕнĕ сăмахне те вĕçлеймест. Тревога тени мĕнне салтак пулнă çын кăна пĕлме пултарать. Кунне вунă хут çапла канăçсăрланнă хыççăн юлташна та курайми пулса çитетĕн, командирсене вара хăвăн чи усал тăшману вырăнне хума тытăнатăн. Ку кăна та мар-ха. Пĕррехинче замполит Культура çуртĕнчех комсомолецсен пухăвне ирттерчĕ. Салтаксенчен коммунистсем нумаййăнах мар, вĕсем виçĕ çул хушшинче парти ретне кĕрсе ĕлкĕреймеççĕ, мĕншĕн тесен рекомендаци параканнин çынна пĕр çултан кая мар пĕлсе пурăнмалла, унтан пĕр çул кандидат стажне ирттермелле. Парти членĕ е кандидачĕ пулса çара килнисем вара пĕччен-иккĕн кăначчĕ. Çапах та пурччĕ вĕсем те. Çаксене замполит сăмах пуçарма хушнă. Пĕри тухрĕ те противогазпа талăкра вунă сехетрен кая мар пулма хăнăхар тесе чĕнсе каларĕ. Алă йăттарчĕç те, никам та хирĕç сасăламарĕ. Тепри тата полигона кайиччен пурте çар отличникĕсем пулма тăрăшар тесе чĕнсе каларĕ. Кунпа та пурте килĕшрĕмĕр.
Килĕшессе килĕшрĕмĕр-ха, анчах хамăр çине мĕн асап йышăннине пĕри те чухласшăн пулмарĕ.
Канма ларнă чухне те, телевизор пăхнă чухне те противогаза çаксах çӳрекен пултăмăр. Эсĕ кĕтмен-туман çĕртенех пырса тухать те пĕр-пĕр командир: «Газы!» — тесе кăшкăрса ярать. Йăпăр-япăр тăхăнса та яратпăр противогаза. Ларатпăр вара пăшăхса тепĕр команда пуличчен. Кунашкал асапран хăтăлма май тупрăмăр-ха. Противогаз клапанĕсене кăларса илетпĕр те ларатпăр ним пулман пек. Кун пекех пулнă пулсан талăкра вунă сехет кăна мар, ытларах та противогазпа çӳреме пулатчĕ, анчах пĕтĕм кĕтĕве варалакан кăсамăклă сурăх салтаксем хушшинче те çук мар. Тахăшĕ йĕпетсе панă. Тата çитменнине, кĕçĕн командирсене те мар, аслисенех. Федотов полковник çурăлас патне çитсех тарăхнă пулать çакна пĕлсен. Тарăхнă тăк иртсе каятъ тесе шутланăччĕ эпир. Асту-ха, хăйсене пăхăнакансене каçараççĕ пулĕ! Пуçланчĕ хайхи тĕлĕкре те тĕлленменни, нихçан та аса килме пултарайманни.
Каçхи апат хыççăн пурте казармăна пуçтарăнсан, телевизор умне пĕри пукан çине ларсан, тепри урайнех тăсăлса выртсан, кино курар-и, футбол репортажĕ-и тесе тавлашса илсен, сержантсенчен хăшĕ те пулин хăтăрса тăксан тревога кĕрлесе каять.
Дневальнăй пирамидăсене уçса хунă ĕнтĕ. Тумланнă-тумланман казарма умне чупса тухатпăр, чупнă май пиçиххи çыхатпăр, карабинсене майлаштарса хул урлă çака-çака яратпăр, хашка-хашка, пĕр-пĕрне тĕрте-тĕрте хамăр вырăнсене шыратпăр. Офицерсем, хăйсен хваттерĕсенче пурăнаканскерсем, кăшт каярах пуçтарăнаççĕ, анчах пирĕн патăмăра пĕр Шлепкин капитан кăна килет. Ыттисем штаб умĕнче кĕтсе тăракан автобус çине лараççĕ те, пĕр ушкăнĕ ракета дивизионне, тепри хамăрăн бункерти станцие вĕçтереççĕ. Пирĕн, салтаксен, устав хушнă пек, мĕнпур терт-асапа, çуклăхпа сарăмсăрлăха ним турткаланмасăр чăтса ирттерме тивĕçлĕскерсен, бетонлă çулпа виçĕ çухрăм ытла лăпăстатма тивет. Шлепкин хăй тахçан спортсмен пулнă теççĕ, мастер нормине те пурнăçланă иккен. Вăл строй хыçĕнчен мар, малта чупса пырать, çаврăна-çаврăна пăхса пире тем кăшкăрать те, эпир пуç чиксе лăпăстататпăр. Кирза атăсем кĕпĕр-кĕпĕр, кĕмсĕр-кĕмсĕр тунипе хăлхасем хуплансах лараççĕ. Шлепкин командине пĕри те илтейместпĕр. Анчах вăл мĕн каланине пурте лайăх пĕлетпĕр: ан юлăр, ан юлăр!
Юрать-ха пĕтĕрсе çыхнă шинеле мăй урлă çактармаççĕ, противогазпа карабин кăна икĕ айăкран тĕккелесе пыраççĕ.
Çурма çула çитсен пире Федотов «Волги» хăваласа иртсе каять. Командир хăй машинăран пуç каларса та пăхмасть. Пирĕн тĕлте машина тата хытăрах кайнă пек туйăнать те, салтаксем пурте тарăхса юлаççĕ. Теприсем Шлепкин сисиччен чăмăрпа юнаса та илеççĕ. Çакна курмасан та Шлепкин эпир мĕн шухăшлине пĕлет-чухлать пулас, машина куçран çухалнă-çухалман «Шагом ма-арш!» команда парать. Хашах сывласа яратпăр. Лăп-лап пускалама пуçлатпăр. Çулăн кашни кукрине лайăх пĕлсе çитнĕ те вырăна çитесси миçе утăм юлнине те пĕлетпĕр. Çитесси çĕр метр пек юлсан Шлепкин каллех чупма хушать. Хăрать ĕнтĕ вăл та, енчен Федотов-и, ун çумĕсенчен хăшĕ те пулсан курсан-и? Пире мар, ăна айăпа кĕртеççĕ. Халь те пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем капитана çитнĕ пулсан та, ку кĕçĕн лейтенантрах çӳрет-ха. Пирĕн умра та тарăхса калаçать вара. Ылханать те ылханать кун-çулне. Темиçе рапорт та çырнă иккен хăй, ни академие вĕренме кайма ирĕк памаççĕ, ни çартан кăларса ямаççĕ. Май килнĕ чухне сыпса лартать вара. Салтаксемпе пĕрле те час-часах ĕçет, вĕсемпе пĕрле самоволкăна çӳременни кăна. Килте апла-капла пулсан тӳрех пирĕн каптеркăна пырса ларать. Çар суту-илĕвĕн лавккинче эрех, сăра суттармаççĕ, анчах складĕнче сых ятне тытаççĕ. Унти çула та пĕлет хăй. Сутăçпа пĕр чĕлхеллĕ.
Пире кĕтме хапха умне кĕçĕн командирсем темиçенех тухаççĕ. Тӳрех бункера илсе каяççĕ вара. Тимĕр алăка шалтан хупаççĕ, вентиляцие хута яраççĕ. Пуçланать çар вĕренĕвĕ тени. Кашниех хăйĕн яланхи вырăнне йышăнать. Манăн кĕтесре пĕчĕк сĕтел пекки пур, ун çинче яланах дежурнăй журналĕ выртать. Мĕн пулсан та çавăнта çырса хумалла. Ахаль операторсем шкапсем умне тăрса тухаççĕ. Рота командирĕпе аслă техник зал варринчи кĕçĕн пульт умне кĕрсе лараççĕ. Федотовпа унăн çумĕсем, тĕп инженерпа замполит, партком секретарĕ тĕп пультра. Вĕсем панă команда вăйлатакан аппаратурăна пула пĕтĕм станцийĕпех саланать, кашни кĕтесрех илтĕнет. Пирĕн рота командирĕ те, ыттисем те Федотов умне салтаксемпе сержантсен списокĕсене кайса хунă ĕнтĕ. Малтан вĕренӳ тенине полк командирĕ хăй пуçлать. Куç тĕлне пулнă пĕрремĕш хушамата кăшкăрса ярать. Ку хутĕнче Кукушкина чи малтан чĕнсе илчĕ. Лешĕн Федотов патне командир пунктне каймалла мар, çывăхри кĕçĕн пульт патне кăна пымалла. Устав хушнă пек, Кукушкин рядовой эсир хушнипе терĕ те микрофон умĕнче хытса тăчĕ.
— Пĕрлешӳллĕ Штатсен çарĕнче мĕнле те мĕнле ракетăсем пур?
— «Минитмен», «Сержант», — терĕ те Кукушкин чарăнса тăчĕ.
— Начар пĕлетĕн. Иккĕ! — янраса кайрĕ станци тăрăх Федотов сасси.
Хам хушамата кăна илтмесĕр юлас марччĕ тесе хăлхасене тăратнă. Çук-ха, мана мар, ыттисене чĕне-чĕне илеççĕ. Америкăн, Англин, Францин тапăнса килмелли самолечĕсем çинчен ыйтса пĕлсен хими хĕç-пăшалĕ çине куçрăмăр. Иприт, люизит, фосген, дифосген тата ыттисем çинчен тин-терех кăна вуланăччĕ те хăрамарăм, чĕнсен хальтенрех чĕнччĕр тесе кăна шухăшларăм. Бункера кĕнĕренпех противогазпа лараканскерсем, эпир икĕ сехет иртнĕ хыççăн ыйхăлама пуçларăмăр. Мĕн илтни, мĕн курни пĕтĕмпех тĕлĕкри пек туйăнма тытăнчĕ. Алăсем тĕнсе çитнĕ, ручка тытса çырма та пултараймаççĕ вĕсем. Хамăн хушамата илтрĕм те сиксе тăтăм. Çавăнтах тĕшĕрĕлсе антăм. Урасем хамăн чӳпĕкрен те чӳпĕк иккен. Эпĕ вĕсем пуррине пачах та туймастăп. Мĕн пулчĕ тесе те никам та ыйтса тăмарĕ. Тепĕр хут манăн хушаматăм станци тăрăх янăраса кайрĕ.
— Эпĕ! — тетĕп хам, вупăр пуснă чухнехи пекех, сассăм ăшăмран тухмастъ.
Татах мана чĕнеççĕ. Тĕссĕр линолеум сарнă урайне тăсăлса выртнă та кĕçĕн пульт еннелле пăхатăп. Инçех те мар вăл манран. Пит нумай пулсан вунă утăм тумалла кăна, анчах хам пĕрне те тăваймастăп. Куçсем мăчлатма пуçларĕç, кĕçĕн пульт малтан виççĕллĕн курăнчĕ, унтан вĕтелсе-вĕтелсе пычĕ те куç умĕнчен пачах çухалчĕ...
Бункер умĕнчи сак çинче тăна кĕрсе кайрăм. Противогаза хывса илнĕ, пиçиххипе гимнастерка тӳмисене вĕçертнĕ, атăсене хывса лартнă. Алă шăнăрĕсем чăтма çук ыратаççĕ. Тӳрех ним те чухласа илеймерĕм-ха. Полк врачĕ питрен çăтăл-çатăл, çăтăл-çатăл çапкаласа илсен, тахăшĕ сивĕ шывпа пĕрĕхсен тăрса ларма хăтлантăм. Темиçе алă çийĕнчех пусса та хучĕ.
— Вырт, вырт, юрамасть, — терĕ врач.
Машина çитсе чарăнчĕ те, мана наçилкка çине çĕклесе вырттарчĕç. Машинăна йăтса кĕчĕç. Вара эпĕ, те эмел панă, те укол тунă, çывăрса кайнă. Тепĕр кунхи ирччен те йăшăлт та туман.
Хырăм выçнă хамăн, çăвар типсе ларнă. Такама кăшкăрса чĕнес килет — чĕлхе çăвар маччи çумне çыпçăнса ларнă, тутасем уçăлмаççĕ.
Вителĕке сирсе ямалăх вăй тупăнчĕ те, тăрса лартăм. Ĕнерхи чӳпĕк урасене вăй кĕме тытăннă пек туйăнчĕ, анчах пуссан ура тупанĕсем чăтма çук хытă ыратаççĕ. Ура хырăмĕн шăнăрĕсем туртăна-туртăна илнĕ чухне шăла çыртса лартма тивет.
Казармăри юлташсем виççĕн тан килсе кĕчĕç. Рота командирĕ хăй хушнă иккен вĕсене. Мĕнле те мĕнле тесе ыйтрĕç-ыйтрĕç те тухса кайрĕç.
Развод хыççăн полк врачĕ килсе кĕчĕ те хăтăрса тăкрĕ.
— Вырăнпах выртмалла, вырăнпа. Кам хушнă тăрса ларма?
Сĕнксе лараканскерне, мана тĕртрĕ те ячĕ. Вăйăм пулсанах çак мăшкăла тӳсес çук та, лăпланса выртрăм. Унтан укол турĕç, тӳме пачĕç. Апат çитерес тесе никам та шухăшламарĕ те. Тепĕр хут çывăрса кайнă. Вăрансан пăхатăп та: тумбочка çинче сивĕнсе кайнă вир пăтти те пĕр татăк çăкăр пур. Тутă пĕлмесĕр чăмларăм, хырăм выççи кăшт иртнĕ пек пулчĕ те — алăк умĕнче хыçлă пукан çинче ларакан бакран шыв ярса ĕçрĕм. Эпĕ кăштăртатса çӳренине илтсе ытти палатăсенчи çынсем те хускалчĕç.
Шлепкин та кунтах. Иккĕмĕш ротăран виççĕн тан. Мĕн пулнă сана тенĕ пек пĕр-пĕрин çине пăхса тăратпăр. Пурне те иккен, ман пекех, тăн çухатнă хыççăн госпитализациленĕ. Çав кун мар, тепринче кăна мĕн-мĕн пулса иртнине пĕлтĕмĕр. Полк врачĕ пиртен тарса çӳрерĕ. Ăна тĕпчесе ним те пĕлме май килмерĕ. Иккен, бункер алăкне хупсан, вентиляцие хута ярсан ун юшкине уçма маннă пулнă та, икĕ сехетренех бункерта кислород пĕтсе ларнă. Паллă ĕнтĕ, сывлакансем миçен те эпир! Çитменнине, противогазпа пулни те кирлĕ пек сывлăш çавăрса илме паман. Конопелько вара оператор сĕтелĕ хушшинчен тăрайман. Малтан çывăрса кайнă, унтан чĕри тапма чарăннă. Эп тăн çухатнă хыççăнах хыпăнса ӳкмен-ха командирсем. Конопелько хушамачĕ те тухнă. Анчах лешĕ темиçе чĕнсен те микрофон патне пыман та, Федотов тем ырă мара сиссе илнĕ. Тĕрĕслӳ-вĕренĕве чарса лартнă, бункер алăкне уçса яма хушнă. Çавăнпа, тен, çав каç пĕр виле кăна пулнă. Ытларах та пулма пултарнă.
Федотов тӳрех айăплине шырама пуçланă. Мана госпитале леçнĕ хыççăнах Борзов Витьăна гауптвахтăна леçнĕ. Иккен, çавă вентиляци юшкине уçма маннă. Тĕрĕссипе, Борзовĕ унта пырса та çапăнман, анчах инструкципе çавăн уçмалла пулнă. Салтак пурнăçĕн кутăнĕсемпе пуçăнĕсене никам та пĕлсе пĕтереес çук.
Конопелько юлташĕсенчен пĕри командирсенчен ыйтмасăрах ун ашшĕ-амăшĕ патне телеграмма янă пулнă. Тепĕр кунах вĕçтерсе те çитрĕç лешсем. КППра пилĕк сехет таран тытрĕç, вилнĕ ывăлĕ патне те ямарĕç. Ĕнтĕ командованин салтак вилĕмне сăлтавласа çитермелле пулнă мар-и? Округран килсе çитрĕç. Вĕсем «сердечная недостаточность» тесе диагноз лартсан Конопелько ашшĕпе амăшне полк çĕрĕ çине кĕме ирĕк пачĕç.
Амăшĕ хӳхле-хӳхле макăрнине эпир илтмен. Çар хули пушанса юлсан ПАЗ автобус штаб умĕнчен хускалса кайрĕ. Икçĕрмĕш номерлĕ тиеве ăсатма пĕр лейтенантпа сержанта хушрĕç. Вĕсем те пулин Конопелько ротинчен мар, ракета дивизионĕнчен пулчĕç. Пĕр ротăрисене ярсан лешсем мĕн-мĕн пулнине, мĕнле пулнине тĕп-тĕрĕс каласа пама пултараççĕ мар-и? Ку ачисем вара Конопелькăна палламан та. Çав кунах особистсем телеграмма паракана шыраса тупрĕç. Телеграммине лешĕ Вереяра ĕçлекен офицер арăмĕ урлă парса янă пулнă. Ку салтака замполит патне чĕнтерчĕç, виçĕ сехете яхăн тытрĕç унта. Мĕн тунине, мĕн сăмахпа хăртнине пĕлместпĕр. Особистсем ĕçленĕ пулсан хут çыртарса алă пустармасăр пулман-ха. Мĕн тесе çыртарнине те, мĕн сăмах айне алă пустарнине те эпир пĕлеймерĕмĕр. Ачи хăй шарт та март пулчĕ. Хытарнă ĕнтĕ. Ку ăсĕнче нумайлăха юлтăр тесе ĕнтĕ ачана гауптвахтăна лартрĕç. Аслă командирсен пуçĕ урлă телеграмма панине устава сĕмсĕррĕн пăсни тесе хакларĕç. Кунашкалли полкра пĕлтĕр те пулнăччĕ.
Ракета дивизионĕнчи Филимонов оборона министрĕ патне çыру çырнăччĕ те, çырăвĕ округа таврăнсан çакна округ штабнех чĕнсе илнĕччĕ. Филимоновăн йĕкĕреш хăраххине Венгрие илсе кайнă, хăйне кунта илсе килнĕ. Çар комиссариатĕнчех калаçу хускатнă пулнă хăйсем. Хăйсем те мар-ха, ашшĕпе амăшĕ. Иккен, йĕрке тăрăх, йĕкĕреш хăраххисене уйăрма юрамасть. Комиссариатра сăмах та панă пулнă. Пухăн-малли пунктра çаксене уйăрнă. Ашшĕпе амăшĕ хăйсем ăçта килчĕ унта çыру çырма тытăннă, полка килсен, карантинран тухсан Филимонов хăй те хаçат-журналта министерство адресне шыраса тупнă та «Хисеплĕ министр» тесе çыру çырса янă.
Округ штабĕнче мĕн калаçнине каллех пĕлеймесĕрех юлтăмăр, анчах Филимонова полка таврăнсан тӳрех гауптвахтăна леçрĕç. Аслă командирсен пуçĕ урлă ним те тума юрамасть. Гауптвахтăна илсе кайиччен строй умне кăларса замполит питĕ-питĕ хытă ăнлантарчĕ. Ку ĕнтĕ хĕрĕме калам та кинĕм илттĕр тени пулчĕ-ха. Малтан мĕн нуша пулсан та хăвăн çумăнти кĕçĕн командира пĕлтермелле, лешĕ вара сан нушуна аслăраххи патне çитерет, аслăраххи тата аслăраххи патне... Камăн татса памаллине командирсем пирĕнсĕрех пĕлеççĕ иккен... Вăт çапла...
Конопелько ӳтне тиенĕ автобус хурлăхлăн кăшкăртса ячĕ те, эпир госпиталь умне васкаса тухрăмăр, карта çумне тăрса пăхса ăсатрăмăр. Сан вырăнунта эпĕ те пулма пултарнă-çке тесе ăсатрăм эпĕ Конопелькăна. Çаплах шухăшларĕç пулĕ ыттисем те...
Кăнтăрла хыççăн почталъон çыру кӳрсе паман пулсан кăмăлăм мĕн таран йӳçсе çӳремеллеччĕ-ши? Палатăри кровать çине выртрăм та хам салтакра пулнине пачах манса кайрăм.
Юратнă Клим теме те, чуптăватăп теме те именсе тăмасть вăл халĕ хăйĕн çырăвĕсенче. Эпĕ хам та çавах. Анчах Веркка та сисет пулĕ, манăн та çав шухăш час та часах ăша кĕрет. Унашкал сăмахпа çăвар вылятма юрамасть. Каласан виçеллĕ пултăр та вырăна килтĕр. Тĕлсĕр те палсăр выляма тытăнсан таса сăмах та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатать. Вуланăçемĕн Веркка çырăвĕсене тăван ен сывлăшĕ кăкăра капланса тулнăн туйăнма тытăнать. Хам аякри çĕрте хысна кравачĕ çинче выртнине те мансах кайрăм. Отпускра пулнă чухнехи кăмăл екки сĕвĕрĕлмен те, Веркка ăшшипе куллине çав тери çывăх туятăп.
Хам тĕллĕн пăшăлтататăп: телейĕм, тивлетĕм, мана ырă кăтартма çĕр çине килнĕ çыннăм тетĕп. Пирĕн пĕрлехи пуласлăхăмăра нимле хура пĕлĕт те хуплаймĕ, пуç тĕлĕнчи пĕлĕт кăвак та тăрă пулĕ. Çавăншăн çак салтак асапне те тӳссе ирттерейĕп, мăшкăлпа тĕнче суйхине, мĕн чухлĕ тиесен те, ахлатмасăр çĕклесе пырăп. Кĕтнĕ те ĕмĕтленнĕ вăхăт кăна часрах çиттĕрччĕ те икĕ чуна пĕрре тăвасчĕ. Пĕр кĕвĕллĕн тапчăрччĕç чĕремĕрсем, пĕр çемĕллĕн килччĕрччĕç кунăмăрсем...
Госпитале лекиччен темшĕн манран ача та пулать-çке-ха тесе шухăшлас килместчĕ. Веркка шӳчĕ вырăнне йышăнтăм çав сăмаха. Çак шухăшран епле пулсан та хăпма хăтлантăм. Иккен, хăваланăçемĕн шухăш çăмçаккине тухса пырать. Çакна та çакăнта, госпитальте, ăнланса илтĕм. Мана та атте текен пулать пулсан пурнăçпа выляма пăрахмалла. Çитет! Çамрăклăхăм та çакăнпа вĕçленет. Çын тенин яваплăхĕ кăна юлать. Ытти: ырлăх-пурлăх, савăклăх-сапăрлăх — пурте-пурте ун валли пулмалла. Эпир, ăна кун-çул паракансем, хамăрăн телейĕмĕре те унпа виçсе шайлаштарма тытăнăпăр...
Хăратать те, савăнтарать те çак шухăш. Пурпĕрех темшĕн ырă пек чунра. Пуласлăхăм хальхи тĕнчерен темиçе хут та аслăрах пек туйăннипе кăмăл екки хăпартлансах тăрать. Çавăнпах пулĕ мана эрнеренех кăларчĕç. Манпа пĕрле госпитале лекнисем вара уйăх ытла сывалчĕç.
Кирлĕ-кирлĕ мар çĕртенех тревогăпа çĕклеме пăрахрĕç. Чăн-чăн вĕренӳ пуçланчĕ. Ку таранччен эпĕ кăна мар, малтанхи кунтанпах станцире ĕçлекенсем те пĕр прибора, пĕр каскада сӳтсе пăхман. Инструкци вара кашни пайĕн, кашни каскадăн, кашни приборăн тытăмне, мĕнле ĕçленине пĕлме хушать. Полка питĕ нумай спирт кӳрсе килнине пĕлтĕмĕр. Унпа хаклă металран тунă е çав металл хутăшĕ пур пайсене каскадсене салата-салата çума пуçларăмăр. Ирхине вĕренĕве килсе çитнĕ-çитмен рота командирĕ алă пуссах кирлĕ чухлĕ спирт илет, пире кашнине пĕчĕк савăтсене ярса парать. Ыттине сейфа лартать те кунĕпе сейф уççи выртакан кĕсйинчен аллине кăлармасть.
Офицерсем сыхă та, салтак вĕсенчен те тавçăруллăрах мар-и? Каскадсене ацетонпа спирт хушса çума тытăнтăмăр, юлнă таса спирта хамăр кăна пĕлекен вырăна пытара-пытара лартрăмăр. Пире, çар хулинчен килсе çӳрекенсене, ăна тутантармаççĕ. Хĕрĕнкĕ пуçпа строя епле тăрăн? Дежурнăй сменăрисем вара эпир кайсан, офицерсем те килĕсене салансан ушкăнлана-ушкăнланах ĕçеççĕ те çиеççĕ.
Сисĕнмесĕрех çу иртсе кайрĕ. Йĕпе-сапа пуçланчĕ. Ракета çине команда паракан çĕр çинчи станцире ĕçлесе тăракансен пĕр асап пур. Станци айккинчи çĕр çинчи антеннăна таса та типĕ тытмалла. Маншăн асап пек шутланнă япала ыттисемшĕн ырлăх пулнă иккен. Ăна хам дежурнăй сменăна лексен тин ăнланса илтĕм.
Вунвиççĕмĕш сыпăк
Служ,а виççĕмĕш çула кайсан мана та пуçласа дежурнăй сменăна çырчĕç. Станци çумĕнчех пысăк мар казарма туса лартнă, вăрманта йывăçсен айĕнче пĕр йывăç пӳрт пур, вăл пирĕн столовăй шутланать. Пысăк мар кухня та пур унтах. Электроплита лартнă. Апат сивĕнсен-тусан ăшăтма тата чей-компот вĕретме.
Кунта салтаксем Мельник команди куллен çырса çирĕплетекен менюпа тăранса пурăнмаççĕ иккен. Сменăра хăйĕн поварĕ пур. Темиçе гектар вăрмана тимĕр пралукпа тытса çаврăннă та, хăйне майлă заповедник пулса тăнă. Пиртен никам та вăрмана шала кĕрсе курман. Унта мĕн пуррине те пĕлместпĕр. Пралук карта хĕррипе часовойсене çӳреме сукмак хывнă та, пирĕн çав сукмакран ниçталла та пăрăнма юрамасть. Салтаксем хушшинче тайга çыннисем те пур. Вĕсене нимле устав та, нимле приказ та тытса чараймасть. Çавсенчен пĕри, Ваня Гончаров, çын куçĕнчен аякри вăрмана тĕрĕслесе тухма шутларĕ. Кунĕпе çӳренĕ хыççăн пире кала-кала пачĕ, иккен, калама çук кăмпаллă вырăн ку. Мунча чулĕ купаланă пек, пĕрин айĕнчен тепри шăта-шăта тухаççĕ те, чĕркуçленсе ларса кăна мар, тăсăлса выртсах татма пулать. Тепĕр кунах темиçен кăмпана тухса кайрĕç, кăнтăрлахи апатченех таврăнчĕç. Пурте йăтăрланнă. Кăнтăр çыннисем, кун чухлĕ кăмпа нихçан та курманскерсем, тĕлĕнсех кайрĕç. Кашни кăмпана тыта-тыта пăхаççĕ, ахлата-ахлата илеççĕ те посылкăпа ярсан çитейĕç-ши тесе пĕр-пĕрин çине пăха-пăха илеççĕ. Типĕт те ара теççĕ Çĕпĕр çыннисем хăть космоса посылка яр... Эпир вара кăмпа ăшалама ăçтан çу тупмалла-ха тесе канăçсăрланма тытăнтăмăр. Хĕсĕк пурнăç салтака тавçăруллă пулма хистет мар-и?
Тахăшĕ çавăнтах тавçăрса илчĕ, командир пунктне чупса кайрĕ те постри кĕçĕн командира пуç ыратать, тем пулчĕ тесе евитленĕ те. «Васкавлă машина» тупса çакна çар хулине илсе те кайнă, лешĕ малтан, паллах, врач патне кĕнĕ, ахлата-ахлата хăйĕн чирĕ çинчен каласа панă. Врачĕ йăпăр-ялăр тӳмесемпе кунне виçĕ хут апат умĕн ĕçмелли шĕвексем панă та дежурствăра тепре аптăраса ӳксен тӳрех шăнкăравласа пĕлтер тесе кăларса янă. Салтак тӳрех столовăя чупнă. Шеф повар, хамăр пекех виççĕмĕш çул службăра тăракан «старикчĕ» те, пире нихçан та кӳрентермен. Тыттарса янă çакна хутăш çу. Икĕ-виçĕ кило таранах. Пире, салтаксене, урăххи тивĕçмен. Ку чи йӳнни пулнă та, складсенче çавă кăна пички-пичкипе ларатчĕ. Врач ку çупа мĕн те пулсан ăшалама чаратчĕ, вĕретсен вăл сиенлĕ тетчĕ. Кам пит итлесе тăнă-ши ăна? Ăшалатчĕç те, вĕрететчĕç те, унпах пăтă та çуллатчĕç. Эпир те кăмпа ăшалама çак хутăш çу тупăннăшăн çав тери савăнтăмăр.
Пĕр эрне хушши çар хулинчен кӳрсе панă апата тĕкĕнмерĕмĕр. Пĕр евĕрлĕ апат пире пурне те йăлăхтарсах çитернĕччĕ ĕнтĕ. Уявсенче расналататчĕç меню тенине, тĕрĕслекенсем килсен-тусан хуратул пăтти те, купăста кукли те, çăмарта хăпартни те паратчĕç. Ытти чухне вара ирхине «кирза», кăнтăрла — йӳç купăста яшки, каçхине «шрапнель»... Хушăран кисель вĕреткелеççĕ, хушăран типĕтнĕ панулми компочĕ... Кирза тенине салтак пулнă çын пĕлетех, урпа пăттине çапла калаççĕ, шрапнелĕ — хуппине сӳнĕ тулă пăтти... Кăна эпир шухăшласа кăларман, пирĕнчченхисемех каланă.
Сивĕнессе те кĕтместпĕр кӳрсе панă апата, вăрмана кая-кая тăкатпăр. Каç енне сулăнсан çак вырăна чĕрĕпсем кĕтӳпех пуçтарăнаççĕ. Телевизорпа футбол е ытти спорт передачи кăтартман чухне ушкăнпах тухатпăр чĕрĕпсене курма. Хăратмастпăр. Айккине вырнаçса ларатпăр та çӳллĕ курăка хумхантарса чĕрĕпсем килнине, пĕр-пĕрне сыснасем пекех сăмсапа тĕрте-тĕрте ярса çинине пăхса ларатпăр. Кăсăклă тепĕр тесен...
Ваня Гончарова чĕрĕп кĕтӳçи тесе ят патăмăр. Чĕрчунсен хутне кĕрсе пит калаçнипе. Ахаль те пĕри те хамсармасть, тапса-туса хăратмасть. Ваня вара пĕрмай пĕр сăмаха калать:
— Кам та кам кӳрентерет пĕр чĕрĕпне, унăн манпа калаçмалла пулать.
— Кама кирлĕ сан чĕрĕпӳсем? — тетпĕр çакна.
— Кирлĕ-и, кирлĕ мар-и — пурпĕрех ан тивĕр...
Асаилет вара çу варринче пулса иртнине. Кăнтăр тĕлĕнче чашлаттарса çумăр ячĕ те, пĕр туххăмрах çĕр çинчи антеннăсем шыв айне пулчĕç. Дренажсем çăтса ĕлкĕреймеççĕ, антеннăсен айккинчи пусăсем тулса ларчĕç. Пĕтĕм смена шыв уçма тухрĕ. Чи малтан пусăсене пушатма тытăнтăмăр. Иккĕн-виççĕн ăсса тăрать, ыттисем витресене вăрмана кая-кая пушататпăр. Çавăн чухне пĕр пусăран пăсара ăсса кăлартăмăр.
Малтанах Гончаров та палласа илеймерĕ ку чĕрчунă, сăсар пулĕ терĕ. Эпир те çаплах шутланăччĕ. Сăсарах тенĕччĕ! Анчах чĕрĕ юлнă чĕрчун вĕтĕ шăлĕсене кăтартрĕ те шăртне тăратрĕ, таврана ырă мар шăршă тапса тухрĕ. Халĕ ĕнтĕ эпир те ку сăсар маррине пĕлтĕмĕр. Пурăн, тек çын куçĕ тĕлне ан пул тесе Гончаров пăсарана вăрман хĕрринех кайса ячĕ. Тарма ĕлкĕреймерĕ лешĕ, салтаксем, ĕнер кăна сăмса айĕ типсе çитнĕскерсем, ачалăх йăлисене манасшăн пулмарĕç, тытăнчĕç ушкăнпа ĕрлеме çак пĕчĕк те вĕтĕрмĕш чĕрчуна. Лешĕ тарма хăтланать, ăна патакпа пусса та хураççĕ. Мĕнле кăна асаплантармарĕç пулĕ чĕрчуна. Гончарова патне те ямаççĕ, сĕкĕнмерех хăтлансан ăна та хăмсарма ӳркенмеççĕ. Пăхса тăраймарăм. Пăрăнса утрăм. Çур сехетрен-и, ытларахран-и, хĕрсе çитнĕ салтаксем сивĕнме тытăнсан Гончаров чунĕ тухнă пăсарана вăрмана кайса чикрĕ.
Халĕ чĕрĕпсемпе çапла пулса тухасран хăрать. Лешсем те çынран асăрханмаççĕ мар-ха, анчах ухмах чĕпписем хыççăн ваттисем те кăнтăрлах столовăй патне киле-киле тухаççĕ.
Эпир ĕнтĕ, салтаксем, çар вăрттăнлăхне те пĕлместпĕр, пире нимле параметра та пĕлтермеççĕ, çапах пире те вăрттăн куçсем курсах тăраççĕ иккен. Пĕр эрне пек кăмпапа пурăнтăмăр, çар хулинчен çу кӳрсех тăтăмăр. Тунтикун Мельник темле комисси ертсе те килчĕ. Таçти тахăш полкра, иккен, виçĕ салтак пĕр харăсах варвиттипе аптăраса ӳкнĕ те, округ командующийĕ хăрушă приказ кăларнă. Ăна разводра вуласа панипе кăна çырлахман, çитменнине, тахăшĕ эпир кăмпа пуçтарса ăшаланине йĕпетсе панă. «Особистсем» хăйсене пуринчен те чеерех тесе шутлаççĕ пулас та, эпир вĕсенчен те чеерех иккен. Кам та кам вăрттăн хыпар пĕлтерсе тăнине чухлатпăр, анчах пĕрне те алăран тытман та — куçран калама тăхтаса тăратпăр. Мельник комиссийĕ килессе малтанах пĕлтĕмĕр те ним йĕр те хăвармарăмăр. Пĕрер-иккĕшне вĕрентсе илмех авăрланса килнĕскерсем ним те тупаймарĕç те питĕ-питĕ кăмăлсăр пулчĕç. Эх, лутра пӳллĕ аслă лейтенант вĕткеленсе çӳрерĕ çав. Тинтерех кăна ярса панă «особист» вăл пирĕн. Пур-çке-ха пурнăçра никампа сăмах килĕштереймен çынсем. Шăпах çавăн йышшисенчен пек туйăнать вăл пире. Мельник комиссине ĕненмесĕр вăрманти столовăя хăй пăхса çаврăнчĕ, мачча çине улăхма та ӳркенмерĕ, алăк ум айне пĕшкĕне-пĕшкĕне пăхрĕ. Унтан салтаксенчен уйрăлчĕ те вăрманалла кĕрсе кайрĕ. Темччен-темччен çӳрере унта. Кирлине тупаймарĕ, пăши мăйраки çĕклесе тухрĕ. Сунарçăсем персе амантнă пăши улах вырăна килсе вилнĕ те — мăйраки, шăмми-шакки çĕрмесĕр йăваланса выртаççĕ иккен. Савăнчĕ те савăнчĕ аслă лейтенант. Вунă çул йĕрленĕ агента тытнă тейĕн. Бункер умĕнчи тенкел çинче ĕç кунĕ пĕтичченех ларчĕ, пурне те, пурне те хăйĕн тупнă япали çинчен кала-кала кăтартать, кашнинчех тĕрлĕрен, кашнинчех хитрелетсе. Хăй вăрмана мĕн тĕллевпе кĕнине те манса кайнă. Çынна ĕç пăсать мар-и? Халĕ аслă лейтенант та кашни çине куç айĕн те шанмасăр пăхакан, калаçу-шӳтрен пăрăнакан çын мар. Пирĕн пекскерех. Тен, пиртен те ытларах çынпа хутшăнаканскер. Вара вăрттăн хыпар çитерсе тăракана та каçартăмăр, вăл хăй те кулянчĕ пулас. Гончаров кунĕ-кунĕпех кăмпара çӳрекен пулчĕ. Хĕле кĕрсен сунара çӳрес хаваспа пурăнма тытăнчĕ. Çара киличчен ашшĕпе тайгара сунарта пулнисене асаилсе кала-кала кăтартма пикенчĕ. Илемлех çав сунарçă халапĕ. Итлес килмесен те итлетĕн. Эпĕ те Гончаровран хăпми пултăм. Хир качакисене кĕтĕвĕпех çырма пуçне ĕрлесе кĕртсен, ниçта кайса кĕреймискерсене пĕрин хыççăн тепĕрне пере-пере ӳкерме, лешсем каçăхиччен чакăл çырта сике-сике асапланнине каласа парсан тин кăмăл юнăхма тытăнчĕ. Темле пулсан та çыннăн тискерленме юрамастех. Питĕ шеллерĕм çавăн чухне хам курман хир качакисене.
Эрнекун дежурство сменине улăштараççĕ. Тепĕр хут юлакансене вара мунча кĕртеççĕ. Çав кун пире службăран хăтараççĕ. Çар хули тăрăх ирĕклĕнех çӳреетпĕр, лавккана, библиотекăна кĕре-кĕре тухатпăр. Полигона каймалла тенĕ хыпар тухнăранпа противогазсене хамăртан хăварми пултăмăр. Ун хутаçне чăмппи кĕнеке тултартăм, лавккана кĕрсе конвертсем туянтăм.
Казармăра Кабанова куртăм. Темшĕн питĕ калаçас килчĕ унпа. Кускер темшĕн мăнаçланнă. Мăрт-мартрах кăна çӳресшĕн. Çулăхса ан çӳре те кай-ха кунтан теме кăна пăхать. Тем сăмах калама тăтăм та — чутах сулса ямарĕ. Хăй тарăхнă тĕслĕ мар. Чунĕ лăпках пек тата. Юлташран ютшăннă-ши, пуçĕнче татăлми шухăш пăтранать-ши? Ним те тĕшмĕртме пулмарĕ. Калаçмасть тĕк — кирлех те мар тесе мансăр тунсăхлакан кравать умне кайса лартăм та кантăкран пăхса салтак чуннĕ куллен тултарса тăракан кил шухăшĕн йĕрри çине ӳкрĕм. Салтаксен шăв-шавĕ хăлхаран йăмсан, командирсен сасси çухалсан кашниех пиртен ашшĕ-амăшĕпе савнине, ялта, хулара юлнă юлташне асаилет. Çавă чурăсланма памасть ĕнтĕ мĕнпур ырлăхсăр юлнăскерсене. Ахаль пулсан тискерленсех каймалла та кайăках тухмалла. Часах-часах дембель кунне шутлама тытăнатпăр та-ха. Министр приказне кăна кĕтетĕр. Вара пĕрер-пĕрер утăмăн килĕмĕрсем еннелле сулăнма тытăнăпăр. Унччен-ха служба кунĕсем пур. Пĕр «старике» тухсан служба та служба пулма пăрахать. Тата ав полигона кайса килмелле. Мана нимех те парас çук-ха вăл. Офицерсем пурте-пурте çăлăнăç пекех кĕтеççĕ çавна. Вĕсен пайта пулать. Федотов, пурте йĕркеллĕ çаврăнса тухайсан, генерал пуласса шансах тăрать. Мельник та салтаксемпе калаçу-мĕн ирттермелле пулсан сăлтав çук çĕртен сăлтав тупса хăш-пĕрисем ку полкра вунă çул ытла подполковникра çӳрени çинчен калать-калатех. Пĕри шухăшне пытараймасть, тепри шарламасть, анчах пурин те вĕсен пакун çине çăлтăр хушас ĕмĕчĕ хăйсенчен те малтан чупса пырать...
Маншăн мĕн? Пакун çинчи хăйăва касса та илччĕр, хушса та паччăр — ним те ыратас çук. Хваткова кăна ав старшинана лартрĕç те, салтаксен ыйхине тата-тата çĕрĕпе команда кăшкăрса выртать: «Ша-го-м м-марш! Кру-у-гом! Ыйхă тĕлĕшпе ачасем хăйне минтерсемпе переççĕ, хăнк та тумасть. Ыйха турттарать кăна. Ачасем лăпланнă-лăпланман тĕлĕкпе командăсем кăшкăрма тытăнать. Мĕн тери çынпа хуçаланас килет пуль унăн. Пакун çине хăю çĕленĕ чухне аллисем чĕтренине ачасем каласа панине илтнĕ те, паянччен те Хватковран тĕлĕнме пăрахаймастăп.
Çапла шухăша путса ларнă вăхăтра Кабанов ман çурăм хыçне пырса тăнине те сисмен. Çывăхра такам пур пек туйăннипе шухăшăма татрăм та йăн-ян пăхкаласа илтĕм.
— Савнисем аса килчĕç-им? — илтрĕм çакăн сассине. Паçăрхи пек мар, усăннă сăн-питлĕн, хуçăлнă кăмăллăн тăрать вăл халь. Кашни самантрах пит вителĕкне улăштарма пултаракансене нихçан та хисеплемен, хисеплессĕм те çук. Анчах Кабанов пит вителĕкне хывса пăрахман-ха, ун чун асапĕ пичĕ çинче пулнă, халĕ вăл çăралнă та, питне урăх сăн, ăмăр та хăратакан сăн, çапнă. Калаçмасăр кӳрентерес килмерĕ те шухăшăмсенчен хăпсах ун еннелле çаврăнтăм.
— Ма вара халь те округа илсе каймаççĕ?
— Ан та кала-ха. Ниçта йĕрке пулмасан та çарта пулмалла пек туйăнать. Кунти пек алчă-палчă пурнăç курман. Эх, салтак пулса курман çын çын та мар тесе хăпартлантараççĕ çав пире, эх, ĕненетпĕр эпир, эх, салтак пуласчĕ тесе ĕштеленетпĕр... Пулса куртăмăр-и? Çын вырăнне çын ĕмĕлки туса хураççĕ кунта.
— Аплах мар-ха, — пӳлесех килчĕ ман.
— Мĕн аплах мар ĕнтĕ? Эс кайса хупăнатăн та дежурствăна ним те курмастăн. Ман ĕç çук та, таçта та çитсе çапăнма тивет. Шухăшламалăх та вăхăт пур. Хăйсен ирĕкĕпе кĕрĕшнĕ хĕр тенисене илсе килчĕç-и? Эс курман-и-ха вĕсене? Эсир юсаса панă общежитие халь мĕн ят панине пĕлетне? Тăррине хĕрлĕ лампа кăна çакса хуман...
— Эс унтан тухма пĕлменни ĕнтĕ. Çапла-и?
— Çынна юрать тĕк, мана та юрать пуль... Хăйсем чĕнеççĕ. Вĕсем арçын йышне мĕн тесе килнине хăвăнах чухламалла. Федотов халь ма килĕшрĕм-ши тесе ĕнсине хыçа тăрать теççĕ. Вăл мар-ха, алчи-пăлчи урăххи. Намăс-симĕссĕр вăрлаççĕ. Пушă çын тесе склада ăна-кăна куçаркалама илсе каяççĕ те, тем те, тем те куратăп.
— Ун пекки çинчен калаçас килмест ман.
— Манăн та... Мĕн çинчен калаçар-ха вара? Савнисем çинчен-и? Эх, Клим, эс телейлĕ. Ман пек мар. Сан ĕмĕт пур, манăн çук, сана кĕтекен пур, мана — çук...
— Сан пек каскăн арçын пуррине эп хальччен илтмен те... Кунта та пултаратăн та, ирĕкре пулсан-и?
Кабанов пуçне каçăртрĕ те пăлан вăкăрĕ пек каçăрăлса тăнă-тăнă хыççăн сасартăках лĕпсĕрленчĕ.
— Çутçанталăк панă сисĕме кăна пăхăнса, шухăшсăр-мĕнсĕр пурăнма хăнăхас тетĕп те, пулмасть çав. Хăтăлас-хăтăлас тенĕçемĕн шухăшĕсем хытăрах та хытăрах çулăхаççĕ. Ват çынсем çапла теççĕ, çăмçакки шухăшĕсенчен хăпаймасăр асапланаççĕ теççĕ. Ман ватăлма иртерех-ха, анчах ват çын йăли манра та пуçланчĕ.
— Ĕç çуккипе вăл. Кутăн чăмакан кăвакал пек аптăраса çитнипе.
— Унпа мар, Клим, унпа мар... Эс ман çинчен нимĕн те пĕлместĕн вĕт. Пĕлес те килмест сан. Командирсене çын мар, мĕн хушнине тăвакан робот кирлĕ. Замполитăн пиртен идейăллă çынсем тумалла, «особисчĕн» эпир сутăнасран сыхланмалла. Кам ырлăхĕшĕн ман пурнăçăмран виçĕ çула хуратса пăрахмалла? Шăп кăна вĕресе тăракан çулсене тата. Кам ырлăхĕшĕн ман виçĕ çул пĕр тӳлевсĕр тăрăшмалла? Тĕрĕсмарлăх-и ку? Тĕрĕсмарлăх. Эсĕ пĕрре те тарăхмастăн. Эсĕ тарăхманшăн эпĕ тарăхатăп. Ма пĕрре те шутламастăр эсир? Пĕри те, пĕри те... Пуриншĕн те манăн шухăшласа пуçа ыраттармалла. Нимле салтак та мар эпир. Эпир — чурасем. Федотов чурисем. Урăх çĕршывра пулсанах тухнă та тарнă пулăттам. Шухăшласа та чăрманман пулăттăм. Кунтан тарма çук. Аслă çул хĕррине çитичченех ярса тытаççĕ. Асапланса пурăнатăп çапла.
— Асапланмастăн-ха эс, пирĕнтен пуринчен те ăраскаллăрах пурăнатăн. Кашни утăмрах савни тупаятăн... Эпир ав вĕсене тĕлĕкре çеç куркалатпăр...
Хă-хăлатса илчĕ те Кабанов мана пуçран пырса тăрмаларĕ. Турткаланман пулсан, аллине тĕртсе яман пулсан тем вăхăт нушалантаратчĕ-ха мана.
— Хам вилĕмпе вилместĕп эп, — терĕ те казарма тăрăх утса кайрĕ.
Ма каларăм пулать-ха ку сăмаха тесе-ши пĕр кана калле те малле уткаласа çӳрерĕ. Эпĕ чиперех илтрĕм ун сăмахне. Чĕлхен чаракĕ çук, тем те персе яма пулать тесе шухăшларăм та мĕн илтнине манма хăтлантăм. Кабановăн пĕр персе янă тесе хăйĕн сăмахне тĕрĕс мар ăнлантарас килмерĕ пулас, тепре çаврăнса пычĕ те ман патăма хĕремесленсех калаçма пуçларĕ.
— Çутçанталăк саккунĕсене пурне те пĕлмелле туман çынна, апла тусан çĕр çинчи чи тискер чĕрчун çутçанталăка тахçанах тĕп тунă пулĕччĕ. Çапах та хăш те пĕр йĕркине чухлатпăр. Йышлăн ĕрчекен хуртсемпе кăпшанкăсем йышлăн виле-виле выртаççĕ, пурĕпĕрех пĕтмеççĕ. Мĕншĕнне пĕлетне? Вăрлăхне шеллемесĕр акаççĕ. Çавна систерет пуль çутçанталăк. Кăнса выртиччен акса-тăкса хăвартăр-ха ку тет пуль.
Кун пек каласан тата хам та пăшăрханса кайрăм. Кам хăçан тата ăçта тăсăлса ӳкессе никам та пĕлме пултараймасть. Кабанова кам систернĕ пулать-ха вара? Хăй шухăшласа кăларнă ĕнтĕ. Пире хăратма та шеллеттерме...
Çапах вăл каланă сăмахсем асран тухасшăн пулмарĕç. Тĕрĕсех каларĕ-ха Кабанов, хӳтернĕ чухне шухăш тени сăпса пек кăна та мар, хытăрах çулăхать.
Пĕрремĕш юр ӳкрĕ те, пире, полигона кайма хатĕрленекенсене, казармăран хӳшĕсене куçарчĕç. Çавăнтах дежурствăри салтаксем выртса тăракан вăрмантах, бункертан инçе мар, кирпĕчрен çур метр ытларах хӳшĕ тĕпĕсем тунă. Вĕсем ĕнтĕ çуркаланса пĕтнĕ. Штукатурка хăпăна-хăпăна ӳкнĕ. Çавăн çине брезент карса хутăмăр. Пире çăм утиялсем валеçсе пачĕç. Хамăр выртса тăракан тӳшексене унта илсе тухрăмăр. Малтан тесен пурин те темле çĕкленӳллĕ кăмăл пулчĕ. Савăнсах кайрăмăр пĕр евĕрлĕхе улăштарма май килнĕшĕн. Кампа кам пĕр хӳшĕре пулмалли пирки те тавлашса тăмарăмăр. Çичшер çын вырнаçтарчĕç пĕр хӳшше.
Пĕрремĕш каçах çанталăк сивĕтсе ячĕ те, тепĕр кунхине ирпе сунасламан салтак та юлмарĕ. Пиллĕкĕшне вĕри çунтарма тытăннипе тӳрех лазарета леçрĕç. Ыттисем ăхлата-ахлата çӳрекеленĕ хыççăн ирттеркелесе ячĕç. Пурпĕрех никама та казармăна куçармарĕç. Уйăх çурă таран хӳшĕсенче пурăннă хыççăн казармăра пăчă пек туйăнма пуçларĕ. Çын тени хăнăхать çав.
Çырусене сĕтел хушшинче çырманнине Веркка та асăрханă. Маншăн вара уйрăмлăхĕ çук пекех туйăнать. Хĕрарăм куçĕ витĕртерех пулĕ çав. Походсенче пулнине ма çырса кăтартмастăн, элле хушмаççĕ-и тенĕ пĕр çырăвĕнче. Чармаççĕ те, анчах походсенче пулман-çке. Çырса ятăм вара, хӳшĕре выртса тăратпăр, хӳшĕрех тăсăлса выртса çырусем çыратăп терĕм те, тивĕçрĕ пулĕ кăмăлĕ. Тек ӳпкелешни-туни пулмарĕ.
Раштав пуçланаспа калле казармăна кĕртрĕç. Тытăнтăмăр хыçаланма. Хамăр та сисместпĕр, унтан та кунтан кăрт та карт турткала-турткала илетпĕр. Командирсенчен тахăшĕ çакна асăрханă та Федотова хыпарланă. Лешĕ çавăнтах мунча хутма хушнă. Пире, хӳшĕре пиçĕхтернĕ салтаксене, вĕренӳ-мĕн вăхăтне пăхмасăрах кăнтăр варринчех мунчана тиесе кайрĕç. Полк врачĕ, эпир палламан тата икĕ фельдшер пырса та тăнă унта. Салтăннăçемĕн пире çаврăнтара-çаврăнтара пăхкалаççĕ, таçтан, те Вереяри йăла комбинатĕнчеи, чĕнсе илнĕ икĕ хĕрарăм парикмахер пӳрнисем хĕрелсе кайичченех çӳç касрĕç çав кун. Турткаланатпăр, мăкăртататпăр. Камăн тепĕр хут «салага» пулас килтĕр-ха? Хыçа-хыçа хĕретсе янă вырăн курсанах полк врачĕ çав салтака тытса юлать. Пыйтă-шăрка, кĕçĕ-кăрчанкă тупăнмарĕ ман. Такамсенне тупрĕç те пулас. Пуçланчĕ вара. Казармăсене, минтерсемпе тӳшексене темле им-çампа шăршлантарса тухрĕç. Сăмсасем чалăша-чалăша кайрĕç пулĕ. Çĕн çулта кăна, казармăсене те чăрăшсем лартсан, хăпайрăмăр çав им-çам шăршинчен.
Салтакшăн уяв пулнинчен пулманни лайăхрах. Пире, дежурствăрисене, каçхи апата пĕрер татăк купăста кукли пачĕç те телевизор яма чармарĕç. Çар хулинче ирчченех патруль çӳренĕ ĕнтĕ. Тревогăпа çĕклеменни те пирĕншĕн пĕр пĕчĕк савăнăç кӳчĕ. Çĕнĕ çул çывхарса килеспе офицерсенчен те, хамăртан та вăрттăн пĕрер çĕр грамм майлаштаркаларăмăр та, çитти çитрĕ вара. Ирĕклĕнрех каркаланса çӳреме, хыттăнрах калаçма пуçларăмăр. Тĕркĕшес-тăвас йала пирĕн ротăра нихçан та пулман теççĕ. Эпир те çак ырă йăлана тăсасах терĕмĕр. Килĕмĕрсене, атте-аннемĕре, савнисене асаилсе калаçрăмăр, юрлама хăтланса пăхрăмăр. Çав вăхăтра çар хулинче чăн-чăн пăтăрмах пулса иртнĕ иккен. Çĕн çул маскарадне Вереяран шефсем килнĕ пулнă. Килнĕ мар-ха, полкран кайса илнĕ. Ташлама хĕрсем тивĕçменнипе хуçалăх взводĕнчи ачасем пĕр-пĕринпе çапăçсах кайнă. Чарма полк командирĕ хăй хутшăннă та, паллах, гауптвахта Çĕн çула пушă юлман. Вунпĕр çынна пĕр харăс тытса лартнă. Тĕркĕшĕве Кабанов лекмен те, çакăншăн савăнмаллипех савăнтăм. Кирлĕ чухне чеелĕхĕ те пур унăн. Клубра пулнă хăй, анчах хĕр пайлама хутшăнман. Тепĕр тесен, нуши те пулман-ха. Хĕрсен общежитине кайма майлă самант кăна шыранă. Лере вара, общежити умĕнче, Çĕнĕ çул уявĕ вăхăтĕнче хушма пост уçнă пулнă. Хĕр салтаксене те командир хăй инструкци панă теççĕ, ниçта та тухса çӳреме хушман иккен, ытах клуба каяс-мĕн тесен те — полк дежурнăйне пĕлтерсе тата вăл ирĕк панипе кăна. Хĕрсен вара арçын шăршисĕрех улах ирттерме тивнĕ. Питĕ хытă тарăхнă хăйсем. Уяв иртсен командир ячĕпе рапорт çыратпăр тесе те калаçкаланă пулнă та, те хăюлăх çитереймен, те тарăхăвĕ ку вăхăталла сĕврĕлме ĕлхĕрнĕ, калама пĕлмелле мар.
Уяв иртнĕ-иртмен полигона каймалли çынсене суйласа илсе çирĕплетрĕç. Пирĕн ротăран кунтах юлмалли çын никам та тупăнмарĕ. Пикентĕмĕр хатĕрленме. Пĕр уйăх таран анраса кайиччен инструкцисемпе техникăна çырса кăтартнине вулаттарчĕç. Наряда-мĕне ямаççĕ пире: пирĕн ун валли вăхăт та, май та çук. Унтан хронометрпа каскадсене сӳте-сӳте пуçтарма тытăнтăмăр. Ку хут çинче ларни мар, кăштах лайăхрах. Спорт вăййи майлăрах ку. Çара килсенех карабин сӳтсе пуçтарма пит юрататтăм та кунта та ӳксех юлмарăм, мухтава тивĕçлисен шутнех картакан пулчĕç.
Тепĕр уйăхран тухса каймалла тенĕ чухне ирсерен кĕрпеклĕ хуратул пăтти паракан пулчĕç, аш-пăшне те, пуллине те ытларах хура-хура панăн туйăнма пуçларĕ. Пире полкра юлакансенчен уйрăм апатлантарчĕç. Эх, ăмсантарчĕ çак хăшĕсене! Кабанов та пулин тĕл пулмассерен хырăмран панк! чыша-чыша илет.
— Кăрсак, э-э, еплерех кăрсак! — текелет.
Хамăн вара ăмсанмалăх хырăмăм та çук, çурăм çумне çыпçăнса ларнă.
— Пĕлетне, çынран катăк пулма мĕн тери начар, — терĕ те хурлансах кайрĕ. — Ма кун-çулсене япала улăштарнă пек улăштарма çук-ши? Калаçса татăлнă пулăттăмăр та иксĕмĕр, эсĕ ман кун-çула, эпĕ санăнне илнĕ пулăттăмăр, килĕшмесен е йăлăхтарсан тепринпе улăштарса янă пулăттăмăр.
— Пӳрнине никама та параймăн çав, — ăслă çын пек пулас килчĕ манăн.
— Ăна пĕлетĕп-ха, — чăркăшланчĕ вăл.
Манăн Кабанов кăмăлне çемçетес килчĕ.
— Кашни çын хăйне чи телейсĕрри, чи нĕрсĕрри, чи ăнманни тесе шухăшлать. Хăйĕнчен начар çынна та пулин ăмсанать...
Калама памарĕ мана, пӳлсе лартрĕ.
— Ăна мана ан кала, хам камне эпĕ никамран та лайăх пĕлетĕп...
Чим, ара, урмăшма пуçламан-и ку тесе тĕсесе пăхса илтĕм. Куçĕ-пуçĕ чĕп-чĕрех пек туйăнчĕ, тути çинче те кулă елпĕрсе тăмасть, куçĕсем те шывлă мар. Мĕн асаплантарать çак çынна?
— Пĕрре ним пĕлми ĕçсе лартасчĕ те автомат йăтса тухасчĕ. Чун каниччен шатăртаттарнă пулăттăм, никама ним шеллемесĕр...
— Мĕншĕн тарăхнă эс çут тĕнчене?
Пăрăнчĕ те утрĕ. Хăйĕн чун асапне çын çине кăларасшăн мар ĕнтĕ. Кашнинчех, хăй çинчен каласа пама ыйтсан, çапла тăваять вара, пăрăнать те утать. Пĕр чухне асăрхатăн çакна, тепĕр чухне куç курнине курмăш тăвас килет. Хальхинче хама ним вырăнне те хуман, хисеплемен пекех туйăнса кайрĕ те хам сисмесĕрех кăшкăрса ятăм:
— Кабанов, Кабанов, теп!
Каялла çаврăнчĕ. Ман ума пырса тăчĕ те ăвăсран шăратнă келетке пек шанк хытрĕ.
— Никама та каламанччĕ, калаçма çын çуккипе мĕн пурри-çуккине хамра усратăп. Эсĕ пуçласа илтетĕн ман кун-çул çинчен. Асанне каланă тăрăх, пирĕн йăх тĕпĕ темле Туппай Ĕçмĕл текен ялта пулнă иккен. Пысăк карттăсем çинче те, пĕчĕккисем çинче те шыраса пăхнă ăна. Чăвашра ун ятлă ял çук.
— Ятне советлатнă, Октябрьски ятлă вăл халь...
— Пултăр, советлатнă ятлă пултăр. Эп пурпĕрех унта çитсе кураяс çук. Пĕр тăван та юлман. Асаттепе асаннене пит лайăхах астăватăп. Вĕсем пурăннă пулсан эпĕ те çын ретлĕ çынах пулмаллаччĕ. Вĕсем пăхса ӳстернĕ пулсан... Иккĕшĕ те пĕр кунта çĕре кĕчĕç. Сĕрĕм тивнипе. Эпĕ, вĕлтĕрен хушшинчен тупнăскер, никама кирлĕ мар пулса юлтăм. Ку тарана çити пурăнап тесе те шухăшламан. Аннешĕн ытлашши уртмах кăна пулнă. Вăл ман ята та манса кайнă пуль. Çĕпĕр аслă та, çӳрет кастарса ун тăрăх. Мĕнле арçын тĕл пулать, унпа тухать те каять. Ирçе çыннисем те, пушкăртсемпе тутарсем те пăхнă мана. Юлашкинчен пĕр чăваш кинемей патĕнче пурăнтăм. Качча каймасăр ватăлнăскер, вăл мана хăйне пăхса вĕлерме те пурлăхне илсе юлма тесе илсе кайрĕ. Çавăн чухне этем çĕр çинчи чи тискер те хăрушă чĕрчун пулнине куртăм та. Пĕччен хĕрарăм ĕçленĕ те ĕçленĕ, урăх хуйхă пулман, тăкак та пулман. Укçи-тенки пуçтарăнса пынă. Мана усрава илсен шăллĕ-и, тăванĕ кăна-и тупăнчĕ. Ку хăй илсе юласшăн кинемей пурлăхне. Унтан кӳрши те çăханланса кайрĕ. Вĕсен хушшине пултăм юлтăм. Кинемее такки вĕлерчĕç. Черечĕ мана çитнĕччĕ. Кашни кун, кашни каç кĕтме тытăнтăм çаксене. Те майлă самант тупаймарĕç, те турри хăй сыхларĕ.
Кабанов çаплах хускалми тăрать. Халь ĕнтĕ вăл хăй чăнах та сывă хальлĕн юлнине мана та ĕнентересшĕн. Кур: ак, акă эпĕ тенĕн аллисене сарса пăрахрĕ те тепĕр хут хытса тăчĕ. Салтак ячĕ тухсан Кабанов савăнмаллипех савăннă. Анчах кинемей пурлăхĕшĕн тытăçса ӳкнĕ икĕ услапа вăл нимсĕр хăварасшăн пулман. Апла та капла шухăшласа пăхнă. Мĕнпур тискерлĕхĕ те тавăру вăйĕ кинемей хуçалăхне вут тĕртме кăна çитнĕ. Ялтан ăсанса тухса кайсан вăл вăрттăн калле таврăннă та çăраласа хăварнă пӳрте бензин сапса тĕртсе янă. Пурпĕрех таврăнас çук тенĕ ĕнтĕ. Халĕ вăрман варринчи çар хулинче вăл хăйне таркăн пекех туйса пурăнать. Çав туйăма сӳнтерес тесе аскăнланать-ши? Ăна пĕр хăй кăна пĕлет ĕнтĕ.
Тĕсерех пăхсан ун сăн-питĕнче чăнах та çырăнса юлнă усаллăх пур пек туйăнать. Кулă айĕнчен те, савăнăç сĕмĕ витĕр те сăрхăнса тăрать-тăратех...
Паянччен, Кабанов чунне уçса каличчен, мĕн-ши çавă тесе пĕр иккĕленсе те пĕр шикленсе шухăшлаттăм. Халĕ пĕлетĕп те, унран хăрамастăп. Çын тасаласшăн çав усаллăхран, анчах лешĕ хăйĕнчен вĕçертмест. Тĕрĕссипе, Кабанов та çĕр çине хăй ырлăх курма та çынсене ырлăх кăтартмах çуралнă. Хăй еккипе саркаланса ӳсес йывăçа ыттисем çутă памасăр, сывлăш памасăр кукăртса-макăртса пĕтернĕ пек, ăна та чунсăр хăварасшăн пулнă...
Вунтăваттăмĕш сыпăк
Пуш уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче кун йĕркине пăсрĕç, мĕнпур салтака наряда каякансемпе пĕр вăхăтрах, кăнтăрлахи апат хыççăн, выртса çывăрма ирĕк пачĕç. Хăçан вăратассине пĕлмесĕрех кĕре-кĕре выртрăмăр, анчах исленсе çывăракансем нумаййăнах пулмарĕç. Мана Кабанов пырса вăратрĕ. Çак кунсенче вăл, такам йĕппех йĕшлесе тăрать тейĕн, çав тери канăçсăрланма пуçларĕ. Ырă каласан та, усал каласан та тӳрех шăртланма пăхать. Çăварĕнчен усал сăмахсăр пуçне нимĕн те тухмасть. Салтак лексиконĕ хăлхана йĕрĕнтерекен сăмахсенчен кăна тăрать тесе шухăшлакансем те çук мар, анчах сăмах тĕшшине туйса туйăмлăн та, сулăмлăн та калаçма пĕлместпĕр мар хамăр. Ку усалĕ вăл пурнăç усаллине пула кăна иленнĕ-ха. Кабанов та акă пачах урăхла сăмахлать. Хĕрĕпе калаçать тейĕн. Малтан эпĕ çывăрнипе çывăрманнине тĕрĕслерĕ, харлаттарни, сăмса шăхăрни илтĕнмерĕ пулас та, кăлт-кăлт тĕксе илчĕ.
— Çывăратăн-и?
— Çук-çке. Кăнтăрла çывăрма хăнăхман.
— Тăрса тумлан-ха апла.
— Мĕн тумалла?
— Тăр малтан, кайран калăп.
Кабанов кулма хăтланса пăхрĕ. Кулас-савăнас тени çиелте кăна, чун варринче мар иккен. Ăна тӳрех сиссе илтĕм.
— Эсир полигонран таврăннă çĕре те кунтах пулап-ха эп, çавăнпа калаçса юлам терĕм. Эсĕ хирĕç мар пулсан паллах.
Йăраланса выртиччен çынпа калаçса вăхăт ирттерни аванрах терĕм те тревога вăхăтĕнчи пекех васкаса тумлантăм. Ма çывăрмастăр тесе асăрхаттаракансем пуласран çăвăнмалли пӳлĕме кайса тăтăмăр.
— Çĕпĕрти ялта юратнă хĕр юлчĕ. Вăл хăй те юратать мана. Эпир мăшăрланас патнех çитнĕччĕ. Хут хураттарма пире çав пăтăрмах кăна чăрмантарчĕ. Халĕ тем шухăшласа пурăнать ĕнтĕ? Ăна та пĕлместĕп. Уйрăлнă чухне каларĕ, çыру ан çыр, адресна пĕлсен шыраса та тупĕç терĕ. Чăнах та, леш çынсене шанма çук. Чăвашĕ пушшех усал. Вăл Çĕпĕре те та-камран тарса пынă пулас та таврари çынсене хăратсах çитернĕ. Ун пеккинчен тата милици те хăрать. Тем чухлĕ сăлтав тупăнсан та тытса каймаççĕ. Халăх çĕре тăсăлса выртсах турра тав тунă пулĕччĕ те çав...
Аха-аха тесе пуç уха-уха итлетĕп çакна. Куç çĕклесе пăхма та шикленетĕп. Ун чунĕ вĕрени пичĕ çине пăсланса тухнах ĕнтĕ.
— Мана, ху пĕлетĕн, полкран кăлармаççĕ. Полигона кайнă чухне май тупса до востребовани çыру çыр-ха çак адреспа. Ман хушамата кăтартмасăр. Хăвăн ятупа. Анчах эпĕ хушнă тесе. Каялла таврăннă чухнс Лена çырăвне кĕрсе ил. Командирсем юратаççĕ сана. Çыхăну уйрăмĕсем вĕсем гражданкăра кашни утăмрах пур...
— Кăткăс ĕç хушрăн-ха эс.
— Пулăш ĕнтĕ. Урăх ним те шухăшласа кăлараймарăм.
— Кăлăхах хăраса пурăнатăн. Хальччен манса та кайнă сана...
— Çу-у-ук.... Леш чăвашĕ, чăвашсем пурте çавнашкалах-ши, питĕ вĕчĕ усрать. Темиçе çултан та тавăрать. Чăн-чăн пуçкасан...
Пулăшма сăмах патăм та, Кабанов пырса çупăрламасăр та тӳсеймерĕ. Вăл, иккен, ку кунсенче пушă пулман. Вакунсем тиеме иле-иле кайнă хуçалăх взводĕнчи ачасене. Вунпĕр вакуна вутти-шанкине, çăнăхне-кĕрпине, ашне-пăшне, сахăрне-песукне, салтак пурнăçĕнче мĕн кирлине йăлтах-йăлтах тиенĕ. Эпир пĕлмесĕрех юлнă çавна. Пирĕн пĕлме майĕ те пулман. Пире çаплах каскадсем сӳттере-сӳттере пуçтарттараççĕ, куç хупса ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Салтакăн автомат пулмалла теççĕ те, робота тухасси инçех юлман пулас.
Тулли вакунсене паян-ыран Мускаври пĕр станцие турттарса каймалла, вара тиенетпĕр те — Купăста варнелле.
— Пĕрре те çынран катăк пулас килмест. Вакун тиенĕ чухне Мельника тем чухлĕ калаçтартăм та, командир приказне улăштараймастăп тесе кăна тăрать. Манăн та сирĕнпе пĕрле полигона каяс килет. Кăмака хутса тăракан пулма хăть...
— Ун валлиех ятарласа çын илесшĕн мар пулĕ-ха.
— Ятарласах илеççĕ çав. Тавар вакунĕсем хушшинче калле-малле куçкаласа çӳремелли çук. Поезд чарăнмасăр та пĕр вакунра мĕн пулса иртнине тепринче пĕлейместĕн.
— Ан калаç-ха, вăрçă вăхăчĕ мар-çке халь тавар вакунĕпе çын турттарма.
— Эс хăвна çын тесе шутлатна? Салтак эсĕ, са-а-алтак... Манса ан кай çавна.
— Пĕрех Совет Союзĕн гражданинĕ!
— Калам-и чăннине? Тапса сирпĕтмелли пăх мăклашки мар-и?
— Пĕтĕм тĕнче хисеплет салтака. Çĕршыв хуралçи вăл!
— Тĕнче хисеплет пулĕ-ха, пирĕн хисеплемеççĕ.
— Эс пурне те хуп-хура тĕслĕ куратăн. Лайăххине те, начаррине те.
— Хуп-хура мар, Климăм, хăйĕн тĕсĕпе куратăп. Вакун тиенĕ çĕре хальччен курман ачасем пычĕç. Пиллĕкĕн хăйсем. Вĕрсе хăпартнă пек тăп-тулли питлĕ. Çавсем те пирĕн полкрах шутланаççĕ, анчах вĕсене çул çинчех суйласа илнĕ те, пысăк пуçлăхсен дачисене туса пурăнаççĕ. Пиллĕкĕшĕ те строительсем, разрядлă ачасем. Ырлăха лекрĕмĕр теççĕ кăна. Пиллĕкĕш те медальсем çакма ĕлкĕрнĕ. Халĕ вĕсен полигонра пулса курăнмалла. Çавсем кăмака хутса тăма пыраççĕ те. Хăйсене валли чи таса вакунне суйласа илчĕç, пассажир вакунĕнчен те тасарах тирпейлерĕç. Апат-çимĕç склачĕ çав вакунра пулать. Пирĕн поварсем ун çумĕнчи ик вакунне йышăнчĕç. Эсир каяссисем пушах-ха хальлĕхе. Хăвăра тасаттараççĕ ĕнтĕ. Удобрени юлашкисене, кăмрăк туасане пире тасаттарасшăнччĕ те, эпир хăлынлантăмăр. Командирсем валли ике пассажир вакунĕ кăкараççĕ. Халь те салтак çынах тесе каласшăн-и? Çынсене концлагере илсе кайнă чухне кăна выльăх туттаракан вакунсене хупнă. Сана полигона çавăнпа илсе каяççĕ. Юрĕ, кайса кил-ха, унтан мĕн калăн, курăп, пĕлĕп...
Пуç пăркаласа илтĕм те шӳтлемест-и-ха ку тесе куç айĕн Кабанова пăхрăм.
— Мĕн? Мĕн? Ĕненместĕн-и? Ан ĕненех. Ман санран пытармалли ним те çук. Полигонра хăвах курăн-ха çав ачасене. Хăвăнпа танлаштарма ан ман. Картаран тин кăна çавăтса тухнă çамрăк вăкăрсем пек вĕсем. Тӳрех уйăрса илĕн.
— Федотовăн та дачи унтах-и?
— Вĕсен ним те пĕлме, пĕлсен те ним те калама юрамастъ. Унсăрăн сан патна бункера килсе яраççĕ. Ырлăх пĕтет. Халĕ вĕсене пĕр поселокри ресторанра тăрантараççĕ, номерлĕ мунчана илсе çӳреççĕ. Кашнин савнийĕ пур. Курорта кайсан хăвăн тӳлемелле ку ырлăхшăн, кунта патшалăх тӳлет. Илĕр-ха мана та, эп те строитель терĕм те, ха-ха-ха тесе кулса ячĕç, турă çырман терĕç...
Эпир пĕр кӳлĕм чĕнмесĕр тăтăмăр. Унтан Кабанов мана хулпуççинчен лăп-лăп çапса илчĕ те мăкăртатма пуçларĕ:
— Турă çырман, турă çырман... Мĕн те пулсан çырнах ĕнтĕ вăл. Мĕн çырнă-ши? Эс пĕлместĕн-ха ĕнтĕ, Клим. Эсир полигонра пулнă чухне пире Мельник аллине параççĕ. Полк командирĕ вырăнне çав юлать... Кайса йăпăлтатам-ха çавна...
Ман ума саркаланса тăчĕ, астуса юл ман сăна тенĕнех, малтан пĕр питне, унтан тепĕр питне кăтартрĕ, вăрт çаврăнчĕ те парад уттипе шаплаттарса тухса кайрĕ. Çакă пулчĕ юлашки калаçу, юлашки курнăçу...
Вăрăм çула тухас умĕн çывăрса канасси пулмарĕ. Çурçĕр çитесси сехет пек юлсан пире тăратрĕç те, малтанах хатĕрлесе хунă кутамккасене çĕклесе плаца тухса тăтăмăр. Федотов хăй пирĕн пата пычĕ, вăрăм сăмах каламарĕ, полк патриочĕсем пулма та полигонра мĕн пĕлнине пĕтĕмпех кăтартма чĕнсе тăмарĕ, пурне ăнăçу сунчĕ те ротăн-ротăн, батарейăн-батарейăн машинăсем çине ларса тухма команда пачĕ, сăмахне вĕçленĕ-вĕçлемен таçтан унăн «Волги» çитсе тăчĕ. Командир машинăна кĕрсе ларма тăрсан аллине хастаррăн çĕклерĕ те пурте илтмелле тепре кăшкăрчĕ:
— Пурне те ăнăçу сунатăп.
Бетон çул вĕçленсе асфальт пуçлансан, брезент витнĕ машинăсен колонни Мускав еннелле çаврăнсан, хальччен хускалми ларса пынăскерсем, эпир хăюлантăмăр. Ыйхаллисен ыйхи вĕçсе кайрĕ. Тахăшĕ юрă пуçлама та хăтланса пăхрĕ. Командир хушмасăр ним те тума хăнăхман салтаксем ку вырăнсăр тесе шутларĕç те чарса лартрĕç. Машинăри çынсемшĕн яваплисем хамăр юлташсемех, вĕсенчен ним ыйтса та ним пĕлме пулмĕ терĕмĕр те пулĕ пулми перкелешме пикентĕмĕр. Çулĕ тата часах вĕçленчĕ.
Пире вĕçĕ çул питĕрĕнсе тăракан чукун çул юппинче антарчĕç. Ку шăпах çăр эшшелонĕсене тиесе пушатмалли вырăн пулнине часах тавçăрса илтĕмĕр. Хăш еннелле пăхсан та хĕç-пăшаллă часовойсене асăрхама пулать. Пирĕнтен чылай аякра йĕплĕ йĕплĕ пралук карти те пур,унта свай çинчи поста куртăмăр. Çарпа çыхăннă кашни вырăна, кашни япалана шинеллĕ, бушлатлă çынсем сыхланине курма хăнăхнă та, пире ним те тĕлĕнтермерĕ. Аран-аран кăна тĕлкĕшекен хунарсен çутинче тĕнсе тăнă хыççăн часрах вакунсене ларас килчĕ. Çӳçенме тытăнтăмăр. Çил вăйланчĕ те çутă вылявĕнче вакунсен мелкисем хăрушшăн курăна пуçларĕç, вĕсем пĕр кĕскелеççĕ, пĕр капашсăр вăрăмланаççĕ, пĕр çывхарса килеççĕ, пĕр тарса каяççĕ. Çывăхра командирсем çуккипе пĕр-пĕрне тĕрткелешсе выляма пуçларăмăр. Пире ĕнтĕ çухалса каясран стройран тухма хушмаççĕ.
Шăлсене шаккама тытăнасси нумай та юлманччĕ, çавна такам сисрĕ тейĕн, строй умĕпе командирсем чупкалама пикенчĕç те. Пĕринчен тепри хыттăнрах командăлать, пĕринчен тепри хытăрах хĕвĕшет. Пире виççĕмĕш вакуна ларма каларĕç. Силленсе тăракан тимăр пускăч хăйăклатма тытăнчĕ те. Эпĕ те вакуна кĕтĕм. Маччаран икĕ лампочка çакса янă, икĕ енне икĕ тимĕр кăмака лартнă. Вĕсен çумĕнче темиçе вут пуленки те икĕ витре кăмрăк пур. Старшина аллине блокнот тытнă та пырне ыраттара-ыраттара кăшкăрать, çав отделени çавăнта, çав отделени çавăнта вырăн йышăнăр тет. Пире валли сулахай енчи çӳлти çӳлĕке уйăрнă иккен. Кутамккасене тӳрех унталла ывăтрăмăр, хамăр ăçта мĕн пуррипе çуккине пăхкалама тытăнтăмăр. Старшина кăмакасене хутма хушрĕ. Ку ĕç пурне те килĕшрĕ те, ачасем пĕр-пĕрне чăрмантара-чăрмантара кăмакасем хутма пуçларĕç. Вакуна тĕтĕм палкаса тухрĕ, чыхăнтаракан пулчĕ. Сивĕ вакунран таçта тухса кайма та васкамасть тата тĕтĕмĕ, кунтах явăнса çӳрет. Поезд хускалса каймасăр та ун шăрши çухалмарĕ, кăмакасем те хĕрсе çитмерĕç.
Пăру витинче эпир хамăра ирĕклĕн туйрăмăр. Кунта офицерсем çук. Вĕсем валли тепловозран икĕ пассажир вакунĕ кăкарса янă. Пĕринче штаĕб тепри çывăрса тăмалли вакун.
Çичĕ сехет таран пĕр чарăнми кайрăмăр. Выртса çывăрас текенсем пулмарĕç. Икĕ кăмака умне икĕ ушкăна пайлантăмăр та пулни-иртни çинчен калаçма, юрă ĕнĕрлеме пуçларăмăр. Казарма сывлăшĕнчен хăпса тухма май килни пурне те савăнтарчĕ. Çамрăк çынна яланах романтика кирлĕ пулнă, çак пăру витинче эпир шăпах ăна тупрăмăр та. Кăмакасем кĕрлени, вакун кустăрмисем калтлата-кăлтлата илни, çил улани, кăмрăк тусанĕн шăрши — пурте пăрле пулса пире минтевлеççĕ, чарусăра кăлараççĕ. Эпир пĕчĕк ачаран та пĕчĕк ачана туха-туха каятпăр, аташу виçине те пĕлместпĕр. Анчах пакунĕсем çине хăю çĕленисем çакăнтан хăраççĕ, кăшкăра-кăшкăра чараççĕ. Ман шугпа ĕнтĕ, аташчăрах темелле. Власть такама та пăсать теççĕ те, пакун çинчи çăлтăрпа хăю та çынна пăсмалли япаласемех пулĕ çав. Лăпланас килмесĕрех лăпланатпăр вара, хамăрăн вырăнăмăрсене майлашăнса выртатпăр...
Çичĕ сехет кайнă хыççăн пĕр вăрман катинче чарăнтăмăр. Уçса ятăмăр та пăру витин алăкне, вакуна çил-тăман явăнса кĕчĕ. Юрать вĕçтерсе тухса каймалăх салтакăн ытлашши япала çук. Часрах алăка тайрăмăр. Çын кĕрсе тухмалăх кăна хушăк хăвартăмăр. Малтан старшина юр купи çине сиксе анчĕ, пире пӳрнепе юнаса илчĕ: хускалнă ан ггулăр... Малалла, хыçалалла пăхса илчĕ, пассажир вакунĕнчен кам та пулин тухасса кĕтрĕ ĕнтĕ.
Старшина алă сулсан çил-тăман вакуна кĕресрен те хăрамарăмăр, алăка уçса ятăмăр та пĕрин хыççăн тепри сике-сике антăмăр. Айăн-çийĕн тăман çавăрттарать. Сехет çине пăхмасăр мĕн вăхăтне чухлама çук. Те ир, те каç, ăна та чухлас килмест. Çил çаврăнчĕ те, кайри вакунсем енчен апат шăрши кӳ! килсе çапрĕ. Унччен те пулмарĕ, эпир палламан салтаксем термоссем çĕклесе килни курăнчĕ. Кабанов калани аса килчĕ те, юри тĕсесе пăхрăм çаксене. Чăнах, чăнах, манпа танлаштарма çук вĕсене. Платна кăнаскерсем, кăпăшка ӳтлĕскерсем, тĕнчере эпир кăна тенĕн саркаланса та хăйсемпе киленсе утса пыраççĕ. Эпир пĕчченшер çĕклекен термоссене те икшерĕн тытнă. Пирĕн çине пăхмарĕç, тӳрех офицерсен вакунĕсем патне иртсе кайрĕç. Апла иккен, кусем пире тăрантаракансем пулмарĕç. Пирĕн хамăр валли хамăрăнах çĕклемелле. Старшина куç тĕлне пулнă темиçе салтак ятне каласа та хучĕ, кайри вакунсенчен апат термосĕсене çĕклесе килме хушрĕ.
Вăхăт-вăхăтăн вăрман мĕлкевĕ тăман чаршавĕпе курăнмиех витĕнет, çавăнпа хамăр ăçта чарăннине те йĕркеллĕн пĕлейместпĕр.
Пурнăçăмра çакăнти пек тутлă пăтă çинĕ-ши, çимен те-ши, калаймастăп. Чейĕ те пулин асамлă шыв пек туйăнса кайрĕ.
Кун пек вăрман катисем вырăна çитиччен темиçе те пулчĕç. Çул палли те çук вĕсен тĕлĕнче, ял таврашĕ те çук, Кăнтăрла çитсе чарăнсан та, ирхине пулсан та, кун çути çухаличчен тытрĕç пире çав вăрман хĕррисенче. Каç сĕмĕ çăралсан тин хускалса кайма ирĕк пачĕç. Вăрттăн ĕçе тĕттĕмре тăваççĕ тенине тӳрре кăларасшăн ĕнтĕ. Çын пĕлмелли ĕç тесе шутламаççĕ пирĕн ĕçе.
Кун шутне те çухатрăмăр. Малтанхи çăкленӳ часах сӳнчĕ, сĕнксех çитрĕмĕр.
Кунне икшер хут кăна апатлантарма тытăнчĕç. Юлашки кунĕнче ирхи апат та лекмерĕ. Поезд халь чарăнать-и, халъ чарăнать-и тесе шухăшласа пынă хушăра старшина пире каларĕ.
— Тепре чарăнмасăр та апат пулмасть, — терĕ.
Вакун алăкне уçа-уçа пăхкалама пикентĕмĕр, ăçта çитнине тата мĕн вăхăт пулнине чухлас тетпĕр. Алăк уçнă-уçман çил-тăман явăнса кĕмест халь, хĕвел пайăркисем кĕлтен-кĕлтен тăкăнаççĕ. Çавна кура алăка тăтăшрах та сарлакарах уçма тытăнтăмăр. Кунта нимле вăрман мĕлкевĕ те курăнмасть йĕри-тавралла куç виçейми ирĕклĕхпе аслăлăх. Çеçенхирпе пыратпăр иккен.
— Хырăм выçрĕ, — тесе калас-калас килнĕ çĕртех пĕри те сăмах пуçараймасть.
Чăнах та выçсах çитрĕмĕр. Пирус туртакансем çине-çинех паклаттараççĕ, эпир, туртманнисем, мĕн тумаллине те пĕлместпĕр. Старшина та сисет эпир канăçсăрланнине. Вăл та ним те пĕлмест-çке. Пирĕн пекех.
Акă ĕнтĕ поезд темиçе хутчен туртăна-туртăна илчĕ. Кал-кал пынăскер чăрмавсем тĕлне пулчĕ тейĕн. Тормозсем хăйăк-хăйăк тума тытăнсан хамăр вырăна çитнине чухласа илтĕмĕр те старшина хушасса кĕтмесĕрех çĕлĕксене тăхăнса ятăмăр, бушлат тӳмисене тӳмелерĕмĕр. Юлашки хут туртăнса илчĕ те поезд, кустăрмасем çаврăнма чарăничченех вакунран сике-сике анма тытăнтăмăр.
Тахăшĕ тата урра! кăшкăрса ячĕ. Анчах выçă халăх ун майлă пуласшăн пулмарĕ. Пурте кайри вакунсем еннелле çаврăнтăмăр.
Старшина штаба чупса кайрĕ. Нумай та тăмарĕ-ха вăл, анчах пирĕншĕн, чăтма çук кĕтекенсемшĕн, тем ĕмĕр иртнĕ пекех туйăнчĕ. Хушасса кĕтмесĕрех кайри вакунсем патне термоссем çĕклесе каймашкăн хатĕрех тăратпăр.
Тинех аристократ салтаксем курăнса кайрĕç. Хăйсен хăнăхнă уттипе офицерсен вакунĕсем еннелле сулăнчĕç. Вĕсем иртсе кайнă-кайман эпир те кайри вакунсем патне кĕпĕрленсе чупма пикентĕмĕр, анчах пире старшина кăшкăрса чарчĕ.
—Кам вăл, выçă салтак?! — кăшкăрашма пуçларăмăр эпир.
Старшина ним те чĕнеймерĕ. Çакна кура эпир татах хаярланса кайрăмăр. Халĕ пире полковник хăй те çĕнтереймĕ, гауптвахтăпа та хăратаймĕ. Эпир атакăна кĕрес умĕнхи салтаксем пек туйрăмăр хамăра. Сисетĕп: пĕри пуçарса парсанах пурте вакунсене ватма, аркатма тытăнаççĕ. Çавăнпа хамăр отделенири ачасене çанăран туртма, айккинерех пăрăнса тăма чĕнмешкĕн тытăнтăм. Итлерĕç вĕсем. Ракета дивизионĕнчисем пиртен йышлăрах та, вĕсем хăйсен кĕçĕн командирĕсене çухаран ярса илес патнех çитрĕç.
— Штыксене çĕре чиксе хурăр та, кайрăмăр апат шырама! — кăшкăрашрĕç вĕсем.
Эпир пăлханнине штабрисем те асăрханă. Штаб пуçлăхĕ сиккипех чупса çитрĕ пирĕн пата. Эпир лăпланма пуçланине асăрхарĕ те ракета дивизионне васкарĕ. Унти салтаксем штаб пуçлăхне çавăрса илчĕç те ункăна хупрĕç.
Пуш уйăхĕ çеçенхирте саркаланса кăна утса çӳрет. Уншăн ниçта та чăрмав çук, хĕвел пайăркисене юр сарăмĕ тăрăх вĕçтерет кăна, пин-пин юр кĕрпек-керпек юра ялкăштарать кăна. Куçа тартса пытарма çук, кĕрпек йăлтăрккисем пурпĕрех йĕплеççĕ. Пуш уйăхĕ пек ирĕклĕ пулас килсе кайрĕ. Паянхи кунччен салтак пурнăçĕ мĕн тери çын чунне-юнне пăвса тăнине туйманччĕ пек, анчах вĕçĕсĕр-хĕррисĕр хирте чунăм та аслăланса кайрĕ пулас та, хальччен ача вăййи вырăнне йышăннă хăш-пĕр ячĕшĕн тунине курайми пулса çитрĕм, салтаксене ӳкĕте кĕртме хĕрсе калаçакан штаб пуçлăхĕн сăмахĕсене те пĕр çĕре пуçтарса ура айне пăрахас килсе тăчĕ.
Офицерсем апатланса пĕтерчĕç ĕнтĕ, аристократ салтаксем таса мар савăт-сапана каялла çĕклесе кайрĕç. Пире çаплах политика калаçăвĕпе тутă тăвасшăн çунаççĕ. Тинех полк командирĕ те ăшă вакунран тухрĕ. Штаб пуçлăхĕ чалт сиксе тӳрленчĕ те хăйĕнчен аслисене юрама хăнăхнă сассипе кăшкăрса ячĕ: «Полк, смирно!» Эпир полк командирне мар, апат кĕтетпĕр. Çавăнпа штаб пуçлăхĕн команди пурин хăлхине те кĕмерĕ. Ирĕксĕртен тенĕ пек, строя тăрса тухрăмăр. Федотов никам çине те куç çĕклесе пăхмарĕ, строй веçне çитрĕ, каялла çаврăнчĕ, эпир илтмелле мар штаб пуçлăхне тем каларĕ те вакуна калле кĕрсе çухалчĕ. Унччен те пулмарĕ, ним тума аптăраса тăпăртатакан офицерсем куçран çухалчĕç. Полк командирĕ канашлăва пуçтарчĕ вĕсене. Кама мĕн сăмахпа хăртнине пĕлейместпĕр ĕнтĕ. Шăлĕсене çыртнăскерсем, нар пек хĕрлĕ питлĕскерсем пирĕн пата тухрĕç те вакунсене кĕрсе вырнаçма хушрĕç. Пĕрер банка аш консервипе çăкăр валеçсе пачĕç те, лăплантăмăр.
Пире кĕтсе ывăннă пулас, кăнтăрла иртсе каç енне кайсан полигона пăхса тăракансенчен иккĕн «Буранпа» вĕçтерсе çитрĕç. Капитанпа аслă лейтенант пирĕн штаб пуçлăхне тем каласа хăварчĕç те каялла вĕçтерчĕç. Каллех строя тăма команда пулчĕ.
Пирĕн ротăна поварсене пулăшма хушрĕç. Пулăшма тени унтан-кунтан тĕрткелешсе çӳремелле тени кăна пулмарĕ. Çуя тиркемен машинăпа эпир куçарса çӳремелли кухня валли вырăн шырама тухса кайрăмăр. Хăмаран çапса тунă кухня патне аран-аран çиткелесе ӳкрĕмĕр. Кунта ним йĕрки çук, хăмисем унтан та кунтан хăпăна-хăпăна тухнă, çилтен те, юртан та хӳтĕлеймеççĕ. Пире ертсе çӳрекен офицер урарах пĕçерме сĕнӳ пачĕ. Вара кустăрмаллă хурансене, татса сыпăланă вутта, шыв пичкисене, кĕрпе миххисене, аш тушкисене, апат пĕçерме кирлĕ ытти япаласене машинăсем çине тиерĕмĕр те полигон казарми еннелле кайрăмăр. Çула юр тултарса лартнă. Казарма патне кăна çиткелесе ӳкме пулать полигонне хăйне кайма çĕнĕрен çул уçмалла. Унăн палли-тĕлли те юлман, электричество юписем тăрăх кăна ăçтан çул выртнине чухлама пулать.
Казарма çывăхĕнче пĕр хӳтĕ вырăн суйласа илтĕмĕр те юр тасатма пикентĕмĕр. Метр çурă хулăнăш вăл кунта. Пĕр хресчен пӳрчĕн вырăнĕ пек, юр тасатрăмăр, кустăрмаллă хурансене йĕркипе лартса тухрăмăр. Шыв вĕреме кĕнине-мĕнне те пĕлме çук. Хуран хуппине уçатăн кăна, вăл вĕреме чарăнать те. Каç енне вăйланнă çил тĕтĕме-сĕрĕме те самантрах хăйпе пĕрле çеçенхир уçлăхне илсе каять те, апат пиçнипе пиçменнине çисе пăхмасăр та пĕлейместĕн.
Те плов, те сăрланă пăтă пулчĕ, кунĕпе выçăллă-тутăллă пурăннă хыççăн çав тери тутлăн туйăнчĕ. Пире кăна мар, Федотов полковника та килĕшнĕ. Лешĕ служба ячĕпе тав тумасăр та чăтайман. Анчах пире лекмерĕç тав сăмахĕсем. Юр чавса асапланнă, аран-аран кăмака чĕртсе янă, пĕр самант вĕсенчен уйрăлми пăхса тăнисене мар, апат çĕклесе кайнă аристократ салтаксене тав тунă-çке. Салтак пурнăçĕнче яланах çапла пулнă, пулать те, чăн-чăннине мар, йăпăлтине маларах кураççĕ: пур пек, çук пек ырлăх яланах вĕсене лекет...
Вăрçăра та çавах пулнă, мирлĕ вăхăтра та çапла... Кунта ĕнтĕ чăн-чăн вăрçă тесех шутламалла. Тăшманĕ кăна суя тăшман, ытти йăлтах чăн-чăнни. Вăрçăра командирсемпе салтаксем пĕр блиндажрах пулнине пĕлнипе-ши полк командирĕ хăй те пирĕнпе пĕр казармăнах вырнаçрĕ. Ăна валли, паллах, пĕр пĕчĕк пӳлĕм тупăнчĕ. Кунти казармăна тунă чухне пурне те шута илнĕ пулас. Тен, казарма тесе те туман ăна. Пирĕн ротăна пысăках мар пӳлĕм лекрĕ, ракета дивизионне вара анкарти пек вăрăм та сарлака, клуб пек зал лекрĕ. Кравать çитменнипе хăшĕсене урайнех мамăк тӳшек сарса выртма хушрĕç. Леш командирсене, апат çĕклесе тăракан аристократсене, вара ниçта вырнаçтараймасăр асапланчĕç, уйрăм пулĕм тивĕçмерĕ вĕсене, вара ракета дивизионĕпе пĕрле урайне вырттарчĕç. Чĕлхеллĕ мар-и салтак? Кравать çинче мар, урайĕнче çывăракансене аристокарт теме тытăнчĕç те...
Икĕ кун çулсем уçса иртсе кайрĕ. Çакăн чухлĕ юр ниçта та нихçан та курман эпĕ. Чавса уçнă çулпа пынă чухне хăвна тоннель витĕр тухнă пекех туятăн.
Мана юлхав ĕçĕ хушрĕç. Вакунран бункера уни-куни турттармалла. Тепĕр юлташпа иксĕмĕр темиçе хут та хутларăмăр. Пире уйăрса панă çул тиркемен машина пĕрре те ларса асаплантармарĕ. Малтан приборсен ещĕкĕсене леçсе хутăмăр, унтан канистрăсене. Эпĕ мар, юлташ мĕн-ха кусенче тесе шухăшласа илчĕ. Вара тавçăртăмăр: спирт... Регламент ĕçĕсенчен хĕстере-хĕстере хăварса тем вăхăт пуçтарнă ăна. Кунта та каскадсем çума кăна мар-ха, пыр çума та илсе килнине те пĕлетпĕр. Тĕрĕслекенсене, пăхса тăракансене кирлĕ пекех хăналамалла. Кашни канистрăна пломбăланă, кам килчĕ çав ан уçайтăр тенĕ ĕнтĕ.
Канистрăсене сыхлама та пирех хушрĕç. Кунта станци, пирĕнни пек, çĕр айĕнче вырнаçман. Ун валли хĕрлĕ кирпĕчрен çурт купаланă. Миçе хутлă темелле-ши ăна? Иккĕллĕ те мар, виççĕллĕ те мар. Станцийĕ хăй икĕ хутлă пайĕнче, анчах çуртăн тепĕр вĕçĕнче ларусен залĕ валли тепĕр хут купаласа хăпартнă. Малтан кĕрсенех çухалкаласа та кайрăмăр. Часах хăнăхрăмăр. Çарти йĕрке пур çĕрте те пĕр пекех. Хушнă та ирĕк панă çулпа кăна çӳремелле. Кирлĕ мар еннелле пăрăнсанах хамăр пек салтаксемех асăрхаттараççĕ: кунта юрамасть теççĕ. Çав юрамасть сăмахран тăрать те ĕнтĕ çар пурнăçĕ.
Тирпейленсе пĕтсен станци умне развод пуçтарчĕç. Кашни ротăпа батарейăран кам-кам пеме хутшăннине, чи пысăк командирсенчен пуçласа аристократ салтаксем таранах, ятран тĕрĕслесе тухрĕç. Кунта, спорт нормативĕсене панă чухнехи пек, сосиска вырăнне чăн-чăн кăлпасси кăтартаймăн. Спорт нормативĕсене панă чухне Кабанов пĕр вунă салтакшăн тĕрĕслекенсен умне тăчĕ пулĕ.
Пире темиçе ушкăна уйăрчĕç, чуххăмăн, хушаматăмăрсем куç тĕлне лекнĕ тăрăх. Эпĕ пĕрремĕшнех лекрĕм те, развод хыççăнах пире станцие илсе кĕчĕç. Ракета батарейинчисене машинăсем çине ларма хушрĕç. Çапла, кашни хăйĕн вырăнне салантăмăр.
Пире тĕрĕслекен аслă лейтенант пит чăркăш çын пулмарĕ. Ун хăнăхнă ыйтăвĕсем пур. Салтакла тӳррĕн кăна хуравлатпăр: пур — çук, çук — пур тенĕ пек... Ку аслă лейтенанта килĕшрĕ. Çапах та тĕплĕнрех тĕрĕслесе пăхас терĕ пулас та, аппаратурăна «ĕçлĕхрен» кăларса тухрĕ, пĕр çĕртен предохранителе кăларса илнĕ, тепĕр çĕрте тумблерсене апла-капла пăркаланă, мана лекнĕ шкапа пачах токсăр хăварнă. Розеткăран кăларса илнĕ.
— Секундометр çине пăхсах тăратăп, хăвăрăн шкапăрсене юсаса ĕçлемелле тăвăр. Нормативсене пĕлетĕр эсир, — командир пек мар лăпкăн каларĕ вăл.
Тĕпĕртетсе чупса салантăмăр. Хама çирĕплетсе панă шкап патне пытăм та, вăл ним сасă та кăлармасть. Ним те аптăраса тăмарăм. Шкап хыçĕнчи розеткăна пăхрăм та, унта штепсель пулмарĕ. Алăсем хăйсемех ăна шкап хыçĕнче хыпашласа тупрĕç. Чиксе хутăм. Пăхатăп: шкап кĕрлесе кайрĕ. Приборсен йĕпписем хăйсен вырăнĕсене çитсе чарăнчĕç. Йăнăшас марччĕ тесе темиçе хут пăхса илтĕм. Пурте виçеллĕ, пурте хăйĕн вырăнĕнче. Таплаттарса утса пытăм аслă лейтенант патне.
— Шкап юсавлă! — терĕм хăюллăн та янравлăн.
Пырса пăхрĕ. Шкапа сӳнтерчĕ те тетрачĕ çине тем çырса хучĕ, хамăр командирсем патне кайма ирĕк пачĕ. Вĕсем пирĕн командирсем, Федотовсăр пуçне, пурте станцин тепĕр вĕçĕнче кĕпĕрленсе тăраççĕ. Вĕсене ниçта та явăçтармаççĕ, пирĕн хыççăн вĕсен те экзамен пама тивет.
— Мĕн терĕ тĕрĕслекенни? — пĕр харăс ыйтрĕç офицерсем.
Хулпуççисене кăна кăлт-кăлт сиктеркелесе илтĕм.
— Тетрадь çине тем çырса хучĕ вăл...
— Мĕнне сӳтсе хунă вара?
— Шкапа розеткăран кăларнă...
— Хă, тавçăрмалла вĕт-ха, — пуçĕсене пăркаласа илчĕç те офицерсем, эпĕ ку йышра хама ют çын пек туйнăран айккинелле кайса тăтăм.
Кăнтăрлаччен салтаксене тĕрĕслерĕç, апат хыççăн — офицерсене. Виçĕ канистра спирт илчĕç те хăйсемпе пĕрле пĕри машинăпа, тепри автобуспа станцине кайрĕç. Пирĕн пушă вăхăт тени пуçланчĕ. Телевизор яма иртерех те, пĕр кĕтесе пуçтарăнса лартăмăр. Хамăра кăна калаçтараççĕ-и унта? Персе те çитрĕ вĕтĕрмĕш лейтенант, хамăр хушăра «особист» теме хăнăхнăскер. Ячĕшĕн калаçăвне итлекелерĕмĕр-ха. Çыру илнипе илменни çинчен ыйта-ыйта пĕлет кашнинченех, çар хыççăн ăçта кайма шутлани кăсăклантарать пек хăйне. Сиссех ларатпăр: ăна ыйтса пĕлме килмен-ха вăл. Ак пуçларĕ...
— Çав çитсенех перрон çинчи тĕркĕшĕве кам пуçласа ячĕ-ха, ниепле те астуса юлаймарăм...
— Пĕлместпĕр çав...
Кашнинчен уйрăмшар ыйтасшăн та, никама та пайăрласа ыйту параймасть. Вăл е ку салтака çывăх пĕлет, ăна шанать тесе шутлаттарас килмест ĕнтĕ.
— Ку полигон адресне пĕлетĕр пуль? Хăш облаçра вырнаçнă?
— Мĕне кирлĕ вăл пире? — терĕмĕр харăссăнах.
Вара пĕрин хыççăн тепри тăра-тăра утма тытăнтăмăр. Тăр пĕччен тăрса юлсан «особист» тем асаилнĕн, тем ĕç тума васканăн таплаттарсах тухса кайрĕ.
Вунпиллĕкмĕш сыпăк
Тĕрĕслӳре кама мĕнле паллă лартнине каламарĕç. Кашнине пĕрле хушса, тĕрĕслĕве хутшăннă çынсен йышĕ çине пайласа пĕтĕмĕшле балл кăлармалла терĕç. Анчах полка чăн-чăн ракетăсемпе пеме ирĕк панă иккен. Тĕрĕслӳ хыççăн каялла çавăрса янисем те пулкалаççĕ тет.
Тепĕр кунхине вунă сехетре пуçлатпăр тенине пурте илтрĕмĕр пулсан та çине-çине каларăмăр.
— Илтне-и, ыран вуннăра...
Чи юратнă уява та çапла кĕтместĕн пулĕ. Хамăр та сисместпĕр, сехет çине пăхах тăратпăр. Ыранхи вуннăччен кĕтмелле-çке-ха.
Ирхине пурте хавхалануллăн, çĕкленӳллĕн çӳрерĕмĕр, пиртен кашниех çĕнтерӳçĕ пек туйрĕ хăйне. Хакне çухатнă çынна çакăн пек лару-тăрăва кĕртсе ямалла. Вăл çийĕнчех хăйĕнче те çын тивĕçлĕхĕ пуррине питĕ-питĕ туйса илнĕ пулĕччĕ. Хальччен тӳсне хĕн-терт те мар, пурнăçри такăнусем те мар, пĕртен-пĕр вунă сехетре пуçланас ăраскалăмăр кăна пур умăмăрта. Кĕтетпĕр, вăхăта васкататпăр. Анчах станцие те, ракета дивизионне те каланă вăхăтсăр кĕртмеççĕ.
Эпĕ, тĕрĕсленĕ чухнехи пекех, малтанхи ушкăна лекрĕм. Ни ракета вĕçнине, ни сывлăшри «тăшмана» çапса ӳкернине курмарăм, шкап умĕнче юпа пек хытса тăни пулчĕ, тата пĕр вăхăтра приборсен йĕпписем чăлт-чалт сиккелесе илчĕç...
Иккĕмĕш, виççĕмĕш ушкăнсем пенине вара хире тухса пăхса тăтăмăр. Командирсем ирĕк панипех.
Вут хӳреллĕ ракета çĕртен хăпсан малалла мĕн тумаллаччĕ-ха тенĕн пĕр самантлăха чарăнса тăчĕ те хĕвеле тĕллерĕ, хыçĕнчен шурă хӳре хăварса çӳлелле хăпарса кайрĕ. Куç хупса илнĕ çĕре çӳлтен, кăваклăхран, силленсе анакан пĕр хура япалана пырса çапăнчĕ те, кĕрлесе çурăлнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Шурă тĕтĕм чылайччен пĕр вырăнта çăмхаланса тăчĕ, унтан çĕр çинелле пĕр йăлтăртатакан, пĕр хуп-хуран курăнакан япаласем пере-пере анма тытăнчĕç. Ӳнччен те пулмарĕ, тепĕр ракетăн вут хӳри курăнса кайрĕ. Ку тата мĕн тумаллине пĕтĕмпех пĕлчĕ пулас, самантлăха та хăвăртлăхне чакарса тăмарĕ, тӳп-тӳрĕ йĕрпе чашлаттарса хăпарса кайрĕ. Мĕне пырса çапăннине кураймарăмăр, анчах вăл кĕрслетсе çурăлни çав тери уççăн илтĕнчĕ. Каллех шурă тĕтĕм кăвак тӳпере çăмхаланса ларчĕ те, вăл саланма пуçланă-пуçламан çĕре тем-тем пере-пере анма пуçларĕ.
Пиртен инçе мар офицерсем темиçен тăраççĕ. Манăн техника пĕлĕвне тĕрĕслени тавра пуçтарăннă. Кускер кунта тем те курнă, тем те пĕлет паллах. Пирĕн офицерсем вăл каланине çăвар карсах итлеççĕ.
— Радио ĕçне юратакансене кĕртсе ярсан-и çак хире? Хушмаççĕ çав. Пире те ямаççĕ. Тепĕр чухне станци çывăхне киле-киле ӳкеççĕ те, пирĕн салтаксем уйрăм детальсем кăна мар, платăсем те тупаççĕ. Хăвăрах пĕлетĕр, ракетăра унта ку чухнехи чи çĕнĕ радиотехника... Калатăп-çке, пĕлекенсене кĕртсе ярсан тем те пуçтарма пулать кунта.
— Ăспа-тăнпа шутласан кашни вĕренӳ хыççăнах мĕн-мĕн ӳкнине пуçтармалла пек...
— Пек те çав, çар пурнăçĕ хушнипе хушманнинчен тăрать. Хушмаççĕ — ĕçĕ те пĕтнĕ...
Эпир ав хатĕр пайсем çитменнипе асапланатпăр. Кунта вĕсем хирте çĕрсе выртаççĕ.
— Вăл çапла-ха, Диод-триодсене, çурма проводниксене, взрыв хыççăн та çаплах юлнисене, пуçтара-пуçтара лавккасенче сутма та пулать. Кирлĕ мар, пĕчĕк, ниме тăман ĕç тесе шутлатпăр...
— Американецсен те çавах-ши?
— Кам пĕлет вĕсенне? Пĕлсен те кам каласа парать?
— Эс диод-триод пирки пăшăрханса калаçатăн. Пысăк вĕренӳсем хыççăн танксем те, пушкăсем те, машинăсем те çаплах хирте юлмаççĕ-им? Тем чухлех. Пĕрре хаçатра тарăхса çырнăччĕ. Темле кинофильм ӳкернĕ хыççăн укçан туяннă пĕтем бутафорие, вăл шутра выльăх-чĕрлĕхе те, лашасене те, хиртех пăрахса хăварнă иккен. Кино ӳкерекенсем çинчен хăть хаçатра çырма пулатъ, пирĕн çинчен унта та шарлама юрамасть. Çар вăрттăнлăхĕ теççĕ кăна... Вăрттăнлăхĕ вара... Вăрă ĕçне вăрттăн тăваççĕ... Иртĕх кăна намăс-симĕсӳ çук пулсан...
— Пирĕн пек вак чинсене тӳрех кураççĕ мар-и?
— Пире патне ямаççĕ-ха. Эпĕ хам та унта пырса çулăхас çук. Кам пысăк влаçлă, çав иртĕхет...
Пĕр хушă ракетăсем вĕçме пăрахрĕç. Паянлăха вĕçленчĕ-шим тесе шухăшланă хушăра хамăр сисмесĕрех офицерсем çывăхнерех шума пикентĕмĕр. Лешсем пиртен тара-тара кайма хăтланаççĕ. Вĕсен калаçăвне салтакăн илтме юрамасть-çке. Пирĕн вара пĕлес килет.
Офицерсем станци çывăхнерех куçса тăчĕç. Ытла сĕмсĕр пулсан пире кунта тăмашкăн чарма та пултарĕç тесе эпйр вĕсенчен хăпрăмăр. Пирĕн пĕрин те нимшĕн те чун ыратмасть. Мĕн çунать — çунтăрах, мĕн çĕрет — çĕртĕрех. Пирĕн мар, пире тивĕçес япала мар. Хушаççĕ — перетпĕр, хушмаççĕ — пеместпĕр, хушаççĕ — пуçтаратпăр, хушмаççĕ — куç вылятмасăр иртсе каятпăр... Пирĕнтен чылайăшĕ триодсемпе диодсем шыраса хăшкăлаççĕ те, çакăнти хирте вĕсем купи-купипе çĕрсе выртнине пĕлсен кăштах кулянма пăхрĕç. Анчах пире ку ыйтăва сӳтсе явма май килмерĕ, ракета дивизионĕ енчен каллех вут хӳре курăнса кайрĕ. Ракета çĕртен хăпрĕ те пăлтăр-палтăр çаврăнса илчĕ, унччен те пулмарĕ — çĕре лаплатса ӳкрĕ. Пирĕн еннеллех шуса килет. Ăна та, кăна та ним те ăнкарса илейменскерсем, эпир ахăлтатсах кулма тытăнтăмăр. Манăн пĕлĕве тĕрĕсленĕ офицер хыпăнса та ӳкрĕ, çăвар карса тăракан офицерсене станцие кĕме хушрĕ те пире кăчăк туртма пикенчĕ.
— Выртăр, çĕр çине выртăр!
Пиртен тахăшĕ станци еннелле чупса кайрĕ, ăна офицер кăшкăрса чарчĕ.
— Вырт! Çĕр çине вырт!
Офицерсем станцие кĕрсе ĕлкĕреймерĕç, эпир выртса пĕтеймерĕмĕр, ракета çурăлнă сасă кĕрлесе те кайрĕ.
— Тавах турра! — илтĕнчĕ мана тĕрĕсленĕ офицер сасси. Хăй пирĕн пата васкаса пычĕ. Пăлханса ан ӳкчĕр тесе пире каласа лăплантарма пуçларĕ.
— Ку пени зачета кĕмест. Вăхăт тухнă ракетăсене пĕтерме хăнăхмалла юри пертеретпĕр. Полигона килекенсене пурне те малтанхи кун çапла вăхăт иртнĕ ракетăсемпе пертеретпĕр. Таçтан-таçтан та кӳре-кӳре килеççĕ вĕсене. Салатса-туса тăма хакла ларать. Утилизаци тени вăл çĕнни тăвассинчен те шараçлăрах...
— Пирĕн пата çитнĕ пулсан çĕр çумĕпе шуса кайнă ракета?
— Вăхăтра сирпĕтсе ĕлкĕреймен пулсан çитме те пултарнă...
— Мĕн курмаллаччĕ вара?
— Мĕн курассине, — терĕ те офицер канлĕн кăна каялла утса кайрĕ.
Çавă ĕнтĕ салтак пурнăçĕ, мĕн курассине вăл пĕлме пултараймасть, çĕр çинчи кашни çыннăн кун-çулĕ турă аллинче тетпĕр пулсан, салтак кун-çулĕ — пуçлăх аллинче.
Апат хыççăн пирĕн ушкăнăн пеме тиврĕ, кăнтăрлаччен станцире пулнисене урама кăларчĕç. Тата виçĕ ракета пĕтертĕмĕр. Пире ĕнтĕ, шкап умĕнче пăхса тăракансене, вĕсем мĕнле вĕçни-туни курăнмасть. Иккĕшĕ лайăхах вĕçсе хăпарнă та çӳлтен самолет çинчен пăрахса хăварнă тимĕр листине тĕллесе вĕçнĕ, ăна çитсе çапăнсан çурăлса кайнă. Тепри, виççемĕшĕ, вара инкеклĕ пулнă. Ăна каялла кайма тухсан кăна пĕлтĕмĕр. Вагонсем çине тиеннĕ чухне хыçалтине, вутă-шанкă, кăмрăк тиенине, виçĕ виле çĕклесе пырса хучĕç. Çав виççĕмĕш, инкеклĕ ракета, установкăран хăпсан аванах вĕçсе хăпарнă пулнă, анчах тем вăхăтра командăсене йышăнма пăрахнă та каялла çĕр çине персе аннă, дивизионри виçĕ салтака вилмеллех амантнă.
Зачетлăх пемен те, çын вилнине ЧП тесе шутламан, пирĕн полка «пиллĕк» паллă лартса панă.
Виçĕ салтакшăн хурланма-и унта? Пурте ракетăсем хыççăн кăвак тӳпене вĕçсе хăпарманни кăна! Калама çук пысăк савăнăç тăчĕ пирĕн хушăра!
Зачетлăх пенĕ кун полигона ПВОн тĕп командующийĕ хăй вĕçсе килнĕ терĕç. Эпир ăна курман. Офицерсен банкетĕнче те пулман. Унта питĕ çĕкленӳллĕ сăмах каланă терĕç. Федотова калама çук хытă мухтанă терĕç. Эпир çакна вакунсене ларас умĕн кăна туйса илтĕмĕр. Пире салтак пурнăçĕнче пĕрремĕш хут ашлă купăста кукли çитерчĕç, чей вырăнне «Пеле» кофе пачĕç.
— Пирĕн çĕр грамсене хăйсем ĕçсе янă ĕнтĕ, — шӳтлеме пăхрăмăр эпир. — Пире те çĕнтерӳ хыççăн çĕршер грамм памалла...
Поезд Мускав еннелле çул тытнă-тытман штаб пуçлăхĕ замполитсемпе, «особистсемпе» пĕрле канашлу ирттернĕ иккен те кашни тивĕçлине парнесемпе наградăсем палăртма тытăннă та иккен.
Пирĕнпе канашланă пулсан кама мĕн памаллине тĕрĕсрех палăртнă пулăттăмăр та çав, кам канашлĕ пирĕнпе? Мускава çĕрле çитсе ӳкрĕмĕр. Полигона кайнă чухне вакунсенче шăнса асапланманччĕ, таврăннă чухне вара, те çанталăкĕ кăраланчĕ, те хамăр тимĕр кăмакасене ӳркенкелесе хутрăмăр, ирпе тăнă çĕре витĕннĕ тăлăпсем вакун стени çумне туртса хăпăнмиех çыпçăна-çыпçăна ларчĕç. Салтăнмасăрах хамăрăн йăвасене кĕре-кĕре выртатпăр. Мускава çитсен кăна тăлăпсене турта-турта хăпăткаларăмăр. Ĕнтĕ шăнса чĕтрекенех пултăмăр. Тата тепрер талăк каймалла пулсан, кам пĕлес, чирлесе те кайнă пулăттăмăр-ши? Халĕ ӳсĕркеленипех ирттере-ирттере ятăмăр.
Полка ир енне кăна çитсе ӳкрĕмĕр. Вакунсенчи япаласене машинăсем çине тиенĕ, урайсене шăлса тасатнă хыççăн кăна хамăра та автобуссене ларма ирĕк пачĕç.
Праçник вăхăчĕ мар пулин те пире оркестрпах кĕтсе илчĕç. КПП умне полкра юлнă юлташсем пурте-пурте тухнă пек туйăнчĕ. Оркестрĕ хамăрăн мар, округранах чĕнсе илнĕ пулас. Питĕ çĕкленӳллĕн каларĕç çар маршĕсене. Куççуль тухса кайрĕ. Хытса тăрас та чарăнми итлес килчĕ марш кĕввисене.
Камшăн мĕнле те, маншăн пулсан этемлĕх шухăшласа кăларнă чи пысăк пуянлăх пек туйăнать мана марш çемми. Вăл ывăннă çынна хал парать, нишлине сыватать, телейлине çунат парать. Салтак пурнăçĕнче çакна темиçе те асăрханă. Марш çеммипе ылмак-сулмак утаканăн та утти йăрăсланать, пĕкĕрĕлни те тӳрленет.
Пирĕн вара, çĕнтерӳçĕ пулса полка таврăнакансен, мăрш çеммипе вĕçсе хăпарасси кăна юлнă темелле. Юлашки вакунра тиесе килнĕ виçĕ виле те асăмăрсенчен тухса ӳкнĕ, ăна командирсем кăна мар, салтаксем те манса кайнă. Пире тӳрех столовăйне илсе кайрĕç.
Офицерсене тиесе килнĕ автобус КППра чарăнса та тăмарĕ. Вĕсем валли уйрăм банкет хатĕрленĕ те, полигонран таврăнакансене килĕсене те саланма памарĕç, тӳрех банкета илсе кайрĕç.
Ан тив, вĕсен хăйсен йышĕ пултăр, пире те уявлама чарманни савăнтарать. Кĕтсех тăнă пире те. Вăрăм сĕтелсем çинче туллиех ĕçме-çиме.
Мунча кĕрсе тасалтăмăр, тăраниччен çывăртăмăр. Каç енне пуçланчĕ кулленхи, йăлăхтарса çитернĕ пурнăç. Мана дежурствăна çырнă та, нарядран тăркаласа юлтăм.
Полка таврăннăранпах почтальона шыратпăр. Пирĕн ятпа килнĕ çырусене пустуй сапаланса ан выртчăр тесе казармăсем тăрăх валеçмен иккен вăл. Пĕрисем почтальон Вереяран таврăнман теççĕ, теприсем командир чĕнсе илнĕ теççĕ. Ачи вăл, пирĕн пек салтакахскер, питĕ чĕрĕ, куç хупса илнĕ çĕре йĕп пек çухалма та, куç хупса илнĕ çĕре кăмпа пек шăтса тухма та пултарать. Çавăнпа шыраса асапланас та мар, хăех килсе тухĕ-ха терĕмĕр. Аплине апла та, пурте канăç çухатнă та, лара-тăра пĕлместпĕр. Казармăран тухкаласах çӳретпĕр. Хуçалăх взводне кайма шутларăмăр. Унтан хурланса таврăнма тиврĕ. Кабанов вилнĕ тенине илтрĕмĕр. Коробейников хушаматлă салтак каласа панине итлесе те пĕтереймерĕм. Кăмăл тулашса кайрĕ, ăшăм-чикем таврăнсах тухас патне çитрĕ. Ирхине кăна çӳл тупене çĕкленнĕ кăмăлăм, марш çеммипе, уяв çĕтелепе киленнĕскер, хăй ниме тăманнине туйса илчĕ пулас та йуçсе-çĕпреленсе çитрĕ. Никамран именмесĕр макăрас та хӳхлес килсе кайрĕ. Казарма умне тухса тăтăм. Карлăк урлă уртăнтăм та кăмăл пăтранса килнине туйса хускалма та хăраса тăтăм. Ман хыççăн Коробейников та чупса тухрĕ. Вăл пире Кабановпа иксĕмĕре пĕрле çӳренине курнах ĕнтĕ, килĕштерсе калаçнине те пĕлетех ĕнтĕ.
— Итлесе те пĕтереймерĕн, — терĕ вăл мана хулран тытса. — Мана çывăрнă çĕртен тăратса тухса кайрĕç. Чи малтан кураканĕ эпĕ пултăм. Выртать хутланса. Чунĕ тухиччен хытă асапланнă пулас. Асапланмасăр? Ыратнă ĕнтĕ. Мĕнпе çапнине кăна никам та пĕлмест. Япалине лешĕ хăйпе пĕрле илсе кайнă пулĕ. Тен, пытарса хунă...
— Мĕншĕн вĕлернĕ вара? — ним туйăмсăр пек тăрас килмерĕ манăн та.
— Паллă ĕнтĕ мĕншĕнни... Хĕрарăм япалишĕн... Çав çитменшĕн çын пурнăçне татмалла... Кай, кай... Шутлама ăс çитмĕ...
— Ӳсĕр пулнă-и вара хăй?
— Урă пуçпах мар пулĕ çав. Эсир полигонра чухне эпир хамăра кунта райри пекех туйнă. Нарячĕсене те хытă тĕрĕслемен. Мельник çывăрса курман-ха ĕнтĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпех штабра ларатчĕ. Телефонпа çыхăнать те çывăрмастăр-и эсир унта тесе ыйтать. Виçĕмкун вара инкек пулса иртрĕ. Хĕрсен общежитине унччен те çӳренĕ-ха салтаксем. Çав каç, калаçса татăлнă пекех, такам йыхравланă пекех, кĕтĕвĕпех унта пуçтарăннă. Нина текенни çуралнă кунне паллă тунă пулнă.
— Кабанов Нинăпа мар, урăххипе çӳретчĕ вĕт-ха.
— Тĕрĕс, Лиза патне çӳренĕ. Вăл пынă чухне ун патĕнче урăххи пулнă. Лиза ăна Кабанов тесе алăк уçнă.
— Хамăр салтаках пулнă-и вара?
— Хамăрăнах пулмасăр? Кам килсе çӳретĕр кунта? Анчах камне пайăрлăн каламаççĕ çав. Лиза хăй эп ăна пуçласа куртăм тет...
— Тĕлĕнмелле.
— Мĕн телĕнмелли? Полкра сакăрçĕр çын ытла. Офицерĕсемпе пĕрле шутласан пинрен те иртет. Развод вăхăтĕнче строй умне илсе тухасшăн-ха Лизăна. Курса палласа илме.
— Çынни стройра пулмасан?
— Тепре илсе тухаççĕ.
— Пĕлеççех ĕнтĕ кам вĕлернине. Пытараççĕ кăна.
— Вĕсем унта темиçен çапăçнă çав. Кабанов пырса кĕрсен малтан пынине алăран тытнă та çавăтса кăларса янă. Лешĕ турткаланнă. Коридора тухсан алăка кӳнлеттерме тытăннă. Ку сасăпа ытти салтаксем те коридора сике-сике тухнă. Нина патĕнче хăналанакансем те кĕпĕрленсе çитнĕ. Вара пуçланса кайнă та...
— Кабанов пит чĕрре кĕрекенскер марччĕ-çке...
— Темле пулнă çав. Йышпа çапăçнă чухне кам пĕрне çапать, ыттисем те çавнах кӳпкеççĕ. Ал айне çав лекнĕ пулнă ĕнтĕ. Тухса каяйнă-ха вăл общежитирен. Вăл вилет тесе никам та шутламан, кашни хăй вырăнне саланнă, çуралнă кун паллă тăвакансем сĕтел хушшине ларнă, юратушăннисем каллех хăйсен йăвисене пытаннă. Ку вара казармăна çитсе ӳкеймен. Унта çитейнĕ пулсан çăлса хăварма пулатчĕ терĕ врач. Лавкка çумне хутланса ларнă та чунĕ тухиччен асапланнă. Пуç мимине юн кайнă иккен...
Хам вилĕмпе вилеймĕп тесе пурăнатчĕ те, тĕрĕсех пĕлчĕ иккен тесе шухăшларăм та пĕкĕрĕлсе ӳкрĕм. Хамăр почтальона шырама тухнине те манса кайрăмăр. Ăçта пытарĕç ĕнтĕ ăна? Кам тирпейлесе вырттарĕ?
— Виçĕ кун каяллах телеграмма панă, никам та килмерĕ-ха илме, — терĕ Коробейников.
Вăл та сарăмсăр вилĕмшĕн питĕ кулянать иккен те, тупăк леçме каймалла пулсан килĕшетĕпех тесе темиçе те каларĕ. Анчах тупăк леçме урăххисене, ракета дивизионĕнчен, суйласа илнĕ иккен. Полигонран виле тиесе килнисемпе пĕрле леçеççĕ Кабанова та. Кайран пĕлтĕмĕр вара. Ăна та «Погиб при исполнении» тесе çырнă хутпа пĕрле ăсатаççĕ. Ку хут Кабанова кирлĕ мар-ха, командирсене кирлĕрех. Пĕлсех тăратăп, полкри пӳкле виле полигонрисемпе пĕр вăхăтра килнишĕн хăшĕсем савăнчĕç те ĕнтĕ. Епле тесен те ЧП çук. Ку вара çăлтăр тĕлĕкĕ куракансемшĕн çăлăнăç пекех пулчĕ.
Çав кун почтальона тупаймарăмăр. Пирĕн çырусене леçни-кӳнисĕр пуçне ăна вăхăт-вăхăтăн вăрттăн хутсем те леçтереççĕ. Командир патне чĕннĕ тени тĕрĕсех пулнă иккен.
Кăнтăрлахи апат хыççăн пуçтарăнтăмăр та дежурствăна тухса кайрăмăр. Кунта пире кĕтсе ывăннă. Эпир полигонра чухне мунча та кĕртмен иккен.
Манăн чун вырăнта маррине никам та асăрхамарĕ. Ĕнтĕ кашнийĕн хăйĕн чунĕ пăтранать те, кама кирлĕ пуль эс тĕтĕмсĕр çунни? Кабанов асран тухмасть. Тăван ялтан çыру килмест. Каллех Мартынюк пытара-пытара пымасть-ши вĕсене? Калаçса пăхам тесен Мартынюк кунта мар, çар хулинче. Офицерсен пурнăçĕ хаваслăрах. Полкри виçĕ лейтенантпа икĕ капитана çар академийĕсене кĕме ирĕк панă. Ку вĕсемшĕн çăлтăр хушнинчен те хаклăрах иккен. Иккĕмĕш çул службăра тăракансене полигон хыççăн пурне те тенĕ пекех черетлĕ отпуска ячĕç. Пире, юлашки çула пуçланисене, кама çар отличникĕ турĕç, мана вара полк ялавĕ умĕнче ӳкерттернĕ сăнăма парнелерĕç. Çырса, пичет пусса паллах. Тата аслă вĕренӳ заведенине кĕме хатĕрленӳ курсне çыраспа савăнтарчĕç. Шутланă пекех пулса тухсан августра киле яраççĕ-ха. Унччен пĕр-пĕр института кĕме заявлени парса хумалла, лерен чĕнсе хут килмелле. Институтне Верккапа канашласа суйлас килет те, анчах унран çыру килме пăрахрĕ. Кун сиктерми çыратăп. Веркка ячĕпе, Раман ячĕпе, асаттепе асанне ячĕпе, Хĕлимун пиччепе Хветура аппа ячĕпе. Аптăранипе Гамиле асаилтĕм. Вăл ялтах пурăннипе пурăнманнине пĕлмесĕрех ун патне те çырса ятăм. Вăл та хурав таврашĕ памарĕ. Пурте-пурте мăна хирĕç каварлашнă тейĕн. Ĕнсерен ӳкрĕм. Калаçма çăвар уçас килми пулчĕ. Салтак стройне курайми пултăм. Унта тăрасси маншăн чăн-чăн асап ĕнтĕ.
Читлĕхри кайăкăн та хăйĕн чăн-чăн пурнăçĕпе пурăнас килет те, ăна вăхăт-вăхăтăн кăларса яраççĕ. Çавăн пекех салтак пурнăçĕнче те туллин сывламалли вăхăтсем пулкалаççĕ. Кăнтăрла иртсе виçĕ сехетре çар хулинчен килнĕ салтаксемпе офицерсем каяççĕ те, бункерта аппаратурăна ĕçлеттерсе тĕрĕслетпĕр, пурте-пурте юсавлă тесе командирсене пĕлтеретпĕр, вара пире бункертан тухма, анчах таçта-таçта саланмасăр ирĕклĕн çӳреме ирĕк параççĕ. Çулла пулсан волейболла вылятпăр, хĕлле юр çийĕн футбол мечĕкне хăвалатпăр.
Ĕнтĕ пирĕн таврана та çуркунне çитрĕ, серте тапса тухрĕ, çеçпĕл чечеке ларчĕ, çӳçе папкисем сарăлчĕç, кăчкисем пыл хурчĕсемпе тĕкĕлтурасене илĕртме пуçларĕç.
Çĕр çинчи антеннăсене пăхма каятăп тетĕп те вăрман хĕррине тунката çине ларатăп. Кунтан сирена сасси питĕ лайăх илтĕнет. Гончаров ака кăмпи татма иртсе каять. Пĕрле пыма чĕнет те, ман никампа та калаçас килмест. Шухăшлас та шухăшлас, хампа хам канашлас килет. Ларатăп та тунката çине, йĕп вĕçĕ пек, ухă сăнни пек, çĕре шăтара-шăтара тухакан курăксене сăнама пуçлатăп. Çавсемшĕн нимле йывăрлăх та çук пек туйăнать. Таптаса хытарнă çĕр-и, вырăнсăр выртакан чул е кирпĕч катăкĕ-и — пурпĕрех шăтараççĕ. Пурпĕрех çӳлелле кармашаççĕ, кĕркуннеччен вăрă сапса хăвармалла вĕсен. Унсăрăн йыш пĕтет. Ма этемĕн çапла пулмалла мар-ха тетĕп вара. Ытла та ачаш чĕрчун-çке вăл. Хамах илетĕп вара. Пурнăçран писсе те çитнĕ эпĕ. Таврари ешĕллĕх çине пăхатăп-и, тупе кăваклăхне ăмсанатăп-и — пурте-пурте тулаштарать мана. Кабанова ăмсанма тытăнатăп. Полигонран юлашки вакунпа тиесе килнĕ ракетçăсене ăмсанатăп. Татăлчĕ вĕсен парăмĕ. Пĕтрĕ вĕсен асапĕ. Леш тĕнчере мĕнлине пĕлместĕп те, çапах унта кунтинчен ырăрах пулассăн туйăнать. Ыран çыру илеймесен, тепĕр кун çыру илеймесен тесе шухăшлатап вара. Çырăвĕ чăнах та килмесен. Мĕн тăвассине хам пайăрлăнах та пĕлместĕп-ха, çапах такама хăратассăн туйăнать. Камах сехĕрленĕ ĕнтĕ? Ытах та алă хуратăп тесен, тархасшăн тейĕç те тута пăрса илĕç. Кунта мĕнле хут çырса ăсатмаллине вĕренсе çитнĕ: «При исполнении...» Эх, тĕнче, эх, çут тĕнче! Умăнтан пуçласа вĕçне çити суяпа витĕннĕ эсĕ! Суяпа ултавсăр пуçне ним те çук санра!
Чим-ха, çут тĕнчепе кун-çула вăрçма çăмăллипе кăна хăтланатăп мар-и? Хамăр кун-çулăмăр хамăртанах килет тетпĕр мар-и-ха? Тен, тен, чăнах та ăна урăхлатма май шырамалла мар-ши?
Чи хитре кӳлĕ хĕрринче тăрса хăвăн чи юратнă сăввуна каласан е чи юратнă юрруна юрласан, пушхирте тĕве утланса çӳресен, парашютпа сиксен çын кун-çулĕ самантрах урăхланать теççĕ. Мĕнле тĕрĕслесе пăхмалла-ши ăна? Ăçта тупмалла чи илемлĕ кӳлле? Мĕнле çитсе ӳкмелле пушхире? Кам парĕ парашют? Кусем пурте шухăшсăр пурăнакансем валли-çке. Манăн вара кашни утăма хамран аслинчен ыйтса кăна тумалла. Кашни утăма...
Ыран та çыру килмесен... Ыран та килмесен...
Тунката çĕр ăшнелле анса пынăн, хам ун çумне çыпçăнсах ларнăн туйăнать. Канăçсăр тĕлĕкре мар-ши-ха? Çук, ав Гончаров пĕр витре ака кăмпи татса таврăнатъ. Мана алăран сĕтĕрет: атя ăшалама пулăш... Тинех хăпрăм тункатаран, тинех урасем çине тăтăм та вĕсем пуррине туйса илтĕм.
— Килте тем пулман пуль-çке, — калаçать манпа Гон-чаров.
— Çу-ук, — тетĕп сӳрĕккĕн.
— Ан пытар. Ун пек чухне юлташа каласа памалла та, чун хăех пушанать. Салтакра юлташсăр пурăнма çук...
— Çу-ук, — тетĕп татах.
Вăл ĕненмест. Пит çине çырса хунă кăна мар, ман асапăм тăл-пӳре те палăрать, урасене те куçнă.
— Никамран пĕр çыру килми пулчĕ.
— Часах хăй таврăнатъ тесе кĕтеççĕ ĕнтĕ.
— Те кĕтеççĕ-ха?
— Никам та кĕтекен çук пулсан атя БАМ тума. Комсомол комитетĕнче кăна çырăнмалла. Дивизионрисем çырăннă терĕç. Пирĕн пата та çитеççĕ ак. Тĕрлĕрен çăмăллăхсем пулаççĕ унта. Тӳрех çĕнĕ костюм туянса яма пулать. Казарма пурнăçне хăнăхнă хыççăн общежити те, палатка та хăратмалла мар пире. Эп çырăнатăп. Ман пĕрех килтен инçе мар. Яла таврăнсан та унта пурăнас килмест. Кунта хамăр пеккисемпе. Аттепе аннене çырса пĕлтертĕм. Килте мансăр пуçне шăллăмсем те пур.
— Ман май килмест çав. Арăм кĕтет ялта.
— Ма васкаса авлантăн вара?
— Турă çапла çырнă. Ача та çуралмаллаччĕ-ха ман. Çыру илмен те — пĕлместĕп...
— Çавăнпа хуралсах кайнă-и сăну?
Урăхран калаçас килмерĕ те Гончаровран тăрарах юлтăм. Вăл татах-татах тем мăкăртатрĕ, унăн сăмахĕсем ман патăма çитеймерĕç.
Капла çĕрĕк кăмăллă пулмалла мар-ха тесе шухăшларăм та хама хисте-хисте ырри çинчен кăна шухăшлама тăрăшрăм. Ырри мĕн ĕнтĕ? Пур çĕре пырсан та каснă чĕлĕ эпĕ. Çĕнĕрен çăкăр çумне çыпçăнман чĕлĕ. Аттепе аннене кирлĕ мар, асаттепе асанне килĕнче ытлашши çăвар. Хĕлимун пиччепе Хветура аппашăн каллех таçтан килсе ернĕ кушак çури кăна. Веркка пулмасан, Гончаров каларăшле, БАМ тума-и, ГЭС тума-и, АЭС тума-и каймалла кăна. Çамрăк алăсем таçта та кирлĕ. Çарта пулнисене шанаççĕ — вĕсем йĕркене хăнăхнă. Тата ман икĕ алла пĕр ĕç пур — машина çӳретме пĕлетĕп.
Верук, Верукăм, ма ним те шарламастăн-ха? Санпа канашлас килет ман. Тăванран тăванни, çывăхран çывăххи çĕр çинче пĕр эсĕ пур...
Татах тепĕр çыру ятăм. Ку хутĕнче пĕр Веркка ячĕпе кăна. Унтан Шупашкарти ялхуçалăх институтне хама вĕренме илмешкĕн ыйтса документсем ятăм. Верккана килĕшмесен пăрахса кайма та, урăх института та куçма пулĕ терĕм. Халĕ манăн ытти салтаксенчен маларах киле кайма май тупмалла. Ку пĕртен-пĕр меслет.
Официрсен арăмĕсем хушшинче шкул учителĕсем сахаллăн мар иккен те, пирĕн ырлăхшăн мар, çавсене ĕç тупса парасшăн йĕркеленĕ хатĕрленӳ курсне. Пултăрах. Пире, ракета дивизионĕнчен виçĕ çынна, хуçалăх взводĕнчен пиллĕкĕне, пирĕн станцирен вара тӳрех вуннăна, суйласа илчĕç те вăтам шкулта вĕреннине, маннине тепĕр хут асаилтерме тытăнчĕç. Малтанах пĕрре те çĕнĕрен парта хушшине ларас килес çук пекчĕ, темиçе кунтан хăнăхса кайрăмăр та, кăсăк та пек туйăнма тытăнчĕ.
Задачăсем шутлатпăр, сочиненисемпе изложенисем çыратпăр, теоремăсене пăхмасăр калама вĕренетпĕр. Пурте шкулта пекех. Анчах уроксем казармăри Ленин пӳлĕмĕнче иртеççĕ.
Ĕç пур чухне шутлă кунсем те шутлаттармасăрах иртеççĕ. Çитсе çапăнчĕ çурла уйăхĕ те.
Вунулттăмĕш сыпăк
Ирхине çичĕ сехет те çирĕм минутра кăлтăртатса ывăннă хыççăн тăнк чарăнса тăнă вакун пускăчи çинчен кăмрăк тусанĕллĕ, мазутлă, кĕллĕ çĕр çине сиксе антăм. Урăх тĕнчене çитсе тухнă пекех туйрăм хама. Çыннисем чăвашлах калаçаççĕ, анчах эпĕ илтме хăнăхман сасăпа, Канаш та вырăнтах ларать пек, анчах тумне пачах улăштарнă. Кашни вак-тĕвеке тинкерсе тăма та аса хывма вăхăт тупăнмарĕ, часрах-часрах Хурнайне çитсе ӳкес килчĕ. Çула май Хĕлимун пиччепе Хветура аппа патне те кĕрсе тухмасăр иртеймерĕм.
Шкул çулĕсене ирттернĕ пӳрте кĕтĕм те ăна палласа илеймерĕм. Вăл лутраланнă та тăвăрланнă пек туйăнчĕ. Те ĕнтĕ куçăмсем кил-çурта казармăпа шайлаштарма хăнăхнăран килчĕ ку. Хĕлимун пичче авăнсах ларнă. Килте мар, урăх çĕрте, çын çинче курнă пулсан чĕнмесĕрех те иртсе кайнă пулăттăм. Кулнă чухне кăна мар, калаçнă чухне те тĕп шăлĕсем çуккине куратăн. Питçăмартийĕ путсах аннă. Куçĕсем тĕксĕмленнĕ. Халех ватти çитмеллех мар пекчĕ-çке. Хветура аппа та, упăшкине намăслантарас мар тесе пулас, лăпăс-лапăс тăхăнса янă, тутăрне çамки курăнмалла мар çыхнă. Çу кунĕнче пулин те урине кĕске кунчаллă кăçат тăхăннă.
— Служба пĕтерсех-и? — ыйтрĕ те Хĕлимун пичче аллине тăсрĕ.
Мĕн хуравламаллине пĕлмерĕм, мĕн сасăпа калаçмаллине те чухлаймарăм.
— Института кĕме ячĕç, — терĕм те, хăйне тĕсенине ан систĕр тесе, Хĕлимун пиччерен пăрăнса кайрăм, Хветура аппана алă тытрăм.
— Чупса кил-ха, Хĕлимун, лавккана, килте сых ятне ним те пулмарĕ.
Хĕлимун пичче тум улăштарма тытăнчĕ те, вăл йăраланнине, мăшăлтатнине пăхса ларнă май шеллемесĕр те тӳсеймерĕм.
— Арçук ăçта вара? — темле чĕлхерен вĕçерĕнсе кайрĕ çак ыйту.
Иккĕшĕ те илтмĕш пулчĕç. Манăн та Арçук ăçтине ыйтса пĕлмесен юрамастчĕ. Епле тесен те пĕрле шкула чупнă-çке, пĕрле выртса та тăнă, юнашар парта хушшинче ларнă...
Хветура аппа алăк патĕнче кĕтсе тăракан упăшки патне пычĕ, мана илтмелле мар тем каларĕ, укçа тыттарчĕ, вара сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
— Ан ютшăнах, вырнаç ху пĕлнĕ пек.
Пур-çук укçапа та пулин кучченеç е парне кӳмеллеччĕ те çав. Юрĕ-ха, салтак тесе каçарĕç. Кайран, укçаллă чухне, майне тупайăп. Пӳрт ăшчиккине сăнатăп. Улшăннă та пек, улшăнман та пек. Мана ăсатса янă каçхинехине ним те асаилтермерĕ. Арçук япалисем те курăнмаççĕ. Ирĕксĕрех тĕшмĕртме тивет. Пĕр-пĕр çĕре ĕçлеме кайман-ши, авланса уйрăлса тухман-ши? Арçук ăçта тесе ыйтнине иккĕшĕ те илтрĕç, анчах хуравламарĕç. Апла пулсан вĕсен Арçук çинчен хавасланса калаçма сăлтав çук. Пуçа чикрĕм те шăпах лартăм.
Хветура аппа ман çинчен куç илмест. Чăваш хĕрарăмĕ салтака кирек хăçан та сума сунă, хисепленĕ. Хам та ĕнтĕ лăп-лап пуласшăн мар. Китель тӳмисене, значоксене, эмблемăсене йăлтăртатакан пуличченех тасатнă, атă пуçĕнче сăна курма пулать. Чĕн пиçиххине туртса çыхнă. Ним усăнса-çакăнса тăраканни те çук ман çумра.
— Пирĕн, сан пек, салтака та юрăхлă пулаймарĕ, — терĕ те, йӳçĕ эмел ĕçнĕ пек, пит-куçне илемсĕрлетрĕ. — Салтак пулмарĕ пирĕн çемьере... Ку тата мĕн пит нумай çӳрет? Хĕлимуна калап-ха...
— Кама та пулсан тĕл пулчĕ пулĕ те...
— Пăрахнă вăл халь унчченхи йăлине, паллан-пĕленпе сăмах вакламасть. Куртăн пуль, типсех ларнă. Ăна кура хам та япăхсах пыратăп.
Арçукшăн ăш хыптарнине тĕшмĕртетĕп-ха, анчах мĕн пулса тухнине кăна пĕлместĕп.
Хĕлимун пичче сассăр килсе кĕчĕ те сĕтел çине тулли кĕленче, томатланă килька консерви, кăлпасси тăрăхĕ кăларса хучĕ, хăй ман çума хăшлатса пырса ларчĕ.
— Çырăвусене пурне те усратпăр. Сăнӳкерчĕкне те стена çинех çакса хутăмăр.
Юлашки çур çулта ма пĕр хурав та памарăр тесе ыйтасах килет те — чăткаласа тăратăп, Хветура аппа яланхи пекех ăслайлăн те васкамасăр сĕтел тирпейлерĕ.
Черккесем кăларса лартсан Хĕлимун пичче ман çумран тăрса кайрĕ, сĕтел пуçĕнчи пукан çине ларчĕ, кĕленче уçма васкарĕ. Аллисем чĕтремеççĕ-ха хăйĕн. Черкке тултарнă чухне пĕр тумламне те сая тумарĕ. Пурне те пĕр пек тултарса пачĕ.
— Çĕршыв парăмне татнă ятпа пултăр, — терĕ те куç хупса ĕçсе ячĕ.
Хветура аппа черккине тута патне илсе пычĕ. Манăн вĕсенчен юлма юрамастех ĕнтĕ.
— Салтакра унта сыпкалама май килмест пуль, — терĕ Хветура аппа эпĕ аптăраса ларнине курсан.
— Пирĕн вăхăтра чару çукчĕ, — терĕ Хĕлимун пичче. — Пире кашни атака умĕн паратчĕç.
— Халь вăрçă вăхăчĕ мар, танлаштарса ан лар эс.
— Сысна лачака тупать, — терĕм эпĕ.
— Ку чухне амăш кăкăрĕнчен хăпсанах черкке патнелле туртăнаççĕ те, унта та ĕçекен ĕçет пулĕ çав, — шухăшлăн каласа хучĕ Хветура аппа.
Ытла та кăткăс-çке çынпа çын хушшинчи хутшăнусем. Карччамайланма тытăннă Хветура аппа çине, унтан пĕкĕрĕлсех ларнă Хĕлимун пичче çине пăха-пăха илетĕп. Пĕрре ыйтрăм-ха, Арçук ăçта терĕм. Илтмĕш пулчĕç. Тепре ыйтма хăюлăх çитерейместĕп. Калас килнĕ пулсан вĕсем паçăрах шамаллаччĕ тесе шухăшлатăп та, хама хам чаратăп. Темле майпа çавах Арçук ячĕ тухса кайрĕ ман çăварăмран.
— Хăй çук чухне çын çинчен калаçни лайăх япала мар, — татса та хучĕ Хĕлимун пичче.
— Ун çинчен урăххисем урăх çĕрте каласа парĕç, — терĕ Хветура аппа.
Апла-и, капла-и, пурпĕрех Арçук ятне аса илетĕпех тесе шутларĕç пулас та аслисем çине тăрсах ман çинчен, мĕн тума шутлани, служба мĕнле иртни çинчен калаçтарчĕç. Эпĕ халь ыран мĕн тăвассине те пĕлместĕп-ха. Виçĕ çула яхăнах çын аллинче пурăннă, командăсăр ним те туман хыççăн хам тĕллĕн пурăнма çăмăлах та мар. Çак самантра та пулин çавна туйса ларатăп. Командир ан ĕç, тăр та тухса кай сĕтел хушшинчен тесенех — «Есть!» тенĕ кăна пулăттăм. Халь манăн хамăн мĕн тума юранине, мĕн тусан аван маррине пĕлсе пурăнмалла. Ĕçес те килмест, апат та анмасть. Мĕн йӳтĕм тупса, мĕн сăмах каласа тăрса тухса каймаллине кăна пĕлместĕп, çавăнпа йăркаланса ларатăп. Сисрĕç кил хуçисем. Асаплантарас мар урăхран терĕç.
— Аслаçу килĕнче пулман-ха ĕнтĕ, унта та çитес килет пулĕ, — терĕ Хĕлимун пичче.
Хветура аппа пуçне чикрĕ.
— Тавтапуç апатшăн-çимĕçшĕн, — терĕм те яшт сиксе тăтăм.
— Хăналамалли ним те пулмарĕ çав, ан ятла ĕнтĕ, — терĕ Хветура аппа.
— Пурте пулнă. Унтан ытла мĕн кирлĕ?
— Килсе çӳреме ан ман. Кунтах ĕçлес тесен кунтах пурăнăн.
— Юрать, юрать, Хветура аппа. Сиртен ырă кăмăллă çын курман-ха эп.
Алăка хытă хупса хăварас мар, васкаса тухса каяс мар тесе кăна шутларăм.
Кĕнĕ чухне асăрхаман, кăнтăрла та хапхана сăлăпласа хураççĕ иккен. Икĕ çын пурнăçне такам килсе кансĕрлесрен, икĕ çын канлĕхне такам килсе пăсасран шикленеççĕ-ши? Е пачах урăх сăлтавпа. Килтен пурнăç тухса ан тарайтăр теççĕ-ши? Пурнăç сӳнес енне кайсан чăваш килĕсенче пуринче те чи малтан хапха, калинкке сăлăпланать....
Аслă урампа кайсан паллан-пĕленрен иртсе пĕтес çуккине малтанах чухларăм, манăн вĕсемпе калаçса вăхăт таткалас килмерĕ, тăвăр урамалла пăрăнтăм, унтан çырма тăрăх кайрăм, ун урлă каçсан вăрман хĕрринчи сукмак çине ӳкрĕм. Урасем çĕре перĕнмерĕç. Умра Веркка сăнĕ те Веркка ячĕ кăна пулчĕ. Хайхи кашкăрсем хăратнă вырăнтан иртнине те сисмен. Вăрмана кĕрсен те сывлăшĕ урăх пулнипе, те чун хавхаланăвĕ хăпарсах çитнипе тата хытăрах утма тытăнтăм. Умра хура мĕлке мĕлтлетсе илсен тин сывлăш çавăртăм.
Хурнайра шкулпа юнашар Мария манашкă пурăнать. Çавă пулах кайрĕ. Мĕнле чĕнмелле-ха ĕнтĕ ман ăна? Мария аппа темелле-и, Мария инке темелле-и? Кинемей тесен те вырăнлах пулассăн туйăнать. Ялта каланă пек, Мария манашкă тесен тата? Çапла шухăшласа утнă хушăра çак чарăнчĕ те тăчĕ. Пĕччен пурăнакансем яланах сисĕмлĕ çав. Куçĕ те витĕр вĕсен, хăлхи те çивĕч.
— Клим, эсĕ таврăнатăн-и? Тин кăна ăсатнă пекчĕ-çке. Вăхăт çитрĕ те-и?
Мĕнле чĕнем-ха тесе асапланни кăлăхах пулчĕ. Манашкă хăй сăмах пуçларĕ.
— Таврăнатăп ак, — терĕм мăнаçлăн.
— Яла кĕрсен çĕр çине тăсăлса вырт та тĕрĕс-тĕкел тавăрса килнĕшĕн аслă турра тав тума ан ман. Вăл пĕлсе-курса тăнă сан çулна. Вăл сана ют çĕрте хăварма та пултарнă. Анчах кунта кирлĕрех тесе шутланă. Аслаçупа асаннӳ ав иккĕшех юлчĕç. Ватăлмалăх кунра вĕсене пăхакан кирлĕ пулнине турă пĕлет. Ак çавăрса килчĕ те сана...
— Тете ăçта кайнă?
— Тету-и? Пуйма! Çĕпĕре! Чăвашсемсĕр пуçне унта, Çĕпĕрте, урăх халăх та çук пулĕ. Вербовщиксем килчĕç те, çур ял хускалса тухрĕ. Укçа параççĕ, çитсен выльăх-чĕрлĕх параççĕ, хваттер пур теççĕ. Астараççĕ чăвашсене. Чăваш ĕненекен çын, çавăнпа урăх çĕре каймаççĕ пулĕ... Эсĕ яла пăрахса ан каях. Сана салтака ăсатса ярсан тĕлĕк курнă эп. Халь йăлтах астусах та астумастăп. Анчах турă çав тĕлĕкпе сана ялтах пурăнмалла тесе калани сыхланса юлнă. Асаннӳрен ыйтса пĕл, ун чухне ăна каласа патăм тĕлĕке.
Мария манашкă вăрман варрине çитсен чарăнса тăчĕ. Йĕри-тавралла çаврăнкаласа илчĕ те кĕлĕ кĕллеме пуçларĕ. Тăрăшса, ĕненсе кĕлĕ мăкăртатрĕ. Эпĕ айккинерех пăрăнтăм та мĕн тăвать-ха ку тесе аптăраса тăтăм. Кайран ăнлантарчĕ. Çак вырăнта тахçан вăрман вăррисем, тутарсем, вăрман хуралçине вĕлернĕ пулнă, çавă çынсене тытать иккен. Ан тыттăр çынсене, манашкăна хăйне те канăç патăр тесе кашнинчех кĕлĕ кĕллет иккен вăл кунта.
Пулăшать-и, пулăшмасть-и тесе ыйтса тăмарăм ĕнтĕ, вăл мĕн те мĕн хăтланнине чăтăмлăн пăхса тăтăм. Кăсăк пек туйăнчĕ шур çӳçлĕ кинемей ачалла хăтланнине курма. Йĕкĕлтешес шухăшăм пулмарĕ хамăн. Кабанов хăйĕн пуласлăхне малтанах пĕлсе тăни шухăшлаттарчĕ. Тĕнчере çынна темле вăй, никама пăхăнман вăй, пăхса тăрать тенине ĕненесех килчĕ çавăн хыççăн. Халĕ те манашкă каланинче чăнлăх пур пек туйăнчĕ. Кĕллине вĕçлерĕ те мана атя темесĕрех малалла утса кайрĕ.
— Каçхине çакăнтан иртсе кайнă чухне ялан шăнкăрав сасси илтĕнет вара. Шăнкăравлă лашапа çӳретчĕ çав вăл, вăрман хуралçи. Ăна лайăх астăватăп.
Чĕнмесĕр утрăм манашкăпа юнашар. Пурне те пĕлекен çын пулсан калатăрччĕ вăл мана ыран мĕн кĕтнине. Мĕнле хăйса ыйтам-ха? Çул вĕçлениччен епле те пулин ыйтасахчĕ.
Манашкă çулне кура мар вашлаттарса утать, хăшкăлта та ермерĕ, тар тухса та канăçсăрламарĕ. Тепĕр çамрăк çын та ăмсанма пултармалла ун уттине.
— Ялтах юлас тетне?
— Каясах тенĕ пулсан çартанах кайнă пулăттăм. Унта пысăк стройкăсене кайма çыраççĕ. Ялтах тĕпленес тетĕп те-ха...
— Тетĕн пулсан лайăх. Анчах сирĕн ӳсĕм телейсĕр пулчĕ. Турăран пăрăннă, çавăнпа вăл. Юлашки хут чиркӳре хăçан пулнине астăватна?
— Анне сыптарма илсе кайнăччĕ... Чиркĕвĕсем те çывăхра çук-çке.
— Çывăхри-аякрине пăхса тăмалла мар. Мана та çӳреме çăмăл мар. Вăтăр çухрăмах капашать. Пĕрех çӳретĕп.
— Сана уншăн укçа параççĕ, — темле тухса кайрĕ çак сăмах.
— Укçашăн мар, укçашăн мар. Укçи вăл мана, пĕччен çынна, çиткелесе пырать. Унтан илнĕ укçана тăлăх-турата валеçе-валеçе паратăп. Турă укçи турă чунĕсенех пултăр тетĕп.
— Пĕтĕм ӳсĕм çылăха кĕмен ĕнтĕ. Кам çылăхлă, çавна айăпланипе çитмеллеччĕ.
— Туррăнне пирĕн пĕлмелле мар. Вăл çынна тĕрĕслет. Çылăхне каçарттартăр тесе чăтăмлăн тĕрĕслет. Сирĕн ӳсĕм вара турă еннелле çаврăнас вырăнне унран тарса та тарса пычĕ. Сана çыра-çыра пĕлтернĕ пулĕ ĕнтĕ. Кам мĕншĕн ларнине пĕлетĕн пулĕ.
— Çук-çке, — хыпăнсах ӳкрĕм эпĕ.
— Яла çитрĕмĕр акă. Ман каласа пама май килмерĕ. Асаннӳнтен ыйт, — терĕ те Мария манашкă ял хушшинче йыт-качкаран хӳтĕленем тесе патак шырама çулран пăрăнчĕ.
Чунăм кĕрсех кайрĕ. Манашкă каланă пек, вăрмантан тухнă-тухман çĕре тăсăлса выртрăм. Кам курман, вăл пĕлмест. Ĕсĕклес килет, сывлăш тăвăнса ларчĕ, çĕр ăшши куçăмри куççуле вĕретсех ячĕ пулас та, пите пĕçерсе юхса анчĕ. Пĕр хускалми выртрăм та выртрăм. Мĕн тери кĕтнĕ иккен мана тăван çĕрĕм. Мĕн тери тунсăхланă тата хам.
Ура çине тăрсан хама ӳсĕр çын пекех туйрăм, урлă та пирлĕ пускаласа утас килет, хăлаçланас килет. Çапах Веркка умне упи-супи пырса кĕреймĕп. Шăнăрсене хытартăм. Кителе пĕр тӳме юлмиччен тӳмелерĕм, çӳçе тураса якатрăм. Çирĕппĕн пусса утса кайрăм. Ял тăрăх та çаплах сумлăн утса пырас килчĕ.
Фельдшер пунктне çитсен тепĕр хут тирпейлентĕм. Яри уçса ятăм алăка. Сĕтел хушшинче Веркка мар, куçлăхлă хĕрарăм лара парать. Вăл ман еннелле çаврăнчĕ те çăварне карса пăрахрĕ.
— Мĕн ĕçпеччĕ? — типпĕн ыйтрĕ куçлăхлă хĕрарăм. Кам-ха ку тесе тĕшмĕртме хăтлантăм, анчах хĕрарăма никам вырăнне те кайса хураймарăм. Эпĕ ăна хальччен курман.
— Веркка ăçта? — май килнĕ таран айшатăнрах ыйтрăм.
— Кам тетĕн?
— Веркка, ара...
Хĕрарăм пуç пăркаласа илчĕ: нимле Верккана та пĕлместĕп...
Çаврăнса тухса каям-и тесе шухăшласа тăнă вăхăтра хĕрарăм каласа хучĕ:
— Ман умĕн ĕçленĕ хĕрачана шыратăн пулĕ-ха? Эп ăна курман çав. Вăл фельдшер пунктине питĕрсе илнĕ те уççине сельсовета парса хăварнă. Эпĕ унсăрăнах йышăннă. Çын тупайманнипе вăхăтлăха тесе мана, пенсири çынна, ячĕç.
Манăн хам камне калас килмерĕ, хĕрарăм тени сăмаха сарса яма юратать те, Хурнайра ман пирки кăна элек çӳрĕ тата. Тухрăм. Асанне мĕн пĕлнине каласа парĕ-ха тесе шутларăм та асатте килнелле уттартăм. Вăрмантан тухсанах кăкăра тултарса тăнă тивлетлĕх таçта кайса çухалчĕ. Ун чухне савăннипе ĕсĕклес килетчĕ, халĕ — урăх сăлтавпа. Питĕрнĕ те тухса кайнă... Ашшĕ-амăшĕ патне мар пулĕ те? Ун пек пулсан та çырса пĕлтермелле. Çитменнине, вăл пĕччен мар-çке. Хальччен вартан тухнă ĕнтĕ вăл та... Кукамăшĕ патне кайса килем мар-ши? Йăлтах анраса кайрăм. Çапах шухăшла-шухăшла вĕçне тухаймарăм, таврăнсан уйрăм-уççи пулĕ-ха терĕм. Кунта та ним те пĕлеймерĕм. Служба пĕтерсе килнĕ çамрăк пек те мар, чир пусса лартнă çын пек уткаласа пыратăп ял урамĕпе.
Асанне ватăлнă пек мар, çамрăкланнă пек курăнчĕ тата. Асатте те ним чухлĕ те улшăнман. Кайнă чухне мĕнле пулнă, çаплах юлнă. Çав тери тарават кĕтсе илчĕç мана. Кун пеккинех кĕтменччĕ те.
— Çул таврăнса ывăнтăн та пуль, выçса та çитрĕн пуль. Тăхта, счас хатĕр пулать пурте. Мунчине ăна хăвах хутса ярăн...
Асатте килĕ çуралнă кил пулсан та темшĕн ăшă пек марччĕ, халĕ вăл пачах урăхла иккен.
Асанне икĕ ывăлĕнчен пĕрне те ятпа каламарĕ, ман аттене асли терĕ, тетене кĕçĕнни терĕ. Çапла вара, аттепе анне те нумаях пулмасть килсе кайнă иккен.
— Мансам вĕсене, вĕсем ӳстермен сана. Иккĕшĕ те ĕçкĕ пирки кăна шухăшлаççĕ. Кĕçĕнни çемйине пуçтарса тухса кайрĕ. Тĕпе эсĕ юлтăн. Сана пӳрнĕ. Ним турткаланса та ан тăр.
— Вĕренме кĕресшĕн-ха эпĕ. Çавăнпа çартан иртерех ячĕç.
— Вĕренмелле тĕк вĕренĕн... Аслаçу килĕ санăн пулать... Ăна пӳлĕх хăй палăртса хунă.
Асанне ман çума пырса ларчĕ. Хыткан аллипе ман пакунсене шăлкаласа пăхрĕ, асăрханса, пĕçерекен япалана тытнă пек, ман значоксене перĕнчĕ. Савăнать ĕнтĕ ватă чунĕ. Савăнтăрах.
— Пĕлтĕр кĕçĕн ухмаххи нӳхреп çинче çĕлен курнă та çавна çапнă. Вĕлерем тесе. Тустартăм хăйне, ним те ăнланмарĕ. Кил çĕленне тивме юрать-и? Кил çĕленĕ пăхса тăрать пире. Хăй тухса каясса пулчĕ çакă. Саланать иккен килĕмĕр-çуртăмăр тесе хăраса пурăнаттăм-ха. Нумай пулмасть нухреп çинчех çĕлен куртăм. Тӳрех сана асаилтĕм. Эсĕ килетĕнех тесе шухăшларăм. Çаплах пулчĕ те... Сана пултăр пĕтĕм пурлăхăмăр... Вĕренме ăна ĕçлесе те вĕренме пулать. Халь ялта çамрăксем ĕçсĕр лармаççĕ. Техника нумай.
Эпир калаçнă хушăра асатте те кăштăртатса ман çума ларчĕ. Асаннене пӳлмерĕ, ыйту-мĕн памарĕ. Туйине пĕç хушшине хунă та янахне каçăртнă. Куçĕсем кăмака çамкине-и, мачча хăмине-и, таçталла тĕлленĕ. Асаннен калаçас кăмăлĕ хухманччĕ-ха, анчах çул таврăннă çынна сăйламалла та, тăрса утрĕ. Асатте шăппăн каласа хучĕ:
— Çĕршыва юрăхсăр çын йăхра пулмарĕ-ха... Ят тухсан пурте каçуннăй тум тăхăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Маттур, ырлатăп... — Тата кăшт ларсан хушса хучĕ: — Ял çинче çӳреме намăс мар...
Эпĕ таврăннишĕн савăнни те, ман кун-çул пирки пăшăрханса шухăшлани те, хăйĕн ватлăхне пуç тайни те — пурте-пурте çак сăмахсенче пулчĕ те ĕнтĕ. Асатте çине пăхса мĕн чухлĕ шухăшламан-ши: çамрăк чухне те çавах пулнă-ши? Асаннене мĕн сăмахпа çавăрайнă-ши?
Кулса тй илмен мар. Халь тата уншăн кулянатăп та. Пурнăç çынна темле те аваять иккен. Самана калаçтарман ăна, вăл пурăннă вăхăт çынсене пурне те çăвар хуптарнă. Пурăнас тетĕн пулсан шăлна çыртма пĕл... Ку пĕлнĕ ĕнтĕ. Çынна калас сăмахне вăл çăтса янă. Асанне ăна сăмахсăрах ăнланма хăнăхнă. Атте çуралнă çул кăна колхоза кĕнĕ асатте. Кĕнĕ тени те тĕрĕсех мар-ха. Пур çĕрте те колхоз тытăмĕ çĕнтерчĕ тесе тĕнчене пĕлтермелле чухне кам кĕмесĕр юлнине-юлманнине пăхса тăман, ыттисемпе пĕр йыша кĕртсе янă. Ун чухне чун тăвăннине каланă пулсан паян таçтаччĕ-ха ун ӳчĕ. Эпĕ те кун кураяттăмччĕ-ши? Çавăнпа асаттерен кулас теместĕп, пĕр шеллеме кăна пултараятăп ăна.
Чĕмсĕр-чĕмсĕр пулсан та теплере пĕрре чĕлхи уçăлать унăн та. Çара кайнă чухне иксĕмĕр кăна юлсан пайтахчен сăмах татми лартăмăр. Халĕ те кăмăлĕ уçăлатех пулĕ тетĕп.
Асанне тем хатĕрлесе тăмарĕ. Выльăх-чĕрлĕх усракан çыннăн ялан ал айĕнче юр-вар, сĕт-çу, çăмарта пур. Газ плитине чĕртрĕ кăна, ăна сӳнтеричченех сĕтел хушшине ларма хушрĕ. Кĕттермерĕ тата хăй. Эрехне те кăларчĕ. Пĕр-пĕрне тав тусах ĕçрĕмĕр те, чĕлхемĕрсем салтăнса кайрĕç. Асаннен пĕрмай пĕр сăмах пулчĕ: тĕпе эсех юл та эсех юл... Асаттен пиче кĕренленсех кайрĕ, вăл çăмăллăнрах сывлама пуçларĕ.
— Карчăкăм, эс пĕр сăмахпа ан йăлăхтар-ха мăнукăма. Илтрĕ, ăнланчĕ.
— Пӳлсе ан лар эс. Санпа иксĕмĕре кирли паян çавă. Халь те аран-аран кăна кăштăртаткаласа çӳретпĕр. Ыран мĕн курассине пĕлместĕн-им?
— Çын курнине курмалла, çын тӳснине тӳсмелле... Тăвансăр-пĕтенсĕрсем мар, чавкаласа чикĕç элчелĕмĕр çитсен...
— Санăн ĕнтĕ, — аллине лăс сулчĕ те асанне ялти хыпарсене пĕлтерме пуçларĕ.
Кунта тӳссе лараймарăм вара, асаннене пӳлсех ыйтрăм:
— Веркка ăçта кайса çухалнă? Çур çул каяллах çыру çырма пăрахрĕ. Паян кĕрсе тухрăм, унта куçлăхлă хĕрарăм ларать...
Асанне самантрах тăрса кайрĕ. Вăл та пулин манран тем пытаратъ пулас. Асатте ăвăс кĕлетке пекех туйăнса кайрĕ, питĕнче те, куçĕнче те нимле туйăм та çук. Мана тĕнчере пуринчен-пуринчен те кирлĕрех Веркка та ăна ним чухлĕ те шухăшлаттармасть. Пуç çаврăнма тытăнасси нумай та юлмарĕ. Каплах пулсан урмăша тухасси те нумаях мар. Хальлĕхе мана тĕлпулу хавасĕ тыткаласа тăрать, вăл тухсанах манра пушăлăх кăна тăрса юлма пултарать. Асанне те çавна сисрĕ пулас. Вăл сĕтел хушшинчен тухса кайса мана хурлăха хăварнине пĕлчĕ те таврăнчĕ. Хăй вырăнне тĕплĕн майлашăнса ларчĕ, ман çине шăтарасла пăхрĕ те пит шăнăрĕсене туртăнтарчĕ.
— Хытар чунна. Манран илтнине мансах пыр. Хветура ним те каласа памарĕ-и сана?
— Çук, ним те каламарĕ. Пытараççĕ вĕсем темскер...
— Пытарса та пытарса пĕтереймĕн çав. Пытарнипе мар пулĕ-ха, ăшĕ хыпса тăнипе ним те шарлас темерĕ пулĕ. Пирĕн ялсем Хветурана пасарта курнă та типĕтнĕ пулă пекех пулса кайнă терĕç. Амăшĕ мар, хам та хытă кулянтăм хыпарне пĕлсен...
— Мĕн пулнă вара? Айккипе кăна ан çӳре-ха, мĕн пулнине кала, — хам сисмесĕрех хĕрсе кайма пуçларăм эпĕ.
Ман енне куç вылятмасăр пăхса ларчĕ.
— Кала ĕнтĕ, чăнах та, çаврăнса та çавăрса ан çӳре, — тӳссе лараймарĕ асатте те.
— Яла çити лартса килетĕп тесе çул çине илсе тухнă та вăрман катине çитсен тытса пусмăрланă. Лешĕ çавăн хыççан пĕр кун та ялта пурăнмарĕ. Уççисене сельсовета парса хăварнă та тухса кайнă. Пусмăрланăшăн кирпĕч шутлаттараççĕ халь...
Кам та кам пирки сăмах пынине чухлама йывăр пулмарĕ. Ку таранччен тем те шутласа пăхнă, анчах çакă пуçа пырса кĕмен. Халĕ те ăнланса илме пултараймастăп, Ĕненес килмест...
Асанне ассăн-ассăн сывласа илчĕ те урăхран сĕтел хушшинче ларасси пулмасса чухласа тăрса кайрĕ. Эпĕ те пусăрăнса лараймарăм. Пӳртре те тăрас килмерĕ.
— Хытар чунна тенĕ! — кăшкăрнă пекех каларĕ асанне.
Алăк урати çине лартăм та чĕркуççи çине пуçа хугăм. Темшĕн урăхла мар, шăп çапла, урăх çĕре мар, шăп çакăнта ларас килчĕ. Ăш вăркать хамăн. Пуç урăлсах кайрĕ. Ман ăна шавлаттарас килчĕ. Тен, ăша вăркаттаракан шухăшăм сĕврĕлĕ терĕм. Сиксе тăтăм та сĕтел патне пытăм. Нихăçан пулманнине — черкке тултартăм та янклаттартăм.
— Ачам, ачам, — ĕштеленсе пычĕ ман патăма асанне. — Ĕçсе ан каях, ĕçсе ан каях...
— Ним те пулмасть, асанне, ан хăра ахалех...
— Ĕçекенсем пурте çавна калаççĕ-çке, ним те пулмасть теççĕ...
Пуçланă кĕленчене пуçтарарах лартам-и тесе аллине тăснăччĕ те, каялла турĕ шухăшне.
Мĕн тумаллине пĕлсенех ăша вăркаттарас çукчĕ те çав, мĕн тумаллине пĕлместĕп. Асаттепе асанне те каламаççĕ. Таçта тăсăлса выртас килчĕ.
— Кайса лар-ха хреснаçупа хреснаннӳ патне, — терĕ асанне.
Хапăлах пултăм. Чăнах та-çке. Вĕсем асаттепе асанне пек кунĕн-кунĕн килте лармаççĕ, ял çинче пулах тăраççĕ, вĕсем эпĕ çарта ирттернĕ вăхăтра мĕн-мĕн пулнине, мĕн-мĕн иртнине лайăхрах та кала-кала кăтартĕç. Васкаса тухса кайрăм. Тĕрĕссипе, китель çухине те улăштармаллаччĕ, çул килсе хуралсах çитнĕччĕ вăл. Юрĕ-ха, пысăк командир патне каймастăп, асăрхаканĕ асăрхĕ, асăрхаманни ирттерĕ те ярĕ.
Хреснаттепе хреснанне мана халех кĕтмен те иккен. Чăнах та ĕнтĕ, ку вăхăтра салтак таврăннине курма хăнăхман çыншăн кĕтмен хăнах пултăм эпĕ. Пурпĕрех савăнчĕç. Апла-и, капла-и, чăваш йăлине уярĕç, килех, иртех теме тавçăрчĕç.
Киличчен килес килетчĕ, халĕ кунта та хама ют çын пек туйма тытăнтăм. Хреснанне ман кăмăлăма çийĕнчех туйса илчĕ.
— Кĕтмерĕмĕр-ха çав сана, кĕтмерĕмĕр, — терĕ вăл ассăн сывласа — Кин тесе калас патнех çитнĕччĕ те, тупăнчĕ вĕт ун тĕллĕн пĕр усал. Шутламан та аплах пулать тесе... Эс пĕтĕмпех пĕлетĕн-ха... Çук-и? Ют çын çинчен пулсан темле-темле илемлетсе те калама пулать. Хамăра пырса тивет те...
— Кала, кала эс...
— Атя-ха тепĕр чухне... Паян эс килнине паллă тăвар. Хреснатте те айккинче юлас темерĕ.
— Ку чухне пурте намăс-симĕс çухатнă та, мĕн тесе каламаллине те пĕлмелле мар. Темшĕн тата çара та илмеççĕ çавăн пеккисене.
— Илеççĕ, — терĕм эпĕ. — Çарта унта темпе чирли те пур.
Кабанов çинчен каласа парас килчĕ те, хреснатте пӳлчĕ. Вăл мана васкаса алăран çавăтрĕ, чӳрече патне илсе пычĕ.
— Кур, паллатăн-и камне?
— Тӳрех уйăрса илеймерĕм-ха.
— Муза-çке, ара...
Урампа пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран хуп-хура тăхăннă хĕрарăм иртсе пырать. Тумне ятарласах çĕлетнĕ пулас, вăрăм аркăллă халатне пилĕкрен туртса çыхнă, пуçĕнчи хура тутăрне куçсем çинех антарса çыхнă, уринче те атă, те вăрăм кунчаллă пушмак пулчĕ. Уйăрсах илеймерĕм.
— Тахçантанпах хывмасть ĕнтĕ ку тумне, — терĕ хреснанне. — Калатпăр та, итлемест. Чĕртсе тăратаймастăн вилнĕ çынна тетпĕр, вăл хăйĕннех тăвать.
— Урмăшнă та, кама итлес пур ун? — хĕремесленсе каларĕ хреснатте.
— Ку пурнăçпа пурте урмăшса кайăпăр-ха. Ниçта та ним йĕрке юлмарĕ, — алă сулчĕ хреснанне.
— Мĕн пулнă вара Музăна? — куçсене чарсăх пăрахрăм хам.
— Илтмен-и, пĕлместне? — харăсах ыйтрĕç хреснаттепе хреснанне.
Тусăнса пуç сулларăм. Чӳречерен тепре пăхса илтĕм. Хура тумлă Муза куçран çухалма ĕлкĕрнĕ те.
— Ăçта кайрĕ ĕнтĕ вăл халь?
— Раман патне, — терĕ шăппăн хреснанне.
— Шыв хĕррине, — тӳрлетрĕ хреснатте. — Кĕпертен анатарах авăр пур-çке-ха, çав тĕлте шыв кукăрăлса каять. Çавăнта пытарнă Рамана...
— Мĕн? — пурне хăратса кăшкăрса ятăм эпĕ.
— Каллех илтмен-и? — çаплах шăппăн, хăйĕнчен хăй хăраса, такам ан илттĕр тенĕн калаçрĕ хреснанне.
Вилнĕ çын çинчен калаçнă чухне çынсем, чăвашсем уйрăмах та, сасса йăвашлатаççĕ. Вилнĕ çын хăй пирки калаçнине ан илттĕр теççĕ-ши? Тен, унпа та мар. Савăнăçăн хăйĕн сасси пулмалла, хурлăхăн хăйĕн теççĕ пулас. Ман хамăн та сассăм ăша кайрĕ, пыр тĕпĕ кăтăкланса вĕчĕлтетме пикенчĕ, ӳсĕре-ӳсĕре ирттерсе яма хăтлантăм, анчах усси пулмарĕ. Сĕтел хушшине ларсан тултарса парăр-ха пысăкраххипех тесе ыйтас килчĕ, анчах чăткаласа лартăм, хреснаннене пĕр хăратса та пĕр тĕлĕнтерсе пĕрремĕш черккене пуринчен малтан çавăрса хутăм. Çӳçенме те пĕлмерĕм, апат та çиес килмерĕ. Эрех пуçа кайми пулчĕ.
Урасем тытăнкине çухатрĕç пулин те, пуç тăрă пек туйăннипе çав кун виçине мансах ĕçрĕм.
Ĕçнĕçемĕн шухăш йывăрланса та йывăрланса пычĕ. Хреснатте хаваслантарма хăтланмарĕ мар, пулни-ирни çинчен, курни-илтни çинчен калама пуçлать, мана култарас тесе ятарласа камитле япаласене суйла-суйла илет. Те хăлхана кĕмеççĕ, те ăса хускатаймаççĕ ун калавĕсем. Хреснатте хăй ахăлтатса кулнинчен кулмастăп иçмасса. Раман, Веркка, Веркка, Раман, вĕсем хыççăн Муза пуçрах явăнаççĕ. Аттепе аннене манма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вĕсем ман пурнăçа çывах пулса кĕреймерĕç. Шăллăм-йăмăксен ячĕсене кăна пĕлетĕп, хăйсене пĕрне те курман. Хĕлимун пиччепе Хветура аппа ырă хваттер хуçисем кăна маншăн. Асаттепе асанне, хреснаттепе хреснанне пур ĕнтĕ, чи йывăр вăхăт килсе çапăнсан кайса пуç таймалли çынсем. Чуншăн çывăххисем вара шăпах çавсем: Веркка, Раман, Муза... Вĕсене манран кун-çул хăй уйăрчĕ-ши вара?
Пĕри тĕрмере, тепри шăтăкра, тата тепри тĕнче намăсĕнчен тарса çӳрет...
Чăвашăн çитмĕл те çичĕ турринчен хăшне юраймарĕ-ши пирĕн ӳсĕм? Мĕн туса айăпа кĕтĕмĕр-ши ун умĕнче? Мĕнле каçарттармалла-ши çав айăп чăнах та пулсан? Пирĕн ӳсĕмрисенчен тата кама тĕллесе хунă-ши çав хаяр турă? Пурнăç çулĕ çине тăнă-тăман миçе виле курма тур килчĕ, миçе çынна сарăп кучĕ кун-çул! Пурин те чечекленсе сарăлас вăхăт кăна çитнĕччĕ — пĕри те çимĕç парса ĕлкĕреймерĕ...
Эрехрен мар пулĕ, шухăш тулăхран пуç çаврăна пуçларĕ.
Вунçиччĕмĕш сыпăк
Кĕрейсен-кĕреймесен те пурпĕрех тенипех ĕнтĕ ним чухлĕ те пăлханмарăм, институт коридорĕн сулхăнĕ ним чухлĕ те çӳçентермерĕ. Хамран виçĕ çул кĕçĕнреххисем ăмсанса пăхнине сисрĕм те, ку пушшех те мăнаçлăнрах çӳреме хистерĕ. Преподавательсем те манпа урăхларах калаçаççĕ. Механика факультетне кĕме хатĕрленетĕп те, манран шкул программипе ыйтмаççĕ, çарта мĕнле техника пуррине, мĕн-мĕн тума пĕлнине тĕпчеççĕ. Савăнсах каласа паратăп, эп каланине манпа пĕрле экзамен тытакансем те каçса кайсах итлеççĕ. Гуманитари наукин ăслăлăхçисемшĕн Китайри компартин йăнăшĕсенчен пысăкрах ыйту çук пулас, тӳрех çавна ыйтаççĕ. Билетри ыйтусене мансах. Маншăн пулсан çарта та хăлхарах янраса тăнă çав сăмах пĕрре те кăткăс пек мар. Шакăртаттаратăп кăна, сывлăш çавăрми калаçатăп.
Экзаменсем парса пĕтерсен мана уйрăммăн механика факультечĕн деканĕ хăй патне чĕнсе кĕртрĕ. Йышăнасси-йышăнмасси пирки никам та иккĕленмерĕ. Декан ӳкĕтленĕ пекех каларĕ, урăх ниçта та кайма ан шутла, факультет чысĕ пулăн терĕ.
Ĕç-пуç çапла çаврăнса кайни манран урăх çын туса хучĕ. Институтран пирĕн полка хут ăсатрĕç, çар комиссарĕ çар билечĕ çине служба вĕçленнĕ тесе паллă туса пачĕ.
Вĕренӳ çулĕ пуçланиччен эрне малтан института чĕнсе илчĕç, Аçтăрхана помидор пуçтарма, Оренбурга тырă вырма, Тĕмене фермăсем тума каймашкăн студентсен отрячĕсене йĕркелеççĕ, вĕсен командирĕсемпе комиссарĕсем кирлĕ иккен. Командирсемпе комиссарсене аслă курссенче вĕренекенсенчен суйла-суйла илеççĕ. Мана ĕнтĕ çарта пиçĕхнĕ тесе шанчăклисен йышне кĕртнĕ. Малтан институтри комсомол комитетĕнче, унтан область комитетĕнче калаçусем ирттерчĕç. Çарта та çын аллинче кăна пулма хăнăхнăскерĕн, манăн пĕрре те ертӳçĕ пулас килмест, анчах кутăнланма та хăрамалла. Умра мĕн пулассине пĕлмен чухне теветкелле хăтланма асăрханмалла. Пĕрре туртса хучĕç тĕк ятăма, урăх нихçан та çын шайне çĕкленеймĕн, алли пыран сăхма тытăнĕ тесе шутларăм та мĕн килет — килтĕр, мĕн пулать — пултăр тесе кăна пурăнтăм.
Анчах тин кăна сăмсаланнă студента, мана студентсен отрадне урăх çĕре ертсе кайма шанас темерĕç пулас, кунтах, институтрах, хăварчĕç. Пирĕн пысăк мар йыша вĕренӳ паркĕнче ĕç тупса пачĕç. Эпир темшĕн япаласене вырăнтан вырăна куçарнине йĕрке туни тесе шутлама хăнăхнă. Çарта та çавахчĕ, кунта та пире такамăн алă çитменнипе сапаланса выртакан ăпăр-тапăра пуçтарма, верстаксемпе станоксене вырăнтан вырăна куçарма, шăлма, çума каларĕç. Пĕр сăмахпа каласан, кахал ĕçĕ хушрĕç.
Çар пурнăçĕн пĕревĕрлĕхĕнчен хăпса шăв-шавлă пурнăçпа пурăнма тесе хавхаланнăччĕ. Хам ӳсĕмрисемпех пĕр шăпăра çыхăннă та — кун-çул çавсем патне çавăра-çавăра пырать. Канмалли кунсенче асатте килнех каяс килет. Хăйсен ĕнси çине студент хăпарса ларнине ватăсем ытлашши тесе шухăшламарĕç, мана ылханмарĕç, ура утнă чухне вĕрентсех кăларăпăр терĕç.
Пĕр шăматкун каçкӳлĕм çитсе ӳкрĕм яла. Асанне мана чун пекех кĕтнĕ иккен. Саппун кĕсйинче виçĕ кун чиксе çӳренĕ ку çырăва. Алăк уçса хупнă-хупман тыттарчĕ ăна. Хăй айккинерех пăрăнса тăчĕ те, камранне-мĕнне ыйтам-и, ыйтам мар-и тенен, пуç чалăштарса пăхса тăчĕ. Веркка аллине палласа илтĕм те асаннене пырса çупăрларăм. Урăх ним те кирлĕ пулмарĕ ăна, çырлахрĕ, каçăхрĕ.
— Кам ачине палласа та юлаймарăм, алăран тыттарчĕ те вут пек тухса вĕçрĕ. Чим-ха, чим, канихвет парам хăвна терĕм те, ăна та итлесе тăмарĕ. Верккаранах пуль терĕм çав...
— Уçса вуламаллаччĕ ара.
— Ан калаç-ха, сан валли çырнă пуль ăна, — терĕ те асанне куçран çухалчĕ.
Конверта çурса уçрăм та çырăвне кăларма хăраса тăтăм. Тем тавçăрас та тĕшмĕртес килнĕ пек пулчĕ. Чĕрене сар çу пек çемçетсе яракан ачашлăх çуках унта тесе шутларăм та вулама пуçларăм.
«Юратнă çыннăм! Вуласа тух та ку çырăва çурса пăрах. Калас тенĕ сăмах ан асаплантартăр тесе кăна çыратăп. Мĕн пулса иртнине эсĕ пĕлетĕн. Халăхра хавха сӳнменех пулĕ-ха. Сана пулнинчен те ытларах каласа пама пултарнă. Эпĕ сана юратнă, халĕ те юрататăп. Анчах тĕнче мăшкăлĕ пулнă хыççăн сан умна тăма пултараймастăп. Ăраскалăм çапла пулчĕ пулсан унпа килĕшмех тивет. Эсĕ те ан хуçăл, ан аман. Сана хамăртан ытларах юратса пурăнакансем эпир иккĕн. Эсĕ ăна та пĕлме тивĕçлĕ. Пĕрремĕш ывăлăма сан ятнах патăм. Анчах хушамачĕ кăна урăхла. Урçана качча тухрăм. Вăл мана юрататăп тет. Кӳрентермест, хисеплет, Клима юратать, хăйĕн ачи вырăннех йышăнчĕ. Эпĕ упăшкама Клим санран юлнине каламан, калассăм та çук. Икĕ уйăх маларах çуратакансем эпĕ кăна мар.
Эпĕ сана Шупашкар урамĕнче ăнсăртран куртăм та ку таврăннă иккен тесе шутларăм. Хурнай çыннисенчен эсĕ ăçта пурăннине шахвăртса пĕлтĕм. Чарса тăрсах калаçас килетчĕ те — шăла çыртрăм та туссе ирттертĕм. Мана ан шыра, ман канлĕхе ан пăс. Пурнăçна ан ылхан. Телейне тупма турă пулăштăрах».
Алă пусман, кунне кăтартман. Çырăвне те сĕтел хушшине ятарласа кĕрсе ларса çырманах, апла пулин те аллине пăсас мар тени сисĕнет...
Ман пурпĕрех Веркканах курас килет, ăнах юратас килет... Мĕн тăвам-ши? Килне хыççăн кайса юнтармăш ача пек пулам мар-ха. Ăс-пуç тавра çавăрмалăх мĕн пулса иртнине те пĕлместĕп хам. Унсăрăн кам айăпли-явапли те пулин паллă мар. Унсăрăн тепĕр утăма тума та шикленсе тăмалла.
Асаннене калаçтарма тытăнтăм. Вăл хăлхана кĕнĕ тăрăх кăна пĕлет те, тивĕçтермерĕ ун сăмахĕ. Веркка йăлтах пĕлет-ха ĕнтĕ. Вăл халь маншăн çук...
Пурнăç тӳнтерĕшĕ мана çара ăсатнă кунран пуçланнă иккен. Çаплах шутлас килчĕ. Урăхла нимле пĕтĕмлетӳ те тума çук, çаврăнса çӳресен-çӳресен айккинерех пăрăннă пек пулатăн та каллех çавăнта çитсе тухатăн. Эп катаччи чупасах мар тесе татса каласан, хреснатте лашасене тăварса ярсан Арккайпа Гамиль тухса кайрĕç те, ăш каничченех ĕçсе савăнас хавалпа çӳренĕскерсем, çав каçах лавкка çаратнă... Кун çинчен каярах кăна пĕлтĕм те каярах каласа парăп...
Юлашки каç Хĕлимун пичче пӳртне пуçтарăнсан Арçук Верккана куç хывнă пулнă та эпĕ таврăниччен пурпĕрех çавна качча илетĕп тесе юлташĕсем умĕнче мухтанма тытăннă. Эпĕ кăштах кăна манăçа тухасса кĕтнĕ. Вара тытăннă Хурнайне çӳреме.
Арçук хĕрсемпе мĕнле калаçса мĕнле паллашнине курман эпĕ. Верккапа та чĕкеç чĕлхипе-и, курак чĕлхипе-и, мĕнле чĕлхепе калаçнине те пĕлместĕп. Анчах Веркка хăй çăвар вылятам тесе кăна унпа калаçманах. Ун талайне пĕлетĕп. Кам пулсан та арçын пултăр теесси унра пачах та çук. Малтан Арçук манран салам калама тесе кĕркеленĕ ун патне. Кайранрах хашлатса сывлама тытăннă, сăмах хушшинчен юрататап тесе персе янă. Вара Веркка ăна хăйĕн пӳлĕмĕнчен çавăтса кăларса янă. Виçĕ çул хушшинче виççĕр хут та улшăнатъ-ха кун шухăшĕ тенĕ те пуç усма пĕрре те туман, ĕмĕтне хĕртнĕçемĕн хĕртнĕ, хăйне хавхалантарсах тăнă. Пурлăхпа-пуянлăхпа та пулин пурпĕрех илĕртетĕп тенĕ те парне кӳме тытăннă.
Капла та ĕç тухманнипе ашшĕпе амăшне тапăннă: кайăр, çураçăр, евчĕсене канăç ан парăр...
Юрату тени çамрăк чĕрене еплерех ним шелсĕр çунтарнине эп хамранах пĕлетĕп. Çăварлăхлама та, тăллама та çук ăна. Вăл капланнă çурхи шыв кăна та мар. Вăл аçа-çиçĕм кăна та мар. Ун чухне Арçукăн чĕри еплерех кĕлленнине ăнланма мана пĕрре те йывăр мар, Аçу-аннӳ те, çывăх юлташу та пулăшаймасть сана. Пĕр хăвăн тӳсмелле те чăтмалла. Ĕнтĕ чĕрем кĕлленсе те кĕлленсе пынине тӳсме хăнăхрăм темелле. Кĕл сивĕнсен хамран кам пулассине кăна пĕлместĕп. Арçук çулĕ çине тăрас марччĕ тем тесен те...
Арçук хистенипе Хĕлимун пиччепе Хветура аппа Хурнайне тухса уттарнă. Каяс килмен çĕртен. Чунĕсене хĕнесе. Çамрăксем хăйсем чĕлхе тупайман тăк ăна никам та тупса парас çуккине ăнланнă иккĕшĕ те. Эпĕ çӳрекен сукмаксене пĕлмен те вĕсем тавра çулпах утнă. Калаçман. Иккĕшĕ икĕ тĕрлĕ шухăшпа пулнă. Амăшĕн яланах хăйĕн ачине телейлĕ кăна тăвас килет. Ача телейĕ унăн телейĕ те. Çавăнпа Хветура аппа Верккана епле пулсан та çавăрма май шыранă. Хĕлимун пиччен вара ăнман ачана вăрçас та ятлас кăмăл кăна пулнă. Хĕр тупма та ашшĕ-амăшне шанакан каччă тивлетсĕрех тесе шухăшланă. Ку чухне хĕр вăрлас, евче шанас йăла пĕтнĕ те, çамрăксен хăйсенех пĕр-пĕрне тупмалла тенĕ.
Силленсе ларакан кĕпер урлă каçсан Хĕлимун пичче сасартăках çулран пăрăннă те пусăрăнса шухăшлама вырăн шырама тытăннă.
— Мĕн-им, эс малалла пымастăн-им? — тулашмасăр-тумасăр ыйтнă Хветура аппа.
— Ача-пăча хыççăн çӳрекен сĕтел айне ӳксе вилнĕ, — мăкăртатнă Хĕлимун пичче.
— Çаплине çапла та, çитсе курар-ха çапах та.
— Мĕн пуçласа мĕн калаçăпăр?
— Сăмахĕ тупăнĕ-ха унта.
— Намăс курса çӳрес килмест.
— Манăн килет тетнем? Манăн та пĕрре те кăмăлăм çук. Атя апла, çаврăнар каялла...
Ним хуравсăр-мĕнсĕр Хĕлимун пичче татнă та каялла утса кайнă. Хветура аппа аптăрасах ӳкнĕ. Ма каларăм пулать-ха капла? Чăнласах ĕненчĕ ку, шеремет. Яла çитнĕскерсен кĕрсех тухмаллаччĕ ентĕ...
Аптăраса тăнă-тăнă та упăшкине хуса çитес тесе танкăшма тытăннă. Нимсĕрех таврăннă каялла.
Çав кунах Арçук ашшĕпе амăшне айăп тенкелĕ çине лартнă та. Пурнăçăн йĕрки çапла-çке. Ачи-пăчи кун-çулĕ ăнмасан яланах ашшĕ-амăшне айăплать. Арçук та ашшĕпе амăшĕ ытама кĕртейми, хул-çурăм тытайми айăп тупса тултарнă. Уншăн мĕн туни пурте-пурте юравсăр пулса тухнă. Арçука хăй кĕçĕнни пулни те килĕшмен. Çакă кунччен шарламан-ха ăна. Сăлтав тупăннă пек чухне айăпласа юлам тенĕ-ши? Амăшĕ туянса панă кĕпе-йĕме хыва-хыва пеме тытăннă. Кунпа та çырлахман-ха. Мана усрава илнĕшĕн, çавна пула Арçука мĕскĕне хăварнăшăн ӳпкелеме тытăннă. Кун хыççăн Хĕлимун пичче тӳссе тăрайман. Сиксе тăнă та хаяррăн кăшкăрса пăрахнă:
— Çитет аташса! Чĕрĕ куçлă-пуçлă, сывă алă-ураллă çитĕнтерни килĕшмест пулсан пуçна та касса ярăп, аллу-уруна та пăрса ярăп! Виç пуслăх ĕçсе пилĕк пуслăх хăлаçланакансене сансăрах курнă. Хĕр çавăрма та пултараймастăн тăк — мемме эсĕ, пăх-шăк миххи кăна!
— Чарăн-ха эс, Хĕлимун! Янратăрах, — лăпкăнах ларнă Хветура аппа.
Хăйĕн ăшĕнче вара вут-хĕм палканă. Чăтăмлă та тӳсĕмлĕ хĕрарăм вăл. Ăш-чик пăлханнине пичĕ çине нихçан та кăлармасть. Анчах Арçук ашшĕ çине алă çĕклеме тăрсан, чăмăрĕсене хытарнă ывăлĕ Хĕлимун пичче умнех пырса чарăнсан вăл та тӳсĕмлĕхне ирĕке янă, ку таранччен ачашлама кăна пĕлнĕ аллисене тарăху мар, кӳренӳ тулса ларнипе пулĕ ывăлне мĕнпур вăйпа çутăлтарса янă, çитменнине, тьфу! тесе ура тапса илме те манман. Арçук вара вăрт çаврăннă та пӳртрен тухса кайнă. Эрне ытла киле таврăнмасăр çӳренĕ.
Мăньял тесен те, ял ялах. Темле пытанса çӳресен те ашшĕпе амăшĕ ывăлне куçран çухатман. Вăл ăçта выртса тăнине, кампа та кампа ĕçсе çинине пĕлсех тăнă. Ăçта кайтăр, таврăнать ак тесех пурăннă. Анчах Арçук хăй пеккисемпе хулана куçса кайма шухăшлать тенĕ хыпар çитсен Хĕлимун пичче чĕмсĕре тухнă, Хветура аппа хальччен пулманнине кунĕ-кунĕпе çухалса çӳреме тытăннă. Паллă ĕнтĕ, евчĕ хĕрарăмсем патĕнче пулнă вăл. Çавсен чеелĕхне пĕринчен эрехле, тепринчен парнелле, ытах çăткăннинчен укçалла илнĕ.
Ку хутĕнче те евчĕсенчен пайта пулман та, Хветура аппан темле-темле майлă та шухăшлама-уйлама тивнĕ. Пĕр Арçук кăна пулман ун пуçĕнче те чĕринче. Эпĕ те пулнă. Ман çинчен те шухăшланă Хветура аппа. Акă ĕнтĕ пурнăç юнтармăшĕ! Арçукпа иксĕмĕрĕн çул хĕресленнĕ. Ку таранчченех юнашар пытăмăр та, халĕ кам камăн çулне пӳлмеллине татса памалла. Манăн мар-ха, Арçукăн мар, Хветура аппан тумалла çакна. Вăл мĕн-мĕн шухăшланине эпĕ пĕлейместĕп. Кунта шухăшĕнчен маларах амăшĕн туйăмĕ пулнă пек туйăнать. Туйăнать мар, çаплах пулнă ĕнтĕ. Епле тесен те чĕре айĕнче йăтса çӳрени эпĕ мар, Арçук пулнă. Ăнах маларах хума хистенĕ амăшĕн туйăмĕ. Вара...
Эрне ытла çухалса çӳренĕ ывăлĕ килне таврăнсан ĕçлесе мар, ĕçсе ĕшеннĕ Арçука канаш панă. Шăп çав вăхăтра Мăньялта унашкалли пĕрре мар пулса иртнĕ пулнă. Мăшкăлланă тесе суда параспа хăратса темиçе хĕр качча тухнă.
— Майлă самант туп та, — тенĕ амăшĕ ывăлне, — хĕрлĕхне çĕмĕр... Хыççăн чупаканни эсĕ мар, вăл пулĕ...
Арçукăн хăйĕн те пуçĕнче çав шухăшах пулнă иккен. Амăшĕн сăмахĕ вара теветкеллĕх те сĕмсĕрлĕх кăна хушса панă.
Усала пĕрре сутăннăшăн халь миçен инкек тӳсетпĕр. Хĕлимун пичче вăхăтсăр ватăлчĕ. Хветура аппа пурнăçне ылханма пикеннĕ, çылăхне каçарттарма пĕртен-пĕр меслет кăна пĕлет, куллен чиркĕве çӳрет. Арçук кирпĕч шутлать. Верккапа иксĕмĕрен асапăмăрсем урăхларах пек-ха. Чи йывăрри çавă пулĕ. Пирĕн чунăмăрсене ватса хăварнă. Чунсăр çын чулпа пĕрех. Ыттисемпе тан утса çӳрес, пурнăçпа киленес тесен пирĕн ванчăк чунăмăрсене çынран пытарма тивет.
Такампа, пурне те-пурне те пĕлекен çынпа, калаçас та пурнăçри хамăн вырăнăма пайăрлас килет. Юхăм кӳлекне лекнĕ те пăлтăр-палтăр çаврăнакан турпас кăна пулас килмест-çке. Çил вĕрсен кăкăра каçăртас, хăмсарсан хирĕç тавăрас килет.
Çавăнпах пулĕ асатте килне Партком килсе кĕрсен тарăхмарăм, мĕн калаçушăн килнĕ-ха ку тесе ăна тĕсесе кăна сăнарăм. Хăна сĕтелĕ хушшинче пулса курман çын мар-ха вăл та. Анчах эпĕ астăвасса вăл сулкаланса утман, чĕлхи такăниччен ĕçмен. Паян вара хăйĕнчен кĕвĕлнĕ эрех шăрши çапать. Куç айĕнчи хутаçсем тулса ларнă, аллисем тӳме вĕçертеймиех пулнă. Хевтине пуçтаркаласа пирĕн киле ырă сунчĕ те çине-çинех каçару ыйтма пикенчĕ.
— Мĕн ĕнтĕ, Ярмун, куллен йăлăхтарса çӳрекен çын пек ан пул, килнĕ пек чухне иртсех лар, — терĕ асанне.
— Климпа калаçас тенипе кăна-ха... Ял хушшинче тĕл пулма çук... Тахăш çулпа çӳрет вăл...
— Ирт-ха малтан, — терĕ те асанне сĕтел питне саппун аркипе шăлса илчĕ.
Партком малтан асаттене алă тытрĕ, унтан ман патăма пычĕ.
— Санпа калаçас тетĕп, ан ятла-ха. Ĕнтĕ пурнăçра сыснана та йысна темелле вăхăтсем пулаççĕ. Сана та кӳрентернĕ пулĕ. Каçарах мана. Аптăрасах çитрĕм. Врач патне илсе каяс тĕтеп Музăна, шарт та март кăна. Мĕн туса, мĕн парса сиплемеллине те пĕлместпĕр. Эсир тантăшлă-мĕнлĕ ӳснĕ те, санран пулăшу ыйтса пăхсан тетĕп те...
Асанне пӳлчĕ хĕрсе кайма тăнă Парткома.
— Ярмун, эс малтан мĕн-мĕн пулнине йĕркен-картан каласа пар. Клим вăл ним те пĕлмест. Раман вилнĕ тенине кăна илтнĕ.
— Эп пурне те пĕлетĕп тетнем? Эпĕ те санран ытлашши ним те пĕлместĕп.
— Эс хăть пуçлăхсене курса калаçатăн, районта пулсах таратăн. Милицисем те килсен-кайсан санпах калаçаççĕ.
— Мĕн милицисем! Вĕсене хăйсене кайса ямалла Рамана путнă авăра! Çӳреççĕ сулланса. Кун ирттĕр те, çĕр ирттĕр те тесе пурăнаççĕ.
Лас алă сулчĕ те Партком асанне чĕнессе кĕтмесĕрех сĕтел хушшине кайса ларчĕ.
— Ан васка, Ярмун. Кăларас тесе шутланă-ха. Чĕлхе уçмаллисĕр пурăнакан марччĕ.
Хаш сывларĕ те Герман Петрович кăмака çамкинелле пăхса шухăша путрĕ. Туртăннă, типшĕрнĕ Герман Петрович та. Ватти çитнĕ çын пекех туйăна-туйăна каять. Çынна çул ватăлтармасть, хуйхă ватăлтарать тени тĕрĕсех пулĕ çав.
— Лар-ха çывăхарах, — кăчăк туртрĕ мана Герман Петрович.
Итлерĕм. Туйăмсăр пек асатге енне пăхса илтĕм те лешĕ йăшăл та туманнине курса Герман Петрович çывăхнерех сиксе лартăм.
— Тепĕр уйăхран туй тумаллаччĕ Раманпа Музăн. Ăна илтнĕ те, пĕлетĕн те, — ман енне темсĕлчĕ Герман Петрович. — Эпир çамрăк чухне авăр пулнă, халĕ шапа пăтти тулнă кӳлĕре тупрăмăр Рамана. Виçĕ кунтан. Мотоцикл çинчех ларать. Виç кустăрмаллăскер тӳнсе те кайман. Йĕр тăрăх кайсан хăех çулран пăрăннă та шыва чăмнă теме пулать. Тем тĕрлĕ те шухăшласа пăхатпăр. Милицисем те такама-такама та чĕнтерсе пăхрĕç. Ним уççи-хуппи те çук. Çавăнтах, шыв леш енне, пытартăмăр. Муза вара кашни кунах унта ирттерет вăхăтне. Усал ерчĕ пуль. Пирĕнпе те калаçмастъ, вăрăм хура халатне те хывмасть. Апат çини-туни те çук. Темле пурăнать. Калаç-ха эс ăна курса, Клим. Никама та итлесшĕн мар. Тен, сана хăваласа ямĕ.
— Юрĕ ара, — терĕм те, Герман Петрович пичĕ çуталнă пекех туйăнса кайрĕ.
Герман Петровича кура хам та ассăн-ассăн сывлама пуçларăм. Анас çынран çынна куçать теççĕ. Анас кăна мар, хаш сывлăш та пĕринчен тепĕрне куçатъ иккен. Унччен те пулмарĕ, тăм кĕлетке пек туйăнакан асатте те хашлатса ячĕ. Тĕпелтен тухнă асаннене пырса çапăнчĕ ун хурлă сывлăшĕ. Пĕр кана çаплп ассăн-ассăн сывласа ларнă хыççăн пуриншĕн те пĕртен-пĕр айăпли хам пулнă пек туйăнма тытăнчĕ те — хĕремесленсе калаçма пуçларăм. Кун пек шухăш чăлханчăк пулнине пĕлместĕп мар-ха, лăпланса, пусăрăнса калаçма хал çитереймерĕм. Каппăн-каппăн киле-киле тухрĕ чун тăвăнăвĕ. Çавăнпа чыхăна-чыхăна кайрăм, çавăнпа пит хĕреле-хĕреле килчĕ. Ку пурпĕрех латлă сăмах калаяс çук тесе шутларĕ пулас та, асанне пахматсăр пӳлсе хучĕ:
— Хăвăнтан аслăраххисем пур чухне чĕлхӳне ирĕке ан яр-ха, аслисем каланине итле малтан...
Хатĕрех-ха итлеме. Эсир, аслисем, çăвар уçса шарламастăр-çке-ха. Пĕрре Герман Петрович, тепре асатте çине пăха-пăха илтĕм. Асанне енне çаврăнма хăратăп хам. Унăн куçĕсем хаяррăн шăтарасран хăратăп.
— Пĕтрĕмĕр, пĕтмеллипех пĕтрĕмĕр, — терĕ ларсан-ларсан Герман Петрович.
— Тем ан калаç-ха, — хăтăрса та тăкрĕ асанне. — Кун леккине мар курнă. Вăрçă вăхăтне аса ил-ха...
— Ун чухне ĕмĕт пулнă, — парăнасшăн пулмарĕ Герман Петрович. — Халь мĕн пур? Председатель иртен пуçласа каçченех ӳсĕр çӳрет. Хуçа çук та, кам мĕн пултараять, çавна вăрлать. Çамрăкĕсем тискерленсех çитрĕç. Америкăра çапла тетчĕç ĕлĕкрех. Америка пирĕн яла та çитрĕ...
— Эс хăвна хăйсен йышĕнчен хăваласа янипе кăна председателе юратмастăн-ха. Малтан, вĕсен юррине юрланă чухне, шăпăртахчĕ. Суйлавсем вăхăтĕнче вĕсемшĕнех ĕштеленсе çӳреттĕн...
— Сăхсăхатăп, уншăн мар. Пĕрре те уншăн мар.
— Апла пулсан, — терĕ лăпкăн асанне, — ватăлатăн. Ватăлас енне кайсан çынсем çамрăксене вăрçма тытăнаççĕ.
— Ку тĕрĕсех ĕнтĕ... Ватăлас енне кайрăм кăна мар, ватăлсах çитрем пулĕ. Унчченхи хастарлăхăн чĕрĕкĕ те юлман хамра. Таçта кайса кĕчĕ. Таçта мар-ха... Чĕрĕкне Раман хайĕнпе илсе кайрĕ, ыттине Муза туртса илчĕ... Чиперех пурăнаттăмăр. Йăтăнчĕ те анчĕ инкек.
— Куçа курăнса килмест çав вăл, — терĕ те асанне асаттене сĕтел пуçне куçса ларма кăчăк туртрĕ.
Лешĕ мăшăлтатса вырăнтан хускалчĕ, уксахламан çĕртенех туяран хăпайманскер, унпах хыçлă пукан çине куççа ларчĕ.
Пĕрер черкке шаккаса ĕçрĕмĕр те каллех пурнăçа сӳте-сӳте явма пикентĕмĕр. Герман Петрович ĕçке ернĕ председателе вăрçма çаплах манмарĕ, асанне чарни те чарни пулмарĕ, асатте кăмăлсăррăн мăшăлтатса илнине те сисмĕш пулчĕ.
Çапла ĕнтĕ вăл, пурнăç. Кашни ӳçĕмĕн, кашни ăрăвăн хăйĕн хуйхи. Çавăнпа кашни ăру хăйĕн чĕлхипе кăна калаçаять. Герман Петрович сăмахĕсем маншăн та ют пек туйăнчĕç. Манăн та вĕсене итлесех килмерĕ. Сăмах килĕштереймерĕмĕр. Çакна Герман Петрович та туйрĕ. Мăраннăн вырăнтан хускалчĕ те мана çупăрлама хăтланчĕ.
— Тĕл пул-ха Музăпа, калаçса пăх-ха. Сана, тен, итлĕ. Тем тесен те эсир тантăшлă-мĕнлĕ пулнă...
— Ма лармарăн вара? — кăмăлсăрланчĕ асанне.
Герман Петрович чĕнмерĕ. Те чăнах та илтмерĕ асанне каланине, те илтмĕш пулчĕ. Кăлт тĕкрĕ асанне çурăмран: ăсатса ярах... Пуç ухрăм та алхапăл тумланма тытăнтăм.
— Анса килер-и шыв хĕррине? — терĕ Герман Петрович калинкке умĕнче.
Турткаланса тăма сăлтав пулмарĕ. Йăкăлт сиктерсе илтĕм хулпуççисене. Герман Петрович пуç чикрĕ те утса кайрĕ. Эпĕ ун хыççăн танкăшрăм.
Силленсе кăна тăракан кĕпер курăнма тытăнсан сăрт сĕвекĕнче чарăнса тăтăмăр. Хитрех çав, хитрех пирĕн тавралăх. Кирек хăш вăхăтра та унăн хăйне кăна тивĕçлĕ илемĕ пур.
Авăн уйăхĕн вĕçĕнче вара вăл нихçанхинчен те хытăрах капăрланнă. Сăрт хĕррипе ӳсекен хурăнсем сап-сарă шерепесем урта-урта янă, хăшĕн хитререх тенĕ пек, пĕр-пĕрин еннелле ухăна-ухăна илеççĕ. Манран ыйтсан та хăшĕ хитререххине татса калайман пулăттăм. Ăвăссен çулçисем кĕп-кĕрен, йĕлмесен йĕпкĕн кĕрен. Çăкасем кăна шупка сарă тĕсе кăмăллаççĕ пулас. Ытти йывăçсенчен именнипе-ши ку? Ешĕл курăк çине пăччăн-паччăн ӳккеленĕ сарă çулçăсем ылтăн укçасем пекех курăнаççĕ. Йăмрасемпе хăвасем хăйсен ешĕллĕхне çухатасшăн мар-ха. Юр ӳкиччен те хывмаççĕ вĕсем хăйсен юратнă тумне, хăш-хăш çул хĕле çитиех упраяççĕ. Сĕткен тулçă хĕп-хĕрлĕ пиçнĕ паланпа пилеш куçа йăмăхтараççĕ. Пăхас та пăхас килет кĕрхи вăрман çине. Анчах Герман Петрович сасси хăлхара сĕрлесе тăракан пулчĕ. Хăй ассĕн мар, манпах калаçать вăл. Эпĕ вара тимлĕхе пуçтарса ун сăмахĕсене хăлхана чикейместĕп.
— Илтмерĕнем? — кăшкăрмах пуçларĕ вăл. — Миçе каларăм, хурав памастăн. Хăрарăна вара çавăн чухне, çак кĕпер урлă каçса кайнă чухне?
— Астумастăп...
— Да-а-а... Унтанпа машина мар, лаша та пырса кĕмен ку кĕпер çине... Лешне, çĕннине, Платун еçке ермен пулсан тахçанах туса пĕтермеллеччĕ. Нумай та юлман вĕçлеме. Ав кур, каркаланса тăрать.
— Халь те çавра çулпах çӳретре?
— Çӳретпĕр пулмасăр... Районтисем те пĕлеççе Хурнай нушисене. Те алă çитереймеççĕ, те ĕнтĕ Платун майлă пулнăшăн ял халăхне нуша кăтартас теççĕ...
— Платон Иванович сыпать тенине илтмен, — терĕм те, Герман Петрович хĕрсех кайрĕ.
— Çавăн чухлĕ председательте ĕçлесен те ĕçмесен! Эп хам пулсан та ун вырăнĕнче ая ярсах выртмалла. Тем те ыйтаççĕ председательтен, çăвне, çăмне, ашне, пăшне, пылне, çырлине... Шутласа та пĕтереес çук, хăйне ним те памаççĕ. Вунă çулта пĕр трактор илейсен турра тав ту... Атя-ха Платуна вăрçса çитĕ, кайса курар Раман тăприне... Эс пулман вĕт-ха унта?
— Çук, — терĕм те Герман Петрович вырăнтан хускаласса кĕтме тытăнтăм.
Пĕр хушă шухăша путса тăчĕ вăл. Унтан ман ума пычĕ.
— Кĕперпех çаврăнса каяр пуль. Сукмакпа кайсан каçма çук. Ĕлĕк пурччĕ. Çĕрĕшсе анчĕ те, çĕннине тăвакан тупăнмарĕ. Халь çуран çӳреместпĕр мар-и?
Хам çуралса ӳснĕ ял тавралăхне никамран лайăх пĕлетĕп тесех шутлаттăмччĕ ку таранччен. Аплах мар иккен. Герман Петрович хыççăн утнă чухне çакна лайăх туйса илтĕм. Вăл мана çак самантра темле ют çын пек туйăнма тытăнчĕ. Кĕпер урлă каçсанах хăмăшлăха илсе кĕрсе кайрĕ. Кунти сукмак мана пиртен аякри-аякри çĕршывсене асаилтерчĕ. Герман Петрович вара çĕнĕ çĕр уçакан пек мар, хуçа пекех утса пычĕ. Эпир часах кӳлĕ тесен кӳлĕ мар, кӳлленчĕк тесен кӳлленчĕк мар вырăна çитсе тухрăмăр. Турăшăн та, ют çĕрти пекех туйрăм хама. Тĕлĕнсе те илтĕм хамран хам. Кунтан аслă çул та инçе мар тата.
Герман Петрович мана алăран çавăтрĕ те çеремлĕ вашмăк çырана илсе кайрĕ. Тытăнчĕ хăлаçланма. Ав унта мотоцикл пулнă, ак кунта йĕрсем пурччĕ текелеме тытăнчĕ. Унтан аслă çул еннелле çаврăнса тăче те пиншак кĕсйинчен куçлăх кăларчĕ. Ăна тăхăнса ячĕ.
— Мĕн тума кунталла çаврăнса кĕнĕ-ха вăл? Шухăшлама ăс çитмест... Ялта пĕртен-пĕр урă çынччĕ вăл...
Çарта чухне Раманран çыру илнĕччĕ. Атте-анне ĕнси çинче тăршшĕпех лараймăп. Колхозра ĕç çук, милицие ĕçе кĕтĕм тесе çырнăччĕ. Ырламанччĕ çакна эп ун чухне. Халĕ те ырламанах пулăттăм. Милиционер тени маншăн яланах мăшкăл сăмах пек туйăннă та, çынна кирлĕ те сумлă ĕç пулсан та, милиционер пулассăм çуках тесе шухăшлатăп паян та. Рамана килĕшнĕ çав ĕç. Килĕшнинчен ытла, ун ниçта кайса кĕме пулман ĕнтĕ. Авланас та çемье чăмăртас тесен çĕнĕ йăх тăсăмне хăй çине илме шутланă çыннăн пуш кĕсьеллĕ пулмалла мар-ха. Ăна та ăнланмастăп мар.
Герман Петрович çаплах калаçать те калаçать. Пĕр сăмахĕ те хăлхана кĕмест. Тинех пĕтрĕ пулĕ ун каламалли. Мана алăран çавăтрĕ те, эпир кӳлленчĕк леш еннелле утса кайрăмăр.
— Ак çакăнтах пытартăмăр Рамана, — терĕ Герман Петрович. — Муза çине тăнипе.
Пăхрăм та — эпир тимĕртен шăратса тунă шĕвĕр палăк умне çитсе чарăннă иккен. Кантăк айне лартнă сăнӳкерчĕке куртăм та, ӳтĕм-пĕвĕм тăрăх тем амакĕ чупма тытăнчĕ. Чĕрĕ Раман куç умне тухса тăчĕ. Анчах вăл темшĕн эп курма хăнăхнă Раманран лутрарах, пуçĕ вара чылай пысăкрах. Тем каласшăн, каласшăн хăй, анчах ниепле те çăварне уçаймасть. Кĕтетĕп, чăтайми кĕтетĕп ун сăмахĕсене. Ух, тарласах кайрăм. Темшĕн каçару кăна ыйтас килчĕ унран. Пуç тая-тая тем-тем калас килчĕ. Раман хăй çăвар уçайман пекех, эпĕ те ним те калаймарăм. Вара Раман ман куç умĕнчен тарса çухалчĕ. Вăл тăнă вырăнта тимĕртен шăратса тунă шĕвĕр палăк кăна. Ун çинче кантăк айне вырнаçтарнă сăнӳкерчĕк. Раман сăнӳкерчĕкĕ.
Вăл вилнĕ, эп чĕрĕ. Калама çук пысăк айăплă пек туйрăм та хама куçсене тартас тесе çаврăнса тăтăм. Герман Петрович калле-малле хутлать, тем çухатнă çын пек, çĕрелле тĕмсĕлнĕ те утăм хыççăн утăм тăватъ. Мăкăртатать хăй.
Хăвалăхра хура мĕлке курăннă пек туйăнчĕ те, Герман Петровича чĕнсе илтĕм.
— Мĕн вăл? — хам сисмесĕрех тухса кайрĕ çак ыйту.
— Мĕн мар ĕнтĕ, — лăпкăн тавăрчĕ Герман Петрович. — Муза çӳрет. Эпир килсе хăваласа ятăмăр та вырăнĕнчен, тĕмсем хушшине пытанса эпир каясса кĕтет.
Чăнах-и тесе пăхрăм-пăхрăм тĕмсем еннелле, мĕлке урăхран курăнмарĕ.
Ĕнтĕ каялла кайма пуçтарăннăччĕ, Раманпа сывпуллашнăччĕ, пире ан асăнах, эпир сана асăнман кун ирттермĕпĕр тесе каланăччĕ, утса кайма тăнăччĕ — каллех хура мĕлке курăннă пек туйăнчĕ. Ку хутĕнче мĕн ку тесе ыйтса тăмарăм, мĕлке курăннă еннелле вашлаттарса утса кайрăм. Чăштăр-чаштăр сасă кăна илтсе юлайрăм. Мĕлке куçран çухалчĕ. Йывăçлăха кĕтĕм. Кунта кушăрханă курăка лапчăтса сукмак хывнă иккен, Вăл мана шыв хĕррине илсе тухрĕ.
Пуç тупинчен пуçласа ура тупанĕ таранах хуп-хура тумланнă хĕрарăма куртăм та хăраса чарăнса тăтăм. Пĕрре те Муза пек туйăнмарĕ хĕрарăм. Çавах-ши, çавах мар-ши тесе патнерех пырас килчĕ. Хытăрах утса кайрăм. Шыв урлă каçса тараймасть-ха ку, пурпĕрех хуса çитетĕп тенĕччĕ. Анчах тем вăхăтра вăл леш енне каçма ĕлкĕрнĕ те. Васкамасăр тăвалла, ял еннелле, хăпарса кайнине кăна курса юлтăм.
Мана çухатнă Герман Петрович кăшкăрашма тытăнчĕ. Хирĕç сасă патăм. Хам çаплах хура тумлă хĕрарăм çинчен куç илейместĕп. Тем тесен те Муза мар ку, ăрăмçă тесе шухăшлас килчĕ. Тин кăна ку енчеччĕ-çке, епле майпа урине те йĕпетмесĕр-тумасăр леш енне каçса каяйрĕ?
— Ним те чухламарăна вара? — куларах ыйтрĕ Герман Петрович. — Атя кăтартам апла...
Эпир шыв хĕррине антăмăр. Ун çинелле ӳпĕннĕ йăмра патне илсе пычĕ мана Герман Петрович. Йăмран аялти туратĕнчен сӳс вĕрен çыхса çакса янă, ун вĕçне çур метр тăршшĕ патак çыхнă. Тинех тавçăрса илтĕм мар-и? Патакăн икĕ вĕçĕнчен икĕ алăпа тытрăм та чакăл вырăнарах чакрăм, ухăнса илтĕм те урасене çĕклерĕм, вĕрен мана малалла вĕçтерсе кайрĕ те — туххăмрах тепĕр çырана вĕçсе çитрĕм. Вĕрен каялла вĕçтерсе каясран аран-аран тытăнкаласа юлтăм.
Эй, иккен, еплерех ăслай тупнă Муза?
— Вĕçтерсе яр вĕрене кунталла, — терĕ Герман Петрович. Вăл та ман çума килсе чарăнсан патак çыхнă вĕренпе мĕн тумаллине пĕлмесĕр пĕр хушă тăтăмăр. Асли маларах тавçăрчĕ.
— Çыхса хур ав çав хăва туратĕнчен, сулланса ан тăтăр, — терĕ вăл.
Муза сукмакĕпе тăвалла утса кайрăмăр. Эпĕ пуç чиксе те шухăша путса утрăм, Герман Петрович хăй ăссĕн калаçса пычĕ.
— Çынсем тӳртен çӳренĕ чухне çак вырăнта каçма та пурччĕ те çав. Ӳркенем мар-ха, паркра сапаланса выртакан машина ещĕкĕсене кăна килсе хумалла. Час çĕрес çук вĕсем...
Вунсаккăрмĕш сыпăк
Тепĕр кунхине асаннене те ним шарласа тăмарăм, васкамасăр тумлантăм та шыв хĕррине тухса уттартăм. Шыв хĕрринче тем манса хăварнăнах туйăнса тăчĕ мана.
Эпĕ пӳртрен тухсан асанне алăка уçрĕ те кăшкăрса каларĕ:
— Ĕçкĕ-мĕн тупăнсан асту, нихçан курман пек ан çăткăнлан, виçине пĕл...
Илтмĕш пултăм... Куншăн асанне кӳренмерĕ. Калас тенине каланă вăл, аслин тивĕçне пурнăçланă.
Авăн уйăхĕнчи хĕвел нихăш вăхăтринчен те пархатарлăрах çав. Çунтарса хĕртмест вăл, пăчăртаса тар кăлармасть, шурă сăна хуратас тесе ăшаламасть. Çемçе аллипе ачашлама кăна пĕлет тата йывăç-курăка хăйĕн тĕсне параять. Сарă-сарă тĕнче курас килсен авăн вĕçĕнче Хурнайне кăна пырăр.
Анчах кăмăл каçăхмасть, чун юрламасть. Çак сарă-сарă тĕнчере те тĕм хура тумлă Муза пур, пусăрăнчăк кăмăллă эпĕ пур. Тума тытса улăштарма пулать, ман хуçăк кăмăла нимле те сыпма, нимле çилĕмпе те çыпăçтарма çуках. Сывлăш тăвăнсах çитсен кăштах та пулин уçăлам тесе кăн-кăвак пĕлĕтелле, сарă-сарă тăрăллă вăрман çине пăха-пăха илетĕп. Ку вăхăтра кăвак тӳпене кайăксен эшкерĕ те пулин чăпарламасть, тутă кайăксем улăхсемпе вăрмансенче рехетленеççĕ пулĕ. Кăнтăра каймаллисем çунат шăнăрĕсене тĕреклетеççĕ, кунта юлмаллисем çу хушаççĕ. Вĕсем валли те, кусем валли те çак вăхăтра апат ытлăн-çитлĕнех.
Ним çинчен те пусăрăнса шухăшлас килмест хамăн. Асаилмелĕх утса тухнă çулсем те пур, пуласлăха ăнтăлмалăх ĕмĕтĕмсем те пач сӳнсе ларман. Анчах маншăн паян хуп-хура тумлă Муза тата Раман вилтăприйĕ кăна пур.
Шыв хĕррине çитсен чарăнса тăтăм. Чим-ха, терĕм ăшăмра, ĕнерхи пек, Музăна шуйхатам мар-ха. Асăрханса пускалама та сассăр сывлама тытăнтăм. Хам сарă çулçăсем витĕр шыв леш еннелле тинкеретĕп. Пĕр кукленсе ларса, пĕр каçăрăлса пăха-пăха илетĕп. Тинех асăрхарăм хура тумлă çынна. Вăл вут пуленки çине ларнă та хускану та тумасть.
Типĕрех тĕмеске шыраса тупрăм та вырнаçăнса лартăм. Куç сиктерми шыв леш еннелле пăхатăп. Çаплах ларать те ларать хура тумлă Муза. Мĕн шухăшлать-ши вăл çак вăхăтра? Каçам-ха ун патне терĕм те йăмра туратĕнчен çыхнă сӳс вĕрене пăхкалама тытăнтăм. Ăна салтса илнĕ иккен. Муза епле каçса кайнă вара? Унталла-кунталла пăхкаларăм. Пусса каçса кайма ниçта та хăма пуçĕ те, чул катăкĕ те çук. Шыв тăрăх анаталла та тăвалла хутлама тытăнтăм. Эпир ача чухне кунта алапа тĕклĕ тута тытаттăмăр. Çулăн-çулăн шуçи те пулаканччĕ. Эпир такăрлатнă сукмаксене халĕ курăк та вĕлтĕрен пусса илнĕ ĕнтĕ. Чикекен пиçенсемпе пĕçерекен вĕлтĕренсене патакпа сире-сире çӳренĕ хыççăн ватă çирĕк патне пырса тухрăм. Пĕшкĕнсе иртсе кайма шутланăччĕ, пуçа патак пырса çапăнчĕ. Ак ăçта çакса янă иккен сӳс вĕрене? Тытрăм та ĕнерхи пекех ухăнса илтĕм, талпăнтăм та урасене харăссăн çеклерĕм. Вĕрен мана малалла туртса кайрĕ те. Анчах асăрханма пĕлеймерĕм пулас, шыв варрине вĕçсе çитсен урасене шыва чиксе кăлартăм. Çӳçентерсе ячĕ. Леш çырана çитсе ӳкеймерĕм, çĕнĕрен уткăнсан-уткăнсан кăна, калле те малле темиçе хутласан урасем типĕ çырана перĕнчĕç. Эй, иккен, майне пĕлмесен шар курасси инçе мар. Ура хывса пушмаксенчи шыва силлерĕм, нускисене пăрса тăхăнтăм.
Раман тăпри патне çитсе тухрăм аранах. Муза çаплах хускалми ларать.
— Эс те килтĕнем? — терĕ те хура тутăрне çамка çине туртса антарчĕ, тути-çăварне хупларĕ. Паранджа тăхăннă тухăç хĕрарăмĕ пекех туйăнчĕ вăл мана.
Мĕн хуравламаллине пĕлеймерĕм, эпĕ килнипе килменнине пĕлесшĕн мар, сăмах тупма кăна каларĕ вăл хăйĕн сăмахне. Янаха хыпашласа тăтăм-тăтăм та, ĕнерхи пек, Раманпа куçма-куç тĕл пулас марччĕ тесе вилтăпри палăкĕ тавра утса çаврăнтăм, унтан Муза çывăхне пырса чарăнтăм. Вăл çаплах йăшăл та тумарĕ.
Татах тем каларĕ вăл, илтсе юлаймарăм та ку хутĕнче те хурав параймарăм. Хамăн калаçу пуçарас килчĕ, анчах ним сăмах та чĕлхе çине тухмарĕ. Каллех янах хыпашлама тытăнтăм. Ĕнер Герман Петрович каласа кăтартни пуçрах-ха. Мĕнле майпа çакăнта килсе кĕнĕ-ха Раман тесе ыйтас-и?
Çаврăнтăм Муза еннелле. Вăл тăрса кайнă иккен.
— Муза, Муза! — хамран хам хăранă пек чĕнтĕм эпĕ. Сасă пулмарĕ. Хăш еннелле кайрĕ-ха вăл? Васкарăм хайхи шыв хĕрринелле. Çирĕк туратĕнчен çакса янă вĕрен сулланса тăрать. Каçса кайма ĕлкĕрнĕ иккен вăл.
Вилтăпри патне калле таврăнтăм та темччен-темччен шăппăн тăтăм. Вара тавра çулпа киле таврăнма шутларăм.
Кăмăлăм йăлтах-йăлтах йӳçĕхсе çитрĕ. Институт та илĕртмест, асатте килĕ те ăшăтмасть. Хĕлимун пиччепе Хветура аппа та пулин хăйсем патне туртми пулчĕç. Хреснаттепе хреснанне патне кайсан эрех кăлараççĕ. Асанне каларăш, нихçан курман пек çăткăнланмасан, виçеллĕ кăна пулсан... Каям-ха çавăнтах тесе шутласа утнăçемĕн силленсе кăна тăракан кĕпер патне çитсе тухрăм. Кĕпер варрине тăтăм та кăшкăрса ягăм:
— Йăтăнса антăр пĕрех хут!
Тăрс-тăрс! сикнĕçемĕн кĕпер хытăрах та хытăрах силленет. Силленин силленет те, йăтăнсах анма вăхăчĕ çитмен ĕнтĕ.
Çук-ха, каплах йӳçсе пурăнма юрамасть. Асатте килнех таврăнтăм. Ман кăмăла пĕлсех тăрать иккен асанне. Вăл мана валли кучченеç хатĕрлеме тытăннă та. Вăхăтрах таврăнтăм института.
Асра юлнă кино кадрĕсем пек, эрнипех куç умĕнче хура тумлă Муза, йывăç туратĕнчен çакса янă вĕрен, вилтăпри палăкĕ пулчĕç. Манатăп кăна, урăххи çинчен шухăшлама тытăнатăп кăна — куç умĕнчен хура мĕлке чупса та иртет. Вара юлташсенчен пăрăнарах тăратăп. Йышран ним те пытараймастăн. Юлташсем тем сисеççĕ те шарламаççĕ. Шарласан та, ыйтса-тĕпчесе анратма тытăнсан та эпĕ вĕсене пурпĕрех нимĕн те каласа парас çук.
Эрнипех сĕнксе çӳрерĕм çапла. Студентсен шавлакан, кĕрлекен, айăн та çийĕн çаврăнакан общежитийĕ те сĕврĕлтереймест ман кăмăл йӳççине. Казарма пурнăçне хăнăхнăскере, мана общежити шавĕ ним те мар. Чăкăртатакан тимĕр кравать çине тăсăлса выртатăп та, куç умне хура мĕлке тухса тăрать. Муза мар, Веркка хуп-хура тумланнă та мана тем каласшăн-каласшăн пек туйăнать. Çывăхăмах килет те хăкшăх çитереймесĕр çаврăнса каять. Тата кăштахран тата тепре çывхарать, татах çаврăнса каять.
Капла Муза мар, хам урмăша тухăп тесе шутларăм та виçĕ кунлăха киле яма ыйтса çыртăм, хута деканата кĕртсе патăм. Сăлтавне ыйтрĕç те, куç хупмасăрах суяйрăм, асанне вилес патнех çитнĕ терĕм.
Эп таврăннă чухне вилмех выртманччĕ те асанне — чирлемеллипех чирленĕччĕ.
— Чуну сисрĕ-им? — айшатăн ыйтрĕ вăл. Калаçас хавалĕ те ăша кайнă хăйĕн.
— Кайса пуççапма Веркка çук ĕнтĕ халь, — калаçрĕ вăл, — вăл пулнă пулсанах... Тата хăçан килсе кĕрĕ пирĕн яла унашкал тарават хĕвершăл? Пулмĕ çав...
Хыпăнса ӳкмелĕх ним те çук пекчĕ, каллех канăçа çухатрăм. Асаннен эмел-мĕн шыраса таçта çӳремелле мар, ун хăйĕнех аптеки тăп-тулли, анчах çак чиртен мĕн эмел ĕçмеллине пĕлеймесĕр кăна тулашать. Кайса пăхнă ялти медпункта, унтан тулашса кăна таврăннă. Участок пульницине илсе кайма тиврĕ. Тинех лăпланса выртрĕ чирлĕ çын. Тытăнчĕ хайхи ĕç хыççăн ĕç хушма. Хăй сывă чухне эп асанне кунне миçе çухрăм таран хутланине тавçăрма та пултарайман. Хамăн çӳремелле пулчĕ те ун вырăнне — чĕлхене тăсса кăларас патнех çитрĕм. Тата кăштахран алă сулсах тухса тарнă пулăттăм. Нӳхрепе анса хăпарсан асанне ĕç хушма чарăнчĕ. Юрать-ха выльăх-чĕрлĕхне пăхма мана хушмаççĕ. Асатте хăех пурне те пĕлсе тăрать картишĕнче.
Чирлĕ асанне вырăнĕ патĕнче ларнă чухне каллех куç умне хура мĕлке киле-киле тухма тытăнчĕ. Хам сисмесерех ассăн-ассăн сывласа илтĕм пулас та, асанне тӳрех каласа хучĕ:
— Шыв хĕррине кайса килес тетĕн пулсан чарса тăмăп... Ăçтан пурне те чухласа тăмалла, малтан пĕлсе хумалла?
Тĕлĕнсе пăхса илтĕм те асанне çине сассăр пуçтарăнма тытăнтăм.
— Нумай ан çӳре, ĕçке чĕнекен тупăнсан ан çӳре, — терĕ вăл вăйсăрланнă сассипе.
— Юрĕ, — тавăртăм май килнĕ таран çемçереххĕн те ăшшăнраххăн.
Хальхинче урана шыва чиксе кăларас марччĕ тесе шухăшласа утнă май шыв хĕррине çитсе ӳкнине те сисмен. Аякранах пăхкалама пуçларăм. Сӳс вĕрене йăмраран-и, çирĕкрен-и, мĕнрен çакса янă-ши? Патак сулланса тăни ниçта та курăнмарĕ.
Вĕлтеренлĕхпе пиçенлĕхе таптаса имĕрнине асăрхарăм та кĕтӳ килекенех марччĕ-çке кунта тесе шухăшларăм. Шыв хĕрринерех аннă май куç умне ансăр кăна каçма тухса тăчĕ. Тинех тавçăртăм. Герман Петрович çынсем тӳртен çӳренĕ чухне кунта каçма пурччĕ тесе ахаль калаçман иккен. Тимĕр свайсем çинех хунă каçмана. Асăрханкаласа пусса ун çине кĕтĕм. Силленсе илетĕп. Машинăн юрăхсăра тухнă ещĕкĕсем питĕ лайăх вырнаçса выртнă. Каçса кайнипе кăна çырлахмарăм, калле-малле уткаласа çӳрерĕм.
Юлашки кунсенче куç умĕнчен кайма пĕлмен хура мĕлке мĕлтлетсе илнĕ пек туйăнчĕ. Унăн-кунăн пăхкалама пуçларăм кăна, пĕр палланă пек, пĕр палламан пек туйăнакан сасă хăлхана кĕчĕ.
— Эсĕ те кунта-им?
— Кунтах-çке, — тӳрех персе ятăм эпĕ.
— Герман Петрович ӳркенмерĕ, çавă килсе хывса пачĕ.
— Герман Петрович тетне? Эс ун мăнукĕ мар-и вара?
— Пулам, мăнукĕ пулам. Вара мĕн? Эп ăна килте те Герман Петрович тесе кăна чĕнетĕп... Ирттерсе яр атя... Кĕтсе ывăнчĕ пуль Раман.
— Мана та кĕтет вăл.
— Ут апла пулсан малалла, — терĕ те Муза мана пырса çурăмран тĕртрĕ.
Пĕр хушă умлăн-хыçлăн пытăмăр, унтан ăна мала ирттерсе ятăм. Епле тесен те Раман манран ытларах ăна кĕтет...
Хăех якатнă пуленке çине вырнаçса ларчĕ те тутине сиктеркелеме пуçларĕ. Вăл мĕн каланине илтеймерĕм те, пĕлеймерĕм те.
Пусăрăнса лармарĕ Муза. Часах сиксе тăчĕ.
— Мĕн каламаллине каларăна? — куçран чăр! пăхрĕ.
— Аха, — пуç ухрăм эпĕ.
— Каяр апла...
Вăл каçма еннелле пăрăнмарĕ, пĕр кунхине Герман Петровичпа иксĕмĕр кайнă сукмак çине тухрĕ.
Аслă çул çинче чарăнса тăчĕ. Кӳлленчĕк еннелле пăхса калаçма пуçларĕ.
— Халь тин чĕртсе тăратас çук, — терĕ вăл. — Сана пĕлме кăнă мĕн-мĕн пулнине каласа парам. Рамана Гамильпе Арккай вĕлернĕ.
— Ăçтан пĕлетĕн? — хыпăнса ыйтрăм тӳрех.
— Раман хăй каласа пачĕ, — терĕ вăл лăпкăн кăна.
Чăнах та урмăшнă иккен тесе шухăшларăм та Музăна тĕсесе пăхса илтĕм. Куçĕсем тăп-тăрах. Урмăшнă çыннăн куç урăхланать теççĕ. Сăлтавсăрах кулмасть. Кулă палли те çук пичĕ çинче.
— Тĕрĕс пĕлетĕн пулсан ма милицие евитлеместĕн?
— Пурпĕрех чĕртсе тăратас çук терĕм-çке, — терĕ те утса кайрĕ.
Машина çулĕпе утрăмăр та утрăмăр, силленсе тăракан кĕпер урлă каçас темерĕмĕр, аякранах çаврăнтăмăр. Ĕнтĕ Музăн та çынпа хутшăнас та калаçас килет пулĕ çав. Мĕн вăхăт хушши вăл никама сăмах чĕнмесĕр пурăннă-çке. Пĕртен-пĕр Раманпа калаçнă...
Нихçан та унпа апла юнашар утса пыман, астумастăп. Унăн вĕри сывлăшне туятăп, унăн çамрăк та хитре пичĕ çине пăха-пăха илетĕп. Вăл калать. Хăй кăна пĕлнине, хăй кăна шухăшланине. Манăн унăн пĕр сăмахне те хăлха айккипе ирттерсе ярас килмест.
— Раман милицие ĕçлеме кĕричченех Гамильле Арккай çаратса çӳреме тытăннă. Çакна пирĕн ялта пурте пĕлеççĕ. Эс салтака кайичченех-ха Герман Петрович вĕсене чиркӳ çаратнăшăн суд умне тăратасшăнччĕ...
— Каланине астăватăп-ха, — терĕм те Музăн шухăшне татас мар тесе çийĕнчех шăплантăм.
— Раман милицире ĕçлеме тытăнсан çаксене тытсах чарма шутларĕ. Ку вăхăталла вĕсем пуçсăрлансах çитнĕччĕ. Малтан ытти районсенчи универмагсене тустарса çӳретчĕç, ку таврарисене тĕкĕнмен... Вĕсене те тиркеми пулчĕç юлашкинчен. Виçесĕрех сĕмсĕрленме пулатъ мар-и? Хаклă япаласене кăна илнĕ вĕсем. Ылтăн, кĕмĕл, сехетсем. Хĕрарăм пальтовĕсен песецпа тилĕ çухисене каса-каса илнĕ. Вара Казахстана кая-кая сутнă...
Район центрĕн универмагĕ милици уйрăмĕпе урам урлă кăна ларать, тĕлме-тĕлех.
Тахçанах лартнă çак йывăç лавккара хутма пăрахнă кăмака пулнă. Куç илĕртĕвне ан пăстăр тесе ăна фанер листисемпе хупласа хунă. Вăрăсем çав кăмакан мăрйине сӳтсе кĕнĕ. Хурал ан асăрхатăр тесе кантăк-чӳрече таврашне тĕкĕнмен, алăк пломбине тивмен. Сисесех тесен сисме те пулнă-ха, маччари кăвакарчăнсем шуйхашнине хуралçă та илтнĕ. Кушак хăпарса кайнă пулĕ тенĕ те лăпланнă. Тепĕр кунне тин милици уйрăмĕнче калама çук пысăк шăв-шав çĕкленнĕ. Пуçланнă вара ĕрлешӳ! Мăшкăл мар-и-ха пакунлă çынсене? Вĕсенчен виçĕ утăмрах вăрăсем сĕмсĕрленеççĕ. Отпускрине отпускран, командировкăрине командировкăран чĕне-чĕне илнĕ. Вăрмансене, улăхсене, ялсене тĕрĕслеме тытăннă. Таçтах тарса каяйман-ха, çийĕнчех йĕрлесе тупмалла тесе вĕскĕртнĕ пуçлăхсем. Раман вара, Гамильпе Арккая лайăх пĕлекенскер, ăçта пытанса пурăннине чухланă. Сайрахвара кăна мар, ытти ялсенче те арçынсемпе аташса пурăнакан хĕрарăмсем пур. Пирĕн ялсем те йăр-япăш хĕрарăмсене Мунча Ульхи тесе кӳрентерме пăхаççĕ. Ларнă та Раман виç кустăрмаллă мотоциклĕ çине тухса вĕçтернĕ Сайрахвана, Мунча Ульхи патне. Малтанах пĕлнĕ пулсан Раман юлташа кама та пулсан илнех пулĕччĕ. Килсе çапăнман-и çавсем тесе ыйтасшăн кăна пулнă-çке вăл. Пырса кĕнĕ кăна вăл, ура ярса пуснă кăна çенĕкелле — пуçне çăнăх миххи тăхăнтарнă та алă-уран çыхса хунă.
Çу вĕçнелле пулнă ку. Эпĕ ун чухне Раманран та Верккаран çыру кĕтсе салтак казармин кĕтесĕнчен кĕтесне çӳренĕ. Веркка та, Раман та тĕнче мăшкăлĕ пулнине пĕлеймен.
Пăрахнă хайхине çенĕк кĕтесне, ăпăр-тапăрпа витсе хунă. Кăшкăрсан та никам илтмессине пĕлнипе Раман шарламан, шăл çыртнă та мĕнле çăлăнмалла-ха тесе шухăшланă. Пăркăчласа лартнă алă-ура тĕннĕ, анчах хускалма та юна хускатма май пулман. Кашни сас-чĕве тимленĕ. Пӳртре кам-кам пуррине хăть пĕлем-ха тенĕ. Туй та, çăнăхта та мар-ха, çавăнпа никам та ытлашши сасă тăвас темен. Алăк та майпен кăна уçăлнă та майпен кăна хупăннă. Пăшăлтатса калаçни кăшкăрнинчен те уççăнрах илтĕнет тепĕр чухне. Пĕр арçын тепĕрне Раман мотоциклне картишне кĕртсе лартма хушнине илтсе юлайнă. Апла пулсан ăна кунтан кăларса ямаççех. Мĕн тума шутлаççĕ-ши? Нивушлĕ çаплах?..
Çине тăрсах турткаланма, çыхха пушатма хăтланнă. Арçын аллипе çыхнăскерне салтма ансатах мар çав.
Вăхăт иртми пулнă. Пĕр хушă пӳртре те сас çухалнă. Пăшăлтатни те пулин илтĕнмен. Унтан алăк уçăлса хупăннă. Тинех ӳсĕр сасăсем янраса кайнă. Малтан Арккай сассине уйăрса илнĕ Раман. Мунча Ульхи тесен, чăнкăлтатаканах пулнă. Ихĕлтетсе те ахăлтатса кăна тăнă.
— Салтăнса вырт терĕм-и сана? — илтĕннĕ тепĕр сасă.
— Ача умĕнче-и? Выляма кăларса ярам-ха малтан...
— Ниçта та ямастăн. Хупса хур çавна тĕпсакайне...
Макăрнă сасă тăрăх ача миçерине чухлама çук. Миçере пулсан та, хăйшĕн хăй тăрайманскер ĕнтĕ. Çавăнпа каçăхса кайсах макăрма тытăннă. Темпе çăварне хупланă пулас та, ача сасси илтĕнми пулнă. Ульха çари çухăрса янă.
— Ан ыраттар-ха çаплах! Майпенрех тыткала-ха!
— Салтăн тесе паçăрах каланă сана!
Тинех Гамиль сассине уйăрса илнĕ Раман. «Тискерленсе çитнĕ иккен кусем, Арккайпа иккĕшĕ те», — шухăшланă та шăлне тата хытăрах çыртнă. Ачашлăхпа ачашлăх килĕштерет, тискерлĕхпе тискерлĕх çапăçать. Мĕн тунă пулĕччĕ-ши Раман алă-ура ирĕкре пулсан? Çак тискерсене çĕнтерме тата тискертерех пулмалла-çке...
Шухăшне вĕçлеме паман ăна. Вăйлă алă çĕклесе илнĕ.
— Ăçта-ха ун çăварĕ? Миххе кас çав тĕлтен, — хушнă Гамиль.
Ирĕккĕн сывласа янă кăна Раман, тутине сивĕ япала пырса çапăннă.
— Шăлне çыртса лартнă ку...
— Хир, кĕленче сăмсипе хир... Пулчĕ-и? Яр, шеллесе ан тăр, кĕленчипех яр...
Малтан пыра çунтарса илнĕ эрех, унтан ăна та туйми пулнă. Ним туса хирĕç тăма çукки хытă тулаштарнă Рамана. Михĕ витĕрех çӳçе тăлпаласа тытнă та çирĕп алă пуçа каçăртнă. Ланкăрт-ланкăрт кăна юхнă кĕленчери эрех.
— Кунпа çитет-и вара?
— Çитмесен тепринче ярăпăр. Ним туйми çывăрса кайтăр-ха малтан.
Кĕленче пушаннă та, лап пăрахнă ăна малтанхи вырăна. Ӳкнĕ чухне ыратнă пек пулнă, анчах часах вăл иртсе кайнă. Çан-çурăм пĕçерсе илнĕ, алăсем лĕпсĕрленнĕ. Ку тарана çитсе виçĕ черкке те ĕçсе курманскерне туххăмрах çемçетсе янă. Пуç кăшласа çаврăннине туйса та выртайман Раман. Тăнĕ тарма васканă...
— Пăвса вĕлермен ăна, шывпа чыхăнтарнă, — терĕ пырсан-пырсан Муза, — Çавăнпа ĕнтĕ милицисем ӳсĕрпе çулран пăрăннă та шыва кĕрсе кайнă тесе шутлаççĕ. Çавăнпа ĕçне хупрĕç те...
— Сайрахва халăхĕ те, Хурнай халăхĕ те пĕлет пулсан, — хирĕçлеме тăтăм эпĕ.
— Кам пĕлет? Мунча Ульхине çăварна кăна уç тесе хăратса хăварнă.
Ку хăвăн фантазийӳ кăна мар-и тесе ыйтас-ыйтас тенĕ çĕртен кӳренĕ ку тесе шухăшларăм та шарламарăм. Ман шухăша пĕлнĕ пекех, Муза хăй пуçларĕ çав калаçăва.
— Хамран ним те шухăшласа кăларман эп. Мана йăлтах-йăлтах Раман хăй каласа панă.
— Хăçан, мĕнле майпа?
— Эй, чухламăша ан пер. Итлеме пĕлмелле. Вилнĕ çын та чĕрри пекех калаçать. Хĕрĕх кунччен çын чунĕ хăйĕнпе пĕрлех пулать. Пытарнă кунран пуçласа пĕр кун сиктерми çӳренĕ эп ун патне. Пире иксĕмĕре кăна никам та чăрмантарайман. Иксĕмĕр кăна пулнă эпир...
Çавра пулсан та çулăн вĕçĕ пур. Ял вĕçне çитсе тухрăмăр та, Муза мĕнпур калаçăва пат татрĕ те малалла чупса кайрĕ. Эпĕ аптăраса вырăнтах тăрса юлтăм.
— Иксĕмĕре пĕрле çын ан куртăр, — терĕ вăл.
Вунтăххăрмĕш сыпăк
Ларам та министр патнех çыру çырам тесе шухăшлама тытăнтăм çакăн хыççăн. Анчах ниепле те алă çĕкленмест. Тытĕç те сан пек фантазерсем пайтах тесе хурĕç. Ман хирĕçлесе калама сăмах та пулмĕ.
Музăна курас та татах-татах ыйта-ыйта пĕлес килет. Вăл малтан каласа панине хам курнă пекех ĕненме пуçларăм ĕнтĕ. Чăнах çапла пулнă тесе такампа та тавлашма хатĕрех халь. Анчах тытса çыру çырма тем иккĕлентерсе тăрать.
Декан ирĕк панă вăхăт иртсен тата тепĕр эрне асанне патĕнче пурăнтăм. Унăн сывлăхĕ майлашăнса кайрĕ те, пурпĕрех института таврăнма васкамарăм.
Ĕнтĕ кĕрхи тепĕр уйăх пуçланчĕ. Сарă-кĕрен тумлă вăрман силленсе илме çаплах васкамасть-ха. Шукăль тумне çаплах упрать. Ир-ирĕн ял çийĕн çăра тĕтре тăракан пулчĕ те, шурă-шурă сывлăш витĕр вăл тата илĕртӳллĕрех курăнать. Пĕр çав илеме курассишĕнех иртерех вăранас килет мар-и? Вăл кăна мар-ха çав. Каç-каç ыйхă вĕçекен пулчĕ. Пуçа пĕр кĕрсе вырнаçнă шухăш хăпма пĕлмен чухне алă-ура та усăнать. Мĕн тăвам-ха, мĕн тăвам тесе куна-çĕре ирттерме тытăнатăн. Мĕн тума шутланине шутларăм-ха, министр патне çыру çырас тетĕп. Мĕнле тытса тумаллине пĕлейместĕп.
Ирхи тĕтре те сĕврĕлсех пĕтейменччĕ. Чӳрече умне пырса тăтăм. Никама та мар, шăп кирлĕ çынна, куршĕ ачине, курах кайрăм. Тăн-тăн! шаккарăм чӳрече рамине. Ача чарăнса тăчĕ те ман еннелле пăхрĕ. Кăчăк туртса кĕтсе тăма хушрăм. Вара хут татки илтĕм те ман сана халех-халех курмалла тесе çыртăм, ачана тыттартăм та çав хутпа Муза патне чуптартăм. Часах çаврăнса та çитрĕ хайхи. Хамăн хут таткинех хама тыттарчĕ. Çавăркала-çавăркала пăхрăм та вĕттĕн кăна çырнине тĕл пултăм. Каçма çинче тенĕ унта. Васкаса тум улăштарма тытăнтăм та, асанне хускалчĕ. Ах, ним те пытарма çук-çке унран. Чăланран целлофанпа чĕркенĕ ăшă свитер çĕклесе тухрĕ.
— Пенси илсен туянтăм та, тăхăнса пăх-ха. Килешет-и? Эпĕ аптăраса ӳкнĕ пек туйăнчĕ-ши асаннене, вăл хăех теркене салатрĕ, хăех мана тумлантарма пуçларĕ. Калаçа-калаçа.
— Хĕрарăмсем пит илеççĕ те, манăн та тăхăнакан пур-çке-ха тесе шутларăм. Хаклах мар хăй. Индиренех кӳрсе килнĕ терĕç. Ай, чухах пулнă ку. Мăйна ăшă тытса тăрать. Ан хыв ĕнтĕ халь.
Ăçта каян тесе ыйтса тăмарĕ, эрех сĕнекен пулсан нихçан курман пек ан çăткăнлан тесе тăмарĕ. Урама тухсан унăн пуçне чӳрече карри витĕр куртăм та часрах пуçа чикрĕм.
Каçма карлăкĕ çине аллисемпе тĕревленнĕ, шывалла пăхса шухăша путнă Музăна курсан чарăнса тăрсах пуçа ун-кун силлесе илтĕм: куç урмăшĕ мар-и ку? Йăм хĕрлĕ плащпа мар, хура тумпа кăна курма хăнăхнă эпĕ ăна. Çара пуçăн та пулсан, Муза вырăнне мар, пирĕшти вырăннех хунă пулăттăм. Туртса çыхнă чечеклĕ тутăрĕ унăн тăпăл-тăпăл питне татах пĕчĕклетсе кăтартать. Эпĕ çывхарсан та, патнех çитсе тăрсан та шывалла пăхма чарăнмарĕ. Мĕн курнă вăл унта, шăнкăр-шăнкăр шыв юхăмĕнче? Юхать юханшыв, юхмастъ каялла тени асне кĕнĕ те, пурнăçăмăр та çавах тесе шухăшлама хистет-ши? Çаплах ĕнтĕ, çаплах. Пĕр пурнăç кăна панă та пурсăмăра та, кашни хамăр пĕлнĕ пек пурăнкалатпăр. Хĕн-асап, терт-нуша урлă каçа-каçа каятпăр, йăнăш хыççăн йăнăш тăватпăр, юйташ-туссене çухататпăр, пурпĕрех пуласси çинчен кăна шухăшлатпăр. Кашнинчех вара çĕнĕрен пуçламалла пулсанах пурнăçăмăра тесе шухăшлатпăр. Çĕнĕрен пуçламалла пулсан та хĕн-терчĕ, инкек-синкекĕ, йăнăш утăмĕ çавсемех юлаççĕ, вĕсемсĕр пурăнма никама та пӳрмен. Анчах пирĕн ӳсĕм тĕллĕн вĕсем ытлăн та çитлĕнех йăтăнса аннăн туйăнать. Эпĕ шутланă пекех шухăшлать ĕнтĕ Муза та: чăвашăн çитмĕл те çичĕ турринчен хăшне юраймарăмăр-ши, мĕншĕн пирĕн ӳсĕм тĕллĕн çавăн чухлĕ инкек-синкек ярса пачĕ-ши?
Муза хăйĕн шухăшĕсенчен уйрăласса чăтăмлăнах кĕтрĕм. Çаврăнчĕ вăл ман еннелле. Чăнах пирĕшти тăрать мар-и умăмра? Чунăма килнĕ сăна ӳкерме каласан, турăшăн та, çак сăна ӳкерме ăс çитереес çук пулĕ. Веркка кĕллентернĕ чунăм чуллансах ларман иккен. Илем еннелле туртăнма пăрахман...
Асап тӳссе курнă чун кăна илеме туйма пĕлет тенине вуланăччĕ таçта. Çаплах та пулĕ çав тесе шухăшласа тăнă хушăра Муза ман патах çывхарчĕ те алăран ярса тытрĕ.
— Кайса пуç таяр Рамана.
Хăй каçма тăрăх малалла утса кайрĕ.
— Хĕрĕх кун иртнĕ тахçанах. Хурлăх тумне хывас терĕм, — калаçрĕ вăл.
Сасси те урăхланнă пек туйăнчĕ. Ĕнер кăна вăл пусăрăнчăкчĕ, хурлăхпа хутшăннăччĕ. Паян чĕререн те явăккăн калаçать.
Вилтăпри умĕнче пуç чиксе тăтăмăр-тăтăмăр та калаçса татăлмасăрах пĕр харăс кайма пуçтарăнтăмăр. Муза, ĕнерхи пекех, çавра çулпа каясшăн пулчĕ.
— Халь ĕнте кунта Раманăн ӳчĕ кăна, чунĕ çӳлти патшалăхра, — терĕ Муза аслă çул çине тухсан.
Пуç чикрĕмĕр те иксĕмĕр çулăн икĕ айккипе утса кайрăмăр. Силленсе кăна тăракан кĕпер патне çитиччен пĕри те пĕр сăмах чĕнмерĕмĕр. Ура еккипе утрăмăр та утрăмăр.
— Министр патне çыру çырасах тетĕп, — чĕмсĕрлĕхе татрăм эпĕ.
— Усси мĕн пулĕ?
— Хăйсен çынни пулнă Раман. Мундир чысĕшĕн те пулин çине тăмалла...
— Çапла та, — хаш сывласа илчĕ Муза.
Унтан пуçне пĕлĕтелле çĕклерĕ те Раман чунĕпе канашланăн тем-тем каларĕ. Ăшĕнчи сăмахне кăлармарĕ.
— Çырса пăх та, — терĕ кăштахран, — Мĕн пулса иртнине Раман мана кăна каланă...
— Мунча Ульхине чĕнтерсе тĕпчемелле. Милиционерсем ăна мĕнле тумаллине пĕлеççĕ.
— Арккайпа Гамиль тахçанах ялта пурăнмаççĕ. Казахстана куçса кайнă. Кунта курăнса çӳремен вĕсем. Çапла киле-киле çаратаççĕ те хăйсем пурăнакан вырăна туха-туха тараççĕ.
— Кирлĕ пулсан çĕр тĕпĕнчен те шыраса тупаççĕ, — терĕм те, паянччен пулманнине, Муза кулсах ячĕ.
— Пăрахар ку калаçăва, — татсах каларĕ вăл. Каллех чĕнмесĕр утса пытăмăр.
Çул ял еннелле çаврăнсан Муза унран пăрăнчĕ те йывăçлăхалла утса кайрĕ. Юлмарăмах унран. Юнашар ларма ӳкнĕ ăвăса кăмăлларăмăр. Малтан Муза вырнаçса ларчĕ. Пĕр хушă пăхкаласа тăнă хыççăн эпĕ те вырнаçрăм, анчах унран аяккарах лартăм. Ку Музăна килĕшмерĕ, вăл ман çумах сикрĕ.
Ма хăратăн манран тенĕн ман еннелле кăлин пăхса илчĕ. Именсех кайрăм. Халь çак саматра çуралнă-ши ун сăмахĕсем, малтанах шухăшласа хунă-ши — ним те пĕлеймерĕм, сцена çинчи пек, такăнмасăр калаçма пуçларĕ.
— Сан патна Веркка таврăнмĕ, ман патăма Раман килмĕ. Кун-çулăмăра ĕмĕрĕпех ылханса пурăнаймăпăр. Иксĕмĕр те тĕнче телейсĕрĕсем пулса юлтăмăр. Çапах та ик телейсĕре пĕр телей ӳкĕ тен. Тен, телейсĕрсен ачисем телейлĕрех пулĕç. Эп сана, эс мана ăнланнă чухлĕ пире урăххисем нихăшĕ те ăнланаймĕ. Пĕрлешер те атя пурăнар пĕрле...
Мĕн сăмах кĕтсен те Музăран çакна кĕтменччĕ. Шанк хытса лартăм. Аплах тăм кĕлетке пек пулмалла маррине те ăнланатăп-ха, анчах ытла кĕтменрен-ши, хамшăн хам хуçа пулма пăрахрăм.
Муза вара ачашшăн сĕртĕнчĕ те ман çума пуçне чĕрçи çине хучĕ. Чунăм пăлхансах кайрĕ, туртăнса ларнă шăнăрсем кăна çаплах çемçелеймерĕç. Аранах сылтăм алла хускатайрăм, тутăрне сиртĕм те Музăна пуçран ачашлама тытăнтăм. Яштах тăрса ларчĕ хайхи, тутăрне малтанхинчен те пусарах çыхрĕ. Тинех асăрхарăм, тăнлавĕсем кăвакарчăн çуначĕ тĕслех иккен. Ăна пытарать манран...
— Турă çапла çырнă пулать-и-ха? — терĕм те Музăна хам çупăрлама хăтлантăм.
Паçăрхинчен те ачашраххăн сĕртĕнчĕ вăл ман çума.
— Ман Раманран ача юлнă. Хăвăнни пекех юрат вара ăна, — терĕ те пуçне ман кăкăрăм çине хучĕ.
Лăпкăн-лăпкăн кăна сывларĕ, ман чĕрем таппине тăнлать тейĕн. Тейĕн мар, тен, чăнах та çавнах тăнларĕ Муза. Йывăç турачĕсем те хускалса сасă тумарĕç, кайăксем пĕр-пĕрне чĕнсе шавламарĕç. Çил те пулин лăпланчĕ. Эпĕ те хускалми лартăм. Итлетĕрех чĕрем таппине. Унта суя сасă пулас çуках.
1987-1989