Урхамахсем, урхамахсем,
Рысаксем, кĕрĕ лашасем,
Хура лаши, шур лаши,
Асăрхарăр-и? Пăши!
Мăйракуна хуçмăн-ши?
Айкашаççĕ лашасем:
Хăшĕ паян çĕнет-ши?
Сатур лаша хăшĕ-ши?
Епле хитре çилхисем,
Мĕнле чупса тухăр-ши?
Тилхепӳне çирĕп тыт!
Ăмăртса чупаççĕ лашасем.
Радио пĕлтерсех тăрать,
Асамат малта пырать!
Çӳрен сарă Асамат
Тĕрлĕ тĕспе ыткăнать.
Ай, тем пулчĕ лашана,
Пусахлать хуçи ăна.
Ăнăçусăр пулчĕ кун,
Рекорд пулаймарĕ ун.
Тупăшаççĕ лашасем,
Ал параççĕ хуçисем.
Тĕнче рекорчĕ çĕнелет.
«Спорт рекорчĕ ман лашан», —
Ахăлтатать аçтахан.
Ăнлантаркăч е Пегас пулăшрĕ
Пĕррехинче пире вĕрентекен сочиненисен конкурсĕ пирки пĕлтерчĕ. Лаша çинчен çырмалла иккен. Лашапа çыхăннă пĕр-пĕр интереслĕ пулăм сăнарласа парсан конкурсра çĕнтерес шанчăк ӳсет. Халĕ ялта лашасем çукпа пĕрех. Ĕлĕк вăл кашни килтех лаша усрама тăрăшнă. Пирĕн анкарти хыçĕнче колхозăн лаша ферми пурччĕ, çынсем унта килти ĕçсене тума лаша илме пыратчĕç. Халĕ кунта лаша сасси илтĕнмест. Мĕн çинчен çырас-ши? Ыран шкула каймалла. Сочинени конкурсĕ валли мĕн те пулин шутласа тупмалла. Лашапа çыхăннă нимĕнле пулăм та пĕлместĕп, мĕн çинчен çырас-ши? Тĕлĕнтермĕш шырама лаша фермине кайса килме шутларăм.
Ферма умĕнче мана вутăш сывлăх сунса кĕтсе илчĕ. Эпĕ хирĕç пĕр сăмах та калама ĕлкĕреймерĕм, вăл мана лаша çине лартрĕ те тӳпенелле вĕçтерсе ячĕ. Хăй те юнашар лашана çул кăтартса вĕçсе пырать: «Сире Пегас патне илсе каятăп», — тĕлĕнтерсех ячĕ вăл пире. Вĕçсе пынă май арăслан кĕтĕвне куртăмăр, вĕсемпе туслашрăмăр. Вĕсем пире чейпе хăналасшăнччĕ: «Вăхăт çук», — тесе чарăнса тăмарăмăр. Марс çинче ларса кантăмăр, вĕçекен пулăсене, калаçакан кĕнекесене, динозаврсене курса тĕлĕнтĕмĕр, фото ӳкерсе илтĕмĕр. Малалла вĕçетпĕр, таçтан илемлĕ кайăксем вĕçсе килчĕç те пирĕн çине ларса тулчĕç, чĕвĕл-чĕвĕл сассисемпе пире Пегас çинчен юрă юрласа кăтартрĕç. Йĕри-тавра хĕм сапакан çăлтăрсене Пегас тесе чĕнеççĕ иккен, Пегас бинокль витĕр ялкăшакан пысăк хула пекех курăнать. Вутăш мана килех леçсе ячĕ. Сĕтел хушшине кĕрсе лартăм та конкурс валли сочинени çырма пуçларăм. Ручка хăех сăвă шăрçаларĕ. Ытлашшине каçарăр, çитменнине çитерĕр.