Хывсам, хывсам тумна, пикеçĕм,
Пăрах именчĕклĕн кулма.
Çак саманта кĕтсе пĕр вĕçĕм,
Чунна çунтарнă эс нумай.
Эп сан умна чĕркуçленетĕп,
Ас-тăнăма йăлт çухатса.
Чĕтрет ӳт-пĕвĕм. Вĕçертетĕп
Тӳммӳсене хыпаланса.
Ак кăкăру тинех шуралчĕ,
Айваннăн, шуххăн, ĕнтрĕкре.
Сив урайне ӳксе çухалчĕ
Çӳхе кĕпӳ — кĕрен тĕтре.
...Сĕтел çинчи çурта та сӳнчĕ.
Сехет пăрахрĕ сас пама.
Пĕр вăрттăн ĕмĕт кĕçĕр тулчĕ.
Çĕн Чун пуçларĕ пурăнма.