Мĕн-ма-ши ывăнмасăр варкăшатăп?
Çанçурăм çунатланнă пек хавас —
Эп сан куçусенче вăй-хал куратăп,
Чуна çĕклентеретĕн, мĕн тăвас?
Мĕн-ма-ши лăпланмасăр йăлкăшатăп?
Сăн-питĕм сар хĕвел пекех хавас —
Эп сан куçусенче вут-хĕм куратăп,
Чуна хĕмлентеретĕн, мĕн тăвас?
Мĕн-ма-ши чарăнмасăр йăл кулатăп?
Чĕлхе-çăвар симпыллă пек, хавас —
Эп сан куçусенче ыр пил куратăп,
Чуна ирĕлтеретĕн, мĕн тăвас?