Юпа каçĕ çурхи евĕр капăр,
Шыв тумлать те янăрать шулап.
Çут тĕнче ачи пек йăпăр-япăр
Чун-хавал паян туртать тула.
Йăмрасем таса куççуль тăкаççĕ,
Эп иртетĕп шухăшлăн пăхса.
Асăмра ăсанайман çу каçĕ,
Уй хапхи те чăп-чĕрик тăпса.
Хапхана юри уçса пăхатăп.
Сас памасть, чĕнмест вăл никама.
Шыв çинче нӳрленчĕ сăран атă —
Ачалла йăпатрăм эп хама.
Йăмрасар силленчĕ те лăпланчĕ,
Тек тăкмарĕ ман çине куççуль.
Лăпкă тунсăх пĕркенсе ăсанчĕ
Ĕмĕт пек çап-çутă яш кунçул.