Çулçăсем
Чăштăр-чăштăр пăшăлтатрĕç,
Вăштăр-вăштăр çил вăркать.
Çăлтăрсем
Каччă куçенче çуталчĕç —
Хĕрен пуçĕ çаврăнать.
Кăкшăмра
Туй сăри ăнса алхасрĕ,
Пăчăр-пăчăр çĕкленет.
Урамра
Яш каччă купăс тăсрĕ —
Метр çурă сиктерет.
Пăянам
Ывăнмасăр çимĕç лартрĕ,
Кăштăр-кăштăр чупкалать.
Пăятам
Ĕнсине йĕрсем хăварчĕ,
Кăтăр-кăтăр хыçкалать.
Йĕкĕреш,
Тĕнчене сăнаççĕ иккĕн
Лăстăр-лăстăр сăпкара.
Шĕкĕрех,
Пурăнатпăр улттăн-çиччĕн
Шăкăл-шăкăл кил-йышра.