Пĕрре çӳлте-çӳлте вĕçетĕн,
Тепре — ӳксе ванатăн эс.
Пĕрре эс хĕвел пек çиçетĕн,
Тепре — халь-халь сӳнес пек эс.
Мĕскер эс?.. Сывлăш-и, хĕлхем-и?..
Ăçта эс?.. Пур-и эс?.. Сана
Куç хӳрипе çеç ман курасчĕ...
Çук, кăтартмастăн эс хăвна.
Сана хăш чух чăтма çук тăвăр —
Эп çеç-и — пĕтĕм çут тĕнче!..
Эс ирĕклĕ. Анчах эс маншăн
Яваплă Турă умĕнче.
...Сахал пĕлетĕп эп, тунмастăп.
Эс ытларах пĕлен манран.
Кала мана, мĕскер вăл — Пурнăç.
Мĕскер кĕтет унта — кайран?!
Кала мана, мĕскер вăл — Вилĕм?
Кала, мĕнле пурăнмалла?
Кала мана, çак Чăтлăх витĕр,
Ăçта çити ман утмалла?..
Мĕскер эс?.. Сывлăш-и, хĕлхем-и?
Ăçта эс?.. Пур-и эс?.. Сана
Эп кăлăхах, тен, тархаслатăп.
Эс, тен, ман Ĕмĕтĕм кăна.