Те мираж-курăну,
те юмах ку, те чăн:
тахçанхи сăнлăхсем
чĕрĕлеççĕ черетĕн.
Июльти каçсенче
çухалатчĕ ăс-тăн,
тем тухатнă пекех
ухмаха эп ереттĕм.
Таврăнатчĕç хĕрсем
утăран юрласа —
эпĕ Греци мифне
айккине ывăтаттăм.
Илтесрен хăраса
ассăн тухнă сасса
хускалми, сывлами
чĕтресе çеç выртаттăм.
Сирпĕнет пĕвере
вут шĕрçа пек тумлам,
хăмăшри хăтлăхра —
çичĕ вутăш вылявĕ.
Эпĕ шик! шăхăрсан
çухалать çак асам —
темĕн пулнăн шаккать
юн кĕрлевĕ — тăнлавăм.
Хĕрсене кĕвĕçсе
хĕрелетчĕ хĕвел,
ват йăмра мĕлкипе
анăçра витĕнетчĕ.
Ман ăçта пытанас?
Хуть хĕрел, ан хĕрел —
кӳршĕ хĕрĕ ялан
ман енне çеç ишетчĕ.
Акăш пек авăнса
вăл çӳçне ухнă чух
шурă чăмăр кăкри —
тулли уйăх çавриччĕ.
Вуннăри ача тек
ярăнас çук чуччу —
ăнланми пăлхану
кăкăра вĕçсе килчĕ.
Куçăмра — тĕлĕнӳ,
тĕмсĕлӳ, ăлчăрав.
Çара ӳт питĕме
çунтарас евĕр çывăх.
Илемпе антăхни
вăрансан ачара,
кам хăйса калаять:
«Ку вăл — çылăх!»
Лешкасра кĕркунне
туй кĕрлерĕ эрне.
Хĕр раскалĕ çитсен
маншăн çакă элчел-и?
Ырату та куççуль...
Вутăш чĕртнĕ парне
çухалман, пурăнать
вуннăри Ботичелли1!