(Хальхи тата ĕлĕкхи пурнаçпа çыхăннă такмаксем)
Кашни чăваш ялĕнче
Арçынсем куç умĕнче.
Сахал мар Миккалайсем,
Аташсем — пĕр ятлисем —
Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче.
Ентешсем-çке-ха эпир...
Кĕски, Мĕскĕн, Аванир,
Макар, Кашкăр тенисем —
Аташсем — Микулайсем.
Амус Микалайĕ кам?
Пĕлмесен — хамах калам:
Ялти паллă агроном,
Аллинче ун пур диплом.
Пур Тукасра Головин,
Ячĕ, паллах, Миккалай.
Çав ĕçчен чăваш ачин
Алли пит ăста, ай-ай!
Е Никифоров Куля,
Вăл та ĕçченне пула
Ырă ята тивĕçет.
— Пилорамщик эпĕ, — тет.
Тĕрĕсне калать. Маттур!
Çулпа ватă — вучĕ пур.
«Тава тивĕçлĕ» ята
Ялта илнĕ ик хăта,
Иккĕшĕ те Миккалай —
Акă мĕнле япала!
Пĕри — Чашкин, Агапчă
Тесе чĕнеç теприне.
Çапла пухсан аванччĕ
Тăван колхоэ туприне.
Марук Санин Миккалайĕ
Ку чух ĕçлет районта.
Налук пуçтарать сахал-и,
Укçа кĕртет бюджета.
Мĕскĕн-Мĕскĕн терĕмĕр,
(Миккалай-çке, атьсемĕр) —
Тăван «Йĕлмел» колхозра
Ячĕ-сумĕ ун чысра.
Тиххăн Кули кочегар,
Унта çеç-и вăл хастар,
Сăвă çырать — ак тĕнче! —
Пичетлет хаçатсенче.
Яковлев Мăккăль та пур,
Марков — вăл та пит матгур.
Пĕри — выльăхсем пăхать,
Тепри — пенсире канать.
Çакă тĕрĕсрех-и, тен, —
Хăй вăл — канăçсăр этем.
Аванир те пултарать,
Автанран та ир тăрать,
Автанран та ир тăрать —
Халăхран сĕт пуçтарать.
Мули Петĕр Микулне
Ялта пĕлет мĕнпурĕ, —
«Йĕлме» ял ансамĕльне
Никам та мар, вăл пухрĕ.
Талантпала çутă ăс
Ун çук мар — ял-йыш пĕлет,
Ачасене хут купăс
Каламашкăн вĕрентет.
Ларионов Микулай
Ĕçлет «Канаш» хаçатра,
Сăвă рифмăлать пĕрмай
Чун шăраннă вăхăтра.
Ун аташĕ — Казаков
Тăрăшать унтах пĕрле.
Хаçатра канăç çук çав, —
Ялт! сиксе тăрать çĕрле.
Ыйхине татсах вара
Хуратать вăл шур хута.
Тăрмăшать çапла вăрах
Çамрăк Микулай хăта.
Çитрĕ тин кĕтнĕ мехел,
Çырнă хучĕ — пĕр тĕрке.
«Тăван ен — Çĕнĕ Йĕлмел»
Ятлă сумлă кĕнеке
Пуянсем пулăшнипе
Тухрĕ Чĕмпĕр хулинче.
Пулни-иртни пĕтĕмпех
Юлĕ халăх асĕнче.
Тĕрлĕ вăхăт кӳнтели,
Сăмахне вуланă май,
Çĕн ăрăва пĕлмелли
Тупăнать унта самай.
Тав сире, Микулайсем,
Çене Йĕлмел ачисем,
Паян ыра-сыввисем,
Вилсе çĕре кĕнисем —
Паттăрла пуç хунисем,
Çич ютра çухалнисем,
Тĕрлĕ ăру çыннисем,
Ачаранпа тĕртленсе
Асап, хĕн-хур тӳснисем,
Тĕрĕслĕхе ĕненсе
Хура тар, юн тăкнисем,
Чăваш ятне çĕклесе
Чыса тивĕç пулнисем,
Чир-чĕрсене çĕнтерсе
Чул пек пиçĕ юлнисем.
Сирĕн ыр ĕç — ял çинче,
Эсир — ял-йыш асĕнче.